Хыпар 43 (28219) № 23.04.2024
Аграрисем 1,2 миллиард тенкĕ илĕç
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев республикăра агропромышленноç ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕ, аграрисене патшалăхран пулăшу пама тата ял территорийĕсене аталантарма 2024 çулта Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,2 миллиардтенкĕкуçарассинепĕлтерчĕ. ТĕлпулăваРФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Андрей Разин тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕç. «Чăваш Ен 2023 çула ял хуçалăх производствин ÿсĕминдексĕпе вĕçлерĕ, — тенĕ Дмитрий Патрушев. — Ÿсĕм индексне кăçал та çирĕплетессе кĕтетпĕр. Çав тĕллеве пурнăçлама кăçал Чăваш Ене хамăр енчен курăмлă субсиди, 1,2 млрд тенкĕ, куçарма палăртнă. Унпа начар мар хăвăртлăхпа усă куратăр. Уйрăммăн илсен аграрисене пулăшмалли тĕп механизмсене çыхăнтаракан пĕрлештернĕ субсидисен çурри ытла çынсем патне çитернĕ ĕнтĕ. Çурхи ĕçсем пынине шута илсен ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр пăрçа йышши тата çу юхтармалли культурăсем чылай пухса кĕртсе рекордне кăтартрăр». Федераци министрĕ хăмла туса илес тĕлĕшпе Чăваш Ен çĕршывра малта пынине палăртрĕ. Унăн лаптăкĕ тата структури кăçал пĕлтĕрхи пекех, хуçалăхсенче ăна иртнĕ çулхинчен кая мар пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. 2023 çулта виçĕм çулхинчен аш-какай — 1,5% яхăн, сĕт 3% нумайрах туса илнĕ, кĕрпесен производствине — 27%, ĕçмелли сĕтĕнне 40% ÿстернĕ. «Эсир Чăваш Республикине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, пире пулăшнăшăн тав тăватăп, — терĕ Олег Николаев Дмитрий Патрушева. — Çав пулăшупа усă курса ÿсĕм хăвăртлăхне пысăклатма тăрăшатпăр, çавăнпа отрасльсем самай лайăх кăтартупа савăнтараççĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ÿсет, чи кирли — предприятисен тупăшĕ, вăтам ĕç укçи ÿсет. Иртнĕ сезонра инвестицин 99 проектне пурнăçа кĕртрĕмĕр, ку енĕпе ытларах пирĕн пысăк ял хуçалăх предприятийĕсем палăрчĕç. Чăваш патшалăх аграри университечĕн никĕсĕнче Россельхозбанкпа пĕрле «Фермер шкулне» уçса 120 ытла аграрие вĕрентсе кăлартăмăр. Халĕ çеç пиллĕкмĕш ушкăн сыр тăвас, пахча çимĕç, пулă тата çырла çитĕнтерес енĕпе пĕлÿ илме тытăнчĕ. Çырла фестивальне, çынсем питĕ кирлĕ тесе йышăннăскерне, кăçал иккĕмĕш хут ирттерĕпĕр. Çапах та чи кирли — РФ Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе 2020 çулта республикăра аграри университечĕн статусне илнĕ хыççăн кадрсем хатĕрлемелли килĕшÿллĕ тытăма йĕркелерĕмĕр, вăтам шкулсен агрокласĕсене модернизацилетпĕр, çак ĕçе ача сачĕсенче те пуçласа ятăмăр. Пирĕн аграрниксем пулăшнăран вĕсенче кăçал 140 агролаборатори ĕçлĕ. Кадрсем хатĕрлемелли тытăм аталанать». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
Вăрман хуçалăхĕ пулăшнипе çитĕнÿсем пур
Ачасене, хăйĕн ĕçне чунтан юратать вăл. Таврана каç сĕмĕ çапмасăр та шкултан тухмасть. Тепĕр чухне столовăя анса кăнтăрлахи апат çиме те манать. Вăрмарти Г.В.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта биологи вĕрентекен Клавдия Николаева ачасене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шкул лесничествине те йĕркеленĕ, «Вăрман робинзонĕсем» кружок пуçарнă. Унăн вĕренекенĕсем çулленех республика тата Раççей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕреççĕ.
Йĕкел пуçтараççĕ, йывăç лартаççĕ
— Сире шăпа шкула мĕнле майпа илсе çитернĕ-ха?
— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Шăхальте çуралса ÿснĕ. Анне фермăра ĕçленĕ, атте водитель пулнă. Виçĕ пĕртăван ÿсрĕмĕр. Эпĕ малтан тухтăра каясшăнччĕ. Шкулта лайăх вĕренеттĕм. Ачасене сыватас килетчĕ, педиатр пуласси пирки ĕмĕтленеттĕм. Малтанхи çул медицина факультетне кĕме балл çитеймерĕ. «Икĕ çул ĕçлетĕп те каçхи уйăрма каятăп», — теттĕм. Анчах каçхи уйрăма пĕтерчĕç, çавна май учитель профессине суйлама тиврĕ. «Пĕрех ачасемпе ĕçлĕп», — лăплантартăм хама. Вĕрентекене кайнăшăн пачах ÿкĕнместĕп. Ÿкĕнме мар, шкула килнĕшĕн хĕпĕртетĕп те. «Ачасене кунта та сиплемелле», — тетĕп халĕ. 4-мĕш курсра Вăрмар каччипе çемье çавăртăмăр. Мана тÿрех 2-мĕш шкула ĕçлеме илчĕç. Малтан лаборанткăра вăй хутăм, унтан Энтриялта виçĕ çул вăй хутăм. Иккĕмĕш ачана çуратсан 2-мĕш шкулах килтĕм.
— Биолога кайнипе кăмăллă-и?
— Калама çук кăмăллă, мĕншĕн тесен çут çанталăка, ÿсентăран тĕнчине мĕн пĕчĕкренех юрататăп. Ача чухнех пахчара тĕрлĕ чечек ÿстереттĕм. Халĕ те чечексене кăмăллатăп. Килте çĕр 12 сотăй кăна. Апла пулин те çавăн çуррин ытларах пайне чечек йышăнать. Ытларах тĕрлĕ йышши петуни, кĕл чечексем, хризантемăсем ÿстеретĕп.
— Мĕнле кружок йĕркеленĕ эсир?
— Маларахри вăхăтра «Çамрăк эколог» кружок пулнă. 2009 çултанпа шкул лесничествинче çине тăрса ĕçлетпĕр. «Вăрман робинзонĕсем» кружока ертсе пыратăп. Мана вăрман ĕçĕ шутсăр килĕшет. Вăрмана каятăн та сывлăш уçă, таса пулнине туятăн. Çут çанталăк ытамне лекетĕн. Ачасем те савăнаççĕ. Кружока 15 вĕренекен çÿрет. Округри пултарулăх çуртĕнчи кружокра та — 15 ача. Вĕсем пурте мероприятисене хутшăнаççĕ. Шăнкăрч вĕллисем, сырăшсем тăватпăр. Вĕсене ăсталама ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Кăçал сырăшсене кăрлач уйăхĕнче вăрмана кайса çакрăмăр. Пирĕн шкул лесничестви Кĕтеснер çумĕнчи вăрманта вырнаçнă, 136 гектар йышăнать. Эпир вăрманăн çав лаптăкне тасатсах тăратпăр. Юрий Емельянов лесникпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Юрий Петрович пире çуркунне вăрмана илсе каять. Вăл ертсе пынипех кивĕ йывăçсене касатпăр, вĕсем вырăнне хыр, чăрăш, лиственница, юман хунавĕсене лартатпăр. Хĕррипе вара пихтăпа уртăша саркаланса ÿсме вырăн уйăратпăр. Юман 5 çултан йĕкел пама пуçлать. Йĕкелĕ нумай пулнă çулсенче ăна пуçтаратпăр та. Вĕсене питомникре лартса ÿстереççĕ. Эпир хамăр шкул картишĕнче те питомник уçнăччĕ. Йĕкел лартса хунав ÿстереттĕмĕр. Кайран вĕсене çырмасен хĕррине лартаттăмăр. Ытларах пайĕ халĕ Ара çырмин хĕрринче ÿсет. Çапла Юрий Емельянов пулăшнипе нумай ĕç тăватпăр.
— Кружока çÿрекенсемпе кăçал мĕнле ĕçсем тума палăртрăр-ха?
— Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкне хавхаланса кĕтсе илтĕмĕр. Ăна Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура уçма та хутшăнтăмăр. Пирĕн ачасем сцена çине те тухрĕç. Вĕсем, виçĕ хĕрача, 2023 çулта лесничествăсен Мускавра иртнĕ съездне хутшăнчĕç. Хастарскерсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Пире уншăн республика Пуçлăхĕ Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Вăрман ларт тата ăна упра» акци пулнăччĕ. Унта та хутшăнтăмăр. Кăçал эпир йывăç ытларах лартма тĕв турăмăр. Çавăн пекех эпир шкул лесничествисен слетне пĕрмай хутшăнатпăр, наукăпа практика конференцийĕсене тухса калаçма тема питĕ нумай. Çынсем вăрман-уçланка канма çÿреççĕ, çÿп-çап, ăпăр-тапăр пăрахса хăвараççĕ. Халăх тасалăха упрама хăнăхтăр тесе буклетсем кăларатпăр, акцисем ирттеретпĕр. Пирĕн патра çăл куçсем те пур. Вĕсене тасатса хăтлăх кĕртесшĕн. Республикăри çăл куçсен цифра карттине тума, паллах, эпир те хутшăнăпăр. Çынсем канакан вырăнта Экологи сукмакĕ йĕркелесшĕн. Вăл Ара шывĕ çумĕнче пулĕ. Унта çăл куçсем пур, çывăхрах 25-30 кедр ÿсет. Экологи сукмакĕ патĕнче çынсене тавра курăмне пуянлатма пулăшакан QR-код вырнаçтарасшăн. Тĕрĕссипе, ку — ачасен шухăшĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Вырăсла калаçсан та чăвашла пĕлеççĕ
Ял шкулĕсенче паян чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕç епле пулса пырать? Ачасем хăйсен хушшинче чăвашла пуплеççĕ-и? Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарнă май çак тата ытти ыйтăвăн хуравне вырăна тухса шырарăмăр. Трак тăрăхĕнчи пĕлÿ çурчĕсемпе ача сачĕсене çитрĕмĕр.
Красноармейски округĕнчи Пикшик шкулĕнчи садикре больницăлла вылякан ачасем вырăсла пупленипе кĕтсе илчĕç. «Çапла, садикре ачасем чăвашла калаçмаççĕ. Пурĕ вун виçĕ ача, паянсаккăрăн килнĕ. 12 ялтан çÿреççĕ. Инçетри ялсенчен автобуспа илсе килеççĕ. Пикшикрен 3 ача кăна килет. Ачасем мĕнле чĕлхепе калаçасси йăлтах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Эпĕ яланах чăвашла калаçма тăрăшатăп. Тăван чĕлхепе калатăп та вĕсем мана пĕрех чăвашла хуравламаççĕ. Çакă чуна хурлантарать паллах. «Мĕнле пурăнатăр? Мĕнле ĕçсем?» — ыйтатăп ачапчаран пырса кĕрсенех. «Лайăх», — теме вĕрентрĕм-ха. Ашшĕ-амăшĕпе çав-çавах вырăсла калаçаççĕ, Чăваш пулма мĕншĕн пăрахрĕç — пĕлместĕп. Темтесен те, ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет», — чунне ыраттарса калаçрĕ Альбина Михайлова воспитатель. Вăл ача садĕнче 17 çул ĕçлет. Унччен малтан 10 çул вулавăшра вăй хунă. «Чăваш чĕлхин кунĕнче сăвă пăхмасăр калаттарасшăн, çавăнпа халĕ çине тăрсах хатĕрленетпĕр. Сăвăсене кашни çулах вĕрентме тăрăшатпăр. Кунсăр пуçне кăçал çĕнĕ юрă вĕренетпĕр. Кайăк чĕппи çинчен вăл. Хăшĕ çăмăлрах — çавна илетпĕр. Тĕрĕссипе, паян ачасене вĕрентме çăмăл мар. Пĕлтĕр «Алли кирлĕ мĕн тума?» юрра шăрантарнăччĕ. Ăна хаваспах вĕренчĕç-ха. Çав юрра кайран нумай концертра шăрантартăмăр», — кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ Альбина Николаевна. Хăй вăхăтĕнче кĕрлесе, шавласа тăнă Пикшик шкулĕнче паян 37 ача кăна вĕренет. Эпир ачапча чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче, çав тери пысăк пек туйăнатчĕ вăл. Хамăр пĕчĕк пулнăран-ши? Халĕ, те ача шучĕ чакнăра, пĕлÿ çурчĕ пĕчĕкленнĕ пек туйăнчĕ. Маларах кунта чăваш чĕлхипе литературин пÿлĕмĕнче музей кĕтесĕ уçнăччĕ. Унта чăвашлăхпа çыхăннă экспонатсем вырăн тупнăччĕ. Анчах пушарнăйсем тĕрĕслеме килсен вĕсене упрама чарнă-мĕн… <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Рэп стилĕпе… сăвă калаççĕ
Вăл вĕрентекен пулмах çуралнă. Çак ĕç ăна мĕн пĕчĕкрен килĕшнĕ. «Манăн яланах ырă кăмăллă, лайăх, сăпайлă, ăслă, пултаруллă вĕрентекенсем пулнă. Эпĕ вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятăп», — тет Шупашкар округĕнчи Мăналти шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Анжела Московцева.
Раççей шайĕнчи конкурса хутшăннă Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 22 çул. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ачана чăваш чĕлхине, атте-аннене, Тăван çĕршыва юратма, туслăха хаклама, ватăсене хисеплеме вĕрентнĕ вăл. Паян çамрăк ăру хушшинче чăваш чĕлхи хисепĕ чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Халĕ ачасем хулара çеç мар, ялсенче те мăн асаттесен чĕлхипе калаçмаççĕ. Чăваш ашшĕ-амăшĕ чăваш ачисене çитĕнтермест. Вĕренекенсене кăсăклантарма Анжела Юрьевна тĕрлĕ меслет шырать. Сăмахран, сăвăсене рэп-кĕвĕ стилĕпе вĕрентет. Урокра ачасем вĕсене рэп евĕр калаççĕ. Вĕрентекен ĕнентернĕ тăрăх, çакă вĕсемшĕн кăсăклă та усăллă. «Ачасем музыкăна юратаççĕ, — терĕ Анжела Московцева. — Вĕсене рэп мелĕпе интереслентерни вара урока чĕрĕлĕх кĕртет. Вĕренекенсем хавхалансах вулаççĕ». Унсăр пуçне Анжела Юрьевна сăвă çыракансен, чăваш ташши ташлакансен «Хунав» кружокĕсене йĕркелесе ертсе пырать. Сăмах май, хăй те ташлама кăмăллать. Ăна кура ачасем те пултарулăхне аталантараççĕ. «2005 çулта район шайĕнче иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăнтăм, — малалла тăсăлчĕ пирĕн калаçу. — Пултарулăх çулне туптасси çавăнтан пуçланчĕ. Вĕренекенсемпе те тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Кашни ачан талант пур, ăна пирĕн, учительсен, аталантарма çеç пĕлмелле. «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса виçĕ хутчен хутшăнма тÿр килчĕ. Пĕринче — лауреатсен, тепринче призерсен йышне кĕме пултартăм. Пĕлтĕр вара тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен Раççей шайĕнчи конкурсне хутшăнтăм. Вăл Карачай-Черкесск автономи облаçĕнчи Черкесск хулинчи 19-мĕш гимназире иртрĕ. Эпĕ унта Чăваш Республикин чысне хÿтĕлерĕм». Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературăн чи лайăх вĕрентекенĕ — 2023» конкурса 104 çын хутшăннă. Ентешĕмĕр чи лайăх 15 вĕрентекен йышне кĕрсе лауреат ятне тивĕçнĕ. Инçе çула пушă алăпа тухман вăл: 5-мĕш класри ачасене чăваш чĕлхине вĕрентме пулăшакан «Ĕç тетрачĕ», «Хунав» тата вĕренекенсен сăввисен «Чăваш тĕрри» пуххисене хатĕрлесе кайнă. Чăваш тĕррипе илемлетнĕ методика хатĕрĕсемпе сумлă жюрие паллаштарнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать