Электричество энергийĕшӗн малашне телефонри приложени урлӑ тӳлемелле

7 Авг, 2024

"Чӑваш Ен энергосбыт компанийĕ" пĕрлĕхĕн Çĕрпӳри уйрăмĕн директорĕ Елена Иванова пресс-конференци йĕркелерĕ, тытăма цифровизацилессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. 

Çĕртме уйăхĕнчен энергосбыт компанийĕ электричествăпа усă куракансем патне квитанцисем яма пăрахнӑ. Елена Александровна ăнлантарнă тăрăх, усă курнă киловаттсемшĕн потребительсем интернет урлă тӳлеме, счетчик кăтартăвĕсене пĕлтерме пултараççĕ. Çавна май смартфон çине ятарлă приложени вырнаçтармалла, регистрациленмелле.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" тата Красноармейски округĕн "Ял пурнăçĕ" хаçатсен çитес номерĕсенче.

Валентина БАГАДЕРОВА. 

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментировать