ЧР культура министрĕ Светлана Каликова паян Шупашкар округĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ

13 Авг, 2024

Вӑл "Культура" наци проекчĕпе тăвакан, çĕнетсе улăштаракан объектсене çитсе курчĕ.

Салапайкассинчи культура çурчĕ çунса кайнă хыççăн чылай вăхăт пушă ларнă. 2022 çулта кунта çĕнĕ клуб тума пуçланă. Япăх подрядчике пула ĕç вăраха тăсăлнă. Халĕ урăх подрядчик ĕçлет. Ĕçсен 90 процентне пурнăçланă. Кăçалхи авăн уйăхĕн варринче хута ярасшăн.

Тренкассинче вара Пултарулăх çуртне реконструкцилеççĕ. Икĕ уйăхра чылай ĕç пурнăçланă. Ку объекта та кăçалхи кĕркунне вĕçлесшĕн. Поселокра пурăнакансем ăна çав тери кĕтеççĕ.

www.hypar.ru Валентина Петрова сӑн ӳкерчӗкӗсем

Рубрика: 

Комментировать