Хыпар 23-24 (28199-28200) №№ 07.03.2024

7 Мар, 2024

«Раççее пĕрле тата вăйлăрах тăвăпăр»

Çĕршыв ертÿçи Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура Раççейĕн нумай çуллăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене хускатрĕ, тĕллевĕсене палăртрĕ. Вĕсем халăх хуçалăхĕн пур отрасльне те пырса тивеççĕ.

Профессисем пирки ытларах пĕлни аван

Çырура Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем те пур. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, уйрăмах курăмли — Президент суб±ектсен парăмĕсене «каçарма» йышăнни. Чăваш Еншĕн ку вăтамран 8,6 миллиард тенкĕ. «Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенчи, пĕчĕк хуласенчи коммуналлă инфратытăм сферинчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма, хула тата ял çыннисен пурнăç шайне пĕр пеклетме май ытларах пулĕ», — пĕлтерчĕ республика ертÿçи. Олег Николаев республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче çавăн пекех çĕнĕ наци проекчĕсем пуçарассине, нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парассине, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли «Паттăрсен вăхăчĕ» кадр проектне ĕçе кĕртессине палăртрĕ. «Владимир Путин пĕчĕк хуласенче тата истори пĕлтерĕшлĕ ял тăрăхĕсенче хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли проектсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне йĕркелессине 2030 çулччен тăсассине пĕлтерни Чăваш Еншĕн ырă хыпар, — терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов. — Проекта малалла ĕçлеттерни пирĕн парксен, скверсен, истори вырăнĕсен çутă малашлăхне уçать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программинче хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси тĕп вырăнта тăрать. Халĕ унта Президент Çырура палăртнисене кĕртĕпĕр. Чăваш Енри мĕн пур общество вырăнне йĕркене кĕртесси — пирĕн тĕллев». Леонид Черкесов Владимир Путин «Кадрсем» наци проектне ĕçе кĕртесси пирки каланине те ырланине пĕлтерчĕ, çĕнĕ проект çамрăк специалистсемшĕн пысăк пулăшу пулассине палăртрĕ: «Паян шкул ачисене профориентаци, хушма вĕрентÿ, карьера ÿсĕмĕн ыйтăвĕсене татса пама чăннипех пулăшмалла. Пулас професси пирки ытларах пĕлни вĕсене малашнехи пурнăçне юратнă ĕçпе çыхăнтарма пулăшĕ. Ăслăлăх тата вĕрентÿ центрĕсене аталантарнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртмалла. Президент студентсен кампусĕсен строительстви валли 400 миллиард тенке яхăн уйăрассине пĕлтерчĕ. Çамрăксем валли вĕренме хăтлă условисем туса памаллах. Вĕсен ăс-тăнĕ, пĕлĕвĕ — малашлăхри ырă пурнăç никĕсĕ». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Пилĕк чĕлхе пĕлекен ăсчах

Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ĕпхÿре пурăнакан Ирина Сухарева Саригель — тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăм. Мĕн пур талантне те вăл пĕр пек аталантарма тăрăшать. Ирина Витальевна — профессор, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, тĕпчевçĕ, сăвăç, композитор, юрăç… Уяв умĕн ăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

«Юррăмсем — манăн ачасем»

— Ирина Витальевна, эсир тĕрлĕ енлĕ пултарулăхăра ачаранах аталантарнă пек туйăнать.

— Анне Анастасия Михайловна халăх юррисене кăмăллатчĕ. Вăл питĕ илемлĕ юрлатчĕ. Атте Виталий Иванович пире, ачисене, ĕçлеме, тăрăшуллă пулма вĕрентнĕ. Сăмах май, анне пурнăçне учительте ĕçлесе ирттерчĕ. Вăл Çтерлĕри педагогика институчĕн химипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван ялĕнче, Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿльте, аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм шутланнă. Эпир унăн юррисене ăса хывса çитĕннĕ. Эпĕ ташлама та юрататтăм. Клубри сцена çинче 4 çулта чухне пĕрремĕш хут шейк ташланине астăватăп. Аслă аппа хут купăс калатчĕ. Эпĕ унран хăпмасăр шкула кайичченех купăс калама вĕрентĕм. 7-мĕш класра чухне аттепе анне мана çуралнă кун ячĕпе баян парнелерĕç. Çавна май унпа калама вĕрентĕм, каярах гитарăна та алла илтĕм. Ялта, шкулта иртекен концертсене пĕрмаях хутшăннă, купăс каласа ачасене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Ун чухне хам та сăвă çырма тытăнтăм. Пĕрремĕш сăвă «Çĕршыв çулĕ» райхаçатра эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне пичетленчĕ. Нукасакри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Пушкăрт патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах тĕллеве туллин пурнăçланă тесе шухăшламан эпĕ. Мĕншĕн тесен кĕвве-çемме ачаранах юратнăран пултарулăха ку енĕпе те аталантарма палăртса хунă. Тав Турра, каярахпа ку енĕпе те ятарлă пĕлÿ илме пултартăм: Мускав патшалăх искусствисен университечĕн музыка факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Студент çулĕсенчех Ĕпхÿри «Нарспи» ансамбльте аккомпаниаторта ĕçлерĕм. Çапах ĕç биографине наука анинчен пуçларăм. Пĕлĕве ÿстерме Пушкăртстан патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕренме те тиврĕ.

— Çапах сирĕншĕн хăшĕ çывăхрах: истори-и, поэзи-и е музыка-и?

— Маншăн пурте тан. Эпĕ вĕсене уйăраймастăп. Пур енĕпе те чуна парса ĕçлетĕп, тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатăп. Ăслăлăх тĕнчинче 25 çул ытла «путса» пурăнтăм. Çынсем каннă вăхăтра эпĕ хутсенчен уйрăлаймастăм, тĕпчев ĕçĕ çыраттăм. Тепĕр чухне хурланаттăм та. Çапах тĕллеве пурнăçлама тăрăшрăм. Çав вăхăтрах юрă-кĕвĕ те çырнă, унпа йăпаннă. Кăçал 55 çул тултартăм, умра — пенси çулĕсем. Çапах мана: «Эсĕ çамрăк», — теççĕ. Таçта та ĕлкĕрме, йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшатăп. Пушкăртстан чăвашĕсен канашĕн ертÿçи пулма та суйларĕç. Паллах, çак тиеве туртма та çăмăлах мар. Çапах талпăнатăп.

— Сирĕн ютубра «Ирина Саригель» канал та пур. Унта юррăр-кĕввĕрпе паллаштаратăр. Вĕсенчен пĕри ав 290 пин ытла сасă пухнă.

— «Парнелетĕп сана» юрă пирки калатăр-ха ĕнтĕ. Вырăнти сăвăç Зинаида Сурпан сăввипе çырнăскер вăл. Ăна урăхларах аранжировка туса Наталия Антонова та юрлать. Эпĕ вырăнти авторсемпе те, Чăваш Енри сăвăçсемпе те хутшăнатăп. Альбина Юрату, Раиса Сарпи, Светлана Асамат сăввисене кăмăллатăп. Çак кунсенче çеç Альбина Юрату сăввипе кĕвĕленĕ «Шурă юр витет çулна шур эрешпе» юрă кун çути курчĕ. Ăна хамах юрлатăп. Хăй вăхăтĕнче ăслăлăхпа ытларах ĕçленĕрен юррăмсене тимлĕх çитеймерĕ. Халĕ тинех вĕсем патне таврăнтăм темелле. 50 юрра пухса «Тĕлпулăва мухтав» кĕнеке кăларма вăхăт тупăнчĕ. Манăн пурĕ — 130 ытла юрă. Чун витĕр тухнăскерсем хамăн ачасем пекех туйăнаççĕ. Вĕсен темисем тĕрлĕрен: пурнăç, атте-анне, Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе... Çитес вăхăтра тепĕр 20 юрра халăх патне çитермелле-ха. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Тăшманпа малти ретре çапăçать

Ятарлă çар операцийĕнче салтаксен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупманни, ăша пĕр татăк çăкăр яманни çеç мар, пĕр сыпкăм шыв ĕçмен кун та пулать. Пирĕн çар çыннисем йывăрлăхсене чăтма хăнăхнă. Ниме пăхмасăр вĕсем Тăван çĕршывшăн, тĕрĕслĕхшĕн, халăхсен хушшинчи туслăхшăн, çывăх çыннисен лăпкăлăхĕшĕн малти ретре çапăçаççĕ. Вĕсенчен пĕри — хирĕç тăру ветеранĕ, Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç салинчи Владимир Тян.

Спортпа туслă пулнă

Çак рубрикăна тытса пынă май Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе тĕл пулса калаçнă чухне вĕсене итлетĕп те яланах тĕлĕнетĕп: ырă, çав вăхăтрах çирĕп кăмăллă, таса чунлă вĕсем. Тăван çĕршыва юратни, хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани тÿррĕн палăрать. Владимир Çĕнĕ Шупашкарта тăватă ачаллă çемьере çуралнă. Вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтра çемье Вăрмар тăрăхне, амăшĕ çуралса ÿснĕ Энĕшпуçа, пурăнма куçнă. Тян хушамат çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. Владимир каланă тăрăх, хушаматăн тымарĕ Корейăран тухнă-мĕн. Хăй вăхăтĕнче аслашшĕпе асламăшĕ Казахстанра паллашса мăшăрланнă. Виçĕ сас паллирен тăракан хушамата вара чылайăшĕ йăнăш çырнинчен тĕлĕнет вăл: пĕри ăна улăштарса падежсем тăрăх вĕçлеме пăхать, тепри çырнă чухне çемçелĕх палли лартать… — Энĕшпуçа куçиччен те шкулта чăваш чĕлхи урокĕсенче ларнă эпĕ, яла куçсан вара лайăхрах ăнланакан пултăм, — чăвашлах хуравласа йăл кулчĕ арçын. — Тĕрĕссипе, мĕн пĕчĕкрен çулласерен кукаçипе кукамай патне яла кайса яратчĕç. Чăвашла калаçнине веçех ăнланаттăм. Кукаçипе кукамай вырăсла пĕлсех кайманран вĕсемпе чăвашлах калаçма тăрăшаттăм. Владимир çемьере — асли. Ун хыççăнхисем: икĕ шăллĕ тата йăмăкĕ. Ачалăхĕ хальхисенни пек пÿртре телефон-компьютер умĕнче мар, телейлĕ иртнĕ унăн. — Урамра ÿснĕ темелле. Футболла, лапталла выляттăмăр. Çуркунне кăвайт чĕртеттĕмĕр. Эпир урама тухманни атте-анне мĕншĕн те пулсан вăрçса айăпланипе çеç çыхăнма пултарнă. Айăпа кĕрсен урама тухаймастăн. Е чÿрече çĕмĕрнĕ-и, е хушнă ĕçе пурнăçламасăр урама тухса чупнă-и… Халĕ ачасене пушшех тепĕр май, урама аран-аран кăларатпăр. Шухă пулнă эпĕ. Аннене те пайтах тертлентернĕ пуль. Шкулта вара ОБЖ, физкультура урокĕсене питĕ юрататтăм. Маларах геометрине те аванах ăса хываттăм. Кире пуканĕ йăтаттăм. Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă чухне бокс, каратэ секцийĕсене çÿренĕ. Анне ташă студине те янăччĕ. Çавăнпа ташласа та пăхрăм /йăл кулать/. Ÿкерме килĕшетчĕ, çав кружокра та хама тĕрĕслерĕм. Пĕрре те ахаль ларман. Халĕ шухăшлатăп та — ытлашшипех çаврăнăçуллă пулнă вĕт. Анне лавккара заведующире ĕçлетчĕ, атте ялан командировкăраччĕ, строительччĕ вăл. Шăллăмсем те, йăмăк та спортпа туслă. Йывăр атлетикăна суйларĕç. Йăмăк та спортăн мас-рестлинг тĕсне килĕштерчĕ. Ăмăртусене çÿреттĕм, малти вырăнсене час-часах йышăнаттăм, — кăмăллăн калаçрĕ арçын. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


«Ывăлăмсене илемлĕ йăл кулăпа кĕтсе илме ĕмĕтленетĕп»

Вăл, сарă хризантемăна кăмăллаканскер, хăй те чечек пекех: илемлĕ, илĕртÿллĕ, черчен... Çав вăхăтрах сăпайлă та, çирĕп те, вăйлă та. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн вулакансене Комсомольски округĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнчи ФАП заведующийĕпе, икĕ ывăлне ятарлă çар операцине ăсатнă Любовь Верликовăпа паллаштарас килет.

Мускаври ВДНХна та çитнĕ

«Хĕрарăма пÿрнĕ çут çанталăк вăйĕ аçа-çиçĕмпе, çилтăвăлпа, электричествăпа тан», — тенĕ Хулио Торри философ. Çапла, йывăрлăхсем хĕрарăма вăйлатаççĕ, çирĕплетеççĕ. Çак сăмахсене Любовь Леонидовна çинчен те каланăн туйăнать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Тулпайкассинче çуралса ÿснĕ. Сакăр класс хыççăн Шупашкарти строительство техникумне çул тытнă. Кайран бухгалтера вĕреннĕ. Унтан Красноуфимск хулинчи медучилищĕре пĕлÿ илнĕ. «Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуç каччипе Владимир Верликовпа çемье чăмăртасан яла куçса килтĕмĕр. Аслă Арапуç больницинче ман валли ĕç вырăнĕ пулмарĕ. Кĕçĕн Арапуçри фельдшер пунктне вырнаçрăм. Виçĕ çул унăн заведующийĕнче ĕçлерĕм. Ун хыççăн Аслă Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче бухгалтерта вăй хутăм. Каярахпа бухгалтерие Патăрьелне куçарчĕç те ялти крахмал заводĕнче экономистра тăрăшрăм. Пĕр çулталăк Перекет банкĕнче кассирта ĕçлерĕм. Ун хыççăн Аслă Арапуçри больницăна чĕнчĕç. Вăл вăхăта эпĕ компьютерпа ĕçлеме хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Шăпах çавăн пек специалистсем кирлĕччĕ. Çапла вунă çул иртни сисĕнмерĕ те. Кайран больницăра ĕçлекенсен штатне сахаллатнипе Патăрьеле куçарчĕç. Унта каяс темерĕм, Комсомольски округĕнчи Йÿç Шăхальти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине вырнаçрăм. Унта çиччĕмĕш çул вăй хуратăп. Мана кунта питĕ килĕшет. Тĕрĕссипе, эпĕ ФАПра ĕçлеме яланах ĕмĕтленнĕ. «Çакăнта ман валли вырăн çук-ши?» — тесе пăхса иртнĕ куллен. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Юратнă ĕç çыншăн чун киленĕçĕ пекех. Киленсе, савăнса ĕçлетĕп», — тунмарĕ Любовь Леонидовна. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 34 çул. Вĕсенчен 12 çулне вăл бухгалтерта ĕçленĕ. Ыттине — сывлăх сыхлавĕнче. Ял çыннисем ĕçчен, яланах сăпайлă та çепĕç калаçакан, тимлĕ медсестрана кăмăллаççĕ. Кирек кама та пулăшма хатĕр вăл. Пĕлтĕр ĕçре пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн Любовь Верликова Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна «Ковид-19 пандемипе кĕрешес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн» медальпе чысланă. Пуçарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе палăрнăскер чылай çул ĕнтĕ Аслă Арапуçри хĕрарăмсен канашĕн председателĕнче вăй хурать. Чĕрĕк ĕмĕр ытла суйлав ĕçне хастар хутшăнать. Сăмах май, кăçал та çак енĕпе вăй хурĕ вăл. Суйлав вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ăна 2018 çултах РФ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Любовь Верликова 2023 çултанпа тĕп ĕçĕпе пĕрлех Анат Чакă клубĕн культорганизаторĕнче те вăй хурать. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Рок кĕмсĕртетĕвĕ те, «Яки-Маки» тути те

Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн – пысăк савăнăç, çамрăк çыравçăшăн вара – пушшех.

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕнче шăпах çамрăк çыравçăн Нина Царыгинăн кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. «Çил-тăманлă ĕмĕт» ятлăскер Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр пичетленчĕ. Унта ултă калав кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, прозаик паянхи яш ăрăвăн пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатать. Чылай чухне хĕрсемпе каччăсем ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ, вăхăта хаваслă ирттерме тĕмсĕлеççĕ. Анчах хăйĕн тĕллевĕ патне кашниех расна сукмакпа утать. Калавсенче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Нина Царыгина презентацие пухăннисене хăйĕн пултарулăх çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. «Юрату чĕрене çавăрса илсен нумай çын алла ручка тытать, хăйĕн туйăмĕсем çинчен çырса кăтартать. Манăн та çаплах пулнă. Аслă класра вĕреннĕ чухне юрату сăвă çырма хавхалантарчĕ. Анчах вăл çынна мар, мотоциклсене килĕштерни çинченччĕ. Сăввăм «Школьники постарше» хаçатра пичетленни чăнласах савăнтарчĕ. Маншăн ку пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Çавăнтан пуçланнă та ĕнтĕ литература енне туртăнасси, хайлавсем шăрçаласси. Кĕнекене кĕнĕ калавсем çăмăллăн çырăнчĕç. Тĕп сăнарсем хам пек ан пулччăр тесе тăрăшрăм», — терĕ вăл. Вăтам шкулпа сыв пуллашсан Нина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăр районĕн «Алатырские вести» хаçатĕнче вăй хунă. 2013-2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçатĕнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, каярахпа «Самант» журналта ĕçленĕ. 2016-2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ пулнă, халĕ вăл — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторĕ. «Çил-тăманлă ĕмĕт» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова ал çырупа хăпартланса ĕçленине палăртрĕ. «Нинăн хĕр сăнарĕсем çирĕп кăмăллă, хастар, хăюллă, тĕллев лартса ăна пурнăçа кĕртме ăнтăлаканскерсем. Каччисем те тĕрлĕ кăмăл-туртăмлă. «Пике блогер» хайлав ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, чун киленĕçĕнче хавхаланупа телей тупакан Златăпа паллаштарать. Ку хайлава çырма пуçăниччен прозаик ятарлă тĕпчев ирттернĕ тесен те йăнăш мар – паллă блогерпа тĕл пулса вĕсен ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ, ку темăпа нумай материал вуланă. Çапларах çуралнă та тĕп сăнар», — терĕ Ольга Михайловна хăш-пĕр вăрттăнлăха уçнă май.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Çеçпĕл Мишши – Çамрăксен театрĕн пирĕштийĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăвар чĕреллĕ поэт пурнăçне сăнлакан спектакле репертуара кĕртме йышăннине куракансем ырлани куçкĕрет. Анчах мĕнле пулса тухĕ вăл? Яваплăхĕ пысăк-çке. Ара, театр унăн ячĕпе хисепленет вĕт. Çамрăксен театрĕ Çеçпĕл Мишши сăвăç пултарулăхĕ çинчен ахаль те спектакль лартнă. Елена Николаева ертÿçĕ ăнлантарнă тăрăх, «Çеçпĕл» перфоманса çаплипех пăхма пулать. Ăна каçхи спектакльсен шутĕнчен кăна кăларнă.

Чăвашсен Маяковскийĕ-и? Тем тесен те, «Çĕн Кун Ачи» спектакль хатĕрлесе çитерни — Çамрăксен театрĕн историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ертÿçĕ çумĕ Наталья Ахмед палăртнă тăрăх, театр ĕçченĕсем те премьера кунĕ çитессе питĕ кĕтнĕ. Çакă Çеçпĕл Мишшине вылякан артист Сергей Никитин театра таврăннипе те, тĕп режиссерта ĕçленĕ Иосиф ДмитриевТрерăн вĕренекенĕ Надежда Полячихина Анастасия Червяковăн сăнарне калăпланипе те çыхăннă. Сăмах май, Иосиф Дмитриев хăй те Çеçпĕл Мишши ролĕпе куракан умне тухнă, Надежда Полячихина вара вырăсла калаçса çитĕннĕ. Чăвашла спектакльсене хутшăнас тĕллевпе чĕлхене якатмашкăн мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ пулнине халĕ пĕр хăй кăна пĕлет. Наталья Ахмед çавнашкалах Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă çулталăкра нумай ĕç палăртни çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, «Çĕн Кун Ачи» çĕнĕ спектакле Чăваш Енре пурăнакансене кăна мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра тĕпленнисене те кăтартасшăн. Хастарлă, хыт утăмлă пулма чĕнекен поэт ячĕпе çитес вăхăтрах «Çеçпĕлĕн культура кочĕ» фестиваль пуçланĕ. Çавна май тĕрлĕ тăрăхра сăвă калакансен конкурсĕ иртĕ. Ахальтен мар Çеçпĕл Мишшине Çамрăксен театрĕн пирĕштийĕпе танлаштарчĕ вăл. Апла тăк хальхи ăру — поэтăн еткерçисем — çак ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласси иккĕлентермест. «Паян Çеçпĕл çинчен вырăсла калаçма намăс, мĕншĕн тесен çĕр ытла çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайнă поэт чăваш чĕлхи малашне те пурăнасса, аталанасса шаннă. Эпĕ, юлашки виçĕ çул хушшинче унăн шăпине, кăмăлне, çул шыравне, инкекне ăнланас тесе ăша илнĕ çын, урăх чĕлхепе калаçаймастăп. Уншăн сирĕнтен, каçарăр та, каçару та ыйтмастăп», — сăмах илчĕ Марина Карягина драматург.

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.