Асăрханăр: ултавçăсем ОМС полисĕпе хăйсен схемисенче усă кураççĕ!

25 Апр, 2024

Чăваш Республикин медицинăри ятарлă страховани территори фончĕ регион çыннисене ОМС полисĕпе çыхăннă ултавçăсен çĕнĕ схеми пирки хыпарлать. Вĕсем мĕнле «ĕçлени», шăнкăравласан мĕн тумалли пирки каласа кăтартăпăр.

Юлашки вăхăтра страхланнă çынсем патне ултавçăсем шăнкăравлани паллă. Хăйсемпе территори фончĕн ОМС е медицина организацийĕн ĕçченĕ, департамент е сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕ тесе паллаштараканскерсем ОМС полисне улăштармалли пирки калаççĕ.

Преступниксен тĕллевĕ — çыннăн харпăр даннăйĕсене ыйтса пĕлсе вĕсемпе тата серепене çакланнă гражданинăн укçи-тенкипе усă курасшăн пулни. Çавна май питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр, ултавçăсене ан ĕненĕр!

Ултавçăсем акă мĕнлерех схемăпа «ĕçлеççĕ»: телефонпа шăнкăравлаççĕ те хăйсемпе страхлакан компанин е сывлăх сыхлавĕн органĕсен представителĕсем тесе паллаштараççĕ. ОМС полисне QR-кодлă цифра полисĕпе улăштарма вăхăт çитнине ĕнентерме тăрăшаççĕ. Çакна тумашкăн вара телефона ятарлă приложени вырнаçтарма е хăйсем сĕннĕ ссылкăпа усă курма сĕнеççĕ. Çавăн пекех суя специалистсем СМСпа код ярса пама пултараççĕ, вăл банк карттинчи укçана «хăрушлăхсăр» счет çине куçарма кирлĕ имĕш.

Ултавçăсен шăнкăравĕсенчен асăрханăр, вĕсен ыйтăвĕсене ан хуравлăр, телефона сÿнтерĕр. Унтан кун пирки хăвăра страхланă медицина организацине е ОМС территори фончĕн пĕрлехи контакт-центрне çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр:

8 800 20 19 546 — АО «Чăваш Енри медицина страхованийĕн компанийĕ»,

8 800 25 00 226 — АО «Чувашия-Мед» страховани компанийĕ»,

8 800 77 00 955 — Чăваш Республикин территорийĕнчи ОМС ыйтăвĕпе ĕçлекен контактцентр.

Асра тытăр! Медицина страхованийĕн организацийĕн ĕçченĕсем шăнкăравласан полис даннăйĕсене çирĕплетмеллипе, кирлĕ пулсан вĕсене çĕнетмеллипе çыхăннă информацие каласа кăтартаççĕ. Специалистсем нихăçан та СМСпа код ярса памаççĕ, харпăр даннăйсене ыйтмаççĕ, укçа куçарма та хушмаççĕ.

Республикăри ТФОМС палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра Раççейре виçĕ тĕрлĕ ОМС полисĕ пур:

 голограммăллă хут бланкĕ,

 пластик карттă евĕрри,

 цифра формачĕллĕ /штрих код/ полис.

2022 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра цифра полисне хута янă. Ăна телефонра ÿкерчĕк пек упрама е хут çине пичетлесе кăларма пулать.

Полис кирек мĕнле пулсан та унăн срокĕ çук, çавна май ăна улăштармалла мар. 

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.