«Пире тата нумай çĕнтерÿ кĕтет»

15 Окт, 2014

Форума лайăх ирттерме пулăшнăшăн - наградăсем

Ĕнер Шупашкар хула администрацийĕн пысăк залĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форума йĕркелесе ирттерме пулăшнă пултаруллă та хастар çынсене - депутатсене, финанс партнерĕсене, подрядчиксене, организацисен, суту-илÿ предприятийĕсен /хăна çурчĕсемпе ресторансен/ ертÿçисене, паллă спортсменсене, рекламăпа хастар ĕçлекенсене, ГТО нормативне пурнăçлама, "çăлтăрпа" ирхи зарядка тума хастар хутшăнакансене чысларĕç: Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, парне-сувенир пачĕç.

Чыслава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене пуçаруллă та хастар ĕçшĕн тав турĕç, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

"Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртрĕ. Мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Ырă ĕç тăвас терĕмĕр - турăмăр! Хăнасем пурте кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Эпир, чăвашсем, хăнасене тараватлă та ăшпиллĕ кĕтсе илме пултаратпăр. Анчах çакна бизнес элитисĕр тума йывăр. Спорт форумне "5" тата хушас паллипе хаклама пулать. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче çанталăк та хитре тăчĕ, вăл та пирĕн ырă ĕçшĕн савăнчĕ тейĕн. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене çĕр каçмаллах килчĕ. Владимир Владимирович Раççейре пурăнакансене юратать. Çĕнĕ Шупашкарта вăл машинăна чартарчĕ те хула çыннисемпе калаçма тухрĕ. Халăх ăна хаваслă, тараватлă, йăл кулăпа кĕтсе илчĕ. "Мĕн тери ырă çынсем", - кăмăллă юлчĕ Владимир Путин. Çакнашкал самантсем малалла ĕçлеме хавхалантараççĕ. "Çĕнĕ хула" проектпа та паллашрĕ вăл. Пур çĕрте те тасалăх хуçаланни тĕлĕнтерчĕ Президента. "Кĕркунне хуçаланать, сирĕн вара йывăçсем айĕнче çулçăсем те çук!" - терĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкара хăтлăх, таса та тирпейлĕ тăвас тесе хула ертÿлĕхĕ те, çыннисем те нумай ĕçленĕ. Ĕнер Мускавра пултăм. Республика ертÿлĕхĕ, Правительстви, çыннисен ячĕпе ырă сăмах чылай илтрĕм. Эпир палăртнă тĕллевĕмĕрсене пурнăçларăмăр, Путин шанăçне тÿрре кăлартăмăр. Тайма пуç сире, ĕçтешĕмĕрсем, туссем!"- терĕ Михаил Васильевич. Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков та пухăннисене чĕререн тав турĕç.

"Кăçал Шупашкарта нумай мероприяти иртрĕ. Хула кунне палăртрăмăр. Халĕ ав спорт форумĕ пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ спорт мероприятийĕсене ытларах та ытларах халăха явăçтармалли пирки калать. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем хутшăнмасăр вĕсене ирттерме çук. Мĕн ĕмĕтленнине эпир пĕрле йăлтах турăмăр. Пире тата нумай çĕнтерÿ кĕтет", - терĕ Алесей Ладыков. Сăмах май, Алексей Ладыков "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне Алла Салаевăна вара "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа чысларĕç. Предприятисемпе организацисен ертÿçисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсен, Шупашкар хула администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Çавăн пекех ĕнерех "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хастар хутшăннисене Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче тата "Mega Calaxy" кану центрĕнче саламланă.

Роза ВЛАСОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.