Хыпар 116 (28292) № 15.10.2024
Капла ĕçлеме юрамасть
Чăваш Ен Запорожье облаçĕнчи Бердянск округне пулăшас енĕпе нумай ĕç тăвать, малашне те тăвĕ. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура пусăм туса палăртрĕ.
Канашлура республика делегацийĕ çак кунсенче Бердянск округĕнче пулнине пĕтĕмлетрĕç. Темиçе министр Чăваш Ен шефа илнĕ района пулăшса хăйсем яваплă отрасльсем енĕпе тунă тата тума палăртакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, унти предпринимательлĕх представителĕсемпе тĕл пулса çыхăнусене çирĕплетессине тĕплĕн сӳтсе явнă. Мелитопольте, сăмахран, металлурги промышленноçĕ вăйлă — Чăваш Енри предприятисемпе тачă çыхăну тытни ăна çĕнĕрен кал-кал ĕçлесе каймашкăн пулăшма тивĕç. Эпир çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр валли оборудованипе, ытти продукципе тивĕçтерме пултаратпăр. Унта Чăваш Ен представительствине уçас тĕллев те пур. Логистика ыйтăвне сӳтсе явнă. Республика тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн предприятисене субсиди парас ыйтăва тишкерет. Чăваш Енри компанисем хăйсен производствине унта локализацилемелли майсене те пăхса тухмалла — ку ыйтупа та калаçу пулнă. Пирĕн строи¬тельствăри, электротехника производствинчи, машиностроенири опыт унта усăллă пулмалла. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов медпулăшу ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. 6,5 пине яхăн çын пурăнакан Бердянск районĕнче пĕтĕмпе те 4 врач амбулаторийĕ тата 8 ФАП кăна. Унта медицинăна Чăваш Енри пек виçĕ сыпăклă йĕркелес тĕлĕшпе ĕç калăпăшĕ пысăк. Кадрсем, медоборудовани çителĕксĕр. Çавăнпах кунтан специалистсен мобильнăй бригадине те яма тивнĕ. Ушкăн 746 пациента йышăнса вĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Сиплев, медпулăшу стандарчĕсене тивĕçтермелле. Строительство министрĕ Михаил Коледа республика пулăшнипе асăннă районта маларах 4 об±екта хута янине çирĕплетрĕ, тата иккĕшĕ шăпах Чăваш Ен делегацийĕ унта пулнă чухне ĕçлесе кайнă. Ытти об±ектра та ĕçсем пыраççĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова соцпулăшу, ĕçлев тĕлĕшпе унти ĕçтешĕсене методика енĕпе пулăшни çинчен пĕлтерчĕ, çавăн пекех унти ĕçлев центрне модернизацилеме палăртнă. Культура министерстви те айккинче юлмасть — культурăри ĕçтешлĕхе иртнĕ çулах пуçарнă. Кĕнекесемпе тивĕçтернинчен пуçласа культура сферин ĕçченĕсене Шупашкарти культура институтĕнче вĕрентесси таран — пĕрле ĕçлемелли майсем анлă. Çак кунсенче пирĕн артистсем унта виçĕ концерт ирттернĕ. Вĕрентӳ министерстви те хăйĕн тӳпине хывать. Унти ачасене Чăваш Ен хальччен те пĕрре кăна мар йышăннă, раштавра вара олимпиадăсен çĕнтерӳçисем килĕç — вĕсене Çĕнĕ çул парнисемпе хавхалантарăпăр. Олег Николаев çак пуçарăва малалла тăсас ĕçре хастар пулма сунчĕ. Çакă Раççей Президенчĕн хушăвне тӳрре кăларассипе çыхăннă: 2030 çул тĕлне çĕршывăн çĕнĕ регионĕсем аталану, пурнăç шайĕпе Раççейĕн ытти суб±екчĕпе танлашмалла, Чăваш Енĕн хăй шефа илнĕ территорире çак тĕллеве туллин пурнăçламалла. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — пурăнмалли çурт-йĕре, ытти об±екта ăшăпа тивĕçтересси. Строительство министрĕ Михаил Коледа ăшă парассин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 96,17% танлашнине çирĕплетрĕ. Красноармейски, Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле округĕсенче уйрăм ыйтусем пур. Калăпăр, Атратьри интернатра, ветерансен «Вега» çуртĕнче ăшă çук-мĕн. Хуласем, округсем резерв топливине — мазутпа çĕр кăмрăкне — хĕл валли çителĕклĕ хатĕрлесе хунă. Электроэнергин резерв шутланакан 527 çăл куçĕ пур — ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Шел те, энергоресурссемшĕн тӳлес тĕлĕшпе парăм ыйтăвĕ ниепле те татăлса пĕтмест. Газшăн кăна — 1 миллиард тенке яхăн. Вăл пĕчĕкленнĕ, анчах, куратпăр, çав-çавах пысăк-ха. Олег Николаев уйрăм об±ектсене ăшă паман округсен ертӳçисене итлес терĕ. Улатăрсем социаллă мĕн пур об±екта ăшăпа тивĕçтернĕ, культура çурчĕсем юлнă та — вĕсенче те халь-халь ăшă пулать. Куславккаран, Канашран та çавнашкал хуравсемех пулчĕç. Атратьри интернат пирки калас тăк — ĕçлев министрĕ Алена Елизарова унта ăшă пама ĕлкĕрнине çирĕплетрĕ, «Вегăра» вара юсав пырать, çапах ăшă парас ыйтăва вăраха ямĕç. Спорт министрĕ Василий Петров спорт об±екчĕсен юсавĕпе çыхăннă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем йышлă: Патăрьелĕнчи «Паттăр», Тăвайри «Аль» комплекссем, Çĕмĕрлери ачасен спорт шкулĕ, ыттисем... Шел те, çивĕчлĕх пуррисем те çук мар. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕн çуртне, спортзалне юсасси «такăннă» — вăхăтра ĕлкĕресси иккĕленӳллĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнчи ĕçсене те чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле — хатĕрлĕх хальлĕхе 71% шайĕнче кăна-ха. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Доброхотов «Спартакри» ĕç-пуçа пĕлет: хаксем хăпарса кайни ура хунă-мĕн, «анчах ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ăнлану пур». Çĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕ те спорт шкулĕнчи ĕçсене васкатма шантарчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кире пуканĕ вăйлисене кăна пăхăнать
Кире спорчĕпе туслисем Шупашкарти маунтинбайк центрне «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнира пуçтарăнчĕç. Помост çинче 19 регионтан килнĕ тĕрлĕ ӳсĕмри пăхаттирсем тупăшрĕç.
Паттăрсем — çĕршыв мăнаçлăхĕ
Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спорт уявĕ сумлă хăнасене те пуçтарчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Викторов, Юрий Попов, Юрий Зорин, спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Кириллов, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Леонтьев, кире спорчĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Карпов тата ыттисем спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Анатолий Аксаков спортпа туслисен йышĕ ӳссе, спорт инфратытăмĕ çуллен лайăхланса пынине палăртрĕ. Сергей Кириллов шухăшĕпе, ку турнир ырă йăласене тытса пырать, çамрăксене çул уçса парать. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Виктория Вышинская ăмăрту тĕрлĕ ӳсĕмри спортсменсен тупăшмалли вырăнĕ пулса тăнине каларĕ, турнира ирттерме пулăшнисене Издательство çурчĕн Тав хутне пачĕ. Турнирта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Николай Петрова аса илчĕç. Пуç хунă ентешсен ячĕсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç. Елчĕк округĕнчи Тӳскел каччи тимĕр вăййипе туслă пулнă. Спорт лапамĕнче ăсталăха туптаса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ, республика чысне тĕрлĕ турнирта хӳтĕленĕ. «Хыпар» турнирĕнче те пĕрре мар пьедестал çине хăпарнă. Хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнăскер 2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан алла пăшал тытнă, анчах пĕлтĕр пĕр çапăçура ăна вилмеллех амантнă. Паттăр аслă лейтенанта Раççей Геройĕн ятне панă. Ăна асăнса пĕлтĕртенпе Елчĕкре кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту ирттереççĕ. Помост çине ятарлă çар операцине хутшăннă пăхаттир те тухрĕ. Вăл — Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа каччи Василий Кириллов. Салтак çар операцийĕнче пĕрремĕш кунсенченех тăшманпа кĕрешнĕ. Контракт вăхăчĕ вĕçленсен киле таврăннă. Пĕлтĕртенпе унта командировкăсене çӳрет. Унчченхине аса илсе пушă вăхăт тупăнсанах алла кире пуканĕ тытать. «Хыпар» турнирĕнче вăл лайăх çитĕнӳсем тунă, шăпах 2019 çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. «Çар операцийĕ пуçланнă хыççăн спорт иккĕмĕш вырăна куçрĕ. Икĕ çула яхăн тренировкăсем те туман, ăмăртусене те хутшăнман. Паян хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм», — терĕ Олег Федоровпа Борис Глинкинăн вĕренекенĕ. Ашшĕсенчен тĕслĕх илнĕ Куславккари Максим Егоров кире спорчĕпе 5-мĕш класра туслашнă. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов пырса ăсталăх сехечĕ ирттерни ăна спортзала кайма хавхалантарнă. Унăн ашшĕ Юрий Валерьянович та çамрăк чухне кире пуканĕ йăтнă, республика командипе тĕрлĕ турнира хутшăннă. 15-ри яш кăçал Раççейри шкул ачисен спартакиадинче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта вăл спорт хатĕрне 126 хут сулласа çĕкленĕ, 86 хут тĕртнĕ. Çамрăк Питĕрти çар училищине вĕренме кĕресшĕн, çавăнпа спортра çитĕнӳсем туни ăна ĕмĕтне пурнăçлама пулăшасса шанать. РФ Кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Максим Егоров «2024 çулхи чи лайăх спортсмен» ята тивĕçрĕ, унăн вĕрентекенĕ Иван Краснов — чи лайăх тренер. Спорт мастерĕн кандидачĕсем Владимир Гусевпа Денис Пикуль Санкт-Петербург чысне хӳтĕлерĕç. Питĕрти çар институтĕнче пĕлӳ илекенскерсене Джони Бенидзе тренер спортра пысăк çитĕнӳсем тума пулăшать. «Атте йывăр атлетикăпа, пауэрлифтингпа туслăччĕ. Эпĕ те ăна кура штанга йăтма пуçларăм, кайран кире спортне куçрăм. Йывăр атлетика маншăн çăмăлах марччĕ. «Спорт тĕнчепе паллашма май парать», — тетчĕ атте. Хăй те çĕршыв тăрăх нумай çӳренĕ. Чăнах та, тĕрлĕ хулара пулса курни тавра курăма аталантарать. Шупашкара та хаваспах килтĕм. Кунта та кăтартăва лайăхлатрăм», — хыпарларĕ 20 çулти Владимир. Вăл Санкт-Петербург чемпионачĕсемпе кубокĕсенче палăрнă тăк Денис Пикулĕн çитĕнĕвĕсем пысăкрах. 21-ри яш çĕршыв ăмăртăвĕсенче, тĕнче кубокĕн тупăшăвĕсенче призерсен йышне лекнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пысăк хăвăртлăхпа... вилме васкатпăр-и?
Кăçалхи 9 уйăхра республикăри çулсем çинче 583 авари пулнă, вĕсенче 79 çын вилнĕ, 747 çын суранланнă. Транспорт хăвăртлăхне юранинчен ӳстернĕ май пулнă инкек уйрăмах нумай. Çакăн çинчен ЧР ШĔМĕн Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов сăн ӳкерчĕкре] иртнĕ кĕçнерникун журналистсемпе курнăçнă май пĕлтерчĕ.
Ерипен, анчах инкексĕр
Хăвăртлăх пысăккипе çыхăннă аварисен «йывăрлăх кăтартăвĕ» текен хаклавĕ уйрăмах хăрушă — кунашкал тĕслĕхсенче çынсем çăмăл суранпа кăна хăтăлса юласси иккĕленӳллĕ. Çавăнпах, калăпăр, Шупашкарта чылай çĕрте чи пысăк хăвăртлăха пĕчĕклетнĕ. Хальччен сехетри хăвăртлăха 60 километр шайĕнче чикĕлени водительсене ăна 80 километр таран хăпартма чăрмантарман — штраф юранинчен 20 километр ӳстерсен кăна-çке. Çавна май Владимир Романов тĕп хулари чылай çул çинче лару-тăру йывăр пулнине калать. Сăмахран, Карл Маркс урамĕ. Çынсем транспорт чарăнăвĕнче тăраççĕ, машинăсем вара çулпа 80 таран километрлă хăвăртлăхпа таттисыпписĕр вĕçсе иртеççĕ. Пĕрин водителĕ кăна пĕчĕк йăнăш тутăр — автомобильсем пĕр-пĕрне пырса çапасса кĕтсех тăр. Кун пек чухне машина çул айккине ывтăнасси те часах. Унта вара — çуран çынсем... Çавăнпа унашкал вырăнсенче хăвăртлăха 60-тан 40 километр таран чакармалли паллăсем лартнă. Çапла майпа транспорт юхăмĕн куçăмне ерипенрех туни, Владимир Геннадьевич каланă тăрăх, хулари аварисен шутне чакарма май панă та ĕнтĕ. Вилнисен шучĕ те пĕчĕкленнĕ: пĕлтĕр 16 çын пурнăçĕ татăлнă, кăçал — 6. Анчах çакă, иккĕленмест управлени ертӳçи, çителĕксĕр. Кашни шкул, садик патĕнче «выртакан полицейскисем» тумалла — çакă ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирлĕ. Çавнашкал «тĕмеске» патне çитеспе водительсем хăвăртлăха чакараççех, «полицейски» хыççăн ăна тепĕр хут ӳстерме кăшт вăхăт кирлĕ — çакă та ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла, ку енĕпе хула самай пысăк ĕç пурнăçлать — ăна вĕçне çитермелле. Калаçăва ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та хутшăнчĕ те — ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене питбайк, мотоцикл илсе панă тĕслĕхсем çинчен пăшăрханса сăмах пуçарчĕ. 10-12 çулсенчи шăпăрлансем те руль умне лараççĕ, инкек пулнă тĕслĕхсем те пур. «Кун пек чухне манăн тӳрех ыйту çуралать: ашшĕ-амăшĕ ăçта пулнă? Пĕтĕмпех пирĕнтен, аслисенчен, килет», — иккĕленмест Алевтина Николаевна.
1,3 миллион штраф!
Водительсем хăвăртлăха уяссине тивĕçтермелли мера — фотофиксаци приборĕсене ытларах лартасси. Республикăн çул çӳрев йĕркелĕвĕпе хăрушсăрлăхĕн центрĕн директорĕ Дмитрий Назарьев регионта фотофиксаци тытăмне аталантарассине çирĕплетрĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсен чылай сыпăкĕнче хальччен приборсем пулман — вырнаçтарнă, татах лартĕç. Нумай прибор халĕ хăвăртлăха кăна мар, водитель хăрушсăрлăх пиçиххине çыхнине те «курать». Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче водительсене çул-йĕр правилисене пăснăшăн явап тыттарма 1,3 миллион йышăну тунă. Çав шутран 1,2 миллионĕ, 87 проценчĕ, фотофиксаци центрĕн ĕçĕн кăтартăвĕ. Çав шутран 87 проценчĕ — хăвăртлăха юранинчен 20 километр ытла ӳстернипе çыхăннă 500 тенкĕлĕх штрафсем. Штрафсен пухнă пĕтĕмĕшле виçи, сăмах май, 500 миллион тенкĕпе танлашнă. Водительсенчен ытларахăшĕ штраф тӳлессине вăраха ямасть — йышăну кăларнă хыççăнхи 20 кунра штрафăн çуррине кăна тӳлемелли çăмăллăхпа усă курса ĕлкĕрме тăрăшать. Палăртнă вырăнлă: штрафсен укçи Çул-йĕр фондне каять. Владимир Романов çак укçан пĕр пайĕпе шăпах çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерме ыйтнине çирĕплетрĕ: çулсене çĕрле çутатса тăмалла тума, çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсене йĕркелеме, картасем тытма — çуран çынсем çул урлă кирлĕ мар çĕртен каçасран сыхланма. Тĕп хулари лару-тăру çивĕчлĕхне чакарнă терĕмĕр, анчах федераци çулĕсем çинче ĕç-пуç çав-çавах йывăр-ха — çулталăк пуçланнăранпа 30 çын пурнăçĕ татăлнă. Çавăнпа виçĕ теçетке фотофиксаци приборне унта валли уйăрнă. Республика пĕлтерĕшлĕ тата хуласенчи çулсем çинче те приборсен шучĕ хушăнĕ. Хăвăртлăх пысăккипе çыхăннă инкексем вара çине-çинех — çакна ПАИ управленийĕн ертӳçи тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Иртнĕ çул Куславкка округĕнче пулнă инкеке аса илтерчĕ. Çăмăл машина умри транспорт хатĕрĕнчен пысăк хăвăртлăхпа сылтăм енчен иртме тăнă. Анчах иртсе кайиччен асфальт вĕçленнĕ — çул айккине тухса кайнă... Руль умĕнче пулнă çын кăна мар, унăн салонра пулнă ывăлĕ те вилмеллех аманнă. Владимир Геннадьевич ун чухне хăй те инкек вырăнне çитнĕ. Унтан таврăннă чухне вара Кӳкеç патĕнче унăн куçĕ умĕнчех тата тепĕр инкек пулнă. Çăмăл машинăсем çуран çынна ирттерсе яма каçă тĕлĕнче чарăннă, вĕсен хыççăн пысăк хăвăртлăхпа пынă, дистанцие уяман грузовик вара чарăнса ĕлкĕреймен — хыçалтан пырса çапнă. Пĕр машина теприн çине хăпарсах кайнă, виççĕмĕшĕ купăс пек лапчăннă. «Унти водитель хĕсĕнсе ларнă — тухаймасть. Пирĕн çине йăлăнса пăхать... «Тăхта, часах сана пулăшатпăр», — тесе лăплантаратăп ăна. Васкавлă медпулăшу çитрĕ — врач та унпа калаçать. Çăлавçăсем килчĕç, лапчăннă метала касса водителе кăларчĕç — анчах вăл сывлама пăрахнăччĕ ĕнтĕ...» Çакнашкалли, Владимир Геннадьевич каланă тăрăх, ĕçре чи йывăрри. Кунашкал ӳкерчĕк нихăçан та манăçмасть. Ун пеккине вара, шел те, ПАИн кашни сотрудникĕ тенĕ пекех курнă, курать... Тата та хăрушăраххи — ачасен вилĕмĕ. Çавна май Çĕнĕ çул кунĕнче Етĕрнерен хулана таврăнма тухнă автомобиль аварие лекнĕ тĕслĕхе аса илтерчĕ. Сăмах май, çулăн çав сыпăкĕнче хăрушă аварисем çине-çинех пулаççĕ — вилнисен шучĕ те пысăк. Мĕншĕн тесен çул икĕ йĕрлĕ кăна — тăваттăлли кирлĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аграрисен ĕçне çĕнĕ хак панă
Мускаври «Тимирязев центрĕнче» юпа уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри XXVI «Ылтăн кĕркунне-2024» курав ĕçленĕ. Республика стенчĕ пирĕн аграрисен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.
Çĕршывра Чăваш Ен севок сухан тата хур чи нумай çитĕнтернине, эпир хăмла туса илекенсен компетенци центрне пĕрремĕш уçнине тата симĕс ылтăн пухса кĕртмелли, ăна типĕтмелли комбайн туса кăларма тытăннине кăтартнă. Республика делегацийĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе, ветеринарипе, экспортпа, органика производствипе, АПК валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусемпе йĕркеленĕ 40 ытла мероприятие хутшăннă. «10 çулта пирĕн ял хуçалăх производстви танлаштаруллă хакпа шутласан — 26,9%, кăçалхи хакпа пĕтĕмлетсен 2 хут ӳснĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç тухăçĕ 3,3 хут хăпарнă», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев РФ Правительствин Председательне Михаил Мишустина «Чăваш Ен тăрантарать» стендпа паллашнă чухне. Çав хушăра тырă производстви — 1,7, кĕрпесен — 10,3, çырлапа пахча çимĕç консервĕсен — 3, минерал шывĕн — 2,6, мороженăйăн — 2,5, çăнăхăн 2,3 хут ӳснĕ, ликерпа шурă эрех, юр-вар, аш продукцийĕ туса кăларакан заводсен ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе янă. Республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшӳллĕн Чăваш Ене ĕçме-çимепе хамăрах туллин, çав шутра çĕр улмипе — 1,8 хут, сĕтпе —1,4 хут, пахча çимĕçпе — 13,7% ытларах, ашпа çителĕклĕн тивĕçтеретпĕр. Правительство Председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев çав хушăра Чăваш Ен çĕр улми производствине 2 хута яхăн ӳстернине палăртнă, республика умне унран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлес тата ăна экспорта ытларах ăсатас тĕллев лартнă. Сăмах май, вăл 2014 çултанпа 4,7 хут ӳснĕ. Чăваш Енре 2024 çулта хамăр сĕтĕн 40 проценчĕпе юр-вар хатĕрлетпĕр, 2030 çул тĕлне вара ку кăтартăва 80 процента çитерме тĕллев лартнă. «Сĕт- çу предприятийĕсем производство хăватне ӳстернипе пĕрлех çĕнĕ продукци хатĕрлеççĕ, — тенĕ Олег Николаев. — Сăмахран, пастеризациленĕ сĕте Казахстана, Армение ăсатаççĕ». Республикăра федераци хăмла туса илме пулăшсах тăнăшăн Михаил Мишустина тав тунă. Республикăри АПК предприятийĕсем чи лайăх проектсемпе продукци пахалăхĕн конкурсĕсене хутшăннă. «Вĕсенче хăйсене технологи, стандартсем тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе пăхма Чăваш Енри 20 ытла организаци заявка тăратрĕ. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслеве ăнăçлă тухрĕç теме пулать, — пĕлтерчĕ вицепремьер-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. — 47 ылтăн, 13 кĕмĕл тата 5 бронза медале тивĕçрĕç». Сăмахран, куравран «Чăвашçăкăрпродукчĕ» общество — 3 ылтăн, ЧР Апат-çимĕç фончĕ 2 бронза медальсемпе таврăннă. Наукăпа тĕпчев проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн Чăваш патшалăх аграри университетне — 4-шар ылтăнпа кĕмĕл тата 1 бронза медальпе наградăланă. «Агро-Инновацисем» предприяти 1 «ылтăн» çĕнсе илнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Укçа ахаль ан вырттăр
Çӳлĕк çинчи пухмач тахçанах вак укçапа тулчĕ-и? Ăна ăçта чикмеллине пĕлместĕр-и? Тенкĕсемпе пуссене лавккара е банкра йышăнĕç-ши? Хут укçапа улăштарса парĕç-ши? Çак ыйтусен хуравне тупма Раççей банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Максим Фролов пулăшрĕ.
— Лавккара тавар туянсан банк карттипе тӳлеме нумайăшĕ хăнăхрĕ ĕнтĕ. Халĕ вак укçа кирлех-и?
— Суту-илӳпе сервис организацийĕсенче унчченхи пекех вак укçа ыйтаççĕ. Вăл общество транспорчĕпе çӳреме, лавккасенче, аптекăсенче, ытти организацире кирлĕ. Сăмахран, апат-çимĕç, эмел, пурăнмалли çуртйĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тӳлемелли тариф хакне тенкĕпе çеç мар, пуспа та палăртаççĕ. Клиент вклад хупнă чухне банкăн пĕтĕм хисепе тӳлесе татмалла, çав шутрах — кашни пуса та. Мĕн те пулин туянсан кашни çыннăн алăран укçа тыттарма, çав шутра пуспа та, ирĕк пур.
— Вак укçа енчĕкре чылай вăхăт выртни часчасах пулать. Ку мĕншĕн япăх-ха?
— Вăл çаврăнăшра çӳрени — тĕрĕс шут тума май паракан пулăм. Çавăнпа мĕншĕн те пулин тӳленĕ чухне унпа хастар усă курмалла. Анчах çакăн вырăнне, чăнах та, хăшĕ-пĕри ăна пухмачра тытать е сувенир хатĕрлемешкĕн, ача-пăча вăййисенче, пултарулăх ĕçĕнче усă курать. Вак укçа пухмачра е енчĕк тĕпĕнче выртсан вăл хуçине усă кӳме пăрахать — çемье бюджетне усă кӳме пултарнă чухне ахаль çеç выртать.
— Лавккара таваршăн вак укçа йышăнмасан пултараççĕ-и?
— Кирек епле тӳлев ирттернĕ чухне те йышăнмаллах. Çавăнпа та лавккара хирĕçлерĕç пулсан Роспотребнадзора çăхав çырмалла.
— Килте вак укçа нумай пухăнсан ăна хутлипе улăштарма пулать-и?
— Банка илсе килсе счет çине куçарттарма май пур. Алăри укçапа ĕçлекен банк уйрăмĕсенче вклада хума е хут укçапа улăштарма пулать. Шут çине хунăшăн тата вак укçа шутне ирттернĕшĕн банкăн комисси илмелле мар, хут укçапа улăштарнă чухне вара — илме пултараççĕ, çавăнпа ку ыйтăва маларах татса памалла. Пĕтĕм Раççейри «Вак укçа эрни» акци çулленех иртет. Çак вăхăтра шăнкăртатакан укçана банка илсе кайма, хутлипе улăштарма е шут çине хума пулĕ, уншăн комисси илмĕç. Кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче иртнĕ «Вак укçа эрнинче» Чăваш Енре пурăнакансемпе республика хăнисем металл 280 пин штук укçана /1 млн тенкĕ/ çаврăнăша тавăрнă. Халĕ иккĕмĕш акци иртет, вăл юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленĕ.
— Вак укçана пур банкра та комиссисĕр улăштараççĕ-и? Акци условийĕсемпе тĕплĕнрех ăçта паллашма пулать?
— Кун пирки монетнаянеделя.рф сайтра пĕлме пулать. Хăвăра кирлĕ банка суйламалла та шăнкăртатакан укçапа унта пымалла. Шут енчен пăхсан чару çук, чи кирли — çаврăнăшра усă куракан Раççей укçи пулмалла. Улăштарасси хăвăрт ирттĕр тесен вак укçана шутне кура маларах уйăрса хатĕрлемелле. Пĕрле паспорт пулсан аван. Раççей банкĕ нумай вак укçа кăларать, анчах пысăк пайĕ пухмачра выртать. «Вак укçа эрни» акци банкăн ĕçне çăмăллатĕ, «çухалнă» укçана çаврăнăша тавăрма пулăшĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ентешсемпе мăнаçланмалла»
Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Раççейри ытти регионта пурăнакан ентешсем пĕр сцена çине пухăнса чăваш халăхне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Шăпах вĕсен валли пуçарнă та ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери «Ентешсен çăлтăр ушкăнĕ» фестивале. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут уçăлчĕ. Ăна джаз стилĕпе йĕркелерĕç.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче «Джаз ТОНиКа» эстрадăпа джаз оркестрĕ /дирижерĕ — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталья Яклашкина/ концерт кăтартрĕ. Куракансене Мускавран килнĕ Павел Васильев, ALDONA, Инга Долгова-Зиновьева, Питĕр хăни TANINA LOdore хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăмах май, вĕсем пурте Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра асăннă хуласенче хăйсен пултарулăхне малалла аталантараççĕ. Сăмахран, Павел Васильев музыка училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускав патшалăх культура институтĕнчи Лариса Долина кафедринче пĕлӳ илнĕ. Хальхи вăхăтра джаз каçĕсене, фестивальсене хутшăнать. Вăл Сосо Павлиашвилипе, Лариса Долинăпа пĕрле юрланă. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Инга Долгова-Зиновьева Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи эстрадăпа джаз уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври хальхи искусствăн институтĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. Вĕреннĕ вăхăтрах тĕп хулари иллюзи театрĕнче ĕçленĕ. Инга — «Стань звездой» телекурав конкурсĕн финалистки. Çавăн пекех вăл тĕп хулари чылай коллективăн солистки шутланать, вĕсен шутĕнчех «Чародеи» ретро-ушкăнăн та. Асăннă фестивале симфони капеллин хор солисчĕсем те хутшăнчĕç: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Андрей Макаров, пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Наталья Ильц тата симфони капеллин «Формат А» вокал квартет ушкăнĕ: Ирина Сурикова, Юлия Фалина, Михаил Миронов, Василий Федоров. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать