Шкулсен картишĕсем çĕнелеççĕ

26 Июл, 2024

Тĕп хула 555 çул тултарнă тĕле лайăх парне: Шупашкарти 11 шкулăн картишĕсем çĕнелсе хăтлăланĕç. Хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа тата ЧР Патшалăх Думин депутачĕпе Николай Николаевпа пĕрле çак кунсенче шкулсен картишĕсене тирпейлесе хăтлăлатассипе çыхăннă ĕçсемпе паллашнă.

Асăннă ĕçе республикăн «Вĕрентӳ аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Çак тĕллевпе çур миллиард тенке яхăн уйăрнă. Çулсемпе тротуарсене юсаççĕ, спортзонăсем, стадионсем тăваççĕ, тулашри çутă сетьне йĕркене кĕртеççĕ — ачасемшĕн тĕттĕм вăхăтра çӳреме те шикленмелле ан пултăр. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне тĕп хулари 14 пин ача валли çĕнелнĕ шкул картишĕсем пулĕç. — Кунашкал юсав пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман, — тет 59-мĕш шкул директорĕ Ольга Курмаева. — Хамăрăн вăйпа, паллах, мехел çитереес çукчĕ. Ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк — ыйтăва республика тата хула программисемпе кăна татса пама пулать. — Вĕренӳ çулĕ пуçланнă тĕле мĕн пур объектри ĕçсем вĕçленессе, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кунта тата илемлĕрех пуласса шанатпăр, — çирĕплетсех каларĕ Алла Салаева. Çурла уйăхĕнчех, Хула кунĕ тĕлне, 2-мĕш шкул çумĕнче çĕнĕ стадион ĕçлесе кайĕ — унта ачасене кирли пĕтĕмпех пулĕ. Йăлтах ăнăçлă пулмалла — тепрехинче кунта стадиона уçма килĕпĕр. — Кунашкал анлă юсав ĕçĕсем çак шкулсенче вĕсене хута янăранпа та пулман, — терĕ Николай Николаев. — Шкулсен çумĕнчи стадионсем, çутă сечĕ, асфальт, ытти çĕнелеççĕ. Çак картишсем юнашар пурăнакан çынсене илĕртекен вырăнсем пулнине те ăнланмалла, çавăнпа вĕсем спорт сооруженийĕсемпе усă курма пултарассине тивĕçтересси çинчен те шухăшламалла. Владимир Доброхотов юсав ĕçĕсен пахалăхне тимлĕ сăнаса тăнине çирĕплетрĕ: «Кашни ача хăйне хӳтлĕхре туйтăр, шкулта вăхăта тулли кăмăлпа тата усăллă ирттерме пултартăр».

Çĕнĕлĕхсене ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ çывăх вăхăтрах хаклама пултарĕç. Шкулсен картишĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă ĕçсене хулан капиталлă строительство управленийĕ «Дорэкс» подряд организацийĕпе тунă контрактпа килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Ĕçсен пысăк пайне тунă ĕнтĕ, çапах ĕçлемелли тата чылай-ха. 47, 48- мĕш шкулсенче спорт площадкисене йĕркене кĕртеççĕ, 42-мĕшĕнче кану зони пулмалла, çулсемпе тротуарсене асфальт сарма хатĕрлеççĕ. Асăннă йышши ĕçсем çавăн пекех 55, 59, 40, 22, 61, 53-мĕш шкулсенче пыраççĕ. Унсăр пуçне 2-мĕш шкул территорийĕнче «Т Плюс» компани ăшăпа тивĕçтерекен сеть сыпăкне реконструкцилет.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.