Хыпар 1 (28318) № 10.01.2025

10 Янв, 2025

Савăнăçлă, инкек-синкексĕр

«Питĕ кĕске ĕç эрни пулин те — пĕлтерĕшлĕскер», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ытти чухне тунтикунсерен ирттерекен, хальхинче вара кĕçнерникун йĕркеленĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — уявкану кунĕсене мĕнле ирттернине пĕтĕмлетрĕ: мĕн пур мероприяти тивĕçлĕ шайра пулнă. Çак ĕçе йĕркелеме хутшăннă службăсемпе ведомствăсене тав турĕ.

Театрта, йĕлтĕр йĕрĕ çинче

Мероприятисем çинчен вара министрсем каласа пачĕç. Культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, раштавăн 20-мĕшĕнчен тытăнса кăрлачăн 8-мĕшĕччен республикăра Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсене халалланă 1,6 пин ытла мероприяти иртнĕ, вĕсене 260 пин ытла çын хутшăннă. Театр-концерт учрежденийĕсем лайăх ĕçленине Светлана Анатольевна пайăррăн палăртрĕ. Çав шутра куракана темиçе премьерăпа савăнтарнă. Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ кăна икĕ теçетке ытла Çĕнĕ çул представленийĕ йĕркеленĕ, 10 пин ытла ачана йышăннă. Уявсемпе çыхăннă мероприятисем вĕçленмен-ха — кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раштав концерчĕ пулмалла. Вăрăм кану кунĕсемшĕн физкультурăпа спорт та кăтартуллă пулнă. Спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, 130 пăр аренăпа каток пĕр кун та пушă пулман. Шупашкарти Çĕнĕ хулари тăрăллă каток кăна çак кунсенче 4 пин ытла çынна йышăннă. Пĕтĕмпе вара республикăри ял-хулара 400 ытла спорт мероприятийĕ иртнĕ. Шупашкарта мини-футбол турнирĕ пулнă, Шупашкар округĕнче йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă, Елчĕкре ачасемпе çамрăксен хоккей турнирне йĕркеленĕ. ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов уяв кунĕсене хăрушсăрлăх енĕпе хакларĕ. Кăрлачăн 1-8-мĕшĕсенче гидрометеорологи служби енчен сакăр асăрхаттару пулнă та — çанталăк кутăнлăхне кура тивĕçлĕ службăсене çăмăл килменни куçкĕрет. Ăшă, шыв, газ парса тăрас енĕпе пăтăрмахсем пулман, электричество тĕлĕшпе вара чăрмавсем тухса тăнă. Раштавăн 30-31-мĕшĕсенче, кăрлачăн 1-мĕшĕнче чылай муниципалитет округĕнче çынсем вăхăтлăха çутăсăр юлнă. Çакна вăйлă çил, сывлăш температури тăруках улшăнни сăлтавланă пулин те Сергей Геннадьевич потребительсене киловатсемпе шанчăклăн тивĕçтерес ыйтăва оперативлă штаб ларăвĕнче пăхса тухма палăртнине çирĕплетрĕ. Пушар, вилнисем – сахалрах Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче пиротехникăпа усă курасси йăлана кĕнĕ те — праçник умĕн çав хатĕрсене сутакан вырăнсене анлăн тĕрĕслессине йĕркеленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула 1,3 пин ытла пиротехника изделине туртса илнĕ. Çакă, паллах, унашкал хатĕрсемпе усă курнă май çын суранланнă тĕслĕхсем пулманнине кăна мар, пушарсен шучĕ чакнине те витĕм кӳнĕ. Пушарсем тенĕрен, раштавăн 31-мĕшĕнчен тытăнса республикăра 25 пушара регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта кунашкал инкексем 43 пулнă. Кăçал Шупашкарта — 5, Çĕнĕ Шупашкарта — 4, Патăрьел, Шăмăршă, Куславкка тата Комсомольски округĕсенче икшер пушара шута илнĕ. Сăлтавĕсем — табак туртнă чухне асăрханманни, кăмакасем юсавсăрри. 7 тĕслĕхре мунчасем çуннă. Сергей Геннадьевич пысăк инкекпе вĕçленме пултарнă тĕслĕх çинче те чарăнса тăчĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра Вăрнар поселокĕнче полици патрулĕ пĕр хуçалăхри хуралтăсем çийĕн тĕтĕм мăкăрланнине асăрханă. Çулăм пурăнмалли çурт веранди çине куçасси те часах... Полицейскисем пушар çинчен пӳртри çынсене пĕлтерсе вĕсене пĕр тăхтамасăр çуртран илсе тухнă — çынсем вилме пултарнипе çыхăннă пысăк инкеке сирсе янă. Çавна май Сергей Геннадьевич та уяв-кану кунĕсем йĕркеллĕ иртнине палăртнă май хăйĕн сăмахне хăрушсăрлăха тивĕçтерме явăçтарнă тытăмсен ĕçченĕсене тав тунипе вĕçлерĕ. Олег Николаев кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вилнисен ӳчĕсене морга, судмедэкспертизăна илсе килекен служба ĕçлесе кайнине аса илтерчĕ — унăн ĕçĕн пирвайхи кăтартăвĕсемпе кăсăкланчĕ: «Темех мар пек, анчах вилнисен тăванĕсемшĕн ку ĕç нумай чăрмав кăларса тăратать...» Вицепремьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çак кунсенче асăннă служба ятарласа туяннă тата хатĕрленĕ автомобильсемпе вилнĕ 126 çын ӳтне илсе килнине пĕлтерчĕ, вăл йĕркеллĕ ĕçлесе кайнине çирĕплетрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Çамрăк сăвăçсем тăтăшрах тĕл пулĕç

Шупашкарта Çамрăк авторсен клубĕ ĕçлесе кайрĕ. Унăн пĕрремĕш тĕлпулăвĕ раштав вĕçĕнче Л.Агаков ячĕллĕ библиотекăра иртрĕ. Унта поэзи тĕнчине парăннă шкул ачисем тата 25 çулчченхи çамрăксем хутшăнаççĕ.

Раççей регионĕсенче çамрăк авторсен клубĕсене йĕркелесе ярас шухăшпа çунатланаканĕ — Чулхулари çамрăк сăвăç Григорий Васильев. Нумаях пулмасть çеç шкултан вĕренсе тухнă-ха вăл, халĕ Мускавра аслă пĕлӳ илет. 2023 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ГригорийРаççей Президенчĕ ирттернĕ «Пĕлтерĕшли çинчен калаçар» уçă урока хутшăннă. Çамрăк авторсен клубне йĕркелес кăмăл пурри çинчен вăл ун чухне Владимир Путина пĕлтернĕ. Çĕршыв ертӳçи пултаруллă каччăн шухăшне ырланă. Çапла вара çав çулах Чулхулара Çамрăк авторсен клубĕ ĕçлесе кайнă. Халĕ вăл Шупашкарта та пур. Чăваш Енри Çамрăк авторсен клубĕн кураторĕ — Александра Никишина, унăн пулăшуçи — Дарья Федорова. — Гришăпа Пĕтĕм Раççейри ачасен «Океан» центрĕнче паллашрăмăр. Унта эпир час-часах хамăрăн сăвăсене янăраттараттăмăр. Çапла ăнсăртран Гриша Çамрăк авторсен клубне йĕркелени çинчен пĕлтĕм. Кашни хăйĕн хулине таврăнсан вара пĕррехинче Гриша ман пата çырса ячĕ: «Саша, санăн хăвăрăн республикăра Çамрăк авторсен клубне уçас килмест-и?». «Паллах», — хуравларăм эпĕ. Çапла пĕчĕккĕн ĕçе пуçăнтăмăр. Сăвăçсене хамăрăн тĕлпулăва йыхравланă чухне эпир вĕсен пултарулăхĕпе паллашас, малалла аталанма пулăшас тетпĕр. Вĕсен ячĕсем Шупашкарта, республикăра ытларах янăраччăр, — терĕ Александра. Дарья каланă тăрăх, пĕрремĕш тĕлпулăва вĕсемикĕ эрнене яхăн хатĕрленнĕ. Питĕ хумханнине те пытармарĕ кураторăн пулăшуçи. Чăнах та, тăрăшни сая кайман: тĕлпулăва сăвă тĕнчине юратакан чылай çамрăк пухăннă. Илемлĕ кĕвĕ, çутă, лăпкă лару-тăру — çакă пĕтĕмпех пултарулăха уçмамай парать. Проект наставникĕсенчен пĕри — Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕн ГИМС центрĕн аслă инспекторĕ, «Паттăрсен вăхăчĕ» III халăх премийĕн лауреачĕ Сергей Аршинов поэт. Сергей Вячеславович хăрушсăрлăх темипе шкулсенче час-часах профилактика калаçăвĕсем йĕркелет, вĕсене лайăхрах асра юлччăр тесе сăвăласа хатĕрлет. Унсăр пуçне Сергей Вячеславович «Путешествие в страну безопасности» кĕнеке авторĕ тата Наци радиовĕн хумĕсем çине çакнашкал ятпах тухакан кăларăм ертӳçисенчен пĕри. Вăл çамрăксене сăвă çынна мĕн тери усă кӳме пултарнине каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, унта хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарма сĕнчĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Шкулсенчи çсем финиш йĕрĕ çине тухнă

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ — республикăн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре пулса концесси килĕшĕвĕсемпе тăвакан шкулсен строительствипе паллашрĕ.

Аса илтерни вырăнлă: Чăваш Ен 4,4 миллиард тенкĕлĕх çак виçĕ шкул строительствипе çыхăннă концесси килĕшĕвне 2022 çулхи авăн уйăхĕнче алă пуснăччĕ. 2,7 миллиард тенкĕ федераци Правительстви уйăрать, ыттине — патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче концессионер, Мускаври «ПроШкола» холдинг, хывать. Вĕрентӳ учрежденийĕсен строительствине подрядчиксем 2023 çул пуçламăшĕнче пуçăннă. Килĕшӳре ĕçсене 2024 çул вĕç- лениччен пурнăçлассине çирĕплетнĕччĕ. АлексейЛадыков 2024 çулхи çу уйăхĕнче об±ектсенче пулнă чухне те çак датăнах асăннăччĕ — ĕçсеневĕçлемешкĕнмайсем пурри çинчен каланăччĕ. Çакă, шел те, тӳрре тухаймарĕ. Шкулсене хута ярассин вăхăтне тăснă. Хальхи «рейд» вăхăтĕнче журналистсемпе калаçнă май Алексей Олегович уçăмлă палăртрĕ: — Виçĕ шкула концесси мелĕпе çĕклетпĕр. Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствипе килĕшсе вĕсене хута ямалли вăхăта 2025 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсрăмăр. Çĕршыври 30 шкул тĕлĕшпе çакăн пек йышăну тунă. Малтан вĕсене 2024 çулхи раштавра хута яма пăхнăччĕ. Йышăнмалла: эпир хамăр çине ытла та çирĕп требованисем илтĕмĕр. Шкул строительствин проектпа пăхакан йĕркеллĕ вăхăчĕ — 3 çул. Эпир вара вĕсене 2 çулта туса пĕтерме обязательство илтĕмĕр. Анчах çав обязательствăсене йышăнман тăк пирĕн çак виçĕ шкул вуçех пулмастчĕ. Çавăнпа та ку вăхăт ытла та хĕсĕк, йывăр. Пирĕн тĕп тĕллев — вĕрентӳ процесне 2025 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласси. Çак тĕллев патне утатпăр. Строительство ĕçĕсене вара нарăсра вĕçлемелле. Кӳкеçри шкула çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнă. Чăн та, подрядчикăн — «Регионжилстрой» компанин — генеральнăй директорĕ Валерий Борисов ĕçсене маларах, нарăсра, вĕçлес тĕллевлине палăртрĕ. Сăлтавне уçăмлатнă май саккасçă «ПроШкола» холдинг пулнине аса илтерчĕ: строительство ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăнах ачасене йышăнма çук вĕт — шкула тĕрлĕ оборудованипе, кабинетсене сĕтелпуканпа, ыттипе тивĕçтермелле, çакăн валли те вăхăт кирлĕ. Ĕçсене 90% ытларах пурнăçланă, вĕсене палăртнă вăхăтра вĕçлес тĕлĕшпе халь тин иккĕленӳ çук — кунта отделка ĕçĕсене 100 ытла çын пурнăçлать. Котельнăй ĕçлет, çурта ăшă панă — шалти ĕçсене нимĕн те чăрмантармасть. Шкул таврашĕнчи территорие хăтлăлатас ĕçсене вара пурнăçланă ĕнтĕ: стадион, ачасен вăйă лаптăкĕсем, йывăç-тĕм, асфальт — пĕтĕмпех тунă. Округ ертӳлĕхĕ те ку ĕçсене йышăннă. Округ пуçлăхĕн строительство, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Федоров та, авă, кăмăллă. Вăл подрядчик ĕçĕ тĕлĕшпе ӳпкев çуккине палăртрĕ. Чăн та, Валерий Гурьевич пĕр ыйту пуррине пытармарĕ: об±ектăн тулли хакне халь те татăклăн уçăмлатман иккен. Патшалăх экпертизине панă та — хуравĕ паллă мар-ха. «Шкул хакĕ 1650 миллион тенкĕ патнелле пулать тесе шутлатпăр. Патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвне илсен вара юлнă укçапа линолеум, çакмалли мачча валли материалсем, сăрă, йывăç алăксем туянмалла», — терĕ строительство компанийĕн ертӳçи. Кӳкеçсем, паллах, çĕнĕ шкул алăкĕсем уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл ача йышлă ытти шкул çине лекекен тиеве чакарма пулăшмашкăн тивĕç — 825 вĕренекене йышăнмалăх. Кунта округ цĕнтрĕнчен кăна мар, таврари ялсенчен те вĕренме çӳрĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«СВО доброволецсене иккĕмĕш пурнăç пачĕ»

«Хыпар» Издательство çуртĕнче Донецк Халăх Республикинче (ДХР) пурăнакансене 2015-2017 çулсенче ВСУран хăйĕн ирĕкĕпе хӳтĕленĕ Алексей Заикин хăнара пулчĕ.

Вăрçа анне ямастчĕ

Унăн хушма ячĕ «Шелест». Вăл Г.Лепс юрринчи «шелест ночью, шелест днем разный…» йеркене аса илчĕ, 2014 çулта туса хунă Донбасс халăх ополченийĕн доброволецĕ пулнă. Йĕпреç районĕнче пурăннă 30 çулти çамрăк мĕншĕн унта çырăннă? — Донбасрамĕнпулсаиртнинеэпĕ 2014 çултапирĕнМИХсем кĕскен пĕлтернинчен ăнланайман, — терĕ Алексей. — Çавăнпа хамах çитсе пĕлес терĕм, аннене ĕçлеме каятăп терĕм. «Вăрçа…» — тенĕ пулсан ямастчĕ. 2015 çулхи кăрлач уйăхĕнче сумкăна тумтир, ыттине тултартăм та пуйăспа Дон çинчи Ростова çитме çула тухрăм, унта пĕр доброволец кĕтсе илчĕ. Иксĕмĕр Донецк еннелле каякан транспорта куçса лартăмăр. Облаç татаДХРхушшинчи чикĕ урлă каçнă чухне паспорта икĕ регион службисем тĕрĕслерĕç, эпир ăçталла çул тытнипе кăсăкланчĕç. «Ополчение пулăшма», — терĕмĕр. Чикĕ урлă ырă сунсах каçарчĕç. Мотострелоксен 1-мĕш славян гварди бригадине çитрĕмĕр. Хул пуççи çинчи шеврон та унта шутланса тăнине çирĕплетет. Вăл маларах Раççей çарĕнче хĕсметре çулталăк пулнă. Алексее мотострелоксен ротине илнĕ. Хĕç-пăшалпа усă курма 18-19 çулсенче чухнех вĕреннĕ. Çапăçăва кĕме хатĕр пулнă. Анчах вăл «Шелестшăн» пĕрремĕш вĕт! Виççĕмĕшкуннехополченецсемпепĕрлезаданипурнăçлама кайнă. Бронежилетсăр, шлемсăр. Ун чухнебригадăн вĕсем çеç мар, йывăр хĕç-пăшал, çар тумтирĕ те пулман, доброволецсем тумтире хăйсен укçипе туяннă. Сăмахран, Алексей ДХРна «Горка» ăшă тумтир илсе кайнă. Фронтра тӳссе ирттерни чун-чĕрине вăйлă кисретнĕ, ĕмĕрлĕхех асра юлнă, Алексей ача тата каччă чухне пăхнă вăрçă фильмĕсем пĕр самантрах манăçа тухнă. Ополченецсен пурнăçĕ устава пăхăннă, командирсен заданийĕсене пурнăçланă, вĕсене сӳтсе явса вăхăта ирттермен. Çак йĕрке доброволецсемшĕн ªбригадăн пысăкрах пайĕ вĕсенчен йĕркеленнĕº çирĕп пулнă. Хăшĕ-пĕри унта çырăниччен хĕç-пăшалăн вăл е ку модификацине тытса курман пулин те кĕске хушăрах алла илнĕ. — Вĕсем федерацин çĕнĕ регионĕн статусне хӳтĕлесе хăварассишĕн, ВСУ чаçĕсене территорирен хăваласа кăларассишĕн питĕ тăрăшрĕç. Пире укçа ĕçлесе илесси, епле условисенче пурăнасси, пурлăх пухасси шухăшлаттармастчĕ, çав тĕллевшĕн нумайăшĕ пуç хучĕ е аманса инвалида тухрĕ. Уншăнвут-çулăмакĕме, вилмеяланаххатĕрччĕ. ВĕсемДХР çарĕпе милицийĕнче шутланса тăман, РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе ĕç укçи илмен. Чăннипех те — Раççей патриочĕсем, паттăрĕсем. Мана федерацин «Çапăçусенчи ĕçсен ветеранĕ» удостоверение кăçал çеç пачĕç, паянчченех нимле çăмăллăхпа та усă курман, — палăртрĕ Алексей. Çапăçма йывăрланнă Ăна Калашниковăн 7,62 миллиметрлă калибрлă пулеметне панă. Пĕчĕкрех магазина — 40, барабанлине 75 патрон кĕрет. «Шелест» унран пеме кĕске хушăрах хăнăхнă. Сивĕ тăнă уйăхсенче хутса ăшăтман çуртра çĕр каçнă, мина-снаряд çывăхрах ӳкме тытăнсан путвала анса пытаннă. Мина-снаряд тата тăхлан «çумăрĕ» айне пĕрремĕш кунах лекнĕ. 2015-2017 çулсенче бригадăн, ытти подразделенин ытларах хӳтĕленме тивнĕ. Алексей ВСУ чаçĕсемпе ДХРти Петровски ялĕ патĕнче çапăçнине аса илчĕ. 2016 çулта вăл малти линире пулнă, СВО пуçлансан тыла юлнă. Çапах та ДХР çарĕпемилицийĕ тата ополченецсем, çав шутра Алексей бригади те, анлă тапăну операцине те хутшăннă. — 2015 çулхи нарăс уйăхĕнче вĕсем ВСУ чаçĕсене Дебальцево «хуранне» кĕртсе ӳкерчĕç, урăхлакаласан çавхуланапур енчен те çавăрса илчĕç, пĕрремĕш пайне пĕтерчĕç, иккĕмĕшĕ унтан талпăнса тухса тарчĕ. Ополчени ветеранĕ Сергей Володин шухăшĕпе, çавăн хыççăн Донецкпа Луганск республикисен территорине ирĕке кăларма пултарнă. Анчах вĕсене пĕр вырăнта тăма хушу панă. Нимĕн тумасăр тăни ВСУ майлă пулса тухрĕ. Раççейпе Украина çав çулхи нарăс уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче Минскра иккĕмĕш килĕшӳ çирĕплетнĕ тата пире çар операцийĕ ирттерме чарнă хушăра натовецсем «хуранран» тухнисене канма ярса, вĕсен вырăнне çĕнĕ вăйсене кĕртсе вăрăм хӳтĕленӳ линийĕ туса ĕлкĕрчĕç, — каласа пачĕ доброволец. — Салтак куçĕпе пăхса çапла шухăшлаттăм: «Пире тăшмана малалла хăвалама мĕншĕн чараççĕ?» Ку çеç мар, пире çапăçма пушшех йывăрланчĕ. Мĕншĕн тесенДХР çарĕпемилицийĕн, ополченецсен Минск килĕшĕвне пăхăнмалла тесе мĕн пур йышши хĕç-пăшалтан пеме чарчĕç, хушăва пăхăнмасан «çар трибуналĕ» айăплассипе хăратрĕç. Анчах ВСУ пăхăнмарĕ — печĕ, пирĕн боецсене вĕлерчĕ, çывăха пырса çирĕпленселарчĕ. Çакнахамăркуçпапăхсатăтăмăр, питĕ кӳрентĕмĕр. Дебальцево операцийĕ хыççăн нумай ополченец Раççее таврăнчĕ. Сăлтавĕ — фронт хĕвел анăçнелле куçайманнинче, çапăçакан икĕ ен «тăнăçлăх килĕшĕвне» пурнăçлама хăтланнинче. Владимир Путин кайран Минск килĕшĕвне «яланхи ултав, пире шăнман пăр çине лартма хăтланни» тесе хак пачĕ. Алексей 2015 çул вĕçленсен республикăна отпуска килнĕ. Районта ăна хăшĕ-пĕри: «Камшăн çапăçатăн? Çичĕ ютшăн унта пуç хурасшăн-и?» — тенĕ. Вăл çапла хуравланă: «Донбасс инкекĕ пирки эсĕ тата эпĕ тĕрлĕ шухăшлатпăр. Манăн асатте тата атте Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ, эпĕ те хӳтĕлетĕп. Ман пек доброволецсене чысласа палăк лартма пуçларĕç, çавăнпа вĕсем çинчен начар ан шухăшлăр. «Хăвăр 60 çул пурăнатăр, анчах ăс пухайман. Çĕнĕ автомашина туяннисĕр, кермен лартнисĕр пуçне халăхшăн урăх нимĕн те туман. Вилсен ачăрсемпе тăванăрсемсĕр пуçне никам та асăнмĕ, мĕншĕн тесен эсир идеологисĕр, уйри çум курăк пек», — хуравланă Алексей, хăйне доброволецсем тĕлĕшпе лайăх мар сăмахсем каланăшăн хăш-пĕр чухне кӳреннĕскер. Отпускран ДХРа таврăнса мирлĕ халăха 2017 çул вĕçленичченех хӳтĕленĕ. Артиллерин хăй тĕллĕн çӳрекен «Гвоздика» гаубица установкин наводчикĕ пулнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: 2025 çул валли лайăх никĕс хатĕрлерĕмĕр

Çĕнĕ çул умĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисемпе курнăçрĕ. Тĕлпулу раштав уйăхне, иртнĕ çула пĕтĕмлетекен интервьюна çаврăнчĕ. Эпир вара ăна Раççей пичечĕ кунĕ умĕн вулакан патне çитерни уйрăм пĕлтерĕш чыс çуратрĕ.

Стратегисен стратегийĕ

Калаçăва пуçланă май Олег Николаев 2024 çул ансат пулманнине палăртрĕ. Çакă санкцисемпе, çакнашкал ытти чăрмавпа кăна çыхăнман. 2024 çулта наци проекчĕсем вĕçленни, 2025 çулта çĕннисем пуçланасси те нумай тĕллев кăларса тăратать. Наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе регион япăх мар ĕçленĕ, çакă çĕнĕ нацпроектсемпе çыхăннă ĕç валли лайăх никĕс йĕркелет. Олег Алексеевич 2020 çулта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлесе унпа ĕçлеме тытăннине аса илтерчĕ. Ĕçе çапла йĕркелени, ун шучĕпе, иртнĕ çулсенче тӳрре тухрĕ. Ку Чăваш Енĕн хăйĕн тупăшĕсем икĕ хут ытла пысăкланнинче те, вăтам ĕç укçи, регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ ӳснинче те курăнать. Регион çĕнĕ çулталăка çирĕплетнĕ бюджетпа кĕрет — унта та хамăрăн тупăш самай пысăкланнине тĕпе хунă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ самант — налуксен генерацийĕ: «Эпир вĕсен калăпăшĕпе пуçласа бюджет тăкакĕсенчен иртрĕмĕр. Кунашкалли республика историйĕнче нихăçан та пулман». Халь социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çĕнĕ программи те хатĕр ĕнтĕ. Ăна Олег Николаев «стратегисен стратегийĕ», «мастер-плансен мастер-планĕ» тесе хакларĕ. 25 отрасль — 25 стратеги. Президент çĕршыври 200 хулан мастер-планĕсене хатĕрлемелли тĕллев лартнăччĕ. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕ пур — ăна ыттисенчен маларах хатĕрленĕ. Раштаври ТОП-5 шайĕнчи пулăмсене асăнма ыйтсан Олег Николаев чи малтан Президент хутшăннисене палăртрĕ: Шупашкар аэропортне уçни — вăл пассажирсене йышăнать ĕнтĕ, Сăр урлă хывнă кĕпере хута яни — вăл та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕскер. Пĕрлех федераци пĕлтерĕшлĕ автотрассăн Шăхасан патĕнчи сыпăкне реконструкцилессине вĕçленĕ. Тата — темиçе культура çуртне, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене хута яни. Хăйне евĕрлĕ опыт — вилнисен ӳчĕсене экспертизăна илсе каякан служба туса хуни. Вăл кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлесе кайрĕ. «Çынсемшĕн тăванĕсем вилсен вĕсен ӳчĕсене экспертизăна илсе каяс тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăратчĕç… Право хуралĕн органĕсем пушшех кăмăллă — ку ыйту вĕсемшĕн те çивĕч тăратчĕ», — терĕ Олег Николаев. Аэропорт, кĕпер… Пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче регион ертӳçи çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Владимир Путин ертсе пынипе нумаях пулмасть иртнĕ ларăвне асăнчĕ. Унта Çемье çулталăкне пĕтĕмлетнĕ, «интереслĕ йышăнусем тунă». Чăваш Ен çемьене пулăшмалли çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртме хутшăнакан регион пулса тăрать. Паллă пулăмсен списокне тăснă май Олег Алексеевич «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» çинчен те каларĕ: «Мана кăçал 6 ача лекрĕ… Ку хутĕнче нумай ачаллă çемьесем хутшăннă та — çемьесенчен пĕри виçĕ ачаллă. Тата — ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕн икĕ ачи. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ йĕркепе Запорожье облаçĕнчи Бердянскри çемьери пĕр ача ĕмĕтне пурнăçламалла». Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитес ултă çуллăх комплекслă программи пирки каланă май Олег Николаев ăна пурнăçлама республикăра пурăнакан кашни çын хутшăннине курас килнине палăртрĕ. Сăмах кашнин мĕн те пулин тумалли çинчен пымасть: «Кашни çыннăн хальччен хăй мĕн тунине ăнланмалла — çакă пулать те вăл программăна хывакан тӳпе». Çын спортпа туслашни, волонтерсен ĕçне хутшăнни те çак шута кĕреççĕ. Çапла тусан çын программа пурнăçланнине туятех. Программăн Çĕнĕ çул умĕнхи презентацийĕ — пысăк ĕç пуçламăшĕ кăна. Унпа округсенче Правительство кунĕсене йĕркелесе те паллаштарасшăн: «Çакăн хыççăн муниципалитетсем хăйсем те малалла каясса питĕ шанатăп — çак хума малалла аталантармалла. Ума пысăк тĕллевсем лартмалла — çавăн чухне питĕ нумай ĕç тума пултарăпăр». Çĕнĕ нацпроектсем пирки экспертсемпе канашланă. Тĕп вырăнта — пурнăç стандарчĕсене çĕклесси, пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатасси тата ытти те. Çавăнпа çӳлерех асăннă комплекслă программăна та инвестици вырăнне хума пулать. Вăл аталанăва укçа-тенкĕпе, малалла каймалли майсемпе тивĕçтерме пулăшмалла. Тĕллевсен шутĕнче çĕнни нимĕн те çук пек, анчах пĕлтерĕшли — тĕп ыйтусене мала кăларни. Унашкаллисен шутĕнче Олег Николаев граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассине курать. 2017 çулччен юхăннисен шутне кĕртнĕ çуртсем тĕлĕшпе республика программăна пурнăçланă. Кăçалтан вара 2021 çулччен авари пулма пултараканнисен шутне кĕртнĕ çуртсенче пурăнакансемпе ĕçлеме тытăнмалла. Республика ертӳлĕхĕ ку ĕç çакăнпа кăна вĕçленмессине те ăнланать — программăна кĕмен çуртсем те пур-ха. Эппин, инфратытăма, ыттине лайăхлатас енĕпе нумай ĕçлеме тивĕ, мĕншĕн тесен ку сфера бизнесшăн илĕртӳллĕ мар — вăл ку ĕçсемпе тăкакланасшăн пулмĕ. Çемьерен асли çук Приоритетсен шутĕнче çавăн пекех — социаллă хӳтлĕх. Тата — вĕрентӳ, çемье. «Çак сферăсене инвестицисем хывассине хастарлатăпăр. Уйрăм çынсен активĕсене илĕртме условисем йĕркелĕпĕр, вĕсен пуçарăвĕсене тӳрре кăларма пулăшăпăр». Çак ĕçе, ун шучĕпе, республика «пушар шайĕнчи сӳнтернĕ нумай тĕллевпе» кĕрет. 5 çул каялла унашкалли, пĕр тăхтамасăр сӳнтермелли «пушарсем», нумай пулнă. Калăпăр, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли ыйту çивĕчлĕхĕ. Халь вара республика çак çивĕчлĕхе хăвăрт чакаракан регионсен теçеткине кĕнĕ. Е тата — лифтсем. Ку вуçех те патшалăх ĕçĕ мар пек туйăнать — вĕсен хуçисем пур вĕт. Анчах Президент тивĕçлĕ тĕллев палăртнă. Çынсем айăплă мар вĕт — лифтсем хваттерсене приватизациленĕ чухнех юхăннă пулнă, апла тăк граждансене пулăшмалла: «Икĕ çул каялла кăна пирĕн ку ыйту çулăмпа çунатчĕ, анчах тата икĕ çултанах республика ку енĕпе ĕç-пуç йĕркеллĕ регионсен шутне кĕрĕ». Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем çинчен сăмах пуçарнă май регион ертӳçи вĕсен çемйисене пулăшасси малашне те тĕп ыйтусен шутĕнче пулассине çирĕплетрĕ. Тепĕр чухне саккун кăларакансен тухса тăнă ларутăру хыççăн та ĕлкĕрме тивет. Калăпăр, СВОна Чăваш Енрен мар, ытти регионтан кайнисен çемйисене пулăшасси. Тивĕçлĕ саккуна йышăннă: СВОна хутшăннине кăна çирĕплетмелле — пулăшу пулать. Тĕрĕссипе, республика ку йĕркепе саккун йышăничченех ĕçлеме тытăннă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Килте спортзал хута янă

Шăпине спортпа çыхăнтарнă çын çӳç шуралсан та унран пăрăнмасть, чунĕ те спортшăнах çунать. Шупашкарта пурăнакан Геннадий Спиридонов шăпах çавнашкаллисенчен пĕри. Тивĕçлĕ канура пулин те çамрăксемпе ĕçлес кăмăл сӳнмен-ха унăн, вĕсене пĕлӳ памашкăн опыт та пысăк. Çавăнпах вăл килте спортзал хута янă.

— Автомашина лартма гараж çĕкленĕччĕ, анчахюлашки çулсенче вăл пушă ларчĕ. Виçĕ çул каялла, пандеми вăхăтĕнче, унта спортзал тума пуçларăмăр. Пĕтĕмпех хамалăпа. Вĕренекенĕмсемнумай пулăшрĕç. Спортзаликĕ хутлă. Пĕрремĕшĕнче волейболла вылятпăр, иккĕмĕш хутра тренировка ирттеретпĕр. Кунта хам вĕрентнĕ çамрăксем, хамăн ачасемпе мăнуксем, юлташсем килеççĕ, — каласа кăтартрĕ Геннадий Аркадьевич. Геннадий Спиридонов Çĕрпӳ районĕнчи Вĕрмер ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Эпир çамрăк чухне спортзал тавраш пулман, çапах спортпа туслă пулнă. Хĕлле каток туса хоккейла, çулла футболла выляттăмăр. Çырмара ача-пăча кĕшĕлтететчĕ: пĕрисем — çунашкапа, теприсем йĕлтĕрпе ярăнатчĕç», — ачалăха путрĕ спорт ветеранĕ. Шкул хыççăн вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта бокспа туслашнă. Хăйĕн вăйне тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕсленĕскер спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Кайран Шупашкарти 1-мĕш училищĕре сварщик специальноçне алла илнĕ, унта та спортзалтан тухма пĕлмен. Салтак аттине хывсан çамрăк çын Шупашкарти механизаци управленийĕнче хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен специалистра тăрăшнă, унтан башня кранĕсен участок пуçлăхĕ пулнă. 1984 çулта ăна тĕп хулари 1-мĕш училищĕне студентсене вĕрентме чĕнсе илнĕ. Тăхăр çултан 12-мĕш училищĕне куçнă. Унта производство вĕрентĕвĕнмастерĕ пулнă, газоэлектросварщиксене хатĕрленĕ. Ку тытăмра вăл 40 çул ытла вăй хунă. Унсăр пуçне тĕп ĕçрен пăрăнмасăр тренерта 36 çул тăрăшнă. Пĕр тапхăр хулари «Восток» спорт комплексĕнче ĕçленĕ. 1989 çулта Геннадий Спиридонов каратэпе туслашнă. Маçтăрсем вĕрентнипе каратэ вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Мускавра, Тулăра, Шупашкарта тата ытти хулара иртнĕ семинарсене хутшăннă. Ют çĕршывсене те çитнĕ: Польша, Германи... «Шăпах çав вăхăтрамедицина профессорĕсемпе паллашрăм. Вĕсенчен кирлине нумай вĕрентĕм, — калаçăва малалла тăсрĕ Геннадий Аркадьевич. — Тренерăн çын организмне, анатомине лайăх чухламалла. Спортăн сывлăха çирĕплетмелле, суранлатмалла мар. Тĕрĕс кĕрешме пĕлмесен сиен кӳме пулать. Каратэ мелĕсем çыншăн усăллă. Урамра шуса ӳкессинчен те хăтарать, кулленхи пурнăçра самай пулăшать, психологи енчен те хатĕрлет. 1993 çулта шотоканпа фудокан енĕпе хура пиçиххине тивĕçрĕм. Çавăн хыççăн çамрăксене хатĕрлеме тытăнтăм. ВĕренекенсемРаççей тулашĕнчи ăмăртусенче те палăрчĕç. Акă Евгений Павлов Европăн тата Раççейĕн темиçе хут чемпионĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех Константин Неустроев, Петр Иванов, ыттисем лайăх результатсем кăтартрĕç. Воспитанниксем çар службинче, ШĔМре тата ытти тытăмра ĕçлеççĕ», — терĕ вăл. 2010 çулта тренер Шупашкарти «Байконур» микрорайонта спорт клубĕ йĕркеленĕ. Ачасене каратэ ăсталăхне вĕрентнĕ, анчах икĕ çултан ăна хупма тивнĕ. Вăл Чăваш Енри çар искусствисен федерацине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, пĕр вăхăт ертӳçĕ çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Халĕ те спорт организацийĕн ĕçĕнчен юлмасть. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Амăшĕн чĕри тĕнче хĕррине илсе çитерет

Анне чĕри… Питĕ сисĕмлĕ те туйăмлă вăл. Яланах ачи пирки шухăшлать. Вăл инкеке лексен пулăшма васкать. Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Треппелти вăтам шкулта вĕрентекенре тăрăшнă Галина Умова шăпах çавăн пек амăшĕ. Унпа вулакансене те паллаштарас кăмăл çуралчĕ.

Вĕсем мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Аслă ывăлĕ хĕсметре десантник пулнă. 1994-1995 çулсенче Чечня вăрçине лекнĕ. «Эпир Ваня вăрçа лекни пирки хыпар илтĕмĕр, — калаçăвне пуçларĕ вăл. — Ывăлăмотпуска килсе кайнăччĕ кăна, хăйĕн чаçне çитсе те ĕлкĕреймен — вăрçă тухнă. Салтаксене çĕрлехи тревогăпа ыйхăран вăратса «Анапа — Грозный» пуйăспа çапăçу хирне илсе çитернĕ... Чи пĕрремĕш çапăçăва лекнĕ. 18 çулти яш-кĕрĕм, контрактниксем пулман вĕсем. Пирĕн ывăл ял хуçалăх техникумĕнче 3-мĕш курсра вĕренетчĕ. Салтака унтан кайрĕ. Каярахпа Иван Умов çухалнă тесе çыру килчĕ. Ăна «Анапа — Грозный» пуйăс проводници çырнă: «Вы, наверное, думаете, что ваш сын доехал до части, жив и здоров и ждете вестей от него. Я сама видела, как многие солдаты остались лежать на реке Сунжа». 1995 çул пуçламăшĕ. Хăрушă çак хыпара илтсен, çар комиссариатĕнче пулнă хыççăн ывăлăма шырама тухса кайрăм. Кун пек çырăва кашни салтакăн ашшĕамăшĕ патне çырман. Ваня ыйтнипе проводница çырса янă. Вăл отпускран çĕрле пырса çитнĕ, ултă сехетрен унăн чаçне ирпе тухмалла пулнă. Ваня çывăрма выртнă, çавăнтах — тревога! Салтаксем икĕ çухрăм çуран вокзала çити чупнă. Унтан вĕсене пуйăспа тӳрех Грознăя илсе кайнă. Ваня хăйсене вăрçа ярассине ăнланса илнĕ. Ун пирки вĕсене никам та пĕр сăмах та каламан. Ытти салтак та çакна ăнланнă, мĕншĕн тесен çулсем хупă пулнипе икĕ сехет лартăмăр тесе каласа паратчĕ каярахпа ывăлăм. Çакна питĕ нумай çар техники иртсе кайни те çирĕплетнĕ. Ывăлăм хăйне канăç паман шухăша проводницăран ыйтма хăю çитернĕ. «Тĕрĕс, Грознăйра Дудаевăн çарĕ пирĕнпе вăрçă пуçланă», — тесе хуравланă проводница. «Килтисем нимĕн те пĕлмеççĕ. Вĕсене мĕнле систермелле-ши?» — явăннă пуçра шухăш. Ваня каллех проводница патне кайса ларнă, ашшĕпе амăшĕ патне çыру çырса яма ыйтнă. Ăçта? Мĕнле адреспа? Çакăн пирки каярахпа Ваня мана аса илсе каласа кăтартрĕ. «Подол потрогайте, платье — это тряпка. Моя деревня — Тряпино. Фамилия моя — Умов, ум, не забудете, а имя мое — вся Россия заполнена Иванами», — тенĕ вăл. Чăн та, çырура çакăн пек çырнăччĕ: «Башкортостан, Тряпино, Умову Ивану». Вĕсен подразделенийĕ çине вут-çулăмтăкнă. Нумай салтак вилнĕ, ман ача сывă юлнă. Сунжа урлă каçнă чухне кĕпере сирпĕтнĕ, апла пулин те пирĕн ачасем Грознăя çитнĕ. Вĕсене машинăпа кĕтсе илнĕ. Ваня унта вăрçăра пулчĕ. Çапăçусем Чечняра ытларах тĕттĕм вăхăтра иртнĕ. Ывăл — десантник. Тусем унта уйрăмах çӳллĕ. Çĕр çине парашютпа анассине дудаевецсем — пуç касакансем, боевиксем — кĕтсе тăнă. Пилĕк салтак тыткăна лекнĕ, çав шутра Ваня та. Çавăнпа вăл хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă. Тыткăнра вăрах пулман. Вĕсене асаплантарман, хĕнемен, эрнере пĕр тумлам шыв та паман, апат та çитермен. Чĕрĕ организм шывсăрланма пуçланă. Çакă — сывлăхшăн питĕ хăрушă пулăм. Ваньăн тăвар ларма тытăннă. Каярахпа вĕсене хамăр салтаксемтыткăнран хăтарнă. Грознăйра вăйлă вăрçă пынине пула самолетпа тӳрех Краснодара илсе çитернĕ. Пĕр салтак хăйне питĕ япăх туйнă, вăл çул çинче вилнĕ. Эпĕ ывăлăма икĕ эрне шырарăм. Моздока çитрĕм, чечен çемйинче пурăнтăм. Çак вăхăтра маншăн питĕ йывăр самантсем пулчĕç. Ун чухне кĕсье телефонĕ çук хальхи пек. Хулара комендант вăхăчĕ, лавккасемĕçлемеççĕ. Никампа та калаçаймастăн, никамран канаш ыйтса илейместĕн. «Мир» ятлă театр пурччĕ, çавăнта хула влаçĕсем беженецсене вырăн панă: унта ни ларма, ни тăма — пурте урайĕнчеччĕ. Эпĕ те çавăнта лекрĕм, икĕ каç ирттертĕм. Кăнтăрла эпир ачасене шырама тухаттăмăр. Çынсенчен ыйтаттăмăр. Чечен хĕрарăмĕсем укçалла пулăшатчĕç. Вăрçă хирĕнчен çырусем илсе килсе паратчĕç. Çырусем йĕп-йĕпеччĕ, мĕншĕн тесен юр ирĕлнĕ вăхăтчĕ — кăрлач уйăхĕ. Хут михĕпе килнĕ çырусемсалтаксен тăванĕсемпатне çитменнишĕн чĕре ырататчĕ. Çавăнпа та хĕрарăмсен хушшинче çырусене валеçсе, адрессене çĕнетсе, пĕр пус тăракан конверта чиксе почтăпа яраттăмăр. Ашшĕ-амăшĕ ачи вăрçăра пулнине пĕлтĕр тесе эпир питĕ нумай çыру çыртăмăр. Кăнтăрла вăхăтĕнче вокзала каяттăмăр. Унта вăрçăран çĕмрĕк техника илсе килетчĕç. Пĕрле салтаксем те пурччĕ. Эпир вĕсене ачасен сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартаттăмăр, курман-и тесе ыйтаттăмăр. Хăш чухне вăрçă хирĕнчен çар çыннисем килетчĕç. Салтаксен хушамачĕсене каласан: «Аманнă, вилнĕ, Мускава, Дон çинчи Ростова ăсатнă», — тесе вуласа паратчĕç. Унтан çав хутсене стена çине çакса хуратчĕç. Çынсем тыта-тыта пăхатчĕç, аяларах çырнă хушаматсем уççăн курăнмастчĕç. Пăхрăм: «У» сас палли палăрмасть. Тепре пăхрăм: «Умов И.П. Отправлено во Владикавказ, ранен», — тенĕ. <...>

Анна ДАНИЛОВА, Çтерлĕ хули.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.