Кун пек аэровокзал мăнаçлăх курет

15 Ноя, 2024

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов ĕнер тĕп хулари Пĕтĕм тĕнчери аэропортăн çĕнелнĕ çурчĕн презентацине хутшăнчĕ.

Мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе хисепленекен аэропорт реконструкци хыççăн чăннипех илĕртÿллĕ. Тата — паянхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерет: республикăра пурăнакансемшĕн, пирĕн пата вĕçсе килекен хăнасемшĕн хăтлă, хăрушсăрлăх требованийĕсемпе туллин килĕшсе тăрать.

— Аэровокзал умĕнчи Скворцов лапамне хăтлăлатас ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Тĕп тĕллев аэропорт патне пымалли çулсене транспорт, пассажирсен йышне кура анлăлатассиччĕ, çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерессиччĕ. Эпир çак ыйтăва ăнăçлă татса патăмăр. Халь кунта — меллĕ тротуарсем, хăрушсăрлăх утравĕсем, парковка зони, общество транспорчĕ валли ятарласа уйăрнă йĕр, автобус чарăнăвĕ — пĕтĕмпех пур. Пулăшнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тав тăватăп. Çак территорие хăтлăлатма республикăн резерв фондĕнчен самай пысăк укçа — 45 миллион тенкĕ — уйăрнă. Çĕнелсе хитреленнĕ аэровокзал, ун умĕнчи лапам Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакан кашни çынна мăнаçланма сăлтав парасса шанатăп, — терĕ Владимир Доброхотов.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.