Ăшăсăр сехетсем ытла вăраха каймарĕç
Иртнĕ кану кунĕсенче Шупашкарта коммуналлă авари пулнă. Раштавăн 15-мĕшĕнче çĕрле Чапаев ячĕллĕ завод котельнăйĕнчи «гидроудара» пула ăшă пăрăхĕ сиенленнĕ. Ку çеç те мар...
27 пине яхăн çын пурăнакан нумай хутлă çуртсене ăшă парса тăрассине чарма тивнĕ. Çав шутрах социаллă 21 объект — 12 ача сачĕ, 4 шкул... Юсав ĕçĕсене пĕр тăхтамасăр пуçарнă. Ĕçсене тĕрлĕ тытăмăн, çав шутра «Т Плюс» компанин бригадисене явăçтарнă. Ир тĕлне тĕп пăрăха юсанă, ăшă пама пуçланă. 15 сехет тĕлне система йĕркеллĕ режимпа ĕçлеме тытăннă. Анчах — каллех пăтăрмах: Промышленноç тата Чернышевский урамĕсенчи пăрăхсем те сиенленнĕ иккен.
Тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов пĕлтернĕ тăрăх, хушма юсав ĕçĕсене пурнăçлама тивнĕ — вĕсене вăл хăй те тимлĕ сăнаса тăнă. Ку ĕçсене çĕрле 23 сехет те 10 минут тĕлне вĕçленĕ, çуртсенчи пăрăхсем тинех тепĕр хут ăшăнма пуçланă. Паллах, ĕçсем çакăнпа кăна вĕçленмен — пăрăхсенче сывлăш «пăккисем» юлма пултарнă май вĕсене кăлармалла, ытти ĕç. Вĕсем тунтикунчченех тăсăлнă.
Çийĕнчен Владимир Анатольевич граждансен ăшă тата вĕри шыв тÿлевĕсене çĕнĕрен шутласа палăртасси çинчен пĕлтерчĕ, хула çыннисен ăшăпа çыхăннă ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулассине çирĕплетрĕ.
Тивĕçлĕ службăсен оперативлă ĕçне ĕнер республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та лайăх хак пачĕ. Правительство çуртĕнчи планеркăра вăл тĕп хула пуçлăхĕн граждансен тÿлевĕсемпе çыхăннă йышăнăвне те ырларĕ, ку ыйтусене çывăха илнĕшĕн Владимир Доброхотова тав турĕ.
Комментировать