Выльăх апачĕ çителĕклĕ пултăр
Ӗç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ку хутĕнче вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе ирттернĕ канашлура çуракине пĕтĕмлетрĕç, тарифсен улшăнăвне тишкерчĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.
Юлашки вăхăтра йӑлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе ЧР Пуçлăхĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн ертӳçи Юлия Стройкова паллаштарчĕ. ПАИ, Юхан шыв флочĕн ĕçченĕн кунĕсем, предприятисен юбилейĕсем, хăвăрт утакансен Раççей кубокĕ тата ытти те — меропритисен списокĕ самай вăрăм.
Меллĕ самантпа усă курса Шалти ĕçсен министерствин йĕркелĕх хуралĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митрофанов юлашки вăхăтра халăх массăллă хутшăнакан мероприятисем нумайланнипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. Вĕсен вăхăтĕнче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермешкĕн ытларах та ытларах полицейские явăçтарма тивет. Куллен — 80 çын таран. ШĔМре паян «некомплект» текенни пысăккине кура çакă полици ĕçне пушшех витĕм кӳрет.
Тĕрлĕ мероприятие уйрăм çынсен хурал предприятийĕсен ĕçченĕсене явăçтарма пулать, анчах çак майпа усă курсах каймаççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта çак кунсенче пысăк уяв мероприятийĕсене ирттернĕ — йĕркелĕхе тивĕçтерме муниципалитетсем ЧОПсен темиçе çыннине кăна явăçтарнă. Е тата — дружинниксем. Вĕсем паян республикăра йышлă мар, 497 çын, анчах вĕсен вăйĕпе те тухăçлă усă куратпăр теме çук. Ыйту çивĕчлĕхне Сергей Артамонов та палăртрĕ: «Пĕтĕмпех лайăх — пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухиччен. Хăрушсăрлăха тивĕçтересси — пирĕн пĕрлехи ĕç».
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçпе, çураки пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă май Сергей Геннадьевич кăçал акса-лартса хăварнă лаптăксем 546,24 пин гектарпа танлашнине пĕлтерчĕ — пĕлтĕрхинчен кăшт кăна нумайрах. Пысăк пайĕ, 53%, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен анисем. Çак виçе, çавăн пекех çĕр улми лаптăкĕсем пĕчĕкленни палăрать. Иккĕмĕш çăкăра илес тĕк — ку çанталăкпа та çыхăннă. Çу уйăхĕнче сивĕ пулнă май çĕр улми лартмалли вăхăт иртнине кура чылай хуçалăхра плансене улăштарма тивнĕ — улма лартмалли лаптăксене техника культурисемпе, выльăх апачĕлĕх культурăсемпе улăштарнă. Çанталăк тенĕрен, кăçал республикăра ака пĕлтĕрхинчен 9 кун каярах пуçланнă. Унтан вара çумăрсем, сивĕсем ура хунă — пĕр вăхăт техника уя тухайман.
Çапах уйри ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ темелле. Çав шутра минераллă удобренисемпе усă курасси çине те алă сулман. Министр пĕлтĕр кашни гектар пуçне 54 килограмм удобрени хывнине аса илтерчĕ. Кăçал çак виçене 55 килограма çитерме тĕллев лартнă. Техникăна илес тĕк — ку енĕпе те ĕçсем аван. Хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса трактор-комбайна çĕнетеççĕ. Кашни 100 гектар пуçне 163 лаша вăйĕ тивет — Раççейри вăтам кăтартуран /155 лаша вăйĕ/ чылай лайăхрах. Çитĕнтернĕ тырра пухса кĕртес тĕлĕшпе те техника енчен чăрмав пулмĕ. Вăтамран кашни комбайн пуçне 331 гектар тивет те — ĕççине вăхăтлă вĕçлес тĕлĕшпе иккĕленӳ пулмалла мар. Сергей Геннадьевич кăçал çунтармалли-сĕрмелли материалсем хаклăраххи çинчен те каларĕ, çапах хуçалăхсен паян бензин-солярка тĕлĕшпе те пысăк йывăрлăхсем çук.
Халь хресчен хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлет. Условнăй пĕр пуç выльăх валли хальлĕхе 7.4 единица хатĕрленĕ. Пĕлтĕр çак кун тĕлне ку кăтарту пĕчĕкрех пулнă. Чăн та, Пăрачкав, Йĕпреç округĕсенче кăтарту япăх — 1 единица кăна. Куславккасен вара — 0... Планпа республикăра кашни пуç выльăх валли 26-28 единица апат хатĕрлеме пăхнă. Çанталăк та çак тĕллеве пурнăçлама пулăшать. Министр утă уйăхĕн пирвайхи декади ăшă та уяр пулмаллине палăртрĕ те — утта типĕтсе кĕртме, курăка сенажа хывма условисем аван.
Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пирки Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Егоров сăмах илчĕ. Раççей Правительствин хушăвĕпе тарифсен чи пысăк ӳсĕмĕн виçине 9,6% шайĕнче çирĕплетнĕ. Уйрăм тĕслĕхсенче вăл 12,8% таран пулма пултарать. «Ӳт хушнă» виçесем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.
Сергей Федорович пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн 15 муниципалитетĕнче хайхи чи пысăк индекс 9,6% ытла пулмĕ. 11 муниципалитетра — 9,7-рен пуçласа 12,7% таран. Электричество, йăлари хытă каяшсем, çут çанталăк газĕ тĕлĕшпе республика шайĕнче пĕрлехи тарифсем пулаççĕ. Электричество енĕпе çĕнĕлĕх пур — 11 пинрен каярах киловатт çунтаракансен тарифĕ пĕчĕкрех пулать, унтан ытларах усă куракансен пысăкрах тарифпа тӳлеме тивĕ. Паллах, республикăра пурăнакансен тĕп йышĕ усă куракан электроэнерги калăпăшĕ асăннă виçене çитеймест. Çапла вара хулара электричествăн 1 киловачĕшĕн 4,41 тенкĕ тӳлеме тивĕ, ялта — 3,09 тенкĕ.
Çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕшĕн çак уйăхран 7,42 тенкĕ тӳлеме пуçлăпăр — хак 9,9% ытларах хушăннă. Шупашкарта шыв та 12,7% хакланать. Каяшсемпе çыхăннă тариф тĕлĕшпе вара ĕç-пуç урăхларах — çĕнĕлĕх пур. Хальччен ялпа хула хушшинче уйрăмлăх пулнă, малашне нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем тĕрлĕ тарифпа тӳлĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи тариф 59,73 тенкĕпе танлашĕ — унчченхи «хулари» тарифран 12,08 тенкĕ сахалрах. Хайхи индекссемпе килĕшӳллĕн уйрăм çуртсенче пурăнакансен тарифĕ 12 тенкĕ хушăнса 70 тенке яхăнах пулмаллаччĕ, анчах республика шайĕнче тунă йышăнупа ăна улăштарас темен — «ялти» хальченхи 57,23 тенкĕ шайĕнчех хăварнă.
Сергей Егоров республикăри коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемелли виçесем Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисен шутĕнче пулнине çирĕплетрĕ. Хытă каяшсемшĕн — чи пĕчĕккисем, газшăн — хыçалтан 2-мĕш, электроэнергишĕн — 3-мĕш, таса мар шывсене юхтарса янăшăн — 4-мĕш вырăнсенче.
Канашлу Етĕрне округĕн Мускаври ВДНХри «Раççей» кураври кунĕсене пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Вĕсем ăнăçлă иртнĕ. Эстафетăна Вăрнар округĕ йышăнать — Раççее куравра Чăваш Енпе паллаштарассине çак муниципалитет вĕçлет. Республикăн Президент çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков куравра пулса курманнисене унта çитмешкĕн йыхравларĕ. Курав хăнасене утă уйăхĕн 7-мĕшĕччен, 18 сехетчен, йышăнать — ĕлкĕрмешкĕн вăхăт пур-ха. Сергей Артамонов вара кирек хăш ĕçре те пуçлама тата вĕçлеме ансат пулманнине аса илтерчĕ — Вăрнарсене ăнăçлă финиш сунчĕ.
Комментировать