Паян, аслă ăру çыннисене уявпа саламланă кун, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем тивĕçлĕ канурисемпе тĕлпулу йĕркелерĕç
Сумлă хăнасем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Вĕсем ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланни сисĕнчĕ. Пĕрле ĕçленĕ тапхăра аса илтĕмĕр. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская ĕçри хальхи лару-тăрупа паллаштарчĕ, ĕмĕт-тĕллев тавра калаçу пуçарчĕ. Пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хывнисемшĕн кашни çĕнĕлĕх кăсăклă пулни палăрчĕ.
Ветерансене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунтăмăр. Ăрусен çыхăнăвĕ хальхи пекех çирĕп пултăр.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать