Хыпар 132 (28308) № 26.11.2024
Турĕ лини тиркевлĕхпе хаклă
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкерекен ыйтусем тепĕр чух ытла та вак-тĕвек тенине ĕçтешсенчен те пĕрре çеç мар илтнĕ. Çакна журналистсем кăна сăнаман иккен. Ĕнерхи канашлура кун пирки пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăмăлсăрланчĕ: «Ку ыйтăва кун йĕркине мĕншĕн кĕртнине ăнланмастăп...»
Вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Антонина Буданцова шкулсенче электрон журналсемпе дневниксене ĕçе кĕртни çинчен сăмах илчĕ. Вĕсем хут журналсемпе дневниксенчен меллĕреххи, функцийĕсем те анлăраххи çинчен каларĕ. Электрон дневникпа журнал педагогсене хут ĕçĕнчен хăтарать, кунашкал дневник ашшĕ-амăшĕшĕн те ачисен вĕренĕвне сăнаса пымашкăн меллĕрех. Ятарлă программăра вĕсен пысăк йышĕ — 220 пин çын — регистрациленнĕ. Михаил Ноздряков ăна пӳлмерĕ, анчах вăл докладне вĕçленĕ хыççăн хăйĕн шухăшне тӳррĕн пĕлтерчĕ: шкулсенче ку цифра мелĕсем тахçанах вăя кĕнĕ — кунта ним çĕнни те çук, апла тăк асăннă ыйтăва çак шайра сӳтсе явнин вырăнлăхĕ те иккĕленӳллĕ. Антонина Аркадьевна тема çивĕчлĕхне сăлтавлама пăхрĕ-ха, Çĕмĕрле хулипе округĕнче, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар округĕсенче хайхи электрон кăтартусене журналсемпе дневниксене вăхăтра кĕртсе пыманнине палăртса ку ĕçе çав муниципалитетсен пуçлăхĕсен тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕ, анчах республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та финанс министрĕн позицинех йышăнчĕ — Вĕрентӳ министерствин ертӳлĕхне унран та сăмах тиврĕ. Агропромышленноç комплексне техникăпа тивĕçтерес ыйтупа Патшалăх технадзорĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев доклад турĕ. Вăл ертсе пыракан ведомство сăнаса тăракан техника шучĕ паян 28,2 пин единицăпа танлашать. Пысăк пайĕ, 16 пине яхăн единица, уйрăм çынсен техники. Агропромышленноç комплексĕн техникин пĕтĕмĕшле хăвачĕ паян 790,5 пин лаша вăйĕнчен те иртет. 2020 çулхипе танлаштарсан — 204 пин лаша вăйĕ чухлĕ нумайрах. Çакăнта, иккĕленмест Владимир Павлович, патшалăх ял хуçалăхне пулăшнин витĕмĕ пысăк. Паян ял хуçалăх çĕрĕсен кашни 100 гектарĕ пуçне техникăн 165 лаша вăйĕ тивет. Ку кăтартупа республика Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта. Юлашки тăватă çулта кăна çĕнĕ техникăн 3975 единицине регистрациленĕ. Çав шутра кăçал — 802. Хуçалăхсем, фермерсем çулталăк пуçланнăранпа 370 трактор, 22 комбайн туяннă. Патăрьел, Шупашкар, Çĕрпӳ округĕсем трактор-комбайна ытларах çĕнетеççĕ-мĕн, Çĕмĕрлесемпе Улатăрсен вара ку кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Çĕнĕ техникăн хăвачĕ те, паллă, пысăкрах, вăл ĕç тухăçлăхĕпе, шанчăклăхĕпе киввинчен ирттерет, çакă ял хуçалăх предприятийĕсен пĕтĕмĕшле ĕçĕнче те палăрать. Владимир Димитриев инженери культурине ӳстерес тĕллевпе Чăваш Енре ял хуçалăх техникине хĕле хатĕрлесе управа лартас енĕпе çуллен ирттерекен смотр кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ. Комиссисем юпа уйăхĕнче ĕçленĕ — хуçалăхсенчи çак ĕçе хакланă. Конкурса пĕлтĕрхинчен ытларах организаци хутшăннă. 156 ял хуçалăх предприятийĕпе 122 фермер техникăна управа мĕнле лартнине тĕрĕсленĕ. Тупăшура Красноармейски округĕнчи «Таябинка» агрофирма тата Çĕрпӳ округĕнчи Александр Артемьев хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Владимир Павлович çавăн пекех Çĕрпӳ округĕнчи «Çĕрпӳ беконĕ», «ВДС» компанисем, Муркаш округĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăх техникăпа тирпейлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара Патăрьел, Елчĕк, Шупашкар, Çĕрпӳ, Муркаш округĕсенчи хуçалăхсем конкурса хастар хутшăннă. Хăй тĕллĕн çӳрекен техникăшăн яваплă тĕп инспектор кăçал хуçалăхсем трактор-комбайн валли виçĕ ангар тунине ырласа палăртрĕ — çакă та техника управлăхне ырă витĕм кӳрĕ. Раштав пуçламăшĕнче Чăваш Ен пуçласа Пĕтĕм Раççейри ачасен шахмат Кубокĕн финалне йышăнасси çинчен спорт министрĕ Василий Петров пĕлтерчĕ. Тупăшу раштавăн 3-11-мĕшĕсенче иртет, пирĕн пата çĕршыври çамрăк чи вăйлă 64 спортсмен килĕ. Тăватă ӳсĕмри чи пултаруллă шахматистсене палăртĕç: 9, 11, 13 çулчченхи арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче тата 15 çулчченхи хĕрсен хушшинче. Çак тапхăр çĕнтерӳçисем çитес çул Раççейре мала тухассишĕн йĕркелекен тĕп тупăшура вăй виçме ирĕк илĕç. Ăмăрту раштавăн 3-мĕшĕнче Çамрăксен театрĕнче уçăлĕ, вăйсен тĕп лапамĕ вара — «Шупашкар Арена» Пăр кермен. Министр çамрăк хăнасем валли культурăпа кану мероприятийĕсем хатĕрлени çинчен каларĕ: музейсемпе театрсенче, тĕп хулан паллă вырăнĕсенче экскурсисенче пулĕç — тунсăхлама вăхăт пулмĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Малашлăх чăнлăх çинче никĕслентĕр
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче округри «Истори çут ĕçĕ кăткăс лару-тăрура патшалăх суверенитечĕн факторĕ пулса тăни» наукăпа çут ĕç форумĕ пулса иртрĕ. Ăна республикăн Вĕрентӳ министерстви тата Пĕтĕм Раççейри çарпа истори обществи йĕркеленĕ.
Форум ĕçне влаç органĕсен, наука, вĕрентӳ учрежденийĕсен, библиотекăсемпе архивсен, общество организацийĕсен представителĕсем пăхăннă. Федерацин Атăлçи округĕнчи кашни регионтанах хăнасем килнĕ. — Çак форума ирттерме пирĕн хулана суйласа илнĕшĕн пысăк тав! — терĕ форумра сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Шупашкар 2021 çулта ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне илчĕ. Унăн историйĕ питĕ пуян. Эпир паян питĕ кирлĕ тема — паянхи лару-тăрура патшалăх суверенитетне çирĕплетес тĕллевпе истори чăнлăхне упрас ĕçе — сӳтсе яватпăр. Президент Раççей историйĕн карапне паянхи çăмăл мар лару-тăрура хăюллăн ертсе пырать. Паянхи граждан обществин институчĕсем, общество организацийĕсем, шырав юхăмĕсем, ыттисем истори чăнлăхне çирĕплетес тĕллевпе сахал мар ĕç тăваççĕ. 2021 çула эпир халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхне халалларăмăр. Атăл—Вятка макрорегион ун чухне Крыма апат-çимĕçпе тата хĕç-пăшалпа тивĕçтернĕ. Эвакуаципе килсе çитнĕ заводсене тӳрех хута ярса продукципе тивĕçтерме, аманнă салтаксене сыватма тăрăшнă. Тата, паллах, 100 кун хушшинче Сăрпа Атăл юхан шывĕсем тăрăх, Хусанпа Сăр таврашĕнче хӳтĕлев чиккисем туни. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Раççейре ирттернĕ соцыйтăм Чăваш Республикинче пурăнакансем тăнăçлăхпа палăрнине çирĕплетрĕ. Пирĕн çамрăк ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене пĕлет, асра тытать, Çĕнтерӳпе мăнаçланать. Фронтра вилнĕ 4 пин çынна пурне те тупса палăртман-ха. Паянхи çамрăксем ку тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Раççейре истори астăвăмне упраса çирĕплетмешкĕн çамрăксен тĕрлĕ юхăмĕ йĕркеленнĕ: çамрăк армеецсен «Гвардеец» юхăмĕ, «Никама та манман» шыравçăсен отрячĕ, патриотсен «Тăван çĕршывăн геройĕсем» ушкăнĕ, ыттисем. Чăваш Енре 388 отряда пĕрлештернĕ 17 пин çамрăк армеец, çамрăк шыравçăсен 65 шкулĕ тата студентсен 17 отрячĕ йĕркеленнĕ, 400 шкул музейĕ, 380 çарпа патриот клубĕ... Вĕрентӳ учрежденийĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене чĕнсе класс сехечĕсемпе паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ, «Хăюлăх урокĕсене» пурĕ 1,2 миллион çын хутшăннă. Çĕршывăн истори наукин тĕп тĕллевĕ — тĕнчере истори астăвăмне тата истори тĕрĕслĕхне пăсса тата суйса кăтартас туртăма хирĕç тăрасси. Владимир Путин Президент Раççей суверенитетне хӳтĕлес ĕç истори тĕрĕслĕхĕпе çураçуллă пулмаллине çирĕплетрĕ. Паян ку ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Наукăпа çут ĕç форумĕ пулас ăрусене чăн истори факчĕсен астăвăмне упрама тата малалла аталантарма пулăшĕ. Экран çине Владимир Путин халăх умне тухса каланин кадрĕсем тухаççĕ: «Пирĕн территорие диверси тĕллевĕпе пырса кĕнĕ хурахсем, ют çĕршывсен укçалла кĕрешнĕ çыннисем — вĕсем пурте Киев режимĕн территорине тĕрлĕ майпа лекнĕскерсем. Вĕсен пире тапăнас тенĕ ĕçĕ путланчĕ. Сутăнчăксене пурне те шыраса тупатпăр та явап тыттаратпăр!» Халăхра истори пĕлĕвне анлă сармалли чи пĕлтерĕшлĕ меслет вăл — учебник. Раççей историйĕн тата пĕтĕмĕшле учебникĕсен çумавторĕ, истори наукисен докторĕ, Наукăсен академийĕн чăн членĕ Александр Чубарьян профессор пухăннисене видеоçыхăну мелĕпе саламланă май историе вĕренни пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ: «Паллах, учебниксемпе чăрмавсем сиксе тухасси те пулĕ. Аслă, вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче историе вĕрентес ĕçпе эсир кăмăллă-и? Паянхи самана ку ыйту çине анлăраххăн пăхма хистет. Тĕнчере пирĕн çĕршыв историне пăсса кăтартнине куратпăр. Пирĕн тĕллев — çĕршывăн чăн историне, тĕнче историйĕн вырăнне кăтартни çеç мар, тĕрĕс фактсене пĕтĕм тĕнче умне кăларасси те. Форум пĕлтерĕшĕ шăпах çакă пулать те». <...>
Людмила САЧКОВА.
♦ ♦ ♦
Илем ытамĕнчи кун-çул
Чăваш тĕррин кунне кăçалхипе пиллĕкмĕш çул палăртатпăр. Ăна чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерни ăнсăртран мар. Çак кун 1914 çулта Екатерина Ефремова тĕрĕçĕ çуралнă. Вăл тĕнчипех палăрнă тесен те йăнăш мар: тĕрĕ ăсталăхне аталантарма, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшнă.
Диплом ĕçĕ — чăваш кĕпи
Екатерина Иосифовна Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Якурккел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Иосиф Иосифович юнашар Уксăмлă ялĕнчи чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Сăмах май, вăл Николай Шупуççыннипе пĕрле ĕçленĕ. Катя 5 çулта чухне ашшĕ аппендицитпа аптăраса сасартăк вилнĕ. Каярахпа Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх пуçланнă. Амăшĕ Анна Федоровна килте кĕпе-йĕм çĕлесе çемйине тăрантарма пултарайман текех. Виçĕ ачипе Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи Мамликассине, упăшкин ялне, куçса килнĕ. Çакăнта паллашнă та хĕр пĕрчи тăван халăхĕн пир тĕртес тата тĕрлес ăсталăхĕпе. Каярах Анна Федоровна ачисене Шупашкарти ача çуртне вырнаçтарнă. Часах тĕпренчĕкĕсем патне хăй те пырса çитнĕ. Ун чухне Катя 2-мĕш класра вĕреннĕ. Çав вăхăтра вăл чăваш халăх художникĕн Моисей Спиридоновăн кĕçĕн хĕрĕпе Августăпа туслашнă. Моисей Спиридонович халăх тĕррине, çи-пуçне пысăка хурса хакланă. Вĕсен чи лайăх тĕслĕхĕсене хăй те пуçтарнă. Екатерина ун патĕнче ӳкерес ăсталăха та хăнăхса пынă. Вăл Спиридоновсен килĕнче час-часах пулни, тĕрĕ çинчен пĕрмай калаçни унăн малашнехи çул-йĕрне палăртма пулăшнă. Хĕр 1932 çулта çичĕ класлă фабрика шкулне пĕтернĕ хыççăн Мускаври М.И.Калинин ячĕллĕ ӳнерпе промышленноç техникумне вĕренме кĕнĕ. Тĕрĕ уйрăмĕнче ăна паллă ӳнерçĕсем Софья Ильинская, Ольга Бельчикова, Иван Простов пĕлӳ панă. Ытларах вăл Софья Владимировнăпа туслашнă. Сăмах май, Софья Ильинская 1933 çулта Нью-Йоркри курава хăй çĕленĕ пальтона тăратнă. Ăна вăл чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Екатерина хăйĕн вĕрентекенĕпе чылай çул çыру çӳретнĕ. Диплом ĕçне, хăй тĕрленĕ чăваш кĕпине, «5» паллăпа хӳтĕленĕ хыççăн вăл Шупашкара таврăннă, çĕвĕçсен артелĕнче ĕçленĕ. 1940 çулта Мускаври хушма тата декоративлă искусствăсен институтне вĕренме кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вĕренӳ заведенийĕ Вăтам Азие куçнă. Çавна май Екатерина Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче вăхăтлăх ĕçленĕ. Аслă шкултан вара 1948 çулта çеç вĕренсе тухнă. «Квас валли савăтсапа» ятлă диплом ĕçĕшĕн вăл чи лайăх палла тата укçан преми илнĕ. Диплом проектне çĕршыври паллă художник Владимир Фаворский ертсе пынă, Петр Кончаловский художник йышăннă. Фаворский Кончаловский çинчен аса илсе çырнинче çакăн пек йĕркесем пур: «Петр Петрович Мускаври хушма тата декоративлă искусствăсен институтĕнче керамистсен уйрăмĕнче диплом комиссийĕн председателĕ пулчĕ. Студентсен ĕçĕсем чăннипех те лайăх пулнишĕн хĕпĕртерĕ. Пĕр студенткăна — чăваш хĕрне — питĕ хитре эрешлĕ, халăх искусстви евĕрлĕ тăм савăт-сапа тунăскере, çапла каларĕ: «Кукăр-макăр эрешпех этем чунне çĕклеме пултартăр пулсан — эсир чăннипех те телейлĕ». Çак кун асра юлтăр тесе Владимир Фаворский Екатерина Ефремовăна хăйĕн пĕчĕк эстампне парнеленĕ, ун çине çапла çырнă: «Сирĕн сервизăр питĕ илемлĕ. Ӳнерĕр унтан та лайăхрах пултăр. В.Фаворский». Юлашки çула та — тĕрĕпе Институт хыççăн Екатерина Иосифовна Чăваш çĕвĕçĕсен промсоюзĕн илемлĕх лабораторине ертсе пынă. Пĕтĕм чун хавалĕпе чăваш наци тĕррине чĕртсе тăратас ĕçе кӳлĕннĕ. Çавна май вăл ăна тĕпченĕ, экспедицисене тухса çӳренĕ, ял халăхĕнчен çи-пуç, кĕпе-тумтир пухнă. Хăшне-пĕрне унăн туянма та тивнĕ. Кирлĕ мар тесе кăларса пăрахма хатĕрленĕ кивĕ япалана укçа парса илнĕ: ан тив, вăл пĕтнĕпе пĕрех, анчах тĕрри хаклă, ун çинче — авалхи ăста шухăшĕ. Екатерина Ефремова çак эрешсемпе усă курса çĕнĕрен те çĕнĕ композицисем хатĕрленĕ. 1956-1957 çулсенче вăл Каирта /Египет/ Совет Союзĕн промышленноç куравне йĕркелеме тата ирттерме пулăшнă. Чăваш тĕррин искусствине малалла аталантарма, ăна çĕнĕ мелсемпе пуянлатма тăрăшнă. 15 çул «Паха тĕрĕ» производство пĕрлешĕвĕн тĕп художникĕнче вăй хунă. Унăн эскизĕсемпе ăсталанă ĕçĕсене хамăр çĕршывра кăна мар, Аргентинăра, Бразилире, Индире, Бельгире, Грецире, Египетра, Японире, Канадăра, Кубăра, Турцире, Алжирта хапăлласа йышăннă, пысăк хак панă. Халĕ Екатерина Иосифовна ĕçĕсем Чăваш Республикин, Мускавăн, Санкт-Петербургăн музей фончĕсенче упранаççĕ. Вĕсем чăннипех те чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Екатерина Ефремовăна пархатарлă ĕçсемшĕн «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Унăн ятне 1974 çулта Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕ Екатерина Ефремова 2000 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. «Чăваш тĕррине чунтан кăмăлланăскер çĕре те унпах кĕчĕ, — аса илнĕччĕ ун пирки пĕлĕшĕ Валентина Минеева. — Хăй çине витнĕ шурă пире шăпах чăваш тĕррипе илемлетнĕччĕ...» <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Патшасем те тĕрленĕ»
Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта вĕренекен 14 çулти Антон Лаврентьев чăваш тĕрри тĕрлеме кăмăллать. Çавна май вăл чылай конкурса хутшăнса çĕнтернĕ.
«Икĕ çул каялла наукăпа практика конференцине хутшăннă май ывăлăм «Чăваш тĕрри» темăна суйласа илчĕ, — терĕ Елена Лаврентьева. — Темăна анлăн уçса парас тĕллевпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Вазюкова тĕрĕçĕ патне кайрăмăр. Вăл Антонпа ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Ывăлăм конференци валли — закладка, унсăр пуçне жюри пайташĕсем валли управ хатĕрĕ тĕрлерĕ. Тĕрĕссипе, наукăпа практика конференцийĕ хыççăн алла йĕппе çип текех тытмĕ тесе шухăшларăм. Вăл вара хавхаланса кайрĕ, хĕрсех тĕрлеме тытăнчĕ. Ĕçне кура конкурссене хутшăнма пуçларăмăр». Антон çав çулах халăх ал ăстисен республика шайĕнчи «Пултаруллă ачасем — 2022» конкурсне хутшăннă. Елена Леонидовна каланă тăрăх, арçын калпакне хăех касса хатĕрленĕ, ăна вăрттăн тĕрленĕ. Ĕçе икĕ каçра вĕçленĕ. «Калпака конкурса тăратмалли кун мана кăтартрĕ. Эпĕ вара ăна ательене çĕлеме патăм», — пулнииртнине аса илчĕ амăшĕ. Çак конкурсра 6-мĕш класс ачи «Сувенир» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Ку çитĕнӳ ăна хавхалантарнах ĕнтĕ. Пĕтĕм Раççейри «Чăваш Ен тĕсĕсем» фестивале те хăйĕн ĕçĕсемпе хутшăнма кăмăл тунă арçын ача. Унта та пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Каярахпа «Салтак тутри», «Тăван тăрăха юратса» конкурссене хутшăнса мала тухнă. Кăçал Республика кунĕ умĕн Мускаври «Раççей» курав форумĕнче Çĕнĕ Шупашкар эрни иртнĕ май Антон Лаврентьев куракансемпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Халĕ ăна хулари шкулсене чĕнеççĕ. Тĕлпулусене хăйĕн ĕçĕсене те илсе каять, вĕренекенсене паллаштарать. Чăваш тĕррине алла илме çăмăл мар пулсан та унпа кăсăкланакансем тупăнни савăнтарать. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли управ хатĕрĕсем те тĕрленĕ вăл. Вĕсене ачасен çырăвĕсене чиксе янă. «Пирĕн икĕ ывăл, — кăмăллăн калаçрĕ Елена Лаврентьева. — Асли, Егор, историпе, наукăпа кăсăкланать. Антонăн чунĕ вара тĕрĕ енне туртăнать. «Ку ĕçпе аппаланма сана намăс мар-и?» — тесе ыйтаттăм малтан. «Çук, патшасем те хăйсен вăхăтĕнче тĕрленĕ», — хуравлатчĕ вăл». Антон — вĕренӳ отличникĕ. Олимпиадăсенче çĕнтерет, призерсен йышне кĕрет. Иртнĕ çул «Тăван ен культури» предметпа олимпиадăна хутшăнса хула шайĕнче çĕнтернĕ. Кăçал та çак тĕллевпех пурăнать. Вĕренӳри çитĕнӳсене, пултарулăхне кура арçын ача çитес çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тытăнĕ. «Мана тĕрлеме питĕ килĕшет. Пушă вăхăт пулсан çĕрлечченех ĕçлеме хатĕр, — терĕ вăл. — Чăваш тĕрри маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçа лайăх енне улăштарчĕ вăл. Ăна пула манăн кун-çул илемлĕрех те интереслĕрех пулса тăчĕ». <...>
Валентина МАКСИМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать