Тÿрĕ, такăр çулпала...

16 Окт, 2014

Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăра ялĕнче кĕçех çул туса пĕтереççĕ. Тĕп урама 520 метр тăршшĕ асфальт хурса тухнă. Хальхи вăхăтра строительсем тротуар сараççĕ.

Ял хушшипе асфальт çул иртни халăха чăннипех те савăнтарать. Ара, сутуçăна сахал пулăшнă-и ял-йыш/ Автомашина йĕпе-сапара лавкка патнех çитейменрен апат-çимĕç тултарнă йывăр михĕсене пайтах сĕтĕрнĕ. Халĕ сĕт бидонĕсене те ял вĕçне йăтмалла мар. Сĕт пухакан машина тĕп урама çитет.

Юлашки вăхăтра ялсем пĕтсе пыраççĕ тенине час-часах илтме пулать. Юпшик Ялтăрара вара пурнăç вĕрет. Кунта çамрăк йышлă, ача-пăча нумай. Пушă ларакан çурт çук. Яла кÿршĕ районсенчен те çамрăк çемьесем куçса килсе тĕпленеççĕ. Темиçе çул каялла ял çыннисем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тума пуçланă клуб çуртне хăйсен вăйĕпе хута янă. Кунта халĕ тĕрлĕ мероприяти иртет.

Лавкка патне çеç мар, клуб çывăхне те асфальт çул çитнĕшĕн ял-йыш питĕ хĕпĕртенĕ.

Л.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.