Кашниех тĕллевĕ патне ăнтăлтăр

11 Окт, 2014

Ĕнер Шупашкарта ГТО комплексне аталантарас тата спорт резервне хатĕрлес ыйтупа икĕ пысăк конференци ĕçлерĕ. Конференцие РФ спорт министрĕ Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕç.

Правительство çуртĕнче иртнĕ конференцире Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне кашни регионта пурнăçа кĕртесси çинчен калаçрĕç, пурнăçламалли ĕçсене тата малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Виталий Мутко та ГТО комплексĕ паянхи Раççейшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. «Совет саманинче кашни çын спортпа туслă пулнă, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă, ГТО нормативĕсене пурнăçласси ырă йăласен йышĕнчеччĕ. Анчах та 1990 çулсен пуçламăшĕнче ахăр самана пуçлансан спорт çине те алă сулчĕç. 2006 çулта кăна çĕр-шыв аталанăвĕшĕн физкультурăпа спорт питĕ кирлине ăнланса илчĕç, вăл социаллă политикăн приоритетлă енсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ун чухне федерацин «Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси» тĕллевлĕ программи кун çути курчĕ, каярах стратегине туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсемех физкультурăпа спорта вăй илме пулăшрĕç. Хальхи вăхăтра пысăк çитĕнÿсен спорчĕ чи пĕлтерĕшли пулин те массăллă спорта та çул памалла. Вăл çамрăксемпе ачасене спорта явăçтарма май парĕ, олимпçăсем пек çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхалантарĕ», - терĕ Виталий Леонтьевич.

Тухса калаçакансем те хăйсен опычĕпе, ĕмĕт-шухăшĕпе паллаштарчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Спорт проекчĕсен йĕркелÿ дирекцийĕн гендиректорĕ Азат Кадыров ГТО паллисемпе логотипĕсене хатĕрлесси, нормативсен тытăмне палăртасси, кадрсене вĕрентесси çинчен доклад турĕ. РФ спорт министрĕ ГТО комплексне аталантарас енĕпе ĕçлекен экспертсен канашĕн председательне Владимир Уварова, «Дитрих» пĕрлешÿ ертÿçине Кирилл Зайцева тата ыттисене те тимлĕ итлерĕ. Унтан сумлă хăна Шупашкарти ачасен пултарулăхĕн çуртĕнче иртнĕ конференци ĕçне хутшăнчĕ.

Унта спорт резервне хатĕрлес енĕпе яваплă çынсем пухăннă. Тĕп докладпа РФ спорт министрĕн çумĕ Юрий Нагорных паллаштарчĕ. «Спорт резервĕ - пирĕн отрасльти питĕ пĕлтерĕшлĕ енсенчен пĕри. Унсăрăн пысăк çитĕнÿсемпе палăракан спортсменсене хатĕрлеме йывăр. Çавăнпа та кашни регионăн çак ыйту çине тимлĕ пăхмалла», - пĕлтерчĕ Юрий Дмитриевич. Çавăн пекех вăл спорт резервне хатĕрлес тытăма çĕнетмеллине палăртрĕ, паянхи кун тĕлне ку енĕпе мĕнле ĕçсем тунине каласа кăтартрĕ. Виталий Мутко та çĕнни нумай сĕнчĕ. «Спорт шкулне пыракан ачана тÿрех пысăк çитĕнÿ патне хăваламалла мар. Вăл пĕчĕк-пĕчĕк утăмсем туса çĕнтерÿ картлашкипе хăпартăр. Çавăнпа вĕренÿ учрежденине пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех илмелле. Ку енĕпе хальхи йышши çĕнĕ керменсем пысăк вырăн йышăнмалла, Чăваш Енри пек вĕсене спорт шкулĕсемпе пĕрлештермелле. Калăпăр, бассейнсемпе тивĕçтертĕмĕр пулсан ишевçĕсен турнирĕсене йĕркелени вырăнлă. Çакă та çамрăксене спортпа туслаштарать», - терĕ вăл.

Конференцире Олимп резервĕсен училищисемпе ятарлă спорт шкулĕсен, спорт хатĕрлевĕн центрĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ăмăртусене ирттересси, тренерсене хавхалантарасси çинчен те калаçрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.