Хыпар 71 (28247) № 02.07.2024
Студент çулĕсенче паллашнă та…
Тăвай округĕнчи Тĕмер ялĕнчи Горбуновсем çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ. Мăшăр çĕртмен 29-мĕшĕнче ылтăн туй кунне паллă тунă.
Вячеслав Егорович тата Жульетта Федоровна студент çулĕсенче паллашнă. Вĕсем иккĕшĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ.
Кил хуçи Тăвай тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 1968 çулта Шупашкарта энерготехникум пĕтернĕ хыççăн педагогика институтне çул тытнă. Элĕк тăрăхĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче çитĕннĕ Жульетта Федоровна та аслă шкулăн физика-математика факультетĕнче вĕреннĕ. Хĕрпе каччă патшалăх экзаменне тытнă хыççăн виçĕ кунран Шупашкарти ЗАГС бюровĕнче хут уйăрттарнă. Çамрăк упăшка чипер мăшăрне тăван килне илсе кайнă…
Çамрăк специалистсене Тĕмер ялĕнчи шкула ĕçлеме янă, хваттер панă. Горбуновсем çак ялтах тĕпленсе пурăннă, пĕлÿ çуртĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вячеслав Егоровичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 33 çул. Вăл шкулта ачасене физика вĕрентнĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пултаруллă педагога «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ», «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятсемпе чысланă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Кĕнеке вулама юратни 100 балл пухма пулăшнă
Раççейре Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тĕп тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Чăваш Енри шкул ачисем хальхинче те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Кăçал 100 балл пухнисен шучĕ, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, чылай ÿсрĕ. Çавнашкал пысăк результатсене хуласенчи тата округсенчи шкулсенчен вĕренсе тухнă ачасем кăтартрĕç.
Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш шкулта вĕреннĕ Михаил Будников литература экзаменĕнче 100 балл пухнă. «Эпĕ экзамена хамăр шкулти вĕрентекенпе Елена Моисеевăпа тата репетиторпа хатĕрлентĕм. Аттепе анне хавхалантарса, пулăшса пычĕç. Манăн çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхĕ вулама кăмăлланипе çыхăннă. Мĕн пĕчĕкренех кĕнеке шĕкĕлчеме юрататăп. Вулани мана экзамена хатĕрленме самаях пулăшрĕ. Эпĕ пурнăçăма литературăпа çыхăнтарасшăн, çавăнпа аслă шкулта гуманитари енĕпе специальноç алла илесшĕн. Тĕслĕхрен, филолог пуласси пирки шухăшлатăп», — çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхне уçрĕ Михаил.
Маттур тепĕр вĕренекен — Дарья Фалина. Шупашкарти 2-мĕш лицейра пĕлÿ илнĕ пике акăлчан чĕлхипе 100 балл пухнă. «Çак предметпа экзамен памашкăн репетиторпа çулталăк тăршшĕпе хатĕрлентĕм. Акăлчан чĕлхине 6 çултанпа вĕренетĕп, вăл — манăн чи юратнă предмет. Аттепе анне эпĕ экзамена лайăх тытасса кĕтетчĕç, çавăнпа вĕсен умĕнче яваплăх пуррине туяттăм. Эпĕ 100 балл пухнинче нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Предмета 10 çул юратса вĕренсен, тăрăшсан йăлтах ăнать. Эпĕ куçаруçă пулас ĕмĕтпе пурăнатăп», — каласа кăтартрĕ пике. <...>
Александра СУДАКОВА, Кристина ЯРУСОВА
♦ ♦ ♦
«Эпир мар тăк – кам?» – теççĕ пĕртăвансем
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ — Раççейре çар хирĕç тăрăвĕн ветеранĕсен кунĕ. Çĕршыври тĕрлĕ регионта çак кун Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланисене хисеп тăваççĕ, паттăрла пуç хунисене аса илсе сума сăваççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ветерансене Тăван çĕршывшăн строя тăнăшăн, паттăрлăхшăн, хастарлăхшăн, ыттисен пуласлăхĕшĕн хăйсене хĕрхенменшĕн тав тăватпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ — çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.
Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене Шупашкарта пурăнакан Александр Захаров та хÿтĕлет. Çарти палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хастар хутшăннăшăн Александр Евгеньевича Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Юрий Огиков Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Етĕрне тăрăхĕнчи Урпашран кайнă. Çарта паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше РФ Оборона министерстви «Минăсене сиенсĕрлетнĕшĕн» медальпе чысланă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Чăваш Енрен чылай арçын çĕршыв Президенчĕн денацификаципе демилитаризаци çинчен калакан Указне пурнăçлама хăйĕн ирĕкĕпе çар ретне тăчĕ. Вĕсен йышĕнче — Элĕк округĕнчи Шĕмшеш салинчи Вячеслав Филимонов та. Хăй вăхăтĕнче вăл Совет çарĕнче ВДВра службăра пулнă. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти ДОСААФ организацийĕн председателĕнче тăрăшнă. Халĕ, çĕршыв йывăрлăхра чухне, Вячеслав Аркадьевич каллех çар ретне тăнă. Фронтра малти ретре пулнă май ентеш йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн Элĕк арĕ аллине каллех пăшал тытса тăшманпа çапăçма строя тăнă. Çарти паттăрлăхшăн çу уйăхĕнче Вячеслав Филимонова «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.
Дмитрий, Александр тата Владимир Тихоновсем — Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ пĕртăвансем, виççĕшĕ те — çар çыннисем. Ятарлă çар операцине хутшăнса вĕсем пурте хăйсене лайăх енчен кăтартса паттăрлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ. Дмитрий — майор, Çар çыхăнăвĕн университечĕн филиалĕнчен, Чĕмпĕрти Суворов училищинчен, вĕренсе тухнă. Александр — полковник. Ун çинчен эпир «Хыпар» хаçатра уйрăм статьяра çырса кăтартнăччĕ. Вăл Хусанти артиллери университетĕнчен, Санкт Петербургри Михайлов ячĕллĕ артиллери академийĕнчен вĕренсе тухнă. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Вăрманта ĕçлекенĕн пулăç та, сунарçă та пулмалла
«Çак каска вĕллене (колодка) хыртан ăсталарăм. Хăвăлĕнче çаптарнă карас (вощина) чикме планка çапрăм. Ăна пыл хурчĕсем хăйсемех аялалла тăсаççĕ. Кунашкал вĕллене çăвăр хурт рой ямалла. Вĕсем караса уйрăмах лайăх ÿстереççĕ. Каска вĕллере сывлăш лайăх пултăр тесе вентиляци сеткине вырнаçтартăм», — паллаштарчĕ килти мастерскойĕнче Геннадий Лаврентьев. Эпир Патăрьел округĕнчи Сăкăтра пурăнакан Геннадий Иванович патĕнче хăнара. Вăл — çут çанталăк тусĕ.
Рыцарь те, Арçури те пур
Сăкăтра, ялтилле каласан, Çил арман кассине шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Кил хуçи хăйсен тĕлĕнче урам ятне палăртакан скульптура вырнаçтарнă. Ăна йывăçран касса кăларнă, эрешлесе капăрлатнă. Çавăн пекех вăл хăйне евĕр каска вĕллесем тунипе те палăрса тăрать. Пыл хурчĕсем çав вĕллесенче хĕл каçаççĕ иккен. Ăсталăх лаççинчи каска вĕллене вăл тăмана евĕр касса кăларнă. Çав тери хăйне майлă. Тăрри конус евĕр шĕвĕр. Çумăрпа йĕпенесрен ăна шăвăçпа витнĕ. «Манăн рыцарь евĕр вĕлле те пур. Ăна Патăрьелте регионсен хушшинче иртнĕ хурт-хăмăрçăсен форумне илсе тухнăччĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Геннадий Иванович.
Вăл пире пахчана чĕнчĕ. Унта ахаль вĕллесемсĕр пуçне каска вĕллесем те пур. Вăрманçа, Арçурие çăмăллăнах палласа илме пулать. Юнашарах — китаец. Унта китайла çырса хунă. Вăл пыл тенине пĕлтерет-мĕн. Ылтăн хуртсем куçĕсенчен, тутинчен кĕреççĕ, тухаççĕ. Питĕ интереслĕ! Унашкаллине тата ăçта курăн? Ку вĕллере пурăнакан хуртсем караслă пыл параççĕ.
«Пĕлтĕр касса илсе тутанса пăхнăччĕ. Çав тери тутлă! Чи таса пыл вăл. Пушкăртстанран илсе килнĕ, хăвăлсенче пурăнакан хуртсен пылĕпе танлаштарнăччĕ. Пахалăхĕ иккĕшĕн те лайăх. Пыл тути кăшт раснарах ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Пушкăрт тăрăхĕнче урăхларах чечек курăк та ÿсет», — ăнлантарчĕ çемье пуçĕ.
Акă тата ахаль вĕллене «карас ăшĕнчен мучи пăхнă евĕр» касса кăларнă. «Маша тата упа» мультфильмри Маша та хăй патне кăчăк туртать. 14 тата 16 рамăллă вĕллесене те маçтăр хăех ăсталанă. Пирĕншĕн тĕлĕнмелли кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Лаврентьевсен килĕнче музей те пур. Аваллăх управçи пÿрт алăкĕнченех пуçланать. Кĕрсенех кил хуçин ĕçĕсемпе паллаштаракан стенд куç тĕлне пулчĕ. Ăна пăхса Шăмăршă тăрăхĕнче Палтиел патĕнчи, Патăрьелти Хĕвеллĕ уçланкăри тата ытти çĕрти капăрлатнă панорамăсемпе палăксене, паллăсене Геннадий Лаврентьев касса кăларнине тавçăрса илетĕн. Пÿртре пире çăрттан пуçĕсенчен тунă кÿлепесем кĕтсе илчĕç. Çапла, çемье пуçĕ — маттур пулăç та. Çăрттансене хăçан тытнине палăртса хунă. Пĕри, сăмахран, 6 килограмм та 200 грамм тайнă. Ăна 2019 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче тытнă. Тепри 5 килограмм та 650 грамм пулнă. Вăл серепене 2018 çулта çакланнă. «Вĕсене Палтиел пĕвинче тытнă. Пирĕн патран пилĕк çухрăмра сарăлса выртать вăл», — пĕлтерчĕ пулăç. <...>
Роза ВЛАСОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать