Хыпар 38-39 (28214-28215) №№ 12.04.2024
«Хам та ялта пурăнатăп – пĕлетĕп»
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун черетлĕ хут «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Вăл шучĕпе 20- мĕш пулчĕ, 2 сехет те 27 минута тăсăлчĕ, регион ертÿçи тÿрĕ эфирта республикăра пурăнакансен пилĕк теçетке ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ.
СПИРИН. Калаçу ЧР Пуçлăхĕнчен Денис Спирин Шупашкар хулин пуçлăхĕн должноçĕнчен кайнине хаклама ыйтнинчен пуçланчĕ. Олег Николаев шучĕпе, сăлтавĕ Спирин муниципалитет управленийĕнчи ĕçе хăнăхайманнипе çыхăннă. Унта пурнăç таппине туймалла — Спирин çапла тăвайман, çийĕнчен тивĕçлĕ команда пухайман, ăна хăйĕн тавра чăмăртайман. Вăл яваплăх тиевне хăйĕн майĕсемпе çураçтарайман. ÇУЛСЕМ. ЧР Пуçлăхĕ регион автоçулсене йĕркене кĕртес енĕпе пысăк ĕç тунине çирĕплетрĕ. Анчах Шупашкарти Лапсар тăкăрлăкĕ, Сĕнтĕрвăрри çулĕ йышши тĕслĕхсемпысăк çав ĕçĕн пĕлтерĕшне тĕксĕмлетеççĕ. Канашри çулсене М-12 автомагистрале тума явăçтарнă йывăр транспорт нумай сиен кÿнĕ — вĕсене йĕркене кĕртĕç. Магистрале пула сиенленнĕ çулсене юсасси çитес çулсене те куçĕ — 170 километр тăршшĕ сыпăксене йĕркене кĕртмелле. Олег Алексеевич çулсем вăйлă арканнин сăлтавне те уçăмлатрĕ: вĕсене нумай çул каялла тунă — хальхи пек йывăр транспорт çÿрессине шута илмен. Раççей Президенчĕн визичĕ вăхăтĕнче кун пирки калаçу пулнă — вăл пулăшнипе çулсене юсас ыйтăва татса парĕç. Паллах, çулсене юсанипе кăна çырлахмастпăр — çĕнĕ çулсем те кирлĕ. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕнче Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне тăвассине палăртнă. Олег Николаев ăна вăраха ямасăр проектлама сĕнни çинчен каларĕ — çав çула тăвассине май пулсанах пуçармалла. Лапсар тăкăрлăкĕнчи çул реконструкцине кĕркунне пуçлĕç. ЧР Пуçлăхĕ ун тĕлĕшпе хула енчен тимлĕх çителĕксĕр пулнине йышăнчĕ. Халĕ çула республика харпăрлăхнепарасенĕпеĕçлеççĕ, çакыйтусенетатсапарсанах çула тирпейлесе-пăхса тăрассине те республика хăйĕн çине илĕ. ТРАНСПОРТ. Кашни «тÿрĕ линирех» çĕкленекен ыйту — Шупашкарпа ÇĕнĕШупашкар хушшинчи транспорт çыхăнăвĕн нуши. Ку тема тавра хальхинче те калаçу пулчĕ. ОлегАлексеевич кăçал нумай енĕпе çивĕчлĕх сирĕлессе шантарчĕ. Икĕ хулана çыхăнтаракан виçĕ троллейбусмаршручĕ уçăлмалла. Хальчченхи автобус маршручĕсем çителĕксĕрри куçкĕрет. Çийĕнчен перевозчиксем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламаççĕ. Вĕсем пысăк тата вăтам калăпăшлă автобуссемпе ĕçлеме шантарнă, чăннипе вара апла мар: пысăк автобуссем вуçех çук, вăтаммисем те сайра. Автобуссен хушшинчи вăхăт интервалне те пăхăнмаççĕ. Шупашкар агломерацийĕнмастер-планĕ те çак тытăма кĕрекен муниципалитетсен хушшинчи транспорт çыхăнăвне лайăхлатассине тĕпе хурать — вĕсен хушшинчи маршрутсем çинче пĕрлехи çÿрев билечĕпе усă курасси таранах. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Клуб яла хăй пырать,
мĕншĕн тесен унăн кустăрмисем те пур
Етĕрнесем хăйсене «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ кĕскен ăна автоклуб тетпĕр тивĕçнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. «Халĕ аякри пĕчĕк ялсене те çитме, хамăрăн пултарулăхпа савăнтарма пултаратпăр. Пире таçта та чĕнеççĕ», — савăнăçне пытармарĕç Етĕрнери культура керменĕнчи «Калинка» ансамбле çÿрекенсем.
Вĕсене кĕтеççĕ Çак кунсенче республикăри массăллă информацихатĕрĕсенчеĕçлекенсемЕтĕрнетата Элĕк округĕсенче пулчĕç. Асăннă тăрăхсенче «Культура» наци проекчĕ епле пурнăçланнипе паллашрĕç. «Калинка» ансамбле 27 çул каялла Валентин Селяхин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Вĕсем ытларах вырăс халăх юррисене шăрантараççĕ. Етĕрне тăрăхĕ, Раççей, тăван тăрăх илемĕ тата юрату çинчен юрлаççĕ. Çав вăхăтрах куракансем ыйтнипе чăваш юррисене те репертуара кĕртеççĕ. «Калинка» ансамбль кăна мар, Етĕрне тăрăхĕнчи ытти пултарулăх ушкăнĕ те çĕнĕ автоклубпа тухса çÿрĕ, халăха хăйсен юрриташшипе савăнтарĕ. Етĕрне округĕнче паян 24 культура çурчĕ ĕçлет. Кашнинчех пултарулăх ушкăнĕпур. Хăшĕ-пĕринчетемиçете. Автоклуб пуррипитĕмеллĕ. Аппаратурăнатапĕрлеилсе çÿреме пулать. Халĕ эпир ялсене тухса çÿреме уйрăмпрограммахатĕрлетпĕр. Автоклубпаусă курса çуллахи вăхăтра вăтăр концерт ирттерме палăртатпăр», — терĕЕтĕрнерикультура çурчĕн директорĕНаталияЯковлева. Вăлпалăртнăтăрăх, автоклуб халăха шутсăр кирлĕ. СССРхалăхартисчĕН.Д.Мордвиновячĕллĕ культура çуртĕнче «Отрада» фольклор ушкăнĕ пур. Вăл чăваш тата вырăс халăх юррисене шăрантарать. Çавăн пекех ачасемпе çамрăксем валли хореографи ушкăнĕсем, ача-пăча тата вокал студийĕсем йĕркеленĕ. «2021 çулта пирĕн керменте «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн виртуаллă концерт залĕ уçăлчĕ. Ăна хута яма 2,5 миллион тенкĕ расхутланă. Çавăн пекех пирĕн кинозал та ĕçлет. Çамрăксемпе ачасем кино курмашкăн çÿреме кăмăллаççĕ. Пĕр вăхăт кинозалсем пушă ларнăччĕ. Халĕ вара кинона çÿресси çĕнĕрен йăл илчĕ. Пушкин карттипе нумаййăн килеççĕ», — паллаштарчĕ Наталия Андреевна. Культура çурчĕсем пирки сăмах пуçартăмăр тăк çакна та каласа хăварар. Етĕрнере республика бюджечĕн укçипе клуб тума пуçланă. Апла пулсан унта пурăнакансен кĕтнĕ ĕмĕчĕ кĕçех пурнăçланĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Стипендипе хитре кĕпе вырăнне фотоаппарат туяннă
Унăн сăн ÿкерчĕкĕсенче çынсен чунĕнче мĕн хуçаланнине яр уççăн курма пулать — пĕрремĕш страницăри тĕп сăн ÿкерчĕке пăхсамăр. Çакнашкал сăн ÿкерчĕксем кирек кама та тыткăнлаççĕ, илĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан çемье фотографĕ Наталия Александрова çинчен. Нумаях пулмасть Трак тăрăхĕнчи Упи вулавăшĕнче унăн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ «Çемье кĕвви» курав уçăлнă. Ăна Çемье çулталăкне халалланă.
Фотосессирен çунатланса килет
— Наталия, хăвăрпа паллаштарăр-ха, ăçта çуралса ÿснĕ эсир?
— Эпĕ Красноармейски округĕнчи Тури Кушар ялĕнче çуралнă. Упи шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Трак шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче вĕрентĕм. Тăваттăмĕш курсра качча тухрăм. Диплома çулталăкри ачапа илтĕм.
— Сăн ÿкересси ăçтан пуçланнă? Пĕрремĕш сăн ÿкерчĕке миçе çулта чухне тунă?
— Интереслĕыйту ку. Килтетахçан «мыльница» пурччĕ. Вăлпĕчĕкфотоаппарат, халĕ, ахăртнех, ун пекки çук та. Nikon ятлăскер. Модельне астумастăп. Ăна атте-анне туяннăччĕ. Эпĕ çав фотоаппаратпа пиччен аслă ывăлне Артема ÿкереттĕм. Вăл ун чухне çуралнă кăначчĕ. Питĕ интереслĕччĕ ăна ÿкерме. Эпĕ ун чухне вуннăмĕш класра пулнă. Ÿкерме питĕ килĕшетчĕ. Сăн ÿкерчĕксемкăмăла каятчĕç. Ун чухне, паллах, вĕсене ятарлă программăра илемлетме, лайăхлатма пĕлмен. Сăн ÿкерчĕксене хамах пичетлеттĕм. Артем манăн пĕрремĕш модельччĕ. Çав сăн ÿкерчĕксем халĕ те пур. Унăн амăшĕ пĕрмаях: «Юрать, эсĕ ун чухне ÿкерсе юлнă», — тет.
— Халĕ ытларах мĕн ÿкерме юрататăр?
— Ытларах çынсене ÿкеретĕп. Паллах, хăшпĕр пейзаж килĕшет. Анчах та пейзаж ÿкерес тĕк манăн унта кама та пулсан тăратмалла пек туйăнать. Чунăм çапла ыйтать. Ахаль пейзаж тумастăп. Темĕн çитмест пек туйăнать. Çынсене ÿкерме килĕшет мана. Вĕсен кăмăлтуйăмнеуçсапаматăрăшатăп. Çыншухăшлă-и, савăнăçлă-и, е кăмăлĕ вылянчăк-и – фото урлă йăлт кăтартма пулать. — Хăвăр ÿкерĕнме юрататăр-и? Е çынсене ÿкересси ытларах килĕшет? — Ытларах хам ÿкерме юрататăп. Мĕншĕн тесен ÿкерĕнме кăмăл лайăх пулмалла. «Каятăп та халех ÿкерĕнетĕп», — теме çук. Ÿкерĕнес тенĕ чухне кăмăл яланах çук. Алла фотоаппарат тытма вара яланах пур. Сăн ÿкерме кайсан манăн яланах хавхалану çуралать. Фотосессирен пĕрмай çунатланса килетĕп. <...>
Роза ВЛАСОВА
«Посылка» ят часах хăпман
Святослав Егоров Шупашкар районĕнчи Апашри Ленин ячĕллĕ хуçалăха 2002-2014 çулсенче ертсе пынă. Унăн умĕн колхоз тилхепи Алексей Алексеевăн аллинче пулнă. Хастар, тăрăшуллă чăвашпа хăй вăхăтĕнче «Лиха беда начало» тата «Семь лет спустя» фильмсенче паллаштарнă.
«Халăх чăмăртанчĕ»
Святослав Александрович Шупашкар районĕнчи Питтукассинче çуралса ÿснĕ. Хĕсметре Байкал леш енче пулнă чухне ашшĕ ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ яшсемпе хĕрсене хатĕрленÿ курсне вĕренме йыхравлани пирки çырса пĕлтернĕ. Хăй ветеринарта ĕçленĕрен аслă ывăлĕ те çак çул-йĕре суйлатăр тесе шухăшланă ĕнтĕ. Сăмах май, Святослав Александрович палăртнă тăрăх, ашшĕ асăннă профессие 40 çулта чухне çеç алла илнĕ. 19 çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăнсан вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ: колхозникре, председательте… Каярахпа Вăрнарти совхоз техникума вĕренме кĕнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех И.Кадыков ячĕллĕ хуçалăхра ветеринарта тăрăшнă. «Салтакра Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ каччă пурччĕ. Вăл шăпах ял хуçалăх институтĕнче вĕренетчĕ. Тен, унăн сĕнĕвне те шута илтĕм пулĕ, — терĕ арçын иртнине куç умне кăларса. — Хĕсметрен килсенех хатĕрленÿ курсне вĕренме кайрăм. Каярахпа вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн студенчĕ пулса тăтăм. Аслă шкул хыççăн направленипе учхоза лекрĕм. Унта инженерта тăрăшрăм. Пĕррехинче Николай Герасимов директорпа палламан çын ман пата ĕçе пычĕç. Хайхискер Алексей Алексеевич председатель пулнă иккен. Ăна тĕп инженер кирлине пĕлтерчĕ. Хăйне те Ленин ячĕллĕ колхоз ертÿçине тин çеç суйлани пирки каларĕ. Çапла майпа çав хуçалăхра тĕп инженерта вăй хума пуçларăм. Вырăнти халăх мана та, Алексей Алексеевича та «посылка» тесе чĕнетчĕ. Эпир иксĕмĕр те ют тăрăхран пулнăран ĕнтĕ. Çитменнине, пире ку хуçалăха ĕçлеме каймашкăн Шупашкар парти райкомĕн бюровĕ, комсомол райкомĕ сĕннĕ. «Посылка» ят пирĕнтен часах хăпмарĕ. Ĕçĕмри çитĕнÿсене кура ял-йыш хисеплеме тытăнчĕ. Хăйсем те çирĕп йыша чăмăртанчĕç. Çапла майпа çак ят çухалчĕ. Пулни-иртни пирки халĕ ял çыннисене аса илтеретĕп те вĕсем хирĕçлесе: «Ун пек каламан пулĕ ĕнтĕ», — теççĕ». Святослав Александрович тĕп инженерта ĕçленĕ вăхăтра пуçлăхсемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи йывăр ĕçе /тислĕк тасатассине, апат парассине, шăварассине/ пĕтĕмпех механизациленĕ. Малтан витесенчи тислĕке лашапа кăларнă. Чĕлхесĕр янаварсем хырăм ай тарăнăш пылчăкра ашнă. Çак ĕçе механизацилесе тислĕк пуçтарăнмалли вырăна юхмалла тунă. Шĕвекне насуспа уçласа уя илсе тухнă, çăрине çĕрĕшме купаласа хунă. <...>
Валентина ПЕТРОВА
Пулăшу пахалăхлă – пациентсем кăмăллă
«Хыпар» хаçатăн паянхи хăни — Шупашкарти «Орто-инновацисем» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ, Раççей Федерацийĕн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий ЕФИРКИН.
Сусăр хăй суйлать
— Юрий Семенович, каласа кăтартăр-ха: питĕ пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç-хĕле — хавшак сывлăхлă çынсене пулăшассине, сусăрсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине — мĕнле майпа пуçартăр?
— Çирĕм пилĕк çул каялла мана — Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕх министрĕн çумне — сусăрсене протезпа тивĕçтерекен тата реабилитаци ĕçне пурнăçлакан ятарлă предприяти йĕркелеме хушрĕç. Çавăнтанпа пурнăçăм инвалидсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăнчĕ. Сусăрсене социализацилесси манăн тĕп ĕç пулса тăчĕ. Пĕлетĕр ĕнтĕ: пирĕн патшалăх социаллă тĕллевлĕ политика тытса пырать, çавна май социаллă пулăшу мерисене лайăхлатать, пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерет. Хальхи вăхăтра инвалидсем патшалăхăн нумай енлĕ пулăшăвĕпе, çав шутрах цифра платформисене тĕпе хурса та, усă курма пултараççĕ.
— Сусăрсем ăçта тата мĕнле майпа протез-ортопеди хатĕрĕсене илееççĕ?
— Чи малтан акă мĕн каласшăн: инвалид пулăшу илмелли организацие хăй суйлама пултарать. Чăваш Енре протезировани организацийĕ пулманран тĕп хулари Ленин Комсомолĕн урамĕнчи 52/1-мĕш çуртра «Шупашкарти орто-инновацисем» протезировани тата реабилитаци центрне туса хума йышăннă. Центр инвалидсене республикăрах пысăк технологиллĕ пулăшу илме май парать. Центр специалисчĕсем пациентсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çавна май протез-ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтерессин пахалăхĕ лайăхланать. Кирлĕ хатĕрсене те хăвăртрах илме май килет. Патшалăх инвалида кирлĕ протез-ортопеди хатĕрĕсене илмелли темиçе меслет те çирĕплетнĕ. Сусăр çын хăй тĕллĕн е социаллă центрсен специалисчĕсемпулăшнипеРаççей Федерацийĕн Пенси тата социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне тата унăн подразделенийĕсене ыйтупа тухма пултарать. Инвалидăн çавăн пекех протезсем хатĕрлекен организаципе килĕшÿ тума, протезшăн тÿлеме, кайран Раççей Федерацийĕн Пенси тата социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне протез тăкакĕсене саплаштармалли документсене тăратма ирĕк пур. Чимеллĕмеслет, пирĕн шухăшпа, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă наци тÿлев хатĕрне — сусăра кирлĕ протез-ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли «электрон сертификата» — илме заявлени çырни. <...>
Анна ЗАБИЛОНИ
Елена МИХАЙЛОВА: «Манăн юратнă предмет», – терĕ Мишустин
«Ашшĕ-амăшĕ, ача, учитель пĕрле çыхăнса, килĕштерсе ĕçлесен вĕренĕвĕн кăтартăвĕ лайăх пулать. Пĕр-пĕрне ăнлансан ачасене пĕлÿ илме çăмăл. Ашшĕ-амăшĕн — вĕрентекенсене, учительсен ачасене те, ашшĕ-амăшне те ăнланмалла. Çакăн пек çыхăнăва тĕпе хурса ĕçлемелле», — вĕренекенĕсем ППЭре 100-шер балл илнин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ Елена Михайлова. Вăл Шупашкарти 44-мĕш лицейре математикăпа физикăна ăса хывма пулăшать. Çуллен виçшер вĕренекенĕ экзамена 100 баллăх тытаççĕ. Ĕçне кура — хисепĕ. Елена Александровна — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашар-ха.
МИХАИЛ МИШУСТИНПА. Раççей Правительствин Хисеп хутне панă чухне юмахри пек туйăнчĕ. Малтан телекуравра çынсене пăхса тĕлĕнеттĕм. Питĕ ăслăтăнлă ĕнтĕ вĕсем тесе шухăшлаттăм. Ĕçри лайăх кăтартусене кура эпĕ те тивĕçрĕм ку чыса. Ĕненетĕр-и: чăннипех те, юмахри пек. Михаил Мишустин аллăма чăмăртанă чухне «Манăн юратнă предмет», — терĕ. Чунра пăлханупа хавхалану капланчĕç! Çавăн чухне Раççей регионĕсенчи пилĕк вĕрентекене наградăларĕç. Вĕсемпе халĕ те туслă çыхăнса пурăнатпăр. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Темиçе пăтлă михĕ йăтать
Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ Валентин Николаев спорт карьерине кире спортĕнчен пуçланă, унтан армрестлинг енĕпе хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхнă, хăйĕн телейне вара мас-рестлингра тупнă. Хальхи вăхăтра вăл республикăри чи вăйлă мас-рестлер шутланать.
— 10 çул каялла Иван Смоленцев тренер йĕркеленĕ кире спорчĕн секцине çÿреме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ 16-раччĕ, шкулта вĕренеттĕм. Икĕ уйăх тренировка тунă хыççăн Етĕрнере иртнĕ ăмăртăва хутшăнтăм. Унта хамăн виçере пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Пирвайхи награда мана малалла хатĕрленме хавхалантарчĕ. Кире пуканне сулласа çĕклес ăсталăха хăвăртах алла илтĕм, анчах 32 килограмлă икĕ хатĕре тĕртме çăмăлах мар, — калаçăва пуçларĕ Шупашкар округĕнчи Тренккасси каччи. Иван Владимирович сĕннипех Валентин армспортпа туслашнă. Кунта ăна çитĕнÿсем нумай кĕттермен. Пирвайхи турниртах çамрăк армрестлера ăннă, унта вăл иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Вăл Чăваш Ен кубокĕсенче темиçе хут та малти вырăнсене тухнă, студентсен хушшинче иртнĕ чемпионатсенчен те наградăпа пĕрре мар таврăннă. 2016 çулта Валентин Николаев масрестлинг турнирĕнче пĕрремĕш хут вăй виçнĕ. «Ун чухне уяв кунĕнче хулара ăмăрту иртнĕччĕ. Мана та унта хутшăнма сĕнчĕç. Тренировка тумасăрах, хатĕрленмесĕрех помост çине тухса кĕмĕл медаль çĕнсе илтĕм», — аса илчĕ спортсмен. Якут Республикинче çуралнă спорт тĕсĕ Валентина çитĕнÿ картлашкипе хăпарма пулăшнă. 2018 çултанпа вăл — Чăваш Енĕн абсолютлă чемпионĕ. Кăçал та çак ята тепĕр хут çирĕплетнĕ. Чăваш мас-рестлерĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче, Кавказ кубокĕнче, Атăлçи турнирĕсенче хăйĕн пухмачне наградăсемпе пуянлатнă. Студентсен ăмăртăвĕсенче те ăна çитекен çук.
Андрей МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
«Çын çÿремен кĕтесре çĕре выртса йĕтĕм»
Паян пирĕн çĕршывра Космонавтика кунне паллă тăватпăр. Ăна Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне космос карапĕпе пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнине палăртса федераци саккунĕпе 1995 çулта çирĕплетнĕ.
Космонавтика кунне маларах, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчех, Совет Союзĕнче, ытти нумай патшалăхра уявланă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ ăна çирĕплетме 1962 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче указ кăларнă. Паян Пĕтĕм тĕнчери авиаци тата космонавтика кунĕ те шутланать. Ăна ирттерме Халăхсен хушшинчи авиаци федерацийĕн конференцийĕ 1968 çулта йышăннă. Çавăн пекех паян Пĕтĕм тĕнчере этем космоса вĕçнине те уявлаççĕ. Çак куна Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕ 2011 çулта çирĕплетнĕ.
Юрий Гагарин вĕçевĕ «Восток-1» караппа Çĕр чăмăрĕ тавра 108 минута тăсăлнă, çавăн хыççăн тĕнче уçлăхне СССР анлăн тĕпчеме тытăннă. Çак ĕçе Раççей Федерацийĕ малалла тăсать. Паян республикăран тухнă космонавтсене аса илетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать