Олег НИКОЛАЕВ: Палăртнă ĕçсене малашне те хастаррăн туса пырар

3 Мая, 2024

Журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа кашни уйăха уйрăммăн пĕтĕмлетесси, çивĕч ыйтусене хускатса вĕсене татса памалли майсене шырасси тахçанах йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕ чи малтанах чăвашлăхпа тачă çыхăннă. «Хыпар» вара — чăвашлăхăн уйрăлми пайĕ. Çавăнпа пирĕн сĕнĕве Олег Алексеевич хапăл туса йышăнчĕ. Ака уйăхне «Хыпарпа» тата унăн вулаканĕсемпе пĕрле тишкерме кăмăл турĕ.

Ачасем тăрăшаççĕ, чăвашла вĕренеççĕ

- Олег Алексеевич, эпир Чăваш чĕлхин кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, калаçатпăр. Çавăнпа манăн чи малтанах чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтăва хускатас килет. Юлашки вăхăтра республикăра чăваш чĕлхине аталантарассишĕн нумай ĕç тунине куратпăр. Сирĕн шухăшпа, пуçарнă программăсем, мероприятисем туллин пурнăçланса пыраççĕ-и?

— Паллах, чăваш чĕлхине аталантарассишĕн юлашки çулсенче самай ĕç тума пултарни савăнтарать. Вĕрентӳ ĕçне çĕнĕлле йĕркелени, çĕнĕ учебниксемпе тата методика пособийĕсемпе тивĕçтерни вырăнлă пулчĕ. Эпĕ учительсемпе нумай калаçатăп. Педагогсем ачасене вĕрентмелли тĕрлĕ енлĕ çав пособисем питĕ меллине тата вĕсене ачасемшĕн çăмăллăн çырса хатĕрленине палăртаççĕ. Манăн шухăшпа, çак ĕçе малалла тăсмалла. Паллах, çынсем пурнăçра чăваш чĕлхипе тĕрлĕ енлĕн усă курччăр тесе тăрăшмалла. Эпир хамăр енчен тĕрлĕ мероприятие чăвашла тата чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттерме тăрăшатпăр. Чăвашлăх аталанса пытăр тесен хамăрăн кулленхи ĕçе халăхăн, ачасен шухăшĕсене шута илсе йĕркелесе пымалла. Акă, сăмахран, эпĕ паян Шупашкарти 1-мĕш гимназие кайса куртăм. Унта 7-мĕш класра ăс пухакан ача пĕлтĕр «Белые камни» лагерьте «Паттăрсен çĕршывĕ» сменăра каннăччĕ, шкулта чăваш чĕлхи клубне е кружокне йĕркелесен усăллă пулассине палăртнăччĕ. Унăн шухăшне шута илтĕмĕр. Чăваш Енĕн Вĕрентӳ министерстви, шкул ертӳлĕхĕ ĕçе йĕркелерĕ. Сакăр уйăхрах вĕсем ачасене интереслентерсе тĕрлĕ енлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Ачасем чăваш сăввисене калаççĕ, чăваш юррисене шăрантараççĕ, чăваш тĕррине тĕрлеççĕ, чăвашла кино ӳкереççĕ… Çакă, тĕрĕссипе, пуриншĕн те питĕ лайăх тĕслĕх. Енчен те ыттисем те çакăн пек ĕçсем йĕркелесен, паллах, чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă юхăм та вăйланĕ. Куратпăр ĕнтĕ, пурнăç цифра меслечĕсемпе, сервиссемпе пуянланса пырать. Интернетра чăваш чĕлхипе çыхăннă сервиссем мĕнле аталаннине ятарласа тĕпчерĕмĕр. Акă «Мегафон» статистикине илсе кăтартатăп. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак сервиссемпе усă куракан 10% нумайланнă. Кăсăклă тепĕр самант та пур: çак сервиссемпе Чăваш Енре пурăнакансен 57 проценчĕ куллен усă курать, ыттисем, 43 проценчĕ, çав платформăсене урăх регионсенчен кĕреççĕ. Вĕсем интернета кĕрсе словарьсемпе, вырăсларан чăвашла тата чăвашларан вырăсла куçармалли сервиссемпе усă кураççĕ. Кунашкал платформăсене хăш регионсенчен кĕреççĕ-ха? Мускав хулинче, Пушкăрт, Тутар республикисенче, Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем. Тен, хăшĕ-пĕри чăваш чĕлхине манса пырать пулĕ, анчах вĕсем тăван чĕлхемĕрпе интересленнине куратпăр. Шăпах çакă кун йышши сервиссем çынсене кирлине кăтартать, çавăнпа пирĕн ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле.

- Эпир калаçнă хушăра пĕр самант аса килчĕ. Эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсанах ялти садике кайсан ачасем сирĕнпе вырăсла калаçнăччĕ. Халĕ вара садиксенче чăвашла ыйтсан ачасем чăвашлах хуравлаççĕ-и?

— Халĕ яланах чăвашла кĕтсе илеççĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, чăвашла калаçакан та нумайланчĕ. Тен, эпĕ пырсан кăна çавăн пек-и? Пĕлместĕп. Паллах, эпĕ, ытти пуçлăх пырсан вырăнтисем чăвашла калаçни, шкул историйĕ пирки чăвашла каласа кăтартни, экскурсисене тăван чĕлхепе йĕркелени — питĕ пысăк çитĕнӳ. Кун пекки куллен пулсан, паллах, ачасем те чăваш чĕлхипе ытларах интересленĕç. Тĕп хулари 1-мĕш гимназире курса ĕнентĕм ĕнтĕ: вĕсем чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Хăшĕ-пĕри сăмаха, сасса хальлĕхе тĕрĕсмартарах та кăларать, интонаци те урăхлараххи сисĕнет, пĕрех тăрăшаççĕ. Çакă мана савăнтарать. Шупашкарти шкулсенче те халĕ чăвашла калаçма пуçларĕç. Урамра та чăваш чĕлхине самай илтетпĕр.

Çуркунне хăвăрт çитрĕ

- Сисмерĕмĕр те, кăçал çуркунне питĕ хăвăрт çитрĕ. Ăшă час анчĕ. Хаçатра нумай çыратпăр, радио-телевидени те тăтăшах калать-кăтартать пулсан та пĕлтĕрхи типĕ курăка çунтаракансем тупăнсах тăраççĕ. Пушарсемпе çыхăннă лару-тăрăва мĕнле хаклатăр тата уявсенче вăрмана кайса шашлăк хатĕрлеме ăшталанакансене мĕн сĕнетĕр?

— Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, савăнтаракан хыпар та пур: пушарсен шучĕ пăртак сахалланчĕ. Пирĕн тĕллев — кунашкал инкек-синкек пачах ан пултăр тесе тăрăшасси. Шел те, çынсем ыттисен йăнăшĕсене шута илмеççĕ. Типĕ курăка, паллах, çунтармалла мар. Енчен те вут тивертрĕн тĕк çулăма пăхса тăмалла, ăна сарăлма памалла мар. Пĕрремĕшĕнчен, паллах, питĕ тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен эпир ачасемшĕн, паянхи куншăн хамăр яваплă. Эпир çакă ыттисен явапĕ тесе шухăшларăмăр тăк пурнăç малалла каяймĕ. Çавăнпа пурне те кану кунĕсене яваплăха туйса йĕркелеме чĕнсе калас килет. Республикăра паян кану мероприятийĕсем ирттерме ятарлă вырăнсем тăваççĕ. Аш-какай ăшалама, çуралнă куна, ытти уява паллă тума шăпах çав вырăнсемпе усă курмалла. Халĕ эпир туризма аталантаракан усламçăсене кану вырăнĕсем йĕркелеме пулăшатпăр: грантсем паратпăр. Правительство тата муниципалитет енчен ку тĕлĕшпе самай пысăк ĕç тăватпăр. Тата тепĕр саманта та палăртса хăварас килет. Ăçта та пулсан кайсан пурин те хăйсем хыççăн тасатса хăвармалла.

- Ейӳ пирки те калаçмаллах. Вăл Чăваш Енре те кăштах палăрчĕ. Турра шĕкĕр, Оренбург тата Курган тăрăхĕсенчи пекех мар. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен ырă кăмăлĕпе палăрнă. Хальхинче те çынсем Оренбург облаçĕнче ейӳрен шар курнисен нушине çывăха илсе гуманитари пулăшăвĕ, укçа пухрĕç. Малашне ейӳрен çавăн пек шар курас мар тесен республикăра мĕн тумалла?

— Юхан шывсем Чăваш Енре пуçланса хамăр патрах пĕтмеççĕ. Чылайăшĕ темиçе регион урлă юхса иртет. Çакăн пек ейӳсем ан пулччăр тесен кӳршĕллĕ облаç-республикăпа тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эпир ку ĕçе йĕркеленĕ. Пирĕн, калăпăр, Улатăр хули — ейӳрен чи вăйлă шар курма пултаракан вырăн. Шыв нумай килсен вĕсен пурлăхĕ хăвăртах путма пултарать. Унта дамба хăпартмалла. Планра пур вăл, эпĕ ку должноçра ĕçлеме пуçличченех пулнă. Шел те, Улатăр муниципалитетĕнче пуçлăхсем улшăнсах тăраççĕ, анчах çивĕч çак ыйтăва нимĕнле те татса параймаççĕ. Дамбăна, тĕрĕссипе, ятарлă программăна кĕрсе те тума пултаратпăр. Ку ыйтăва çĕнĕ ертӳлĕх кăçал татса парасса питĕ шанатăп. Эпир хамăр енчен, иккĕленме кирлĕ мар, пулăшсах пыратпăр. Паллах, дамба ăçта кирлĕ — çавăнта тумалла. Унсăр пуçне пĕвесене, гидротехника сооруженийĕсене пăхсах тăмалла. Эпир вĕсене 2020 çулта тишкерсе йĕркене кĕртмелли программа та хатĕрлерĕмĕр. Паянхи кун хуçасăр пĕвесемпе гидротехника сооруженийĕсем ăçтине пĕлетпĕр. Палăртнă ĕçсене пурнăçласан шыв пире сăтăр тумасăр иртсе кайĕ. Анчах «пысăк шыв» текен ăнлав пуррине те асра тытмалла. Унашкал шыв çĕр çулта пĕрре килет. Кăçал та, ахăртнех, çавă пулчĕ. Каярахпа кун пирки ученăйсем хăйсен шухăшне калĕç-ха. Пысăк шыв Чăваш Енре 1929 çулта шар кăтартнă. Шыв тăрук капланса килсен пирĕн те йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Çакă гидротехника сооруженийĕсем — ГЭСсем, гидроузелсем — мĕнле ĕçленинчен нумай килет.

- Раççей Строительство министерстви çулленех хуласенчи пурнăçа тишкерсе пахалăх индексне хатĕрлет. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшӳллĕн пирĕн мĕн пур хула пурăнма меллисен шутне кĕнĕ. Мĕнле шухăшлатăр: çакăнпа лăпланса лармалла-и е тата аталантарма майсем шырамалла-и?

— Нихăçан та, нимĕнле ĕçре те, лăпланмалла мар. Ку ĕçре — уйрăмах. Республикăри 9 хула та пурăнма юрăхлисен шутне кĕни, паллах, савăнтарать. Çак рейтинг эпир юлашки çулсенче ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркеленине кăтартать. Палăртнине малашне те хастаррăн, анлăн туса пымалла. Пирĕн ĕçлемелли нумай-ха. Калăпăр, кăçал икĕ хулари — Куславккари тата Çĕмĕрлери — коммуналлă тытăма кăна йĕркене кĕртме пултартăмăр. Улатăрта ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. Анчах Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере, Çĕрпӳре хальлĕхе нимĕн те туман-ха. Канашра та ĕç нумай. Çавăнпа халĕ лăпланмалли вăхăт мар. Хăть мĕнле ĕçе пурнăçласан та ăна йĕркере тытса тăмалла. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть, стандартсем те улшăнсах пыраççĕ. Çавăнпа çынсем лайăххине хăнăхса ыранхи пурнăçа тата лайăхрах курасшăн. Çавăнпа пирĕн çанă тавăрса, ывăнмасăр ĕçлемелли çеç юлать.

Ялсем пушанса юлмĕç

- Ака уйăхĕ Шупашкар агломерацине тишкернипе те асра юлчĕ. Ăна Шупашкарта та, Мускаври ВДНХра та сӳтсе яврăр. Шупашкар агломерацине кĕрекен хуласем тата вĕсен çумĕнче вырнаçнă округсем тепĕр 5-10 çултан мĕнле пулассине калаятăр-и? Агломерацие кĕмен ялсем пушанса юлмĕç-и тата?

— Ялсем, паллах, пушанса юлмĕç. Тĕслĕх илсе кăтартам. Хамăр кĕлеткенех илер: алă, ура, пуç, шалти органсем пур. Кашниех хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕри пулмасан кĕлетке те хăйне япăх туять. Кунта та çавăн пекех. Пире кашни ял кирлĕ. Çынсем унта юлччăр тесен вара ĕçе, пурнăçа йĕркелемелли тĕрлĕ май пулмалла. Çавăнпа ял-салана аталантарма май паракан проектсене пурнăçа кĕртмелле. Эпир Шупашкар агломерацийĕн мастерпланне виçĕм çул сӳтсе явма пуçларăмăр, пĕлтĕр ĕçе пуçăнтăмăр. Кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче 200 агломераци планне тумалли, 2 пин ялпа хулана аталантармалли программа хатĕрлемелли пирки каларĕ. Эпир ку ĕçе кăшт маларах пуçăнтăмăр. Дом.РФ специалисчĕсем каланă тăрăх, Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕ Президент хушнине пĕтĕмĕшле туллин тивĕçтерет. Ыттисем халĕ ĕçлеме тытăнаççĕ кăна-ха. Пĕр енчен ку савăнтарать, тепĕр енчен — пысăк яваплăх. Пĕрремĕш пуласси вăл яланах шиклентерет. Агломерацине кĕрекен хуласемпе округсенче мĕн улшăнĕ-ха? Паллах, пурнăç шайĕ. Мастерплан, кунта тĕп сăмахĕ — план. Планра эпир паянхи пурнăçа тĕпчетпĕр, унтан тĕллевсем лартатпăр, мĕн-мĕн тумаллине палăртатпăр. Çавăн пек программăсем, плансем пулмасан федерацирен укçа-тенкĕ те уйăрмаççĕ. Президент çавăнпах тĕллев лартнă: мастер-план, тавралăх аталанăвĕн стратегийĕ пулмалла. Пирĕн вĕсем пур, анчах эпир кунпа лăпланса лармăпăр. Паянхи кун Чăваш Республикин аталанăвĕн 2030 çулчченхи комплекслă программине çĕнĕрен йĕркелес енĕпе тĕплĕн ĕçлетпĕр. Ăна мĕншĕн çĕнĕрен пăхса тухас терĕмĕр-ха? Паянхи программăна эпир 2020 çулта çирĕплетнĕччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ăна пурнăçа кĕртнĕ тесен те юрать. Унсăр пуçне Президент хушăвĕсем, тĕрлĕ енлĕ çĕнĕлĕхсем пире те урăхларах тĕллевсем палăртма хистеççĕ. Кивĕ программăпа ĕçлесен паянхи майсемпе тĕрĕс усă кураймастпăр. Çавăнпа комплекслă программăна кăçалах çĕнетĕпĕр те, Президент каланă пекех, тепĕр ултă çуллăха çирĕплетĕпĕр. Çак программăна мастер-плана та, Чăваш Республикин аталанăвĕн уйрăм программине те, наци проекчĕсене те, патшалăхăн уйрăм программисене те кĕртĕпĕр. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарсăр пуçне тата тăватă муниципалитет кĕнĕ — Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпӳ, Муркаш округĕсем. Çĕнĕ Шупашкара илсен, пирĕн производство лапамĕ самаях пысăкланчĕ. Çынсем валли ĕç вырăнĕсем пур. Анчах паян çĕнĕ технологисем аталаннă май ялта пурăнакансем валли ун пек ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кăткăсрах. Вĕсем пурăнма ялтах юлччăр тесе агломерацире инфратытăма пĕр пеклетме йышăннă. Округсенче çулсем лайăх пулсан, çӳреме меллĕ тĕк çынсем пурăнма хулана куçмĕç. Çак принципах ытти муниципалитета та аталантарăпăр. Паллах, чи малтан ял хуçалăхне пулăшмалли тĕрлĕ программăна çирĕплететпĕр. Калăпăр, Çĕмĕрле хулипе округĕ, Улатăр хулипе округĕ, Канаш хулипе округĕ хăйсен пурнăçне çак принциппах йĕркелеме тăрăшни савăнтарать. Экономикăра çырман саккун пур: ĕçе уйăрни, специализаци тата коопераци. Малтан кашнин хăйĕн вырăнне пĕлмелле, кайран кашнин хăйĕн ĕçне пуринчен лайăхрах тумалла, вара тин ĕçе лайăх тăвакансен пĕрлешмелле. Пĕтĕмлетсе каласан, Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕ пурнăçа тĕрĕс тата кирлĕ пек улăштарма, пурăнакан вырăна кашниншĕн меллĕ тума тата паянхи пурнăç стандарчĕсене пур çĕре те çитерме май парĕ.

- Тепĕр ыйту «Раççей» курав-форумпа çыхăннă. Чăваш Ен экспозицине эрнерен эрнене пысăк хак параççĕ. Ака уйăхĕн çурринче вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Сирĕн шухăшпа, çакă мĕнле майпа пулса пырать? Пурте пĕлетпĕр, çитес вăхăтра хăйсен ĕçне, çитĕнĕвĕсене муниципалитетсем кăтартĕç. Вĕсем «Раççей» форумăн хăнисене мĕнпе тĕлĕнтерме пултарĕç?

— Çак куравра хамăра лайăх енчен кăтартма пултарни савăнтарать. Выставкăн тĕп тĕллевĕ те шăпах çавă: пурне те пĕр тĕвве пухса Раççейĕн уйрăмлăхне тата пĕрлĕхне, унсăр пуçне юлашки çулсенче мĕнле çитĕнӳсем тунине кăтартасси. Куравра çӳллĕ шайра хакланă регионсен хушшинче пулни эпир тĕллевсене пурнăçлама пултарнине кăтартать. Унран ытла выставкăра тăрăшакансем хăйсен ĕçне юратнине çирĕплетет. Муниципалитетсемшĕн умра — пысăк яваплăхлă тапхăр. Пирĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем хăйсен ĕçне çӳллĕ шайра кăтартни вĕсене çак ĕçе тăсма, май пулнă таран тата çӳллĕ шая хăпартма хистĕ. Çавăнпа эпир вĕсене тĕрлĕ енлĕ хатĕрлерĕмĕр. Эпир вĕсене пĕччен хăвармăпăр, пулăшса тăрăпăр. Эпĕ хам та çывăх вăхăтрах ВДНХна кайса «Пурнăç инфратытăмĕ» программăпа килĕшӳллĕн тунă çитĕнӳсем пирки каласа кăтартăп. Çавăнтах ăна малалла епле йĕркелессине сӳтсе явăпăр. Муниципалитетсем «Раççей» курава» хутшăнни тата мĕнпе усăллă-ха? Муниципалитетсем Чăваш Республикин уйрăмлăхне, йăли-йĕркине тата лайăхрах кăтартма пултарĕç. Пирĕн тĕп тĕллев — выставкăна пыракансен Чăваш Республикине килсе курма кăмăл çуралтăр тесе тăрăшасси. Вара пирĕн республикăна хăна тата ытларах килĕ. Хăна ытларах пулсан усламçăсен те, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен те тупăшĕ ӳсĕ, ĕçĕ лайăхланĕ.

Пĕр уйăхра — икĕ министр

- Хăнасем тенĕрен… Региона пĕр уйăхра федераци шайĕнчи икĕ министр харăсах килни — тĕлĕнмелле пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ака уйăхĕнче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тата сывлăх сыхлавĕн министрĕсем пулчĕç. Вĕсен ĕçлĕ çул çӳревĕсем пире мĕн парĕç? Республикăра тата мĕн тума май килĕ?

— Çавăн пек çул çӳревсем питĕ паха: пĕрремĕшĕнчен, вĕсем регионти лайăх практикăсене кураяççĕ. Калăпăр, эпир ял хуçалăхĕ енĕпе те, сывлăх сыхлавĕ енĕпе те Раççей Федерацийĕнче лайăх ĕçлекен регионсен йышĕнче. Министрсем килни, тĕрĕссипе, çакна тепĕр хут çирĕплетет. Вĕсем килсе пирĕн ĕçе тишкерчĕç. Икĕ министрĕ те — Михаил Альбертович та, Дмитрий Николаевич та — палăртса хунă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшассине пĕлтерчĕç. Шупашкар агломерацийĕ пирки калаçнă чухне каларăм ĕнтĕ: ял хуçалăхĕ мĕн чухлĕ лайăхрах аталанать, çынсем ялта çавăн чухлĕ ытларах пурăнма килĕштерĕç. Тепĕр енчен ял та аталанать. Пирĕн тĕллев — аталанакан ялсенчен тĕрлĕ енлĕ инфратытăм йĕркелесси, социаллă об˜ектсем туса парасси. Ку — пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕнчен, регионсене çӳресе министрсем тĕрлĕ пуçарăва асăрхаççĕ, ĕçе илеççĕ. Шăпах çавсем Президент хушăвĕсене пурнăçлама, Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн программисене хатĕрлеме пулăшаççĕ.

- Пирĕн республикăра — Экологи культурин çулталăкĕ. Эсир Чăваш Енри çăл куçсен картти пирки каланăччĕ. Çак ĕçе пурнăçлама пуçланă-и?

— Пурнăçлама тытăннă. Пĕтĕмĕшле хатĕрленӳ ĕçĕсене туса ирттернĕ тесен те юрать. Чи малтанах ку енĕпе Вырăс географи обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ хастар ĕçленине палăртса хăвармалла. Çакă пирĕншĕн — самай пысăк пулăшу. Правительствăпа муниципалитетсем ку ĕçе кӳлĕннĕ ĕнтĕ. Шкул ачисем те каникул пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсен те çак ĕçе хутшăнас кăмăл пуррине куратпăр. Эпир пĕтĕм çăл куçа тупса палăртса карттă хатĕрлеме йышăнтăмăр. Çак тĕпчев ĕçне тунă хыççăн, тен, кăçалах, вĕсене йĕркене кĕртме те май килĕ. Тасатсан çăл куç лайăхрах юхать, çĕре тăрантарать. Унсăр пуçне юхан шывсем те тулĕç. Çитес çулсенче çăл куçсене тирпейлесе экологи, туризм сукмакĕсемпе сыпăнтарăпăр. Вĕсем çут çанталăкра канма кăмăллакансемшĕн уйрăмах кăсăклă пулĕç.

Кану лагерĕсене çулталăкĕпех ĕçлеттересшĕн

- Ачасен каникулĕ çывхарасси пирки каларăр. Çавна май çуллахи сывлăха çирĕплетмелли тапхăр пирки те ыйтам. Ашшĕ-амăшĕ ачисене лагерьсенче кантармашкăн путевка илме тытăннă та ĕнтĕ. Нумаях пулмасть «Кĕпĕрнаттăр лагерĕнчи» сменăсем пирки те каларĕç ав. Ашшĕ-амăшĕн ачисене унта кантарас тесен ăçта каймалла?

— Ачасем валли пирĕн тĕрлĕ лагерь пур, унсăр пуçне вĕсем кашни шкултах ĕçлĕç. Эпир çуллахи вăхăтра пурĕ 50 пин ачана канма майсем туса парасшăн. Вĕсенчен 7 пинĕшĕ лагерьте канĕ. Унсăр пуçне «Кĕпĕрнаттăр лагерĕн» принципĕпе ĕçлекен лагерьсене, хальлĕхе виççĕ уçма палăртнă, çулталăкĕпех ĕçлеттересшĕн. Енчен те çак ĕçе йĕркелеме пултартăмăр тăк пирĕн ачасен çулталăкĕпех канма май пулĕ. Паллах, нумай шкул ачи канма пултарĕ. Профильлĕ сменăсенче уйрăмах лайăх вĕренекен хастар ачасене, йывăр лару-тăрура пурăнакансене йыхравласшăн. Тĕрлĕ надзор учетĕнче тăракансем валли уйрăм сменăсем йĕркелесси пирки шухăшлатпăр. Пирĕн вĕсене уйăрса хăварма юрамасть, пирĕн çав ачасемпе те, паллах, ĕçлемелле.

- «Релавэкспо» конференцийĕнче эсир цифра энергорайонне сарасси пирки палăртрăр. Ку ĕç мĕнле пулса пырĕ?

— Ку ĕçе эпир виçĕм çул пуçларăмăр, пĕлтĕр пĕтĕмĕшле туса пĕтертĕмĕр. Çак ĕçе Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта тĕпчерĕмĕр. Ку ĕçе мĕнле йĕркелетпĕр-ха? Паянхи кун цифра двойникĕ туса ун урлă энергетика сечĕсем мĕнле ĕçленине кашни самантра курса тăма пулать. Пăтăрмахсем пулсан диспетчер ăна вырăнтах асăрхаса кăлтăка çавăнтах сирĕ. Калăпăр, пĕр фидер çине нагрузка ытларах пулсан потоксене тепĕр фидер çине пайласа яма пултарĕ. Унсăр пуçне ăçта кăлтăк сиксе тухнине тӳрех палăртма пулать. Унта вара бригада яраççĕ. Ку пăтăрмах потребителе сăтăр кӳмĕ, мĕншĕн тесен электричество сӳнсенех каялла çутăлать. Бригада вара пăтăрмах ăçта пулнине шыраса çӳремест, кирлĕ вырăна тӳрех çитет, ĕçе хăвăрт тăвать.

Халăх хамăрăннисене пăрахмасть

- Олег Алексеевич, социаллă сетьсем пурри пĕр енчен лайăх, çивĕч ыйтусене тӳрех çийĕнчех асăрхаса татса пама пулать. Анчах ака уйăхĕнче соцсетьсенче сарăлнă шухăш мана килĕшсех каймасть. Улатăр çынни хулана Чĕмпĕр облаçĕпе пĕрлештерме ыйтнине мĕнле хаклатăр?

— Манăн шухăшпа, çав çын кун пирки ĕçшĕн калаçмасть. Ятарлă çар операцийĕ пынăран тата тĕрлĕ пăтăрмах пулнăран хăшĕ-пĕрин вĕчĕрхенӳ туйăмĕ хĕрӳленчĕ. Çавăн пек вăхăтра çынсем хăйсен сĕмсĕр шухăшĕсене халăхра сарас тĕллевпе ăшталанаççĕ. Манăн шухăшпа, çав çын кун пек тĕллеве пурнăçа кĕртесшĕн те мар. Вăл юриспруденци енĕпе кăшт ăнлансан çак ĕçе тăвасси хăвăрт пулмассине тавçăрĕччĕ. Кун пек чухне çав тери пысăк ĕç туса ирттермелле: халăха пуçтармалла, ятарлă мероприятисем ирттермелле. Ĕçĕ нумай. Паллах, çынсене çапла пăтратакан хăй пурăнакан вырăна юратманнине кăтартать. Çын тăван кĕтесне, хăйне, кӳршине юратать тĕк кун пек нихăçан та тумасть. Улатăр хулине илес пулсан, эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне, унта лару-тăру питĕ йывăрччĕ. Çав хулана хам та кайнăччĕ, вырăнти депутатсене тата администраци ертӳлĕхне Правительство çуртĕнче пухса унти лару-тăрăва, малалла мĕнле ĕçлессине сӳтсе явнăччĕ. Анчах, шел те, унчченхи пуçлăхсем палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртессишĕн питех тăрăшмарĕç. Çакна пăхмасăрах Улатăра бюджетран укçа самай уйăртăмăр. 2020 çулта 400 миллиона яхăн тенкĕ куçартăмăр, 2021 çулта — 600 миллиона яхăн, 2022 çулта — 1 миллиард ытла, 2023 çулта — 2 миллиард ытла, кăçал — 1 миллиард та 900 миллион тенкĕ. Ку укçа ăçта каять? Чи малтанах ЖКХ сферине çĕнетме. Каласа хăвармалла: хуласене укçан пулăшас тесе инфратытăма аталантармалли бюджет кредичĕсем илетпĕр. Укçана паянхи кун виçĕ хулана — Етĕрнене, Куславккана тата Улатăра — яратпăр. Кайран ытти хулана уйăрăпăр. Шел те, Улатăра унчченех юхăнтарнă. Коммуналлă предприятисем панкрута тухнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсемпе, вĕсен укçи-тенкипе хула администрацийĕ те, республика Правительстви те усă кураймастчĕç. Панкрута тухнăран çав предприятисен ĕçне суд приставĕсем йĕркелесе тăратчĕç. Паянхи кун çав самантсене сирсе ĕçе туллин йĕркелерĕмĕр. Манăн шухăшпа, тепĕр 2-3 çултан Улатăр хули тĕпрен çĕнелĕ. Эпир палăртнă ĕçсем Улатăра улăштарма, унта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатма май парĕç. Эпир халăхпа калаçрăмăр, унта ятарлă специалистсене социологи тĕпчевĕ ирттерме те ятăм. Улатăр тăрăхĕнче тĕпленнисен ытларахăшĕ, 80 процент патнелле, эпир тăвакан ĕçсем тĕрĕс тесе палăртаççĕ.

- Пĕтĕмĕшле илсен, Улатăрта пурăнакансем те, журналистсем те хăй вăхăтĕнче Улатăр аталанманнине, эсир çак должноçа йышăннă хыççăн унта тĕрлĕ проект пурнăçланнине курса тăраççĕ, кунта иккĕленӳ çук. Сирĕнпе ятарлă çар операцийĕ çинчен те калаçмасăр пултараймастăп. Ака уйăхĕнче республикăра «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци иртрĕ. Манăн шухăшпа, япăх мар шайра пулчĕ вăл. Пĕтĕмлетӳ пур-и?

— Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн культура министрĕпе Светлана Каликовăпа «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци пирки калаçрăмăр. Культура ĕçченĕсем концертсем лартса 855 пин тенкĕ ытла пухма пултарнă. Çак укçа пĕтĕмпех ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма кайĕ. Эпир салтаксемпе çыхăнсах тăратпăр. Пухăннă укçа вĕсем валли кирлĕ япаласем туянма май парĕ. Эпир пулăшу ĕçне тĕрлĕ енлĕ йĕркеленине те палăртмалла. Калăпăр, промышленноç предприятийĕсем те, уйрăм çынсем те тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Олег Алексеевич, калаçушăн пысăк — тав.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.