Хыпар 80 (28256) № 23.07.2024
Ачалăха аса илтерекен уяв
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕ Шупашкарта пурăнакансемпе хăнасемшĕн пылак праçникпе палăрса юлчĕ. Тĕп хуламăрта çырла фестивальне кăçалхипе иккĕмĕш хут ирттерчĕç.
Ку уяв улма-çырла сутма-илме май пуррипе çеç мар, хаваслă программăпа та, сăн ӳкерĕнмелли илемлĕ лаптăксемпе те асра юлĕ. Акă Муркаш округĕнчен килнĕ В.Федоров фермер уява çĕр çырлин çĕнĕ сортне илсе пынă. Ăна тутанса пăхма та, кучченеçлĕх илме те, çырла тĕмне туянма та май пулчĕ. Уява нумай специалист хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене паллаштарса илем кӳчĕ — вăл икĕ кун кĕрлерĕ. Малтанхи кун фестиваль Машина тăвакансен тăкăрлăкĕнче иртрĕ. Унта фермерсем, ку енĕпе ĕçлекен специалистсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Сад центрĕ Чăваш Енри пултаруллă ăстасене пуçтарчĕ. Фестивальте 21 фермер хăйсем туса илекен таса продукципе паллаштарчĕ. Фестивале Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕ. «Пирĕн республикăра улма-çырла туянасси кăçал, 2018 çулхипе танлаштарсан, çын пуçне 6 килограмм ытларах пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни çын пуçне 64 килограмм тухать», — терĕ Олег Алексеевич. Шупашкар хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов та уяв пирки хăйĕн шухăшне каларĕ. «Паянхи уяв пире ачалăха аса илтерет. Пирĕн Чăваш çĕрĕ чăннипех те пуян, тавралăхĕ те, çут çанталăкĕ те илĕртет. Малашне Шупашкар фестиваль ирттерекен лапам пулса тăрасса шанса тăратăп», — терĕ вăл. Фестивале уçма çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, депутатсем, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата паллă ытти çын хутшăнчĕ. Çырла туса илесси ӳсни, ăна аталантарни пĕтĕмпех фермерсене патшалăх пулăшăвĕ ытларах панипе пулса пырать. Ку шухăш йăнăш маррине фермерсем хăйсем те асăнчĕç. Вĕсен сĕнĕвĕсене Правительство, паллах, шута илĕ. Патшалăх çырла туса илес енĕпе икĕ грант — «Агростартап» тата «Перспектива», икĕ тĕрлĕ субсиди йĕркеленĕ. Унсăр пуçне «Фермерсен шкулне» хута янă. Каласа хăвармалла, унта вĕренсе ăс пухнисем фестивальте фермер дипломне илчĕç. Малтан вĕренсе тухнă 22 фермер çырла туса илме гранта тивĕç пулнă. Ку, паллах, вĕсем хăйсем туса илекен çырла лапамĕсене ӳстернипе те çыхăннă. Ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская фермерсен шкулĕнчен вĕренсе тухнисем малашне чăваш çĕрне аталантаракансем пуласса шанни çинчен каларĕ. Сергей Артамонов виçĕ çулта çырла ӳстерессине аталантарас енĕпе кăна патшалăх 205 миллион тенкĕ уйăрнине, ăна 40 яхăн фермер илме тивĕç пулни çинчен асăнчĕ. Пирĕн республикăри фермерсем грант майĕпе кăна 151,7 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникре пулчĕ. Уява Ял хуçалăх министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ, «Ивушка» питомник, «Агроинновацисем» пĕрлешӳ йĕркеленĕ. Фестиваль программи вара çав тери пуян пулчĕ. Кунта ача-пăчаран пуçласа ватăсем таранах курмалли-пĕлмелли çителĕклĕччĕ. Илемлĕ тум тăхăннă «çырласем» хăнасене хăйсем патне таçтанах илĕртрĕç. Пуç кăшăлĕ, пылак çимĕç хатĕрлекенсен, ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсĕсенче çĕнтернисем уява хăйне май илем кӳчĕç. Çапах чи пĕлтерĕшли тĕрлĕ улма-çырла, чечек тĕммисене 20-30% йӳнĕрех хакпа туянма май пурри туянакансемшĕн аван пулчĕ. Экспертсемпе специалистсен мастеркласĕсем те çӳллĕ шайра иртрĕç. Ача-пăча коллективĕпе пĕрле чăвашсен паллă артисчĕсем Августа Уляндина, Алексей Московский тата ыттисем уявра юрлани-ташлани фестивалĕн чи кăсăклă саманчĕ пулчĕ. Çырла фестивалĕн чи кăтартуллă самантне, СВОри ентешсем валли çĕр çырли варенине пĕçермелли акцие, асăнмалла. Йышпа 100 яхăн банка варени пĕçерсе савăтсене тултарчĕç. Ăна çитес вăхăтра çапăçу хирне ăсатĕç. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Фольклор урлă – çамрăксем патне
Кулленхи шăв-шавран, электрон кĕвĕрен йăлăхса çитсен чун-чĕре шыракан канлĕхе ăçта тупмалла? Халăх сăмахлăхĕнче. Чăвашсем юрă вăйне ĕлĕкех ĕненнĕ, вăл чуна сиплессе шаннă — халăх юррисене итлесен çак сăмахсен тĕрĕслĕхне чăннипех ăнланатăн. Раççейре «Фольклорăн пĕрлехи кунĕ» акци йĕркелени те ахальтен мар пулĕ. Хамăрăн авалтан пыракан хаклăхсене упрама пĕлни темрен паха.
Акципе килĕшӳллĕн Чăваш Енре те мероприяти сахал мар пулчĕ. Çапах чи калăпăшли — Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче йĕркеленĕ «Манăçми аваллăх» фольклор уявĕ. Ăна ирттерме 19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн хуçалăхĕн музейне суйланă. Палăртмалла: çак музей çулленех сахал мар çынна илĕртет. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ытти регионтан канма килекен туристсем те пулса кураççĕ, тĕнче курса çӳрекен, çĕршывĕпе паллă блогерсем вара сюжет ӳкерсе каяççĕ те интернетра сараççĕ. Çакăн пек паллă вырăнта иртнĕ те «Манăçми аваллăх» фольклор уявĕ. Халăх пултарулăхĕн культура центрĕпе Етĕрне округĕн администрацийĕ йĕркеленĕ мероприятие Вăрнар, Канаш, Елчĕк тăрăхĕсенчен тата Шупашкартан «Хăват», «Укăлча», «Тарават» тата «Пилеш» çамрăксен фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Етĕрне çĕрĕ те пултаруллă çынсемсĕр мар. Çакна уява пухăннисем мероприятие уçнă вăхăтрах курса ĕненме пултарнă: Лапракасси культура çурчĕн «Выйкăт» çемье фольклор ансамблĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Чи малтанах ЧР предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Александр Рыбаков сăмах каланă. Етĕрне округĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Степанова уявра çамрăксене курма уйрăмах кăмăллă пулнине палăртнă. Етĕрне округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Офаринов çакнашкал уявсем çамрăксене халăх йăли-йĕркипе тата тăван чĕлхепе ытларах кăсăкланма хавхалантарнине асăрханă. Халăх пултарулăхĕн культура центрĕ уяв хăнисем валли интерактивлă программăсем йĕркелесе ирттернĕ. Унта кашниех хăйне тĕрлĕ конкурсра кăтартма пултарнă. «Чи лайăх визитка» конкурсра Шупашкарти «Пилеш» ушкăн çĕнтернĕ. «Халăх пултарулăхĕн ярмăркки» конкурсра Канаш округĕн «Укăлча» ушкăнне çитекен пулман. «Пĕлетĕн-и?» квест-вăйăра чи лайăххи вара — Вăрнар тăрăхĕнчен килнĕ «Хăват» ушкăн. Гран-при çĕнсе илекенĕ — Елчĕк округĕнчи «Тарават» ушкăн. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Объектсем вăхăтра хута каяççĕ
Çул тумалли, ăна реконструкцилемелли, юсамалли тапхăр малалла пырать. Ĕçе «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçал епле йĕркелени çинчен республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров хуравлать.
— 2024 çулта нацпроекта пурнăçлама Чăваш Ене 3,5 миллиард тенкĕ уйăрнă, çав шутран 1,6 млрд — федераци бюджетĕнчен. Паянхи кун тĕлне 42 обĕектра (25-шĕ — регион, 17-шĕ муниципалитет шайĕнчи) асфальтобетон 160 пин ытла тăваткал метра, е кăçал сарма палăртнă мĕн пур лаптăкăн 60% ытла, хунă. Уйрăммăн илсен республикăри 60 çухрăмран кая мар çула (регион шайĕнчи — 38, Шупашкар агломерацийĕнчи — 24) тĕпрен юсама тата юсама, 4 кĕпере çĕнетме, 10 километр çула çутатмалли электрооборудовани вырнаçтарма палăртрăмăр. Нацпроект регион шайĕнчи тата Шупашкар агломерацийĕнчи çулсене лайăхлатса нормативпа килĕштерме май туса пачĕ. Пирĕн умра 2024 çулта вĕсен 85% — агломерацире, 50% регион шайĕнче норматива çитерес тĕллев тăрать. Пĕлтĕр регион шайĕнче тата Шупашкар агломерацийĕнче тĕп юсав тата юсав хыççăн 120 км çула ĕçе кĕртрĕмĕр, регион шайĕнчи çулсен — 47%, агломерацирисен 80,8% нормативпа килĕштертĕмĕр, нацпроект бюджетĕнчи укçан 99,9% усă куртăмăр. Иртнĕ çул хута янă пысăк обĕектсенчен Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка округĕсене çыхăнтаракан хытă сийлĕ çула та палăртмалла. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 7 обĕектра вĕçленĕ. Регион шайĕнчи «Калинино — Патăрьел — Елчĕк» çулăн сыпăкĕсене юсаса пĕтернĕ. Вĕсенчен пĕри — Патăрьел округĕнчи Патăрьелти тĕп урам, унта суту-илӳ çурчĕсем, администраци тата социаллă пурнăç учрежденийĕсем вырнаçнă. Кунти çул округ халăхне кирлĕ вырăна çитме май парать. Ăна подряд организацийĕ çу уйăхĕн вĕçĕнче юсама пуçларĕ, ĕçе çĕртме уйăхĕн варри тĕлне вĕçлерĕ — типĕ те ăшă çанталăк та чухах пулчĕ. Малтан кивĕ асфальт тĕпренчĕкĕпе сийне хырса илчĕ, çул тĕпне çĕнĕ асфальтпа тикĕслерĕ, хыççăн ăна çиелти сие те хучĕ, çулăн икĕ айккине асфальтогранулăпа çирĕплетрĕ, транспорта хире-хирĕç çӳреме çул питне шурă йĕр çаптарса тухрĕ. 3,1 км сыпăка юсама 38 миллион тенкĕ янă. «Калинино — Патăрьел — Елчĕк» çулăн кăçал çĕнетнĕ тепĕр сыпăкĕ Вăрнар поселокĕ урлă иртет. Кивĕ асфальтăн çиелти сийне хырса илнĕ, çул тĕпне асфальтобетонпа тикĕсленĕ, ăна çиелти сие те хунă, çулăн икĕ айккине асфальт тĕпренчĕкĕпе çирĕплетнĕ, машинăсене хире-хирĕç тӳрĕ çӳреме шурă йĕр çаптарнă. Проект хакĕ — 12 млн тенкĕлĕх. Патăрьелпе Вăрнар сыпăкĕсем халĕ федераци нормативĕпе килĕшсе тăраççĕ. Регион шайĕнчи «Шупашкар — Сурски» автоçулăн Улатăр, Çĕмĕрле, Красноармейски (çул пăрăнăвĕнчен пуçласа Шупашкар еннелле) округĕсенчи виçĕ сыпăка юсама плана кĕртнĕ. Çавăн пекех «Вăрнар — Упи — Красноармейски» çулăн сыпăкне те, Вăрнар тата Красноармейски округĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтараканскере, çĕнетмелле. «Çĕрпӳ — Ульяновск» — Ачча — Çĕрпел — «Вăрнар — Упи — Красноармейски» çулăн Канаш округĕнчи сыпăкне, Çĕнĕ Ачча тата Ачча хушшинче вырнаçнăскере, тĕпрен юсаççĕ. — Максим Михайлович, нацпроектпа Шупашкар епле усă курĕ? — Вăл кăна кăçал 994 млн тенкĕ илет. Çичĕ урамри 9 çухрăма тăсăлакан çулăн кивĕ сийне хырса илнĕ хыççăн асфальт çĕнĕрен сараççĕ. 1-мĕш Кăнтăр урамĕнче çул (240 метр) хываççĕ, Пархоменко урамĕнчине (320 м) реконструкцилеççĕ. Аш-какай тăкăрлăкĕнчине (проекчĕ 27,6 млн тенкĕлĕх) çывăх вăхăтрах туса пĕтерсен кунти промышленноç предприятийĕсемпе микрорайонта пурăнакансемшĕн малтанхинчен лайăхрах пулĕ. Строительство графикпа килĕшӳллĕн пырать, подряд организацийĕ çулăн çиелти кивĕ сийне хырса тухнă. Тăкăрлăкпа транспорт йышлăн çӳренĕрен вăл маларах тĕпренес хăрушлăх пуррине шута илсе çула çирĕпрех тунă. Ĕçе вĕçлесенех ăна строительство тата лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сериалта чăвашсен пурнăçнех сăнланă-ши?
Çулла телевизор умĕнче ларма вăхăт сахалрах. Анчах Пĕрремĕш канал пире çак шăрăх утă уйăхĕнче ял пурнăçне сăнлакан «Два берега» 16 сериллĕ мелодрамăпа савăнтарчĕ. Маларах сериалта хĕрарăмсене пушăпа хĕненине, çынсем час-часах вилнине кăтартни килĕшсех каймарĕ. Киремет йывăçне курни, чăваш сăмахĕсене илтни, чăваш капăрчăкне асăрхани тата çивĕч сюжет майĕпен туртса кĕрсе кайрĕç…
Сюжет ансат темелле: Урал тăрăхĕнчи Рябиновка ялĕнче юхан шывăн икĕ хĕррипе вырнаçнă ялта икĕ çемье — Сколчинсем тата Ермаковсем — пурăнаççĕ. Сколчинсем — пуянсем, кулаксем. Вĕсен çемйисенчи арçынсем çăткăн, чее, усал кăмăллă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Сколчинсем «шуррисене» пулăшнă. Ермаковсем вара — чухăнсем. Тӳрĕ кăмăллă, тĕрĕслĕхшĕн çунакан Захар Ермаков хĕрлисем майлă çапăçнă. Тăван ялне таврăнсан колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Çак икĕ çемье яланах пĕрпĕринпе хирĕçет. Захар Ермаков çынсемшĕн, совет влаçĕшĕн тăрăшать, Сколчинсем вара — хăйсемшĕн. Хирĕçӳллĕ çемьесенчи ачасем пĕр-пĕрне юратаççĕ. Варя Сколчина хăйĕн чĕрине Михаил Ермакова «парать». Йĕкĕт хĕре кĕмĕл укçасенчен ăсталанă илемлĕ мăй çыххи парнелет. Ку капăрчăка хăй вăхăтĕнче амăшĕ Киремет йывăçĕнчен салтса илнĕ. Ун хыççăн Ермаковсен çемйишĕн хуйхă-суйхă пуçланнă… Мишăн амăшне хĕрлисем персе вĕлернĕ. Ашшĕ виçĕ ачапа юлнă… Мишăпа Варя хăйсене ялта пурăнма паманнине ăнланса хулана тухса тарма пикенеççĕ. Савнисене урса кайнă Сколчинсем хăваласа çитсе тытаççĕ. Ашшĕ шăллĕн ывăлне Назара хăйĕн хĕрне пушăпа «çунтарма» ирĕк парать. Кайран Варьăна Назара качча парать. Назар Варьăна унчченех куç хывнă иккен. Михаилăн аппăшĕ Ирина Ермакова вара Назара хытă юратнă… Ку сериалта юрату виç кĕтеслĕхĕ нумай. Савакансем пĕр-пĕрне вăрттăн юратнине сăнлакан ӳкерчĕк чылай кунта. Сериала ӳкерекенсем икĕ çыннăн пĕр ĕмĕре тăсăлакан юратăвне кăтартасшăн пулнă ахăртнех. Ялти «Ромеопа Джульетта» пек. «Тихий Дон» е «Вечный зов» манерлĕ. Фильм тăршшĕпех Варьăпа Миша пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ. Варьăн мăшăрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хурать. Миша тыткăна лекет. Апла пулин те чĕрĕ юлать. Тăван ялне таврăнать. Сколчинсене пула лагерьсене те лекет. Кайран унăн ывăлĕпе Варьăн хĕрĕ хушшинче юрату çуралать. Анчах вĕсен телейĕ пулмасть… Юлашкинчен тин йăлтах майлашăнать. Икĕ çыран хушшинче çĕнĕ кĕпер тăваççĕ. Варьăна пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн орденпа наградăлаççĕ. Ватăлсан Варьăпа Миша тинех пĕрле пулаççĕ. Вĕсен мăшăрĕсем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕсем сериал вĕçĕнче хăйсен ывăлне Валерăна /çакăн пек ят панă ăна усрава илнисем/ шыраççĕ. Анчах ăна пытарнă кунхине çеç кураççĕ. Унăн ывăлĕ Рома пуррине пĕлеççĕ. Рома ылхан çинчен пĕлсен асламăшĕн мăй çыххине Киремет йывăçне тавăрса парать. Ермаковсен çемйинче хуйхăсуйхă тинех вĕçленет. Рома ватлăх еннелле сулăнсан Мускавран Рябиновкăна пурăнма куçать. «Два берега» фильмра Рябиновкăпа юнашар ялта черемиссем пурăнаççĕ. Черемис каччи Варьăн хĕрне Таисийăна кăмăллать. Вăл ăна вăрласа çĕр хăвăлĕнче мăшкăллать. Кайран ывăлне курма килсен çармăсла калаçтарать. «Салам», «атте» сăмахсене калать. Чӳк тумалли вырăнти йывăçа та Киремет тесех калаççĕ сериалта. Вăл чăвашсенни евĕрлех. Вуллисем çине алă шăллисем çакнă. Йывăçĕ хурама пек туйăнать. Мăй çыххийĕ те чăваш капăрчăкĕ пекех. Литературăра палăртнă тăрăх, вун саккăрмĕш ĕмĕрччен чăвашсене те черемис /çармăссене çапла каланă/ тенĕ. Сăмахран, В.Ф.Макаровăн «По следам болгар, сувар и чувашей» кĕнекере «туçи черемиссем», «туçи çыннисем» черемиссем тенине кăна пĕлтермест. Тепĕр чухне вăл черемис та мар, чăваш. Чăвашсем «черемис» ятпа пытанса пурăннă. Çармăссен хурăн сăваплă йывăç шутланать. Хурăн ращинче /кюсото/ çармăссем тихасене, вăкăрсене, килти кайăк-кĕшĕке парне панă. Çармăссем ĕненнĕ тăрăх, йывăç аялти тĕнчепе çӳлти тĕнчене пĕрлештерет. Кĕлĕ йывăç вулли урлă тӳпене хăпарать… Çармăссем турăсене пуç таймалли вырăна «Тумер Ото» теççĕ. Онапу — космос йывăççи. Кĕлтунă чухне ун çине виçĕ метр çӳллĕшĕнче çăка тата пихта тураттисене çакнă. Çӳлти хăватсемшĕн хурăн, çăка, юман, аялтисемшĕн чăрăш сăваплă йывăç шутланнă. Хăш-пĕр литературăра палăртнă тăрăх, çармăссем те кĕлĕ тумалли вырăна «керемет, киремет» теме пултарнă. Анчах фильмра чăвашла каланисене илтрĕм- çке. Апла кунта, ахăртнех, сăмах чăвашсем çинченех пырать? <...>
Роза АНАТОЛЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Хăш професси кирлĕрех?
Ун пеккисен йышĕнче повар та пур
Хăвна ĕçре тупни — чи пысăк телейсенчен пĕри. Ку чăнах та çапла. Юратнă ĕçĕн çынна киленӳ кӳмелле. Ĕç кал-кал пырсан кăмăл та лайăх. Апла тăк çемьере те килĕшӳпе çураçу хуçаланĕç. «Хăвăра кăмăла каякан ĕç тупăр. Вара пурнăçра пĕр кун та ĕçлемĕр», — тенĕ хăй вăхăтĕнче Китай философĕ Конфуций. Çапла, професси суйласси çын пурнăçĕнче çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм. Паянхи шкул ачисен ăçта ĕçлес кăмăл пур? Вĕсем хăйсене мĕнле профессире кураççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хурав пама тăрăшăпăр.
Айтишниксем хисепре
Идеаллă професси мĕнле професси-ха вăл? Пĕрремĕшĕнчен — чун, кăмăл выртаканни. Иккĕмĕшĕнчен — çак енĕпе туртăм пурри. Ĕç рынокĕнче ăна хаклани те пĕлтерĕшлĕ. «Малашлăха çул уçакан билет» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн «Профилум» компанин специалисчĕсем шкул ачисен хушшинче карьерăпа çыхăннă ыйтăм ирттернĕ. Кам пулассине, хăйсем ăçта ĕçлессине пĕлекен ачасен шучĕ класран класа куçнăçемĕн ӳссе пырать. Анчах вĕсен йышĕ класри ачасен 1/3 пайĕнчен ытла мар. Ыйтăма хутшăннă 20 пин ачаран 6-7-мĕш классенче вĕренекенсен — 24, 8-9-мĕш классенче пĕлӳ илекенсен — 26, 10-11-мĕш классен 29 проценчĕ пулас профессие палăртнă. Çав вăхăтрах кашни ушкăнрах ачасен 10 проценчĕ малашлăхне мĕнпе çыхăнтармаллине пĕлмест. 11 класс пĕтернĕ тĕле çамрăксен 61 проценчĕ кăна ăçта вĕренме каяссине палăртать. Паянхи çамрăк ăру профессие епле суйлатьха? Пулас ĕç пирки ăçтан пĕлет? Ыйтăмăн иккĕмĕш пайĕнче 615 пин шкул ачи пулас професси çинчен ăçтан илтнине, мĕнле суйланине хыпарланă. Шкул ачисен 32 проценчĕ предприятисене экскурсисене илсе кайни, ăсталăх сехечĕсем ирттерни пулăшнине пĕлтернĕ. Вĕренекенсен 25 проценчĕ социаллă сетьсенче видео пăхнă, çынсен шухăшĕсене тĕпе хунă. «Лагерьсенче кружоксемпе тематика сменисене çӳрени пулăшрĕ», — хуравланă ыйтăма хутшăннисен 24 проценчĕ. Кунта çакна каламалла: паянхи ачасемпе çамрăксем хăйсем тĕллĕн йышăну тума кăмăллаççĕ пулин те ашшĕ-амăшĕн шухăшне тĕпе хуракансем те, тăвансемпе пĕлĕшсем ăçта ĕçленине пăхакансем те пур. Ашшĕ-амăшĕ хĕтĕртнипе вĕсем суйланă вузсене каякан та çук мар. «Профилум» 6-11-мĕш классенче вĕренекен 196,5 пин ачаран ăçта ĕçлеме ĕмĕтленни çинчен ыйтнă. Миçе çулта пулнине пăхмасăр вĕренекенсенчен ытларахăшĕ IT тата социаллă сфера ĕçченĕсене суйланă. Чи анлă сарăлнă направленисем — экономика, управлени, юриспруденци, психологи, социологи, МИХ ĕçченĕсем, сервис тата туризм. Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче чи анлă сарăлнă профессисем çаксем: 1. IT-специалистсем. /Раççейре ку сферăра лайăх специалистсем кирлĕ. 2030 çул тĕлне ку облаçра 430 пин çĕнĕ ваканси пуласси çинчен пĕлтереççĕ/. 2. Дизайнерсем /графика дизайнерĕ, ландшафт дизайнерĕ, гейм-дизайнер, цифра дизайнерĕ/. 3.Медицина ĕçченĕсем /хирургсем, стоматологсем, косметологсем/. Фармацевт профессийĕ те анлă сарăлнă. 4.Психотерапевт, психолог /психолог-консультант, çемье психологĕ, ачବпăча психологĕ/. 5.Маркетолог. 6.Нефтьпе газ отраслĕнчи специалистсем /инженер-нефтяник, геолог, бурильщик/. 7.Вĕрентекен. /Ялсенче те, хуласенче те кĕçĕн классене, ют чĕлхе, информатика, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, биологсем, физиксем çитмеççĕ/. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Отпускра та канман: трактор рулĕ умне ларнă
Çар операцийĕнчи ентешсен паттăрлăхĕпе малалла паллаштаратпăр.
Вăрмар округĕнчи Шăплатри Тимур Яковлева, Вăрмар поселокĕнчи Андрей Архиповпа Михаил Васильева, Пинерти Денис Петрова, Кивĕ Мăнтăрти Александр Маркова, Мăнçырмари Сергей Васильева Жуков медалĕпе наградăланă. Кĕтеснер ялĕнчен мобилизаци йĕркипе СВОна кайнă Сергей Степанова Çветтуй Георгий орденĕпе — Георгий хĕресĕпе чысланă. Вăрнар округĕнчи Евгений Лукин та çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра хăюлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн Жуков медальне тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть ентеш отпуска килсе кайнă. Çав вăхăтра та вăл канман, уй-хирте ырми-канми ĕçленĕ, трактор рулĕ умне ларнă. Çĕр ĕçĕшĕн тунсăхланине пытарман, унăн пулăшăвĕ çав вăхăтра шăпах вырăнлине палăртнă. Мобилизаци пуçланиччен Евгений фермер хуçалăхне тытса пынă. Халĕ унăн ĕçне ашшĕ пурнăçлать. Елчĕк округĕнчи Александр Петров, Виктор Алюнов тата Павел Яковлев та СВОра ыттисемшĕн тĕслĕх пулса палăрнă. Паттăр ентешсен кăкăрĕ çине çар командованийĕ Жуков медальне çакнă. Çакăн пекех медаль Çĕрпӳ округĕнчи Геннадий Ивановăн. Тăван çĕршыва неонацистсенчен, террористсенчен хӳтĕлесе çарта палăрнăшăн тивĕçнĕ ăна ентеш. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Арайкасси ялĕнчи Николай Росскова хальхинче Жуков медалĕпе наградăланă. Пĕлтĕр хăюлăхшăн ăна Раççей Федерацийĕн Оборона Министерствин «Çарта палăрнăшăн» медалĕпе чысланăччĕ. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Акчикасси ялĕнчи Юрий Максимовăн та Жуков медалĕ пĕрремĕш чыслав мар. Çар чаçĕн командирĕ ăна — грамота, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тав хучĕ панă. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать