Хыпар 108-109 (28284-28285) № 27.09.2024

27 Сен, 2024

Шкул Герой ячĕпе хисепленет

Тăван çĕршыв историйĕнче нумай çул иртсен те халăх асĕнчен тухман пулăмсем пур. Паттăрсене вăхăт манăçа кăлараймасть, мăнаçлăрах тăвать çеç. Раççей Геройĕ Николай Петров çуралнăранпа 25 çул çитрĕ.

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Çав кун кунтан вĕренсе тухнă Николай Петров 25 çул тултармаллаччĕ. Текех уçаймĕ хăй вĕренсе тухнă шкул алăкне, учительсемпе те ăш пиллĕн калаçаймĕ. Тен, Николай шурă тăрна пулса вĕçсе кайрĕ аякка-аякка? Çук, пирĕн патран вуçех кайман Николай, кунтах, шкултах! Унта халь яланлăхах таврăнчĕ: Елчĕк округĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе Елчĕк шкулне Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Алексеевич Петров ятне панă. Николай Петров Тӳскел ялĕнче 1999 çулта çуралнă. 2006-2017 çулсенче Елчĕк шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, шкул дисциплинисене вĕренес тĕлĕшпе лайăх кăтартусем тунă. Ытларах инженерипе тата техникăпа, физкультурăпа, хăрушсăрлăхпа ĕç-хĕл никĕсĕпе çыхăннă предметсемпе кăсăкланнă, хоккейла, футболла ăста вылянă, кире пуканĕ йăтас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. 2017 çулта вăл — технологи предмечĕпе шкул ачисен хушшинчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн призерĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ, районти чи лайăх спортсмен. Алла аттестат илсен Мускаври пĕтĕмĕшле çар командирĕсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ, 2021 çулта унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Дагестанри Буйнакск хулинчи мотострелоксен 136-мĕш уйрăм гварди бригадинче хĕсметре тăнă. 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, малтанхи кунсенченех çапăçусене хутшăннă, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Çапăçусенче палăрнăшăн» медальпе, Паттăрлăх орденĕпе наградăланă, вăхăт çитмесĕрех аслă лейтенант званине панă. 2023 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче мотострелоксен 2-мĕш ротин командирĕ Николай Петров пехота машинипе штурмлакан ушкăна атакăна ертсе кайнă. Рота тавралăхăн хăйне евĕрлĕхĕпе усă курса, çанталăка шута илсе тата штурмовиксен машинисене маневрласа тăшман флангне тухнă, мĕн пур хĕç-пăшалран персе 4 пулемет, танксене вут хыптармалли 2 комплекс тата граната ывăтмалли хатĕр расчечĕсене, 35 офицерпа салтака пĕтернĕ. Задание пурнăçланă хыççăн пирĕн машинăсем тăшмана салатнă вырăнтан çухатусăр тухчăр тесе Николай Петров тăшман точкисене БМПран персе пăчлантарса хăварма тăрăшнă, вырăнтан тапранса машинипе хӳтĕленӳ пунктне пырса кĕнĕ. Шел, çав самантра танка сирпĕтмелли мина çурăлнă та — машина вырăнтан хускалайман. Николай унтан тухса каллех штурмлакан ушкăнпа атакăна кайнă, тан мар çапăçура 40 неонациста пĕтернĕ, анчах хăйне вилмеллех амантнă. Раççей Президенчĕн 2023 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе çар тивĕçне пурнăçланă чухне харсăрлăхпа паттăрлăхшăн аслă лейтенанта Николай Петрова вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕн ятне панă. Мероприяти Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх ялавĕсене çĕкленинчен, вĕсен гимнĕсем янăранинчен пуçланчĕ. Унта шкул коллективĕ, Герой тăванĕсем, тус-юлташĕ, çар çыннисем хутшăнчĕç. — Николай Петров хăйĕн ятне республика, çĕршыв историне ылтăн сас паллисемпе çырса хăварчĕ. Вăл çамрăклах пурнăçне чи сăваплă тивĕçпе — Тăван çĕршыва хӳтĕлессипе — çыхăнтарса хăйĕн çине пысăк яваплăх илнĕ, çав тĕллеве пурнăçлассишĕн кăмăл-сипетне çирĕплетнĕ, тавра курăмне анлăлатнă, ӳт-пĕвне спортпа пиçĕхтернĕ. Унăн çутă ятне яланах çӳлте тытар, вăл пире ырă та пархатарлă ĕçсем тума хавхалантартăр. Паллах, Раççей Геройĕн ячĕллĕ шкулта вĕренме те, ĕçлеме те пысăк чыс. Николай — пĕрле вĕреннисемшĕн те, тусĕсемшĕн те ырă тĕслĕх, çитĕнекен ăрушăн та çаплах пултăр, шкул патриотлăх çулĕпех пытăр, — терĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый вĕрентӳ учрежденине Герой ятне панине çирĕплетекен свидетельствăна шкул директорне Лариса Васильевăна парса. Федерацин хăрушлăхсăр службин ĕçĕхĕлне тивĕçтерекен службин ертӳçин çумĕ Алексей Сайкин генерал-лейтенант, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн пуçлăхĕ Роберт Баранов генерал-майор ªиккĕшĕ те Елчĕк тăрăхĕнче çуралнăº, вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Президент академийĕн патшалăх управленийĕн аслă шкулĕн «Паттăрсен вăхăчĕ» программине хутшăнакан Александр Тихонов полковник та Геройăн кĕске пурнăçĕнчи паллă утăмĕсене пысăк хак пачĕç. Республикăн ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тата Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн çырăвĕсене вуласа пачĕ. Вĕсенче Николай ашшĕпе амăшне Алексей Витальевичпа Олеся Владимировнăна паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă, республикăра пурăнакансем унăн ятне яланах асра тытассине палăртнă. Пухăннисем пĕр минут шăп тăрса Героя асăнчĕç. Çапах та мероприятие пуçарнисем çак кун Николай Петров çуралнине тĕпе хурса ăна савăнăç сĕмĕ кĕртме те тăрăшрĕç. Ун çинчен аса илсе сăмах каланă хушăра вĕренекенсен юрă-ташă композицийĕпе пуянланчĕ. Ăна Çĕмĕрлерен килнĕ параппанçăсен «Калинка» ушкăнĕ пушшех илем кӳчĕ. Елчĕкри 11-мĕш кадет класĕнче пĕлӳ илекен Мария Адюкова çитĕнекен ăру ячĕпе çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă Геройсене асра тытма, вĕсене сума суса пурăнма, паттăрлăхне тивĕçлĕ пулассишĕн тăрăшма шантарчĕ. Герой ашшĕ Алексей Витальевич ывăлне манманшăн пухăннисене пуç тайсах тав турĕ, шкул музейне Николай япалисене парнелерĕ. Шкулăн «Раççей Федерацийĕн Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ…» сăмахсем хушса сумлăлатнă ятне çырса çапнă хăмана Алексей Витальевич тата унăн тепĕр ывăлĕ Матвей уçрĕç, ун умне пухăннисем чĕрĕ чечексем хурса сума сурĕç. Округри шкулсен çамрăк армеецĕсем хăйсем пекех «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен хастарĕ пулнă Николай Петров ячĕпе чыс парса стройпа утса иртрĕç. Сăмах май, Мускаври Хĕрлĕ лапамри Çĕнтерӳ парадне вăл виçĕ хутчен хутшăннă. <...>

Николай МАЛЫШКИН.

♦   ♦   ♦


Пăшаллă çынсем,

е Патак та çулталăкра пĕрре перет

Паллă каларăш пур: Турă çынсене тĕрлĕ — вăйлă тата хавшак — тунă, Кольт полковник вара, револьвер шухăшласа кăларнăскер, вĕсене танлаштарнă. Çавна май çын авалтанпах хĕç-пăшалланма ăнтăлни нимĕн чухлĕ те тĕлĕнтермест. Чăваш Енре пăшаллисен йышĕ 14 пин çын патнеллех. Ку — йĕркеллĕ пулăм, анчах асăннă ăнтăлу саккунлă пулмалла. Хĕç-пăшалпа, унăн çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунлăх тавра Регионăн управлени центрĕнче иртнĕ тĕлпулура Росгвардин республикăри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — ирĕк тата лицензи парас ĕç центрĕн пуçлăхĕпе полици полковникĕпе Валерий Красновпа калаçрăмăр.

Портал урлă меллĕ те хăвăрт Республикăра асăннă центрăн тăватă уйрăмĕ ĕçлет. Граждансем хĕç-пăшал туянма лицензи илесси паян тĕпрен илсен, 97%, Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пурнăçланать — хăвăрт, меллĕ. Çыннăн центр уйрăмне пĕр хут кăна пымалла — хатĕр ирĕк илме. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ центр сотрудникĕсен хĕç-пăшал çаврăнăшне тĕрĕслесе-йĕркелесе тăрассипе çыхăннă ĕçне те çăмăллатать. Росгварди çак платформăпа, калăпăр, граждансене хĕç-пăшал упрамалли право паракан документсен вăхăчĕ вĕçленни çинчен пĕлтерме усă курать. Паллах, кашни çын пăшаллă пулаймасть. 21 çул тултарсан кăна «хĕç-пăшалланма» пулать. Малтан медицина справки илмелле. Пули-пулми сиплев учрежденийĕ панă документ каймасть — патшалăхăн лицензиллĕ учрежденийĕн справки кирлĕ. Психиатр, ытти специалист сывлăха тĕрĕслет. Çав справкăна çыннăн хăйĕн леçсе çӳремелле мар, вăл тӳрех ирĕк тата лицензи паракан центра каять. Пĕрлех çын хĕç-пăшал тĕлĕшпе вĕренӳ курсĕ тухма пултарать. Вăрах вĕренмелле мар — пĕр кунлăх, 6 сехетлĕх, курс никамшăн та ытлашши пулмĕ. Вĕренме те ятарлă организацисене кăна суйламалла — вĕсем республикăра тăваттă, кирлĕ пулсан адресĕсене центр сайтĕнче тупма пулать. Унтан çын Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă лицензи илме заявка парать. Ăна тишкереççĕ — пĕр уйăхра пĕтĕмлетӳ туса ыйтăва тивĕçтереççĕ. Судпа айăпланни — чăрмав Тивĕçтермессе те пултараççĕ. Валерий Порфирьевич çынна ирĕк пама хирĕçлемелли сăлтавсене «Хĕç-пăшал çинчен» саккунра уçăмлă палăртнине аса илтерчĕ. Унашкаллисен шутĕнче вăл çын йывăр преступлени тунăшăн судпа айăпланнине, икĕ хут судпа айăпланнине, административлă майпа икĕ е ытларах хут явап тыттарнине, ыттине асăнчĕ. Тĕплĕ тĕрĕслеççĕ — гражданин пурăнакан вырăнти участок инспекторĕнчен ыйтса пĕлни таранах. Эппин, хăйне йĕркесĕр тытакан çын пăшаллă пуласси иккĕленӳллĕ. Лицензи иличчен пăшал управлăхĕн условийĕсене тивĕçтермелле. Шанчăклă питĕрĕнекен сейф е тимĕр ещĕк лартмалла. Вăл пĕчĕк кăна, çын йăтса каймалла çăмăлскер тĕк — ăна стена е урай çумне çирĕплетмелле. Уççи пăшал хуçинче пулмалла. Тепĕр чух çапла та пулать: пакунлисем пăшала тĕрĕслеме пыраççĕ те — сейфа хуçин арăмĕ уçса кăтартать... Ку — саккуна пăсни, терĕ полици полковникĕ, çакнашкаллишĕн административлă майпа явап тыттараççĕ. Пăшала сейф уçса урăх çын, вăл çывăх çын пулсан та, илме пултармалла мар. Пушшех — сейф уççи ача-пăча аллине лекмелле мар. Кушак çури мар вĕт — хĕç-пăшала интернетри пĕлтерӳ тăрăх туянаймăн. Ятарлă лавккасенче кăна туянма юрать. Унашкаллисем республикăра пиллĕк: Шупашкарта, Канашра тата Улатăрта. Туяннă хыççăн пăшала икĕ эрнерен кая юлмасăр шута тăратмалла. Çын хăйĕн пăшалне сутасшăн пулсан вара? Сутма пулать, анчах унпа, паллах, пасара тухса лараймăн. Лицензи тата ирĕк паракан центра евитлемелле — унта кама сутнине, пăшал шанчăклă алăра пулнине пĕлсе тăмалла. Ку пурлăха хĕç-пăшалпа сутă тăвакан лавккасен урлă та сутма пулать. Укçа та тӳлеççĕ Хĕç-пăшалăн, çар припасĕсен, взрыв хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисенчен сыхланмалли профилактика ĕçĕн шутĕнче — Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле çынсем хăйсен ирĕкĕпе паракан хĕç-пăшала йышăнасси. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ яланах мăнуксен ытамĕнче»

«Ман çинчен йăлтах пĕлеççĕ пулĕ — яланах халăх умĕнче, çын куçĕ умĕнче», — терĕ-ха вăл, анчах унăн пурнăçĕнче куракан-итлекен пĕлсех кайман самант та пурах. Çак кунсенче, калăпăр, Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Алина Федорова сцена çине тухнăранпа нумай та мар, сахал та мар — шăп 30 çул çитрĕ. Алина Никифоровнăпа шăпах çакăнтан пуçларăмăр та калаçăва.

Клубсăр ялсенче

— Профессиллĕ пысăк сцена çине пĕрремĕш хут хăçан тата мĕнле тухнине астăватăн-и? Çапах та 30 çул иртнĕ унтанпа…

— Паллах, питĕ лайăх астăватăп. Эпĕ ун чухне музыка училищинче вĕренеттĕм. Электроаппаратура завочĕн юрăпа ташă ансамблĕнче юрлаттăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем. Шăпах çавăн чухне «Ритмы Чувашии» конкурс-фестиваль йĕркелеме пуçланăччĕ. Республикăри ăслăлăхпа методика çурчĕн ĕçченĕсем пуçарчĕç ăна — Петр Романов, Виктор Дмитриев… Мана та ансамбль ертӳçи унта хутшăнма сĕнчĕ. Анчах та калама кăна çăмăл — фестивале лекес тесе артистсем урамран черет тăраççĕ! Чи пултаруллисене, лайăх сасăллисене кăна суйласа илетчĕç. 1993 çулта çапах та кайса пăхрăм унта. Йышăнчĕç! Анатолий Никитинпа Раиса Сарпи çырнă «Уйрăлу юррине» хатĕрлерĕм. Сцена çине тухма ятарласа йăлтăр-ялтăр кĕпе çĕлеттертĕм. Анчах та тивĕçлĕ пушмак çук. Мĕн тумалла? Аса илтеретĕп — иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем. Лавккасен сентрисем пуш-пушă. Юлташăма тав — мана шăп та шай кирлĕ пушмак тупса пачĕ. Ăçтан, мĕнле хакпа — çакна паян та пĕлместĕп. Вăйлă юрăçсемпе тупăшма лекрĕ — Михаил Федоров, Катя Петрова, Вероника Арисова… Эпĕ ун чухне çав фестивалĕн дипломне тивĕçнĕччĕ. Унтанпа, чăнах та, 30 çул хыçа юлчĕ.

— Паян эсĕ хăв тĕллĕн юрланипе çырлахмастăн, ыттисене тĕревлетĕн, çамрăксене сцена çине тухма пулăшатăн. Паллах, шăпах çак тĕллевсемпе йĕркеленĕ-ха ĕнтĕ Чăваш эстрада артисчĕсен союзне…

— Çапла, пĕр йыша пуçтарăннăранпа 17 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, пуçласа çак сăмаха Николай Угаслов каларĕ, пĕрлĕх йĕркелеме сĕнчĕ. Пире ку шухăш килĕшрĕ. Катя Петрова, Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Сергей Павлов, Радик Семенов, Ирина Маллина-Угаслова пухăнса канашларăмăр. 2007 çулта пулнăччĕ ку. Тĕллевсене палăртса устав йышăнтăмăр. Чи малтан союзра пĕтĕмпе те çиччĕн кăначчĕ. Çавăнтанпа нумай проект пурнăçа кĕчĕ. Паян пĕрлĕхре 30 пайташ, виçĕ ăру çыннисем унта: аслă çултисем те, вăтаммисем те, çамрăксем те пур. Çакна палăртмалла — унта лекме çăмăл мар, пултаруллисене кăна йышăнатпăр.

— Сирĕн ĕç çинчен пайăррăн пĕлес килет…

— Чи малтанах кино ӳкернине каламалла пулĕ. 5 фильм кăлартăмăр. Пĕрремĕшĕ — «Пасаркасси мыскари» кулăш. Мюзикл тесе хаклас килет ăна. Юрлатпăр та унта, калаçатпăр та. Алексей Московскипе Сергей Кувшинов шапашниксене сăнарларĕç, Валентина Кузнецова — учительница, Валерий Дмитриев — тракторист, эпĕ сутуçă, пĕртăван Малинăсем сак çинче пурне те «кăшласа» лараççĕ… Çак ярăмăн 6 серине кăлартăмăр. Пире ку енĕпе пултаруллă режиссер Валерий Иовлев пулăшрĕ. Етĕрне районĕнче илемлĕ вырăнсенче ӳкертĕмĕр. Ун хыççăн «Парижа — гастроле» мюзикла куракан патне çитертĕмĕр. 15 çул «Çулталăк юрри» пĕтĕмлетӳллĕ конкурсфестиваль йĕркелетпĕр, вăл раштав уйăхĕнче иртет.

— Кăçал эсир тата хăйне евĕр проекта хутшăнтăр — ЧР Культура министерстви сĕннипе ялсене тухса çӳрерĕр.

— Ăна культура министрĕ Светлана Каликова сĕнчĕ. «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăна куçса çӳрекен 10 центр-автоклуб панă. Вĕсене округсем тăрăх салатнă. Проект тĕллевĕ: вĕсемпе усă курса клубсăр ялсене çитмелле, концерт йĕркелемелле. Çакна пурнăçлама шăпах пирĕн союза шанчĕç. Кăçал культура мероприятийĕсене 23,6 пин çын курма пынă. Малтанах çурла уйăхĕччен кăна тесе йышăннă концертсене çанталăк ăшă тăнине кура авăн уйăхĕнче те малалла тăсрăмăр.

— Концертсене йăлтах хăвăр шутран ирттеретĕр пулас?

— Малтанах автоклубсем çинчен калас килет. Питĕ меллĕ вĕсем, хăтлă. Хывăнса тăхăнмалли, оператор валли тата ытти пӳлĕм те пур. Çавăнтах — сцена та. Анчах та, эсир тĕрĕсех каларăр, артистсем концертсене хăйсен шучĕпе çӳреççĕ. Тӳлевсĕр юрлаççĕ кăна мар, çула тухма бензин та хăйсен шучĕпе илеççĕ. Влаçсем малашне çакна шута илессе шанас килет. — Концерт курма ял халăхĕ кăмăллать ахăр…

— Пĕчĕк ялсене, пушшех те, вĕсенче клуб та çук, артистсем çитсех каймаççĕ. Çавăнпа халăх, чăнах та, питĕ кăмăллă. «Сире телевизорпа кăна курма хăнăхнă», — тесе алă тытаççĕ. Аслă çултисене ачисем машинăпа илсе пыраççĕ. Çапах та кăмăллах мар саманта палăртмасăр иртеймĕн — йĕркелӳ ĕçне пур çĕрте те аван йĕркеленĕ теме çук, хăш-пĕр çĕрте çынсем концерт пуласси пирки пĕлсех те каймаççĕ. Эпир вара 10 çын кăна курма пынă пулин те сцена çине тухатпăр. Шупашкартан артистсем пырассине пĕлсен çынсем ытларах пухăнасси пĕрре те иккĕлентермест. Муркаш, Етĕрне, Патăрьел округĕсенче концертсем сахал йĕркеленĕ. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Оксинар чир-чĕртен сыватнине ĕненеççĕ

Етĕрне округĕнчи Мăн Чурашри шкулта социаллă педагогра тăрăшакан Людмила Григорьева çитĕнекен ăрăва çут çанталăка, тавралăха юратма вĕрентет. Шкул ачисем тăван кĕтес тирпейлĕхĕпе тасалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, экологи мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем вырăнти çăл куçа хăтлăлатаççĕ, ăна çӳп-çапран тасатсах тăраççĕ.

Икĕ хут сăвапланă

Ял историйĕнчен акă мĕн паллă: ĕлĕк Мăн Чурашра юхан шыв пулнă. Ăна Оксинар ятлă арçын йĕркеленĕ тесе шухăшлаççĕ. Хайхискер тĕне кĕмен чăваш пулнă: ырă тата усал турăсене ĕненнĕ, вĕсене пуç çапнă. Вăхăт иртсен юхан шыва юшкăн тулнă, çапах çырма тĕпĕнче çăл куçсем тапма тытăннă. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, пурăна киле вĕсенчен пĕри кăна сыхланса юлнă. Ял халăхĕ ăна та Оксинар ят панă. Çĕр-çĕр çул каялла пурăннă çынсем çырса хăварнă тăрăх, çăл шывĕ таса пулнă, вăл сиплине ĕненнĕ. 1890 çулта çăл куçа вырăнти пачăшкă Алексей Ляпидовский сăвапланă. Кăштахран ăна Етĕрнери чиркĕве ĕçлеме куçарнă. Анчах вăл сиплĕ шывсăр пурăнайман — 16 çухрăм парăнтарса çăл куç патне час-часах килнĕ. Сăмах май, пачăшкă Мăн Чурашра ĕçленĕ вăхăтра чиркӳ çумĕнчех икĕ хутлă прихут шкулĕ уçнă. Вăл 1990 çулчченех ĕçленĕ. Алексей Петрович учительсен семинарине те уçнă. Çăл куç çынсене паянхи кунчченех савăнăç парнелет: шыва вырăнти кăна мар, кӳршĕ ялсенче пурăнакансем те савăчĕ-савăчĕпе тултарса каяççĕ. Пĕр вăхăт çăл патне никам та çӳремен, унăн шывĕпе усă курман. Вăхăт иртсен вăл ял халăхĕшĕн чăн-чăн пулăшуçă пулса тăнă. Ăна хăтлăлатнă, çӳп-çапран тасатнă. Паллах, шкул ачисем айккинче юлман. 2006 çулта Мăн Чурашри пĕлӳ çуртĕнче ăс пухакансем ырă ĕç тунă: çăл куç тавра чăрăш, хыр лартнă, анса хăпарма картлашка тунă. Çав йывăçсем халĕ тӳпенелле кармашса тавралăха илем кӳреççĕ. Вырăнти администраци ĕçченĕсем те чылай тăрăшнă. 2009 çулта çăл куç çывăхĕнче часовня çĕкленĕ. Ăна ялти платник Иван Егоров ăсталанă. Шыва пăрăх тăрăх юхмалла тунă. Ăна çветтуй Гурий ячĕпе хисепленекен чиркӳ настоятелĕ Владимир атте сăвапланă. Кун хыççăн çăл куç «Оксинар, çветтуй Гурий çăлĕ» пулса тăнă. Çăл куçăн паспортне хатĕрленĕ Людмила Григорьева Етĕрне тăрăхне направленипе ĕçлеме килнĕ. Ку 1986 çулта пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пуçламăш классен учителĕн дипломне алла илнĕ хыççăн Патăрьел районĕн хĕрĕ Етĕрне районĕнчи Чаканарти шкулта вăй хума тытăннă. Кĕçĕн классене чылай çул вĕрентнĕскер кунтах çемье çавăрнă. Чаканарти шкул хупăннă хыççăн Людмила Андреевна пĕр вăхăт кӳршĕ ялти пĕлӳ çуртĕнче тăрăшнă. 2008 çултанпа Мăн Чурашри шкулта ĕçлет. Вăл социаллă педагог та, класс ертӳçи те. — Виçĕ çул каялла мана класс ертсе пыма шанчĕç. Манăн ачасем халĕ 8-мĕшĕнче ăс пухаççĕ. Пурĕ 8 вĕренекен. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшатăп. Çапла Оксинар çăл куçне хăтлăлатма тытăнтăмăр. 2024 çулта республикăра Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк пулассине пĕлсен вырăнти çăл куç историне тарăнрах тĕпчеме шухăшларăмăр. Ку ĕçе пĕлтĕрех пуçăнтăмăр. Класри ачасем — Максим Кузьмин тата Дарья Тимофеева — тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе муниципалитет шайĕнче иртнĕ наукăпа тĕпчев конференцине хутшăнчĕç, — каласа кăтартрĕ Людмила Григорьева. Çăл куç историне тишкерме истори учителĕ те, ялти ватăсем те самай пулăшнă. Информацие библиотекăра та, интернетра та шыранă. Çăл куçа сăвапланă Владимир атте те çĕннине чылай каласа кăтартнă. Оксинар ял варринче. Çырма Мăн Чураша икке пайлать. Çăл куç чиркӳрен инçех мар, 200 метрта, вырнаçнă. Ачасем историе тĕпченĕ вăхăтра çăла 19-мĕш ĕмĕрте сăвапланă Алексей Ляпидовский пачăшкă сăн ӳкерчĕкне те шыраса тупнă. Ĕç çырнă чухне ыйтăм та ирттернĕ: ял халăхĕ çăл шывĕпе мĕн тĕллевпе усă курнине тишкернĕ. Унта 60 çын хутшăннă. Чылайăшĕ шыва ĕçме, апат пĕçерме тултарса кайнине пĕлтернĕ. Хăшĕ-пĕри сиплĕ шыв кил-çуртра инкек пуласран сыхланине каланă. Ялти ватăсен аса илĕвĕсене те çырса илнĕ. 1946 çулта çуралнă Зоя Кузьмина çăл куç ĕлĕкренпех сăваплă вырăн пулнине, çынсем унта чуна çăмăллатма çӳренине пĕлтернĕ. Мăн Чурашра çичĕ теçетке çул пурăнакан Алевтина Рахкошкина ĕлĕк çынсем хĕлле çăлри шыва пичкене тултарса çунашкапа сĕтĕрнине аса илнĕ. Çулласерен вара кĕвентепе йăтнă. Вăл çăл куç патне халĕ те çӳрет. Хĕлле çырмана анса хăпарма çăмăл мар пулин те шыв илме унтах каять. Ялти хисеплĕ ватă Тамара Динякова акă мĕн каласа кăтартнă: çумăр çуман чухне ялти ватăсем çăл куç патне йăлăнма çӳренĕ иккен. Унсăр пуçне вăрра акас умĕн çак шывра шӳтернĕ: вăл вăй парасса, çимĕçе ăнса ӳсме пулăшасса ĕненнĕ. Анчах кун пирки никама та каламан — куç ӳкесрен шикленнĕ. 80 çул урлă каçнă Лидия Гаврилова çулла çăл куç патне пите, аллине çума ятарласа çӳренине пĕлтернĕ. Кун хыççăн вăл хăйне лайăхрах туять-мĕн, вăй-хăват хушăнать. «Кăшарни каçхине çăл куçран тултарнă шыв çынна чир-чĕртен сыватать. Унпа çулталăкĕпех усă кураççĕ. Сăваплă шывăн тĕсĕ улшăнмасть, вăл тап-тасах. Çакна ял çыннисем те çирĕплетеççĕ», — тенĕ Лидия Ивановна. 1932 çулта кун çути курнă Иосиф Сергеев тĕрлĕ йăла-йĕрке çинчен асăннă. Чир-чĕртен сывалас тесен çынсем çăл куç патне ирех çитнĕ, шыва юхăма май ăсса савăта тултарнă та киле çаврăнмасăр утнă, унпа чирлин питне çунă имĕш. Географи учителĕ Николай Рахкошкин пулăшнипе ачасем çăл куçăн паспортне хатĕрленĕ. Çавна май ăна сăн ӳкернĕ, тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ. Сăмахран, 1 литрлă банка илсе вăл хăш вăхăтра тулнине сăнанă, шывăн температурине палăртнă. Вăл 6 градус ăшă. Çăл куç хĕлле те шăнмасть. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Тăван кĕтес вăй-хăват парать

СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх премийĕсен, «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, режиссерĕ Валерий Яковлев 85 çул тултарчĕ. Сумлă уява вăл тăван тăрăхĕнче, Шăмăршă округĕнче, ирттерчĕ. Сăмах май, хăйĕн юбилейĕсене Валерий Николаевич çуралнă тăрăхĕнче тăванĕсемпе, ял çыннипе, кӳршĕ-аршипе ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çакă тăванлăх тымарĕ тарăн пулнине палăртать.

«Ял аваллăхне упратпăр»

Валерий Николаевичпа пĕрле кил-йышĕ, ĕçтешĕсем Шăмăршă тăрăхĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялне çул тытрĕç. 1939 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче шăпах çакăнта кун çути курнă вăл. Сумлă хăнасене вырăнти «Сурпан» фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Валерий Николаевич хăйне сума сунăшăн ял-йыша алă парсах тав турĕ. «Кирлĕ-кирлĕ мар инкексем кил-йышран та, тăван ялтан та айккинчен пăрăнса иртчĕр. Виçпӳрт Шăмăршăра ачасем йышлă çуралсан ял пĕтмест. Тăван ялăн аваллăхĕ питĕ пысăк. Эпир ăна упратпăр. Аваллăх ан пĕттĕр тесе пурнăçра хам та чылай ĕç пурнăçланă», — терĕ вăл ял халăхне ырă сунса. Ун хыççăн Яковлевсен çемйи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял-йыша халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, вырăнти чиркĕве кĕрсе çурта çутрĕç. Унтан Валерий Николаевич çуралса ӳснĕ кил енне çул выртрĕ. Сумлă юбиляра унта та тăванĕсем, ял-йыш çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. «Çурт кивелнĕ, тăвансем пăхса тăнăран пурăнать-ха. Çакăншăн вĕсене пысăк тав, — малалла сыпăнчĕ калаçу. — Унăн алăкне малашне те уçсах тăрасчĕ. Тăван киле килсе курни савăнăç та, пăшăрхану та. Анне çукки, пӳрт пушă ларни чуна кулянтарать». Маларах çак пӳртре те кун-çул вĕресе çеç тăнă. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп картишне илем кӳнĕ, кил-çуртра вара ача-пăча сасси янăранă. Валерий Николаевич — вăрçă ачи. Ашшĕ Николай Яковлевич 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Украина çывăхĕнчи Сумы облаçĕнче юпа уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. «Ывăлсем шыраса пăхрĕç, анчах унăн çулйĕрне тупаймарĕç, — терĕ вăл пăшăрханса. — Атте вăрçа кайнă чухне эпĕ икĕ çул та тултарайман. Анне виçĕ ачипе тăлăха юлнă. Пире асаттепе асанне, анне çитĕнтернĕ. Пурнăç нушаллă пулнă. Шăмăрша 8-мĕш класа çăпатапа çӳреттĕм. Ача ачах ĕнтĕ. Тепĕр чухне сĕтел хушшинче айкашса ларни те пулнă. Çавна май пуçран йывăç кашăк та лекетчĕ. «Эх, ку ачаран çын пулмасть иккен», — тесе кулянатчĕ тет асатте, сĕтел хушшинче мана хирĕç лараканскер. Эпĕ Мускава вĕренме кайсан савăннă-тăр, анчах çакна вăл питех кăтартман. Шел те, ăна юлашки çула ăсатма килеймерĕм, декан ямарĕ. Ун чухне эпĕ ГИТИСра 4-мĕш курсра вĕренеттĕм. «Валера, укçу çук, хăв вара çула тухасшăн, — терĕ вăл мана йăпатса. — Эсĕ çитнĕ çĕре аслаçуна пытараççĕ ĕнтĕ». Шухăшсем СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх премийĕсен, «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, режиссерĕ Валерий Яковлев 85 çул тултарчĕ. Сумлă уява вăл тăван тăрăхĕнче, Шăмăршă округĕнче, ирттерчĕ. Сăмах май, хăйĕн юбилейĕсене Валерий Николаевич çуралнă тăрăхĕнче тăванĕсемпе, ял çыннипе, кӳршĕ-аршипе ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Çакă тăванлăх тымарĕ тарăн пулнине палăртать. 85 çула — 85 кĕнеке Тăван кил-çурт хăть кама та çывăх. Кунти кашни япала, савăт-сапа, сăн ӳкерчĕк мĕне е кама та пулин аса илтереççĕ. Ара, унта ачалăх, çамрăклăх чупса иртнĕ-çке. Акă, Валерий Николаевич аслашшĕн пуканĕ çине ларса канчĕ, чунне йăпатрĕ. Ĕçтешĕсене, ытти хăнана кил хуçи пек сăйларĕ, кăпăклă сăра ĕçтерчĕ. «Пурте кĕрĕр, урай кашти чăтать-ха, халех ишĕлмест. Кунта мĕн чухлĕ çын ташланă вăхăтĕнче! Мăнкунра, ытти уявра анне сĕтел хушшине ларса курман, хăна-вĕрлене ура çинче сăйлатчĕ. Пирĕн çирĕп йăла пурччĕ: сĕтел хушшине пĕр енне хĕрарăмсем, тепĕр енне арçынсем ларатчĕç. Мăнкун ретне тăватшар кун ирттеретчĕç. Хăть хăш уявра та анне юрă пуçлатчĕ. Унăн сасси уçăччĕ». Ача чухне Валерий мĕн тума кăмăлланă-ши? Кĕнеке вулама юратнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара кĕнеке пухма тытăннă. Хваттерĕнчи вулавăшра халĕ те упранаççĕ вĕсем. Хăй 85 çул тултарнă май тăван шкулне 85 кĕнеке парнелеме шухăш тытнă Валерий Яковлев. Ача чухне питĕ сăпайлă, вăтанчăк пулнине пĕлтерчĕ. Ытти ачаран уйрăлса тăман. Вăййа тухсан хыçалтан сăнаса çеç тăнă. «Ташлама кăлармашкăн тăрăшатчĕç, анчах вĕренпе сĕтĕрсен те тухман эпĕ. Юрлама та хутшăнман. Асатте çавăн пек вĕрентнĕ. Анчах туя кайсан, вăййа тухсан юрракĕвве çăвара карса итленĕ. Çак юрату ман чунра вăрттăн пытаннă. Каярахпа, Мускаври театр институтне вĕренме кайсассăн, вăл «çиеле» тухнă. Паллах, ку вăрттăнлăха икĕ аппа тата анне пĕлнĕ. Пирĕн йăх куштан пулман. Эпĕ ача чухне урамра пĕрре те çапăçса курман. Тĕрлĕ вăйă выляттăмăр. Юлташсемпе пĕррехинче, 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне, «Пионерская правда» хаçат тăрăх детекторлă радиоприемник ăсталарăмăр. «Дирижер» сăмаха таçтан астуса юлнă тата. Вăл кам пулнине пĕлмен, артист тесе шухăшланă. Мăнкунра крыльца çине тухса патефон яраттăм, оперăсем итлеттĕм. Атте ăçтан тупнă-ши вĕсене? Вăл ăста вăйăçă пулнă. Тен, ăна кура эпĕ те çак çул-йĕре суйлама пултарнă. Мана классика çывăх. Эстрада та чунра вырăн тупать-ха. Сăмах май, пирĕн эстрадăн аталанмалла. Сасă пур-и е çук-и — сцена çине тухма тăрăшаççĕ юрăçсем. Анчах пурин те тухмалла мар унта, хăйсен хушшинче юрламалла. Цензура кирлех», — палăртса каларĕ çак шухăша Валерий Николаевич. Тăван килĕнчи пахча хыт хурапа ан хуплантăр тесе паллă ентеш вăл вăхăтри район пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа унта хунавсем лартма шухăш тытнă. Халĕ ăна «Яковлев паркĕ» теççĕ. Тĕрлĕ йывăç ӳсет унта. Вĕсем çирĕпленнĕ, тӳпенелле кармашаççĕ. Акă пилеш паянхи кун хĕп-хĕрлĕ çырлипе савăнтарать, хăй патне илĕртет. Валерий Яковлев чылай çул хулара пурăнать, сумлă ĕçре вăй хурать пулин те ял çыннипе çыхăну татман. «Сурпан» ушкăна çӳрекенсем палăртнă тăрăх, 1995 çулта вĕсем Валерий Николаевичпа пĕрле Францире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăннă. «Ун чухне вăл пире питĕ пулăшрĕ, репетицисем ирттерчĕ. Çакăншăн эпир ăна паянхи кунччен те тав тăватпăр», — терĕ Людмила Семенова. Французсем чăваш юрри-кĕввине кăмăлланă, эрешсемпе тумтир, тĕрĕ çине куç илмесĕр пăхнă-мĕн. «Пирĕн пултарулăха питĕ юратрĕç вĕсем, — куç умне кăларчĕ иртнине Нина Мудьярова. — Чăваш кĕвви-çеммипе хавхаланса ташлатчĕç». Ентешсем фестивальте чылай тус-юлташ тупнă. Каярахпа Дельфина Тувно журналистка Виçпӳрт Шăмăршă ялне темиçе хутчен те килсе кайнă, хăй тĕллĕн вырăсла калаçма вĕреннĕ. Ăна «Сурпан» ушкăн артисчĕсем Шупашкара, Чĕмпĕре илсе кайса кăтартнă. Каярахпа француз хĕрарăмĕ йăмăкĕпе, мăшăрĕпе килнĕ. Халĕ те çыхăну тытаççĕ унпа. «Чăваш — чи лайăх халăх. Вĕсем чи тутлă çăкăр пĕçереççĕ», — тесе хавхалантарать вăл пире. — Эпир ăна фермăна кăтартрăмăр. Ĕне сунине, çăкăр пĕçернине ӳкерсе илчĕ. Ăна чылай çын хăнана илсе çӳрерĕ. Каярахпа вăл Мускава килсе те пурăнчĕ, журналистра ĕçлерĕ», — тесе тĕлĕнтерчĕ Людмила Алексеевна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Холбай ЧАРИЕВ: «Мана анне ырă ĕçсем тума çуратса устернĕ!»

«Аслă вырăс халăхĕн чĕлхипе Ленин калаçнăран ăна вĕреннĕ пулăттăм», — тенĕ Владимир Маяковский. Эпĕ хам вырăсла пĕлнĕшĕн чăннипех те савăнатăп», — терĕ Холбай Чариев.

Вырăсла вĕренме — Украинăна

…1966 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕ. 5 сехет те 23 минут. Ирхи тутлă ыйхăран вăранса çитеймен Ташкент халăхне çĕр чĕтренни ура çине тăратнă. Çĕр пичĕ хускални хула варринчи çуртсене уйрăмах вăйлă аркатнă. Вунă тăваткал ытла километрлă лаптăк сиенленнĕ. Ташкентра пурăннă пĕр миллион çурă ытла çынран 300 пинĕшĕ е 78 пин çемье çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. «Çавăн чухне пĕтĕм Совет Союзĕ Ташкента пулăшма пикенчĕ. Хулана виçĕ çултан юсаса йĕркене кĕртрĕç, — аса илчĕ Холбай Байбуриевич. — Ташкент çыннисене вырăсла вĕрентме шантарчĕç. Çапла майпа эпĕ те виççĕмĕш юхăмпа Украинăри Винница хулине лекрĕм, педагогика институтĕнче вĕренме пуçларăм. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлместĕп. Пĕрремĕш çулне пире чĕлхене вĕрентрĕç. Тăватă çултан вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне алла илтĕм». Институтра вĕреннĕ чухнех вăл пулас мăшăрне — чăваш хĕрне — тĕл пулнă. Холбай Байбуриевич çак саманта ăшшăн аса илсе куç умне кăларчĕ: «Çуллахи каникул вăхăтĕнче Кавказа канма каймашкăн шут тытрăм. Абхазири Çĕнĕ Афон хулинчи курорта путевка пачĕç. Унта Галинăна тĕл пултăм. Пĕрре курсах чăваш хĕрĕ мана питĕ килĕшрĕ, чĕрене юрату çавăрса илчĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм — качча тухма ыйтрăм». Холбай Байбуриевичпа Галина Викторовна 1972 çулта çемье çавăрнă. Кил хуçи институтра вĕреннĕрен вĕсем Винница хулинче пурăннă. Диплом илсен Узбекистана таврăннă, Сурхандарья облаçĕнчи Ангор поселокĕнче тĕпленнĕ. «Мăшăрăм унта кулинари техникумĕнче пĕлӳ илчĕ. Кайран ачасене узбек чĕлхипе апат-çимĕç ăсталăхне вĕрентрĕ. Вăл, сăмах май, пĕр çулталăкра узбекла калаçма хăнăхрĕ. Йăхташăмсем ăна питĕ юрататчĕç. Ют çынсен хушшинче пулсан та Галина хăйне ют туйман», — каласа кăтартрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Кил хуçи Ангор поселокĕнчи 1-мĕш шкулта ĕçлеме пуçланă, ачасене пуçламăш çар пĕлĕвĕ парас енĕпе тăрăшнă. «Шкулта 28 çул ĕçлерĕм. 1100 ача вĕреннĕ, 110 учитель ĕçленĕ. Пĕлӳ çуртне 13 наци ывăлĕхĕрĕ çӳренĕ. Çулсерен 70-шер ача аттестат илетчĕ. «А» тата «Б» классенче узбексем вĕренетчĕç. «В» класра вырăссем пулнă, — аса илчĕ Холбай Байбуриевич. — Эпĕ хам вырăсла пĕлнипе чăннипех мăнаçланатăп. Çавăн пекех чĕлхе тасалăхĕшĕн тăрăшатăп. Лавкка, общество чарăнăвĕсен ячĕсенче, ытти вырăнта çырнисенче йăнăш асăрхасан тӳрех тӳрлетме ыйтатăп. Акă Шупашкара пурăнма куçсанах пулнăччĕ ку. «Ровесник» культура çурчĕ патĕнчен иртсе пыратăп. «Ровестник» тесе çырнă. Мĕн ку? Чăтаймарăм, кассир патне пытăм. «Пуçлăхсене йăнăша тӳрлетме калăр! Мĕншĕн вырăс чĕлхине намăс кăтартатăр?» — терĕм. Холбай Чариев вырăс чĕлхине юратма пуçланине хăйĕн вĕрентекенĕпе çыхăнтарать. Вăл узбек çемйинче ӳснĕ вырăс çынни пулнă. Сурхандарья облаçĕнчи Джар-Курган районĕнчи ялти колхоз председателĕн çемйине вăрçă вăхăтĕнче лекнĕ. «Эпĕ ăна питĕ хисеплеттĕмччĕ. Манăн ун пек пулас килетчĕ. Çавăнпа унăн йĕрĕпе кайрăм», — терĕ пĕлĕшĕм. Çулсем иртсен те хастарлăх çухалмасть Чариевсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. «Икĕ хĕр те пĕр ывăл пирĕн. Асли Мавлюда ятлă. Ку ята Галина суйларĕ. Иккĕмĕшне Наталия ят патăмăр. Мана Лев Толстойăн «Война и мир» романĕнчи Наташа Ростова питĕ килĕшнĕрен çакăн пек ятлă пулчĕ вăл. Ывăл валли интернационаллă ят тупрăмăр: Назар. Сакăр мăнук пирĕн. Вĕсен хушшинче студентсем те, шкул ачисем те пур. Кĕçĕн мăнук Варварушка кĕçех пилĕк çул тултарать», — çемйи пирки сăмах пуçарсан пĕлтерчĕ Холбай Байбуриевич. Шел те, Галина Викторовнăна ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнма шăпа пӳрмен. Йывăр чире пула вăл аллă çултан иртсенех пурнăçран уйрăлнă. «Совет Союзĕ аркансан ачасем амăшĕ çуралса ӳснĕ тăрăха таврăнас терĕç. Тĕрĕссипе, Чăваш Ен вĕсемшĕн ют мар. Виççĕшĕ те Шупашкарта çуралнă. Çавăнпа эпĕ вĕсене чăвашсем тесе шутлатăп, — калаçăва тăсрĕ Холбай Байбуриевич. — Шкулта пирĕн ачасем вырăс класĕнче вĕреннĕ. Эпĕ вĕсене пĕчĕк чухнех каланă: «Вырăсла вĕренĕр. Вăл тĕрлĕ халăх чĕлхи, нацисен хутшăнăвĕн чĕлхи». Узбекла вĕсем ачаран калаçса ӳснĕ. Аслисем Узбекистанра институт пĕтерчĕç. Кĕçĕнни Шупашкарта юридици факультетĕнче пĕлӳ илчĕ». Чариевсем 2004 çулта Чăваш Ене куçса килнĕ. Çулталăк çурăран Холбай Байбуриевичăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. «37 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Хăйĕн çуралнă кунĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Ачасемпе çывăх çынсен тимлĕхĕ, юратăвĕ мана йывăр хуйха чăтса ирттерме вăй-хал пачĕ», — шывланнă куçне шăлса илсе калаçрĕ пĕлĕшĕм. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.