Хыпар 111-112 (28287-28288) № 04.10.2024
Олег НИКОЛАЕВ: Ÿсĕм хăвăртлăхне упраса хăвармалла
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче Наци телекуравне панă интервьюра авăн уйăхне пĕтĕмлетнĕ. Калаçăвăн тĕп сыпăкĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаратпăр.
Шкулсем
– Олег Алексеевич, авăн уйăхĕ хăвăрт иртсе кайрĕ — ăна пĕтĕмлетме те вăхăт. Республикăра пурăнакансене кăсăклантарнă ыйтусенчен пуçлас килет. Сад микрорайонĕнчи шкул çапах та ачасене йышăнчĕ. Ыйтăва мĕнле татса пама пултартăр?
— «Çапах та» тени хăлхана касать. Шкул ачасене чылай маларах йышăннă. Вĕрентĕве чарма сăлтав та пулман. Сас-хура сарнă та... Пирĕн унашкал пултарулăхлă çынсем, тусан пĕрчинчен тăвăл çĕклекенсем, шел те, пур. Çапла, шкулта çитменлĕх чылайччĕ. Саккасçă, Шупашкар хулин администрацийĕ, çак процеса йĕркелеме, çав çитменлĕхсене пĕтерме пултарайманнине кура ку енĕпе ĕçлеме штаб йĕркелемешкĕн тиврĕ. Çурла уйăхĕнче ăна ертсе пыма Алексей Ладыкова шаннă чухне çав çитменлĕхсем 360 ытлаччĕ. Тĕрĕслев, надзор органĕсемпе пĕрле тарăнрах тĕпченĕ май вĕсен шучĕ 520-рен те иртрĕ. Вĕсене пĕтерес енĕпе штаб ĕçне йĕркелемелле пулнă. Вак-тĕвек кăлтăк нумайччĕ. Пĕр çĕрте шыв юхать, тепринче çурăка хупламан тата ытти те.
— Çак ыйтусемпе те республика Пуçлăхĕн чăрманмаллаччĕ-и?
— Шел те, çапла пулса тухрĕ, çакă та муниципалитетсенче строительствăпа çыхăннă компетенцисен шайĕ уксахланине çирĕплетет. Объектсем тăрăх пăхас тăк — паян вĕсем строительствăра 185-чĕ пулас. Кăткăслăх, калăпăшĕ енĕпе тĕрлĕскерсем. Çивĕчлĕх пуррисем — 1-2-3 объект. Унашкаллисен саккасçисем ытларах чухне — муниципалитетсем. Пĕрлехи саккасçă служби ĕçлекеннисемпе те çивĕчлĕх пулать. Калăпăр, Шупашкарти 7-мĕш шкул. Анчах унта объективлă сăлтавсемччĕ — авари пулма пултаракан самантсем çиеле тухнăччĕ. Плансемпе проектсене тӳрлетмесĕр малалла ĕçлеме май пулман. Сад микрорайонĕнчи шкул тĕлĕшпе те çавах. Пĕрремĕшĕнчен, подрядчиксем улшăнни, уголовлă ĕçсем. Хула администрацийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнине вĕçленĕ, тепĕр уголовлă ĕç пур — юлашки умĕнхи подрядчик тĕлĕшпе. Çавна май нумай документа тишкерме тиврĕ — хăшĕсене çухатнă, теприсене йĕркелесе çитермен... Ыйтăвăн тепĕр енĕ хулан капиталлă строительство управленийĕпе, саккасçă тивĕçне пурнăçланăскерпе, çыхăннă. Сотрудниксем улшăннă, шалти регламент докуменчĕсене хатĕрлессине пуçарнă. Çакнашкал ансат ыйтусене вăхăтра татса паманнине пула мĕнешкел çивĕчлĕх капланнă — кризис штабне йĕркелеме тиврĕ. Çапла вара виçĕ уйăхра — каникул вăхăтĕнче — тумалла пулнă ĕçе васкавлăн виçĕ эрнере пурнăçлама тиврĕ. Турра шĕкĕр, халь тĕрĕслев органĕсен ырлакан мĕн пур пĕтĕмлетĕвне илнĕ, çывăх вăхăтра пĕтĕм документа хатĕрлес ыйту сирĕлессе шанатăп.
– Концесси мелĕпе тата виçĕ шкул çĕкленет — Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре тата Шупашкарта. Вĕсен хатĕрлĕхĕ мĕнле шайра?
— Строительство енĕпе хатĕрлĕх 75-80% шайĕнче. Халь территорисене хăтлăлатас енĕпе анлă ĕçсем пыраççĕ. Тĕллев — çулталăк вĕçленнĕ тĕле мĕн пур строительствăпа монтаж ĕçне туса пĕтересси. Çитес çул шкулсене вĕрентӳ лицензийĕ илме хатĕрлесе çитермелле, çак ыйтусене татса парса вĕренĕве пуçармалла.
— Тата икĕ шкул — Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк тата Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕсенче. Унта лару-тăру мĕнлерех?
— Вĕсене ял территорийĕсене аталантармалли комплекслă программăпа тăватпăр. Саккасçисем — асăннă муниципалитетсем. Шел те, вĕсем подрядчиксемпе пĕрле шкулсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ярассине тивĕçтереймерĕç. Палăртни вырăнлă: Чурачăкра уйăх пуçламăшĕ тĕлне строительство ĕçĕсене вĕçленĕччĕ, ку енĕпе шкул пĕтĕмпех хатĕр. Çак эрнере вĕрентӳ ĕçне пуçламалли ирĕк илмелли документсемпе çыхăннă ĕç вĕçленессе шанатăп. Çывăх вăхăтра ачасем, вĕрентекенсем çĕнĕ шкула кĕрĕç. Янкăлчра кăшт кăткăсрах. Хальлĕхе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Нумай юлман — хатĕрлĕх пысăк шайра, чи нумаййи виçĕ эрнерен вĕçлеççĕ. Унтан тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме вăхăт кирлĕ. Строительсемпе саккасçă васкарах ĕçлесен ачасем, шкул коллективĕ 2-мĕш чĕрĕк тĕлне çĕнĕ вĕренӳ çуртне кĕрессе шанатăп. Суйлав – Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци форумĕ иртрĕ. Хăна нумайччĕ. Çакнашкал форумсем республикăна мĕнле усă кӳреççĕ? – Кирек мĕнле форума та чи малтан вырăнти ĕçе хастарлатма йĕркелетпĕр. Чи малтанах — республикăна çĕклесси: туризм илĕртӳлĕхĕпе, организацисен ĕçне кăтартнипе. Нумайăшĕ Чăваш Ене пирвайхи хут килет — хăйсем валли пирĕн республикăна уçать: питĕ хăтлă регион, илемлĕ, меллĕ, тирпейлĕ... Çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕшĕ — эпир калаçса татăлнисем. Вĕсем — пĕр-пĕринпе хутшăннин кăтартăвĕ. Вĕсене тӳрре кăларас енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Виççĕмĕшĕ — ытти регионта усă куракан практикăсем, вĕсемпе хамăр ĕçре усă курасси. Çакнашкал мероприятисем çĕнĕлĕхсене, çĕнĕ проектсене çул парас тĕлĕшпе усăллă.
— Авăн уйăхĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăм — вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ. Пĕрлешсе пысăкланнă Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсен пухăвĕсем йĕркеленчĕç. Ку енĕпе малалли плансем мĕнлерех? Тата хăш округсене пĕрлештересшĕн? Пысăкланнисен умĕнче паян мĕнлерех тĕллевсем?
— Пĕрлешнĕ округсен ĕçе халăх ырă улшăнусене туймалла йĕркелемешкĕн пĕтĕмпех тумалла. Унашкал майсем, куçкĕрет, пур. Вĕсене пурнăçа кĕртмелле. Çак тĕллевпе халь социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе ĕçлетпĕр. Тата, паллах, кашни муниципалитетăн управлени командине май пур таран тухăçлă йĕркелеме тăрăшатпăр. Ытти округа пĕрлештересси пирки калас тăк — эпĕ унашкалли кирлине хальлĕхе курмастăп. Муниципалитетсенче пурăнакансемпе нумай калаçатăп вĕт — çавăн пек кăмăлсене туймастăп. Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр вара çакăн патне хăйсем çитрĕç темелле. Кирек хăшне илĕр — администрацисем ăçта вырнаçнине кăна пăхар. Пĕр-пĕринчен 50 метрта, анчах тĕрлĕ территорипе ĕçленĕ — ăнланмалла мар вĕт... Вĕсенче кунашкал утăм логика тĕлĕшĕнчен сăлтавлăччĕ, ытти муниципалитетра вара унашкал логикăна курмастăп. Çапах çынсем хăйсем пĕрлешсе пысăкланни лайăх тесе йышăнчĕç тĕк — вĕсен кăмăлне тӳрре кăлармашкăн пулăшмалли çулсене шырăпăр. Анчах унашкалли çывăх вăхăтра пулмасть-тĕр — кашниех хăйĕн территорийĕпе çыхăннă та... Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсенче вара çынсемшĕн нимĕн те улшăнмарĕ — пĕтĕмпех хăй вырăнĕнче. Лайăх улшăнусем пулччăр. Çакăнта тата çак самантра пурнăçламалли усăллă та кирлĕ ĕçсене тӳрре кăларас тĕлĕшпе тӳсĕмлĕ тата çине тăрса вăй хумалла. Республика Правительстви çапла ĕçлет те. Муниципалитетсен управлени командисенчен те çавнах ыйтатпăр. Бюджет – Ыйту — пысăк укçа пирки. Авăн уйăхĕнче республика бюджечĕ пуçласа 100 миллиард тенкĕ урлă каçасси çинчен пĕлтĕмĕр. Пĕлтĕр пĕрлехи бюджет çак чикĕрен иртнĕччĕ. Ку мĕне пĕлтерет? Пирĕн ресурссем пуррине-и, ансат мар тапхăрта экономика хăвăрт аталаннине-и? – Экономика, çапла, аталанать. Пĕлтĕр промышленноç ӳсĕмĕн — 27%, тирпейлекен производствăсен 32% танлашакан индексĕпе эпир çĕршывра иккĕмĕш, Атăлçи округĕнче пĕрремĕш пулнăччĕ. Кăçал та лару-тăру çакна çывăх: промышленноç производствин индексĕ — 20%, тирпейлекен промышленноçăн — 22%. Шăпах — сирĕн ыйту хуравĕ: промышленноç, экономика ӳсеççĕ, тупăш пысăкланать, вăл экономика, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен килекен налуксенчен, çав шутра ĕç укçинчен килекен налуксенчен капланать. Ĕç укçи те иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Виçĕм çул 19% хушăннăччĕ, пĕлтĕр — 22. Кăçал хальлĕхе 20% хăвăртлăхĕпе ӳсетпĕр. Ку — номиналлă виçепе, чăн ӳсĕм, паллах, пĕчĕкрех: пĕлтĕр 15% пулнăччĕ. Кăçал сахалрах — 11% патнелле, мĕншĕн тесен инфляци пысăкрах, вăл тупăш ӳсĕмне «çиет». Çапах чăн шалу виçи ӳсĕмлĕ. Ку кăтартусемпе те республика округра, Раççейре лидерсен шутĕнче. Çавна май уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук бюджета кĕрсе ăна пуянлатать — бюджет майĕсем, хамăрăн тупăш виçи пысăкланаççĕ. Çак кăтартусем — планпа килĕшӳллĕн, тĕрлĕ енлĕн тăвакан ĕç кăтартăвĕ. 2020 çулта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине хатĕрлерĕмĕр. Вăл — отрасльсен, территорисен аталанăвĕн планĕ. Чи пысăк кашни предприяти аталанăвне тĕплĕ тишкертĕмĕр, кашнинпе уйрăммăн ĕçлерĕмĕр — вĕсен планĕсене тӳрре кăларма тăрăшрăмăр. Çавна май халь пирĕн тракторсем, водород перекиçĕ тĕлĕшпе СПИК 2.0 контрактсем пур. 9 кластер... <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Шкулта манăн кăмăл яланах лайăх»
Вăл учитель пулмах çуралнă! «Вĕрентекен — Турăран!» – теççĕ ун пеккисем çинчен. Сăмахăм Шупашкарти 2-мĕш лицейра истори вĕрентекен Петр Михеев çинчен. Çак кунсенче вăл «Классная тема» проекта хутшăннă. Çĕршыври 6500 педагог тупăшăвĕнче çурма финала тухма пултарнă. Петр Павлович çак кунсенче Мускавра Класс ертӳçисен форумне хутшăнать. Аслă категориллĕ вĕрентекенпе Раççейĕн тĕп хулине кайиччен курса калаçрăмăр.
Пулас прокурорсем те пур — Мĕншĕн эсир учителе кайнă? Мĕншĕн историе суйланă? — Мĕншĕн тесен эпĕ учитель çемйинче çуралнă. Анне Александра Михайловна вĕрентекен пулнă. Вăл шкулта 56 çул ĕçленĕ, вырăс чĕлхипе литературине, каярах пуçламăш классене вĕрентнĕ. Эпĕ вăл хăйĕн ĕçне, ачасене юратнине курса çитĕннĕ. Çакă мана пысăк витĕм кӳнĕ. Историе эпĕ яланах кăмăлланă. Анне мĕн пĕчĕкрен кĕнекене юратма хăнăхтарнă. Ман валли яланах «чун çимĕçĕ» илсе килетчĕ. Вăл Шупашкарти 23- мĕш шкулта вăй хунă. Ун патĕнче 56 çул хушшинче çав тери нумай ача вĕреннĕ. Эпĕ те 23- мĕш шкулта пĕлӳ илнĕ. Шкул хыççăн конкурс пысăккипе аслă шкула кĕрейменччĕ. Астăватăп: пĕр вырăна 8 çынччĕ. Вара пĕр предприятире аттепе Павел Ивановичпа пĕрле токарьте ĕçлерĕм. Кайран çара кайрăм. Аттепе анне иккĕшĕ те пултаруллă çынсем пулнă. — Диплом илсен сире хăш шкула ĕçлеме ячĕç? — Малтан Шупашкарти 47-мĕш шкулта вунă çул ĕçлерĕм. 1995 çулта çак шкула куçрăм, кунта шăпах ĕç вырăнĕ пушаннăччĕ. Эпĕ кунта килнĕренпе 30 çул çитет. — Калăр-ха, учитель ĕçĕ мĕнпе интереслĕ? — Историе вĕрентесси — пултарулăх ĕçĕ. Çав тери интереслĕ предмет вăл. Мана вĕренекенсемпе хутшăнма, калаçма килĕшет. Эпĕ каласа пани вĕсемшĕн интереслĕ пулнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Çакă чи кирли манăн профессире. Вĕренекенсене патшалăхăн пĕрлехи экзаменне лайăх тытма тата вузсене вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлетĕп кăна мар, манăн предмет вĕсемшĕн интереслĕ пултăр тесе тăрăшатăп. — Вĕренекенсен хушшинче сирĕн предмета суйланисем, историке кайнисем пур-и? — Пур. Вĕсем Шупашкарти тата Самарти шкулсенче истори предметне вĕрентеççĕ. Маншăн ачасем манăн çулпа кайни мар, вĕсем историе яланлăхах юратни пĕлтерĕшлĕ. — Эсир вĕрентекенсен конкурсĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă-тăр… — Эпĕ публика çынниех мар. Хам çинчен çырнине, сăн ӳкерчĕксене социаллă сетьсене вырнаçтарма кăмăлламастăп. Манăн ĕçре чи кирли — вĕренекенсем, уроксем ирттересси. Конкурссене хутшăнасси ман валли мар. Вăт, кăçал пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Шкул администрацийĕ конкурсра /«Классная тема»/ вăй виçме сĕнчĕ те... Ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе учителĕн статусне çĕклес тесе йĕркеленĕ. Эпĕ ăнсăртран çурма финала тухрăм. Раççейри 6500 педагогран 35-ĕшне суйласа илнĕ. Унтан «визитка» турăмăр. Мускавра пире 12 сехет ӳкерчĕç. Хама артист пек туйса илтĕм. Истори учителĕн артист пулмаллах. Анчах виçерен иртме юрамасть. Шел те, финала лекме сасă пуçтараймарăм — кăшт кăна çитеймерĕ. Анчах унта хутшăннине, çурма финала тухма пултарнине те çĕнтерӳ тесе хаклатăп. Хамшăн мĕн чухлĕ çын сасăланине куртăм. Мĕн чухлĕ юлташ, пĕлĕш! Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. — Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Учитель кунĕнче, Мускавра пулатăр-и? — Çапла, çурма финалта пулнисемпе Раççейĕн тĕп хулинче тĕл пулăп. Эпĕ вĕсемпе туслашрăм. Çĕнĕ учительсем, çĕнĕ паллашусем… Çакă яланах интереслĕ. Проектра хама класс ертӳçи пек кăтартрăм. Мĕншĕн тесен манăн ахаль класс мар, юридици класĕ. Кăçалтан вăл прокурор класĕ пулса тăчĕ. Эпир прокуратурăпа тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультечĕпе çыхăну тытатпăр. Çакă вĕренекенсене юридици вузĕсене кĕме пулăшĕ. Ачасем проект çыраççĕ — Петр Павлович, эсир хăвăрăн професси уявне юрататăр-и? Мĕнле паллă тăватăр? Вăл сирĕншĕн уяв-и? — Паллах, уяв. Ĕçтешсемпе пĕрле пуçтарăнатпăр. Хушăран кафене каятпăр. Е шкултах уявлатпăр. Столовăйра çав тери тутлă кукăль пĕçереççĕ. Пире юратнă вĕренекенсем саламлаççĕ. Çакă яланах кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсем чунтан тав тăваççĕ. — Ачăрсем педагог ĕçне суйланă-и? — Хĕрĕм Екатерина предприяти директорĕнче вăй хурать. Ывăлăм Михаил кану каçăсене, юбилейсене, уявсене ирттерес енĕпе ĕçлет. Маларах хоккей матчĕсене комментарилетчĕ. Вăл — пултарулăх çынни. — Чун киленĕçĕ валли вăхăт юлать-и? — Эпĕ хоккейла выляма юрататăп. Маларах картиш командинче выляттăм. Пирĕн хамăрăн форма пурччĕ. Ывăлăмпа пĕр командăра, «Фениксра», выляттăмăрччĕ. Малтан «Спартак», кайран «Олимпийский» стадиона çӳреттĕмĕр. Конькипе ярăнма та юрататăп. Хĕлле ывăлпа конькипе ярăнма çӳретпĕр, мăнукăмăра Женьăна та вĕрентетпĕр. Вăл 3-мĕш класра вĕренет. Çулла дачăра лайăх. Мĕн пур сĕтел-пукана, саксене хам ăсталанă, картасене хам тытнă. Мăшăрăмпа Алевтина Викторовнăпа тем тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстеретпĕр. Вăл ача садĕнче воспитательницăра нумай çул ĕçлет. 44 çул пĕрле пурăнатпăр. Хăй те педагог пулнă май ĕçĕме ăнланать, хавхалантарса пырать. — Эсир çак профессие суйланăшăн нихăçан та ӳкĕнмен-и? — Эпĕ шалу пĕчĕк тесе нихăçан та ӳпкелешмен — мана йĕркеллĕ пурăнмалăх çитет. Ку профессие суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Кунта ĕçлеме тытăнсан ăнлантăм: çак лицей — шăпах мана кирлĕ пĕлӳ çурчĕ! Манăн юратнă шкул! Илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Кунта туйăсем, уртăш йывăççисем, лиственницăсем, чăрăшсем, хурăнсем ӳсеççĕ. Пилеш кайăкĕ кашни çулах килет… — Пултаруллă ачасене аталантарас, пулăшас тĕллевпе мĕнле меслетпе усă куратăр? — 10-мĕш классемпе тĕрлĕ проектпа ĕçлетпĕр. Сăмахран, «Чăваш Енри мăнастирсем» проект ĕçĕ. Вĕренекен пĕр мăнастире, теприне çитет, информацие интернетран илмест, вырăнта манашкăсемпе курса калаçать. Вĕсем каласа панă тăрăх мăнастир историне пĕлет. Тепĕр тĕслĕх — «Чăваш Ен прокуратури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче». Вăл та — пултарулăх ĕçĕ. «Эпир астăватпăр, эпир мăнаçланатпăр» проект тунăччĕ тата. Вăрçă вăхăтĕнчи музыка янăранă май альбома уçкаласа сăн ӳкерчĕксемпе, мăн асаттесемпе мăн кукаçисен паттăрлăхĕпе паллашма май пур… Ачасем аслисенчен ыйтса, тĕпчесе çырнăччĕ ăна. Ку проектпа хам та мăнаçланатăп. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Хамăн ĕçе питĕ юрататăп»
Шупашкарти 62-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Людмила Николаева кăçал республикăра «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ» ята тивĕçрĕ. Çавна май вăл авăн уйăхĕнче Хусанта иртнĕ конкурса хутшăнчĕ, лауреатсен шутне кĕчĕ. Сăмах май, «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурс кăçал Раççей шайĕнче виççĕмĕш хут иртрĕ. Пĕлтĕр çак конкурса Шупашкар округĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Анжела Московцева хутшăннăччĕ.
«Хусантан тулли кăмăлпа таврăнтăм»
— Людмила Петровна, çак конкурсра эсир Чăваш Ен чысне хӳтĕлерĕр. Ют ачасемпе урок ирттерме çăмăлах мар пулĕ? Тутар ачисем епле йышăнчĕç сире?
— «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ — 2024» конкурс «Адымнар» полилингвальлĕ комплексра иртрĕ. Унта Раççейри 79 регионтан вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Унсăр пуçне ача садĕнчи воспитательсем те пулчĕç. Пурĕ пĕрле 100 ытла конкурсант. Эпĕ 3-мĕш класра «Чăваш тĕрри» темăпа урок ирттертĕм. Вĕренекенсем маттур, хастар пулчĕç. Урока 30 критерипе хакларĕç. Ачасене кăсăклă пултăр тесе сарă кĕнеке хатĕрлерĕм. Урокăн тĕп геройĕ Илемпи пулчĕ. Вăл пĕрмай ачасемпе «калаçрĕ», чăваш тĕррин тĕсĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «Илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри» юрра шăрантартăмăр. Тутар ачисем чăваш чĕлхине самантрах тĕшмĕртме тытăнчĕç.
— Конкурс миçе тапхăрпа иртрĕ? Сире кам хавхалантарчĕ?
— Пĕрремĕш тапхăр вăл — меслетлĕх лаççи. Эпĕ унта куçарупа епле ĕçленине каласа кăтартрăм. Хамăн видеоуроксемпе, асаилӳ кĕнекисемпе паллаштартăм, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче мĕнлерех ыйтусем хускатнине пĕлтертĕм. Каярахпа вара уçă урок кăтартрăмăр. Çак икĕ тапхăра шута илсе 79 çынран 15-шне суйласа илчĕç. Вĕсен йышĕнче эпĕ те пултăм. Пире сцена çинче чысларĕç, парнесем пачĕç. Виççĕмĕш тапхăр — класс сехечĕ. Унăн теми — çемье çурчĕ. Ачасемпе пĕрле «пӳрт» тума пуçларăмăр. Стенасем, çурт тăрри пур. Анчах унăн никĕсĕ çук. Ăна вĕренекенсемпе пĕрле йĕркелерĕмĕр. Малтан ачасене Геннадий Волковăн калавĕпе паллаштартăм: пӳрт умĕнче ватă çын ларать. Урамра питĕ сивĕ, çил-тăман алхасать. Иртсе çӳрекен: «Эсир мĕншĕн пӳрте кĕместĕр? Кун пек çанталăкра ырă хуçа йыттине те кăлармасть», — тет. «Урамри çанталăк мар, килти çанталăк хăрушă», — хуравлать ватă çын. «Мĕншĕн килти çанталăк хăрушă?» — ыйтрăм ачасенчен. Çак ыйтăва пĕрле сӳтсе яврăмăр. «Çемьери харкашу ватă çыншăн ют. Ăна килĕшӳ, туслăх кирлĕ», — терĕç вĕсем. Çапла вара килĕшӳ «кирпĕчне» никĕсе хутăмăр. Унтах юрату, туслăх «кирпĕчĕсем» те вырăн тупрĕç. Каярахпа сцена çине чăваш каччипе тутар хĕрĕ тухрĕç. «Вĕсене мĕн сунатпăр?» — каллех ыйтрăм ачасенчен. «Юрату, килĕшӳ…» — пулчĕ хурав. Çав вăхăтрах калаçăва чĕлхесем çине куçартăмăр, пĕр-пĕрне хисеплемеллине, туслă çыхăнура пулмаллине каларăмăр. Класс сехечĕ хыççăн чи пултаруллă 5 вĕрентекене суйларĕç. Шел те, эпĕ вĕсен йышне лекеймерĕм. — Хусантан тулли кăмăлпа, анлă тавра курăмпа таврăнтăр эппин. Çĕнĕ тусюлташ та тупрăр пулĕ? — Вĕрентекенсемпе паллашрăм, вĕсенчен паха опыт илтĕм. Çав вăхăтрах хам та япăх мар учитель пулнине ăнланса илтĕм. Маншăн ĕçтешсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕ пăшăрханнине туйрăм. Вĕсем мана хавхалантарса тăчĕç. Çакнашкал ĕçе пĕччен тăваймастăн. Акă Марина Мурзакаева, Нина Егорова визитка тунă чухне пулăшрĕç. Унăн пĕр пайне Чăваш тĕррин музейĕнче ӳкертĕмĕр. Вĕренӳ институчĕн кафедра ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егоровăпа Надежда Иванова доцента та тав тăвас килет. Тĕп хулари хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен 2-мĕш шкулта ĕçлекен Ираида Матьянова та çак сăмаха тивĕç. Пĕрле вăй хуракан учительсене, ачасене тайма пуç. Визиткăна социаллă сете кăларсан вĕренекенсем комментарисем çырчĕç: «Людмила Петровна, эсир чи лайăххи. Эпир сире юрататпăр, яланах сирĕнпе пĕрле». Çак сăмахсем конкурс тăршшĕпех хавхалантарчĕç. Вĕсем мана вăй-хăват кӳчĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Лесничествăна çурени ачасене аталанма пулăшать»
Авăн уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Мари Республикинче шкул лесничествисен регионсен хушшинчи слечĕ иртнĕ. Унта Мари Элтан, Тутарстанран, Чулхула облаçĕнчен тата Чăваш Енрен çамрăк вăрманçăсен 31 команди хутшăннă. Вăрнар округĕнчи Пăртасри вăтам шкулти Татьяна Петрова ертсе пыракан «Вăрман дозорĕ» ятлă шкул лесничестви 3-мĕш вырăн йышăннă. Татьяна Геннадьевнăран шкул лесничестви çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
Тĕпчев ĕçĕсем те çыраççĕ
— Татьяна Геннадьевна, малтан хăвăрпа паллаштарăр-ха.
— Шкулта пĕтĕмпе 33 çул вăй хуратăп. Хальхи вăхăтра директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçинче тăрăшатăп, ачасене географи вĕрентетĕп. Маларах тăван ен культурипе пĕлӳ панă. Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра электротехника факультетне пĕтернĕ. Хулара пĕр вăхăт ĕçлесе пурăннă. Яла куçсан шкулта вăй хума тытăнтăм. Ачасене «ЭВМ операторĕ» предмета вĕрентрĕм. Унтан «педагогика пĕлĕвĕ кирлĕ» теме пуçларĕç. 1994 çулта ЧПУри чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм, куçăн мар мелпе хамăн вĕренекенпе пĕрле пĕлӳ илтĕмĕр. 2000 çулта пĕтертĕмĕр. Вăл хамăр шкулах ĕçлеме килчĕ. Сехет çуккипе географи илтĕм. Кайран географи енĕпе пĕлӳ илме тиврĕ. Çапла, манăн професси нумай. Эпĕ Канаш тăрăхĕнчи Уçырма ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пăртас — мăшăрăн ялĕ.
— Сирĕн шкул лесничествине кам тата миçемĕш çулта йĕркеленĕ? — 2006 çулта йĕркелесе ятăм ăна. Мана Вăрнарти ачасен пултарулăхне аталантармалли çуртран 6 сехет пачĕç. «Шел, экологипе никам та ĕçлемест», – асăрхаттарчĕç çийĕнчен. Вара вĕсем сĕннипе хамăр шкулта экологи кружокне йĕркелерĕмĕр. «Экодозор» ят патăмăр ăна. Унтан шкул лесничестви туса хутăмăр — «Вăрман дозорĕ» ята суйларăмăр. Вĕсене иккĕшне те хамах ертсе пыратăп.
— «Вăрман дозорне» миçе ача çӳрет?
— Шкул лесничествине çӳреме кăçал 25 ача кăмăл турĕ. Маларах 30 пулнă, халĕ кăшт сахалланчĕç. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем çӳреççĕ. Эпир тĕрлĕ ĕç тăватпăр. Çут çанталăка тĕпчесе ăслăлăх ĕçĕсем çыратпăр, пропаганда енĕпе ĕçлетпĕр. Пире Вăрнар лесничестви нумай пулăшса пырать. Вăрман ĕçченĕсемпе — Владимир Анисимовпа, Александр Корниловпа, Сергей Михайловпа, Владислав Григорьевпа — çыхăну тытатпăр. Вĕсем шкула тĕлпулусене çӳреççĕ. Хамăр та вĕсем патне çитетпĕр.
— Уйрăммăн илсен мĕнле ĕçсем тăватăр?
— Хĕлле вăрмана, хире тухса чĕр чунсен йĕрĕсене пăхатпăр. Вăрманта мĕнле улшăнусем пулса иртнине тишкеретпĕр. Çуркунне çамрăк йывăç хунавĕсем юр айĕнче мĕнле хĕл каçнине тĕпчетпĕр, çӳп-çап, ăпăртапăр тасататпăр, вăрмана тирпейилем кĕртетпĕр. Шăнкăрч вĕллисем тăватпăр. Ачасем ăна технологи урокĕнче, килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăсталаççĕ. Вĕсене вăрмана кайса çакатпăр. Пăртас çывăхĕнче Салука вăрманĕ тата çынсем лартнă хыр вăрманĕ пур. Унта та çӳретпĕр. Инçех те мар пысăк вăрман пуçланать. Эпир 16-мĕш квартала çӳретпĕр. Çуркунне йывăç лартатпăр. Вăрнар лесничестви пире хыр ларттарать. Тĕпчев ĕçĕсем тăватпăр. Ăвă кăмписене / трутовик/ пăхма пуçлатпăр. Юр ирĕлсе пĕтсен çынсем вăрмана тухма, кăвайт чĕртме пуçлаççĕ. Çав вырăнсене шута илетпĕр. Курăксем çуннине, мĕн юлнине пăхатпăр. Акцисем ирттеретпĕр, çынсене вăрмана упрамалли, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен каласа паратпăр. Виçĕм çул йĕкел пуçтарнăччĕ. Кĕркунне йывăç лартмалли акцисене хутшăнатпăр. Ытларах сад йывăççисене — улмуççисемпе грушăсем, чиесем, сливăсем — шкул пахчине лартатпăр. Уйра та, урам хушшисенче лартни те пулнă. Ялта çĕнĕ клуб турĕç. 3 çул каялла унăн таврашĕнче çăкасем лартрăмăр. Çăл куçсене тасатаççĕ — Кăçал тата мĕнле ĕçсем пурнăçларăр? — Хамăр тăрăхри çăл куçсене пăхса тăратпăр. Ялти Шалти касри çырмара çăл куç пур. Ăна пăхса тăратпăр. Хĕрлĕ çырмапа юнашар çырмара тепĕр çăл куç тапать. Ăна тасатса тирпейлерĕмĕр. Тип-шар вăхăтĕнче ялти пусăсенче шывсем чакаççĕ, çынсем унта çӳреме тытăнаççĕ. Округ, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнатпăр. Пĕлтĕр шкул лесничествисен хушшинче республикăра иртнĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Вăрмарсем 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Вĕсем Раççей шайĕнчи конкурса кайрĕç. Пире Мари Республикинче иртекен регионсен хушшинчи слета ячĕç. Пĕлтĕр унта виçĕ командăпа хутшăннăччĕ, 4, 5, 6-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Кăçал вĕсем пире каллех чĕнчĕç — 31 командăран 3-мĕш вырăна тухрăмăр. Хăй вăхăтĕнче 1-2-мĕш вырăнсем илни те пулнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать