Сеултан - çĕнтерÿпе

16 Окт, 2014

Кăнтăр Корейăра самбо енĕпе иртнĕ çамрăксемпе юниорсен тĕнче чемпионачĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ.

Хĕрсен турнирĕнче Монголипе Беларуç командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Юниоркăсен кĕрешĕвĕнче вара Грузипе Казахстан командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулнă. Раççей спортсменĕсем пĕтĕмĕшле 25 награда выляса илнĕ.

Унта хутшăннă чăваш хĕрĕсем пурте пухмача медальпе пуянлатнă. Эдера Лаврентьева 48 килограмчченхи виçе категорийĕнче «ылтăн» çĕнсе илнĕ. 44 килограмчченхи виçе категорийĕнче Вера Локтева никама та парăнман, ылтăн медале тивĕçнĕ. Хĕрсен хушшинче вара Наталья Степанова «кĕмĕллĕ» пулнă. Пĕрремĕш вырăна Монголири Эрденебат Базаррагхаа тухнă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен самбисчĕсем юлашки çулсенче Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Шупашкарти самбо шкулĕ çĕр-шыври лидерсен хушшине кĕнине тепĕр хут ĕнентерчĕ. Самбистсене çĕнтерÿпе саламлатпăр!

С.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.