Уяв ĕçлĕ çыхăнусене те çирĕплетет

25 Июн, 2024

Ытларикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисмпе ирттернĕ канашлура Республика кунне паллă тунине пĕтĕмлетрĕç те — ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев калаçăва уяв мероприятийĕсене йĕркелеме хутшăннисене тав тунинчен пуçларĕ. Çав шутра — министерствăсем, патшалăхăн ытти органĕ, хуласемпе округсен администрацийĕсем тата, паллах, хăрушсăрлăха тивĕçтерме явăçтарнă право хуралĕн сотрудникĕсем.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче уявăн ĕçлĕ программи çинче пусăм турĕ. Шупашкарти экономика форумĕн программинче 18 мероприяти пулнă. Халь кашнине тишкерсе пĕтĕмлетӳллĕ резолюцисем хатĕрлеççĕ — тĕрлĕ тĕл пулура, канашлура палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, малалли ĕçе тăсма кирлĕ. Форум мероприятийĕсене федераци ведомствисен, Раççейĕн 20 суб±екчĕн представителĕсем хутшăннă, 5 ют çĕршыв делегацийĕсем килнĕ. Çав шутра министр Таджикистан, Узбекистан представителĕсемпе калаçусем ирттернине пысăка хурса хакларĕ, çавăн пекех Белоруссипе тытакан хутшăнусем вăй илмелле, Иран представителĕсем те кунта пĕрлехи производствăсем уçас кăмăлне пĕлтернĕ. Çапла вара уяв ĕçлĕ çыхăнусене те вăй пани куçкĕрет.

Чукун çул предприятийĕсен пĕрлĕхĕпе, Машиностроительсен союзĕпе ирттернĕ канашлусен усси те пысăк пулмалла — пирĕн предприятисене пысăк тата тупăшлă саккассемпе тивĕçтерме пулăшмалла. Форум кунĕсенче тачă çыхăну тыса ĕçлесси çинчен калакан 10 килĕшĕве алă пуснă. Сăмах хушма хăватсене ĕçе кĕртмелли, çĕнĕ производствăсем хута ямали 5 миллиард тенкĕлĕх проектсем пирки пырать. Çав шутра — «Элара», «Сеспель» предприятисем тӳрре кăлармалли проектсем. Мускаври «ИнтерЭнерго» компани вара çĕнĕ Шупашкарти уйрăм экономика зонинче пысăк хăватлă энерги кăмакисем кăларма пуçлĕ.

Культура министрĕ Светлана Каликова культура мероприяийĕсене пĕтĕмлетрĕ. Уява халалланăскерсене Республика кунĕ умĕн чылай маларах ирттерме пуçланă. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале ку хутĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен 200 ытла çын килнĕ. «Ăстасен Руçĕ» те нумай ал ĕç ăстине пухнă — республика тулашĕнчен те чылаййăн килнĕ. Уяв тĕлне чăваш поэчĕсен чăвашла тата вырăсла сăввисен «Çĕнтерӳшĕн» кĕнекине кăларнă. Ăна Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен тĕрлĕ енĕпе пулăшакан Бердянск районĕн библиотекине те парасшăн. Праçник тĕлне кăмăллă тепĕр хыпар та пур — пирĕн пукане театрĕн «Лир король» спектаклĕ сумлă «Ылтăн маска» наградăна тивĕçнĕ.

Чăваш Енре çак кунсенче пысăк спорт сооруженийĕсем уçăлнине республика Пуçлăхĕ уйрăммăн палăртрĕ: «Волга» стадионра халь чи пысăк шайри ăмăртусене те ирттерме май пулĕ. Çĕнĕ хулари пăр арена вара асăннă микрорайонти инфратытăма пуянлатрĕ: унта пурăнакансен спортпа туслă пулмашкăн халь ытти çĕре кайса çӳреме тивмĕ — вырăнтах пĕтĕмпех пур». Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкара çыхăнтарнă 62-мĕш троллейбус маршручĕ вара пĕр хуларан теприне çитессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва сирме пулăшмалла — троллейбуссем çак маршрутпа тинех куллен çӳреме пуçларĕç. Çĕнĕ Шупашкар тенĕрен, унти «Элкон» заводра импорта хамăрăн продукципе улăштаракан çĕнĕ производство уçăлни хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Компани производствăна анлăлатса хальччен чикĕ леш енчен кӳнĕ сăрă кăларма тытăннă. Республика кунĕнче иртнĕ лаша чупăвĕ те, Олег Николаев шучĕпе, «Çĕнĕ Шупашкаршăн питĕ лайăх мероприяти — ăна малашне çуллен ирттерĕпĕр». Ку — ахаль спорт ăмăртăвĕ кăна мар, чупу лашасемпе ĕçлекен фермерсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ — «камăн ĕçĕ ăнăçлă пулнине кăтарма май парать».

Çĕнĕ Шупашкарпа çыхăннă калаçу çакăнпа кăна та вĕçленмерĕ-ха — химиксен хулин Мускаври ВДНХри «Раççей» кураври кунĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем çӳллĕ шайра иртнĕ: чăваш-юрри кĕвви янăранă, хăнасем йышлă пулнă. Пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче уçăлнă, сакăр уйăха тăсăлнă курав кĕçех вĕçленĕ. Унта Чăваш Енпе, республика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас ĕç вĕçне вара Етĕрнесем пăнчă лартĕç. Олег Алексеевич финиш та çӳллĕ шайра пулмаллине палăртрĕ — Етĕрне округне çапла тумашкăн ăнăçу сунчĕ.

www.hypar.ru

Комментировать