Хыпар 18-19 (28194-28195) №№ 22.02.2024
Николай КАЗАКОВ: Туйăм капланса килет те кĕвĕ çуралать
«Хыпар» тĕпелĕ хăнаран иксĕлмест. Паян пирĕн патра — Раççей тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн илемлĕх ертÿçи Николай Казаков композитор.
Музыкăна юратакан çемье
— Кирек мĕнле ĕçĕн те пуçламăшĕ пур. Николай Нилович, хăвăрăн пĕрремĕш хайлава астăватăр-и?
— Паллах. Эпĕ ун чухне 6 çултаччĕ. Пĕррехинче футболла вылянă май гол кĕртни çинчен аттене хăпартланса каласа кăтартрăм. Хайхискер мана мухтама шухăшламарĕ те. «Мĕн вăл футбол? Ав, пĕр ача темиçе юрă çырнине кăтартрĕç телевизорпа», — терĕ. «Юрă çырасси вăл нимĕн те мар», — парăнмарăм эпĕ те. Хам вара лартăм та «Атя, Ванюк урама» юрра урăх кĕвĕпе çырса хатĕрлерĕм. Эпĕ кĕвве-çемме юратакан çемьере çуралса ÿснĕ. Атте Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ май ялти хора ертсе пынă. Тăвай районĕнчи Тăрмăшри хор ун чухне Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче Иосиф Сталин умĕнче те юрланă. Республикăри конкурссенче яланах пĕрремĕш вырăн йышăннă. Анне те, пилĕк аппа та юрлама юратнă. Ман умри аппа Евгения Ниловна халĕ те ача садĕнче музыка вĕрентет. Эпĕ Тăвайри музыка шкулне çÿренĕ. Пÿртри алăк тăррине мана аса илтерсе тăма çапла çырса хунăччĕ: «14 сехетрен пуçласа 16 сехетчен пианино каламалла». Паллах, манăн ку ĕçе тăвас килместчĕ, анчах атте-анне хушăвне итлемех тиветчĕ.
— Сире «чăваш эстрада юррисен ашшĕ» тесе хакла¬сан та йăнăш мар, мĕншĕн тесен чăваш эстрадине пуçараканĕ эсир пулнă-çке.
— Хусанти консерваторирен вĕренсе килсен эпĕ Валери Туркайпа, Борис Чиндыковпа туслашрăм. Пире ял клубĕсенче çамрăксем ют çĕршыв кĕввисемпе ташлани канăç памастчĕ. Çавна май Валери Туркай сăввипе «Каçарсам» юрă кĕвĕлерĕм. Ăна «Илем» ансамбль юрлатчĕ. Чăн та, çамрăксем çак юрăпа дискотекăсенче ташлама пуçларĕç. Ку пуçарăва чăвашлăха аталантарма йĕркелерĕмĕр.
— Каярахпа «Сансăр», «Тин» эстрада ушкăнĕсем те йĕркеленчĕç. Вĕсем хыççăн ытти ушкăн та ĕçлеме пуçларĕ. Сăмахран, «Юрату.ru», «Апельсин каччисем»…
— Эпир ун чухне республикăри методика центрĕнче студи йĕркелерĕмĕр. Владимир Михайлов аранжировщикпа пĕрле ĕçленĕ. Чăваш чĕлхине упраса хăварас тĕлĕшпе эпир ушкăнсем уçса тĕрĕс тунă. Мана «Тин» ушкăн питĕ килĕшетчĕ. Унта музыка шкулĕнче ачаранах вĕреннĕ Олеся Иванова, икĕ Таня Михайлова, хамăн хĕр Саша юрлатчĕç. Ку вăхăтпа танлаштарсан, манăн шухăшпа, вĕсем пултаруллă пулнă. Ахальтен мар каярахпа çăмăллăн аталанчĕç. Кĕвве-çемме ачаран вĕренни усси пурах. Саша тата пĕр Таня Михайлова Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕнче пĕлÿ илчĕç. Çак аслă шкула тÿрех вĕренме кĕнĕ тĕслĕх питĕ сайра тĕл пулать.
— Эппин, хĕрĕр сирĕн тата мăшăрăр профессине суйланă?
— Çапла, Саша халĕ çемйипе Мускавра пурăнать, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вăл шкулта ачасене эстрада вокалне вĕрентет. Аслă ывăлĕ пĕчĕкренех музыка шкулне çÿрет. Кĕçĕнни ку тĕлĕшпе çамрăкрах-ха. Манăн шухăшпа, ачана 5-6 çултан музыкăна юратма вĕрентмелле. <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
«Пĕр-пĕрне пусмăрлани мар, туслăх хуçалантăр»
Алексей Мироновпа вăл шăпах 23 çул тултарнă кун калаçрăмăр. Çар çынни тăван тăрăхне, Вăрмар округĕнчи Чулкас ялне, ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕччĕ.
«Тĕрĕс пурăн»
Каччă шкулта лайăх вĕреннĕ, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Малтан ялти пĕлÿ çуртĕнче тăхăр класс пĕтернĕ, унтан Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
— Спорта юрататтăм, çар çынни пулма шухăшлаттăм. Çавăнпах кĕлеткене пиçĕхтернĕ. Спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнаттăм, малти вырăнсене чылай хутчен йышăннă. Ялта ÿснĕ май ачасемпе футболла та вылянă, шухă та пулнă пуль /йăл кулать/. Ача чухне ăçта ĕлкĕрме пултарнă, пĕтĕмпех çитнĕ тесе шухăшлатăп. Çемьере эпир иккĕн ÿсрĕмĕр. Кил таврашĕнче Ксенийăпа пĕрле атте-аннене пулăшмалли тивĕç çинчен нихăçан та манман. Вун пĕрмĕш класс пĕтернĕ тĕле ĕмĕтсем улшăнчĕç те Шупашкарти аграри университетне вĕренме кĕтĕм. Анчах иккĕмĕш курс хыççăн çар ретне хам ирĕкпе тăма шухăшларăм. Тÿрех илсе каймарĕç те Çĕрпÿри аграри техникумне бухгалтер-экономиста вĕренме кĕтĕм. Вăхăта усăсăр ирттерес мар терĕм ĕнтĕ. Салтака ăсатнă чухне атте: «Хулпуççи çинче хăвăн пуç пур, тĕрĕс пурăн», — терĕ. Аннепе иккĕшĕ мана турăшпа пиллесе ăсатрĕç, — аса илчĕ Алексей. Сăмах май, халĕ вăл техникумра иккĕмĕш курс студенчĕ шутланса тăрать. Аслă шкул дипломне иличченех салтак атти тăхăнма шухăшлани те каччăн ахальтен мар. Шкулта ОБЖ урокĕсем кăсăклă иртни, предмет вĕрентекенĕ Владимир Антонов идеал пек витĕм кÿни йĕр хăварнах. — Владимир Павловича питĕ хисеплеттĕм. Нумай япалана вĕрентрĕ. Арçын ачасенче чăнчăн патриотлăх туйăмĕ аталантарма пултаракан учитель вăл. Хамăр ялти шкулта вăтам классенче музыка та вĕрентрĕ, Вăрмарти шкула аслă классене куçсан вара ОБЖна ăса хывма пулăшрĕ. Конкурссене илсе çÿретчĕ, «Зарница», «Орленок» вăййисенчен те юлман. Республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаттăм, малти вырăнсене те йышăннă. Çавăнпа мана салтака каясси нихăçан та хăратман, пушшех тепĕр май — илĕртнĕ те, — каласа кăтартрĕ çамрăк. Çара — чун туртнипе Çар ĕçне килĕштернĕ пулсан та вăл алла пăшал тытса тăшмана хирĕç тăма тивесси пирки нихăçан та шухăшламан. 2021 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăпах амăшĕн çуралнă кунĕнче, Алексей килĕнчен тухса кайнă, çар çынни пулса тăнă. Ленинград облаçĕнче службăра тăнă. Механик водитель хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. — Ывăлăм çар çынни пулас ĕмĕтпе пурăнчĕ-çке. Шкулта «Зарница», «Орленок» вăййисенче ялан командирччĕ вăл. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕче парадра яланах малта ялав йăтса пыратчĕ. Сăмах май, аслă хĕрĕм те Çĕрпÿри техникумра студентсене физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене ăса хывтарать. Вăл сакăр класс хыççăн Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти шкулĕнчен, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ачасем спортпа туслă, çирĕп кăмăллă ÿсрĕç. Шкулта тăрăшса вĕренчĕç. Алеша малтан шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренсе пычĕ. Аслăланса пынăçемĕн «тăваттăсем» çине куçрĕ, — калаçăва хутшăнчĕ çар çыннин амăшĕ Клавдия Васильевна. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Сив çăл – Элĕксен çулталăк палли
2023 çул Элĕк округĕшĕн еплерех пулнă? Мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнĕ вĕсем 2024 çула? Кăçал мĕнле ĕçсем тума палăртнă? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Элĕк округĕн пуçлăхĕнчен Александр Терентьевран ыйтрăмăр.
Ураскилтре ФАП хута кайнă
— Александр Юрьевич, 2023 çулта тунă ĕçсене аса илер-ха.
— Тĕрĕссипе, 2023 çул çăмăлах пулмарĕ. Районтан муниципалитет округĕ туса хурас енĕпе нумай ĕçлемелле пулчĕ. Çапах хамăр ума лартнă тĕллевсене йăлтах пурнăçа кĕртрĕмĕр. «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Тури чăвашсен культурипе пурнăçĕ» этнокартиш тăвас ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне /этнокартишĕн шалти лаптăкĕ/ вĕçлерĕмĕр. «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программине кĕрсе Юнтапа шкулне тĕплĕн юсарăмăр, Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ пĕлÿ çурчĕн картишне хăтлăх кĕртрĕмĕр. «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн халĕ Элĕкри ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн çуртне хăтлăх кĕртеççĕ. Ялсене комплекслă майпа аталантарассипе çыхăннă программа пулăшнипе округра 33 проект пурнăçа кĕчĕ. Çав шутра – шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ, çулсене юсанă, 6 пĕвене тасатнă, 2 çăвана тирпейленĕ тата ытти те. Унсăр пуçне регион проекчĕпе усă курса 7 ялта башньăсене тĕплĕн юсама май килчĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ Ураскилт ялĕнче ФАП хута яма çул уçрĕ. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем валли 50 лаптăк çĕр пăхса хутăмăр. Тата ытти нумай ыйтăва татса пама тÿр килчĕ.
— Ĕç вырăнĕсем пурри — пурнăç условийĕсем лайăххине кăтартакан паллă. Шел те, халăхăн пĕр пайĕн аякри хуласенче вахта мелĕпе ĕçлеме тивет. Калăр-ха: округра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума палăртнă-и?
— Округăн экономика тытăмĕнче 2639 çын вăй хурать. Вĕсенчен 1405-ĕшĕ — пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб˜екчĕсем. Çавăн пекех Элĕк райповĕнче, «Тепловодоканал» тулли мар яваплă обществăра, «Аликовская» строительство организацийĕнче, «Новый путь» хуçалăхра чылай çын тăрăшать. 3000-е яхăн ентеш инçетри хуласене ĕçлеме çÿрет. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕнĕ предприятисем йĕркелесен пулаççĕ. Пирĕн округра халăха ĕçлеттерме пысăк предприятисемех çук. Çавăнпа çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçласса шанатпăр. 2023 çулта округра 64 çынна хăй тĕллĕн ĕçлекен пек шута илнĕ. Вĕсенчен 39-ăшĕ — Ял хуçалăх, 25-ĕшĕ Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствисенчен патшалăх пулăшăвне илнĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Экзамен тытаççĕ, кино ÿкереççĕ
Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енри 8 шкул 500-шер пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Чи лайăх вĕренÿ практикине чăвашла пурнăçлакан шкулсен шутĕнче Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕкри вăтам шкул та пур. Вăл та çак чыса тивĕçрĕ.
Чăн-чăн патриотсем
Шкул директорĕ Николай Волков пĕлтернĕ тăрăх, пĕлÿ çуртĕнче 107 ача вĕренет. Пĕрремĕш класра — 6, 11-мĕшĕнче — 12 ача. Эппин, вĕренекенсен шучĕ чакать. Ачасем пĕр ялтан çеç çÿреççĕ. Асăннă шкул вĕренÿре те, спортра та палăрса тăрать. Виçĕм çул 11 çамрăк вĕренсе тухнă, вĕсенчен 5-ĕшĕ — ылтăн медальпе. Иртнĕ çул та шкул пĕтернисенчен ытларахăшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. «Ачасем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланаççĕ, — малалла калаçрĕ Николай Анатольевич. — Район шайĕнчи ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатпăр. Вырăнта та чылай мероприяти ирттеретпĕр: ачасем йĕлтĕрпе чупаççĕ, хоккейла выляççĕ... Акă çар операцийĕнче пуç хунă Александр Малова асăнса нумаях пулмасть стритбол турнирĕ йĕркелерĕмĕр». Асăннă шкул чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе те республикăра малтисенчен пĕри шутланать. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕн грантне ахальтен тивĕçмен. «9-мĕш класра вĕренекенсем çулсеренех чăваш чĕлхипе экзамен тытма суйласа илеççĕ, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Надежда Хушкина вĕрентекен. — Вĕсен шучĕ кашни çулах ÿсет. Кăçал 11 вĕренекен çак предметпа экзамен тытма кăмăл тунине пĕлтерчĕç малтан, халĕ вара вĕсен йышне тепĕр 2 ача хушăнчĕ. Вырăс чĕлхинчи пекех изложени, хăйсен суйлавĕпе ăслав сочиненийĕ çыраççĕ, тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Экзамен тытас кăмăллисен йышĕ ÿсни савăнтарать. Эппин, ачасем чăвашлăха упрама тăрăшаççĕ. Район шайĕнче иртекен олимпиадăсенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Иртнĕ çул Александр Матвеевпа Егор Тарасов республика шайĕнче иртнĕ Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурсра 2, 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç». Сăмах май, Надежда Зиновьевна асăннă шкулта 39 çул ачасене чăваш чĕлхи вĕрентет. Вĕрентÿ программинче чăваш чĕлхипе литература сехечĕсене кĕскетсех пыраççĕ пулин те çак предметсемпе республикăра экзамен тытакан ачасем пурри савăнтарать. Вĕсене чăн-чăн патриотсен шутне кĕртес килет. Вĕрентекенсем калашле, эрнере 1 сехет чăваш чĕлхи, 1 сехет литература вĕрентнипе тăван чĕлхене аталантараймăн паллах. <...>
Валентина ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать