«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Светлана Каликовăпа тĕл пулчĕç
Чăваш тĕрри умĕн çакнашкал тĕлпулу йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Журналистсем чăвашла тумланни вара мероприятие уяв сĕмĕ кÿчĕ. Çапах та чуна канăç паман ыйтусем çинчен те манмарĕç.
Чăваш тĕррин кунĕнче (чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче) мĕнлерех мероприятисем ирттерме палăртнă? Ачасене чăваш тĕррине шкулта вĕрентме май пур-и? Театр артисчĕсем ялсенче кăçал миçе спектакль лартнă? Çамрăксем ялта юлччăр тесен мĕн тумалла? Чăваш Енре автоклубсен йышĕ ÿсĕ-и? Çак тата ытти ыйтусене Светлана Анатольевна питĕ тĕплĕн хуравларĕ.
Интервьюпа "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче паллашма пулӗ.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкесем кунта...
Комментировать