Хыпар 54-55 (28230-28231) №№ 24.05.2024
Патшалăх тĕревĕ умри çула уçать
Раççейре «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал 68 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутра Чăваш Енри пайтаçăсене пулăшма 57 млн тенкĕ тăкакланмалла.
Йăлтах бизнеса аталантарма
Пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕн пур сферăра тымар ячĕ. Çав шутра агропромышленноç комплексĕнче те сарăлса пырать. Наци проекчĕсем, патшалăх программисем бизнеса аталанма çул уçрĕç тейĕн. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пайтаçăсем çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа усă курма, производствăна аталантарма грант, субсиди илме пултараççĕ. 2019 çултанпа, наци проекчĕ хута кайнăранпа, çĕршыври пайтаçăсене çăмăллăх кредитне тĕрлĕ банкран триллион ытла тенкĕлĕх панă. РФ Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕпе 2019-2023 çулсенче «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 321 млрд тенкĕ тăкакланă. Патшалăх пулăшăвĕ вун-вун çынна бизнеса пуçăнма хавхалантарнă. Асăннă тапхăрта çак сферăра тăрăшакансен йышĕ 31 миллиона çитнĕ. Вĕсен çĕршыв экономикин аталанăвне хывакан тÿпи 20% танлашнă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пайтаçăсем 130 млрд тенкĕлĕх çăмăллăх кредитне илнĕ. Укçа-тенке производствăна, технологи компанисене, туризма, ытти отрасле аталантарма янă. Кредитăн 70 проценчĕ пĕчĕк бизнеспа çыхăннă. Республикăра кăçал пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕревлеме 663 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш кварталта Чăваш Енри Гаранти фончĕ поручитель пулса 395 миллион тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Çапла майпа бизнеса 1,15 млрд тенкĕ явăçтарма май килнĕ. Регионти предпринимательлĕх валли цифра платформи те хута кайнă. Продукци туса илни кăна сахал, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Пайтаçăсем тĕнче рынокне те çул хываççĕ. Вĕсене Чăваш Енри экспорт енĕпе пулăшакан центр та курăмлă тÿпе парать. Унăн ертÿçи Артем Захаров палăртнă тăрăх, иртнĕ çул «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн центр пулăшăвĕпе 397 пайтаçă усă курнă. Пĕтĕмтĕнчери куравсене хутшăнни чикĕ тулашĕнче çыхăнусене йĕркелет. Кăçал сакăр мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтамбизнес тĕнче рынокне те çул такăрлатать. Акă Канашри «АРКТО» компани — «Çулталăкри экспортер» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Округра «Машина тăвакансен сферинче çулталăкри экспортер» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Предприяти холодильник шкапĕсене Раççейре кăнамар, ытти çĕршыва та ăсатать. Виçĕ çулта продукцие чикĕ леш енне 15 млн долларлăх сутнă. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Чун киленĕçне ялта тупнă
Чăх кăркка, хур çăмартисене пусса кăлараять-и? Ахальли чăтăмлăх çитересси иккĕленÿллĕ. Элĕк округĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи çамрăк фермерăн Кирилл Степановăн чăххи хĕл варринчех, 30 градус сивĕре, амăшĕ пулма хатĕрленнĕ.
«Декрета» кайнисем
Сăнав ирттерме юратакан каччă пилĕк кăркка тата пилĕк хур çăмартине хурса панă. Чăх сакăр чĕпĕ пусса кăларнă. Пĕчĕкскерсене унран уйăрма лекнĕ. Вăхăт нумаях та иртмен, чăх тепĕр хут çăмарта çине ларнă. Килти кайăка каллех амăшĕ пулма чăрмантарман. Çапла майпа умлă-хыçлă тăватă хутчен чĕпĕ пусса кăларнă вăл. Çавăнпах Кирилл Степанов ăна «амăшĕ героиня» ят панă. Пĕр витене «чĕпĕ кăлармалли уйрăм» тет. Унта, хăй калашле, «декретри» кайăк-кĕшĕке вырăн панă. Мускус кăвакалĕ те хур чĕпписем пусса кăларнă. Кĕçех индокăвакал, кăркка йыш хушĕç. Кирилл Степанов ăратлă кайăк-кĕшĕк, выльăх усранине палăртса хăварам. Камерун качакисене тинтерех туянчĕ вăл. Халĕ путексем йĕри-тавралăхпа кăсăкланса паллашаççĕ. Сăмах май, ку ăрат пысăках пулмасть. Сĕтне те ахаль качакасенчен сахалрах антарать. Çапах чĕр чун тĕнчинче çакă пĕлтерĕшлĕ мар-çке. Краснодар тăрăхĕнчен страуссем нумаях пулмасть килсе çитрĕç. Вупсеньпе Пупсень куç умĕнчех çитĕннине палăртать çамрăк фермер. Эму страус чĕпписем уçă сывлăшри вольерта хăйсене хăтлă туяççĕ. Халех хăвăрт чупнине, сикнине сăнама кăмăллă. «Страус илес шухăш икĕ çул каяллах çуралчĕ. Пĕлтĕр сутуçăсемпе çыхăнса черете тăтăм. Кăçал страус чĕппиллĕ пултăм», — каласа кăтартрĕ Элĕк каччи. Каярах хăй те страус чĕппи кăларма ĕмĕтленет. Валера кăркка яваплăхĕ Çамрăк фермерăн хуçалăхĕ чăх-чĕпрен аталанма пуçланă. Кĕмĕл Виандот ăрата уйрăмах килĕштернине палăртать. «Чăпар чăхсем юмахри сăнара аса илтереççĕ», — ăнлантарчĕ яш. Чăнах, унпа килĕшмех тивет. Маран ăратĕнчи чăхсем тĕттĕм хĕрлĕ çăмарта тăваççĕ. Çавнашкаллине Мăнкун сĕтелĕ çине лартаççĕ. Кăçал Степановсен уявра çăмарта хĕретмелле те пулман. Капла ытла ансат, çапла вĕт? Чăхсен Лакеданзи ăрачĕн йăвинче кăвак çăмарта пухăнать. Брама пысăкăшĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Тем тесен те, ку ăрат мода уттипе тан пынăнах туйăнать. Ара, вăл тĕклĕ «шăлаварпа» çут тĕнчене килет вĕт. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА
♦ ♦ ♦
Çĕр ĕçченне тĕрев парать, шанăç курет
Чăваш Енри «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕ акă ĕнтĕ çирĕм çул АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хывать. Отрасльти лару-тăру улшăнăвне пăхмасăр хальхи вăхăтра та предприяти ял хуçалăхĕн, çĕр ĕçченĕн тĕревĕ, шанăçĕ пулса тăрать, наука çитĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çирĕм çула яхăн ăна биологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Васильев ертсе пырать.
Курав çыхăнăва çирĕплетет
«Агро-Инновацисем» унитари предприятине 2004 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Тĕллевĕ вара пархатарлă: АПКра наука çитĕнĕвĕсене, малти опыта, технологие сарасси, ял хуçалăх предприятийĕсен конкуренци пултарулăхне ÿстересси тата рынокри лару-тăрупа паллаштарасси. Предприяти Чăваш Республикин Ял хуçалăх, Финанс, Экономика аталанăвĕн министерствисемпе ĕçлĕ çыхăну тытать. «Агро-Инновацисем» предприятие ял хуçалăх отрасльне лайăх пĕлекен çынсем пуçтарăнни çитĕнÿсем тума пулăшнă. Вĕсем аграрисемпе семинарсем, ĕçлĕ тĕлпулусем, çул çÿревсем йĕркелеме тытăннă. Республикăри, хамăр тата ют çĕршыври вăйлă предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Хуçалăхсен ертÿçисем производствăна çĕнĕлле йĕркелеме хăнăхнă. Специалистсем ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче çĕнĕлĕхе сарассипе курăмлă тÿпе хывнă. Сăмахран, мăйракаллă шултра выльăха витере кăкармасăр тăратни продуктивлăха ÿстерме, хăй хаклăхне чакарма пулăшнине çирĕплетме фермăсенче сăнавсем ирттернĕ... «Агро-Инновацисем» предприятие республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл агропромышленноç комплексĕшĕн чăннипех курăмлă тĕрев пулса тăнă. Вăхăт иртнĕ май ĕçĕ, пĕлтерĕшĕ палăрмаллах сарăлнă. Предприяти тăрăшнипе Чăваш Енри АПК аграрисем Словакире, Нидерландра, Германире... — вун-вун çĕршывра пулса отрасльти çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Раççейри лайăх аталаннă пысăк хуçалăхсене те çитсе малти опыта, технологие тишкереççĕ. Курни-илтнине тăван тăрăхра пурнăçа кĕртеççĕ. «Агро-Инновацисем» предприяти çулсеренех республикăра, çĕршывра курав-ярмăрккăсем йĕркелеме пулăшать. Специалистсем «Уй кунĕ», «Регионсем — чикĕсĕр хутшăнусем», «Ылтăн кĕркунне» куравсене, «Çырла», «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестивальсенче экспозицисемхатĕрлеççĕ, мероприятисене регионти аграрисене явăçтараççĕ. Сăмахмай, вĕсен ĕçĕ-хĕлнеПĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» куравра пысăка хурса хакланă, патшалăх наградисемпе те чысланă. 16 çул ĕнтĕ регионти аграрисем Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери «АгроФерма» куравра ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе, ĕçĕхĕлĕпе паллашаççĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА
Футболистсен резервне хатĕрлесшĕн
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин футбол федерацийĕнче нумай улшăну пулса иртрĕ. Чăваш футболне мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ? Çĕнĕ ертÿлĕх футбола аталантарас тĕллевпе мĕн-мĕн тума палăртать? Çак тата ытти ыйтăва федераци президенчĕ Сергей ГРИБОВ уçăмлатрĕ.
— Сергей Михайлович, сире çак должноçа нумаях пулмасть çирĕплетрĕç, анчах организацин сайтĕнче çĕнĕ суйлав пуласси çинчен пĕлтернĕ. Ку мĕнпе çыхăннă?
— Юлашки суйлав уставпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Кăçал Раççей футбол союзĕ регионти федерацисене устава улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Уставăн çĕнĕ редакцине регистрацилеме кайса патăмăр. Унпа килĕшÿллĕн организацин президентне унчченхи пек ĕç тăвакан комитет членĕсен хушшинче кăна суйламĕç, суйлава федераци членĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çавăнпа утă уйăхĕнче федераци ертÿçине çĕнĕ йĕркепе суйлĕç. Ку пире кăна пырса тивмест, ытти регионти организацисенче çĕнĕ суйлав ирттерĕç.
— Эпĕ илтнĕ тăрăх, Раççей футбол союзĕпе Чăваш Республикин футбол федерацийĕ хушшинче çыхăнусем йывăрланнă-мĕн. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
— Пире футбол союзĕнчен кăларман. Эпир паян та Раççей футбол союзĕн членĕсем шутланатпăр. Ун ертÿлĕхĕпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн федераци аккредитаци тухма хатĕрленет. Документсене иртнĕ кĕркуннех тăратмалла пулнă, анчах унчченхи ертÿçĕсем ку ĕçе туман. Президент должноçне йышăнсан эпĕ ку ыйтупа тимлеме тытăнтăм. <...>
Павел ФЕДОРОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать