Хыпар 114-115 (28290-28291) № 11.10.2024
Волонтерсен чĕри вĕри, ырă
Шупашкарта «кĕмĕл» волонтерсен республикăри III «Кĕмĕл чун» форумĕ иртрĕ. Унта пенси çулĕнчи 400 ытла çын хутшăнчĕ.
Вăл пĕр-пĕрин паха опычĕпе, шухăшĕпе паллаштармалли лапам пулса тăчĕ. Волонтерсен каласа памалли нумай. Çак ĕçре кăсăклă темле самант та сиксе тухать вĕт. Паллах, «кĕмĕл» волонтерсем пысăк усă кӳреççĕ. Çынна пулăшасси вĕсемшĕн — пурнăç тĕллевĕ. «Ку ĕçе хутшăнса хама çамрăк чухнехи пекех туятăп. Йывăрлăхра алă панăшăн çынсем тав тăваççĕ. «Апла тăк эпĕ кирлĕ мар çын мар-ха», — тесе савăнатăп», — терĕ форумра Мария Кольцова волонтер. Республикăра ыр кăмăллăх юхăмне 1,5 пин ытла «кĕмĕл» волонтер хутшăнать. Вĕсем ача çурчĕсемпе интерначĕсенче тӳлев—сĕрех ĕçлесе параççĕ, вĕрентӳ мероприятийĕсемпе форумĕсем, спорт ăмăртăвĕсем ирттерме пулăшаççĕ. Волонтерсем çуллен ырă кӳрекен 200 ытла акци, усăллă 5 пине яхăн ĕç йĕркелеççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсемпе тĕл пулма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та пычĕ. Вĕсен пуçарăвĕ пысăк пĕлтерĕшлине, общество пурнăçĕн пĕр пайĕ пулса тăнине палăртрĕ, чун ыйтнипе пурнăçлакан ĕçе малалла тăсма, ырă чĕреллĕ пулмашкăн çамрăксене те вĕрентме чĕнсе каларĕ. — Аслă ăру çыннисем патшалăхран тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ», — тенине илтетпĕр. Эсир вара пач урăхла — аслă ăру общество пурнăçне патшалăх ячĕпе хутшăнма хатĕррине çирĕплететĕр, — терĕ вăл. — «Кĕмĕл чун» форум — ĕçĕрти паха опыта вĕренмелли, пĕр-пĕрин чи лайăх практикипе паллашмалли, ăна сармалли ăнăçлă мел. Залра питĕ кирлĕ юхăмпа хавхаланакан, питĕ вăр-вар, çĕнĕлле шухăшлакан, пурне те улăштарма тăрăшакан тата пĕрмай малалла ăнтăлакан çынсем пуçтарăннине шута илсе пирĕн кăсăклă проектсем малашне те пуласси куçкĕрет. «Кĕмĕл» волонтерсен юхăмне ӳлĕм те аталантарас тĕллев хамăн та, ЧР Правительствин те пуррине çирĕплететĕп. Сирĕн пуçарусене ырлăпăр, мĕншĕн тесен вĕсем ялта, поселокра, хулара пурăнакан çынсене кирлĕ тата вĕсене усă кӳреççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсене ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова та саламларĕ, СВОна хутшăнакансен çемйисене тĕрев панăшăн, ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ янăшăн, уйрăммăн илсен аялти кĕпе-йĕм, утиял, ăшă тумтир çĕленĕшĕн, тав турĕ: «Çак ĕçе пурнăçлакансем ентешĕмĕрсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатасса шанаççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсене пула нумай çемье хăйсемшĕн тăрăшнине, тимлĕх уйăрнине туять. Ансат мар тапхăрта ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Эсир ырă ĕç куç кунта тата халех тăватăр. Хавхаланăвăр ытти çыннăн чун-чĕри патнех çиттĕр тесе пирĕн ырă юхăмра малашне те хастар пулăр. Эсир пурнăçлакан ĕçсем ырăпа çаврăнса çитĕç». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кашни юнкун – театра, концерта
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата республикăн Культура министерстви пуçарнипе «Культурăллă юнкун» проект старт илчĕ. Кашни уйăхра юнкунсерен Чăваш Енри концерт, театр учрежденийĕсем муниципалитет округĕсене спектакльсемпе, концертсемпе тухса çӳреççĕ. Çавна май юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕмĕрле округĕнчи Тăванкасси культура çуртĕнче тата Çĕмĕрлери «Восход» культура çуртĕнче Чăваш патшалăх эксперимент театрĕ «Врач без пациентов или Чехов без пауз» спектакль кăтартнă. Çĕнĕ проект çак постановкăпа уçăлчĕ темелле.
Иртнĕ юнкун вара культура учрежденийĕсем тĕрлĕ тăрăхра пулчĕç, куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: Чăваш патшалăх академи симфони капелли — Улатăрти культура çуртĕнче «Повесть у микрофона «Ревизор» премьерăна, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ — Элĕкри культура çуртĕнче «Территория живого звука» концерт программине, Вырăс драма театрĕ — Патăрьелти культурăпа кану центрĕнче «Две шутки Чехова» камите, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ — Вăрнарти культура çуртĕнче «Пушкотека» концерта, «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ — Йĕпреçри культура центрĕнче «Ты, Россиюшка моя» концерт программине, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ — Куславккари культура çуртĕнче «Космический квартирник» концерт-спектакле, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Комсомольскинчи культура çуртĕнче «Поллианна» спектакле куракансен умне кăларчĕç. Шкул ачисем, студентсем спектакльсемпе концертсене Пушкин карттипе кĕчĕç. Чăваш патшалăх пукане театрĕ Канашри культура керменĕнче «Шекспир. Сонетсем» постановка кăтартрĕ. 416 çын вырнаçмалли зал çамрăксемпе тулчĕ. Канашри шкулсенчи аслă класра вĕренекенсем, техникумри студентсем курма килчĕç. «Эпĕ — 9-мĕш класс ертӳçи, — терĕ Канашри 7-мĕш шкулта вĕрентекен Елена Михайлова. — Акăлчан поэчĕн, драматургĕн Уильям Шекспирăн пултарулăхĕпе шăпах 9-мĕш класра паллашатпăр. Паллах, программа тăрăх çулталăк вĕçĕнче çеç. Çапах та куçпа курни ачасен асĕнче юлатех тесе шухăшлатăп. Спектакль ачасене питĕ килĕшрĕ». Çакна та асăнма кăмăллă: ăна «Ылтăн маска» Раççей наци премийĕн тата «Ылтăн Софит» СанктПетербург аслă театр премийĕн номинанчĕ Светлана Дорожко лартнă. Чăваш патшалăх пукане театрĕн афишинче Уильям Шекспирăн пултарулăхĕпе паллаштаракан икĕ постановка пур: аслисем валли «Король Лир» тата çамрăксемпе çул çитменнисем валли «Шекспир. Сонетсем». Аса илтеретпĕр: «Король Лир» спектакль кăçал «Ылтăн маска» наци премийĕн «Художникăн чи лайăх ĕçĕ» номинацире лауреат ятне тивĕçрĕ. Ăна Юрий Сучков, Эмиль Капелюш /Санкт-Петербург хули/ художниксем лартнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çын хуйхипе услам тăвакансем текех иртĕхеймĕç
Шкулсене грантсемпе хавхалантарасси, земство врачĕсене ĕç вырăнне улăштарма ирĕк парасси, граждансене вилнĕ тăванĕсене пытарма пулăшасси — çак тата ытти ыйтăва юнкун Правительствăн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче татса пачĕç.
Грантсем шкулсене хавхалантарĕç
Республика Пуçлăхĕн шкулсем валли уйăракан гранчĕсен ыйтăвĕпе вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Скочилова сăмах илчĕ. Ку укçа — шкулсене вĕрентӳре инноваци программисене ĕçе кĕртнĕшĕн хавхалантармаллискер. 500 пин тенкĕлĕх грантсене муниципалитет округĕсенчи 6 тата хула округĕсенчи 4 шкул тивĕçнĕ. Олег Николаев çак гранта пирвайхи хут уйăрнине палăртнă май Вĕрентекен кунĕнче педагогсем уншăн питĕ кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах вăл вĕрентӳ организацийĕсем укçапа тухăçлă усă курнине тивĕçтермелли çинчен те асăрхаттарчĕ — вĕрентӳ ĕçĕшĕн усăллă пулмалла, министерствăна çакна тишкерме сĕнчĕ. Тепĕр грант та пур — вĕрентӳ организацийĕсем валлиех. Унăн виçи те çӳлерех асăннă шайра. Унпа чăваш чĕлхипе çыхăннă чи лайăх практикăсен рейтингĕнче палăрнăшăн хавхалантараççĕ. Ку тӳлеве округсенчи 4 тата хуласенчи 2 шкула пама йышăннă, кирлĕ укçана республика бюджетĕнчен муниципалитетсен хыснине трансферт мелĕпе куçарĕç. Граждансене медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Çав шутра — ятарлă апатлану кирлĕ, çул çитнĕ ачасене çавнашкал апатпа пурнăç тăршшĕпех тивĕçтерессине çирĕплетекен çĕнĕлĕх. Врач куçма пултарĕ Земство врачĕсем республика чиккинчен тухмасăр пĕр хут ĕç вырăнне улăштарма пултарĕç — мĕн пур тӳлев упранса юлать. Хальччен пĕр вырăнта 5 çултан кая мар ĕçлемелле пулнă. Олег Николаев çак утăм вырăнлăхĕпе кăсăкланчĕ те — сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олеся Игнатьева ку ялсенчи медицина учрежденийĕсене кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă чăрмава сирме пулăшассине çирĕплетрĕ. Калăпăр, Патăрьелте чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен сиплекен уйрăм уçма палăртнă, анчах унта специалистсем çитмеççĕ. Врача Канашран куçарасшăн — земство врачĕ илнĕ тӳлевпе çыхăннă чарăва сирсен çак ыйту татăлĕ. Тепĕр йышăну репродуктивлă \çулсенчи граждансем диспансеризаци шучĕпе сывлăхне тĕрĕслеттерессине пырса тивет. Ку енĕпе тивĕçлĕ нормативсем вăя кĕреççĕ. Çакнашкал тĕрĕслевсене Чăваш Енре пуçласа ирттереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — çынсен репродуктивлă сывлăхне, çие юлассине, ача çуратассине, çавăн пекех ача çуратнă хыççăнхи тапхăрта хĕрарăм сывлăхне япăх витĕм кӳме пултаракан чирсен паллисене тупса палăртасси. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал профилактика медицина тĕрĕслевĕсенче 27,4 пин ытла çын пулнă. Çав шутра — 5 пине яхăн арçын. Сывлăхпах çыхăннă тепĕр тема — республикăра пурăнакансем программа гемодиализĕ ирттермелли вырăна çитмелли тата каялла килмелли çул тăкакĕсене саплаштарма ыйтса çырнисене, тивĕçлĕ документсене МФЦ урлă пама пултарасси. Çапла вара малашне документсене икĕ мелпе йышăнĕç: граждансем хăйсем килсе пама та, МФЦ урлă ăсатма та пултараççĕ. Палăртни вырăнлă: республикăн кăçалхи бюджетĕнче çакнашкал çул çӳрев тăкакĕсене саплаштарма 26 миллион тенке яхăн пăхса хăварнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне саплаштарăва 176 çын илнĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Професси кунне усĕмпе кĕтсе илет
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне республикăн Апат-çимĕç фончĕ мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет?
Ăна 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче Василий Викторов ертсе пыма тытăннă. Фонд ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене минерал удобренийĕпе тивĕçтерет, вĕсенчен тулă, урпа, сĕлĕ, пăри, пăрçа туянать. Пĕр пайне республика тулашне сутать, иккĕмĕшĕнчен кĕрпе тăвать. Тулă кĕрпи, урпана авăртса шурă е сарă тĕслĕ шултра кĕрпе (перловая), урпана тĕшĕ хуппинчен тасатнă хыççăн авăртса вĕтĕ кĕрпе (ячневая), пăри (полба), ватнă тата ватман пăри кĕрпи, çурмалла пайланă тата пайламан пăрçа кашни талăкра 5-7 тонна хатĕрлет. Курттăммăн тата ваккăн туянакансем ытларах вĕсене суйласа илеççĕ. Фонд продукцие республикăра çеç мар, ытти чылай региона, çав шутра Мускава, Чулхулана, Хусана, ытти нумай хулана сутать. Пăри кĕрпине Чăваш Енре ытти регионтинчен лайăхрах туянаççĕ, ăна республикăра фонд çеç хатĕрлесе сутлăха кăларать. Сăлтавне вăл чăваш пăттисен йышĕнче ĕлĕкех тивĕçлĕ вырăн йышăннипе ăнлантармалла-тăр. Пăрçа çитменрен хутаçа тултарса суту-илĕве кирлĕ чухлĕ ярса ĕлкĕреймеççĕ. — Кĕрпесем сутма 2024 çулхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен ытларах хатĕрлерĕмĕр. Вĕсен суту-илĕвĕн географине сарма тĕллев лартрăмăр, — терĕ Василий Олегович. — Чăн та, ăна пурнăçлассишĕн лизингпа усă курса производствăна модернизацилеме шухăшлатпăр. Çитес 5 çулта Çĕрпӳ округĕнчи Михайловкăри складсен, техникăпа оборудованин 80% çĕнетмелле. Ку ĕçе пуçларăмăр ĕнтĕ — кăçал тырăпа хатĕр продукци турттарма «КамАЗ» машина туянтăмăр. Инвестици хывма укçа хамăр ĕçлесе илетпĕр. Пирĕн кĕрпесене тĕрлĕ меслетпе, çав шутра çĕршывра анлă сарăлнă ваккăн сутмалли лавккасенче, туянма пултараççĕ. Сăмах май, вĕсене çав йĕркепе уйрăм çын Казахстанран та туянчĕ. Кăçал 1500 тонна таран сутасшăн, килес çулсенче калăпăша татах ӳстерĕпĕр. Суту-илӳ сечĕсем халех пирĕнтен кашни уйăхра 1 пин тонна сутма ыйтаççĕ, анчах производство хăвачĕсене темиçе хут пысăклатмасăр саккаса пурнăçлаймастпăр, оптовиксемпе ваккăн сутă тăвакансене тивĕçтерсе плана тултаратпăр. — Эпир кăçалхи çуркуннерен предприятин 2025-2030 çулсенчи аталану стратегийĕн проектне хатĕрлеме тытăнтăмăр, — малалла каласа пачĕ тĕп директор. — ЧР Ял хуçалăх министерствинче ăна икĕ хут тишкерсе тухрĕç, хатĕрлесе çитерсен çирĕплетме унтах тăратăпăр. Фонд умне мĕнле хушма тĕллевсем лартатпăр-ха? Чăваш Ене минерал удобренийĕ сутакан çĕнĕ дилерсем килчĕç. Вĕсене пула юлашки çулсенче фонд сутакан удобрени тӳпи пĕчĕкленнĕ, калăпăша пысăклатма тĕллев лартрăмăр. Пирĕн аграрисем хальлĕхе удобрени ытларах «ФосАгропа» «Уралхимран» туянаççĕ. Вĕсеннипе çеç удобрени рынокĕн конкуренцийĕ республикăра çителĕксĕр. Сăмах май, вĕсенчен эпир те турттаратпăр. Конкуренци хака чакарма май патăр тесе 2024 çулхи ака уйăхĕнче «КуйбышевАзотпа» çыхăну йĕркелесе ярасси пирки килĕшӳ çирĕплетрĕмĕр. Вăл фонда аммони сульфачĕ, аммиак селитри çӳлте палăртнă компанисем лартнă хакран йӳнĕрех туянма сĕнчĕ — хапăлласах килĕшрĕмĕр. Удобрени хакне ытларах чухне логистика йĕркелет. Хак аграрисем патне дилер мĕнле турттарса килнинчен нумай килет. Асăннă компани аграрисем майлăрах конкуренциллĕ хак тума пултарĕ тесе пĕтĕмлетрĕмĕр. Унтан турттарма тытăнтăмăр та кăçалхи ака тата çу уйăхĕсенче аммиак селитрине республикăра чи йӳнĕ хакпа сутрăмăр. Конкуренци витĕмĕпе хака республикăра пĕр шайра тытса тăрассишĕн фонд кăçал минерал удобренийĕ туса кăларакан «Акронпа» «Амонирен» те туянма пуçласшăн, çапла майпа удобрени ассортиментне пуянлатасшăн тата конкуренцие сарса хака пĕчĕклетме условисем тăвасшăн. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш халăхĕн хаçачĕн турнирне хутшăнма, пырса курма чĕнетпĕр!
Сумлă спортсменсем вăй виçеççĕ
Республикăн физкультурăпа спорт историне нумай çул каяллах кĕнĕ «Хыпар» турнирĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.
«Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (халĕ «Хыпар») 1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче кире пуканĕ çĕклессипе иртнĕ пĕрремĕш ăмăртăвне 7 регионтан 200 яхăн атлет хутшăннăччĕ. Унтанпа 40 яхăн çул иртрĕ. Çав хушăра турнирта республикăри тата унăн тулашĕнчи 9 пине яхăн спортсмен, çав шутра Европа тата тĕнче чемпионĕсемпе рекордсменĕсем, вăй виçнĕ: Киров облаçĕнчи Егор Демышевпа Павел Чуев, СанктПетербургри Иван Марковпа Артем Клепиков тата ыттисем. Иртнĕ 10 çулта Санкт-Петербургри пăхаттирсене пирĕн мухтавлă ентеш, Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ултă хут тĕнче чемпионĕ, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ тата тренерĕ Сергей Кириллов хатĕрлет. Вăл та, кире пуканĕ спорчĕн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ, «Хыпар» ăмăртăвне килсе çитрĕ. РФ Спорт министерстви тата федераци президиумĕ «Хыпарăн» 39-мĕш турнирĕн тĕп судйи пулма СССР спорчĕн мастерне, Раççей чемпионне, пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерӳçине Юрий Карпова çирĕплетрĕ. Ăмăртусен тĕп секретарĕ — спорт мастерĕ, Пĕтĕм Раççей категорийĕллĕ судья Юрий Бронюков ªХĕрлĕ Чутайº, апелляци жюрийĕн председателĕ — ултă хут тĕнче чемпионĕ пулнă, «Хыпар» турнирне тăватă хут хутшăннă Сергей Кириллов.
Владислав СИДОРОВ.
Сергей КИРИЛЛОВ: «Кире спорчĕ йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтарать»
Куславкка хулинче çуралса ӳснĕ Сергей Кириллов пурнăçне кире спортне халалланă. Вăл — Куславкка районĕн тата Санкт-Петербург хулин хисеплĕ гражданинĕ, тĕнче чемпионачĕн пилĕк хут çĕнтерӳçи, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ тата спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертӳçи. Нумаях пулмасть Сергей Александрович тăван ене килсе кайрĕ.
Вăйлă ăру çитĕнтермелле
Сăлтавĕ те пысăкчĕ: хăйне спортпа туслашма пулăшнă çынна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Иван Краснова 65 çул тултарнă ятпа саламлама çитнĕ. Иван Николаевич паянхи кун та арçын ачасемпе хĕрачасене хăйĕн пĕлĕвĕпе опытне парать, вĕсене кире спортне юратма вĕрентет. Пулас тĕнче чемпионĕ те виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне ун патне ăсталăха туптама пынă. Çавăнтанпа кире спорчĕ Сергей Кирилловшăн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ ят-сума тивĕçнĕ ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Раççейре тата ют çĕршывсенче спортăн асăннă тĕсĕ мĕнлерех аталанса пыни, вăл пулас ăрушăн мĕн тери усăллă пулни çинчен каласа пачĕ. — Физкультура ачана тĕрлĕ енлĕн аталантарма, ăна шкул тулашĕнчи пурнăç условийĕсене лайăх хатĕрлеме пулăшать. Пирĕн обществăн тĕллевĕ – ура çинче çирĕп тăракан çамрăксен вăйлă ăрăвне ӳстересси, кирек мĕнле йывăрлăха та тӳссе ирттерме вĕрентесси. Спорт залĕсенче тренировкăсем тунă май шăпах çакăн пек енсем аталанаççĕ: хăйне хӳтĕлеме, йывăр ларутăруран тухма пултарни, хăйĕн вăй-хал хăнăхăвĕсемпе усă курма пĕлни, чăтăмлăхпа çирĕплĕхе аталантарни, – терĕ Сергей Александрович. Пĕчĕк кружокран пуçланнă Вăл кире спорчĕ спортăн наци тĕсĕсен йышне кĕнине те асăнчĕ. Сергей Кириллов каланă тăрăх, тимĕр вăййи 19-мĕш ĕмĕрте шăпах Санкт-Петербург хулинче вăй илме пуçланă. 1885 çулта Владислав Краевский тухтăр атлетикăна юратакансем валли кире спорчĕн кружокне йĕркеленĕ. Тренировкăсенче йывăрлăхсене тӳссе ирттерни сывлăха тĕреклетнине, унăн кăмăл-сипет пахалăхĕсене çирĕплетнине кăтартса панă вăл. Владислав Францевич наука ĕçĕсем те çырнă. Унăн «Кире пуканĕсĕр тата кире пуканĕпе вăй-хала аталантарасси» кĕнеки пичетленсе тухнă. Ĕлĕкренпех ярмăрккăсемпе уявсенче арçынсем кам патвартараххине пĕлес тесе кĕрешме юратнă, вĕсем хăйсен вăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тата йывăр япаласене çĕклесе тĕрĕсленĕ. Совет Союзĕ арканнă хыççăн кире спорчĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Халĕ 80 ытла çĕршывра кире пуканĕ йăтассипе занятисем ирттереççĕ. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви паянхи кун спортăн 180 ытла тĕсне аталантарать. Кире спорчĕ футболпа, хоккейпе тата волейболпа пĕр ретре тăрать. Унпа туслисен шучĕ пысăк, массăлăхпа палăрнипе вăл ТОП-20 йышне кĕрет. Спортсменсенчен нумайăшĕ пысăках мар залсенче кире пуканĕсемпе усă курса вăйхала тĕреклетеççĕ. Кире спорчĕ чăтăмлă тата тăрăшуллă пулма хăнăхтарать, кăмăл-туйăма çирĕплетет. Спорт министерстви кире спортне уйрăмах аталантармалли спорт тĕсĕсен йышне кĕртнĕ. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн оборона министрĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче кире спортне Раççейри çар çыннисене хăйсен тивĕçне ăнăçлă пурнăçлама пулăшакан спорт тĕсĕсен переченьне кĕртнĕ. — Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ пулнă май общественноçăн, тренерсен тата хамăн тĕп тĕллевсенчен пĕри — май пур таран ытларах çынна спортпа, çав шутра кире пуканĕ йăтассипе те, туслаштарасси тесе шутлатăп, – пĕлтерчĕ Сергей Кириллов. – Спорт пулăшнипе аталанакансем ĕçченлĕхпе, чăтăмлăхпа, ытти пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Шăпах вĕсем тĕллевсене пурнăçлама, палăртнă çултан пăрăнмасăр утма пулăшаççĕ. Çын хăйне тытма вĕренет. Сăмахран, помост çине тухсан 10 минут ĕçлемеллине ăнланатăп. Çакăн пек самантра кире пуканне вăхăтсăр пăрахсан ăмăртура малти вырăнсене йышăнма пултарайманнине пĕлетĕп. Çак тĕслĕх нумай япалана кăтартать. Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри – ытларах ачана кире спортне явăçтарасси. Сывлăхшăн та усăллă Сергей Александрович палăртнă тăрăх, ачасемпе хĕрарăмсем те кире пуканне çĕклеме пултараççĕ. Тимĕр вăййипе туслашни ӳт-кĕлеткене çирĕплетет, çурăм шăмми кукăрăласран упрать. Спортăн ку тĕсĕпе кăсăкланакан хĕрарăмсене тренировкăсем яштака пулма пулăшаççĕ. Ача секцие пырсан чи малтан ăна шăмшака тĕреклетме май паракан хăнăхтарусем тутараççĕ, унтан тин вăл кире спорчĕн мелĕсене вĕренме пуçлать. Тимĕр вăййи ытларах хускалма пулăшать, ӳт хушассинчен упрать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне ӳстерет. Вăл профессире аталанма кăна мар, çыннăн организмне сыватма та юрăхлă. Хальхи çамрăксем физкультурăпа аппаланасшăнах мар, йывăрлăхсенчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Тренировкăсене тĕрĕс йĕркелесен кире спорчĕ хăрушă мар.
— Тĕнчере питĕ кăткăс лару-тăру пулнă май спортăн нумай тĕсне е кăларса пăрахнă, е спортсменсем уйрăм статуспа ăмăртăва хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ çĕршыв спортсменĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пăрахрĕç. Халĕ эпир Ази енне туртăнатпăр. Киргизире, Узбекистанра, Казахстанра, Китайра, Тайваньре, Корейăра, Сингапурта, Индире кире пуканĕ йăтакан йышлă, – каласа кăтартрĕ Сергей Александрович. – Унччен хĕвел анăç еннелле пăхаттăмăр, Европăра кире спорчĕ вăйлă аталанатчĕ. Австралипе Кăнтăр Америка пăхаттирĕсем уйрăмах маттурччĕ. Мĕншĕн тесен спорт хатĕрĕпе çăмăллăн усă курма пулать. Унта перекетлĕ çынсем пурăнаççĕ, вĕсем спорт комплексĕсемпе стадионсене тара илме пысăк укçа тăкакласшăн мар. Юлашки вăхăтра пирĕн патшалăх наци спортне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кире спорчĕ те çакăнтах кĕрет. Ăмăртусене çӳллĕ шайра ирттерме май пур. Пирĕн çĕршывра кире спорчĕпе интересленекен яшсемпе хĕрсене çар вĕренӳ заведенийĕсене, МЧС, ШĔМ тата ытти ведомство çумĕнчи училищĕсемпе академисене хаваспах вĕренме илеççĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреç тăрăхĕнчи Михаил Петров тренер чылай спорт мастерне ӳстернĕ. Нумайăшĕ вăй тытăмĕсен аслă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илнĕ, вĕсем хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Пĕр пайĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Çакă патшалăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа хальхи вăхăтра çамрăксене спортпа туслаштарасшăн, – каласа кăтартрĕ Сергей Александрович. Олимп юхăмĕн никĕслевçи Кубертен спорт валли виçĕ паха ен палăртнă: «Хăвăртрах, çӳллĕрех, вăйлăрах». Сергей Кириллов шухăшĕпе, кире спорчĕ çак чĕнӳпе килĕшсе тăрать. Спортăн ку тĕсĕ ăмăртусенче ăнăçу тума кăна мар, пурнăçа йĕркелеме тата сывлăха нумай çуллăха упрама пулăшать.
Татьяна УСТИНОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕçченлĕхпе усĕм пĕртăван
Анлă урампа утса пыратăп. Тăван шкул патне çывхарнă май купăс сасси янăраса кайрĕ. «Пире тăван кĕтсе тăрать» юрă шăранать.
Иккĕмĕш хута хăпартăм. Уçă алăкран купăс сасси ян каять. Тăван кĕвве-çемме илтнĕ май чун юрлать. Николай Алексеев учитель ачасемпе репетици ирттерет. Вăл — манăн вĕренекен. Хальхи вăхăтра Николай Николаевич тăван шкулта ачасене музыка вĕрентет. Çав вăхăтрах ачасемпе купăсçăсен ушкăнне йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнса çĕнтерчĕç — Чăваш наци телекуравне те чĕннĕ. Çамрăк купăсçăсене районта иртекен уявсене, Акатуя час-часах йыхравлаççĕ. «Николай Николаевич — шкулăн, ялăн, округăн чысĕ-сумĕ, — терĕ Нăрваш Шăхальти вăтам шкул директорĕ Татьяна Михайлова. — Пирĕн пата килекен хăнасене яланах купăсçăсен ушкăнĕ кĕтсе илет. Ял халăхне те мĕн чухлĕ савăнăç кӳреççĕ вĕсем. Николай Николаевич — пултаруллă вĕрентекен. Ăна ачасем хисеплеççĕ, юратаççĕ». Класра — 5 баян,12 купăс, 5 гитара, 2 синтезатор. Чылай хатĕре вĕрентекен килĕнчен илсе килнĕ. Ачасем вĕсемпе хаваспах калаççĕ. Николай Алексеев шкулта вĕреннĕ чухнех пултаруллăччĕ. Уявсенче сцена çине тухни, хăйĕн ăсталăхĕпе куракана савăнтарни куç умне тухрĕ. Николай Николаевич çĕр ĕçченĕн çемйинче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Николай Степанович колхозра трактористра вăй хунă. «Республикăри чи лайăх механизатор» ята та тивĕçнĕ. Амăшĕ Антонина Яковлевна дояркăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ. Туслă мăшăр тăватă ача çуратса ӳстернĕ. Асли Коля пĕчĕкренех юрра-ташша ăстаччĕ. «Ăна темиçе асăрхаттарма кирлĕ марччĕ, ĕç хушсан çийĕнчех пурнăçлатчĕ, — тет ун пирки Тамара Кузьмина, класс ертӳçи пулнăскер. — Каярахпа шкулта пĕрле ĕçлеме тиврĕ. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни савăнтаратчĕ. Эпĕ унпа яланах мăнаçланнă. Халĕ те вĕренекенсене ун пирки лайăххине çеç каласа кăтартатăп». Николай Николаевич вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче малалла туптанă, баянист-аккомпаниатор специальноçне алла илнĕ. Каярахпа шăпа ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетне илсе çитернĕ. Юрий Кудаков композитор патĕнче вĕреннĕ. Баянист-педагог дипломне илнĕ. Сăмах май, аслă шкула вăл хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Ахальтен мар Юрий Дмитриевич ăна: «Чăваш халăхĕн пултаруллă çамрăкĕ», — тесе хаклать. Николай Николаевич хĕсметрен таврăнсан Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел, Нăрваш Шăхаль шкулĕсенче, Турханти ача садĕнче музыка вĕрентнĕ. Анатолий Шакин ертсе пыракан район хорĕнче чылай çул юрланă. 1995 çулта вăл Тĕрĕньел хĕрĕпе Луиза Петровнăпа çемье çавăрнă. Туслă çемьере пултаруллă ачасем çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ Алиса ашшĕ пекех Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вăл — çемьеллĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ Лолита Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлӳ илчĕ. Ун хыççăн — М.И.Глинка ячĕллĕ Чулхула патшалăх консерваторийĕнче. Ашшĕ пекех маттур. Пултаруллăскер кăçал ВДНХри «Раççей» куравĕн 75-мĕш павильонĕнче сасă режиссерĕнче вăй хучĕ. Хăйĕн ăсталăхне çĕршыв умĕнче кăтартрĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Катя вырăнти шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Вăл та аппăшĕсем пекех хастар. <...>
Светлана ФРОЛОВА, Патăрьел округĕ.
♦ ♦ ♦
РУВИКИРЕ кашни чăваш хурав тупайтăр
Паян интернетра тем те вуласа пĕлме пулать. Кăсăк ыйтăвăн хуравне шыракансемшĕн унта тем тĕрлĕ энциклопеди те пур. Юлашки вăхăтра РУВИКИ интернет-энциклопеди çинчен нумай калаçма пуçларĕç, çулталăк çеç ĕçлет пулин те, унти статьясен шучĕ икĕ миллионран иртсе кайрĕ – ку Википедири вырăсла статьясен йышĕнчен те ытларах. Тата тепĕр ырă пулăм: РУВИКИ Раççейри ытти чĕлхепе те аталанать, паян ку энциклопедире тутарла, чеченла, пушкăртла, чăвашла, çармăсла, мăкшăлла, ирçелле, удмуртла тата ытти чĕлхепе çырнă статьясен шучĕ кунсерен ӳссе пырать. Проектăн чăваш уйрăмне пурте пĕлекен (ăна чăваш интернечĕн ашшĕ тесен те юрать пуль, Чăваш халăх сайтне, ытти вун-вун проекта пуçарса яракан çинчен илтнех ĕнтĕ вулакансем, интернетри çамрăксем пушшех те) Николай Плотников аталантарса, пуянлатса пырать – унпа РУВИКИ проект çинчен, йывăрлăхсемпе малашлăх ĕçĕсем пирки калаçрăмăр.
– Чи малтанах, мĕн-ха вăл – РУВИКИ? – РУВИКИ – çĕнĕ интернет-энциклопеди. Вăл пĕлтĕр ĕçлеме пуçланă, çулталăк хушшинче самай аталанма пултарнă. РУВИКИ Википеди материалĕсен никĕсĕ çинче хатĕрленĕ тени пĕр енчен çапла, тепĕр енчен кунта самай уйрăмлăх пур. Кунта йĕрки çирĕпрех. Волонтерсемсĕр пуçне РУВИКИре ятарлă редакторсем пур – вĕсем кашни çĕнĕ материала тĕрĕслесе тухаççĕ, Раççей саккунĕсене тивĕçтермесен унашкал тӳрлетӳсене пăрахăçлаççĕ. Çапла майпа РУВИКИре чăнлăх шайĕ пысăкраххине кура унти материала шанма пулать. Паллах, чылай материала Википедирен илнĕ май юсаса тӳрлетмелли чылай-ха, апла пулин те «Тĕрĕслесе тухнă статья» тесе палăртнисен йышĕ кунран-кун ӳссе пырать. – Тата мĕнле уйрăмлăхсем пур? – Паллах, чăнлăх енне тивĕçтернисĕр пуçне РУВИКИре чылай çĕнĕлĕхе кĕртме тăрăшаççĕ. Калăпăр, кăçал кашни статьяна сасăпа вуланине итлеме майсем туса панă. Унсăр пуçне, энциклопеди сайтне те вулакансемшĕн меллĕрех хатĕрленĕ. Тата — илемлĕрех те. Википедири материалсене копилесе çĕнĕ сайт сахал мар уçнă, анчах та вулакансемшĕн чи меллĕ те хăтлă сайт суйламалла пулсан кунта, паллах, РУВИКИне çитекенни çук. Унсăр пуçне РУВИКИ пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕ технологисемпе усă курассине пурнăçа кĕртет. Сăмахран, çулталăк вĕçĕччен нейронлă сетьсемпе усă курса информаципе тата та çăмăлрах, меллĕрех тивĕçтерме шутлаççĕ. – Паян РУВИКИ интернет-энциклопеди вырăс чĕлхисĕр пуçне Раççейри тата 19 чĕлхепе аталанать, унта, калăпăр, йышĕпе пысăкрах халăх чĕлхисемпе танах пĕчĕкреххисем те пур. Чăваш уйрăмĕ вĕсен хушшинче мĕнле вырăн йышăнать? – РУВИКИн тепĕр уйрăмлăхĕ — Раççейри ытти интернет-энциклопедипе танлаштарсан кунта вырăсла уйрăм кăна мар, ытти чĕлхеллĕ уйрăмсем те пурринче. Паллах, сăмах Раççейри халăхсем пирки пырать. Чăвашла РУВИКИ иртнĕ çул вĕçĕнче ĕçлесе кайрĕ. – Еплерех аталанса пырать чăвашла РУВИКИ? – Чиперех. Чăваш уйрăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа пĕр пин ытла статья хушăнчĕ. Каласа хăварас пулать, ку статьясем темиçе предложенирен кăна тăраканнисем мар, вĕсем темăна туллин уçса параççĕ. Хальхи вăхăтра ытларах Чăваш Республикинчи çынсем çинчен тата уявсем пирки çырма тăрăшатпăр. Пĕрисене çĕнĕрен хатĕрлетпĕр, теприсене вырăсларан туллин куçаратпăр. – Мĕнлерех йывăрлăхсем пулчĕç малтанхи тапхăрта, хальхи йывăрлăхсенчен хăшĕсене пирваях асăннă пулăттăн? – РУВИКИри чăвашла уйрăмри статьясен тĕп никĕсĕ – Википедирен илнисем. Унти чăваш уйрăмĕнче 50 пин статья ытла вырнаçнă пулин те вĕсенчен сахалăшĕпе кăна усă курма пулать. Тепĕр май каласан, енчен те вырăсла уйрăмри статьясемпе халăх тăтăш усă куратчĕ пулсассăн, чăвашли халăха кăсăклантармастчĕ. Кунта ĕнтĕ темиçе сăлтав: чăвашла статьясем вырăслисенчен чухăнрах пулни те, статьясем вулакансемшĕн кăсăклă мар пулни те. Анчах, ман шутпа, чи пысăк йывăрлăх вăл — чăвашсен ытларах пайне ăнланмалла мар çырнинче. Нумай-нумай термина чăвашлатса янă, чылайăшне вырăсла варианта пăхса илмесĕр ăнланма та май çук. Малтанхи тапхăрта çав мĕн пур статьяна йĕркене кĕртесси чи пысăк йывăрлăх кăларчĕ. Хальхи вăхăт тĕлне те вĕсене юсаса-çĕнетсе çитермен, ку ĕç пирĕн майĕпен, куллен пулса пырать. Пирĕн шухăшпа, текстсен ăнланмалла пулмалла, çак принципа тĕпе хурса ĕçлетпĕр те. Статья шучĕ хăвăрт ӳстĕр тесе кĕске статьясем хатĕрлеместпĕр, вулакансемшĕн интереслĕ те усăллă пулма пултаракан статьясем çыратпăр. – Мĕнлерех плансем умра, çитес вăхăтра пурнăçламаллисене палăртсам, тархасшăн. – Паллах, чи малтан – тăван тăрăхри çынсен биографийĕсене май çитнĕ таран ытларах кĕртесси. Тĕслĕхрен, Августа Уляндинăна пирĕн халăх питĕ аван пĕлет. Апла пулин те ун пирки çырнă чăвашла статья халĕ те пулман. Эпир çакна «тӳрлетрĕмĕр». Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра çуралса ӳснĕ çынсем пирки эпир пĕлменни питĕ нумай. Çавна май тĕнчен таçти кĕтесне кĕрсе кайиччен чи малтанах хамăр тăрăха тĕплĕнрех çутатса пама тăрăшăпăр. – РУВИКИ интернет-энциклопеди авторĕ пулма, унта статьясем çырма кашни пултарать. Çакăн пек хастарсем тупăнни чăваш чĕлхине пулăшни тесе калас килет. РУВИКИ авторĕ пулас тесен мĕн тумалла, мĕнрен пуçламалла? – Чи малтан – хăраса тăмалла мар. Йăнăш асăрхарăр е пĕр-пĕр статьяра мĕн те пулин çитменнине куртăр пулсассăн – хăраса ан тăрăр, пĕр шикленмесĕр тӳрлетĕр е çĕнĕ информаци хушăр. Эсир йăнăшсассăн редакторсем тӳрлетĕç. Кам та пулин урăххи йăнăша тӳрлетĕ е çĕнĕ информаци хушĕ тесе пурăнсан çакна кĕтсе илмессе те пултаратăр. Хăвăр тусан вара – ку ĕç тӳрех пулĕ. – Фантастика шайĕнчи ыйту парамха: чăваш ачи кăсăклантаракан ыйту хуравне чăвашла РУВИКИре шыратăр тесен мĕн тумалла-ши? – Чи малтанах, паллах ĕнтĕ, хуравĕ РУВИКИре пулмалла. Хуравĕ çук, ăна никам та кĕртмен пулсассăн, темле шырасан та тупма май пулмĕ. Тепĕр утăм: чăвашла шырасси фантастика пулмалла мар. Ку вăл пирĕн кулленхи пурнăç шайĕнчи ĕç пулмалла. Ăна пурнăçа кĕртес тесен вара интернетра чăвашла материалсем ытларах вырнаçтармалла. Ку РУВИКИн чăваш уйрăмне кăна пырса тивмест, мĕн пур ытти сайта та. Хальлĕхе вĕт-ха, чăвашла çĕнĕ статья çырас тесен те, ытларах чухне вырăсла материалсене тĕпе хурса хатĕрлеме тивет. – Интернет-энциклопедире чăваш халăхĕн кун-çулĕпе, ăс-хакăлĕпе çыхăннă статьясем йышлансах пырасса шанас килет. Тепĕр самант асăрхарăм РУВИКИпе паллашнă май: республикăри ялсем çинчен питĕ кĕскен çырса панă. Калăпăр, вĕрентекенсем, библиотека е культура çурчĕн ĕçченĕсем, хастар çамрăксем хăйсен ялĕ, ялта çуралнă паллă çынсем çинчен çырса хурсан питĕ аван пулмалла-çке. Вара çак ял çинчен пĕтĕм чăваш тĕнчи вуласа пĕлĕ. Мĕнле шутлатăн, пурнăçлама пулать-и çак пархатарлă ĕçе? – Паллах, çырмалла. Пуррисене анлăрах информаципе тултармалла. Тĕрĕссипе, пирĕн ялсем пирки вырăсла уйрăмра та пит сахал çырса кăтартнă. Енчен те чăвашла вырăслинчен туллирех информаци пур пулсассăн, çын вырăсла мар, чăвашла паллашĕ. Ку вара чăваш культурине аталанма пулăшĕ. Тата каласа хăварас килет: хăвăр ял пирки кăна мар, кӳршĕри ял çинчен çырни те питĕ кирлĕ. Эсир хăвăр тăрăха ыттисенчен аванрах пĕлетĕр, çавна май тĕрĕсрех те туллирех çырса кăтартма пултаратăр. Тӳрлетес е хушас тĕлĕшĕнчен вара, çӳлерех асăнтăм ĕнтĕ, хăрама кирлĕ мар. Эпир, редакторсем, эсир йăнăшсан тӳрлетĕпĕр. Унсăр пуçне эпир статьясем мĕнле çырмаллине те онлайн мелпе вĕрентетпĕр. – Ăнăçу сунатăп, Николай. Пĕрле ĕçлекенсен пурин те палăртнине пурнăçа кĕртме вăй-хал çитсе пытăр. <...>
Влад ДИМОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Бичурин йĕрĕпе
Чăваш ывăлĕ-хĕрĕ хушшинче халăх ятне-сумне тĕнче шайне кăларнă, çĕкленĕ çын сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Никита Бичурин. Мухтавлă ентешĕмĕр ятне тăван кĕтесре манăçа кăлармаççĕ. Шупашкар округĕнче ун ячĕллĕ музей пур. Чăваш ятне ăслăлăх тĕнчинче сарнă çыннăмăр çинчен «Никита Бичурин тата хальхи вăхăт» музей директорĕпе Ирина Удаловăпа калаçатпăр.
ПИРĔН СПРАВКА: Никита Бичурин Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Çĕрпӳ уесĕнче, хальхи Шупашкар округĕнчи Типнер ялĕнче, çуралнă. Вырăс православи чиркĕвĕн архимандричĕ. Çулçӳревçĕ. Тухăç культурине, китай чĕлхине тĕпченĕ. Пурĕ 14 чĕлхе пĕлнĕ. Вырăс синологийĕн никĕслевçисенчен пĕри. Тĕн тĕнчинче Иакинф атте ятпа палăрнăскер тиечук çемйинче çуралнă. Хусан тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1808-1821 çулсенче Пекинра Тăххăрмĕш тĕн миссине йĕркелесе ертсе пынă. Тĕн йĕркипе ытлашши кăсăкланмасăр ăслăлăхпа аппаланнăшăн ăна Çветтуй Синод суд туса Валаам утравĕ çине ссылкăна ăсатнă. Унтан тухсан Императорăн Санкт-Петербургри ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ пулнă. Парижри Ази обществин хисеплĕ ют çĕршыв пайташĕ. Демидов премине тăватă хутчен тивĕçнĕ. 1819-1851 çулсенче Китай çинчен 14 кĕнеке тата 100 яхăн статья пичетлесе кăларнă. Китайран таврăннă май Никита Бичуринăн 400 пăт таякан ал çырăвĕсене тиесе килме 15 тĕве кирлĕ пулнă. Унăн Тухăçри çак çĕршывпа çыхăннă тата ытти ĕçне халĕ те тĕпчесе пĕтермен-ха. Бичурин çинчен ĕçсем паян та Китайра, Монголире, Раççейре кун çути кураççĕ. Таврари çынсенчен чи палли — Ирина Витальевна, малтанах сирĕн çинчен пĕлес килет. — Эпĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялăмăр питĕ пысăк: пĕр еннелле — 7, тепĕр еннелле 3 çухрăм тăсăлать. Эпир ӳснĕ вăхăтра ялта тап-таса чăвашла калаçатчĕç. Тен, çавăнпа професси суйлама тăрсан эпĕ пĕр иккĕленмесĕр чăваш чĕлхине суйласа илнĕ: 1991 çулта чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ, тавра пĕлӳçĕмузей ĕçченĕ пулса тухнă. Алла диплом илнĕ хыççăн пĕр çулталăк хамăр тăрăхра шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентрĕм. Çемье çавăрсан вара Чăваш Ене каялла таврăнтăм. — Музей ĕçне мĕнле лекрĕр? — Шупашкар районĕ — хăйне майлă тăрăх, пĕртен-пĕр кунта кăна тавра пĕлӳ музейĕ пулман. Çав вăхăтра культура тытăмне Маргарита Павлова ертсе пынă. Шупашкар районĕнче музей уçас ыйтăва шăпах вăл хускатнă. 2000 çулта пулнă ку. 2001 çулта вара музей уçасси пирки йышăну тухнă. Çапла кĕрсе кайрăм та çак ĕçе. Малтанах, клуб тытăмĕн методистĕнче вăй хунă чухне, музей концепцине çыртăм. Паллах, çĕнĕ ĕçе пуçарма çăмăлах пулмарĕ. Хамăра музей ĕçне вĕрентнĕ Евгений Михайловпа канашларăм. Виталий Станьял нумай сĕнӳ пачĕ. Пире панă чух çурт пушăччĕ, юхăнса ларатчĕ. Юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр те 2003 çулта пĕрремĕш куравсем йĕркелерĕмĕр. Материалсем пухма пуçларăмăр. — Бичурин ячĕпе мĕнле çыхăнтартăр? — 2001 çулхи йышăнура тавра пĕлӳ музейĕ пирки кăна каланă. Таврари паллă çынсенчен чи пĕлтерĕшли Никита Бичурин пулнипе музее унăн ятне парас терĕмĕр. Кунта Шупашкар районĕн пĕтĕм историйĕ упранать. Çав вăхăтрах музей ĕçне Бичуринпа тата хальхи пурнăçпа çыхăнтартăмăр. Паян ĕçлесе пурăнакан ӳнерçĕсен картинисен куравне йĕркелетпĕр, сăн ӳкерчĕксен, документсен пуххисемпе паллаштаратпăр.
Рита АРТИ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Театра юратасси ачаран пуçланать»
Республикăра колхоз театрĕсем йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитет. Çак ятпа Кӳкеçри вулавăшра çавра сĕтел иртрĕ.
Куславккара, Патăрьелĕнче, Етĕрнере 1934 çулта çĕршывра 23 колхоз театрĕ йĕркеленнĕ. 1939 çулта вĕсен йышĕ 177 çитнĕ. Чăваш патшалăх куçса çӳрекен театрĕсем республикăра тĕрлĕ районта, унсăр пуçне Тутар тата Пушкăрт АССРĕсенче, Чĕмпĕр облаçĕнче пулнă. Николай Айзман драматург театрсемпе питĕ çывăх туслашнă. Вăл вĕсене пулăшса тăнă. Унăн «Кай, кай Ивана» камитне чи малтан çакнашкал театрсенче лартнă. 1934 çулхи авăн уйăхĕнче куçса çӳрекен пĕрремĕш колхоз театрĕ йĕркеленнĕ. 1934- 1936 çулсенче — Куславккара, 1937-1941 çулсенче — Сĕнтĕрвăрринче, 1943-1947 çулсенче — Вăрнар тăрăхĕнчи Калининăра ĕçленĕ. 1947- 1949 çулсенче вăл хăйĕн ĕçне Вăрнарта тăснă. 1937 çулччен колхоз театрĕ Сергей Петров ячĕпе хисепленнĕ. Вăл пирĕн республикăна ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Пĕрремĕш спектакль Федор Павловăн «Ялта» драми шутланать. 1934-1949 çулсенче пурĕ 80 яхăн спектакль лартнă, çавăн пекех концерт программи хатĕрленĕ. Ертӳçĕсем улшăнса тăнă. Вĕсене Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен суйласа илнĕ. Режиссерсем Çамрăксен театрĕнчен те ĕçлеме пынă. Иккĕмĕш колхоз театрĕ 1935-1940 çулсенче — Патăрьелĕнче, 1940-1942 çулсенче — Комсомольскинче, 1946-1949 çулсенче Йĕпреçре ĕçленĕ. Илемлĕх ертӳçи — Кирилл Егоров. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята чи малтан илнĕ. Кайран ун вырăнне Василий Фролов ĕçлеме тытăннă. Вăрçă çулĕсенче театра Ефим Никитин ертсе пынă. Виççĕмĕш колхоз театрĕ 1936- 1941 çулсенче Етĕрнере йĕркеленнĕ. Унăн илемлĕх ертӳçи Василий Михайлов пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Василий Ржанов Мускава кайса пĕр ыйту татса панă: колхоз театрĕн колхозра йĕркеленмелле. Çавна май Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче пĕрремĕш профессиллĕ театр ĕçлеме тытăннă. Артистсем таврари ялсенче спектакльсем кăтартса çӳренĕ. Республикăри халăх пултарулăх центрĕн методисчĕ Надежда Кириллова колхоз театрĕсем йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа кăçалхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патăрьелĕнче фестиваль ирттерессине пĕлтерчĕ. Унта халăх театрĕсем хутшăнаççĕ, Шупашкар округĕнчен вара — Апаш халăх театрĕ. Пилĕк çул маларах çакнашкал фестивале Куславккара ирттернĕ. Мĕншĕн тесен унта пĕрремĕш колхоз театрĕ ĕçленĕ. Çемйипех сцена çинче Çавра сĕтелĕн тĕп тĕллевĕ колхоз театрĕсен кун-çулĕпе, унта ĕçленĕ ентеш артистсен ĕçĕ-хĕлĕпе халăха паллаштарасси, халăх театрĕсем паян еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартасси пулчĕ. Мероприятие Шупашкар муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова ертсе пычĕ. Унта асăннă тăрăхри халăх театрĕн режиссерĕсемпе ертӳçисем, артисчĕсем, драма кружокĕн ертӳçисем, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем, Кӳкеçри тĕп вулавăш ĕçченĕсем, шкул театрĕсемпе ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç. Шупашкар тăрăхĕнче хальхи вăхăтра виçĕ халăх театрĕ, 25 драма кружокĕ ĕçлет. Унсăр пуçне пур шкулта та театрсем пур. «Çĕньялпа Котеркасси халăх театрĕсем маларах йĕркеленнĕ. Апаш театрĕ 2022 çулта СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев ятне тивĕçрĕ, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Маргарита Яковлевна. — Çавăн пекех шкул театрĕсем те аталанаççĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кӳкеçри культура çуртĕнче театр коллективĕсен фестивальне ирттересшĕн. Кунта халăх, шкул театрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Çавăн пекех пирĕн патра хăнара Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлекен ентеш артистсем те пулĕç». Архиври документсем тăрăх, Котеркасси ялĕнче клуб пулман. 1930 çулсенче ял çамрăкĕсем хурал пӳртĕнче пуçтарăнса пĕчĕк спектакльсем лартма тытăннă. Çак ушкăн саланман, халăх театрĕ паянхи кунчченех ĕçлет. — Эпĕ хамăн ĕçе Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана» камитĕнчен пуçларăм, — терĕ Надежда Михайлова ертӳçĕ. — 1991 çулта пире «халăх» ятне пачĕç. Куракансем спектакльсене хапăлласа йышăнаççĕ. Маларах ятарлă автобуспа ялсем тăрăх спектакль кăтартса çӳреттĕмĕр, халĕ ют тăрăха хамăр машина тытса каятпăр. Пирĕн «Шортан» фольклор ушкăнĕ те пур. Хăш чухне вĕсене те явăçтаратпăр. Акă Петр Осиповăн «Айтар» драминче пире юрăташăпа шăпах асăннă ушкăн пулăшрĕ. Юлашки вăхăтра эпир Николай Сидоров драматургпа тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Унăн «Кантăкран шаккарĕ кӳршĕ ял каччи», «Шăматкун каçхине», «Виçĕ хĕре пĕр каччă», «Хĕр çураçма кайсан» пьесисене куракан умне кăлартăмăр. Çитес çул пирĕн «халăх» ята çирĕплетес пулать. Çавна май Аркадий Ĕçхĕлĕн «Виçĕ туй» пьесине лартма хатĕрленетпĕр. Апашри халăх театрĕ 1989 çулта йĕркеленнĕ. 1994 çулта ăна «халăх» ятне панă. «Эпир пурĕ 37 спектакль куракансен умне кăларнă, — палăртрĕ Ольга Ерилеева ертӳçĕ. — Декорацие яланах çĕнетме тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе Владимир Борисов художник тăрăшса ĕçлет. Вăлах спектакльсенче рольсем те калăплать. Владислав Кириллов, Елена Федорова пьесăсем те çыраççĕ. Унсăр пуçне иккĕшĕ те спектакльсене хутшăнаççĕ. Владислав Петровичăн «Çулсем иртсен, кунсем юлсан», «Трофейлă таврăну» драмисене халăх кăмăлласа курчĕ. Вĕсем — вăрçă темипе çырнăскерсем. Спектакльсене ачасене те явăçтаратпăр. Хăшĕпĕри, сăмахран, Смородиновсем, Ивановсем, çемйипех сцена çине тухаççĕ. Малтанхи кашни спектакле диск çине çырнă».
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать