Хыпар 93-94 (28269-28270) № 23.08.2024
Кашни салтак — хăюлăхпа харсăрлăх тĕслĕхĕ
Пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă май сумлă наградăсене тивĕçни çинчен хыпарсем килсех тăраççĕ. Вĕсемпе мăнаçланатпăр!
Орден, медаль...
Çирĕплĕхĕн, Тăван çĕршыва парăннин чăн тĕслĕхĕсем — пирĕн паттăрсем. Вĕсем амансан та алă усмаççĕ, кăмăл çирĕплĕхне упраса сывалаççĕ, каллех строя тăраççĕ, çĕршыва хӳтĕлеççĕ. Çавнашкал тĕслĕхсенчен пĕри — Сергей Муравьев. Вăл Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Задани пурнăçланă чухне çамрăк çын йывăр суранланнă. Медиксен прогнозĕсем савăнтарман, çапах хăйĕн кăмăлĕ çирĕппине кура, çемйи, çывăх çыннисем хавхалантарса пынипе йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнă. Ентешĕмĕр 9 уйăх А.А.Вишневский ячĕллĕ Тĕп çар клиника госпиталĕнче реабилитацире пулнă. Юнашарах — амăшĕ Лариса Владимировна тата савнă хĕрĕ Ольга. Вĕсен тимлĕхĕ, юратăвĕ Сергее вăй-хăват панă. Вăл сиплеве вĕçлемен-ха. Çапах каччă сывалса çитесси пирки иккĕленмест, аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленет, Улатăр çар комиссариатĕнче службăна тăсасшăн. Мобилизациленĕ ентешсене пулăшасшăн — хăйĕн çарти опычĕ вĕсемшĕн усăллă пуласса шанать. Йĕпреç округĕн çамрăкне Евгений Михеева IV степень Георгий хĕресĕпе наградăланă. Вăл ачаллах çар çынни пулма, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн призыв йĕркипе вăхăтлăх службăра пулса çар тивĕçне пурнăçланă. Кайран çарти карьерăна хăйĕн ирĕкĕпе контракт алă пусса малалла тăснă. Унăн маларах та наградăсем пулнă: «Çапăçусенче палăрнăшăн» медаль, «Кавказри службăшăн» паллă, тав çырăвĕсемпе грамотăсем. Харсăрлăх, кăмăл çирĕплĕхĕ ăна çарти йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Хăй каланă тăрăх, çак пахалăхсем ашшĕамăшĕнчен, пиччĕшĕнчен куçнă. Тата — спорт тренерĕнчен Николай Андреевран. Награда илнĕ ятпа Евгение хăйĕн телеграм-каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă: «Çакăн пек Паттăрсем пуррипе — Раççей чăннипех аслă çĕршыв! Малалла — Çĕнтерӳ патне!» Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ Шел те — чылай награда пирки «вилнĕ хыççăн» тесе палăртма тивет. Куславкка округĕн администрацийĕнче нумаях пулмасть вырăнти çар комиссарĕ Валерий Буклаков ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсен наградисене вĕсен çывăх çыннисене панă, муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков паттăрсен ашшĕ-амăшне тав туса пуç тайнă. Кĕçĕн лейтенант Илья Тюхтеев, Шăнчас ялĕнче çуралса ӳснĕскер, ятарлă çар операцине пирвайхи кунсенченех хутшăннă. 2022 çулта ăна «Хăюлăхшăн» медальпе, Оборона министерствин «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медалĕпе наградăланă. Унăн пурнăçĕ кăçалхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче татăлнă. Куславкка хулин çамрăкĕ Александр Степанов ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче кайнă. Вăл кăрлачăн 9-мĕшĕнче вилнĕ. Тепĕр паттăр — Комсомольски округĕнчи Урмаелтен. Разиль Фарахиев пурнăçĕ те СВОра татăлнă. Раççей Президенчĕн указĕпе ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Ордена Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов паттăрпа пĕртăван Гульнара Рефкатовнăна панă. Муниципалитет пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альберт Кузьмин палăртнă тăрăх, паттăр ентешĕмĕр тĕслĕхĕ унăн ентешĕсене çĕршывăмăра юратма, чăн хаклăхсене хӳтĕлеме хавхалантарĕ. Çĕнтерӳре пурин тӳпи те пултăр Чăваш Ен, республикăра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас енĕпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче СВО зонине черетлĕ гуманитари грузĕ ăсатнă. Ку — республика Правительстви вырăнти организацисем, волонтерсем пулăшнипе пухнă грузăн 31-мĕш партийĕ. Çапăçусем пыракан зонăна ăсатнă груз шутĕнче — квадрокоптер, автомобильсем, ОСП-плитасем, хăма, сетка-рабица, инструментсем, юн кайнине чармалли жгутсем, ĕçме-çиме тата ытти те. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче ыр кăмăллăх грузне пухма пулăшнă «Пĕрле» фонда, волонтерсен «Катюша», «Чăваш Енĕн шанчăклă тылĕ» пĕрлĕхĕсене, «Элара», «Лента» предприятисене тав тунă. «Материалсем, аппаратура е салтак валли çырнă çыру — кашнин пулăшăвĕ хаклă, — тенĕ вăл. — Çакă пĕтĕмпех салтаксен кăмăлне çĕклет, вĕсем тăван республика тĕревне туяççĕ, Чăваш Ен хăйсемшĕн пăшăрханнине, пурне те килте кĕтнине пĕлеççĕ». Пĕтĕм республикипех ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли маскировка сетки çыхаççĕ. Хĕрлĕ Чутай округĕнче, сăмахран, ку ĕçе виçĕ вырăнта йĕркеленĕ. Çак пунктсем ку тăрăхра пурăнакансене пĕрлештерекен вырăнсем пулса тăнă теме те юрать — халăх сетка çыхма хастар хутшăнать. Пĕрлехи вăйпа сеткăсен партине хатĕрлесе СВОна ăсатнă ĕнтĕ. Халь тепĕр парти хатĕрлеççĕ, халăх çак пулăшу çапăçусене хутшăнакан ентешсене усă кӳресси пирки иккĕленмест. Çак ĕçе Кӳкеçри ватăсемпе инвалидсен интернат çуртĕнче те йĕркеленĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнăшăн интерната Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тав çырăвĕпе те хавхалантарнă. — Кунта ĕçе килнĕ пекех çӳретĕп, — тет сетка çыхма хастар хутшăнакан Сергей Барадулин. — Туссемпе хутшăнатпăр, юрăкĕвĕ итлетпĕр. Çакнашкал вăхăтра айккинче тăрас килмест — ентешсене пулăшмалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пыл хурчĕ мĕншĕн вилет?
Юлашки вăхăтра Чăваш Енри ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермерсем рапс ытларах акма тытăнчĕç. Пĕр енчен аван ку, мĕншĕн тесен тырăпа танлаштарсан хакĕ пысăкрах. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те çук мар. Асăннă культурăна тĕрлĕ хурт-кăпшанкă çиесрен хăватлă ядохимикатсемпе сапнипе вĕлле хурчĕсем вилеççĕ.
Элĕк тăрăхĕнче фермерсене тав тăваççĕ — Чăваш Республикинче рапс нумайрах акма пуçланă хыççăн пыл хурчĕсем вилме пуçларĕç. Юлашки 5-6 çулта çакăн пек тĕслĕхсем ытларах пулчĕç. Çивĕч ыйту Раççейĕпех сарăлнă. Европа çĕршывĕсенче ку юхăм маларах иртнĕ. Халĕ Европăра рапс туса илме пăрахнă. Мĕншĕн тесен ăна çу каçипе агрохимикатсемпе /пестицидсемпе тата гербицидсемпе/ 5-6 хут сапмалла. Çак химикатсем çĕре юрăхсăра кăлараççĕ. Рапса хурт-кăпшанкă çав тери вăйлă тапăнать. Ăна шăтса тухсанах çиме пуçлаççĕ. Çавна пула хăватлă агрохимикатсем ялан сапмалла. Унсăрăн ăна хурт-кăпшанкă шăпăр пек хăварĕ. Е пачах нимĕн те юлмĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ йышши агрохимикатсем пулаççĕ. 1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш класлă хăрушлăхлисем. 1-мĕш класли пыл хуртне кăна мар, çынна та сиен кӳрет. Çав тери хăватлă ядохимикат вăл. Европа çĕршывĕсенче 1-2-мĕш класлă хăрушлăхлă агрохимикатсемпе усă курма питĕ çирĕп чарнă. Çакăн пек çирĕп йĕрке пирĕн пата çитеймен-ха. Çав вăхăтрах Элĕк округĕнче икĕ фермер пин гектара яхăн рапс акаççĕ пулсан та пыл хурчĕсем вилмеççĕ. Валерий Григорьевпа Сергей Волков хăйсем утарçăсем пулнипе вĕлле хурчĕсене сиен кӳрес мар тесе акă епле ĕçлеççĕ. Рапса шăтса тухсанах çеçкене лариччен виçĕ хутчен 3-мĕш класлă хăрушлăхлă химикатсем сапаççĕ. Вăл вĕлле хуртне сиен кӳмест. Мĕншĕн тесен ăна çеçкене лариччен пĕрĕхеççĕ. Чечек çуриччен çунатлисем ун çине вĕçмеççĕ. Çавăнпа вĕсене нимĕнле сиен те кӳмеççĕ. Маларах виççĕ сапнине кура рапс çеçкене ларсан та питех аптăрамасть. Элĕк тăрăхĕнчи утарçăпа Вячеслав Терентьевпа çыхăну тытатăп. Вячеслав Николаевичăн 100 вĕлле ытла, ĕмĕрĕпе хурт-хăмăрпа ĕçлет. «Эпир, Элĕк тăрăхĕнчи хуртхăмăрçăсем, кăçал рапс çеçкинчен питĕ нумай пыл илтĕмĕр. Фермерсене рапс акнăшăн, ăна тĕрĕс сапнăшăн тав сăмахĕ калатпăр», — терĕ вăл. Фермерсем хăйсем те утарçăсене тухăçа 40 процент таран ӳстерме пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен фермерсем хăйсем хурт-хăмăрçăсем пулнăран ыйтăва сĕре лайăх ăнланаççĕ, — каласа пачĕ республикăри паллă утарçă, соцсетьри «Чăваш Ен хурт-хăмăрçисем» ушкăн йĕркелӳçисенчен пĕри, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков. Ятарлă курссем йĕркелесшĕн Чăваш Енри фермерсем асăннă культурăна мĕншĕн кăмăллама пуçланă-ши? Николай Петрович пĕлтернĕ тăрăх, рапс тырă хакĕпе танлаштарсан ултă хут хаклăрах сутăнать. — Тырă килограмĕн хакĕ пĕлтĕр 6 тенкĕ шайне анса ларнăччĕ. Рапса вара 30-35 тенкĕпе сутаççĕ. Тупăшлăхĕ пысăк пулнипе нумайăшĕ рапспа ĕçлеме пикенчĕ. Анчах чылайăшне унпа ĕçлеме пĕлменни пĕтерет. 1-2-мĕш класлă ядохимикатсене асăннă культура çеçкене ларнă вăхăтра сапаççĕ те пыл хурчĕсене наркăмăшлантараççĕ. Патăрьел округĕнче Красномайски, Тутар Сăкăчĕ, Алманчă ялĕсенчи утарçăсем шар курчĕç. Рапса икĕ фермер акать унта. Çак ыйтупа эпир Патăрьел округĕн администрацийĕнче ятарлă канашлу ирттертĕмĕр. Унта ял хуçалăх кооперативĕн ертӳçисене, фермерсене, шар курнă хурт-хăмăрçăсене чĕнтĕмĕр. Россельхознадзортан, Роспотребнадзортан, Патăрьелти ветеринари станцийĕнчен те килчĕç. Питĕ хĕрӳ калаçу пулчĕ. Канашлура 3-мĕш класлă ядохимикатпа кăна усă курмалла тесе йышăнтăмăр. Фермерта халĕ такам та, тĕрлĕ профессиллĕ çын, ĕçлет. Хурт-хăмăр отрасльне çакăн пек тăкак кӳретпĕр, вĕлле хурчĕсене вĕлерсе пĕтеретпĕр тесе тĕлленмен те вĕсем. Эпĕ вĕсене Элĕксен тĕслĕхне илсе патăм. Хĕллехи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисене, фермерсене рапс мĕнле туса илмеллине ятарласа вĕрентмелле терĕмĕр. Мĕншĕн тесен вĕсем кун пек чуххăммăн ĕçлесе пурăннипе пĕтĕм вĕлле хуртне тĕп тăваççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 20 хуртхăмăрçă шар курнă. «Пурнăçа пĕтертĕр эсир, мĕскер хăтлантăр?» — тесе макăрманни кăна. Темиçе фермер канашлу вĕçленичченех кăшкăрчĕç. Хутлă сăмахпа кăшкăраканни те пулчĕ унта. Унтан алăка шаплаттарса тухса кайрĕç. Тутар Сăкăтĕнчи утарçăсем пыл хурчĕсен çемйисене темиçе çул каялла манран илнĕччĕ. 70 вĕллене çитернĕччĕ. Вĕсем пыл пухмалли тĕп тапхăр умĕн хурчĕсене сăн ӳкернĕ пулнă. Кайран, вилнĕ хыççăн, каллех ӳкернĕ. Хурт купи-купипе выртать! Кăçал пылсăр юлчĕç. Вĕсен пурнăçĕ вĕт-ха вăл. Пыл илес тесе кăçал манран хура тул вăрлăхне илсе кайса акнăччĕ. Çав тери тăрăшакан çынсем. Пĕр хуртсăр тăрса юлчĕç. Çакăн пек пулса тухнăшăн чун ыратать. Пирĕн хыççăн ытти округра та çакнашкал пухусем ирттерме пуçларĕç. Тĕслĕхрен, Каçалсем те йĕркелерĕç, — пĕлтерчĕ Николай Петрович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Воспитани парасси хамăртан пуçланать»
«Манăн шухăшпа, кирек епле воспитани ĕçне те хăвăнтан пуçламалла. Çав тĕллевпе кăçал, Çемье çулталăкĕнче, нумай тухса çӳретпĕр, çынсемпе тĕл пулатпăр. Çул çӳревсене хамăр 25 çул пĕрле пурăннине халаллатпăр. Кирек епле ăслă сăмахсем каласан та, шаккаса вĕрентсен те пурпĕрех пирĕн ачасем хамăр пек пулĕç. Çавăнпа воспитани парасси хамăртан пуçланать», — терĕç Пĕтĕм Раççейри «Знание» общество лекторĕсем, Раççей актерĕсем тата юрăçисем, «Святыни России» проект ертӳçисем Антонпа Виктория Макарскисем. Вĕсем вĕрентекенсен çурла уйăхĕнчи йăлана кĕнĕ конференцие хутшăнчĕç. Канашлу Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ.
Унта республикăри вĕренӳ заведенийĕсен директорĕсене, учительсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене пухнă. Конференцие хутшăнакансене РФ Çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов видеоçыхăну урлă саламларĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çĕнĕ тĕллевсем палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Педагогсене çитĕнӳсем сунчĕ. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров иртнĕ вĕренӳ çулĕнчи ĕç- хĕле пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ тĕллевсене палăртрĕ. Дмитрий Анатольевич «Раççей вĕрентӳ тытăмĕнчи суверенитета çирĕплетнин условийĕсенче Чăваш Республикин вĕрентӳ тытăмне аталантармалли çул-йĕр» докладĕнче палăртнă тăрăх, республикăра çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем çĕклес, пуррисене юсаса çĕнетес ĕç малалла пырĕ. Вĕрентекенсене малашне те тĕрлĕ енлĕн хавхалантарĕç. Çĕнĕ йышши технологисемпе усă курас, педагогăн статусне ӳстерес енĕпе вăй хурĕç. — Кăçал республикăра 6 шкула тăвас ĕç пырать. Юлашки 5 çулта 7 пĕлӳ çуртне çĕкленĕ. Шупашкарти 4-мĕш тата 44-мĕш лицейсенче кванториумсем уçма палăртнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче «Малашлăх — «Ӳсĕм вырăнĕ» урлă», «Университетри шăматкунсем» проектсем ĕçлĕç. Çавăн пекех «Семьеведение» енĕпе урок тулашĕнчи занятисем йĕркелĕç. Чăваш Енри шкулсенче православи класĕсем ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Канашри 11-мĕш шкул уйрăмах палăрать. «УПК 21» проектпа килĕшӳллĕн вĕрентӳпе производство класĕсем аван ĕçлеççĕ. Вĕренекенсен 82 проценчĕ хушма пĕлӳ илет, — палăртрĕ Дмитрий Анатольевич. Дмитрий Захарова кадр ыйтăвĕ шухăшлаттарать. Республикăри шкулсенче математика, акăлчан чĕлхи, вырăс чĕлхи, пуçламăш класс учителĕсем çитмеççĕ. Вĕрентекенсен 40 проценчĕн темиçе предметпа пĕлӳ пама тивет. Ялсенчи шкулсенче 1,5 ставкăпа ĕçлекен чылай. Министр пухăннисене çывхаракан çĕнĕ вĕренӳ çулĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнӳсем сунчĕ. Конференцире педагогика ĕçĕнче пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнисене тĕрлĕ награда пачĕç. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Шупашкаркассисем те Шупашкаралла туртăнаççĕ
Шупашкар округĕнчи Шупашкаркасси ытти ялтан нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Урамĕсем вăрăм, çулсене вак чул сарса хытарнă. Ялта икĕ хутлă çуртсем те пур, вĕсен умĕнче хальхи йышши автомашинăсем те лараççĕ. Анчах пушă пӳртсем те курăнкалаççĕ, хăшнепĕрне йывăç çавăрса илнĕ. Çул хĕрринче вырнаçнă ялта шăплăх хуçаланать. Йытă сасси те илтĕнмерĕ. Урампа утнă май пĕр çынна кăна тĕл пултăм. Çапла кĕтсе илчĕ мана Шупашкаркасси. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха.
Ялта Пушкин та пулнă
84-ри Василий Сурский каланă тăрăх, ял пуçаруçисем Шупашкар пуянĕсем хăваласа янипе çак вырăна килсе ларнă, каярах ун çумĕнче Тимĕрчĕкассипе Тосак ялĕсем никĕсленнĕ. Виçĕ касă пĕр ял пулса тăнă. Авалхи халап тăрăх, ку ялтах чăваш турханĕ Пăрттас пурăннă. Чăваш çар пуçĕ Кузьма Мининпа туслă пулнă. Хусана килсен Чулхула çынни Пăрттас патне хăнана кĕнĕ, анчах çул çинче Ункă шывĕ урлă каçнă чухне пăр айне кайса чирлесе ӳкнĕ. Хăна Пăрттас килне çитеймесĕрех Киремет юманĕ патĕнче 1616 çулта вилсе кайнă. Вĕсен туслăхне халалласа Шупашкаркасси çырми патĕнче чул хывнă, темиçе çул каялла çĕрсе йăваннă юман вырăнне йывăç юпа лартнă. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче унта çынсем час-час пуçтарăнаççĕ, паллă çынсене асăнса пуç таяççĕ. Шупашкаркассинче Александр Пушкин поэт та чарăннă теççĕ. Те апатланма, те лашана шыв ĕçтерме — паллă мар. Василий Сурский вăрçă çулĕсенче ӳснĕ. Ун сăмахĕ тăрăх, вăрçă пĕтнине Шупашкаркассисем радиопа пĕлнĕ. «Эпир çĕнтертĕмĕр!» тесе кăшкăрчĕ пĕри. Эпир, пĕчĕкскерсем, ăнлансах кайман кама çĕнтернине. Пирĕн килте эвакуаципе килнисем пурăнатчĕç. Ачисемпе выляттăмăр. Вĕсемпех эп вырăсла калаçма вĕрентĕм. Асатте вăрçă инваличĕччĕ, аттен йăмăкĕ пурччĕ. Атте 1940 çулта салтака кайнă. Вăл Сталинград çывăхĕнче çапăçнă, 1944 çулта пуç хунă. Анне мана пĕччен ӳстерчĕ. Йывăр пурăннă. Патшалăха налук тӳлейменнипе пĕр кĕркунне кантăр миххисене илсе тухса кайни халĕ те асрах. Çырмашкăн хут та пулман, анне удобрени миххи илсе килсе альбом туса паратчĕ, унта ӳкереттĕм. Ачаллах ĕçе кӳлĕннĕ. Ялта лаша ферми пурччĕ. Çамрăклах лаша çавăтнă, утланса çӳренĕ, пĕр çулхине лаша кĕтĕвĕ пăхнăччĕ. Атăл хĕрринче утă хатĕрлеттĕмĕр, çурлапа тырă выраттăмăр. Юрлаюрла анаттăмăр шыв хĕрне. Колхозра сад пурччĕ, унта улма-çырла вăрлама çӳреттĕмĕр. Чылайăшĕн килте улмуççи тавраш пулман, кашни улмуççирен налук тӳленĕ. Ун чухне ялта çамрăк нумайччĕ, вĕренме кайсан та каялла таврăннă. Клубра ташă каçĕсем пулатчĕç. Яшсемпе хĕрсем купăс, балалайка калатчĕç, йывăç кашăксемпе кĕвĕ-çемĕ вылятатчĕç. Çĕнтерӳ кунĕсенче урампа юрласа утаттăмăр, вăййа тухаттăмăр. Питрав уявне паллă тунă, Мăнкунра ратне çӳренĕ.Атăл хĕрринче шыв пуххисем ирттернĕ», — каласа кăтартрĕ ялти чи ватă çынсенчен пĕри. Василий Панфилович Шупашкарти агрегат заводĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ. Çамрăк чухне ялти клуб заведующийĕнче 5 çул тăрăшнă, драма кружокне ертсе пынă. «Çак тапхăрта пилĕк спектакль лартрăмăр, пĕринпе 9 яла çитнĕччĕ. Шупашкартан Чăваш театрĕ спектакльсем кăтартма килетчĕ. Ольга Ырсемпе, Виктор Родионовпа тата ытти артиста курса калаçнă эпĕ», — терĕ вăрçă ачи. Ватă çынна ялта çамрăксем сахалланса пыни, çуртсем пушанса юлни пăшăрхантарать. Çĕнĕ клуб кирлĕ 1931 çулта ялта «Большевик» колхоз йĕркеленнĕ. Хуçалăх ертӳçи Иван Елахов пулнă. Вăл пуçарнипе 1937 çулта Шупашкаркассинче икĕ хутлă клуб çĕкленĕ. Çак çурт халĕ те ларать. Унта ĕлĕк колхоз правленийĕ, вулавăш, лавкка, ясли, почта тата ытти вырнаçнă. Паянхи кун ку çуртра клубпа библиотека ĕçлеççĕ. Çын çуккипе чылай çул каялла культура çурчĕ юхăнма пуçланă, ăна сӳтсе салатма та шухăшланă. Иккĕмĕш хутне куçарса кайнă, кайран каялла илсе килнĕ. 2010 çулта ял хĕрĕ Любовь Григорьевская /Иванова/ Чăваш патшалăх культура институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме килсен клуба çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Çамрăк йĕркелӳçĕ тăрăшнипе клуб культура вучахне çаврăннă. Шупашкаркассисем кашни уява клуба пуçтарăннă. Вĕсем валли Любовь Александровна интереслĕ мероприятисем ирттернĕ. Клуб çумĕнче спортпа ача-пăча лапамĕсем уçнă. Çав тапхăртах клуб ертӳçи «Шурăмпуç» ансамбль йĕркеленĕ. Унта малтан 15 çын юрланă, халĕ 10 хĕрарăм çӳрет. Пултарулăх коллективĕ ял çыннисене тĕрлĕ концерта час-час йыхравлать. Ансамбль районта тата республикăра иртнĕ фестиваль-конкурсра пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Çакна клубра çакăнса тăракан дипломсем çирĕплетеççĕ. Чăваш халăх юррисене шăрантаракан ансамбль тĕрлĕ ял-хула сценисем çине тухса хăйсен илемлĕ сассисемпе куракансене савăнтарнă. Вĕсем Мускава та çитнĕ. Коллектив ертӳçи пулса Леонид Захаров нумай çул ĕçленĕ, халĕ Ирина Яковлева çак тилхепене тытса пырать. Шел те, нумаях пулмасть Любовь Иванова урăх ĕçе куçнă. Çавăнпа ял çыннисене клуб пуласлăхĕ шухăшлаттарать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шыв-шурта чутах юхса кайман
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче çуралнисем вăрçă нушине самай тӳснĕ, çапах çынлăхпа чунлăх туйăмĕсене паянхи кун та çухатман. «Вăрçă пуçланнă çул эпир Челябинск облаçĕнчеччĕ. Унта атте çăмарта базинче ĕçлетчĕ. 1938 çулта çемйипех ун патне куçса кайрăмăр», — калаçу çăмхине сӳтме пуçларĕ Куславкка округĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакан Валентина Аликова.
Валентина Александровнăн ашшĕне малтанхи кунсенчех фронта кайма ят тухнă. «Сыв пуллашнă чухне пире яла кайăр тесе хушса хăварчĕ, вара эпир виççĕн çула тухрăмăр. Аран-аран çитнĕччĕ Чăваш Ене. Билетсем çукчĕ. Хусантан та тухса килейместпĕр вĕт, пуйăса лартмастчĕç. Чукун çул çинче ĕçлекенсене черетсĕрех билет параççĕ тесе анне унта вырнаçрĕ. Пĕр эрнерен тавар турттаракан пуйăспа Тĕрлемесе çитсе ӳкрĕмĕр. Яла лашапа килтĕмĕр. Самай асап куртăмăр çавăн чухне. Аса илсен йĕрес килет», — куççульне шăлчĕ 92-ри кинемей. Амăшĕпе ачисем яла çитнĕ — килĕнче эвакуаципе килнĕ çынсем пурăнаççĕ. «Пӳрт пушă ларнипе унта Ленинградран куçса килнĕ еврейсене кĕртнĕ. Çапла 7 çын пĕчĕк пӳртре хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Тăватă çулта вĕсем пирĕншĕн тăван пекех пулса тăчĕç. Пахчара пĕрле ĕçлеттĕмĕр, еврей ачисемпе выляттăмăр. Вăрçă çулĕсенче пĕчĕккинчен пуçласа ватă таранчченех колхозра тăрăшаттăмăр. Тырă выраттăмăр, утă çулаттăмăр… Анне бригадирччĕ, çынсен ĕçне йĕркелесе пыратчĕ. Кукаçи пире çава туптаса паратчĕ, вăлах кашни ĕçе мĕнле тумаллине кăтартса пыратчĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ вăрçă ачи. Вăрçă пуçланнă çул Валя Аликова 3-мĕш класра вĕреннĕ. «Ялти шкул çурчĕ ĕçлеместчĕ, ăна хутса ăшăтма вутă çукчĕ. Шкул ачисем валли темиçе çын патĕнче пӳлĕм уйăрса панăччĕ. Челябинскра вырăсла вĕрентетчĕç, ялта — чăвашла. Çавна пулах-ши — начартарах вĕренеттĕм малтан. 4-мĕш класра мухтав грамоти пачĕç», — шкул çулĕсенче тунă сăн ӳкерчĕкĕпе паллаштарчĕ Валентина Александровна. Пуçламăш шкул хыççăн Çăкалăх ачисем пĕлӳ илме малтан Кунер ялне, унтан Карача утнă. Валентина Аликовăн ашшĕ вăрçăран таврăнайман: 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. «Çавах анне ăна кĕтетчĕ, аттене аса илсен йĕретчĕ. Пĕччен чухне те сахал мар макăрнă-тăр», — терĕ кинемей. Шкул хыççăн çамрăк хĕр Чăваш педагогика институчĕн вырăс уйрăмне вĕренме кĕнĕ. «Кунер шкулĕнче Василий Захарович учитель пурччĕ, ун сăмахĕсене çăвар карса итлеттĕм. Урокĕсене савăнса çӳреттĕм, интереслĕ ирттеретчĕ. Ачасемпе питĕ лайăх калаçатчĕ. Аслă классенче Ленинградран килнĕ учительсем вĕрентетчĕç. Карач шкулĕнче Пелагея Гавриловна ăста учитель пурччĕ. Вĕсем пек пулас килетчĕ, çавăнпа педагог профессине суйларăм», — иртнине куç умне кăларчĕ Валентина Александровна. Диплом илсен çамрăк специалиста Чита облаçне ĕçлеме янă. Тин ĕçе пуçăннă педагога çăмăл пулман, çапах вăл йывăрлăхсене парăнтарнă. «Шкулта ашкăнчăк ача пурччĕ, алсишне доска патне ывăтса ларатчĕ. Урокра итлеместчĕ, ăна тарăхнипе класран туха-туха йĕреттĕм. Пĕррехинче завуч мана курчĕ: «Ачасене ан хăвар, класран ан тух. Йывăр пулин те чăтмалла, унпа калаçу майне тупма тăрăш», — терĕ. Хама алла илтĕм те урок хыççăн хăварса çав ачапа чуна уçса калаçрăм, унăн çывăх çыннисемпе те тĕл пулнăччĕ, çавăн хыççăн вăл ашкăнма пăрахрĕ. Ача-пăча ĕлĕк те, халĕ те тĕрлĕрен. Тăрăшса вĕренекен те нумайччĕ, наяннисем те пурччĕ. Мĕн тĕлĕнтеретчĕ: вырăс ачисем çыру ĕçне япăхрах пурнăçлатчĕç, чăваш ачисен ку енĕпе аванрахчĕ. Эпир ĕçленĕ вăхăтра та учительсене пĕлĕве ӳстермелли курссене час-час яратчĕç. Ытти шкула опыт илме çӳреттĕмĕр. Шупашкар районĕнчи Лапсар шкулне те çитсе килнĕччĕ», — каласа кăтартрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ют тăрăхра вăл пилĕк çул ĕçленĕ. Ял каччипе Александр Ефремовпа çемье çавăрсан вĕсем Воркутана тухса кайнă. Анчах унти пурнăç çамрăк мăшăр чунне выртман — çуралнă яла таврăннă. Валентина Аликова тăван районта Воропье, Йĕршер, Чашлама шкулĕсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Пăрмас шкулĕн ертӳçин тивĕçĕсене тăватă çул пурнăçланă. «Директор ĕçĕ питĕ яваплă. Вăл вăхăтра та мана ура хурса пыракансем пурччĕ. Коллективпа пĕр чĕлхе тупаймасан ĕçлеме йывăр. Мĕн кăна тумалла марччĕ тата. Пĕр çулхине Йĕршер шкулĕнче пушар тухнăччĕ, вара унти ачасем Пăрмаса çӳреме пуçларĕç. Вĕсем валли пуçламăш шкул çуртне хутса ăшăтмалли тытăма хута яма хушрĕç. Котельнăй туса лартрăмăр, пӳлĕмсене пăрăхсем кĕртрĕмĕр. Учительсене вутăпа тивĕçтересси те манăн ĕçчĕ. Ăна Атăл хĕрринчен турттарса килмеллеччĕ. Вуттине шывран кăлармаллаччĕ, машинине тупмаллаччĕ. Çавна пула пĕрмай хутлаттăм унта. Хĕлле уйрăмах йывăрччĕ. Шăннипе урасем ыратма тытăнчĕç те — директор ĕçне пăрахрăм. Минкĕш шкулне куçрăм. Ун чухне автобуссем пит пулман, шкула çуран утнă. Йĕпе-сапана та, çил-тăмана та пăхса тăман. Пĕр çуркунне çырмара шыв тулнипе чутах юхса каяттăм вĕт. Аран-аран çăлăнса юлтăм. Çул çинче темĕн те пулать. Хурахсем вăрмантан тухса укçа е ытти япала тытса илеççĕ тетчĕç. Турă мана çав усалсенчен сирсе пычĕ. Телее, унашкалли пулман. Пĕчченех çӳреттĕм, пĕрле утма юлташ та çукчĕ», — Валентина Александровнăн калаçăвне итлесе чун çӳçене-çӳçене илет. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать