Хыпар 123-124 (28299-28300) № 01.11.2024

1 Ноя, 2024

Ÿсĕмсем курăмлă. Умра – çĕнĕ тĕллевсем

Республика аграрийĕсем юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç.

Савăнăçлă ларăва АПК организацийĕсен 800-е яхăн представителĕ хутшăнчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетрĕ. Кăçал 783 пин ытла тонна тĕш тырă е иртнĕ 10 çулхи вăтам кăтартуран 7,5% нумайрах пухса кĕртнĕ. Çу юхтармалли культурăсен лаптăкĕ 37,5% пысăкланнă, кăçал вĕсене — 63 пин тонна, çĕр улми — 305 пин, пахча çимĕç 150 пин тонна пуçтарса илес шанăç пур, сĕт — 492 пин, чăх çăмарти — 380 млн штук, аш-какай 119 пин тонна туса илессишĕн вăй хураççĕ. — Кашни 100 га çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче кăçал та малти вырăнсенче, — терĕ Сергей Артамонов. — Вун тăватă регион хушшинче эпир çĕр улмипе хăмла производствин калăпăшĕ тĕлĕшпе — пĕрремĕш, сĕтпе пахча çимĕçĕннипе — иккĕмĕш, тырăпа тата аш-какайпа — виççĕмĕшпе тăваттăмĕш, мĕн пур продукци калăпăшĕпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнатпăр. Ял хуçалăх продукцийĕнчен апат-çимĕç çуллен ытларах хатĕрлетпĕр. Çак ĕçе пурнăçлакан предприятисем кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхинчен 25% ытларах продукци туса кăларнă. Хамăр çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енчи 40 патшалăха сутаççĕ. Кăçал экспорта 63 пин тонна е иртнĕ 10 çултинчен икĕ хут нумайрах тавар тиесе ярасшăн. Производствăна ӳстерме патшалăх пулăшăвĕ самай тĕревлет. Кăçал тĕрлĕ категорие субсидипе грант пама 5 млрд яхăн тенкĕ уйăрнă. АПКна патшалăх енчен пулăшас тĕлĕшпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче кашни га пуçне 6,1 пин тенкĕ уйăрса пĕрремĕш вырăнта тăрать. Укçа ял территорийĕсене аталантармалли программăна пурнăçлама та уйăраççĕ. Патшалăхăн мĕн пур программипе килĕшӳллĕн пирĕн аграрисене кăçал — 10,1 млрд, çав шутра «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа 2,5 млрд, тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа 2 шкул тунă, ялти спорт шкулĕсем валли 2 автобус туяннă, хăтламалли 9 проекта ĕçе кĕртнĕ, 300 ытла çемье социаллă тӳлевпе е çăмăллăхлă ял ипотекипе пурăнмалли вырăна лайăхлатнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Турă пире яланах упратăр»

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тата Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн кунĕ умĕн эпир хамăрăн тĕпеле Шупашкар тата Чăваш Ен митрополийĕн пуçлăхне Савватий владыкăна чĕнтĕмĕр.

Пачăшкăсем чăвашла вĕренеççĕ

— Хисеплĕ владыка, пĕр канашлура эсир: «Наци чунĕ — чĕлхере», — терĕр. Эппин, чĕлхе вăл — халăх управçи. — Ют çĕрте пурăннă чухне тăван чĕлхе кирлĕлĕхне питĕ вăйлă туйрăм. Чăваш чĕлхисĕр тунсăхларăм, чĕлхе те «мăкалчĕ». Чăваш Ене таврăннă хыççăн малтанхи çулсенче чăвашла калаçма та йывăртарах пулчĕ. Çавна май каçхине наци телекуравне яраттăм та чăваш чĕлхине, апат çинĕ, шыв ĕçнĕ пек, итлесе тăранаймастăм. Чĕлхене епле майпа упрамалла-ши? Халĕ ялта та ачасем чăвашла пĕлмеççĕ. Çемьере те ашшĕамăшĕ вĕсемпе анне чĕлхипе калаçмасть. Мĕншĕн çавăн пекха? Эпир хамăр чĕлхерен вăтанатпăр-и? Пĕлместĕп. Çемьере ачасемпе чăвашла калаçмасан эпир вĕсене нихăçан та вĕрентейместпĕр. Халĕ шкулта урок ирттерни çителĕксĕр. Ачан чăваш хушшинче çуралса çитĕнмелле, пурăнмалла. Çавăн чухне çеç тăван чĕлхене упрама май пулĕ. Паллах, ку ыйту тутарсемшĕн те çивĕч. Анчах вĕсен çамрăкĕсен хушшинче тутарла калаçакан ытларах. Тутарсем хăйсен чĕлхипе мăнаçланаççĕ. Пирĕн те тăван чĕлхерен вăтанмалла мар. Паллах, глобализаци туртăмĕ Раççейĕпех пырать. Çапах та халăхсен чĕлхисене, ман шухăшпа, сыхласа хăвармалла. — Эсир хăвăр ĕçре чăвашлăха упрас, аталантарас тĕлĕшпе те нумай тăватăр. Ял чиркĕвĕсенче службăсем ирттернĕ чухне вĕрентсе каланă сăмахсене, ӳкĕтлеве чăвашла калама, унсăр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсенче чăвашла хыпар ытларах пултăр тесе те тăрăшатăр. Нумаях пулмасть православи хĕрарăмĕсен регионти пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ. Унăн пĕр пайĕ чăвашлăха аталантарас енĕпе ĕçлесен еплерех-ши? — Ку шухăш тĕрĕс. Пĕрлĕх ĕçĕн пĕр енне чăвашлăха аталантарассипе çыхăнтармалла. Эпĕ хам енчен мĕн тăвас тенине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшатăп. Халĕ пачăшкăсем валли чăвашла уроксем ирттеретпĕр. Унта çӳрекенсем пĕрремĕш утăмсем турĕç. Халĕ иккĕмĕш утăм пуçланать, унтан виççĕмĕшне хатĕрленетпĕр. Вĕренес текен вĕренет паллах. Акă Киприан атте чăвашла мĕнле хитре калаçать. Вăл — Çĕрпӳ вырăсĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи Иртеменкасси ялĕнчи чиркӳре Алексей атте служба ирттеретчĕ. Вăл та вырăс пулнă. Чăвашла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Чăвашлăха упраса хăварас тесен патшалăхăн та, çемьесен те тăрăшмалла. Пурин те тăван чĕлхе тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Хĕвеллĕ Буряти çĕрĕ — Владыка, эсир Бурят Республикинче чылай ĕçлесе пурăннă. Унти халăхпа туслашма та ĕлкĕрнĕ. Чăвашсен ентешлĕхĕн ертӳçи Надежда Колесникова сирĕн пирки çапла каланине астăватăп: «Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий Бурят çĕрĕнче службăра пулнă чухне пире сĕнӳ-канашпа та, ĕçпе те чылай пулăшнă. Ахальтен мар вăл Чăваш Ене таврăннă чухне çынсем макăрчĕç. Мĕн тери хисеплетчĕç ăна». — Бурят çĕрĕ маншăн иккĕмĕш тăван тăрăх шутланать. Вăл мана хăй ачи пекех йышăнчĕ. Халĕ манăн икĕ тăван çĕршыв: Чăваш Ен тата Бурят çĕрĕ. Унти юлташсемпе, пĕлĕшсемпе çыхăну тытатпăр, хыпарсене пĕлсех тăратпăр. — Унти халăх кăмăл-туйăмĕ еплерех? Мĕнле наци çыннисем пурăнаççĕ? — Бурят Республикинче питĕ кăмăллă çынсем пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Статистика тăрăх, унта 65 процент вырăссем, 30 процент ытларах — бурятсем. Эвенксем, поляксем, ытти наци çыннисем те пур. Паллах, чăвашсем те. Хăй вăхăтĕнче унта чăваш ялĕ чылай пулнă, анчах вĕсем пĕтнĕ. Тĕп халăх ытларах буддизм тĕнĕпе пурăнать. Тата унта шамансем пур. Эпир пуринпе те килĕштерсе пурăннă. Бурятсен хушшинче тĕне кĕнисем чылай. Вĕсем православи чиркĕвне çӳреççĕ. Бурятсен хăйсен пачăшкă çукки йывăрлăх кӳрет. Чылайăшĕ хăйсен чĕлхине пĕлмест. Тăван чĕлхепе ирттерекен кĕлĕ вара чуна çывăхрах. — Кăçалхи çурла уйăхĕнче эсир Бурят çĕрĕнче пулни пирки «Контактра» социаллă сетьре пĕлтернĕччĕ. — Çапла, отпускра Баргузин айлăмĕнче пултăм, пулă тытрăм. Çак айлăм икĕ ту хушшинче вырнаçнă, ун тăрăх Баргузин шывĕ юхса иртет. Питĕ лăпкă, илемлĕ вырăн. Унта çын сахал пурăнать. Çут çанталăкпа туслашма мана Бурят тăрăхĕ вĕрентрĕ. Эпĕ Чăваш Енре пулă тытса та курман. Тайгана кăмпана çӳреме юрататтăм. Унта шурă кăмпаран ытларах шурă кăрăçа, хыр кăрăçне кăмăллаççĕ. — Бурят çĕрĕнчен чунпа канса таврăнтăр пулĕ? — Чăн та, питĕ лайăх кантăм. Паллах, кунта та савăнсах пурăнатăп. Турă пăрахмасть, мана Шупашкара каялла илсе килчĕ. Хам таврăнма пĕрре те шухăшламан. Чăваш Енре маншăн климат кăштах йывăртарах, ытла нӳрĕ. Хĕл питĕ тĕксĕм, хĕвел çитмест. Бурят тăрăхĕнче вара — чăн-чăн хĕлле. Пĕрре сивĕтсен хĕлĕпех çавăн пек. Çулталăкра 300-е яхăн хĕвеллĕ кун пулать. Хĕлле те вăл хăй çутипе савăнтарать. <...>

Валентина ПЕТРОВА.


♦   ♦   ♦

Трак тăрăхĕ çăл куçсемпе пуян

Паянхи тĕллевĕм — çуралнă тăрăхри, Красноармейски округĕнчи çăл куçсене çитсе курасси, Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче вĕсене епле хăтлăх кĕртнипе паллашасси.

Поп пĕви те пулнă… Хăйне евĕрлĕ çул çӳреве Чаканар ялĕнчен пуçлас терĕм. Кунта, ял çывăхĕнче, «Поп çăл куçĕ» пур. Трак тăрăхĕнчи чи хăтлă çăл куç пулнăран ăна кăçал республикăри «Раççей çăл куçĕсем — Чăваш Ен çăл куçĕсем» экофестивальте те палăртнă. Красноармейски округĕн администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи секторĕн заведующийĕпе Надежда Арсентьевăпа специалист-эксперчĕ Светлана Васильева ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Чаканар — 35 киллĕ пĕчĕк ял. «Поп çăл куçне» çитме чăнкă çырмапа анмалла. Чул çырми теççĕ ăна. Кунта маларах чул кăларнă иккен. Унпа пире Артур Васильев хурт-хăмăрçăпа ку тăрăхри ветерансен пĕрлĕхĕн ертӳçи Екатерина Васильева паллаштарчĕç. Артур — çут çанталăк тусĕ. Çăл куç çывăхĕнче вăл çăкасем, хырсем лартнă. Кăçал вара клумбăсем йĕркеленĕ, чечек акнă. — Ватăсем каласа панă тăрăх, ĕлĕк кунта тарăн пĕве пулнă. Сивĕ шыв тапса тăнă. Ăна «Поп пĕви» тенĕ. Питĕ чăнкă вырăн кунта. Лашапа аннă чухне пуп çав пĕвене чăмнă теççĕ. Тухайман, путса вилнĕ-мĕн. Каярах пĕвене татса кайнă. Ун хыççăн текех пĕвелемен. Маларах кунта, çăл куç тапнă вырăнта, йывăçран тунă валашка вырнаçтарнă. Анчах вăл çулсем иртнĕçемĕн çĕрнĕ. 2011 çулта купель тата хĕрес лартрăмăр. Вара кунта çынсем тăтăш çӳреме тытăнчĕç. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче, Кăшарнире, Чаканарсем кăна мар, таврари ялсенчен килнисем те шыва кĕреççĕ. Ĕлĕк кунта лашасене шăварнă. Халĕ ял çыннисем тутлă, сиплĕ шыв илме ятарласа çӳреççĕ. Çакăнта Алманч енчен килекен çул пулнă. Çавал урлă кимĕпе каçнă. Киммисене йывăç патĕнче хăварнă та малалла, Малти Трака кайнă. Кĕпер те пулнă маларах. Çăл куç шывĕ хĕлле те шăнмасть, — каласа пачĕ Артур Вячеславович. Ашшĕпе Вячеслав Карповичпа вĕсем ял çумĕнче чылай йывăç лартнă. Хурăнсем, хырсем çитĕннĕ авă. Епле илемлĕ! «Ял варринче тепĕр çăл куç та пур. Унта пура тунă, валашка лартнă. Хĕрарăмсем япала чӳхенĕ. Колонкăсем лартиччен çавăнтан шыв йăтнă. Вăл — çывăхрах», — калаçăва хутшăнчĕ Екатерина Павловна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кунта маларах темиçе пĕве те пулнă. Вĕсенче кантăр шӳтернĕ. Халĕ Чаканарта кашни киле шыв кĕртнĕ. Ялта колонкăсем те пур. Апла пулин те Чаканарсем «Поп çăл куçĕн» сукмакне такăрлатаççĕ. Мĕншĕн тесен кунти шыв тутлăрах! <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кулак ачисем

Кашни çын пурнăçĕ – историн хăйне евĕр страници. Аннен асаилĕвĕсенче хăйĕн кун-çулĕ кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ тапхăрĕ куç умне тухса тăрать. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç ялĕнче 1924 çулта кун çути курнă Феврония Петровна Грачевăн ачаранпах мĕн кăна тӳсме тивмен-ши! Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Политика репрессийĕсене пула шар курнисене асăнмалли кун пулчĕ — Грачевсен çемйин историйĕ çĕршыв, халăх çав çулсенче мĕнешкел хĕн-хур курнине чуна витермелле сăнлать.

Йĕпреç çулĕпе, куççульпе... Ашшĕ Петр Семенович Грачев /1870-1934/, çивĕч ăслă та ĕçченскер, тĕреклĕ хуçалăхпа пурăннă – 2 лаша, ĕне тытнă, иртен пуçласа каçчен çĕр çинче тар тăкнă. 8 ача — йышлă çемйине тăрантармалла. Аслă ывăлĕсемпе пĕрле суха тунă, тыр-пул çитĕнтернĕ. 20-мĕш çулсен варринче, совет влаçĕ ирĕк панипе усă курса, лавкка уçма та май тупнă. Унта краççын, кĕрпе, пылак çимĕç сутнă. Çĕр ĕçĕ те, суту-илӳ\те – пĕтĕмпех çемйипе, хăйсен вăйĕпе. Анчах та нумая пыман çак лăпкă пурнăç – коллективизаци пуçланнă... 1930 çулта кукаçие кулаксен списокне кĕртсе хуçалăхне йăлтах çаратаççĕ: лашисене илсе каяççĕ, тыр-пулне, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăхне турттарса тухаççĕ. Ку çеç те мар, çемйипех ялтан кăларса яма йышăну тăваççĕ. ...1931 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕ. Нĕркеçрен 10 çемьене /вĕсенчен иккĕшĕ Янкассинчен/ лашапа Йĕпреçе ăсатаççĕ. Ял çинче ача-пăча йĕни-çуйхашни, аслисем тăванĕсемпе сыв пуллашса хӳхлени илтĕнсе тăрать... Кил хуçисене маларах Йĕпреç тĕрмине тытса кайнă – арçынсем хирĕç ан тăччăр, шăв-шав ан çĕклеччĕр тенĕ-тĕр. Мăшăрĕ Ольга Антоновна чи кĕçĕннине, 5 çулти Тоньăна, лав çине вырттарнă. Аслăрах ачисем Вера, Калиста, Феврония тăлăха юлнă кайăк чĕпписем пек хăравçăллăн пăхкаласа лав хĕррипе вырнаçнă. Амăшĕ вĕсене çул çинче ӳкесрен пĕр-пĕрин çумне вĕренпе çыхнă. Ачасенчен асли Петр, 1916 çулта çуралнăскер, ирĕккĕн ларса пырать, йăмăкĕсене йăпатма тăрăшать. Çул айккипе ӳсекен чечексене татса парать, вăрман хĕррипе иртнĕ чухне ывăçĕ çине пуçтарса хĕрлĕ çырла çитерет. Анчах утлă салтаксем сăнасах тăраççĕ, лав çинчен аннине курсанах пăшалпа переспе хăратаççĕ. Петя вара хăвăрт кăна чупса çитсе каллех хăйĕн вырăнне йышăнать... Юрать-ха, унран 3 çул аслăрах тетĕшĕ Юман /хут çинче Николай/ вăхăтра ялтан тухса кайса ĕлкĕрнĕ. Пурнăç улшăнса, тискерленсе пынине курмасăр тăман ĕнтĕ 17 çул çурăри каччă. Ырă çынсем ăна çулне ӳстерсе паспорт илме пулăшнă, Мускава вăрттăн ăсатнă. Самана лăпланиччен тесе вăхăтлăх тухса кайнăскере каялла тăван яла таврăнма шăпи пӳрмен — вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуç хунă... Петя йăмăкĕсене илĕртме пултарĕ-ха, анчах амăшĕ... Вăхăтвăхăт сăмах чĕнмесĕр, пит çăмарти тăрăх юхакан куççульне асăрхамасăр хытса кайса ларать вăл. Паллах, пуласлăх хăратать ăна. Хăйшĕн мар, ачисемшĕн чунĕ çунать. Килтен типĕтсе тухнă сухари пĕтсен пĕчĕкскерсене мĕн çитерĕ? Ăçта илсе каяççĕ вĕсене? Чĕррĕн таврăнĕç-ши хуть хăшĕ те пулсан? Лагерьти пурнăç Лавсем Йĕпреçе çитсен конвоирсем арестленĕ арçынсене тĕрмерен кăларса хăйсен çемйисем патне илсе пынă. Кулаксене тепĕр хут списокпа тĕрĕсленĕ хыççăн тавар вакунĕсене ачи-пăчипе ларма хушнă. Таса мар, пăчă вакунсене çапса хĕснĕ пек халăх кĕрсе тулнă. Вырăн пурне те çитмест тесе салтаксем арестантсен килтен илсе тухнă япалисене çĕр çине пеме тытăннă. «Анне тем пек йĕрсе тархасларĕ минтерсене те пулсан пĕчĕк ачасем валли хăварăр-ха тесе, никам та итлемерĕ. Çапла нимсĕр-мĕнсĕр, хамăр çири çуллахи тумпа тухса кайрăмăр çуралнă çĕршывран», – çапла çырнă каярахпа Петр Петрович хăйĕн ал çырăвĕнче. Виçĕ талăкран пурне те вакунран тухма хушнă. Япалимĕнĕпех, яланлăхах. Çул çинче вĕсемшĕн талăкра пĕрре кăна чарăну пулнă – çара хирте, вăрмансăр вырăнта. Кунта та пăшаллă конвоирсем çынсене вакун çумĕнче кăна тытнă – тарасран хăранă курăнать. Йывăр шăршăллă вакунран тухса уçă сывлăшпа сывлани те мĕне тăрать! Юлашки чарăнăвĕ Надеждинск ятлă иккен, Свердловск облаçĕнчи пĕчĕк хула. Шурлăхлă, вĕтлĕх-вăрманлă, тăмлă вырăн. Вĕсене пурăнма пĕр вăрăм барак уйăрса панă – урайсăр, хутăнман сивĕ барак. Ун витĕр пĕчĕк юхан шыв юхса выртать. «Чи малтанах арçынсем шыв çулне пӳлчĕç, баракра чашкăрса ӳсекен курăка таптаса лапчăтрĕç. Унтан-кунтан хăма татăкĕсем тупкаласа çывăрма вырăнсем турĕç», – вулатăп малалла куккан асаилĕвĕсене. Петр Семеновичпа Ольга Антоновнăна кирпĕч заводĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ. Хăшĕсен чукун шăратакан завода çӳреме тивнĕ. Пурпĕрех мар-и йывăр ĕçпе пурăнма хăнăхнă чăвашсене? Нимле ĕçрен те ӳркенсе тăман. Ачисене кăна апатпа тивĕçтерччĕр. Мĕн пур вĕри апат – вăрри-мĕнĕпе пĕçернĕ шĕвĕ кавăн шӳрпи, ăна кунне пĕрре столовăя кайса илмелле. Ыттине хăйсен тупмалла. Эрнере пĕрре уйăракан кану кунĕнче Грачевсем хула çумĕнче пурăнакан ватăрах вырăссем патне çӳренĕ. Вĕсене вите тасатма, вутă татса çурма, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама пулăшнă, уншăн спецпереселенецсене çăкăр, тĕрлĕ апат-çимĕç панă, мунча хутса кĕме ирĕк пулнă. Çапла, унта çак статуспа пурăннă ĕнерхи кулаксем. Ырă кăмăллă çынсем ăна-кăна пăхман, вĕсен инкекне ăнланнă. Çапах та эрнере пĕрре тăраниччен çинипе кашни кун тутă пулаймăн. Хырăм выççи самаях нушалантарнă ачасене. Анне вăрманта çырла шыраса çӳренине, çулçă чăмласа е йывăç тымарĕ кăшласа ăша пусарнине час-часах аса илетчĕ. Çĕр урайĕнче çĕлен-калта шуса çӳренине те лайăх астăватчĕ – ашшĕ-амăшĕ вĕсене çĕрле черетпе хăваласа тăнă, ачисен канлĕ ыйхине хуралланă. 7 çулта кăна пулсан та кĕркунне, сивĕсем çывхарнă май, баракра çынсем йышлăн вилнине те манман вăл — баракăн икĕ пуçĕнче те выçăпа, чирпе вилнисене купаласа пыни çинчен çӳçенсе каласа паратчĕ. <...>

Галина ИВАНОВА.

Шăмăршă ялĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.