Кире пуканĕпе 40 çул туслă

8 Окт, 2024

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тури Туçара çуралса ӳснĕ тĕнче спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тренерĕ Борис Глинкин — тĕнчери паллă атлетсенчен пĕри.

Иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ачасенчен нумайăшĕ шкулта вĕреннĕ чухнех спортăн тĕрлĕ енĕпе кăсăкланнă. Борис Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев ячĕллĕ шкулăн аслă класĕсенче вĕреннĕ вăхăтра районти ăмăртусенче тăван ял тата Ленин орденлă «Гвардеец» колхоз чысне волейболла тата футболла выляссипе хӳтĕленĕ. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен вăл штанга йăтма юратнă. Çĕнĕ юлташĕсем Иван Калля, Виктор Викторов тата Иван Смоленцев атлетсемпе пĕрле Борис Глинкин Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, штанга йăтассипе Пĕтĕм Раççейри турнир призерĕ Аркадий Александров ертсе пыракан секцие çӳреме пуçланă. Аслă шкулăн юлашки курсĕнче вĕреннĕ чухне Туçа каччи Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ республика чемпионатне хутшăннă. Вăтам виçере ăмăртса Борис çивĕч кĕрешӳре хăйĕн ентешне тата юлташне Иван Калляна кăштах выляса янă та иккĕмĕш вырăн йышăннă, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

ЧПУ хыççăн Борис Николаевича направленипе Кӳкеç поселокĕнчи чăх-чĕп фабрикине ĕçлеме янă. Шел те, йывăр атлетика унта нихăçан та хисепре пулман, çапах çамрăксем кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланнă. 1984 çул пуçламăшĕнче Глинкин патне фабрикăра инженерта ĕçленĕ Николай Иванов пынă: «Кӳкеçре пăт пуканĕ йăтассипе Шупашкар районĕн чемпионачĕ иртмелле. Паянтан пуçласа эпĕ чемпионата хутшăнма хамăр командăна хатĕрлеме пуçлатăп. Атьăр, Борис, пĕрле вăй виçетпĕр: эпĕ çăмăл виçере, эсĕ манран кăшт йывăртарах та… Çапла майпа хамăр командăна йĕркелетпĕр».

40 çул ытларах каялла Борис Николаевич йывăр атлетикăпа сыв пуллашса кире пуканĕ йăтма пуçланă. Шупашкар районĕн чемпионатĕнче вăл çурма вăтам виçере çăмăллăнах пĕрремĕш вырăн йышăнса юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. 1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче пуçланнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Борис Елчĕк районĕнчи республика рекордсменне Алексей Турхана кăна кăштах выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн хыççăн Глинкин хăйĕн пурнăçне кире пуканне халалланă.

1985 çултан пуçласа вăл чăвашсен тĕп хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирсенче никамран та нумайрах — пурĕ 24 хут — ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 1989 çулта Украинăри Донецкра иртнĕ Пĕтĕм Союзри турнирта та Борис Николаевич хăйĕн виçинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, СССР спорчĕн мастерĕ пулса тăнă. 1990 çулта Чăваш Ен пăхаттирĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ, унтан Латвире СССР Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче виççĕмĕш вырăна тухнă. Икĕ çултан Глинкин Раççейĕн пĕрлештернĕ командин чысне каллех Латвире, Европа чемпионатĕнче хӳтĕленĕ. Кунти илемлĕ Талсы хулинче вăл 32 килограмлă икĕ пукана кăкăр çинчен 97 хут тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешӳре 162 очко пухса çăмăл виçере континент чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Çĕнĕ 21 ĕмĕр пуçланиччен иртнĕ тĕнче чемпионачĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

2011 çултанпа Борис Николаевич пысăк ăмăртусенче спорт ветеранĕсен ушкăнĕнче ăмăртать, çав вăхăтрах вăл — Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн тĕп тренерĕ. Унăн вĕренекенĕсем Сергей Соловьев, Александр Павлов, Екатерина Козлова, Любовь Семенова-Эллина, Александр Чернов, Алина Иванова, Алексей Иванов, Анатолий Узюкин, Александр Константинов Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче, Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăнса тăван республикăн чапне тата çӳллĕрех шая çĕклерĕç. Вĕсене пысăк ăмăртусене тăрăшса хатĕрленĕ май Борис Глинкин кашни эрнере 4-5 хут аслă шкул спорт залне çӳрерĕ, çавăнпа та хăй тренировкăсене сайра хутра кăна тухайрĕ. Апла пулин те кăçал вăл тăрăшсах 60 çултан аслăрах ветерансен ушкăнĕнче хăйĕн вăйне кăтартма тăрăшрĕ. Республикăри турнирсенче кăна мар, пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те аван кăтартусемпе палăрчĕ. Çур çул каялла Атăл тăрăхĕнчи тимĕр вăййине юратакансен Чулхула çывăхĕнчи Бор хулинче иртнĕ уявĕнче мухтавлă ентеш 16 килограмлă икĕ пукана кăкăр çинчен 244 хут тĕртнĕ, нумай енлĕ кĕрешӳре пуринчен те нумайрах очко пухса абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Çав ăмăртусем хыççăн Борис Николаевич хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Шупашкарта юпа уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри турнира хатĕрленме пуçларĕ.

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.