«Хĕрсем те çирĕп вăй-халлă пуласшăн»
«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум программипе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче спорт кĕрешĕвĕ /хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/ енĕпе ăсталăх сехечĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ФИЛА ăслăлăх комиссийĕн членĕ Ионис Барбас /Греци/ профессор, спорт медицинин специалисчĕ Наталья Федоринова, Раççейĕн кĕрешÿ енĕпе пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Александр Борзунов тата ыттисем хутшăнчĕç.
«Раççей регионĕсенче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессине аталантарас ыйтусем тата кĕрешÿçĕсене 2016 çулта Рио-де-Жанейрора иртекен XXXI Олимп вăййисене хатĕрлесси» темăпа иртнĕ ăсталăх сехетне СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейĕн кĕрешÿçĕ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов ертсе пычĕ. «Кам-ха вăл Шахмурадов?» - тейĕ халĕччен спортпа кăсăкланман вулаканăм. Юрий Аванесович 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Джебраилта /Азербайджанра/ çуралнă. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен, тренер, СССРăн 5 хут чемпионĕ /1967-1970 тата 1972 çулта/. Виçĕ хутчен - Европа чемпионĕ /1966, 1967, 1969/, 1970 çулта тĕнче чемпионĕ пулнă. Вăл - педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. Ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн «Хисеп Палли», Халăхсен туслăхĕн, «Дагестан Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене тата «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» I степень орден медальне тивĕçнĕ.
Малтанах Юрий Шахмурадов спорт форумĕн пĕлтерĕшĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. «Форум - спортăн тĕрлĕ ыйтăвне сÿтсе явмалли яваплă та сумлă лапам. ГТО комплексĕн презентацийĕ пулчĕ, Раççейре пуçласа Утакансен кунĕ иртрĕ. Тĕнчере ăна вунă çул ытла ĕнтĕ палăртаççĕ. Çулсерен унта 150 çĕр-шывран 12 миллион çын хутшăнать. Чăваш Енре хĕрсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессине аталантарассипе нумай ĕçлеççĕ. Ĕçне кура çитĕнĕвĕсем те пур», - терĕ Юрий Аванесович. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ каланă тăрăх - кĕрешÿçĕн вăйлă, чăтăмлă, хăвăрт, йăрă, хăюллă тата пуçаруллă пулмалла. Унăн хăвăрт шухăшлама пултармалла, тапăнун тĕрĕс планне тума тата кирлĕ йышăнăва хăвăрт пурнăçа кĕртме пĕлмелле. Тренировкăсен вăхăтĕнче кĕрешÿçĕсен çак енĕсене аталантарас тесе нумай вăй хума тивет. Наталья Смирновăпа, Наталья Гольцпа, Ольга Смирновăпа, Екатерина Красновăпа эпир тахçанах ĕçлетпĕр. Маттур хĕрсем вĕсем. Пирĕн лайăх кăтартусем те пур. Уйрăмах Вероника Чумиковăран, Екатерина Красновăран çитĕнÿсем кĕтетпĕр. Вĕсем 2015 çулта ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе иртекен Раççей чемпионатне хутшăнĕç. Чÿк уйăхĕнче хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн Раççей Кубокĕ пулать. Унта тĕнчери 15 çĕр-шывран, çав шутра Чăваш Енрен те, чи вăйлă спортсменсем хутшăнĕç.
Аса илтерем: Чăваш Енре хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешесси иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче /1994 çулта/ Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче, Шупашкарта /«Спартак» Сывлăх çуртĕнче/, Красноармейски, Вăрнар районĕсенче аталанма пуçланă. Хĕрсемпе ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш тренерсем: Николай Белов, Владимир Семенов, Николай Иванов, Владимир Григорьев, Александр Васильев, Виталий Трофимов, Владимир Ананьев. Республикăра хĕрсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессин пĕрремĕш официаллă ăмăртăва 1995 çулта Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ. Унта Шупашкартан, химиксен хулинчен, Красноармейски, Канаш, Вăрнар районĕсенчен пурĕ 38 спортсмен хутшăннă. Юниорсен хушшинче Европа ăмăртăвĕнче «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ Людмила Юркина /тренерĕ В.Григорьев, Красноармейски районĕ/ чăваш хĕрĕсен кĕрешĕвĕн шкулĕн пĕрремĕш «чĕкеçĕ» пулнă. 1996 çулта Çĕнĕ Шупашкарти Николай Белов тренер патĕнче ăсталăха туптакан 17 çулти Ольга Смирнова Раççей тата тĕнче чемпионки пулнă. Çакăнтанах тĕнче спортмастерĕ Наталья Смирнова, Валентина Квасова тухнă.
Ăсталăх сехетне пухăннисене Ионис Барбас профессор хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ. «Ирĕклĕ мелпе кĕрешесси спортăн ытти тĕсĕпе танах аталанать. Кĕрешĕве суйланă хĕр ачасем сисĕмлĕ, çирĕп вăй-халлă ÿсĕç, юлташĕсемпе çăмăллăнах хутшăнĕç, мĕнле лару-тăру пулассине 10 утăм маларахах курса тăрĕç. Çав вăхăтрах кĕрешекенсен пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлмелле. Паян хĕрсем кĕрешĕве мĕншĕн суйлаççĕ-ха? Вĕсем те çирĕп вăй-халлă пуласшăн, вăхăта усăллă ирттересшĕн. Вĕсем хăйсен вăйне шанасшăн. Яштака пÿ-силлĕ пуласшăн. Хĕрсем арçынсенчен хăватлăрах кĕрешеççĕ», - палăртрĕ Ионис Барбас. Наталья Федоринова вара кĕрешÿре суранланасси тăтăш пулни пирки те каларĕ. Асăрханулăхпа тимлĕх пирки манмалла маррине аса илтерчĕ, сиплев мелĕсем çинче чарăнчĕ. Ăсталăх сехечĕ вăхăтĕнче хĕрсем кавир çинче кĕрешсе кăтартрĕç.
Роза ВЛАСОВА
Комментировать