Олимпиецсем çинчен - открытка пуххи

9 Окт, 2014

Çак кунсенче Шупашкарти "СВ-Пресс" издательство ушкăнĕ "Чăваш Енĕн Олимп мухтавĕ" открыткăсен пуххине пичетлесе кăларнă. Çакă "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форума хутшăнакансемшĕн, спорта юратакансемшĕн тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ. Асăннă проектăн авторĕ тата ăна пухса хатĕрлекенĕ - республикăри паллă журналист, "СВ-Пресс" издательство ушкăнĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Александр Вражкин.

- Александр Николаевич, калăр-ха, халĕччен Олимп чемпионĕсемпе призерĕсене, спорт "çăлтăрĕсене" тейĕпĕр, çапла пĕр "тĕвве" пухса кăларни пулнă-и?

- Чăн та, халĕччен открытка пуххи пичетленмен. Спорт энциклопедийĕ тухнăччĕ-ха, анчах шел те, унта йăнăшсем кайкаланă. Ку проект - паян кăна шухăшланă япала мар, унпа маларахах ĕçлеме тытăннăччĕ. Вăл шăпах Спорт форумĕ умĕн 5000 экземплярпа кун çути курни вырăнлă та, пĕлтерĕшлĕ те пулчĕ. Вĕсенчен 3000-не ЧР Физкультурăпа спорт министерстви туянчĕ. Ыттине сутлăха кăларатпăр. Сăмах май, ăна Союзсен çуртĕнче те туянма май пулĕ. Тĕплĕнрех 63-03-28, 89023282705 телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать. "Çул кăтартмăш: Шупашкар" гид-карттăна та 5000 экземплярпа хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене тĕп хулари хăна çурчĕсем туянчĕç. Брошюрăсене форума хутшăнакан хăнасене пакетсемпе пĕрле парĕç.

Асăннă открытка пуххине чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕнчен Ардалион Игнатьевран пуçласа Паралимп тата Сурдлимп вăййисен чемпионĕсемпе призерĕсене те кĕртнĕ. Çавăн пекех Çамрăксен Олимп вăййисен чемпионĕсемпе призерĕсем те вырăн тупнă унта. Комплектра - тĕнчен спорт историне ылтăн сас паллисемпе çырăннă Ардалион Игнатьевпа Елена Иванова, Елена Николаевăпа Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Светлана Чиркова, Валерьян Соколов, Валерий Ярдыпа Ирина Калентьева, Владимир Воронков, Александра Кедярова, Дмитрий Древин, Лилия Ефремова. Çавăн пекех республика тулашĕнче çуралса ÿснĕ, Олимп вăййисен хисеп пьедесталĕ çине тăма тивĕçнĕ чăвашсене те открыткăсен пуххине кĕртрĕмĕр. Вĕсем - Николай Колесников, Виталий Константинов, Анастасия Колесникова, Сергей Корнилаев, Сергей Казаков.

- Открытка пуххин паха енĕ мĕнре-ши?

- Пĕрремĕшĕнчен, вăл паха хутпа пичетленнĕ. Тыткалама меллĕ, илĕртÿллĕ, чуншăн та хĕпĕртев. Иккĕмĕшĕнчен, паян пурте хулăн кĕнекене ăша хывасшăн мар. Ку вара спортпа кăсăкланакансемшĕн - кĕске те уçăмлă информаци çăл куçĕ. Уйрăмах тăван ен культурине вĕренекен шкул ачисемшĕн питĕ меллĕ. Преподавательсемпе студентсене те кирлĕ вăл. Библиотекăсемшĕн те паха.

- Ĕçĕр хăвăра тивĕçтерчĕ-и?

- Пытармастăп: спорт "çăлтăрĕсемпе" ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен хам та шкул çулĕсенченех спортпа туслă. Олимпиецсемпе тата призерсемпе пуринпе те калаçнă эпĕ. Тĕрĕссипе, вĕсемпе калаçниех яланлăхах асра юлать. Открытка пуххинче пичетленннĕ хăш-пĕр ÿкерчĕк халĕччен ниçта та кун çути курман. Сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне открыткăсенче чемпионсемпе призерсен биографийĕпе, хăш Олимпиадăна хутшăннипе, медалĕпе паллашма пулать. Хуплашкара - Шупашкарсем 2013 çулта "çăлтăрпа" зарядка тунă, хăвăрт утассипе Тĕнче кубокĕ вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕксем тата паянхи спорт "çăлтăрĕсем". Олимпиецсенчен чылайăшĕ хăйсен тăрăхĕсенчи Хисеплĕ гражданинсем. Çакăнпа питĕ мăнаçланаççĕ вĕсем. "Çак ят темле медальтен те хаклăрах", - теççĕ.

- Малашнехи ĕмĕтĕрсем пирки те пĕлесчĕ.

- Чăваш Енре Европа, Тĕнче чемпионачĕсене хутшăннă маттур спортсменсем те йышлăн. "Чăваш Енĕн спорт мухтавĕ" открытка пуххи кăларма ĕмĕтленетпĕр. Кун пирки ЧР Физкультурăпа спорт министерствинче те хамăн шухăшăма пĕлтертĕм. Çавăн пек çынсенчен тĕслĕх илмелле çамрăк ăрăвăн. Паллах, пурте олимпиец пулаймĕç. Çапах та манăн шухăшăмпа - физкультурăпа спорт çынна çитĕнÿ тума пулăшаççех. Спортпа туслин пур енĕпе те ăнать.

 

Роза ВЛАСОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.