Ĕçтешлĕх - спортри çитĕнÿсен никĕсĕ
Алексей ЛОГИНОВ, Калуга облаçĕн спорт тата çамрăксен политикин министрĕ:
Чăваш Ен пирки спорт регионĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Эсир массăллă спорт енĕпе тимлĕ, спорт площадкисем, стадионсем йышлă. Халĕ Шупашкарта Пăр кермен тăватăр. Ку вара спорт занятийĕсене хутшăнакансен йышне ÿстерет. Спорт резервне хатĕрлес енĕпе лайăх ĕçлени курăнать. Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ наци командинче Чăваш Ен спортсменĕ чылай: хăвăрт утакансене, боксерсене, велосипедистсене лайăх пĕлетпĕр. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх - Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышне спортăн 25 енĕпе сирĕн 148 спортсмена кĕртнĕ. Пирĕн облаç ку енĕпе юларах пырать-ха.
Шупашкарта хăвăрт утас, дзюдо, акробатика енĕпе пысăк ăмăртусем иртеççĕ. Çитес çул Шупашкар çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатне йышăнать. Вăл çĕр-шывăн сумлă çак спорт форумне ирттермелли тивĕçе çĕнсе илнĕ пиллĕкмĕш хула пулса тăчĕ. Ку ăнсăртран мар. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх - республика физкультурăпа спорт енĕпе РФ Правительствин наци премине тивĕçнĕ, 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă, спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 45,9% танлашать. Раççейри вăтам кăтарту вара - 28,6%. Калуга облаçĕнче - 23,4%.
Маншăн Чăваш Енĕн уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунне ирттерессипе çыхăннă опычĕ интереслĕ. Кунта «Чăваш Республикин сывлăх профильне» йĕркелеме тытăннă, çакă аталанушăн пĕлтерĕшлĕ. «Çăлтăрпа» пĕрле зарядка ирттернин опычĕпе те усă курасшăн. Чăваш Енре хевтесĕр çынсен спорчĕ тĕлĕшпе те тимлĕ. Сирĕнтен вĕренмелли пур.
Сергей ПАНОВ, Чул хула облаçĕн спорт министрĕ:
Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко палăртнă тăрăх - сирĕн республикăра хăвăр уйăракан укçа калăпăшĕ чылай пысăкрах, спорт объекчĕсем нумай уçăлаççĕ. Халĕ лаша спорчĕн комплексĕ, манеж ĕçлеме тытăннă. Пирĕн спортсменсем кунта Раççейĕн çăмăл атлетсен чемпионатне килнĕ те - республикăн спорт инфратытăмне курса питĕ тĕлĕннĕ.
Эпĕ ăнланнă тăрăх - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ спорт тĕлĕшпе питĕ тимлĕ, спорт шкулĕсем, спорт объекчĕсем валли чылай укçа уйăрать. Хамăр пирки калас тăк - Чул хула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев тăрăшнипе облаçри 60 районта 27 ФОК уçнă. Вĕсен тытăмĕнче - хоккей площадки, нумай функциллĕ зал, бассейн. Физкультурăпа сывлăх комплексĕпе юнашарах - футбол площадки. Спорта аталантарас енĕпе эпир те нумай ĕçлетпĕр.
Владимир КИРЕЕВ, Мордва Республикин спортпа физкультура министрĕ:
«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн пĕрлехи ларăвĕнче ертÿçĕсем çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç. Пуçарусене илтрĕмĕр, ырлатпăр.
Çĕнĕ спорт площадкисем, бассейнсем, пăр керменсем пулĕç. Нумай ĕç тунă, анчах ку пур пĕр çителĕксĕр-ха. Форум - мĕн пур регион, пĕтĕм Раççей пĕрле пухăнакан площадка. Чăваш Енре ĕçтешĕмĕрсемпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăратпăр. Пирĕн регионсене хăвăрт утасси кăна пĕтĕçтермест. Эсир халь спортăн тĕрлĕ енне аталантаратăр. Чи малтанах - маунтинбайк, кĕрешÿ. Чăваш Енре спорт объекчĕсем нумай туни савăнтарать. Спорт тĕлĕшпе тимлĕх пысăк, çавна май çывăх вăхăтра çĕнĕ ятсене те илтĕпĕр.
Владимир МИХАЛЕВ, Омскри физкультурăпа спортăн патшалăх университечĕн ректорĕ:
Пĕрлехи «Спорт пĕрлĕхĕнче - тĕнче пĕрлĕхĕ: пĕрлехи интерессен стратегийĕ» ларăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăнчĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» пăр керменте иртрĕ. Чаплă кермен. Шупашкар та килĕшрĕ. Илемлĕ, таса хула, халăхĕ те тарават.
Форумăн политика пĕлтерĕшĕ те пур. Раççей Президенчĕ килниех Чăваш Ен кайри регион пулманнине çирĕплетет. Кунта республика шайĕнчисем кăна мар, тĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк ăмăртусем те иртеççĕ. Апла тăк - Чăваш Енре спорт пурнăçĕ тапса тăрать. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕ аталанать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн командин шайĕ ÿсет. «Хĕвел, сывлăш тата шыв - пирĕн чи лайăх туссем» тетпĕр. Эсир физкультура занятийĕсене чылайăшне уçă сывлăшра ирттеретĕр. Хускалмасăр пĕр вырăнта ларни сиенлĕ. Чăваш Енре спорт учрежденийĕсен сечĕ анлă - кашни районпа хуларах физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. Çак опытпа пирĕн те усă курмалла. Халăх сывă тăк общество та çирĕп - çакна манмалла мар.
Евгений РЕДЬКИН, ХМАО-Югра физкультурăпа спорт департаменчĕн директорĕ:
Сочири Олимп вăййисем çĕр-шыври спорт аталанăвне çĕнĕ хăват пачĕç. Раççей субъекчĕсем алла-аллăн тытăнсан йывăр ыйтусене татса пама пултарнине çирĕплетрĕç. Шупашкарта пулнă май çĕр-шыв Пуçлăхĕ Владимир Путин спорт влаçăн мĕн пур юппин ĕçĕнче тĕп вырăнта пулмалли çинчен каларĕ.
Эпир кунти выставкăра хамăр патра çитес çул иртмелли Сурдлимп вăййисемпе паллаштартăмăр. РФ Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорт канашĕ пирĕн заявкăна ырларĕ, хатĕрленÿ планĕ пур. Пирĕн регионта чи çÿллĕ шайри ăмăртусем иртеççĕ. Тĕслĕхрен, биатлон енĕпе Тĕнче кубокĕ. Акă мĕншĕн сирĕн тата пирĕн регионсенчи ĕçтешсен хутшăнăвĕ питĕ кирлĕ. Чăваш Енпе Ханты-Манси автономи округĕн пĕрешкелли нумай - пирĕн хамăрăн хăнăху, йăласем. Сирĕн те, пирĕн те наци хăйне евĕрлĕхĕ пур. Чăваш Енре мана çынсен ăшă кăмăлĕ килĕшрĕ. Кунашкаллине кĕтменччĕ. Полицейскисем те, волонтерсем те уçă та тарават кăмăллă.
Александр ВАСИЛЬЕВ, Курган облаçĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ:
Эпĕ Чăваш Енре пуçласа. Чылай мероприятире пултăмăр, пурне те кăсăклантаракан интереслĕ темăсене сÿтсе яврăмăр. Çав шутра - ГТО, резерв хатĕрлесси. Тĕрлĕ регионти ĕçтешсемпе курнăçнă май пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр, çавăнпа та икĕ кун чăннипех усăллă иртрĕ. Республикăра пурăнакансене тав тăвас килет. Форума кура вĕсемшĕн чăрмавсем пулчĕç-тĕр. Питĕ лайăх, тарават йышăнчĕç.
Чăваш Енĕн спорт резервне хатĕрлессипе çыхăннă опычĕ интереслĕ. Форума Курган облаçĕн представителĕсем темиçен килтĕмĕр, тĕрлĕ дискусси площадкине хутшăнтăмăр, спорт шкулĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе çыхăну тытса ĕçлессин ыйтăвне, ытти чылай темăна çĕклерĕмĕр.
Александр ПАРШИКОВ, Пĕтĕм Раççейри спорт шкулĕсен представителĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ, Пĕтĕм Раççейри пĕтĕм тĕнчери Олимп университечĕн проректорĕ:
Çакнашкал сумлă спорт форумне йышăнасси Чăваш Еншĕн чăннипех пысăк чыс тата яваплăх. Çак форума пиллĕкмĕш хут хутшăнатăп та - танлаштарма пултаратăп. Республика форум программине, унăн мероприятийĕсене, хăнасене йышăнассине, ытти ĕçе çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Экзамена ăнăçлă тытрăр. Чăваш Ен спорт регионĕн статусне çирĕплетрĕ, паллах, волонтерсен лайăх ĕçне, транспорт логистикине палăртас килет. Пĕтĕмпех - вак-тĕвек таранах - шута илнĕ, ăнăçлă йĕркеленĕ. Çакă республикăра хăйсен ĕçне «5» паллăлăх пурнăçлакан, яваплăха туякан çынсем пурăннине кăтартать.
Физкультурăпа, спортпа туслисене курма кăмăллă пулчĕ - ваттинчен пуçласа вĕтти таранах. Пурнăçпа савăнăр, пĕр-пĕрне йăл кулăпа савăнтарăр.
Андрей СИДОРКИН, Мари Республикин Олимп резервĕсен училищин директорĕ:
Чăваш Республики спорта аталантарас енĕпе ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх. Кунта çăмăл атлетикăри çитĕнÿсем пысăк, ку енĕпе тренерсен опычĕ интереслĕ. Пирĕн спортсменсем вĕсен ăсталăх класĕсене тулли кăмăлпа çÿреççĕ.
Чăваш Енпе Мари Эл - кÿршĕсем, çавна май пирĕн физкультурăпа спорта аталантарассипе çыхăннă тĕллевсем те пĕрешкел. Пирĕн спортсменсем ăмăртусенче тупăшаççĕ, спорт тулашĕнче вара - туссем. Шупашкарта час-часах пулатăп. Йошкар-Олапа Шупашкарти Олимп резервĕсен училищисен тренерĕсемпе спортсменĕсен хушшинчи çыхăну çирĕп. Пирĕн ĕçтешлĕхре - спортри çитĕнÿсен никĕсĕ.
Комментировать