Хыпар 46-47 (28222-28223) №№ 03.05.2024

3 Мая, 2024

«Нумай ачаллисене пулăшни савăнтарать»

Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнче пурăнакан Суетновсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Александрпа Федор шкулта вĕренеççĕ. Даниил ача садне çӳрет.

Суетновсем — туслă çемье. Вĕсен килĕнче юратупа килĕшӳлĕх хуçаланаççĕ. Мăшăршăн пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшасси ялан хисепре. Раççей Федерацийĕн граждансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшӳллĕн çамрăк çемьесене пулăшма 2019 çулта Улатăр хулине тĕрлĕ шайри бюджетран укçа уйăрнă. Çапла майпа Татьянăпа Владимир Суетновсем социаллă тӳлев илме ирĕк паракан свидетельствăна тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе çемье ялта çурт туяннă. Хальхи вăхăтра Суетновсем унта пурăнаççĕ. 2021 çулта Владимир Александрович хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ, социаллă контракт çирĕплетнĕ. Хăйĕн ĕçне — килти хуçалăхра сĕт туса илме — патшалăхран 250 пин тенке тивĕçнĕ. Хушма хуçалăхра Суетновсем ултă ĕне, пилĕк пăру усраççĕ. Çемье 2022 çулта республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курса хăйсен çуртне çĕнетнĕ. «Пӳрте тĕпрен юсама, пысăклатма шут тытрăмăр, — терĕ кил хуçи. — Ачасем ӳсеççĕ. Кашнине урок тума, спортпа аппаланма, выляма уйрăм кĕтес кирлĕ. Аслисен хăйсен кăсăкланăвĕ. Кĕçĕнни те вĕсенчен юласшăн мар. Социаллă контракт пулăшнипе ыранхи куна шанăçпа пăхатпăр. Амăшĕн капиталĕ хăтлă çуртра пурăнма май парать. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшни хавхалантарать паллах». Патшалăх пулăшăвĕ ыранхи куна хăрамасăр кĕтме май панăранах, ахăртнех, юлашки çулсенче ача çуратасси модăна кĕрсе пырать. Юхăм майĕпе тенĕ пек пурнăç йĕрки пулса тăрать. «Çакăн пек шухăш Пĕтĕм çĕршыври «Раççей — пысăк çемьесен пысăк çемйи» конференцире пулнă хыççăн тата та вăйлăрах çирĕпленчĕ, — терĕ Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова. — Владимир Путин Президент та нумай ачаллă çемье пурнăç философийĕ пулмалла тесе палăртать. РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Анна Кузнецова хальхи вăхăтра Раççейри ачасен пĕрре тăваттăмĕш пайĕ пысăк çемьесенче çитĕннине аса илтерчĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, нумай ача çуратакансене пулăшасси — патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Чăваш Енре те, паллах, çак тĕллевсене мала хураççĕ». Амăшĕн капиталĕ, социаллă тӳлевсем… Пысăк çемьесене пулăшмалли мерăсем çулсерен анлăланса пыраççĕ. Сăмахран, Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă çемьесем малашне патшалăх музейĕсене кирек миçе хутчен те тӳлевсĕр çӳреме пултарĕç. Унччен вара вĕсем кун пек ирĕкпе уйăхра пĕр хутчен кăна усă курма пултарнă. Улшăнусене нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккуна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнчи тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчи хушăвĕсемпе килĕшӳллĕн кĕртнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Таса чунпа, тĕрĕслĕхшĕн

Пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче неонацистсемпе кĕрешсе пĕрин хыççăн тепри паттăрлăх кăтартаççĕ, çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсене шанатпăр, кĕтетпĕр.

Шупашкар округĕнчи Кӳкеçре пурăнакан Максим Кузьмин ятарлă çар операцине пĕрремĕш кунранах, 2022 çулхи нарăс уйăхĕнченех, хутшăнать. Çак кунсенче кĕçĕн лейтенанта Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Максим çинчен эпир «Хыпар» хаçатра çырнăччĕ. Таса чунлă, хăюллă каччă шкултан вĕренсе тухсан фельдшер профессине алла илнĕ. Салтак аттине тăхăнсан вара çарти ятарлă медицина отрядне лекнĕ, тивĕçне госпитальте пурнăçланă. Çар ĕçĕ кăмăла кайнăранах икĕ çуллăх контракт килĕшĕвне алă пуснă. Куншăн вăл нихăçан та ӳкĕнмен. Медицина ĕçченĕн çулне каччă çынсене пулăшас, сыватас килнипе суйланă. Контракт вĕçленес умĕн Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Максим та пăрăнса юлман. Çĕршыв йывăр лару-тăрура чухне хăйĕн профессийĕ уйрăмах кирлине лайăх ăнланнă вăл. Контракт вĕçленсен каччă тăван тăрăхне таврăннă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Республикăри катастрофăсен медицинин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнче ĕçленĕ. Анчах чунĕ çарах туртнă, хăйĕн пулăшăвĕ унти салтаксене кирлĕрех тесе шухăшланă. Çавăнпа каллех СВОна тухса кайнă. Максим Кузьмин офицер ялан çĕннине пĕлме тăрăшать. Йывăрлăхран хăрамасть. Ун пек пурăнма тата кăсăклăраххине палăртать. Çар операцийĕнчен пĕрремĕш хут таврăнсан ăна юлташĕсем тĕрлĕ ыйту панă. Хăшĕ-пĕри шухăша кайнă. Ахăртнех, Максимран тĕслĕх илсе вĕсен те патриот туйăмĕ вăраннă?.. Хăй ĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн Максима пĕрремĕш хут кайсанах «Çар ĕçĕнче палăрнăшăн» медальпе чысланă. Халĕ вара, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, — Паттăрлăх орденĕпе. Муркаш каччи Иван Кочанов та ятарлă çар операцине 2022 çулхи пуш уйăхĕнченех хутшăнать. Паттăрлăхне кура ентеше «Çарта палăрнăшăн», «Хăюлăхшăн», Жуков медалĕсемпе наградăланă. «Паттăр» кăкăр паллине те тивĕçнĕ вăл. Çарти тивĕçе, палăртнă задачăсене пурнăçлама Иван Кочанов таса чунпа хутшăнать, тĕрĕслĕхшĕн кар тăрса тăшмана аркатма ăнтăлать. Çавăн пек воспитани илсе ӳснĕ вăл, чăн-чăн патриот. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Вĕсем Берлина штурмланă

Чăваш Енре çуралнă е кунта килсе пурăннă çынсенчен нумайăшĕ, вĕсен шутĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем те, Берлина илме хутшăннă.

Етĕрне районĕнчи Тептĕ ялĕнче çуралнă Евгений Пайгусов, Польшăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн, Висла юхан шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕскер, Берлин операцине те хутшăннă. Ăна парăнтарма хутшăннă Прохор Трофимов политкомиссар, каярахпа — чăваш писателĕ, «Наши земляки — Герои Советского Союза» кĕнекере ун çинчен çапла çырнă: «Пирĕн çарсем Берлина ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне çавăрса илнĕ. I Беларуç фрончĕн 79- мĕш дивизийĕн оперативлă штабĕн пуçлăхĕн пулăшуçи Евгений Пайгусов майор полксене çитсе хулана штурмлакан отрядсемпе ушкăнсем йĕркеленĕ, кварталсемпе урамсене епле тапăнса кĕмеллине вĕрентнĕ. Часах гвардеецсем атакăна çĕкленнĕ, йышлă артиллерирен пĕр чарăнмасăр персе Берлинти пĕр кварталтан тепĕрне куçнă. Темиçе кунран 79-мĕш дивизи штабĕн радиостанцийĕ нимĕçсем вырăсла калаçнине илтнĕ: «56-мĕш танк корпусĕ калаçать. Пире пемешкĕн чарăнма ыйтатпăр. Сирĕнпе калаçу ирттерме Потсдам кĕперĕ çине парламентер яратпăр». Тепĕр кунхине Берлин гарнизонĕн гитлеровецĕсем çурт-йĕрпе путвалтан йышлăн алă çĕклесе тухма тытăннă. Çĕнтерӳ хыççăн Евгений Пайгусов Шупашкар, Красноармейски çар комиссариачĕсенче ĕçленĕ». Берлинтан 80 çухрăмри Одер юхан шывĕ урлă каçса плацдарм тытса тăнисенчен пĕри, Совет Союзĕн Геройĕ Иван Ивкин (Улатăр районĕ, Кувакино ялĕ) танкист та Берлина штурмлама хутшăннă. Вăрçă хыççăн Брянск облаçĕнче нумай çул ĕçленĕ, ăна Донецк облаçĕнчи Артемовск хулинче пытарнă. Пирĕн çарсем Берлина çитиччен Çурçĕрхĕвел анăç, I Украина тата II Беларуç фрончĕсен штабĕсене ертсе пынă Александр Боголюбов (Шупашкарта çуралнă) генерал-полковник Берлина штурмлама тӳррĕн хутшăнман, мĕншĕн тесен I Беларуç фрончĕ Берлина çурçĕр енчен тапăнса кĕрсен II Беларуç фрончĕ хулан çурçĕр енче операци пуçланă, кунти тăшмана пĕтĕмпех салатнă, нимĕçсене I Беларуç фронтне çурçĕр енчен тапăнма шанăç та паман. II Беларуç фрончĕн çарĕсене çапăçăва явăçтарассине 1944 çулхи чӳк уйăхĕнчен ăста йĕркеленĕшĕн тата паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Александр Боголюбов Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Паллах, вăл Берлина илессипе çыхăннă операцие хутшăннă. 1945 çулхи ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Алексей Воробьевăн (Муркаш районĕ, Çурлатăрри ялĕ) инженери-минерсен взвочĕ Берлинăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи Тельтов каналĕ урлă каçса шыва тата çырана минăсенчен тасатнă. Çавăн хыççăн çеç пирĕн чаçсем хӳтĕлев хатĕрĕсене татма пултарнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн Алексей Воробьева Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Совет çарĕсем çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Берлина пĕтĕмпех ярса илнĕ, Хĕрлĕ çар тата Германи представителĕсем 8-мĕшĕнче нимĕçсен хĕç-пăшаллă вăйĕсем парăннине çирĕплетекен акта алă пуснă. Рейхстаг çинче пĕрремĕш Çĕнтерӳ ялавне ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăшт каярах тата темиçе те вырнаçтарнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пулăхлă çĕр çинче вăрман кашлать

Юлашки сакăр çулта республикăра 130 пин гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал та аграрисен ĕç хушăнать, 12 пин гектара яхăн юхăннă уй-хире йывăç-тĕмрен тасатмалла. Палăртнине пурнăçа кĕртме май пулĕ-и?

Шанăç — инвесторсенче

Чăваш Енре çĕр фондĕнче патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнче 1324 пин гектар çĕр шутланать е республикăн çĕр фончĕн 72,19%. Регион федерацин Атăлçи округĕнче çĕр пурлăхĕпе тухăçлă усă курас енĕпе, гектар пуçне продукци илессипе — виççĕмĕш вырăнта. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сухаласа акассипе /78,6%/ — 1-мĕшĕнче /Раççейре — 8-мĕш/. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2015 çулта аграрисем пушă выртакан 10,1 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2016 çулта кăтарту палăрмаллах ӳснĕ, 28 пин гектара çитнĕ. 2017 çулта вара вăл 24,1 пин гектарпа танлашнă. Çав хушăрах 2022 çулта юхăннă 7,1 пин гектара кăна тепĕр хут сухаласа акма тытăннă. Сакăр çул каялла республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 45,2 пин гектар хире йывăç-тĕм, çум курăк пусса илнĕ. Йывăрпа, çапах республикăра сухаласа акакан уйсен лаптăкĕ çултан-çул ӳссе пырать. Çакă вăрах вăхăт пушă выртнă лаптăксемпе каллех усă курма тытăннипе те çыхăннă. ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕпе килĕшӳллĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе республика малтисенчен пĕри темелле. 2015 çулта регионта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăкран пушă выртаканни 6,1% пулнă, пĕлтĕр кăтарту 2,7% чакнă. Юлашки сакăр çулта республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, анчах юхăннă 130 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăтарту палăрмаллах пысăк. Анчах ку тапхăрта каллех пулăхлă 104 пин гектара йывăç-тĕм пусса илме тытăннине тупса палăртнă. Ку 2015 çулчченхипе танлаштарсан 2,3 хутчен пысăкрах.

— Кăçал усă курман 12 пине яхăн гектар лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă, — пĕлтерчĕ Сергей Артамонов министр. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси мĕншĕн вăраххăн пырать-ха? Иртнĕ çул та округсенче юхăннă 10,1 пин гектар çинче çĕр ĕçне пурнăçламаллаччĕ. Шел те, палăртнин 79% кăна пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă /7,9 пин гектар/. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: вăй-хал, вăхăт, хăватлă техника çителĕксĕрри, укçа çитсе пыманни... Министр пĕлтернĕ тăрăх, космомониторинг тунă хыççăн республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 18,8 пин гектар çинче çĕр ĕçне пурнăçламанни палăрнă. Çĕр-аннемĕре хăш тăрăхра хисеплеменни яр уççăн курăнать-ха? Юхăнса выртакан лаптăксем Çĕмĕрле округĕнче уйрăмах нумай. Кăçал аграрисен 2 пин гектарне пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Анчах пурнăçлама пултарĕç-ши? Улатăр /1,6 пин/, Хĕрлĕ Чутай /1,3 пин/, Вăрмар /1 пин/ округĕсенче те ку енĕпе ĕçлемелли пайтах. — Ĕç планне çулсерен округсемпе калаçса татăлса хатĕрлетпĕр. Ăна пурнăçлама инвесторсене шырамалла, хуçасăр лаптăксене фермерсене усă курма сĕнмелле. Республикăра пулăхлă çĕр нумай мар, кашни гектарĕпе тухăçлă усă курмалла. Вырăна тухса кашни лаптăк пирки калаçма тивет. Çĕр — округ пуянлăхĕ, ырлăхĕ, ĕç вырăнĕ, — палăртрĕ Сергей Геннадьевич. Ял хуçалăх министерствин тата муниципалитет округĕсен тĕллевĕ — инвесторсене явăçтарасси, çав шутра фермерсене — грант, ял хуçалăх организацийĕсене субсиди уйăрса та. Çĕрпе мĕнле усă курнине Раççей ял хуçалăх надзорĕ те тĕрĕслесе тăрать. — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче усă курман пулăхлă çĕр 1,3 гектар лаптăк йышăнать, анчах улăх-çаранпа шутласан ытларах та пулать. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? 1990 çулсенче хăш-пĕр хуçалăх арканнă хыççăн уй-хирĕ те пушаннă. Вăрах вăхăт сухаласа акманран вĕсене йывăç-тĕм, хыт хура пусса илнĕ. Çитменнине, пысăк лаптăксем Сăр юхан шывĕпе, вăрманпа юнашар вырнаçнă. Темиçе çул каяллах ку çĕр çинче «Октябрь», «Путь Ильича» тата ытти хуçалăх тырă туса илнĕ. Вĕсем хупăннă хыççăн йĕркеллĕ ĕçлекен тупăнмарĕ. Юхăннă хирсене йывăç-тĕмрен тасатма, йĕркене кĕртме çăмăл пулмĕ, анчах шанăç пур. Мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхра çĕнĕ инвестор — «Луга Чувашии» пĕрлешӳ — ĕçлеме килĕшрĕ. Шăпах çакă палăртнине пурнăçлас шанăçа ӳстерет. Çĕнĕ предприяти Хĕрлĕ Чутай округĕнче регистрациленчĕ. Малашне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, тыр-пул туса илме палăртать вăл. Апла çĕр сахал мар кирлĕ пулĕ. Иртнĕ çул «Луга Чувашии» пĕрлешӳ 830 гектар çĕр усă курма илчĕ. Çав шутра 30 гектарне йывăç-тĕмрен тасатрĕ. 1 гектарĕ çинче кĕрхи культурăсем акса хăварчĕ. Вăрах вăхăт пушă выртнă лаптăкра тырă мĕнле çитĕннине, çĕр ĕçне хаклаççĕ халĕ. Кăçал инвестор 1 пин гектара пусă çаврăнăшне кĕртме палăртать. Юхăннă лаптăксене йывăç-тĕмрен хăйсен шутĕнчен тасатĕç. Ун хыççăн тăкаксене саплаштарма патшалăхран субсиди илĕç. Эпир хамăр енчен хуçасăр лаптăксен докуменчĕсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан кил хуçалăхĕсене те 72 гектар çĕре арендăна патăмăр. Фермерсем те çĕр ыйтаççĕ. Юлашки çулсенче «Коминтерн» ЯХПК та хуçасăр лаптăксене пусă çаврăнăшне самай кĕртрĕ. Пурте пĕрле, пĕр тĕллевпе ĕçлесен палăртнине пурнăçлатпăрах, — палăртрĕ Хĕрлĕ Чутай округĕн администрацийĕн экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Ольга Фондеркина. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Мĕнле акмалла?

Ир акмалли çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене тăпрана кĕске хушăрах варăнтарса хăвармалла.

Кая юлса аксан, вĕсен вегетацийĕ пынă тапхăрта сывлăш температури вăйлах хăпарсан, çанталăк шăрăх тăрсан, кун тăршшĕ вăрăмлансан, культурăсене тапăнакан чир-чĕрпе нăрă-хурт йышлансан тухăçа 30-60% çухатас хăрушлăх пур. Çурхи тулă, урпа, сĕлĕ вăрлăхне хутăш удобренипе пĕрле акакан рете харăс варăнтармалла. Удобрени кашни гектар пуçне 1-1,5 центнер памалла. Çурхи тĕш тырра ака пуçламăшĕнче, тăпра акма пулса çитсен, 5-6 сантиметр тарăнăшĕнче ăшă 6-7 градус пулсан, лаптăкра нӳрĕк 60-70% кая мар чухне 5-7 кунра акса пĕтермелле. Ир варăнтарнă вăрлăх — кăмпа чир-чĕрĕнчен, калча швед шăнинчен сахалрах сиенленет. Каярах акнă тырра туна çинче ĕрчекен сăтăрçăсем — швед тата гессен шăнисем, симĕс куçлă çăкăр шăнисем — ытларах сăтăр кӳреççĕ, çуллахи шăрăхченех тĕшше тулса çитме памаççĕ, тыррăн технологи пахалăхне чакараççĕ. Кая юлса акнисене вут пуççи (головня), тутăх (ржавчина) кăмписем те сиенлесе тухăçа, тĕшĕ пахалăхне пысăклатма памаççĕ. Вăрлăха лаптăка пĕр тикĕс аксан калча лайăхрах çитĕнет, тĕшши пĕр пек тулать, тухăç пысăкрах илме май пулать. Акакан ретсен хушшине 15 сантиметртан 7,5 хăварсан тырă ытларах пулас шанăç хушăнать. Вăрлăх харăс тата тикĕс шăтса тухтăр тесен чи лайăх тарăнăша варăнтармалла. Ăна нумай сăлтава шута илсе палăртаççĕ. Тăпра пахалăхне тата акари çанталăка тĕпе хурса вăл е ку округри пĕрремĕш хуçалăхра иккĕмĕшĕнчен уйрăлса тăракан тарăнăша акма пултараççĕ. Ир акнă чухне нӳрĕк лайăх витернĕ йывăртарах тăмлă тăпрана — 2-3, хăйăрлă-тăмлине — 3-4, çăмăл тăпрана 5-6 сантиметр тарăнăшне варăнтараççĕ. Часах хуçалăхсенче çĕр улми лартмалли вăхăт та çитĕ. Вăрлăхне лайăх культурăлатнă, тăпăрка, атмосфера сывлăшĕпе пуянланакан, çăмăллăн ăшăнакан тăпрана варăнтармалла. Хăйăрлă-тăмлă тăпра та, хăйăрпа тăм хура тăпраран ытларах йышăнаканни те каять. Тăпрари йӳçеклĕх реакцийĕ 4,5-7,5 шайĕнче (йӳçеклĕх нумай маррине пĕлтерет) тăрсан лаптăкра çĕр улми аванах çитĕнтерме пулать. Анчах унăн чирĕ — ахаль кутăрка (парша обыкновенная) — тăпрара нейтральлĕ тата йăмшак сĕлтĕ реакцийĕ пулса иртнĕ чухне (pH 6-7,5) аталанать. «Иккĕмĕш çăкăра» ахаль кутăркана хирĕç çирĕп тăма май туса паракан лаптăкра ӳстермелле, унта кашни тăваттăмĕш çул çеç лартмалла. Çапах çав культурăна çуллен пĕр вырăна лартсан та лайăх тухăç илме пулать текенсем пур, анчах ку меслет лаптăкра культурăна сиенлекен чир-чĕрпе нăрă-хурта ĕрчеме май парать. Çĕр улми умĕн унта тĕш тырăпа пăрçа йышши тата сидерат культурăсем çитĕнтермелле. Унăн тымарĕнче вĕтĕ çимĕçсем тĕвĕленччĕр, нӳрĕкпе сывлăш тымар патĕнче çителĕклĕ пухăнччăр тесе тăпрана тăпăркалантармалла. Унăн лаптăкĕнчи нумай çул ӳсекен çум курăк тымарне 10-12 сантиметр тарăнăшĕнче лущильникпа кĕркуннех, вăл çĕртен çитĕнме кирлĕ элементсене пухнă чухнех кăкламалла е гербицидпа пĕтермелле. Кĕрхи çĕртмене суха тарăнăшне шута илсе тумалла. Тăпрара тăм ытларах тăк йывăр тăпра шутланать, ун пеккине кĕр пуçламăшĕнчех сухаламалла. Кĕркунне тăпра нӳрĕкпе исленсе тăнă чухне сухалани тата тракторăн пĕр енчи кустăрмисем суха йăранĕпе пыни тухăçа ӳстерме пулăшмаççĕ. Çуллен сухалакан сий тĕпĕ çирĕпленет, ӳсен-тăран ун çинчи сийрен çеç нӳрĕк тата çитĕнме кирлĕ элементсем илсе тăрать. Тĕпне хытарса тăрас мар тесе çурла уйăхĕн çурринчен пуçласа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен сухаламалла, нӳрĕке çухатас мар тесе çĕртме лаптăкне сӳрелемелле. 100 центнер çĕр улми туса илме азот — 40-60 кг (паха япалисене çеç шутласан), фосфор — 15-20, кали — 70-90, кӳкĕрт — 20-40, магни — 10-25, кальци 25-50 кг кирлĕ. Культурăна вегетаци тапхăрĕнче пама палăртнă удобренин пысăкрах пайне лартиччен, тăпрана культивациленĕ е фрезерпа çум курăк тымарне иртнĕ чухне, хывмалла. Май пур тăк ăна сажалкăпа та параççĕ. Удобрени виçи тухăç мĕн чухлĕ илме тĕллев лартнинчен тата тăпра пулăхĕнчен килет. <...>

Александр ЛОЖКИН, Чăваш патшалăх аграри университечĕн çĕр ĕç, ӳсен-тăран, селекци тата вăрлăх туса илессин кафедрин доценчĕ

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: Палăртнă ĕçсене малашне те хастаррăн туса пырар

Журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа кашни уйăха уйрăммăн пĕтĕмлетесси, çивĕч ыйтусене хускатса вĕсене татса памалли майсене шырасси тахçанах йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕ чи малтанах чăвашлăхпа тачă çыхăннă. «Хыпар» вара — чăвашлăхăн уйрăлми пайĕ. Çавăнпа пирĕн сĕнĕве Олег Алексеевич хапăл туса йышăнчĕ. Ака уйăхне «Хыпарпа» тата унăн вулаканĕсемпе пĕрле тишкерме кăмăл турĕ.

Ачасем тăрăшаççĕ, чăвашла вĕренеççĕ

- Олег Алексеевич, эпир Чăваш чĕлхин кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, калаçатпăр. Çавăнпа манăн чи малтанах чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтăва хускатас килет. Юлашки вăхăтра республикăра чăваш чĕлхине аталантарассишĕн нумай ĕç тунине куратпăр. Сирĕн шухăшпа, пуçарнă программăсем, мероприятисем туллин пурнăçланса пыраççĕ-и?

— Паллах, чăваш чĕлхине аталантарассишĕн юлашки çулсенче самай ĕç тума пултарни савăнтарать. Вĕрентӳ ĕçне çĕнĕлле йĕркелени, çĕнĕ учебниксемпе тата методика пособийĕсемпе тивĕçтерни вырăнлă пулчĕ. Эпĕ учительсемпе нумай калаçатăп. Педагогсем ачасене вĕрентмелли тĕрлĕ енлĕ çав пособисем питĕ меллине тата вĕсене ачасемшĕн çăмăллăн çырса хатĕрленине палăртаççĕ. Манăн шухăшпа, çак ĕçе малалла тăсмалла. Паллах, çынсем пурнăçра чăваш чĕлхипе тĕрлĕ енлĕн усă курччăр тесе тăрăшмалла. Эпир хамăр енчен тĕрлĕ мероприятие чăвашла тата чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттерме тăрăшатпăр. Чăвашлăх аталанса пытăр тесен хамăрăн кулленхи ĕçе халăхăн, ачасен шухăшĕсене шута илсе йĕркелесе пымалла. Акă, сăмахран, эпĕ паян Шупашкарти 1-мĕш гимназие кайса куртăм. Унта 7-мĕш класра ăс пухакан ача пĕлтĕр «Белые камни» лагерьте «Паттăрсен çĕршывĕ» сменăра каннăччĕ, шкулта чăваш чĕлхи клубне е кружокне йĕркелесен усăллă пулассине палăртнăччĕ. Унăн шухăшне шута илтĕмĕр. Чăваш Енĕн Вĕрентӳ министерстви, шкул ертӳлĕхĕ ĕçе йĕркелерĕ. Сакăр уйăхрах вĕсем ачасене интереслентерсе тĕрлĕ енлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Ачасем чăваш сăввисене калаççĕ, чăваш юррисене шăрантараççĕ, чăваш тĕррине тĕрлеççĕ, чăвашла кино ӳкереççĕ… Çакă, тĕрĕссипе, пуриншĕн те питĕ лайăх тĕслĕх. Енчен те ыттисем те çакăн пек ĕçсем йĕркелесен, паллах, чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă юхăм та вăйланĕ. Куратпăр ĕнтĕ, пурнăç цифра меслечĕсемпе, сервиссемпе пуянланса пырать. Интернетра чăваш чĕлхипе çыхăннă сервиссем мĕнле аталаннине ятарласа тĕпчерĕмĕр. Акă «Мегафон» статистикине илсе кăтартатăп. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак сервиссемпе усă куракан 10% нумайланнă. Кăсăклă тепĕр самант та пур: çак сервиссемпе Чăваш Енре пурăнакансен 57 проценчĕ куллен усă курать, ыттисем, 43 проценчĕ, çав платформăсене урăх регионсенчен кĕреççĕ. Вĕсем интернета кĕрсе словарьсемпе, вырăсларан чăвашла тата чăвашларан вырăсла куçармалли сервиссемпе усă кураççĕ. Кунашкал платформăсене хăш регионсенчен кĕреççĕ-ха? Мускав хулинче, Пушкăрт, Тутар республикисенче, Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем. Тен, хăшĕ-пĕри чăваш чĕлхине манса пырать пулĕ, анчах вĕсем тăван чĕлхемĕрпе интересленнине куратпăр. Шăпах çакă кун йышши сервиссем çынсене кирлине кăтартать, çавăнпа пирĕн ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле.

- Эпир калаçнă хушăра пĕр самант аса килчĕ. Эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсанах ялти садике кайсан ачасем сирĕнпе вырăсла калаçнăччĕ. Халĕ вара садиксенче чăвашла ыйтсан ачасем чăвашлах хуравлаççĕ-и?

— Халĕ яланах чăвашла кĕтсе илеççĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, чăвашла калаçакан та нумайланчĕ. Тен, эпĕ пырсан кăна çавăн пек-и? Пĕлместĕп. Паллах, эпĕ, ытти пуçлăх пырсан вырăнтисем чăвашла калаçни, шкул историйĕ пирки чăвашла каласа кăтартни, экскурсисене тăван чĕлхепе йĕркелени — питĕ пысăк çитĕнӳ. Кун пекки куллен пулсан, паллах, ачасем те чăваш чĕлхипе ытларах интересленĕç. Тĕп хулари 1-мĕш гимназире курса ĕнентĕм ĕнтĕ: вĕсем чăвашла калаçма тăрăшаççĕ. Хăшĕ-пĕри сăмаха, сасса хальлĕхе тĕрĕсмартарах та кăларать, интонаци те урăхлараххи сисĕнет, пĕрех тăрăшаççĕ. Çакă мана савăнтарать. Шупашкарти шкулсенче те халĕ чăвашла калаçма пуçларĕç. Урамра та чăваш чĕлхине самай илтетпĕр.

Çуркунне хăвăрт çитрĕ

- Сисмерĕмĕр те, кăçал çуркунне питĕ хăвăрт çитрĕ. Ăшă час анчĕ. Хаçатра нумай çыратпăр, радио-телевидени те тăтăшах калать-кăтартать пулсан та пĕлтĕрхи типĕ курăка çунтаракансем тупăнсах тăраççĕ. Пушарсемпе çыхăннă лару-тăрăва мĕнле хаклатăр тата уявсенче вăрмана кайса шашлăк хатĕрлеме ăшталанакансене мĕн сĕнетĕр?

— Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, савăнтаракан хыпар та пур: пушарсен шучĕ пăртак сахалланчĕ. Пирĕн тĕллев — кунашкал инкек-синкек пачах ан пултăр тесе тăрăшасси. Шел те, çынсем ыттисен йăнăшĕсене шута илмеççĕ. Типĕ курăка, паллах, çунтармалла мар. Енчен те вут тивертрĕн тĕк çулăма пăхса тăмалла, ăна сарăлма памалла мар. Пĕрремĕшĕнчен, паллах, питĕ тимлĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен эпир ачасемшĕн, паянхи куншăн хамăр яваплă. Эпир çакă ыттисен явапĕ тесе шухăшларăмăр тăк пурнăç малалла каяймĕ. Çавăнпа пурне те кану кунĕсене яваплăха туйса йĕркелеме чĕнсе калас килет. Республикăра паян кану мероприятийĕсем ирттерме ятарлă вырăнсем тăваççĕ. Аш-какай ăшалама, çуралнă куна, ытти уява паллă тума шăпах çав вырăнсемпе усă курмалла. Халĕ эпир туризма аталантаракан усламçăсене кану вырăнĕсем йĕркелеме пулăшатпăр: грантсем паратпăр. Правительство тата муниципалитет енчен ку тĕлĕшпе самай пысăк ĕç тăватпăр. Тата тепĕр саманта та палăртса хăварас килет. Ăçта та пулсан кайсан пурин те хăйсем хыççăн тасатса хăвармалла.

- Ейӳ пирки те калаçмаллах. Вăл Чăваш Енре те кăштах палăрчĕ. Турра шĕкĕр, Оренбург тата Курган тăрăхĕсенчи пекех мар. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен ырă кăмăлĕпе палăрнă. Хальхинче те çынсем Оренбург облаçĕнче ейӳрен шар курнисен нушине çывăха илсе гуманитари пулăшăвĕ, укçа пухрĕç. Малашне ейӳрен çавăн пек шар курас мар тесен республикăра мĕн тумалла?

— Юхан шывсем Чăваш Енре пуçланса хамăр патрах пĕтмеççĕ. Чылайăшĕ темиçе регион урлă юхса иртет. Çакăн пек ейӳсем ан пулччăр тесен кӳршĕллĕ облаç-республикăпа тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эпир ку ĕçе йĕркеленĕ. Пирĕн, калăпăр, Улатăр хули — ейӳрен чи вăйлă шар курма пултаракан вырăн. Шыв нумай килсен вĕсен пурлăхĕ хăвăртах путма пултарать. Унта дамба хăпартмалла. Планра пур вăл, эпĕ ку должноçра ĕçлеме пуçличченех пулнă. Шел те, Улатăр муниципалитетĕнче пуçлăхсем улшăнсах тăраççĕ, анчах çивĕч çак ыйтăва нимĕнле те татса параймаççĕ. Дамбăна, тĕрĕссипе, ятарлă программăна кĕрсе те тума пултаратпăр. Ку ыйтăва çĕнĕ ертӳлĕх кăçал татса парасса питĕ шанатăп. Эпир хамăр енчен, иккĕленме кирлĕ мар, пулăшсах пыратпăр. Паллах, дамба ăçта кирлĕ — çавăнта тумалла. Унсăр пуçне пĕвесене, гидротехника сооруженийĕсене пăхсах тăмалла. Эпир вĕсене 2020 çулта тишкерсе йĕркене кĕртмелли программа та хатĕрлерĕмĕр. Паянхи кун хуçасăр пĕвесемпе гидротехника сооруженийĕсем ăçтине пĕлетпĕр. Палăртнă ĕçсене пурнăçласан шыв пире сăтăр тумасăр иртсе кайĕ. Анчах «пысăк шыв» текен ăнлав пуррине те асра тытмалла. Унашкал шыв çĕр çулта пĕрре килет. Кăçал та, ахăртнех, çавă пулчĕ. Каярахпа кун пирки ученăйсем хăйсен шухăшне калĕç-ха. Пысăк шыв Чăваш Енре 1929 çулта шар кăтартнă. Шыв тăрук капланса килсен пирĕн те йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Çакă гидротехника сооруженийĕсем — ГЭСсем, гидроузелсем — мĕнле ĕçленинчен нумай килет.

- Раççей Строительство министерстви çулленех хуласенчи пурнăçа тишкерсе пахалăх индексне хатĕрлет. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшӳллĕн пирĕн мĕн пур хула пурăнма меллисен шутне кĕнĕ. Мĕнле шухăшлатăр: çакăнпа лăпланса лармалла-и е тата аталантарма майсем шырамалла-и?

— Нихăçан та, нимĕнле ĕçре те, лăпланмалла мар. Ку ĕçре — уйрăмах. Республикăри 9 хула та пурăнма юрăхлисен шутне кĕни, паллах, савăнтарать. Çак рейтинг эпир юлашки çулсенче ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркеленине кăтартать. Палăртнине малашне те хастаррăн, анлăн туса пымалла. Пирĕн ĕçлемелли нумай-ха. Калăпăр, кăçал икĕ хулари — Куславккари тата Çĕмĕрлери — коммуналлă тытăма кăна йĕркене кĕртме пултартăмăр. Улатăрта ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. Анчах Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере, Çĕрпӳре хальлĕхе нимĕн те туман-ха. Канашра та ĕç нумай. Çавăнпа халĕ лăпланмалли вăхăт мар. Хăть мĕнле ĕçе пурнăçласан та ăна йĕркере тытса тăмалла. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть, стандартсем те улшăнсах пыраççĕ. Çавăнпа çынсем лайăххине хăнăхса ыранхи пурнăçа тата лайăхрах курасшăн. Çавăнпа пирĕн çанă тавăрса, ывăнмасăр ĕçлемелли çеç юлать.

Ялсем пушанса юлмĕç

Ака уйăхĕ Шупашкар агломерацине — тишкернипе те асра юлчĕ. Ăна Шупашкарта та, Мускаври ВДНХра та сӳтсе яврăр. Шупашкар агломерацине кĕрекен хуласем тата вĕсен çумĕнче вырнаçнă округсем тепĕр 5-10 çултан мĕнле пулассине калаятăр-и? Агломерацие кĕмен ялсем пушанса юлмĕç-и тата?

— Ялсем, паллах, пушанса юлмĕç. Тĕслĕх илсе кăтартам. Хамăр кĕлеткенех илер: алă, ура, пуç, шалти органсем пур. Кашниех хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕри пулмасан кĕлетке те хăйне япăх туять. Кунта та çавăн пекех. Пире кашни ял кирлĕ. Çынсем унта юлччăр тесен вара ĕçе, пурнăçа йĕркелемелли тĕрлĕ май пулмалла. Çавăнпа ял-салана аталантарма май паракан проектсене пурнăçа кĕртмелле. Эпир Шупашкар агломерацийĕн мастерпланне виçĕм çул сӳтсе явма пуçларăмăр, пĕлтĕр ĕçе пуçăнтăмăр. Кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче 200 агломераци планне тумалли, 2 пин ялпа хулана аталантармалли программа хатĕрлемелли пирки каларĕ. Эпир ку ĕçе кăшт маларах пуçăнтăмăр. Дом.РФ специалисчĕсем каланă тăрăх, Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕ Президент хушнине пĕтĕмĕшле туллин тивĕçтерет. Ыттисем халĕ ĕçлеме тытăнаççĕ кăна-ха. Пĕр енчен ку савăнтарать, тепĕр енчен — пысăк яваплăх. Пĕрремĕш пуласси вăл яланах шиклентерет. Агломерацине кĕрекен хуласемпе округсенче мĕн улшăнĕ-ха? Паллах, пурнăç шайĕ. Мастерплан, кунта тĕп сăмахĕ — план. Планра эпир паянхи пурнăçа тĕпчетпĕр, унтан тĕллевсем лартатпăр, мĕн-мĕн тумаллине палăртатпăр. Çавăн пек программăсем, плансем пулмасан федерацирен укçа-тенкĕ те уйăрмаççĕ. Президент çавăнпах тĕллев лартнă: мастер-план, тавралăх аталанăвĕн стратегийĕ пулмалла. Пирĕн вĕсем пур, анчах эпир кунпа лăпланса лармăпăр. Паянхи кун Чăваш Республикин аталанăвĕн 2030 çулчченхи комплекслă программине çĕнĕрен йĕркелес енĕпе тĕплĕн ĕçлетпĕр. Ăна мĕншĕн çĕнĕрен пăхса тухас терĕмĕр-ха? Паянхи программăна эпир 2020 çулта çирĕплетнĕччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ăна пурнăçа кĕртнĕ тесен те юрать. Унсăр пуçне Президент хушăвĕсем, тĕрлĕ енлĕ çĕнĕлĕхсем пире те урăхларах тĕллевсем палăртма хистеççĕ. Кивĕ программăпа ĕçлесен паянхи майсемпе тĕрĕс усă кураймастпăр. Çавăнпа комплекслă программăна кăçалах çĕнетĕпĕр те, Президент каланă пекех, тепĕр ултă çуллăха çирĕплетĕпĕр. Çак программăна мастер-плана та, Чăваш Республикин аталанăвĕн уйрăм программине те, наци проекчĕсене те, патшалăхăн уйрăм программисене те кĕртĕпĕр. <...>

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă.

♦   ♦   


Элкере чысларĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче пирĕн чаплă ентеш ячĕпе сумлă уяв иртрĕ. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи Çемен Элкерĕн сăввисене хăпартланса каларĕ, чăваш литературинче вăл мĕнле вырăн йышăннине уйрăммăн палăртрĕ.

— Йĕпреç тăрăхĕнче çитĕннĕ халăх поэчĕ Çавалпа Кушлавăш хутлăхĕшĕн кăна мар, чăваш литературишĕн сумлă ĕçсем çырса хăварнă, — терĕ Раиса Васильевна. Вăрнар тăрăхĕнчи Хураçырма ялĕнче çитĕннĕ Виталий Родионов профессор Элкерĕн пултарулăхне тĕрлĕ енчен тишкерсе хакларĕ, вăл тăван халăхăн ылтăн çӳпçине сăвăпоэмăпа романсемсĕр пуçне публицистика хайлавĕсемпе те пуянлатнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. — Хăвăрах шухăшлăр: сĕм-сĕм вăрманта çитĕннĕ çамрăк Николай Никольский пуçарнă «Хыпарпа» çыхăну тытнă. Чăваш халăхĕн тертлĕ те асаплă пурнăçне хак панă, «Хĕн-хур айĕнче» поэма çакна питĕ лайăх çирĕплетет. Хура вăрмантан тухнă Çемен çăлтăрсен ушкăнĕнче чи асли пулса тăнă, — хĕрӳленсе калаçрĕ Виталий Григорьевич. Литература каçне çавăн пекех Галина Кĕмĕл, Лидия Ковалюк, Татюк Юркки сăвăçсем хутшăнчĕç, фольклор ушкăнĕсем, шкул ачисем, вузсемпе техникумсен студенчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Йĕпреçсен ентешлĕхĕн хастарĕсене Антонина Краснова ертсе пычĕ. — Элкер, ӳстермесĕр калатăп, пирĕн тăрăхăн символĕ те, ялавĕ те, çутă çăлтăрĕ те. «Çĕнтерӳшĕн» хаçат редакцийĕн çумĕнче ун ячĕпе литература студийĕ ĕçлет. Пысăк Упакассинчи шкулта çыравçăн палăкне тирпейлесе тăраççĕ, «Йĕпреç — Вăрнар» автоçул хĕрринче Семен Васильевич ячĕпе лартнă «Кушлавăш уйĕ» парк ешерет, — мăнаçланчĕ вăл. Антонина Красновăпа пĕрле ентешлĕх хастарĕсем — ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ Анатолий Абрамов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов, Александр Михайлов инженер — пынă. Элкер уявне, паллах, Пысăк Упакассисем те çитнĕ. Шкулсем валли «Чăваш литератури» учебниксем пухса хатĕрлекен Алена Ядрицова Элкерĕн хăвачĕ, ячĕ, тавра курăмĕ кĕнекесем калăплас ĕçре пулăшса пынине палăртрĕ. — Пирĕн округ Элкер ятлă литература Улăпĕпе мăнаçланать. Паллах, шкулта вĕреннĕ тапхăрта унăн кĕнекисемпе хавхаланса паллашнă. Элкерĕн сумĕпе хам та кĕнекеçĕ пулса тăтăм. Чăваш ятне Мускаври форумсенче те хӳтĕлерĕм, — ентешĕ хăйĕн пурнăçне епле витĕм кӳнине палăртрĕ Алена Андреевна. <...>

Светлана РАЗУМОВА, педагог.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.