Хыпар 63-64 (28239-28240) № 14.06.2024
Пур ача та телей курса çитĕнтĕр
Владимир Путин сĕннипе социаллă тăлăхлăха асăрхаттаракан инспекцин ларăвĕ Раççейре пуçласа Чăваш Енре иртрĕ.
«Чăваш Ен – Владимир Путин пулăшнипе социаллă тăлăхлăха асăрхаттармалли тытăмăн Пĕтĕм Раççейри инспекцийĕн пирвайхи тапхăрне пурнăçлама тытăнакан пĕрремĕш регион. Асăннă ĕçĕн тĕллевĕ — опекăпа попечительлĕх органĕсен, çул çитменнисен ĕçĕсен комиссийĕсен, ача-пăча учрежденийĕсен, социаллă службăсен ĕç-хĕлне лайăхлатасси. Лару-тăрăва вырăнта, хамăр куçпа курса ĕçтешсемпе пĕрле ăна комплекслăн тишкермелли тата хак памалли меслетсене ĕçлеттерсе пăхăпăр. Çапла майпа курăмлă улшăнусем тăвăпăр», — пĕлтерчĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Мария Львова-Белова Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан. Республикăри инспекци ĕçне уçăмлатнă май вăл 9 организацин, çав шутра социаллă ыйтусене тивĕçтерекен комплекслă 4 центрăн, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен интернат çурчĕн, опекăпа попечительлĕх органĕсен ĕç-хĕлне мониторинг ирттерсе тишкернине пĕлтерчĕ. Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй республикăра социаллă учрежденисене лекнĕ ачасене яваплăха туйса пăхнине, çемьесене пулăшма тăрăшнине палăртрĕ. Сăмахран, 2023 çулта асăннă учрежденисене тĕрлĕ сăлтава пула йышăннă 1322 ачаран 1006-шне çемье хӳттине пама пултарнă. Виçĕ çулта социаллă тăлăхсен шучĕ 12,5 процент чакнă, ача çуратмалли çуртсене пăрахса хăварнă пепкесен шучĕ 2 хут ытла сахалланнă. Çав хушăрах 2023 çулта социаллă тăлăхсене ытларах Етĕрне тата Шупашкар округĕсенче тупса палăртнă. Вăрмар округĕнче ун пекки пĕрре те пулман. Ача-пăча учрежденийĕсене вырнаçтарнисен шучĕпе Улатăр тата Вăрмар округĕсем малта тăраççĕ. Элĕк, Пăрачкав тата Елчĕк округĕсенче çавнашкал тĕслĕх пачах çук. Ачасене асăннă учрежденисене ăсатассинчен асăрханас тесен вĕсен ашшĕ-амăшне васкавлăн пулăшма майсем тупмалла тата ачасен тăванĕсене пикенсе шырамалла. «Хальхи вăхăтра Чăваш Енри ача-пăча учрежденийĕсенче 200 ытла ача пурăнать. Республика Пуçлăхĕпе ачасене çемьене парас енĕпе ĕçлекен тытăма майĕпен улăштарса пырасси пирки калаçса татăлтăмăр», — палăртрĕ Мария Алексеевна. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли черете палăрмаллах кĕскетме пултарнине, çывăхри 3-4 çулта ăна йăлтах пĕтерме шухăшланине тата çак ĕçе планпа килĕшӳллĕн пурнăçласа пырассине асăнчĕ. Олег Николаев виçĕ çулта тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси 1,5 хут ӳснине, çак вăхăтра 909 çынна хваттер уйăрса панине çирĕплетрĕ. Мария Львова-Белова Чăваш Ен тин çуралнă ачасем вилеслĕхĕн кăтартăвĕ пĕчĕк шайра пулни, ку енĕпе Раççейре 2023 çулта пĕрремĕш вырăнта тăни, кунта общество организацийĕсемпе бизнес сфери вăйлă аталанни, вĕсем ыр кăмăллăх ĕçне пулăшса тăни пирки каларĕ. Иртнĕ çул Телейлĕ ачалăх çулталăкне йĕркелесе ирттернĕшĕн тав турĕ. Калаçăва малалла тăсса Олег Николаев 2023 çулта Чăваш Енре ачасемпе çемьесене пулăшу памалли мерăсене пĕтĕмпех çĕнĕрен тишкерсе тухнине, çĕр-çĕр мероприяти ирттернине, ведомствăсен хушшинчи çыхăнусем мĕнле йĕркеленнине тĕплĕн тишкернине пĕлтерчĕ. «Ку енĕпе право тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ йышăнусем турăмăр, вĕсем пире ачасемпе çемьесене кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшу пама пултармалли комплекслă тытăма йĕркелесе çитерме май пачĕç. Халĕ ăна тивĕçлĕ ĕçсемпе, кашни çемье тата кашни ача патне çитекен тĕрлĕ сервиспа пуянлатмалла», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл çавăн пекех республикăра Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçланипе пĕрлех вырăнти пулăшу майĕсене вăя кĕртни çинчен каларĕ. Вĕсен шутĕнчех — ачасене хăйсен пултарулăхне туллин уçса пама пулăшакан хушма майсем, сусăр ачасене тата хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан мăшăрсен ачисене пулăшмалли мелсем. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, çул çитменнисен комиссийĕсен ĕç-хĕлне те çĕнĕлле йĕркелеме вăхăт çитнĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Галина ИВАНОВА: Сывлăх сыхлавĕнче çынна юратмасăр ĕçлеймĕн
— Анне ялта фельдшерта ĕçлетчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле фельдшерпа акушер пунктне пĕчĕклех çӳреме пуçларăм. 4-5 çулсенче чухне вăл мана шурă халат çĕлетсе пачĕ. Аннепе пĕрле ĕçе тулли кăмăлпа утаттăм. Вăл çынсене йышăннине курса эпĕ те пуканесене «сиплеттĕм». Медицинăна çавăн чухнех юратрăм, — иртнине куç умне кăларчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, аслă категориллĕ кардиолог Галина ИВАНОВА. Хисеплĕ тухтăр çамрăк пациентсемпе те, аслă ӳсĕмрисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ялтан çитнĕ ватă çынпа чăвашла калаçать, сывлăхне тарăннăн тĕрĕслесе тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарать. Раççейри Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен кунĕ умĕн Галина Ильиничнăна «Хыпар» тĕпелне йыхравларăмăр.
— Галина Ильинична, хăш ял сире хăйĕн сăпкинче сиктерсе ӳстернĕ-ха?
— Анне Татьяна Сергеевна — Улатăр тăрăхĕнчен. Ун чухне Улатăрта фельдшерпа акушер шкулĕ пулнă. Çавăнтан вĕренсе тухсан ăна Йĕпреç районне ĕçлеме янă. Малтан район центрĕнчи больницăра пилĕк çул акушеркăра ĕçленĕ вăл. Аттепе Илья Наумовичпа паллашса çемье çавăрсан Туçа ялĕнче тĕпленнĕ. Эпĕ унта çуралса ӳсрĕм. Ял пысăкчĕ. Анне шкула ачасене медицина вĕрентме те çӳретчĕ. Ун патне апат çиме çӳрени те асрах. ФАПра аннепе пĕрле тепĕр медсестра ĕçлетчĕ. Вăл ятарласа куç енĕпе тимленĕ. Ĕлĕк трахома чирĕ сарăлнă, çавăнпа çак чиртен сиплеме ятарласа медсестра уйăрнă. Аннепе пĕрле вĕсем ялан килтен киле /ялта 400 ытла кил хуçалăхĕччĕ/ çӳретчĕç. Вĕсемпе пĕрле — эпĕ те.
— Апла эсир çавăн чухнех медицина ĕçне парăннă.
— Çапла. Эпĕ хама урăх профессире курман та. Çынна медицина пулăшăвĕ пама чунран тăрăшаканăн чи малтанах кирек кама та юратмалла, унсăрăн вăл тивĕçлĕ тухтăр пулаймĕ. Анне çапла ăс паратчĕ.
— Ялти медицина ĕçченĕн пĕр канăç та çук. Кирек хăш вăхăтра чĕнсе илме пултараççĕ…
— Анне темĕн ĕçлесе те ĕлкĕретчĕ. Килте выльăх, чăх-чĕп чылай усранă. Ирсерен тăватă сехетре тăратчĕ. Пĕррехинче хĕлле аннепе мунча кĕме кайрăмăр, урамра 40 градус сивĕ. Çав вăхăтра пулăшу ыйтса ял вĕçĕнчен пĕр арçын килчĕ. Анне çăвăнмасăрах тăхăнса тухса кайрĕ. Ун чухне лашана çуна кӳлсе чирлĕ çынна Йĕпреçе леçетчĕç. Анне пĕрле кайса вырнаçтарса хăваратчĕ. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фельдшерта вăй хучĕ. Çав вăхăтра унăн пациенчĕсенчен пĕр çын та пурнăçран уйрăлман: çав йышра — ача çуратакан хĕрарăм та, кун çути куракан пепке те. Акушерка пулнăран çав ĕçе лайăх пĕлнĕ, яваплăха пĕлсе ĕçленĕ. Вăйлă специалист пулнăран СССР шайĕнчи нумай наградăна тивĕçнĕ. Яла Шупашкартан сывлăх сыхлавĕн министрĕ, паллă тухтăрсем килетчĕç. Атте пирки те каласа хăварам: вăл утарçăра вăй хуратчĕ, унсăр пуçне кăçатă йăвалама ăстаччĕ. Ун патне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килетчĕç. Çынна улталамасăр, тĕплĕ ĕçлетчĕ.
— Медицинăна суйланă чухне сире аннĕр ĕçĕнче курнă йывăрлăхсем те хăратман-и?
— Ун çинчен шухăшлама пĕлмен. Çамрăклăх — хастар вăхăт. Саккăрмĕш класс хыççăн Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Тĕрĕссипе, çавăн чухне педагог профессийĕ те илĕртетчĕ. Аннепе Канаша заявлени пама кайсан педучилище çурчĕ тавра та утса çаврăнтăмăр. Чун пурпĕрех медицинăна туртрĕ. Шкултан шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренсе тухрăм. Аннен пирĕнпе ларма вăхăт пулман, атте хăш-пĕр чухне пулăшатчĕ. Училищĕре вĕренме те йывăр пулмарĕ. Шăматкунсерен киле таврăнаттăм та, юлашки курсра уйрăмах, ялти çынсем пулăшу ыйтма пыратчĕç, эпĕ каяттăм. Анне пурпĕрех ман хыççăн чупса пыратчĕ. Эпĕ йăнăшасран хăранă ĕнтĕ. Çулла уя колхозниксем патне тухаттăм, куçа эмел яраттăм, çынсене пулăшас килетчĕ.
— Тăрăшуллă çамрăк пĕр вырăнта ларма пултараймасть паллах.
— Училищĕне хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытрăм. Эпĕ тĕллеве яланах пурнăçлама тăрăшатăп. Манăн тухтăр пулмалла. Специальноç суйлассине атте чĕре чирне пула пирĕнтен ир уйрăлни те витĕм кӳчĕ. Тухтăр дипломне илсен республикăри кардиологи диспансерĕнче ĕçлеме пуçларăм. Унтанпа 35 çул хыçа юлчĕ.
— Сирĕн çемье династийĕн медицинăри ĕç стажĕ 138 çул тенине вуланăччĕ.
— Анне 40 çул ĕçлерĕ, унăн аппăшĕ фельдшерта тăрăшнă, пиччен ывăлĕ Çурçĕрте тĕп тухтăрта вăй хурать. Пирĕн династие тăсса ывăлăм çак çула суйларĕ. Игорь — республика больницин неврологи уйрăмĕн тухтăрĕ. Кинĕм те — шурă халатлă професси çынни.
— Сирĕн çемье çинчен те пĕлес килет.
— Мăшăрăмпа Николай Петровичпа Канашри медучилищĕре пĕрле вĕрентĕмĕр. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль лармасть, массажистра вăй хурать. Унпа яланах медицина çинчен те канашлатпăр. Пĕр-пĕрне сĕнӳсемпе пулăшатпăр. Кĕçĕн ывăл Евгений пурнăçне финанс енĕпе çыхăнтарчĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Çанталăка çырса пыни
климат улшăннине ăнланма пулăшать
Çанталăка çырса пырать вăл, темĕн тĕрлĕ йывăç лартать, çăл куçсемпе çырмасене тасатать, хăйсен тăрăхĕнче сăвăрсемпе хăнтăрсем ĕрчеччĕр тесе тăрăшать... Юрĕ, тӳрех йăлтах асăнар мар, йĕркипе каласа парар. Çак кунсенче Вăрнар округĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан Николай Васильев патне çитсе куртăм. Кил хуçи чăннипех çут çанталăк тусĕ пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм.
Мăнукĕсемпе чăрăшсем лартнă
Николай Васильев çичĕ ачаллă — виçĕ ывăлпа тăватă хĕр — çемьере çитĕннĕ. Ывăлсенчен чи кĕçĕнни вăл. «Пире мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхтернĕ. Аттепе анне ир-ирех ĕçе тухса кайнă. Кукамай пире 5 сехетрех тăрататчĕ. Кукаçи те, асатте те вĕлле хурчĕ тытнă, анчах, шел те, вĕсене иккĕшне те кулак тесе айăпланă. Шкулта вĕреннĕ чухне рисованипе черчение юрататтăм. Çарта пулнă хыççăн пединститутăн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕресшĕнччĕ. Аслă пиччесенчен пĕри — ветврача, тепри агронома кайнăччĕ. Манăн зоотехник пулмаллаччĕ. Çавăнпах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетне кĕтĕм. Диплом илсен хамăр тăрăхри «Янгорчино» колхозра тĕп зоотехникра ĕçлерĕм. 1988-2002 çулсенче Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта тĕп тухтăрăн çумĕнче, каярахпа директорта ĕçлеме тӳр килчĕ. 2002-2004 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аспирантурăра пĕлĕве ӳстертĕм. 2004-2022 çулсенче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ятарлă дисциплинăсен преподавателĕнче вăй хутăм. Халĕ — тивĕçлĕ канура», — каласа кăтартрĕ Николай Иванович хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан. 19 çул хушшинче вăл хурт-хăмăрçăсен 18 ушкăнне, пурĕ 450 утарçа, вĕрентсе кăларнă. Вĕсенчен чылайăшĕпе паянхи кунчченех çыхăну тытать. Хăй вăхăтĕнче вара çулсеренех тăватă-пилĕк студента хурт-хăмăр енĕпе наука ĕçĕсем çыртарнă. Улатăр, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисене хăйĕн машинипе илсе çӳренĕ. «Большая Волга» конкурса кашни çул тăватă-пилĕк ĕç тăратнă. Çак ĕçе хурт-хăмăрçăсене кăна мар, технологсене те явăçтарнă. 1-мĕш вырăн йышăнни пĕрре кăна пулман… Николай Иванович пулас мăшăрĕпе Елена Федоровнăпа /вăл Елчĕк тăрăхĕнчен/ 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне паллашнă. Елена Федоровна малтан педучилищĕре вĕреннĕ. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ. Халĕ вăл Çĕрпел ялĕнчи шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет. Вĕсем 1987 çулта çемье чăмăртанă, виçĕ ача пăхса ӳстернĕ. Таня педуниверситет пĕтернĕ, халĕ Шупашкарти шкулта кĕçĕн классене пĕлӳ парать. Инна ЧПУра психолога вĕреннĕ, халĕ декрет отпускĕнче ача пăхать. Кĕçĕнни Оля педуниверситетăн истори, филологи, управлени тата право факультетĕнче вĕренет. Паянхи кун кукашшĕпе кукамăшне ултă мăнук хĕпĕртев кӳрет. Ачисем тăван киле час-часах килсе çӳреççĕ, ашшĕпе амăшне пулăшаççĕ. Аслă Васильевсем вĕсене те ĕçе, тăван тăрăха, çут çанталăка юратма вĕрентнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхтарнă, вĕлле хурчĕсем патне илсе тухнă, пахчара ĕçлеттернĕ, йывăç ларттарнă… Халĕ мăнукĕсене ĕç çумне çыпăçтарасшăн. Кăçал, Экологи культурин çулталăкĕнче, Николай Ивановичпа Елена Федоровна вĕсемпе пĕрле садра 50 тĕп чăрăш лартнă. Сад туяннă, пĕве тунă «Аттепе анне çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет. Атте Иван Васильевич шкул хыççăн педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. 1939 çулта ăна Совет-финн вăрçине илсе кайнă. Киле вăл 1946 çулта кăна таврăннă. Атте килсенех бригадирта вăй хунă. Унтан ăна ял канашĕн председательне лартнă. Кĕçех çулталăклăха Владивостока офицерсен курсне вĕренме янă. Унтан таврăнсан пенсие тухичченех пĕрремĕш класлă водительте вăй хунă. Анне Агафия Ивановна шкулта вунă класс пĕтернĕ. Кладовщикре нумай çул ĕçленĕ. Ун чухне вĕсем Уравăшра вĕреннĕ. Кайран бригадăра, колхоз садĕнче вăй хунă. Пирĕн ял сад пулнă вырăнтан пуçланнă. 4-5 çул каялла сад юхăнма тытăнчĕ, карти те çĕрĕшрĕ. Унта выльăх-чĕрлĕхе кĕртме пуçларĕç. Çавăнпах чун ырататчĕ. Ара, аттепе анне унта ĕçленĕ-çке. Тата ял историйĕ çавăнтан пуçланнă… 4 çул каялла вырăнти хуçалăх ертӳçипе Геннадий Романовпа калаçрăм та сада илтĕм. Çичĕ гектар йышăнать вăл. Тăваттăмĕш çул ĕçлетпĕр унта. Садра — 200 ытла улмуççи. Пыл хурчĕсем валли 3 гектар нумай çул ӳсекен курăк акрăмăр. Маларах илепер курăкĕ тата качака курăкĕ /козлятник/ акнăччĕ. Эпир çав сада упраса хăварасшăн. Илнĕ çулхинех /2020 çулта/ шкул ачисемпе ĕçлеме тытăнтăмăр, карта хĕррипе 300-400 тĕп хыр лартрăмăр. Вăрмантан пилеш, шĕшкĕ, акаци, катăркас куçарса килтĕмĕр. Улмуççисем лартрăмăр. Анчах пирĕн улмуççисем хĕл каçаймарĕç — мулкачсем кăшларĕç. Ун хыççăн улмуççи лартма пăрахрăмăр. Хырĕсем чиперех чĕрĕлчĕç, акă виçĕ метра çитрĕç ĕнтĕ. Çавăн пекех пĕве турăмăр. Маларах та пулнă-ха вăл, анчах типнĕ. Пире шкул ачисем чылай пулăшрĕç. Халĕ унта карпсем, карассем ĕрчеççĕ. Садра вăрăм сĕтел, саксем лартрăм. Халĕ унта тап-таса. Ял çыннисем çуралнă кунсене паллă тума шăпах çавăнта çӳреççĕ», — калаçăва тăсрĕ Николай Иванович. Васильевсем Кăпчунук çырми хĕрринче пурăнаççĕ. Унта вĕсем хурăнсем, ытти йывăç лартнă. Кил хуçи хăй вăхăтĕнче грушăсене нумай сыпнă. 2010 çулта питĕ шăрăх пулнипе метр çурă ӳснĕ грушăсем, улмуççисем йăлт типнĕ. Унсăр пуçне Маньчжури çăкисене илсе килсе вырăнти çăкасем çине сыпнă. Шел те, тип шара пула вĕсем те типнĕ. «Ун чухне алă усăнчĕ. Çавăнтанпа йывăçсене сыпмастăп, — кăмăлĕ салхулланчĕ Николай Ивановичăн. — Салтакран килсен атте хăйĕн пăшалне парнелерĕ те сунарçăсен союзне кĕтĕм. Çавăн хыççăн ухутана çӳреме тытăнтăм. Уй-хире, вăрмана чĕр чунĕсене тытассишĕн мар, çут çанталăкпа киленессишĕн каятăп. Тăватă çул каялла пирĕн тăрăха сăвăрсем килчĕç. Çавсене сăнатăп. «Йăвисене çĕмĕрме юрамасть», — вĕрентетĕп ялти ачасене. Халĕ унта виçĕ çемье пурăнать. Кăçал вĕсем хĕл ыйхинчен ака уйăхĕнче кăна вăранчĕç. Атте ĕмĕр тăршшĕпех çанталăка çырса пынă. Çак ĕçе вăл виличченех пăрахмарĕ. Кашни кун сывлăшри температура миçе градус пулнине, атмосфера пусăмне, сывлăшри нӳрĕке, çил хăш енчен вĕрнине палăртнă. Хĕвелне ӳкеретчĕ. Çап-çутă тăк сап-сарă сăрлатчĕ. Атте 1992 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Унтанпа çанталăка хам çырса пыратăп. Пĕр тетрадь пĕтет те çĕннине пуçлатăп. Çанталăка кăна мар, пылак сĕткен паракан курăксем хăçан чечеке ларнине те палăртатăп. Пĕрремĕшĕнчен, çакă — аттен ĕçне тăсни. Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмлетӳсем тума пулать. Акă, сăмахран, кураксем ытларах чухне нарăс уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе килеççĕ. Вĕсем килсен тепĕр уйăхран ама хупаххи чечеке ларать. Эпĕ ача чухне çăка утă уйăхĕнче кăна чечеке ларатчĕ. Халĕ — çĕртме уйăхĕнчех. «Шăпчăксем çу уйăхĕн варринчен юрлама пуçлаççĕ», — вĕрентетчĕç биологи урокĕнче. Климат улшăнчĕ те халĕ ака уйăхĕн вĕçĕнчех шăрантарма пултараççĕ. Тетрадьре çырни тăрăх пыл курăкĕсем мĕн вăхăт чечекре ларнине пĕлетĕп. Шăрăх пулсан çак тапхăр виçĕ куна яхăн кĕскелет. Калăпăр, çăкан икĕ эрне чечекре лармалла. Шăрăх пуçланчĕ тĕк вăл çичĕ куна та пымасть». <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Китай – инçе те питĕ çывăх
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республики Китая 3,5 пин тонна ытла ĕçме-çиме ăсатнă. Çак çĕршыва тиесе янă продукцин самай анлă списокĕнче — кайăк-кĕшĕк ашĕ, шăккалат, кондитер çимĕçĕсем, çăнăхран хатĕрленĕ тавар, ытти.
Кун çинчен Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствинче нумаях пулмасть иртнĕ канашлура калаçу пулчĕ. Унта «Çĕршывсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проектне пурнăçланин аграри производствипе çыхăннă кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Чăваш Ен 2024 çулта ют çĕршывсене агропромышленноç комплексĕн 9 пин тонна ытла продукцине ăсатнă. Иртнĕ çулхи пекех — кăçал та Китай пирĕн ял хуçалăх таварĕсен тĕп импортерĕ пулса юлни çирĕпленет. Асăннă виçен 40% — унăн тӳпи. Çак шутра кайăк-кĕшĕк ашĕ тĕп вырăн йышăнать: ку продукцие çулталăк пуçланнăранпа 2,1 пин тонна тиесе янă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12% нумайрах. Сахăртан хатĕрленĕ кондитер çимĕçĕсен тата шăккалат калăпăшĕ те пысăк — 242 тонна. Ку кăтарту иртнĕ çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтартуран икĕ хут пысăкрах. Раççейпе туслă çĕршыв çавăн пекех пирĕн çăнăхран хатĕрленĕ çимĕçсене 600 тонна туяннă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионти аграрисем, ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсем тавар çаврăнăшне пысăклатас тĕллевпе Китайри ĕçме-çиме куравĕсене хастар хутшăннин пĕлтерĕшне пысăка хурать: «Çавна май Кăçал Çĕрпӳ округĕнчи фермер Китая пирвайхи хут рапс çăвĕ ăсатнă, «Вавилон» кондитер фабрики унта канфет, печени, вафли ăсатассине тепĕр хут йĕркеленĕ». Чăваш Енри тавар туса кăларакансем çак çыхăнусене малалла аталантарас тĕллевлĕ. Сăмахран, «Акконд» кондитер фабрики çу уйăхĕнче «SIAL CHINA – 2024» курава, пĕтĕм тĕнчери ĕçме-çимепе çыхăннă чи пысăк форума, хутшăннă. Предприяти специалисчĕсем унти ĕçтешĕсемпе — хальччен çыхăну тытнисемпе те, çĕннисемпе те — калаçусем ирттернĕ, Китая ăсатакан продукци калăпăшне пысăклатассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Предприяти представителĕсем палăртнă тăрăх, Китайри ĕçтешĕсем паян «Акконд» вафлийĕ унта Раççей символĕ пекех пулса тăни çинчен калаççĕ-мĕн — кӳршĕ çĕршывра пирĕн çак продукци вырăс матрешкипе тата пулă вăлчипе тан кăмăллă сувенир шутланать иккен. «Акконд» тенĕрен, кондитер фабрики Китайпа 10 çула яхăнах тачă çыхăну тытса ĕçлет ĕнтĕ. Шупашкарăн кондитер çимĕçĕсене çак çĕршывра тутлă пулнипе, анлă ассортименчĕшĕн кăмăллаççĕ. Мĕн пытармалли, потребитель паян тавар чĕркемне кура та хаклать — фабрика ку енĕпе те рынок ыйтнипе тан утать. Шупашкар вафлийĕ те çак требованисене туллин тивĕçтерет: Китайри супермаркетсенче вăл темĕн йышши те пур — тĕрлĕ тутăлли, тĕрлĕ фасовкăлли... Паллах, «Акконд» экспорчĕ Китайпа кăна иксĕлмест. Предприяти паян патшалăх Раççей продукцине КăнтăрХĕвел тухăç çĕршывĕсен рынокĕсене кăларассине пулăшнипе тухăçлă усă курать. Вăл хăйĕн продукцине ăсатакан çĕршывсен шучĕ вара 35-рен те иртет. Çакăнпа кăна çырлахасшăн мар — Шупашкар кондитерĕсем экспорта анлăлатас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Сăмах май, Китайра вафли килĕштернине Шупашкарти тепĕр фабрикăн, «Вавилонăн», тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Çак предприяти те Чăваш Ен тĕп хулин кондитер çимĕçĕсене чикĕ леш енне ăсатассине пысăклатассине курăмлă тӳпе хывать. Вăл Кăркăсстана хăйĕн продукцийĕн самай пысăк партийĕсене тиесе янăччĕ. Китая вара 3,6 тонна вафли ăсатнă. Ĕçлĕ çак çыхăнусене йĕркелеме Мускавра çуллен иртекен «Продэкспо-2024» курава хутшăнни пулăшнă — Шупашкарта туса кăларнă пылак çимĕçсене чикĕ леш енне ăсатасси çинчен унта калаçса татăлнă. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Экспортерсем – экономика элити
Чăваш Енĕн экспорта пулăшакан центрĕ çуллен йĕркелекен «Çулталăк экспортерĕ» конкурс çĕнтерӳçисене çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Предприниматель кунĕнче чысланăччĕ. Чи лайăх экспортерсем наградăсене республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен илчĕç. Анчах конкурсра палăрнисене чысласси çакăнпа кăна вĕçленмерĕ. Иртнĕ эрнере вĕсене «Манăн бизнес» центрта пухрĕç — хаклă парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарчĕç.
Чи лайăх экспортерсене тĕрлĕ номинацире чысласси йăлана кĕнĕ. Йĕркелӳçĕсем кăçал та çакăнтан пăрăнман. Сăмах май, кăçал конкурса регионти пĕчĕк тата вăтам предприятисем 146 заявка тăратнă — иртнĕ çулхинчен те ытларах. Тĕп ултă тата хушма пĕр номинацире палăрнисене ятран асăнни вырăнлă. Промышленноç сферинчи çулталăк экспортерĕн ятне «Чукун çул компоненчĕсем» общество тивĕçнĕ. Вăл чукун çул техники валли саппас пайсем сутать. Пĕлтĕр компани Латвие тата Казахстана 37,4 миллион тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Çак номинацире иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче — Шупашкарти ятарлă тумтир туса кăларакан «ХСНПлюс» тата вентиляци системисем хатĕрлекен «Турбодефлектор» обществăсем. «Агропромышленноç комплексĕнчи çулталăк экспортерĕ» номинацире «Агрохмель» пĕрлĕх мала тухнă. Предприяти 2023 çулта хăй çитĕнтернĕ тулăпа урпана, çĕр улмине Таджикистана 3,8 миллион тенкĕлĕх ăсатнă. Призерсем — «Вăрлăх технологи компанийĕ 21» общество тата «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма. Пулăшу ĕçĕсен сферинчи çĕнтерӳçĕ — коммуникаци оборудованийĕн производителĕ Василий Лялин предприниматель. Бизнесменăн экспортăн пĕлтĕр ĕçлесе илнĕ укçинчи тӳпи 100% танлашнă. Шупашкарти «Спецдеталь» ПП — машиностроенипе çыхăннă номинаци çĕнтерӳçи. Вăл металл изделисемпе ĕçлет, çĕр айĕнчи пуянлăх кăлармалли техника валли кирлĕ саппас пайсене Гвинейăна ăсатать. Пĕлтĕр продукци экспорчĕн калăпăшĕ 10,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — электротехника туса кăларакан «Каскад» НПОпа автодетальсем сутакан «Идеа» общество. Пулас çулталăк экспортерĕн номинацийĕнче вара çакмалли çемçе пукансен производителĕ, «Стулер» компани, çĕнтернĕ. Апат-çимĕç, йăлара усă курмалли хими продукцийĕ сутакан «Смарт Трейд Эм Пи Ти» компани «Çулталăк трейдерĕн» ятне тивĕçнĕ. 2023 çулта Шупашкарти компани Турцие, Беларуçа, Казахстана, ОАЭне, Индие 640 миллион тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Списокра — кофе, чăмламалли резина, чĕр чунсене тăрантармалли апат, хут ал шăллисем, шăл тасатмалли паста тата ытти те. Ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерекен «КМК» компанисен ушкăнĕ тата электротехника продукцийĕ сутакан «ЭлтехИнжиниринг» пĕрлĕх — çак номинацири призерсем. Хатĕр ĕçме-çиме номинаци¬йĕнче Етĕрнери спирт завочĕ мала тухнă. Чăваш Енри алкоголь продукцине халĕ Казахстанра та лайăх пĕлеççĕ. Пĕлтĕр çак çĕршыва ăсатнă экспорт калăпăшĕ 18,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, экспортерсен тупăшăвĕ çакăнпа вĕçленмест-ха — Раççей шайĕнче те палăрма май пур. Тулашри экономика ĕç-хĕлĕнчи хастар предприятисем Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк экспортерĕ» премишĕн тупăшма пултараççĕ. РЭЦ гендиректорĕ Вероника Никишина палăртнă тăрăх, çак преми экспорт лидерĕсене кăна мар, вĕсем çĕршыв экономикине хывакан тӳпене палăртассине те тĕпе хурать. «Çулталăк экспортерĕ» ят компанисен продукцийĕн пысăк пахалăхне, вĕсен тĕнче шайĕнчи шанчăклăхне çирĕплетет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чунран тухнă аса илÿсем-и е блогер кĕнеки-и?
Унăн кĕнеки тухнă-тухманах, икĕ-виçĕ уйăхра, саланса пĕтрĕ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ĕлкĕрнисем вара пĕрре тишкернипех çырлахмаççĕ, ун патне çине-çинех таврăнаççĕ. Шкул ачисем кĕнекене уроксенче сӳтсе яваççĕ, аслисем алăран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, ваттисем куççульне шăлса илеççĕ. Кашниех хайлавсенче хăйне çывăххине асăрхать.
Сăмахăмăр Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кăларăмĕ çинчен пырать. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Нумаях пулмасть Наци вулавăшĕнче унăн презентацийĕ иртрĕ. Вăрăм çула кĕскетсе автор Хусантан килсе çитрĕ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе редакторсем, журналистсемпе библиотекарьсем, вĕрентекенсемпе ӳнерçĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева чи малтанах Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнчен янă видеосалампа паллаштарчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем «Ачалăхăм» кĕнекене вуласа тухнă хыççăн ăна халалласа, автора тав туса сăвă çырнă, хайлава илемлĕн вуларĕç. Кăларăма çирĕм тăхăр калав кĕнĕ. Вĕсенче автор хăйĕн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, тантăшĕсене аса илет, чунне хускатнă ĕçсем çинчен каласа парать. Калăва Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчĕсене асăннинчен пуçлать. Хăтлавра Константин Анатольевич ал çырăва епле хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ. Коронавирус тапхăрĕнче килте ларнă хушăра вăл Василий Шукшинăн калавĕсене вулама пуçланă. Вĕсем хăйне çывăх пулнине ăнланса илнĕ те социаллă тетелте çавăн евĕрлĕрех постсем кăларма пикеннĕ. Çынсем кăсăкланса вуланă, татах çырма ыйтнă. Çапла вара, кĕнеке ал çырăвĕ интернетра çырнисенчен пуçтарăннă. Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ Ирина Трифонова çыравçă-журналист ăна издательствăна кайса пама сĕннĕ. Малышев çапла тунă та. «Ку — блогер çырнă кĕнеке», — терĕ уяв хуçи. Чăнах та, комисси пăхса тухнă хыççăн ал çыру тематика планне кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова ăна пичете хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. «Ĕçлеме интереслĕ пулчĕ. Хайлавсене унти сăнарсен ӳсĕмне кура вырнаçтартăм. Автор архивĕнчи сăн ӳкерчĕксемпе усă курма йышăнтăмăр. Вĕсем кăларăма чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Константин Малышев — тăрăшуллă, хастар автор. Вăл тепĕр кĕнекине те пирĕн патра кăларасса шанатпăр», — терĕ Ольга Леонидовна. Людмила Сачкова прозаик кăларăма пысăка хурса хакларĕ. «Жанр тĕлĕшĕнчен калавсем мар, аса илӳсем тенĕ пулăттăм. Мана авторăн чĕлхи килĕшрĕ — виçеллĕ, тирпейлĕ, илемлĕ те яка. Вырăсла шухăшласа чăвашла çырни çук. Сăнарлăх шайĕ пысăк. Хам валли çĕннине нумай тупрăм. Малышев — авалхи чăваш чĕлхин управçи пулса килнĕ паянхи çыравçă», — палăртрĕ Людмила Николаевна. «Жанра унталла та, кунталла та яма пулать. Кунта авторăн шухăшламалла. Малышевăн яваплăхĕ икĕ-виçĕ хут ӳсет. Пĕрремĕшĕнчен, ăна Константин Иванов ятне панă; иккĕмĕшĕнчен, вăл Тăхăрьял тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, кунта Иван Юркин, Григорий Тимофеев çыравçăсем çут тĕнчене килнĕ; виççĕмĕшĕнчен, Константин Анатольевич ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Кĕнекере журналист куçĕ палăрать. Хаçат хыççăн чăвашла çырма вара йывăр. Журналистика типĕтет, илемлĕхе аталантарма чарать. Тăхăрьял тăрăхĕнчи авăрпа хавхаланса хăвăн чĕлхӳ пулмалла. Вара литература историйĕнчи вырăнна тупатăн», — автора сĕнӳ пачĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов профессор. Марина Карягина поэт тата тележурналист Виталий Григорьевича хирĕçлесе хаçат пурнăç шкулĕ пулнине, паянхи йывăр саманара — чĕлхе çухалса пынă чухне — радиопа телевиденире тата хаçатра ĕçлекен çын чĕлхене чи çывăххине палăртрĕ. Хăтлав умĕн Константин Малышев телекурав эфирне тухма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. «Ку кĕнеке чăнах та йĕртет, чĕрене пырса тивет. Аса илӳсенче — çĕр айне пулса пыракан чĕлхе, манăçа тухакан йăлайĕрке, сӳннĕ сăнарсем. Жанр тĕлĕшĕнчен ку ача-пăча хайлавĕсем кăна мар. Эпир те, çитĕннисем, вĕсене юратса вулатпăр. Эппин, пурин валли те çырнăскерсем. Мемуар, журналист аса илĕвĕсем тенĕ пулăттăм. Чи тĕппи вара — асанне. Асанне-кукамайпа ӳсекен ача телейлĕ. Ăрусен çыхăнăвне тытса тăраканни — халăх ăс-хакăлĕ», — терĕ Марина Федоровна. Чăн та, «Ачалăхăм» кĕнекере автор асламăшĕ çинчен юратса çырни туйăнать, ăна пирĕштипе танлаштарать. <...>
Ольга ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Кĕлетке вилет, чун вара çĕнĕрен çуралать»
Паянхи блиц-интервью хăни — хăйне евĕр тавра курăмлă сăвăç Раиса Сарпи. Чăваш халăх поэчĕ космоспа çыхăну тытни, иртнĕ пурнăçра кам пулни пирки каласа кăтартрĕ.
— Раиса Васильевна, паян ытларах мĕн пирки çыратăр?
— Çут тĕнчере пулса иртни пĕтĕмпе поэт чунĕ витĕр тухать. Куçарусемпе те ĕçлетĕп, тус-юлташа савăнтарас тесе кунсерен тенĕ пекех салам сăввисем шăрçалатăп.
— Мĕнле чун киленĕçĕ пур сирĕн?
— Халĕ эпĕ — тивĕçлĕ канура, 74-мĕш çул тăрăх пурнăç урапине кăлтăртаттаратăп. Çыравçă леш тĕнчене куçичченех ĕçлĕ çын шутланать. Архив нумай пуçтартăм. Халĕ çав çырусене, хайлавсене тирпейлемелле. Кил-çуртра тасататăп, тĕлпулусене çӳретĕп. Юлташ чылай та — тунсăхлама вăхăт çук. Нумаях пулмасть ывăл телефона телеграм вырнаçтарса парсан манпа тӳрех çĕр çын çыхăнчĕ. Пĕр-пĕринпе çыру çӳрететпĕр, сăвăсене ярса паратпăр.
— Куçарусем сирĕншĕн мĕнпе кăсăклă?
— Эпĕ çынсене тĕлĕнтерме юрататăп. Пĕлтĕр, сăмахран, Пушăн 8-мĕшĕ тĕлне йăмăка Альбина Юратăва парне турăм. Икĕ эрнере ачасем валли çырнă сăвăсен икĕ кĕнекине тата аслисем валли пичетленĕ пĕр кĕнекине вырăсла куçартăм. Альбина питĕ тĕлĕнчĕ, мĕншĕн тесен кĕнекисене ятарласа куçарттарас тăк унăн сахалтан та 150 пин тенкĕ кăларса хума тивĕччĕ. Куçару питĕ хавхалантарать. Чăвашсем вулаччăр тесе тĕрлĕ халăх çыннисен сăввисене те чăвашлататăп. Хамăн ята пичетленнине курас тесе мар, чун валли ĕçлетĕп.
— Хăш-пĕр сăввăр тĕлĕкре килет тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и ку?
— Çапла. Эпĕ вырăсла йĕркеллĕ калаçаймастăп та, вăранса каятăп та ручка тытса тĕлĕкре çуралнă сăмахсене çырма пуçăнатăп. Вара сăвă пулса тухать. Философипе, вăрçă темипе, чăваш историйĕпе çыхăннă фактсем те пур çав йĕркесенче. Хăшне-пĕрне хам та ăнланса пĕтерейместĕп.
— Космоспа халĕ те çыхăну тытатăр-и?
— Çӳлерехри хурав шăпах унпа çыхăннă та ĕнтĕ. Хама пăшăрхантаракан ыйтусем валли хуравсем яланах тупăнаççĕ. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть каçхине чĕркуççи ыратрĕ. Ăна мĕнле сиплемелли пирки шухăшласа çывăрса кайрăм. Ирхине ăнсăртран хама кирлĕ маç ятне пĕлтĕм те. Унашкал пултарулăх асаннен те пулнă.
— Кашни этем çĕр çине тепĕр хут çуралать теççĕ…
— Кĕлетке вилет, чун вара çĕнĕрен çуралать. Эпĕ унчченхи пурнăçсенче такам та пулнă: Савская патша майри те, шаманка та, Лермонтов та, Владимир Ленинпа пĕрле ĕçлекен те… Çаксене йăлтах кĕнекере çырса кăтартăп. Хам тепĕр пурнăçра ăçта, кам пулса килессине те йăлтах пĕлсе тăратăп.
— Тĕшмĕше ĕненетĕр-и?
— Тĕнче тытăмĕ хăйне евĕрлине, ĕненӳ кирлине, Библи тĕрĕслĕхĕсене, çынсем леш тĕнчене куçнă тăванĕсемпе çыхăнма пултарнине, вилнисен чунĕсем сыввисене тепĕр чухне хăратнине тата тавăрма пултарнине… ĕненетĕп. Хĕрт-сурт пуррине те çирĕплетсе калатăп. Асăннă пулăмсене тĕпчекен наука та пур — эниологи. Нумай çын вилнĕ тăванĕсем тĕлĕке килни пирки каласа кăтартать, эпĕ çакна ăнлантарса пама тăрăшатăп.
— Хăвăрăн çак пултарулăхăра мĕнле йышăнатăр?
— Эпĕ юмăç мар, ученăй, Пĕтĕм тĕнчери энергипе информаци наукисен академийĕн эниологи профессорĕ. Манăн çакна çирĕплетекен документ та пур. Хамăн пултарулăха рекламăламастăп, мĕншĕн тесен манăн Ванга юмăç пек пурăнас килмест. Унсăрăн сывлама та май пулмĕ. Мана вара сăвă çырма майсем кирлĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать