Хыпар 92 (28268) № 20.08.2024

20 Авг, 2024

Хăнасем 35,4 пин литр сăра ĕçнĕ

Кĕтнĕ пекех — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар 555 çул тултарнине халалланă уяв мероприятийĕсене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Уяв йĕркеллĕ иртнĕ, пăтăрмахсем пулман, халăх мероприятисене йышлă хутшăннă. Олег Алексеевич вĕсен йĕркелӳçисене тав турĕ.

Малалли калаçу республикăн кăрлач-утă уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тавра тăсăлчĕ. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çичĕ уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ çав-çавах ӳсĕмлĕ пулни савăнтарать — вăл 122% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — иртнĕ çулхи çак тăпхăрти çумне 25% хушăннă. Сĕтелпукан туса кăларакансем производствăна 2,9 хут ӳстернĕ, компьютерсемпе электроника хатĕрĕсен, металл изделисен, металл шăратакансен производстви те нумай хушăннă. Çак индекс ӳсĕмĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче лидер шутланать. Дмитрий Иванович муниципалитетсем мĕнле ĕçленине те хакларĕ. Çĕмĕрле промпроизводство индексне 79% пысăклатнă, Шупашкар хули — 53, Канаш — 47%. Округсем те ырă сăмаха тивĕç: Вăрмарсен, Сĕнтĕрвăррисен, Муркашсен промышленноçĕ çичĕ уйăхра 1,5 хут «ӳт хушнă». Ял хуçалăхне те хурлама çук — отраслĕн асăннă кăтартăвĕ çак тапхăрта 103,9% танлашнă. Сĕт суса илесси, çăмарта туса илесси хушăннă. Аш-какай кăтартăвĕ вара чакнă. Строительсем 31 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 23% сахалрах. Министр Çĕмĕрле, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар кăтартăвĕсем ӳсĕмлине палăртрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрĕн хута янă лаптăкĕ — 450,2 пин тăваткал метр. Çак кăтартăвăн çуррине яхăн пайĕ — уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр. Ку енĕпе 17 муниципалитет округĕн кăтартăвĕсем пысăкланнă, çапах чылай округпа хула каялла утăм тунă. Çав шутра — Шупашкар хули те. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа хушăнса пырать. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен вĕсен йышĕ 113 пинрен те иртнĕ — иртнĕ çулхи çак тăпхăртинчен 25% нумайрах. Çакăнта, иккĕленмест Дмитрий Иванович, патшалăх предприниматель аталанăвне пулăшнин витĕмĕ курăмлă. 7 уйăхра çак тĕллевпе 1,1 миллиард тенкĕ уйăрнă. Инфляци — 4,6% шайĕнче. Ун айне вут хурса тăраканни — пулăшу ĕçĕсен хакĕсем. Вĕсем çак тапхăрта 9,4% пысăкланнă. Утă уйăхĕнче республикăри вăтам ĕç укçи 57,3 пин тенкĕпе танлашнă — номиналлă виçе çулталăк каяллахинчен 20% пысăкрах. Çапах инфляцие кăларса палăртакан чăн шалăвăн виçи те ӳсĕмлĕ — 11% хăпарнă. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çичĕ уйăхри ĕçе бюджет укçипе усă курнин кăтартăвĕсене тĕпе хурса хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ те, тăкакĕсем те пысăкланнă. Халь вăл ертсе пыракан министерство бюджета тӳрлетӳсем кĕртмелли саккун проектне хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Олег Николаев Тăвайсен бюджет укçипе усă курмалли контрактсем тăвас ĕçĕ уксахланине пайăррăн палăртрĕ те — округ ертӳлĕхĕнчен хурав ыйтрĕ: мĕн чăрмантарать? Анчах конференц-çыхăнăвăн тепĕр вĕçĕнче сас паракан пулмарĕ. ЧР Пуçлăхĕ ĕç-пуçа тĕпчеме хушрĕ, Тăвайсен кун пирки ăнлантару çырмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Контрактаци такăннин сăлтавĕсене те уçăмлатма тиветех-тĕр. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ĕç хушăнсах пырать. Бюджет укçипе усă курассипе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене сăнлакан цифрăсем ӳсĕмлĕ, анчах халь тăкак обязательствисем те чылай пысăкрах — çавăнпа та лăпланса ларма юрамасть. Правительство паян кăçалхи бюджета тӳрлетес, çитес çулхи бюджет проектне хатĕрлес енĕпе ĕçленине кура ку ыйтусем пушшех пĕлтерĕшлĕ — бюджетпа çыхăннă уçăмлă ӳкерчĕк кирлĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шупашкарта пурăнас, ĕçлес тата юратас килет

«Çавра датăна кура Шупашкар хăйĕн юбилейне питĕ пысăк калăпăшлă, чаплă ирттерчĕ. Эпĕ кунта пĕрремĕш хут, пуçласа куртăм кун пеккине. Йăлтах кăмăла килчĕ. Пултаруллă та ăста мĕн чухлĕ çынна явăçтарнă! Вĕсене курма халăх çав тери йышлă тухнă. Вăй питтисене кăна мар, çамрăксемпе ачасене те, аслăраххисене те чĕннĕ», — шухăшне палăртрĕ Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ Елена Матроскина. Елена Хула кунĕнче «Пултарулăх бульварне» хутшăнчĕ. Вăл тĕрлĕ тутлă чей хатĕрлес енĕпе ĕçлет.

Тӳпере тюльпан чечек çурчĕ

Тĕп хуламăр 555 çул тултарнине халалланă тĕп мероприятисене ирттерме çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче çанталăк питĕ лайăх тăчĕ. Çумăр çумарĕ, сивĕ пулмарĕ, çил те çукчĕ. Халăх чăннипех савăнчĕ. Юбилей кунĕ Хĕрлĕ лапамра çăлтăрпа зарядка тунинчен пуçланчĕ. Çак проекта хула çыннисем 2011 çулта пуçласа хутшăннăччĕ. Ун чухне вăл Студентсен скверĕнче иртнĕччĕ. 2013 çулта «Зарядка — çăлтăрпа» сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 28 пин çынна пухнăччĕ. Çапла майпа Раççейпе Европа Рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕччĕ. Уяв кунĕнче тĕрлĕ хускану тума Хĕрлĕ лапама ватти те вĕтти пуçтарăнчĕ. Спорт стильне кăмăллакансене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов саламларĕç. «Спорт вăл — çĕнтерӳ. Шупашкар — çĕнтерӳçĕсен хули. Эпир çĕнтеретпĕрех!» — терĕ Владимир Доброхотов. Пухăннисене сывлăха çирĕплетме пулăшакан хусканусене республикăри паллă спортсменсем Алексей Германов, Владислав Поляшов, Иван Соловьев, Александр Федоров кăтартрĕç. Çавăн пекех «Шупашкар хурчкисем» /«Чебоксарские ястребы»/ баскетбол клубĕн вăйăçисем, Чăваш Енри Фитнес-аэробика федерацийĕн спортсм嬬¬нĕсем сцена çине тухрĕç. Шупашкарсене зарядка тутаракан çăлтăр хальхинче пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ Раççейĕн театрпа кино актерĕ Анатолий Гущин пулчĕ. Вăл сцена çине тулли кăмăлпа тухрĕ, хула çыннисемпе хăнисене юбилей ячĕпе саламларĕ, çĕнĕ çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем сунчĕ. «Мана çăлтăрпа пĕрле зарядка туни çав тери кăмăла кайрĕ. Эпĕ çуралса ӳснĕ хула юбилейне паллă тăвать. Çакă мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Эпĕ тăван хулана юрататăп. Вăл тата ӳссе, аталанса, хитреленсе пынине курас килет. Пĕрлехи вăйпа темĕн те тума пулать», — хавхаланăвне пытармарĕ Мария Иванова волонтер. Шăп кăнтăрла, Раççейри сывлăш флочĕн ку¬нĕнче тата Чăваш Республикин тĕп хули 555 çул тултарнă кун, Шупашкар кӳлмекĕнче «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ авиашоу пуçларĕ. Вĕçев ко¬мандин ăсталăхне курма çĕр-çĕр çын килнĕ. «Питĕ чаплă!», «маттур!», «браво!» — кăшкăрчĕç куракансем тӳпенелле тинкерсе. «Вĕршĕнсем» Нестеров ункине, ытти эрешсене турĕç. Çавăн пекех МИГ-29 истребительсем сывлăшра «тюльпан çурăлнине» кăтартрĕç. Çапла майпа вĕсем хула çыннисене виçĕ цифрăран тăракан юбилей ячĕпе саламларĕç. Моторсем кĕрленĕ сасă хулипех илтĕнсе тăчĕ. Сăмах май, авиашоуна курассишĕн хăшĕсен икшер сехет пăкăра ларма тиврĕ. Анчах ку уяв кăмăлне пĕрре те пăсмарĕ. «Вĕршĕнсене» Шупашкарсем питĕ кăмăллаççĕ. Ăста пилотсем парăмра юлмарĕç, кайăксенчен те хитререх вĕçрĕç. Вĕсем пирĕн хулара пĕрремĕш хут кăна мар. «Волжский-3» микрорайонти пĕр садике вĕсен ятне те панă. Кăçал пилотсем Шупашкарти кадетсемпе, шкул ачисемпе те тĕлпулусем йĕркелерĕç. Гагарин урамĕнчен пуçласа Воробьев композиторсен урамне çити тăсăлакан «Пултарулăх бульварĕ» кĕрлесе, шавласа, юрласа, ташла¬са тăчĕ. Кунта курмалли çав тери нумай! Тутан¬малли те, астивмелли те паллах. Унсăрăн мĕнлеха? Чăннипех пултарулăх бульварĕ пулчĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство делегацийĕ «Телейлĕ ачалăх хули» лапампа, Чăваш Енри халăх ăстисен ĕçĕсен, фольклор ушкăнĕсен куравĕсемпе паллашрĕ. Олег Алексеевич уйрăмах спортпа /аэробика, хоккей, дзюдо, самбо, йывăр атлетика, кире спорчĕ, илемлĕ гимнастика, фехтовани енĕпе/, патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă лапамсене пысăк тимлĕх уйăрчĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Троллейбус паркĕ çĕнелет

Çĕнĕ Шупашкар урамĕсене харăсах çĕнĕ 20 троллейбус тухĕ. Шăматкун вĕсене савăнăçлă лару-тăрура Чăваш транспорт управленине пачĕç.

ДОМ.РФ аталану институчĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май туяннă троллейбуссен икĕ теçетке машинăран тăракан пĕрремĕш партийĕ вĕсен химиксен хулинчи паркне туллин çĕнетме май парать. Çулталăк вĕçлениччен тата 72 троллейбус килмелле. Вĕсенчен 59-шĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан 60, 61-мĕш тата Çĕнĕ Шупашкарта йĕркелекен 51, 56-мĕш маршрутсем çинче ĕçлĕ. Çуллен вĕсем 20 миллион ытла пассажира çитмелли вырăна илсе çитерĕç. ДОМ.РФăн инфратытăм облигацийĕсен çăмăллăхлă майĕсемпе усă курса Ĕпхӳри трамвай-троллейбус завочĕн 92 троллейбусне туяннă – пĕтĕмпе 3,1 миллиард тенкĕлĕх. Ку — çак механизмпа усă курса пурнăçланă пирвайхи транспорт проекчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене çак пулăмпа саламланă май Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар кăçал пĕтĕмпе çĕнĕ 153 троллейбус илессине çирĕплетрĕ. ДОМ.РФ программисĕр пуçне лизинг мелĕпе 40 троллейбус илме палăртнă. Тата 21 троллейбус — республика бюджечĕн укçипе. Çакна Олег Алексеевич Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне пурнăçлама тытăннипе çыхăннă утăмсем тесе хакларĕ. Вăл çак ĕçе 2020 çулта никĕс шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ документ — транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕн паспортне — хатĕрлессинчен пуçланине аса илтерчĕ. Çавна май маршрут сечĕсене, пассажирсен юхăмне, ыттине тĕплĕ тĕпченĕ. Хайхи паспорта 2022 çулта йышăннă. Çакă тивĕçлĕ проектсем хатĕрлесе вĕсене пурнăçлама укçа ыйтмашкăн «федераци министерствисен алăкĕсенчен шаккама» май панă. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков Раççей Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин çак проекта тӳрре кăларма пулăшнине пайăррăн палăртрĕ — «Чăваш Ене лайăх пĕлнĕ май вăл проекта ырларĕ». Республика ДОМ.РФпа алла-аллăн ĕçлесси вара малалла тăсăлĕ. Анатолий Геннадьевич агломераци мастер-планĕпе килĕшӳллĕн халь «Шупашкар — Çĕнĕ Шупашкар» çулпа параллельлĕ тепĕр çула проектлама тытăннине палăртрĕ — аталану институчĕн тĕревĕ ку енĕпе те вырăнлă пулмалла. Дублер çул кирлине вара депутат пĕр кун маларах хăй курса ĕненнĕ: «Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара килме тухрăм та — «пăкăра» ларма тиврĕ. 10 минут вырăнне сехет ытла çухатрăм». Савăнăçлă церемоние Шупашкара Ĕпхӳри трамвай-троллейбус завочĕн директорĕ Денис Рассадников ятарласа килнĕ. Вăл хăй ертсе пыракан предприяти машинисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар урамĕсене илем кӳнипе кăмăллă пулни çинчен каларĕ, ЧТУ ĕçченĕсене хăй вăхăтĕнче йывăр çулсем пулнине пăхмасăр транспортăн çак тĕсне упраса хăварнăшăн тав турĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Стажер фонд ĕçĕпе кăмăллă

Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Александр Тихонов полковник «Паттăрсен вăхăчĕ» программăна хутшăнни çинчен эпир çырнăччĕ. Иртнĕ эрнере вăл Чăваш Енре пулнă, стажировкăн черетлĕ кунĕсене тăван республикăра ирттернĕ.

«Паттăрсен вăхăчĕ» — Президент академийĕн Патшалăх управленийĕн аслă шкулĕн Владимир Путин Президент хушнипе СВОна хутшăннă çынсем валли пурнăçлакан программа. Çар служащийĕсем вĕренеççĕ, патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлемелли опыт илеççĕ. Александр Тихонов наставникĕ — Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров. Çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн СВО паттăрне пилĕк орденпа, çав шутра виçĕ Паттăрлăх орденĕпе, наградăланă. Александр Тихонов «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» патшалăх фончĕн чăваш филиалĕнче пулнă, ятарлă çар операцине хутшăннисемпе, вĕсен çемйисен членĕсемпе, çавăн пекех фонд ĕçченĕсемпе курнăçса калаçнă. «Фонд ĕçне пĕлсе йĕркеленĕ: çар служащийĕсене, ятарлă çар операцине хутшăннисене, вĕсен çемйисене психологи енĕпе пулăшассине те, социаллă пулăшу кӳрессине те», — тенĕ вăл. Чăваш Енри фонд — Александр Тихонов стажировка тапхăрĕнче паллашнă çакнашкал тăваттăмĕш тытăм. Маларах вăл Самар, Пенза, Чулхула облаçĕсенчи филиалсенче пулнă. Фондăн республикăри филиалĕн ертӳçи Елена Зайцева патшалăх фончĕн регионти уйрăмĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Ăна уçнăранпа филиал сотрудникĕсем 15 пин ытла ыйту йышăнма ĕлкĕрнĕ. Аса илтерер: «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда Владимир Путин Президент хушнипе туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕ — СВОна хутшăннисемпе, вĕсен çемйисемпе пайăррăн ĕçлесси. Фонд вĕсене медицина пулăшăвĕ, социаллă хӳтлĕх тĕлĕшпе кăна мар, çĕнĕрен вĕренес, ĕçе вырнаçас, юридици енĕпе те пулăшать. Çав кунах Александр Тихонов республикăн Регион управленийĕн центрĕн ĕçĕпе те паллашнă. Республикăра пурăнакансен соцсетьсенчи ЦУР специалисчĕсем тишкерекен, шута илекен пĕлтерĕвĕсем чылай чухне шăпах боецсене пулăшмалли мерăсемпе çыхăннă. Чылайăшĕ хăйсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса памашкăн пулăшу ыйтать. «Центр ĕçлеме пуçланăранпа эпир 240 пине яхăн пĕлтерĕве тишкернĕ. Вĕсен шучĕ çуллен пысăкланса пырать», — тенĕ ЦУР ертӳçи Татьяна Немцева. Александр Тихонов «Паттăрсен вăхăчĕ» вĕренӳ программине хутшăннă май хăйĕншĕн ентешсен нушисене курса тăни, вĕсенчен тĕрлĕ каналпа килекен ыйтусене пĕлни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă. Сăмах май, вăл маларах Чулхулара округăн тата облаçăн регион управленийĕн центрĕсенче те пулнă. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Вĕсем пĕччен мар…

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе РФ Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд йĕркелерĕ. Асăннă фондăн филиалĕсем кашни регионтах пур. Чăваш Енре вăл Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă.

«Пĕр чӳрече» мелĕпе

«Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд филиалĕ СВОна хутшăнакансене те, вилнĕ çар çыннисен çемйисене те пулăшу кӳрет, тĕрлĕ ыйтăва татса пама тăрăшать. Социаллă координаторсем тĕрлĕ специалистпа пĕрле ĕçлеççĕ, вĕсен шутĕнчех ĕçпе тивĕçтерекенсем, социаллă хӳтлĕх службисем, çар комиссариачĕн, прокуратура ĕçченĕсем, медицина психологĕсем пур. Филиал уçăлнăранпа социаллă координаторсем 4500 ытла çынран 15000 ытла ыйту илнĕ. Филиалăн пĕлтерĕшлĕ çулйĕрĕсенчен пĕри — СВО инваличĕсене социаллă реабилитаци иртме пулăшасси, вĕсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтересси. Социаллă координаторсен çак пулăшу йĕркисене пĕлсе тăмалла. Çавна май вĕсем квалификацие ӳстерсех тăраççĕ. Акă, нумаях пулмасть «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд филиалĕн лапамĕнче ятарлă семинар иртнĕ. Унта РФ Правительствин хăш-пĕр йышăнăвĕн улшăнăвĕпе паллаштарнă, çавăн пекех реабилитаци майĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва, çав шутра электрон сертификатпа усă курса çар çапăçăвĕсен ветеранĕсене реабилитаци техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине пăхса тухнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси адреслă тата «пĕр чӳрече» мелĕпе пурнăçланмалла. Çакна тума асăннă фонда ведомствăсемпе çыхăнса ĕçлемелли тытăм пулăшать. Сăмахран, «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн шанчăклă партнерĕ — РФ Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ. Филиал йĕркеленнĕренпех Социаллă фонд çар çыннисене тата вĕсен çемйисене пулăшать. Социаллă фонд ĕçченĕсем СВО салтакĕсене «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн филиалĕнче йышăнаççĕ: консультаци ирттереççĕ, тӳлевсене тата реабилитаци хатĕрĕсене тивĕçме заявленисем йышăнаççĕ, ытти тĕлĕшпе те пулăшаççĕ. СВО ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене ытларах социаллă пулăшу кăсăклантарать. Социаллă координаторсем кашни кунах 9-тан пуçласа 18 сехетчен ĕçлеççĕ. Вĕсем патне ентешсем тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ. Кашнин хăйĕн историйĕ, шăпи. Координаторсем вĕсен ларутăрăвне ăнланнă май ĕç планне хатĕрлеççĕ. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисемпе вĕсен çемйисем валли уйрăм программа тăваççĕ. Сăмахран, СВОна хутшăннă Сергее Марина Антонова социаллă координатор пулăшать. Арçын çар тивĕçне пурнăçланă чухне аманнă. Çавна май вăл медицина учрежденийĕнче сипленнĕ. Инвалид статусне илме унăн тĕрлĕ процедура витĕр иртмелле пулнă. Марина ăна çак ĕçе йĕркелеме пулăшнă — ыйту хăвăрт татăлнă. СВОна хутшăннă Роман «пĕр чӳрече» мелĕпе çар çапăçăвĕн ветеранĕн удостоверенине илнĕ, тĕрлĕ пулăшу майĕсене йĕркеленĕ. Çĕнĕ статус илнĕ хыççăн Роман Социаллă фонд тата ПСБбанк ĕçченĕсене электрон удостоверени тума саккас панă. Çакнашкал пулăшу майĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче паллашма пултараççĕ. Платформăра федераци, регион тата муниципалитет шайĕнчи пулăшу мерисем пурте пур. Вĕсене категори тĕлĕшпе уйăрнă: çар служащийĕсем, мобилизациленнисем, Донбасс хӳтĕлевçисем, ЧВК сотрудникĕсем... СВО салтакĕсем портал урлă фондăн социаллă координаторĕ патне те çырăнма пултараççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Чăваш олимпиецĕсен çитĕнĕвĕсем çырма хавхалантарса пычĕç»

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Анатолий Хованский ача, яш чух журналистика пирки шухăшламан, пурнăç шăпи вара ăна хаçат ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пичет анинче 45 çул тăрăшса пысăк йĕр хăварнă. Çак тапхăрта вăл журналист çӳпçине вун-вун статья-очеркпа, тĕрленчĕкинтервьюпа, кĕнекесемпе пуянлатнă, тавра пĕлӳре пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă. Сумлă çыннăмăра редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Анатолий Ильич, эсир хăçан çырма пуçланă? Пичет ĕçне епле пырса кĕтĕр?

— Салтакран килсен мана районти комсомол комитетне ĕçе илчĕç. Çавăнта çырма тытăнтăм. Тĕрлĕ отчет, информаци хатĕрлемеллеччĕ, район хаçатĕнче çамрăксен пурнăçĕпе комсомол ĕç-хĕлне çутатмаллаччĕ. Çырнине кура мана 1968 çулта редакцие куçарчĕç. Пуçланса кайрĕ вара журналист пурнăçĕ.

— Мĕнле темăсемпе çыраттăр? Хăвăр статьясенче чылай ыйтăва хускатнă пулĕха?

— Пур темăпа та çырма тивнĕ: ял хуçалăх, парти пурнăçĕ, культура… Спорт манăн тĕп тема пулса тăчĕ. Районти спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен нумай çыртăм. «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕнче ĕçлеме тытăнсанах спортпа çыхăннă материалсем пухма тытăнтăм. 1975 çулта «Спорт – пирĕн тус» пĕрремĕш кĕнеке кун çути курчĕ. Унтан районти спорт шкулĕн кун-çулне уçса паракан кĕнеке тухрĕ. Ăна кайран çĕнетсе пичетлерĕмĕр. Халĕ те акă спорт учрежденийĕн юбилейĕ тĕлне тепĕр кĕнеке хатĕрлетпĕр. 2012 çулта районти спорт энциклопедийĕ вулакан патне çитрĕ. Икĕ çултан ăна пуянлатса кăлартăмăр. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем çинчен кăна мар, спортра пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăксене те кĕртрĕмĕр.

— Эсир паллă спортсменсенчен те интервьюсем илнĕ...

— Чăваш енĕн пĕрремĕш олимпиецĕпе Валериан Соколов боксерпа, Николай Пуклаков атлетпа тата ыттисемпе темиçе хут курса калаçнă. Шăпах вĕсен çитĕнĕвĕсем мана спорт темипе çырма, кĕнекесем хатĕрлеме хавхалантарса пычĕç.

— Хăвăр спортпа туслă пулнă-и?

— Çамрăк чухне ытти ачапа пĕрле футболла, волейболла час-час выляттăмăр. Йĕлтĕр спорчĕ уйрăмах килĕшетчĕ, ăмăртусене хутшăнса 3 разряд нормативне тултарнăччĕ. Çарта чухне те спортран уйрăлман. Мĕн çамрăкран шашка-шахматла выляма юрататтăм. Республикăри паллă шашистпа Валерий Наумовпа та пĕр сĕтел хушшинче ларнăччĕ.

— Хальхи вăхăтра Вăрмарти спорт аталанăвне епле хаклатăр?

— Унчченхи спорт тĕсĕсене упраса хăварни савăнтарать. Акă Кавалта кĕрешӳ секцийĕ тахçантанпах пур, паянхи кун пĕртăван Таратинсен ĕçне Алексей Туртушов тăсать. Вăрмарта самбистсемпе боксерсене çитĕнтереççĕ, Мăнçырмара — велоспорт, Пысăк Енккассинче çăмăл атлетика аталанаççĕ. Шăхальти каратэ секцийĕ поселока куçрĕ. Çĕнĕ ФСК уçăлнă хыççăн шывра ишессин, аэробика уйрăмĕсем уçăлчĕç. Тĕслĕхрен, унта кĕске тапхăртах лайăх ишевçĕсене çитĕнтерчĕç. Энĕшпуçра, Çĕнĕ Кинчерте, Чупайра йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Пирĕн футболистсен те çитĕнӳсем пур.

— Районти редакцире камсемпе çума- çумăн ĕçлерĕр?

— Ванифатий Андреев, Николай Васильев тĕп редакторсемпе, Аниса Белова, Виталий Миронов, Иван Иванов, Петр Петров, Вячеслав Афиногенов, Алевтина Николаева журналистсемпе нумай çул пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Чылайăшĕ пирĕн хушăра çук пулин те вĕсемпе пĕрле ирттернĕ кунсем халĕ те асрах. Шăпах редакци коллективĕ сĕннипе 1989 çулта хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен ăмăртăвне пуçарса ятăмăр. Халĕ те ирттереççĕ ăна. Ырă йăласем манăçманни кăмăла çĕклет.

— Эсир Журналистсен союзĕн Вăрмарти пуçламăш организацине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă.

— Союза 1971 çулта чи пĕрремĕш кĕтĕм. Республикăри паллă журналистсем Геннадий Мальцевпа Алексей Крысин ман ĕçе лайăх хак пачĕç. Вара районти çыракансен ушкăнне чăмăртама сĕнчĕç. 1974 çулта журналистсен пуçламăш организацине турăмăр. Союз йышĕ çуллен пысăкланса пычĕ. 1973 çулта редакци çумĕнче литература пĕрлешĕвне тепĕр хут чĕртсе тăратрăмăр. Шăпах çак организацисем районти нумай çамрăка пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшрĕç.

— Ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн ку отрасле куçас шухăш пулман-и?

— Чĕнетчĕç. Ун чухне те специалистсем кирлĕччĕ. Энĕшпуçри совхоз директор председателĕн должноçне те сĕннĕччĕ, анчах редакци ĕçĕнчен уйрăлас килмерĕ. Аграри секторĕ ялан питĕ пĕлтерĕшлĕ тытăм пулнă. Унта ĕçлеме пысăк опытпа ăсталăх кирлĕ.

— Сире шăпа Муркаш тăрăхне те илсе çитернĕ...

— Çапла. Чăваш обкомĕ хушнипе район хаçачĕн редакторне çирĕплетрĕç. Унта икĕ çул ытла ĕçлерĕм. Çав тапхăрта çемье Вăрмартах пурăнчĕ, анне те ялта пĕчченехчĕ. Çывăх çынсемшĕн тунсăхлаттăм та кашни эрнерех тăван тăрăха çӳреттĕм. Парти шкулĕнчен вĕренсе тухсан Вăрмарах таврăнтăм.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн аçăр прокурор пулнă...

— Атте Илья Ефимович Аслă вăрçă витĕр тухнă. Кайран Хĕрлĕ Чутай, Хусан тата Рязань прокуратурисенче тăрăшрĕ. Яла мотоциклпа килсе çӳретчĕ. Вĕсем аннепе çĕнĕ пӳрт те хăпартнă. Халĕ те ларать-ха вăл. Анне Феодосия Демьяновна дояркăра ĕçлетчĕ, 92 çулта пиртен уйрăлчĕ. Манăн та çав çула çитес килет. Шăллăм Владимир Рязаньте аттепе юнашар пурăнчĕ. Пенсие тухсан тăван енех чунĕ туртрĕ, юлашки кунĕсене Шупашкарта ирттерчĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă. 

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.