Паян Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ "Пысӑк этнографи диктанчӗ" акци старт илчӗ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш наци музейӗнче йӗркеленӗ акцие хутшӑнчӗ. Республика ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, этнографи диктантне ҫыракансен шучӗ ҫулсерен нумайланса пырать. Хӑй вӑл иккӗмӗш ҫул акцие хутшӑнать.
"Ыйтусем интереслӗ, шухӑшлаттараканскерсем. Ку диктант – хӑйне майлӑ экзамен. Пӗлӗве тӗрӗслеме те, ҫӗннине пӗлме те май парать. Маншӑн чӑваш халӑхӗпе ҫыхӑннисем кӑткӑс пулмарӗҫ. Статистикӑпа ҫыхӑннисене те хӑвӑртах хуравларӑм. Логикӑна тӗпе хурса хурав шырама та тиврӗ", – терӗ Олег Николаев.
Республика Пуҫлӑхӗ Этнографи диктанчӗ халӑхсене пӗрлештерес, пӗрле ӗҫлес, аталанас туртӑмсене вӑйлатас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем
Комментировать