ЮН ТЫМАРĔСЕМ СЫВĂ

9 Окт, 2014

Юн пусăмне йĕркере тытса тăма артерисен стенкисен тонусĕ лайăх пулмалла. Вĕсем атеросклероза, пиçĕлĕхĕ пĕтнине, çÿхелнине пула хĕсĕнме пултараççĕ. Ку юн пусăмĕ ÿснин сăлтавĕ пулса тăрать.

Курăксемпе сипленнин тĕп тĕллевĕ - юна лайăхлатасси, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне ÿстересси, хытнă юн чăмаккисене тата холестерин тăхисене ирĕлтересси. Çак тĕлĕшпе ыхра паха, вăл юна шĕветет. Анчах ыхра настойкине кашни организмах йышăнаймасть. Çавăнпа сиплевĕн малтанхи тапхăрĕнчех хăвăра канăçсăр туйсан ăна ĕçме чарăнмалла. Унсăр пуçне ыхра настойки вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене юрамасть.

* пай ыхра пăттине 10 пай шурă эрехпе хутăштармалла, тĕттĕм вырăнта 18 кун лартмалла, куллен силле-силле илмелле. Апатчен 20 минут маларах 15-20 тумлам настойкăна çур стакан сĕте ярса ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1,5 уйăх. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле. Юна лайăхлатма 3-4 курс ирттерни çитет. Çак вăхăтра сахăр хушман шăлан çырли чейĕ ĕçмелле.

* пай шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, 3-шер пай чăрăш тăррине /хвощ полевой/, катăркасăн /боярышник/ чечекĕпе çырлине, типĕтнĕ ыхра çăнăхне, омела туратне, 1 пай арникăна хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Юлашки хут - çывăрас умĕн. Курс - 3 эрне, пĕр эрне тăхтанă хыççăн каллех çавăн чухлĕ вăхăт сипленмелле.

* Кăвак хăмла çырлин 1,5 апат кашăкĕ турачĕпе çулçине, 1 апат кашăкĕ ырă шăршăллă ясменник курăкне, 1 апат кашăкĕ чĕре курăкне /пустырник/, 3-шер чей кашăкĕ омела туратне, лачака тип курăкне /сушеница топяная/ хутăштармалла. 2 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сехет çурăран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - çур çул.

Шута илме: çапла сипленнĕ вăхăтра пирус туртма, эрех ĕçме, пăрăçлă апат çиме юрамасть, рационра какай, çăмарта, пулă виçине чакармалла. Йывăр ĕçлемелле мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.