Хыпар 51-52 (28227-28228) № 17.05.2023
Çĕнтерÿçĕ ăрăвăн ятне çÿлте тытаççĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул хыçа юлчĕ. Раççей халăхĕшĕн пысăк та сумлă уяв — ĕмĕр манăçми. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем те иртнĕ вăрçăра пуç хунă тăванĕсене асра тытаççĕ, хăйсем те паттăрлăх кăтартаççĕ. Тăван çĕршывшăн хăйсене хĕрхенмесĕр тăшмана аркатаççĕ. Çапăçу хирĕнчен те ентешсем патне саламсем ячĕç, аслашшĕ-кукашшĕ туптанă Çĕнтерÿпе мăнаçланнă май вĕсен ятне ÿкермесĕр неонацистсене çĕнтерме тупа турĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкар округĕнчи Сухроб Васильева Жуков медалĕпе наградăланă. Çирĕп чунлă та хăюллă чăваш арĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. «Армада» позывнойпа çÿрекенскер çар тивĕçне «Атăл» батальонра пурнăçлать. Килте ăна мăшăрĕ, тăватă тĕпренчĕкĕ кĕтеççĕ. Етĕрне округĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче уяв умĕн Александрпа Светлана çемье çавăрнине хутпа çирĕплетнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă май каччă отпуска килсен çамрăксене заявлени панă кунах çырăнма ирĕк панă. Сăмах май, асăннă округра кăçал ятарлă çар операцине хутшăнакан пилĕк йĕкĕт çемье çавăрнă. Красноармейски округĕнче те СВОран отпуска килнĕ каччă çак кунсенче савнипе пĕрлешнĕ, юратăвне çирĕплетсе ЗАГС уйрăмĕнче çемье çавăрнине ĕнентерекен хута алла илнĕ. ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Павлова çамрăксене çемьере телей суннă, çар çыннине часрах çĕнтерÿпе таврăнма пилленĕ. Альберт Яковлев Красноармейски округĕнчи Вăрманкас ялĕнчен ятарлă çар операцине кайнă. Авдеевка патĕнчи çапăçура хăй те аманнине пăхмасăр сусăрланнă юлташĕсене медицина пулăшăвĕн пункчĕ патне илсе çитерме пултарнă. Хăюллă пулнăшăн ентеше «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă, сержант ятне панă. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Илья Абаськин та «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Вăл пĕр çул ытла ĕнтĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Çак округри Арайкассинчи Николай Россковăн — «Çарта палăрнăшăн» медаль. Муркаш округĕнчи Сергей Ильина вара Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви «Минăсенчен сиенсĕрлетнĕшĕн» медальпе чысланă. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Ачисене çул çÿревсене илсе çÿреççĕ
Çемьере йăлтах лайăх пулсан кирек епле ĕç те ăнать. Çакна тахçанах ăса хывнă Красноармейски округĕнчи Яманакри Семеновсем. Вячеслав Калистратовичпа Татьяна Борисовна çирĕп те туслă çемье çавăрнă. Семеновсен пĕчĕк патшалăхĕнче пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, аслисем кĕçĕннисене пулăшса пыраççĕ, кĕçĕннисем аслăраххисенчен вĕренеççĕ, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Ку кăна та мар, вĕсем тăван тăрăха, тăван яла юратаççĕ.
Эпĕ Яманакра çуралса ÿснĕ. Икĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Манăн пичче пур. Аттене астумастăп, вăл эпĕ пĕчĕк чухнех вилнĕ. Анне ĕмĕр тăршшĕпех дояркăра ĕçлерĕ. Вăл та пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Яманак шкулĕнче 11 класс пĕтерсен Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче бухгалтер-экономиста вĕрентĕм. Анчах профессипе ĕçлеме май килмерĕ. Пĕр вăхăт ялти библиотекăра вăй хутăм, кайран Красноармейскинчи райпора сутуçăра тăрăшрăм. Халĕ страхлакан агентра ĕçлетĕп», — çапла пуçларĕ калаçăва Татьяна Борисовна. Семеновсем 2003 çулта çемье çавăрнă. Вячеслав Калистратович — Яманак каччи. Красноармейскинчи газ участокĕнче ĕçлет. Маларах слесарь-водительте вăй хунă, халĕ водитель тивĕçĕсене пурнăçлать. «Çемье чăмăртасанах, 2003 çулта, çурт лартма пуçларăмăр. 2005 çулта çĕнĕ пÿрт ĕçкине уявласа пурăнма куçрăмăр. Пирĕн пилĕк ача, пурте ывăл. Асли Владимир 21 çул тултарчĕ. Çул-йĕр енĕпе вĕренчĕ те халĕ вырăнти хуçалăхра водительте, трактористра вăй хурать. Хăватлă хурçă утпа сÿрелет, сухалать, акать. Иккĕмĕшĕ Никита кăçал 18 тултарчĕ, 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Никольский ячĕллĕ професси колледжне вĕренме кĕчĕ. Вăл механик пулĕ. Даниил Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче 6-мĕш класра пĕлÿ илет. Антон — 5-ре. Кĕçĕн Шетмĕ садикне çÿрет. Дима иккĕ тултарчĕ. Çемье пысăккишĕн хĕпĕртетĕп. Тăван пурри çав тери аван, ачасене кайран та, ÿссен, пĕр-пĕринпе хутшăнма лайăх пулĕ. Мăшăрăм виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Эпĕ Турă панине пурне те çуратас терĕм», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи арăмĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
Çын чунне йывăрлăх мар, усал сăмах хуçать
Етĕрне округĕнчи Хурамалăхри Эльвира Савельева 13 çул ытла ĕнтĕ сĕт-çу фермине ертсе пырать. Пултаруллă та маттур хĕрарăма кăçал «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Вăхăтлăх ĕç яланлăха куçнă «Шăпаран иртеймĕн», — тенĕ. Шкултан вĕренсе тухнă май хĕр умри çулне ял хуçалăхĕпе, фермăпа çыхăнтарасси пирки шухăшламан та темелле. Амăшĕ Елизавета Зубкова ĕмĕрĕпех хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Ачисем ăна вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Фермăри лару-тăрăва, йывăрлăха витĕр курса ÿснĕ. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлани тивĕçтермен çамрăк ăрăва. Сăмсана çуракан шăршăран та хăпса пĕтеймĕн. Шкул хыççăн Эльвира Куславкка тăрăхĕнчи Тĕрлемесри училищĕре бухгалтера вĕреннĕ. Анчах хăй ĕмĕтленнĕ пек таса, ăшă пÿлĕмре ĕçлеме тÿр килмен ăна. — Специальноç килĕшнĕрен хавхаланса вĕрентĕм, анчах алла документ илсен бухгалтерта пĕр кун ĕçлесе кураймарăм. Çак вăхăт тĕлнелле, 1988-1989 çулсенче, предприятиорганизацире шут ăстисен штатне палăрмаллах чакарчĕç. Çамрăк специалистсене кăна-и, опытлă бухгалтерсене те ĕç тупса вырнаçма йывăрланчĕ. Тăван тăрăха таврăнсан Етĕрнере БТИре вăй хутăм. Майĕпен çĕнĕлĕхе хăнăхрăм, йĕркеллех ĕçлесе кайрăм. Лешкас Асламасран хулана автобуспа çÿреме тивни те хăратмарĕ, — аса илчĕ Эльвира Васильевна. Анчах шăпа каллех тепĕр майлă çаврăнса тухнă. Пĕррехинче пике ташă каçĕнче Хурамалăхри каччăпа паллашнă. Сăпайлă та ĕçчен хĕр йĕкĕт кăмăлне кайнă. 1989 çулта Эльвирăпа Олег çемье çавăрнă. Упăшки патне пурăнма куçнă май Етĕрнене çÿреме йывăрланнă. Хĕллехи çил-тăвăллă çанталăкра автобус та ялан пулман. Çавăнпа вырăнтах ĕç тупма тăрăшнă вăл. Клуб, шкул столовăйĕ, почта уйрăмĕ... — таçта та вăй хунă хĕрарăм. Мĕн тăвăн, ĕç килĕшет-и е çук-и — ялта суйласа тăраймăн. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
«Фермăна питĕ каяс килетчĕ», е
Ветеринар ялта чи хисеплĕ çын
Ялти чи хастар хĕрарăмсенчен пĕри вăл. Унсăр пĕр мероприяти те иртмест. Пăрчăкан пек çивĕч те вăрварскер пурне те пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Красноармейски округĕнчи Яманак ялĕнче пурăнакан ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ Галина Дмитриева хăй вăхăтĕнче ветучасток заведующийĕнче ĕçленĕ. Çак кунсенче Галина Петровнăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Ылтăн алăллă хĕрарăм хăйĕн кун-çулне аса илчĕ.
«Яманакрах çуралса ÿснĕ эпĕ. Анне Воля Никандрова ĕне ферминче ĕçленĕ. Унăн ашшĕ, манăн кукаçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Кукамай Мария Федоровна çамрăклах çĕре кĕнĕ. Унăн виçĕ ача пулнă: Валя, Воля тата Мира. Ялта вĕсене Валькка, Волькка тата Миркка тесе чĕннĕ. Валькка, анне çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Миркка акай пурăнать, Турри сывлăх патăр ăна. Аннепе Валькка акай малтан трактористкăра ĕçленĕ. Каярахпа анне Мăн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи фермăра дояркăра вăй хучĕ. Эпĕ 7 çултанпах фермăна аннене пулăшма чупнă. Астăватăп-ха: колхоз председателĕ Егор Лукич фермăна пырса кĕрсен сырăш хыçне пытанаттăм. «Ан пытан, тух», — тетчĕ мана председатель, унтан канфетпа хăналатчĕ. Фермăна каяс килетчĕ, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Ĕçлес кăмăлăм пуррине асăрхарĕç пулас — Яманак шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Вăрнарти совхоз-техникума направленипе зоотехника вĕренме ячĕç. «Зоотехник ĕçĕ хĕр валли мар, ветеринар пул. Ветеринара вĕренсен зоотехникра та, ветеринарта та тăрăшаятăн», — сĕнчĕ йысна Валериан Григорьев. Ветеринара вĕренме куçрăм вара», — каласа кăтартрĕ Галина Петровна. <...>
Роза ВЛАСОВА
Вăрçăра çуралнă юрату
Елчĕк округĕнчи Кавалта пурăнакан Валерий Изратов Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне хăйĕн çурчĕ умĕнче ятарлă стендсем йĕркеленĕ. Ашшĕпе амăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Наталья Павловнăпа Василий Степанович Изратовсен ячĕпе «Вĕсем çĕнтернĕ» стенд хатĕрленĕ. Çемьери ывăлĕсене — «Вĕсем çĕршыва хÿтĕленĕ», мăнукĕсене халалласа «Вĕсем çĕршыва хÿтĕлĕç» стендсем тунă.
Валерий Васильевич Елчĕкри хăйсен лавкки умне те «Çĕнтерÿ» стенд вырнаçтарнă. Унтах вăрçă вăхăтĕнчи хатĕр-хĕтĕре, пăшаллă салтаксене курма пулать. Çарпа патриотизм темине вăл манмасть, çулсеренех уяв умĕн тĕрлĕ стенд хатĕрлет. Килен-каян чарăнса вĕсене пăхать, сăн ÿкерĕнет. «Аттепе анне фронтра пулнăран Çĕнтерÿ кунĕ маншăн уявсен уявĕ шутланать», — тет вăл. Амăшĕ Наталья Изратова /Пчелова/ Патреккел хĕрĕ пулнă. Вăрçăччен шкулта пионервожатăйра ĕçленĕ. Аппăшĕ Мария пек вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах унăн шухăш-ĕмĕтне вăрçă татнă. 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче ăна салтака кайма повестка панă. Комсомол мобилизацийĕпе Чăвашран 500 хĕр фронта тухса кайнă, вĕсен йышĕнче Наталья Павловна та пулнă. Ашшĕ, Тĕнчен пĕрремĕш тата Граждан вăрçисене хутшăннăскер, ĕсĕклесе: «Тĕп пултăр çав Гитлер», — тенĕ. Амăшĕ те татăлса йĕнĕ. Ара, çемьерен тăваттăмĕш ачине хĕр пуççăнах вăрçа илнĕ-çке. Наталья умĕнхи пиччĕшĕсем Иванпа Никонор, шăллĕ Зинон вăл вăхăтра фронтра пулнă. Пикен те кирза атă, шинель, çĕлĕк тăхăнма, аллине винтовка тытма тивнĕ. Чăваш хĕрĕ зенит артиллерийĕн разведчикĕ пулса тăнă. Шартлама сивĕре те, шăрăхра та нимĕç самолечĕсене сыхланă. Вĕсене вăл сасăран уйăрнă. 90-мĕш уйрăм батальон Германие çитнĕ, Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕнче хĕр тăван килне ырă-сывă таврăннă. Шел те, пиччĕшĕ Никонор вут-çулăм хирĕнче хыпарсăр çухалнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Çыравçăсен пурнăçĕ кăсăклантарать
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательствин çамрăк авторĕсем Лариса Петрова, Ирина Кошкина тата Ольга Австрийская И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 2-мĕш тата 4-мĕш курсĕсен студенчĕсемпе тĕл пулчĕç.
Уçă занятие филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов доцент ертсе пычĕ. Паянхи чăваш литературин аталанăвĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути куракан сборниксен, Чăваш наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕн тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Николай Николаевич ертсе пынипе 4-мĕш курс хĕрĕсем паянхи çамрăк прозаиксен калавĕсемпе паллашнă, презентацисем хатĕрленĕ, докладсем çырнă. Тĕлпулура студентсем çыравçăсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, пултарулăхне тишкерчĕç, хайлавсенчи тĕп темăсене палăртрĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене илтме пултарчĕç. Любовь Сафьянова Лариса Петровăн «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» сборниксене кĕнĕ калавĕсене пăхса тухнă. Студентка поэтессăн çемйинче хальччен çыракансем пулнипе кăсăкланчĕ. Лариса Николаевнăн асламăшĕн пиччĕшĕ Николай Пахомов сăвăсем шăрçаланă-мĕн, хăшне-пĕрне композиторсем юрра та хывнă. Эппин, çак пултарулăх ăна та куçнă-тăр. Лариса Петровăн сăввипе кĕвĕленĕ юрра Ирина Лампасова шăрантарать. Аудиторире пухăннисем ăна итлеме пултарчĕç. Унсăр пуçне автор хăйĕн «Тĕнче хитре» сăввине вуларĕ. <...>
Ольга ИВАНОВА
♦ ♦ ♦
Яковлев алă пуснă документ – чи хакли
Шкул музейĕ — хăйне евĕр асамлă вырăн. Унта культурăпа вĕрентÿ ыйтăвĕсем пĕр тĕвве çыхăннă. Аваллăх управçинче кашниех хăйне интереслентерекеннине тупма пултарать. Хальхинче пирĕн çул Çĕмĕрле округĕнчи Хутар шкулĕнчи музее выртрĕ.
«Владимир Ленинăн ашшĕ Илья Ульянов уçнă шкул ку. Маларах вăл урăх вырăнта ларнă. Чиркÿрен инçех мар пулнă. Кайран ăна кунта куçарса килнĕ. Паллах, вăхăт иртнĕ май ăна тирпейленĕ, çĕрнĕ пĕренисене улăштарнă. Пĕлÿ çуртне 1870 çулта Илья Николаевич уçнă. Шкул малтанах Харитон Васильев хресчен пÿртĕнче вырнаçнă. Хутар çыннисем ăна «Харитушка» тенĕ. Ача шучĕ ÿснĕ май пысăкрах çурт шыранă. Федоров хушаматлă лесничи çурчĕ пысăкрах пулнă. Шкула çавăнта куçарнă. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче шкул çуртне туса пĕтернĕ. Ăна йышăннă хыççăн ачасем çĕнĕ çуртра вĕренме тытăннă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче икĕ класлă шкулсем пулнă. Каярах 4, 6 класс вĕренмеллисем хута кайнă. 1934 çулта тепĕр çурт лартнă. Акă вăл: сăн ÿкерчĕкĕ те пур. 1982 çулта ăна пăснă. Çак музее официаллă майпа 1981 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçнă. Ун чухне Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ, ЧР Вĕрентÿ министерствин ĕçченĕсем килнĕ. 1981 çулта Илья Николаевичăн бюстне те уçнă», — паллаштарчĕ шкул библиотекинче ĕçлекен Сергей Николаев. Вăл — истори учителĕ те. Сергей Вадимович Хутарта çуралса ÿснĕ. Хутар шкулĕнче вĕреннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ хыççăн тăван шкулнех ĕçлеме таврăннă. Унăн амăшĕ те вулавăшра вăй хунă. Кукашшĕ те библиотекарьте тăрăшнă. Аслашшĕ те вулавăшра ĕçленĕ. Чăн-чăн династи. «Ачасене халĕ шкул автобусĕпе чылай ялтан илсе килетпĕр. Эпĕ пĕрле çÿретĕп. Хальхи вăхăтра шкулăн сайтне тытса пырас, информаци вырнаçтарас енĕпе нумай ĕçлемелле. Çак ĕçе те туса пыратăп», — каласа кăтартрĕ Сергей Вадимович. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Пуканесене те выляттарчĕç, парнеллĕ те пулчĕç
«Çакăн пек конкурссем ачаранпах чăвашлăха туйса аталанма пулăшаççĕ», — теççĕ пире часчасах пултарулăх ăмăртăвĕсем йĕркелесе чыслав ирттернĕ хыççăн. Çакăн пек сăмахсене ачасен ашшĕ-амăшĕнчен илтни пушшех те савăнтарать. Эппин, вĕсем тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма, халăх культурипе тата йăли-йĕркипе кăсăкланма хăнăхтараççĕ. Нумаях пулмасть «Чăвашлăх — ман чунра» видеоконкурс çĕнтерÿçисен чыславĕнче çакна тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.
«Контактра» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн ушкăнĕсенче тĕрлĕ конкурс йĕркелесси тахçанах йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. «Пирĕн çемьери хÿтĕлевçĕ», «Çĕнĕ çул тетти», «Капăр чăрăш умĕнче», «Аслă Çĕнтерÿ асрах», «Вĕрентекенпе – селфи», «Хаваслă çулла»… Пултарулăх ăмăртăвĕсен шучĕ хушăнсах пырать. Хальхинче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăвашлăх — ман чунра» видеоконкурс ирттертĕмĕр. Çĕре яхăн хутшăнакан унта чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ те палăртуллă, пăхмасăр каласа ÿкернĕ видеоĕçсем ярса пачĕ. Ача садне çÿрекенсем яланхиллех питĕ йышлă пулчĕç. Çавăн пекех конкурса шкул ачисем, студентсем тата çитĕннисем хутшăнчĕç. Видеосене пăхса тухма «Хыпар» Издательство çуртĕнче тăрăшакансене явăçтартăмăр. Ку тивĕç пачах та çăмăл мар — ачасем кашни хăйне май пултаруллă. Çапах чи маттуррисене палăртма тиврех. Чыслава çу уйăхĕнче ирттерме шухăшлани те ахальтен мар — кĕçех «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 146 çул çитет-çке. Çĕнтерÿçĕсене хулари пĕр-пĕр музее е паллă вырăна йыхравласси йăлана кĕнĕччĕ ĕнтĕ — çапла майпа культура енчен аталанма пулăшатпăр. Хальхинче Пичет çуртне чĕнтĕмĕр. Унсăр пуçне кĕтмен парнепе те савăнтарас терĕмĕр: Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Юлия Мельник пуканесене «чун кĕртме» вĕрентрĕ. Ăсталăх класĕнче çитĕннисем те хăйсене ача пек туйма пултарчĕç. Юлия Леонидовна пуканесене мĕнле хускатмаллине ăнлантарчĕ çеç мар, практика та ирттерчĕ — унта чи пĕчĕккинчен пуçласа чи пысăкки таранах хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне ачасемпе ашшĕ-амăшне ташлаттарма та ÿркенсе тăмарĕ театр ăсти. Пĕр ашшĕне чăваш ташшине хутшăнма чĕнсе кăларчĕ. Хаваслăн тăпăртатса темиçе хутчен çаврăннă хыççăн: «Чăваш ташшине юлашкинчен хăçан ташланă эсир?» — ыйтрĕ вăл арçынран. «Паян пĕрремĕш хут», — терĕ хайхискер. Çапла, пирĕн конкурссене хутшăнса мĕн пĕлменнине те вĕренме пулать. <...>
Лариса ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать