Аталан, çирĕплен, Чăваш Ен!

9 Окт, 2014

Пиллĕкмĕш форум "5" паллăлăх ирттĕр

Юлашки çулсенче Чăваш Ен чăннипех те спорт регионĕ пулса тăчĕ. Ахальтен-им Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш форума пирĕн республикăра ирттерме шаннă. Аса илтеретпĕр: спорт отрасльне аталанма пулăшакан чи пысăк та сумлă мероприяти малтанхи çулсенче Хусан, Мускав, Саранск тата Якутск хулисенче иртнĕ.

ЦИТАТА
 

Паян çамрăк çынсен ытларах пайĕ япăх йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа  илет. Çак утăма тума вĕсене спорт керменĕсен тытăмне аталантарас енĕпе пурнăçланакан ĕçсем пулăшаççĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Ен спорт инфратытăмне тĕрлĕ çăл куçран 5 млрд ытла укçа-тенкĕ хывнă, 50 ытла объект тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Пирĕн республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт акцийĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем çынсене пысăк хастарлăх тата лайăх кăмăл-туйăм кÿреççĕ. Сăмахран, Шупашкар хулин кунĕнче ирттернĕ "Çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна" акцие 28 пин çын хутшăннă, ăна Европа рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе чылай ĕç пурнăçланнине палăртмалла. Кун çинчен пирĕн республикăна килекен хăнасем те пĕрре мар каланă. Кашни районпа хула спорт керменĕсемпе мăнаçланма пултарать. Хальхи вăхăтра тăваканнисем те чыс-сум кÿреççĕ, вĕсем спорт шайне тата та çÿлерех çĕкленме пулăшĕç. Çĕр-шыври тĕрлĕ ăмăрту-турнир йĕркелес енĕпе те Шупашкар чи малтисен ретĕнче. Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисене пирĕн республика икĕ хут /2004, 2012/ йышăннă, вĕсенче 60 регионтан килнĕ 2500 ытла спортсмен тупăшнă. Спорт вăййисен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди чылай турнирта мала тухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕр-çĕр спортсмен йышĕнче пирĕн ентешсем те сатур пулни çунатлантарать.

2003 çул хăвăрт утакансен Европа кубокĕпе палăрса юлчĕ. Тепĕр пилĕк çултан Тĕнче кубокĕ пире уяв парнелерĕ. Çак ăмăртусен вăхăтĕнче Шупашкара тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен вун-вун хăна килсе курчĕ, ун чухне эпир чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе те савăнтăмăр. Елена Николаева, Владимир Андреев, Татьяна Сибилева, Вера Соколова, Ирина Юманова тата ыттисем команда пухмачне медальсемпе пуянлатрĕç. Массăллă ăмăртусем йĕркелесси те пирĕншĕн йăлана кĕчĕç. Акă 2004 çулта "Нацисен кросĕ" ăмăрту старт илчĕ, тепĕр çул Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва хутшăнма пуçларĕ. Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕнчен те айккинче юлмарăмăр. Пирĕн хĕрсем Алина Прокопьева, Ирина Юманова, Антонина Савельева, Вера Соколова, Екатерина Краснова унтан медальсемпе таврăнчĕç. Универсиада çулăмĕ те республика çыннисенче çĕнĕ ĕмĕт-шухăш çуратрĕ.

Чылай çул каялла парашют спортĕнче чапа тухнă пирĕн ентеш Майя Костина чăваш халăхĕн ятне тÿпене çити çĕкленĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене хисеплесе-ши пĕлтĕр Шупашкарти аэроклубра пĕрремĕш хут парашютпа сикес енĕпе Европа чемпионачĕ тата тĕнче кубокĕ иртрĕ. Ăмăртура 19 çĕр-шывран 150 спортсмен вăй виçрĕ. Кăçалхи çул вара ветерансенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ: "Спартак" стадион Раççей пенсионерĕсен пĕрремĕш спартакиадине йышăнчĕ. Сочире иртнĕ Олимп вăййисем те пирĕн çĕр-шывра пурăнакансен асĕнче юлĕ. Чăваш Ен те çак пулăмăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Олимп çулăмĕн эстафети республикăри кашни çынна хавхалантарчĕ, спортсменсем пек çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çĕнтерÿ патне талпăнма вăй-хал хушрĕ.

Чăваш Республикин спортри çĕтĕнĕвĕсемпе ĕçĕсене Мускавра та лайăх пĕлеççĕ. 2012 çулхи кăтартусем тăрăх пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, "Раççей регионĕ" номинацире наци премине тивĕçрĕ, 2013 çулта та парнесĕр юлмарăмăр.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.