Лев Куракова медальпе чысланă

14 Окт, 2014

Экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, РФ Вĕренÿ академийĕн академикĕ Лев Кураков экономикăпа финанс ыйтăвĕсемпе вун-вун кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл çырнă фундаменталлă монографисемпе, учебниксемпе çĕр-шыври чылай вузсенче усă кураççĕ.

Юлашки 2 çулта Европăри естество ăслăлăхĕсен академийĕн ?Германи, Ганновер хули% членĕ словарь-справочниксем хатĕрлесе кăларассипе ĕçлерĕ. РФ Общество палатинче нумаях пулмасть Лев Пантелеймонович йĕркелесе редакцилесе кăларнă «Экология, экономика и финансы» словарь-справочникăн презентацийĕ иртнĕ. Асăннă ĕçе Раççейри паллă ăсчахсем, общество деятелĕсем пысăк хак панă. Европăри естество ăслăлăхĕсен академийĕн Попечительсен канашĕпе Ăслăлăх канашĕ Л.Кураков академика дипломпа тата Готфорд Вильгельм Лейбниц медалĕпе чыслани асăннă словарь-справочник чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет.

М.АРЛАНОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.