Хыпар 65 (28241) № 18.06.2024
Юраман вырăнта – юрамасть!
Çимĕк çывхарать те — халăх çĕре кĕнĕ тăванĕсене асăнма масар çине йышлăн тухассине кура çак кунсем влаçсемшĕн те пысăк яваплăхпа çыхăннă. Çавна май ку ыйтусене тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура сӳтсе яврĕç.
Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов тĕп хулара 19 масар пулнине аса илтерчĕ. Шăматкун вĕсенчен ытларахăшĕнче халăх йышлă пулассине хатĕрленес ĕçе муниципалитет тĕпрен илсен вĕçленĕ ĕнтĕ. Масарсене, вĕсен таврашне тасатнă, çӳп-çап пухмалли вырăнсем йĕркеленĕ, кивĕ палăксемпе картасене илсе тухнă, Улатăра каякан шоссе, Явăшри масар патне пыракан çулсем çинче шăтăк-путăка сапланă. Явăшри масар патĕнче машинăсем валли 300 вырăнлăх парковка йĕркеленĕ. Транспорт тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. «Пăкăсенчен» асăрханмашкăн çулсен сыпăкĕсене пӳлĕç, ятарласа общество транспорчĕн икĕ маршрутне йĕркелеме пăхнă. Халăха Карачурана илсе çитерме автономлă майпа çӳреме пултаракан çĕнĕ троллейбуссемпе усă курĕç — çакăн валли 12 троллейбус уйăраççĕ. Вĕсен маршручĕ автовокзалтан пуçланĕ. Явăшри масара вара унтанах автобуссем çӳрĕç. Владимир Доброхотов иртнĕ çулсенче масара каякансен йышĕ ирхине пысăк пулнине аса илтерчĕ, кăнтăрла иртсенех масар çинчен таврăнакансен шучĕ тăруках ӳсет — автобус-троллейбус çӳревне йĕркеленĕ май çак самантсене шута илнĕ. Çĕнĕ Шупашкар пирки те калаçу пулчĕ — унта та халăх масар çине чăрмавсăр çитессине йĕркелес енĕпе мерăсем йышăннă. Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов вара Çимĕке Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар кăна мар, ытти хулапа округ та паллă тăвассине аса илтерчĕ, эппин, республика шайĕнчи, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинчен те манма юрамасть. Пăшăрханма сăлтав çук тееймĕн. Иртнĕ шăматкун Чăваш Енре çулсем çинче çынсем вилнипе çыхăннă аварисем пулнă, çитес шăматкун транспорт йышлă пулассине кура сыхлăх пушшех пысăк пулмалла, хăрушсăрлăхăн ытти енĕсем çине те алă сулма юрамасть. Хальлĕхе вара республикăри чылай çул çине кирлĕ разметка та «ӳкерсе» пĕтермен. Канашра тата Çĕрпӳре ку ĕçе пуçăнман теме те юрать — çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенчи «зебрăсене» те çĕнетмен-ха. Явăш патĕнчи масар çумĕнчи 300 вырăнлăх парковка та, иккĕленмест вăл, çителĕксĕр. Олег Николаев шучĕпе, парковкăна пысăк¬латни те мĕн пур машинăна вырăнпа тивĕçтереймĕ, апла тăк общество транспорчĕн ĕçне лайăхрах йĕркелес мелпе усă курмалла. Çакнашкал кунсенче çынсем масар çине хăйсен машинисемпе ан пыччăр, автобус-троллейбуспа усă курччăр — çапла тусан кăна ыттисемшĕн чăрмав сахалрах пулĕ. Халăх йышлă хутшăннипе çыхăннă тепĕр мероприятие вара Чăваш Ен ăнăçлă ирттерчĕ темелле. Канашлура Мускаври Акатуя пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Енĕн Президент çумĕнчи полпречĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх, уява йĕркелеме-тивĕçтерме ахаль те нумай çынна явăçтарнă, анчах халăх йышлине кура ВДНХ администрацийĕ хăйĕн волонтерĕсене те уйăрнă — кунашкалли «Раççей» куравра хальччен пулман. Олег Николаев вара Акатуй кунĕнче пĕтĕм ВДНХ чăвашла юрланине курса савăннă-тĕлĕннĕ — «çакă эпир чăваш чĕлхине упрас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçе те кăтартать». Калаçăва тăснă май республика Пуçлăхĕ регион представителĕсем Хусанта БРИКС çĕршывĕсен вăййисене ăнăçлă хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Унта 9-ăн кайнă, вĕсенчен 7-шĕ тупăшусенче вăй виçнĕ, иккĕшĕ саппасра пулнă. Ентешсем 80 çĕршыв представителĕсем хутшăннă сумлă ăмăртусенче 6 медаль çĕнсе илнĕ. Олег Алексеевич медалистсене республика енчен те хавхалантармаллине палăртрĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, промышленноç кăçал та ăнăçлă ĕçлет — унăн производстви 25% хушăннă. Çак отраслĕн тирпейлекен производствисен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 28% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен индексĕпе республика Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пĕрремĕш вырăнта. Иртнĕ уйăхсенчи пекех — сĕтел-пукан туса кăларакансем тухăçлă ĕçлеççĕ: производствăна иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 5 хут ӳстерме пултарнă. Компьютерсемпе оптика хатĕрĕсен, металл изделисен производствисем, металлурги кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Мускаври Акатуйра 150 пин çын савăннă
Иртнĕ шăматкун, çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Мускаври Пĕтĕм Раççейри халăх хуçалăхĕн выставки çывăхĕнче те, метрора та чăваш чĕлхи янăрарĕ, наци тумне тăхăннă ватăсемпе çамрăксем саркаланса утрĕç, купăс тăсса ура хуçса ташларĕç, авалхи музыка инструменчĕн — шăпăр — сасси аякка илтĕнчĕ… Çĕршывăмăр тĕп хулинче Акатуй кăçалхипе иккĕмĕш хут çӳллĕ шайра иртрĕ. Мăнаçлă та пысăк Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсем пĕлтĕр «Сокольники» паркра пухăннăччĕ, хальхинче вĕсене ВДНХ хăйĕн ытамне йышăнчĕ.
«Шупашкар куçса килнĕ пекех» Çак канмалли кунсенче чăвашсем пирки кашни утюгранах тенĕ пекех калаçрĕç: пирĕн халăхăмăр, пуян культура пирки федераци каналĕсенче, радиора хыпарларĕç, социаллă сетьсем те Акатуйра ытла хĕрӳ пулнине кăтартнипе чутах сирпĕнсе каймарĕç пулĕ. Чăваш блогерĕсен видеовĕсене пăхнă май Мускава çитсе килнĕ, йăхташсемпе пĕрле савăннă пекех туйăнчĕ. Акă паллă ентешĕмĕр, «Дорожное радиора» тăрăшакан Алена Арсентьева /вăл Мускавра темиçе çул пурăнать ĕнтĕ/ уява çитмесĕр пултарайман. Акатуй иртессине вăл социаллă сетьре малтанах хыпарланăччĕ. Радиори ĕçтешĕпе Никита Леоновпа Мускавра пурăнакансемпе хăнасене тутлă апатпа сăйланма, юрласаташласа савăнма йыхравланăччĕ. Алена уявра юлташĕпе пĕрле шăрттан, Чăваш Енре туса кăларнă квас туянса сăн ӳкерĕннĕ, хăйсем пирки «Чăн-чăн чăваш пикисем», — тесе çырнă. Мускавра тĕпленнĕ ӳнерçĕпе Ксения Кошелевăпа Останкино телебашнинче ĕçлекен Анастасия Олангина вара Акатуйра Чăваш Ен ялавне вĕлкĕштернĕ, Чăваш телерадикомпанийĕн ĕçченĕн Алексей Александровăн уявра калама çук вăйлă савăнса, юрласа, ташласа çӳренĕрен пичĕ хĕвел çинче пиçнĕ… Мускавра тата тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан чăвашсем Акатуя мĕн тери вăйлă кĕтни каламасăрах паллă. «Шупашкар кунта куçса килнĕ пекех», «Чăвашсем Мускава ярса илчĕç», — чăваш юррикĕввишĕн, ташшишĕн тунсăхланă йăхташăмăрсем соцсетьсенче шӳтлесе çапларах çырчĕç. Халăх юррисене шăрантаракан Алена Силпи Акатуя мăшăрĕпе, хĕрĕпе Авелинăпа тата ывăлĕпе Левпа пынă. Мускавра пурăнакан Максимовсен-Савельевсен çемйи кунашкал уявсенчен нихăçан та юлмасть. Паллах, яланах чăваш тумĕпе вĕсем. Пĕчĕк ачисене те наци эрешĕллĕ çи-пуç тăхăнтартаççĕ. Ав пĕчĕк Авелина, илемлĕ кĕпепе тухья евĕр калпак тăхăннăскер, ашшĕн хулпуççийĕ çинче ларса чăваш юррипе киленнĕ. Виçĕ уйăхри Лева та кӳмере урисемпе тапкалашса выртнă. Ачисем пĕчĕк пулнине пăхмасăр Аленăпа мăшăрĕ уяв вĕçĕччен тăнă, концертра та ташласа савăннă. Тухьясемпе масмаксен куравĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ ВДНХ хапхи патĕнче чăваш тумĕ тăхăннă аниматорсем, ходулистсем иртен-çӳрене уява йыхравланинчен пуçланнă. Хапха витĕр Чăваш Енрен, Тутарстанран, Чĕмпĕртен, Самартан тата ытти тăрăхран çитнĕ делегацисем, фольклор ушкăнĕсем утса тухнă. Часах кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, унăн мăшăрĕ, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова çитнĕ, ВДНХна пухăннисемпе пĕрле «Халăхсен туслăхĕ» фонтан патĕнче вăйă картине тăнă. Унтах «Чăваш туйĕ», «Симĕс ылтăн», «Ака-суха уявĕ» курăнусем иртнĕ. Акатуя чăваш ăстисен куравĕсĕр курма хăнăхман эпир. ВДНХ лапамне пынисен те мĕн кăна курма май килмен пулĕ: наци эрешĕллĕ тумтир, алкавăчăра, тĕрлĕ сувенир… Курава çитсе килнĕ чăваш поэчĕ Альбина Юрату йăхташсемпе тĕл пулнăшăн уйрăмах савăннă. Чăваш капăрлăхне ăсталакан çамрăк этнодизайнер Кристина Макосеева хăйне евĕр алкапа, сулăпа, мăй çаккипе паллаштарнă. Сăмах май, çак кунсенче Чăваш наци музейĕнче пикен пĕрремĕш куравĕ уçăлнă. «Хĕвел ташши» ятлăскерте вăл наци тумĕн коллекцийĕпе паллаштарать. Унта арçынсен костюмĕсен коллекцине те, этнокорсетсем те курма май пур. Курав уçăлнине пăхмасăр Кристина вăхăт тупса Мускаври йăхташсене савăнтарма çула тухнă. Темиçе кун каялла кăна Санкт-Петербургри Акатуйра савăннă Роза Степанова-Кĕлчечек те куравра хăй ăсталанă капăр тухьясемпе, масмаксемпе паллаштарнă. Нина Михеева алă ăсти вара Акатуя чăваш тĕрриллĕ салфеткăсемпе, наци эрешĕллĕ ободоксемпе пынă. Зоя Игнатьевăн сĕтелĕ çинче эрешлĕ савăт-сапа, чăваш кĕпи тăхăннă пуканесем, пĕчĕк кăçатăсем выртнă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова яланхиллех хăйĕн чаплă тухйи-хушпăвĕпе, мăй çаккисемпе тĕлĕнтерет. Хальхинче те çынсем унăн ĕçĕсене ытараймасăр пăхнă. Кураври кашни ăста патне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, хаклă ытти хăна çитсе курнă. Оренбургри йăхташа пулăшнă Республикăри юрă-ташă коллективĕсем Мускав халăхне чăвашсен йăли-йĕрки урлă Акатуй пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартнă. Театрализациленĕ курăнура артистсем ака-суха тунине, тухăç пуçтарнă хыççăн епле савăннине кăтартнă. Уява савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата мероприятие хутшăннă сумлă хăнасем уçнă. «Паян Акатуй пĕтĕм ВДНХна çавăрса илчĕ. Пирĕн тĕллев — хамăрăн йăла-йĕркепе килĕшӳллĕн ака-суха ĕçне тума пултарнăшăн çут çанталăка тав тăвасси. Эпир пысăк тухăç илессишĕн Турра йăлăнатпăр. Пирĕн йăх-несĕлсем те çапла тунă, ачасем те çак йăлана пăхăнччăр. Çакăнта пирĕн Раççейĕн вăйĕ палăрать. Кун пирки пире çĕршыв Президенчĕ те аса илтерет. Эпир кунта пухăнни хамăрăн йăлайĕркене тытса пынине, вĕсене упранине кăтартать. Акатуй — кĕлĕ туни, тав туни. Паян эпир шыв-шуртан шар курнă йăхташа, Оренбург облаçĕнчи чăваша, пулăшăпăр. Пĕр-пĕрне пулăшасси — авалхи йăла, ăна яланах пăхăнатпăр. Пирĕн аграрисем ӳсĕм тунине палăртма кăмăллă. Кăçалхи çур аки çăмăлах пулмарĕ пулин те. Акана кая юлса тухрăмăр, çапах планланине йăлтах пурнăçа кĕртме май килчĕ», — тенĕ Олег Алексеевич. Вăл чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакан, регионсенче пурăнакан йăхташсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Акатуя Чăваш Енре çуралнă, хăй вăхăтĕнче унта ĕçлесе пурăннă ентешсем те пынă. Пухăннисене сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи тĕрĕслевĕн федераци службин ертӳçи Алла Самойлова, РФ сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров саламланă. РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков хăй Пушкăртстан чăвашĕ пулнине, пирĕн халăх аслă Раççейĕн пĕр пайĕ, илемĕ иккенне, чăвашсем çĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хывнипе мăнаçланнине, ăна тăшманран хӳтĕленине, пирĕн ентешсем халĕ те çапăçу вырăнĕсенче пулнине палăртнă. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Сирĕн çемйĕрте ача-пăча сасси яланах янăратăр»
«Эпĕ хăть хăш киле кĕрсен те чирлĕ çынна усă кӳме тăрăшатăп», — тенĕ Гиппократ. Унтанпа 2,5 пин ытла çул иртнĕ. Медицинăри çак йĕрке паянхи кунчченех сыхланать. Ахальтен мар шурă халатлă тухтăрсем паян та унăн тупине тăваççĕ.
Хăш-пĕр кăтартупа — малтисен йышĕнче
Çак професси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шурă тумлă тухтăрсем кашни çынна вăхăтра пулăшу кӳме тăрăшаççĕ, çынна хĕрхенме пĕлеççĕ, пациента эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплеççĕ. Шăпах çакăн пирки каларĕç те Медицина ĕçченĕсен кунне халалланă уявра. Ăна иртнĕ эрнере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче паллă турĕç. \ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев медицина ĕçченĕсене уявпа саламланă май çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнӳсем сунчĕ. Асăннă отрасль Чăваш Енри çеç мар, ытти регионти çамрăксемшĕн те илĕртӳллĕ пулмалли çинчен каларĕ. «Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн эпир йăлтах тăвăпăр, пулăшу майĕсем шырама пăрахмăпăр», — терĕ вăл. Сăмахран, кăçал ял тăрăхĕнче пурăнакан сайра тĕл пулакан профессиллĕ çамрăксене пĕр хутчен паракан пособие тивĕçмешкĕн, çавăн пекех ял тăрăхĕнче е пĕчĕк хуласенче пурăнмалли çурт-йĕр тара тата çул-йĕр компенсацийĕсем илмешкĕн ӳсĕме 35 çулччен пысăклатнă. Регион ертӳçи «медицина ĕçченĕсен çемйисенче те яланах ачапăча сасси янратăр» терĕ. «Çакă пирĕн ачасем сыввине, тăнăç пурнăçа тата килте пурте йĕркеллĕ пулнине пĕлтерет. Эсир пире сывлăх парнелетĕр, сирĕн те сывлăхăр çирĕп пултăр», — палăртрĕ Олег Алексеевич. РФ сенаторĕ Николай Владимиров нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртме палăртнине аса илтерчĕ. Çавна май çĕршыв суб˜екчĕсем валли çĕнĕ тĕллевсем лартнă. Асăннă наци проекчĕ сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм сферине йĕркелесе пырĕ. Чи малтан вăл Раççейре пурăнакансен ĕмĕрне тăсма тивĕç. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи тĕрĕслевĕн федераци службин ертӳçи Алла Самойлова республикăри медицина ĕçченĕсене видеомелĕпе саламларĕ. Вĕсен пĕлĕвĕ, сисĕмлĕ чĕри тата тăрăшуллă алли кашни кун пациентсен пурнăçне упранине çирĕплетрĕ. «Хамăрăн ĕçе эпир уçă чĕрепе, пациентсене тимлĕх уйăрнипе пурнăçлани чăннипех савăнтарать. Хастар ĕçленипе эпир мăнаçланмалли çитĕнӳсем турăмăр. Хăш-пĕр кăтартупа çĕршыв шайĕнче те — чи лайăххисен шутĕнче. Алла чĕре çине хурса сире ĕçшĕн тав тăватăп. Сирĕнпе пĕр командăра вăй хунишĕн мăнаçланатăп», — терĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Раççей Президенчĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулăшнипе медицина пĕрлĕхĕ граждансен пурнăçĕпе сывлăхне упрас енĕпе пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçлассине палăртрĕ вăл. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп» Уявра пултаруллă, хастар ĕçченсене, çавăн пекех тăрăшуллă учрежденисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Акă Канашри венерологипе ӳт чирĕсен диспансерĕнче вăй хуракан Татьяна Константинова «ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илме тивĕçрĕ. «Эпĕ мĕн ачаранпах химие, биологие юратса вĕренеттĕм. Çавна май тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕм. Унсăр пуçне манăн инке те çак профессипе ĕçлетчĕ. Унран тĕслĕх илеттĕм. Халĕ кĕçĕн мăнук тухтăр пулма ĕмĕтленет. Çак сферăра 44 çул тăрăшатăп. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, пациентсемшĕн тăрăшатăп», — терĕ Татьяна Васильевна. Патăрьелти тĕп больница республика конкурсĕнче «Ял халăхне тивĕçтерекен сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕ» номинацире çĕнтернĕ. Шупашкар хулин тĕп больници вара «Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан чи лайăх учреждени» номинацире палăрнă. Татьяна Маркелова тĕп тухтăр палăртнă тăрăх, унта 800 ытла çын ĕçлет. Татьяна Николаевнăн медицинăри ĕç стажĕ — 26 çул, çав шутра 8 çул вăл ертӳçĕре тăрăшать. «Эпир çынсене сиплетпĕр, профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Çавăн пекех диспансеризаци, медосмотр витĕр кăларатпăр. Унсăр пуçне пирĕн стационар та пур. Тĕрлĕ наци проекчĕсене хутшăнатпăр. Çынсен ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшатпăр», — кăмăллăн калаçрĕ Татьяна Маркелова. Зиля Юсупова Патăрьел округĕнчи Ксыл-Камышран килнĕ. Вăл ĕçлекен ФАП республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. «Çак ФАПра 2020 çултанпа çеç вăй хуратăп, — терĕ сăпайлăн Зиля Рифкатовна. — Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври поликлиникăра ĕçлерĕм. Каярахпа çемьепе Ксыл-Камыш ялне куçса килтĕмĕр. Манăн — тăватă ача. Шел те, мăшăрăм çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Халĕ ачасене пĕчченех ура çине тăрататăп. Виççĕшĕ тăван кил-çуртран вĕçсе тухса кайрĕç. Кĕçĕн хĕрпе юлтăм. «Эсĕ те хуланалла кайсан кампа пурăнăп-ха?» — тетĕп ăна час-часах. «Эпĕ сана хампа пĕрле илсе кайăп», — лăплантарать вăл мана. «Çук, эпĕ хамăн ĕçсĕр пурăнаймастăп, ăна юрататăп», — тетĕп хирĕçлесе. Ĕçе уява кайнă пек хаваслă кăмăл-туйăмпа утатăп. Ял-йыша пулăшас килет. Çакăн пек ФАПра ĕçлемелле те ĕçлемелле. Ăна иртнĕ çул хута ячĕç. Пĕтĕм услови пур унта. 374 çыннăн сывлăхне сăнаса тăратăп, вĕсенчен 91-шĕ — ачасем. Çулталăка çитмен пепке 1 çеç. Иртнĕ çул 4 ачаччĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Почтальон килессе куç пек кĕтеççĕ
«Пурнăç хăй çулĕпех чупать, — тет Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Роза Кошкина [Земцова]. — Тин çеç хамăр та ачапăча кăначчĕ, акă кĕçĕн мăнуксем те çитĕнеççĕ».
Роза Михайловна асăннă тăрăхри Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пĕве кĕрсен ăна кӳршĕ ял каччи Геннадий Кошкин асăрханă. Çапла вара 1967 çулта вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Сăмах май, Геннадий Гаврилович «Труд» колхозра чылай çул шоферта ĕçленĕ. «Колхозри чи лайăх водитель», «Районти чи лайăх водитель» ятсене илме тивĕçнĕ. Халĕ вăл сакăр теçетке çула çывхарать пулин те машина рульне аллинчен ямасть-ха. Роза Михайловна çамрăклах Кĕçĕн Арапуçри фермăра пăру пăхнă çĕрте тăрăшнă. Каярахпа, Нăрваш Шăхальне качча килсен, колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: уй-хирте, йĕтем çинче, строительство бригадинче… «Икĕ алла пĕр ĕç», — тенешкел ăçта хушнă — çавăнта кайнă. Розăпа Геннадий Кошкинсем пурнăç сукмакĕпе 57 çул пĕрле утаççĕ. Çак вăхăтра вĕсем çирĕп çурт-йĕр çавăрса виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Йăх-несĕле тăсаканĕсем паян — тăватă мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук. Ывăлĕ Юрий аслă пĕлӳллĕ зоотехник, унăн мăшăрĕ Мария Юрьевна аслă шкулсен икĕ дипломне илнĕ: зоотехник тата юрист. Сăмах май, вăл халĕ — Нăрваш Шăхаль территори пайĕн ертӳçи. Хĕрĕ Галина Чĕмпĕр облаçĕнчи Димитровград хулинче столовăй ертӳçинче тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. «Анне чечексем ӳстерме кăмăллать, — тет Галина Геннадьевна. — Пӳлĕмре те, пахчара та туллиех вĕсем. «Йышне кăштах чакар, хăвна йывăр», — сĕнетĕп тепĕр чухне. «Çук, ӳсчĕрех. Куç илеме юратать. Вĕсем çеçке çурсан чун савăнать», — кăмăллăн хуравлать вăл. Пахча çимĕç калчисене вара пĕчĕк ача евĕр пăхать. Вĕсене кашни çулах лартать. Ытлашшине ял çыннине те парать. Ку енĕпе унăн алли çăмăл. Помидор, купăста, хăяр яланах ăнса пулать. Тепĕр ырă енĕ пирки те каласа хăварас килет. Апат-çимĕç пĕçерме те кăмăллать вăл. Унăн çăкăр-кукăлĕ çав тери тутлă. Ахальтен мар эпĕ те çак профессие суйларăм». 2002 çулхи раштав уйăхĕнче Нăрваш Шăхальне çут çанталăк газне илсе çитернĕ. Çавна май уява Чăваш Республикин ун чухнехи Президенчĕ Николай Федоров та хутшăннă. Вăл Розăпа Геннадий Кошкинсен килĕнче чи малтан газ чĕртнĕ. Чăвашсен ырă йăлипе Роза Михайловна ăна хур парнеленĕ. Çапла, çамрăк чухне картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тытнă вĕсем. Халĕ ĕне выльăх çук пулсан та сурăх, чăхчĕп усраççĕ. «Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр епле пурăнăн?» — теççĕ Кошкинсем. Роза Михайловна та, Геннадий Гаврилович та хаçатжурнал вулама юратаççĕ. Чăваш кăларăмĕсене чылай çырăнса илеççĕ. «Почтальон килессе куç пек кĕтетпĕр. Хаçата пĕр йĕрке сиктермесĕр вулатпăр, унтан пĕрле сӳтсе яватпăр»,— теççĕ вĕсем. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Суйлав правине тавăраймасăрах çĕре кĕнĕ
Ывăлĕ Валентин Поляков — 1924 çулта «Хĕрлĕ Октябрь» пăр çĕмрен караппа Врангель утравне çитсе СССР ялавне çĕклеме хутшăннă. Унăн ашшĕне Ефим Полякова, Çĕрпӳ уесĕнчи Чурачăк вулăсĕнчи Чирĕклĕ Именкасси чиркĕвĕн тиечукне, РСФСР Конституцийĕпе килĕшӳллĕн 1919 çулта суйлав прависĕр хăварнă.
Чĕмпĕрте вĕреннĕ 1918-1953 çулсенче ăна çеç мар, «кулаксене», сутуçăсене, ыттисене, çав шутра чиркӳре ĕçлекенсене, вĕсен çывăх çыннисене, «социализм тума чăрмантараççĕ, ура хураççĕ» тесе депутата суйлама чарнă, экономика, администраци, социаллă пурнăç тата психологи енĕпе хĕснĕ, пенси, пособи, апат-çимĕç карточки, хваттер паман, патшалăх предприятийĕсене ĕçе илмен. Ачисене шкултан кăларса янă, вĕренме вуза йышăнман. Вĕсене суйлав прависĕр хăвармалли статья Конституцире — 1936, суйлав инструкцийĕнче 1953 çулчченех пулнă. Ефим Кузьмич хăйĕн правине патшалăх катертнине питĕ кӳренсе йышăннă. Хальхи Вăрмар тăрăхĕнчи Патти ялĕнче 1867 çулта çуралнăскер кунти земство шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ашшĕамăшĕ ăна ял чиркĕвне çӳреме, кĕлтума, хресчен ĕçне пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Анчах Ефим урăх çул суйласа илнĕ — Чĕмпĕрте малалла вĕренес тесе килĕнчен тухса тарнă. Унтан таврăнсан Çĕрпӳ уесĕнче ачасене 12 çул пĕлӳ панă, Чăваш Енри паллă священникпа Даниил Филимоновпа пĕрле Ямаш шкулĕнче ĕçленĕ. 1884 çулта уçнăскерĕн малтан çурчĕ те пулман, 1892-1894 тата 1898-1902 çулсенче Ясон Тимофеев тата Илья Филимонов (Даниил шăллĕ) килĕнче вĕрентнĕ. Унта Ефим Поляков мăшăрĕ, ырă кăмăллă Лидия Васильевна та, учитель пулнă, ăна ачасем, пушшех хĕр пĕрчисем, хисепленĕ. Шкул çуртне вĕсем черетпе вут хутса ăшăтнă. Поляковсем пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Пĕрремĕш ывăлĕ Аркадий чиркӳре ĕçлеме Стерлитамак уесĕнчи чиркӳ псаломщикĕн пулă¬шуçинчен пуçланă. Ефим Поляков 1895-1897 çулсенче хальхи Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕнчи хутла вĕрентекен шкулта та ĕçленĕ. Ăна хупсан унта чиркӳ прихучĕн шкулне уçнă. Ефим Кузьмич 1913 çултанпа Чирĕклĕ Именкасси ялĕн чиркĕвĕнче — тиечук, 1919-1924 çулсенче священник пулнă. Йышлă çемье ял хуçалăх культурисем туса илнĕ, унăн уйрăм пӳрт, кил хуçалăхĕ пулнă. «Поляковсем чухăн пурăнаççĕ, çемьере саккăрăн, — çирĕплетнĕ Чирĕклĕ Именкасси ял канашĕн председателĕ 1924 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ефим Кузьмича çырса панă справкăра. — Çемье пуçĕ пыл туса илес тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă, унран нумайăшĕ вĕренет. Эпир ирĕк панипе хурт-хăмăр ăстисен семинарне йĕркелет, пĕр хушă Çĕрпӳ уесĕн çĕр пайĕн вĕлле хурчĕ ĕрчетес енĕпе ĕçлекен инструкторĕ те пулчĕ. Вăл пирĕн тăрăха килнĕренпе пыл туса илес ĕç аталанма тытăнчĕ. Ял хуçалăхĕнче — усăллă çын, политика енĕпе те шанчăклă, совет влаçне хисеплесе йышăнать. Вăл каланă тăрăх, 1907 çулта халăха революци майлă агитациленĕшĕн айăплаттарас тĕллевпе Энĕшпуç тата Патти ялĕсенче (хальхи Вăрмар округĕ. — Авт.) ăна вырăнти священник тата С. пристав йĕрленĕ. Ефим Поляков чиркӳре ĕçлеме тиечука вырнаçсан çеç арестлесрен хăтăлса юлнă». Ывăлне — çĕçĕпе Çав справка халĕ Свердловск облаçĕн патшалăх архивĕнче упранать (Ф.Р-88. Оп. 8. Д. 1325. Л. 15). Суйлав прависĕр юлнă Ефим Поляков çемйипе çав облаçа куçнă чухне ăна пĕрле илсе кайнă. «Пермь крайĕн кăнтăр районĕсене чăвашсем пурăнма Чăваш АССРĕнчен пĕрремĕшсен шутĕнче — 1927, йышлăн — 1928 тата 1929, пысăк мар ушкăнпа 1930 çулсенче куçнă, — çирĕплетеççĕ «Чуваши в Пермском крае: очерки истории и этнографии» кĕнеке авторĕсем А.Черных тата М.Каменских. — Çĕнĕ ял пуçлама вĕсене хирте çĕр уйăрман, вырăс ялĕсен урамĕсенче çурт-йĕр çавăрма ирĕк панă. Сăмахран, Елово районĕнчи Тойкино ялне Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районĕнчи Патти ялĕнчен 1867 çулта çуралнă Ефим Поляков çемйи те килсе вырнаçнă». Пурнăçне тĕпченĕ чухне асăннă архивăн электрон фондĕнче Ефим Кузьмич рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕ армеецсен депутачĕсен канашĕсен пĕтĕм Раççейри ĕç тăвакан тĕп комитетне 1936 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче янă çырăвĕпе паллашма тӳр килчĕ. «Эпĕ чиркӳре ĕçлеме пăрахасси çинчен «Канаш» (халĕ — «Хыпар». — Авт.) хаçатăн 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче заявлени пичетлерĕм те Свердловск облаçĕнчи Елово районĕнчи (халĕ Пермь крайне кĕрет. — Авт.) Тойкино ялне куçса кайрăм, çĕр ĕçне пикентĕм, çемьери çичĕ çынна тăранма 7-8 гектар тырă, ытти культура акрăмăр, — çырнă Поляков. — Чăваш Енре комсомола кĕрсе килнĕ ачамсем кунта пуп ачисем шутланаççĕ. Ял-йышран çак сăмаха нумай илтрĕмĕр пулин те икĕ хĕрĕм ачасене хутла вĕрентрĕ, 8 класс пĕтернĕ ывăл Владимир, 1930 çултанпа патшалăх валли тырă хатĕрлекен пулăшу комиссийĕн председателĕ, выляв заемĕ сутмалли задание пурнăçлама хутшăнчĕ! Ял пухăвĕнче кулака тырă партарма çирĕплетнĕшĕн ăна, президиум председательне, вĕлерес тесех чĕри тĕлĕнчен çĕçĕпе чикрĕç. Çапах чĕрĕ юлчĕ, ялтан тухса кайрĕ, шкулта ĕçлет. Ачамсем кивĕ тĕне ĕненекен тĕттĕм çынсене суя çулпа кайнине, ултав серепине лекнине пĕрре çеç мар ăнлантарчĕç, анчах лешсем вĕсене «турăсăррисен» йышне кĕртсе хăртрĕç. Кивĕ тĕнри пуянсем чи малтанах мĕн пур киревсĕр майпа пирĕн кил хуçалăхне тĕп тума хăтланчĕç. Колхоз председателĕ, хăй те кулак, ачамсене колхозран кăларчĕ, налук тӳлеме пире 1931 çулта çирĕп задани партарчĕ. Кулаксен организацийĕ кунта куçса килнĕ сахал йышлă нацисен çемйисене тĕрлĕ енĕпе хĕстерчĕ. Хăйĕн пуянĕсене вара тырă парассинчен, кулаксен шутне кĕртессинчен хăтарса пычĕ, ял канашĕн председательне те вăл суйлаттарнă. Çирĕп задание тӳлесе татманшăн мана тата ытти чăваша суд икĕ çуллăха ирĕклĕх прависĕр хăварчĕ, кил хуçалăхĕпе мĕн пур пурлăха туртса илчĕ. «Эсĕ хаçатсене çырса тăратăн иккен-ха!» — тесе кăшкăрчĕ те район судйи çавнашкал приговор кăларчĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать