Пляжсене тĕрĕсленĕ

28 Июн, 2024

Шупашкарта пляжсем пĕр уйăх каялла уçăлчĕç. Шăрăх çанталăкра хула çыннисем унта хаваспах шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Атăл хĕрринче уçăлса çӳреççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ. Мускав çыранне халăх йышлă пухăнни хула ертӳлĕхне тимлĕхе ӳстерме хистет.

Ĕнер Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов администрацин структура подразделенийĕсен ертӳçисемпе пĕрле Тĕп, Афанасьев тата Çĕнĕ сала пляжĕсенче хăрушсăрлăх правилисене епле шайра пăхăннине тĕрĕсленĕ. Пляжра шыва кĕмелли йĕркене пăхăнмалли çинчен асăрхаттаракан, кĕтмен инкек сиксе тухсан харпăр хăйне тытмалли правилăсене аса илтерекен информаци хăмисене вырнаçтарнă. Мускав çыранĕнче хăш-пĕр вырăнта «Шыва кĕме юрамасть» тесе çырнă аншлагсене лартнă. Çавăн пекех буăксем пур, çăлав бригадисем хурал тăраççĕ. Владимир Анатольевич тĕрĕслев вăхăтĕнче мăнастир патĕнчен шыв патне анмалли вырăна йĕркене кĕртме хушнă. Унта çăлавçăсен посчĕ тата кимĕ станцийĕ вырнаçнă. Вырăнĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах тирпейлĕх çук. Ыйтăва татса пама хула влаçĕн хутшăнма тивет. Хула пуçлăхĕ шыва кĕмелли зонăна та çитсе курнă, «Инженери хӳтĕлевĕ» пĕрлĕх представителĕсен умне шыв хĕрринче канакансем валли хăрушсăр тата хăтлă условисем туса пама тĕллев лартнă. Владимир Доброхотов «ЖКХ тата хăтлăлăх управленийĕ» учреждение те хушусем панă: çӳп-çап пуçтаракан тата туалетсене тасатакан подрядчика тĕрĕслесе тăмалла, тавралăха тасатмалли йĕркене çирĕплетмелле, тасалăхпа тирпейлĕх шайне ӳстермелле. Ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май Владимир Доброхотов хула хуçалăхĕн службисем Мускав çыранне хăтлăлăхпа пысăк шайра тивĕçтерме пултарнине палăртнă. Çавăнпа ку ыйтăва вăл куçран вĕçертмест.

www.hypar.ru fs.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.