Хыпар 16-17 (28192-28193) № 13.02.2024
Çемье телейĕ – юратура, пĕр-пĕрне ăнланнинче
Чăваш Енри çемьесем «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн уйăракан амăшĕн капиталĕн укçипе пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ. Проект Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2019 çултанпа пурнăçланать.
Куславкка округĕнчи Егоровсем, акă, амăшĕн капиталĕ пулăшнипе хваттер туяннă. Кил хуçи Андрей Николаевич электромонтерта ĕçлет. Мăшăрĕ Елена Анатольевна Куславккари 2-мĕш шкулта ачасене вĕрентет. Çемьере çичĕ ача çитĕнет. Асли Егор — Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕ. Анна амăшĕн çулĕпе кайнă: Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренет. Иван, Мария, Екатерина Куславккари 2-мĕш шкулта пĕлӳ илеççĕ. Лилия садике çӳрет. София — 1 çулта. Андрей Николаевич шыв хĕрринче вăлтапа ларма юратать. Ку енĕпе вăл тĕрлĕ тупăшăва хутшăнать. Елена Анатольевна — ал ăсти, çавăн пекех чечексем ӳстерет. Ачасем ашшĕ-амăшне вĕренӳри, пултарулăхри çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах савăнтараççĕ, тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕренӳрен пушă вăхăтра Куславккари исусствăсен шкулне çӳреççĕ. Егоровсем 2023 çулта «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕн финалне хутшăннă. «Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ — юратура, пĕр-пĕрне шаннинче, ырă кăмăлта. Пирĕн çемьери ырă йăлайĕрке ăруран ăрăва куçса пырать. Ачасене аслисене хисеплеме вĕрентетпĕр, — терĕ Елена Анатольевна. — Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшни, паллах, савăнтарать, хавхалантарать. Пĕлтĕр хваттер туянтăмăр. Хакĕн пĕр пайне амăшĕн капиталĕн укçипе саплаштартăмăр». Шупашкарти Курасовсем те амăшĕн капиталĕ пулăшнипе пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Виктория Васильевнăпа Александр Владимирович тăватă ача ӳстереççĕ. Ывăлĕсем шкула çӳреççĕ. Кĕçĕнни Таисия ача садĕнче воспитани илет. Хĕрача ташлама тата юрлама юратать. Пысăк та туслă çемьере ăнланупа юрату хуçаланаççĕ, мăшăрсем пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ, пулăшса пыраççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Аталанмалли никĕс çирĕп
Тунтикун Чăваш Енре пулнă май инвестици проекчĕсене пурнăçлакан темиçе производство площадкине çитсе курнă хыççăн Раççей экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Правительство çуртĕнче канашлу ирттерчĕ.
Канашлăва республика министрĕсем, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç — пĕрле регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Максим Решетников палăртнă тăрăх, Чăваш Ен — кал-кал аталанакан экономикăллă регион. Унăн ертӳлĕхĕ çак аталанăва тĕревлемелли инструментсемпе, федераци шайĕнчисемпе те, вырăнтисемпе те, пĕлсе усă курать. Вĕсем ӳсĕмĕн çĕнĕ хунавĕсене вăй пама пулăшаççĕ, çакна макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Министр регионăн промышленноç ӳсĕмĕ 27% танлашнине, тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ 32% чухлех хăпарнине пысăка хурса хакларĕ. Ку енĕпе регион Атăлçи округĕнче — пĕрремĕш, Раççейре иккĕмĕш вырăнсенче. Инвестицисен виçи те 20% хушăннă — çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсĕрлĕхе 2,3% таран чакарни вара халĕ çынсене ĕçпе тивĕçтерессине мар, производствăсенче кадрсем çитменнин ыйтăвне мала кăларать. Максим Геннадьевич çак кăтартусене ытти мерăпа пĕрлех республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи никĕсленине палăртрĕ. Унпа килĕшӳллĕн 2020 çултан тытăнса Чăваш Еншĕн, унăн экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пултарнă. Виçĕ çулта хута янă проектсен шучĕ 270-тен те иртнĕ. Уйрăм çынсем хывнă инвестицисен калăпăшĕ 18 миллиард тенкĕпе танлашнă, 1,8 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Республика çын пуçне тивекен тупăшăн вăтам виçипе тата ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе Раççейри вăтам кăтартусенчен маларах пырать. Максим Решетников Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зонине уçни сумлă кăтартусем кӳрессе шанать. Вăл çавăн пекех патшалăх парăмĕн шучĕпе тӳрре кăлармалли проектсене çул пама май пуррине çирĕплетрĕ. Парăмсене инвестицисемпе улăштармалли мел ăнăçлăхне министр хăй кĕпĕрнаттăр пулнă чухнех курса ĕненнĕ — унпа усă курни усăллă пулмалла. Вăл Чăваш Ен туризма аталантарнинче те лайăх малашлăх курать. Сăмахне вĕçленĕ май Максим Решетников хăй ертсе пыракан министерство Чăваш Ене пулăшнине палăртрĕ, малашне те тĕревлесе пыма шантарчĕ: «Ĕçе çапла системăллă никĕс çинче йĕркеленине курнă май пулăшма та кăмăллă». Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççейĕн Экономика аталанăвĕн министерстви республикăра тӳрре кăларакан чылай проект кураторĕ пулнине çирĕплетрĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, регион малалла çирĕппĕн утмалли платформа йĕркелеме пултарнă. Ĕç-хĕлĕн уйрăм условиллĕ площадкисем — индустри паркĕсем, уйрăм çынсен технопаркĕсем, уйрăм экономика зони — бизнеса хăйсен проекчĕсене хăвăрт пурнăçлама пулăшаççĕ, малашлăх тĕлĕшпе шанчăк кӳреççĕ. Олег Алексеевич Чăваш Енре усă куракан инструментсен тухăçлăхне пысăка хурать — вĕсене Президент пуçарнипе, Раççей Правительстви тĕрĕс йышăнусем тунипе ĕçе кĕртнĕ. Раççейĕн Экономика аталанăвĕн министерствин пĕлтерĕшĕ вара шăпах çав йышăнусене хатĕрлес, унтан ăнăçлă пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Патшалăх пулăшăвĕ вăйлансах пырĕ
Патшалăх Канашĕн юнкун иртнĕ 24-мĕш сессийĕн кун йĕркине пилĕк саккун проектне тишкерессине кĕртнĕ пулин те ларăва уçнă май ПК спикерĕ Леонид Черкесов вĕсене мар, Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ çинчен калакан отчета тĕп ыйту тесе хакларĕ. Правительство ĕçĕпе депутатсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев паллаштарчĕ.
Леонид Черкесов экономика ăнăçлă аталаннине çирĕплетнĕ май социаллă ыйтусем, çав шутра нумай ачаллă çемьесене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене, ытти категорие пулăшас тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине палăртрĕ. Ку енĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура уçăмлă тĕллевсем лартнă, вĕсене пурнăçламашкăн парламент та хăйĕн тӳпине хывĕ — икĕ теçетке саккун проектне тишкермелле пулĕ. Олег Николаев хăйĕн докладне республикăн иртнĕ çулхи бюджечĕн калăпăшĕ пирвайхи хут 100 миллиард тенкĕ урлă каçнине аса илтернинчен пуçларĕ — 106,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ку виçе 2022 çулхинчен 13,1% пысăкрах. Уйрăмах пĕлтерĕшли — бюджетра хамăрăн тупăш тӳпи пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пыни: вăл 67,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Республика пĕлтĕр регионăн 12 нацпроект тытăмне кĕрекен 48 проектне ăнăçлă пурнăçланă — ку енĕпе Раççей суб±екчĕсен ТОП-10 йышне кĕнĕ. Сăмах май, регион кăçал çĕнĕ нацпроекта та, пилотсăр авиаци системисем туса кăларассине аталантармаллискере, хастар хутшăнма палăртать. Пĕлтĕр Чăваш Ен сакăр теçетке ытла об±ектра строительствăпа реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă, вĕсенчен чылайăшне хута янă ĕнтĕ — тăрăллă катокран пуçласа ФАПсем таран. Шел, палăртнине пурнăçлайман тĕслĕхсем те çук мар. Вĕсене Олег Алексеевич пайăррăн асăнчĕ. Сăлтавĕ — проектпа смета документацийĕн япăх пахалăхĕ, подрядчиксем тӳрĕ кăмăллă пулманни. Медицинăна кадрсемпе тивĕçтересси чăрмавлă. Сăлтавĕсен шутĕнче регион ертӳçи кадрсем пысăк хуласене пăрахса кайнине, çулланнă специалистсем тивĕçлĕ канăва тухнине, çамрăксене вĕрентсе хатĕрлесси вăрах пулнине асăнчĕ. Çапах республика ку енĕпе çине тăрса ĕçлет, Олег Алексеевич сывлăх сыхлавне кадрсемпе тивĕçтерес ыйтăва çитес çулсенчех туллин татса парасси пирки иккĕленмест. Пĕчĕк тата вăтам бизнес аван аталанать. Ку енĕпе республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи пысăк пулăшу кӳнĕ. Чăваш Енре ИПСЭР валли уйăрнă укçапа усă курса çĕр-çĕр инвестпроекта тӳрре кăларнă — малтан палăртнинчен икĕ хут нумайрах. Ĕçсĕрлĕхе палăрмаллах чакарнă. Пĕлтĕр ĕçлев центрĕсем хăйсенчен пулăшу ыйтнă 27,5 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Республика ĕç укçине çуллен пысăклатса пынине палăртма кăмăллă. Инфляцирен «тасатса» шута илсен иртнĕ çулхи 11 уйăхра унăн вăтам виçи 14,9% хушăннă. 2019 çулта ĕç укçин виçипе республика Раççейре — 73-мĕш, Атăлçи округĕнче 13-мĕш вырăнсенче пулнă, пĕлтĕр вара çĕршыв шайĕнче 58-мĕш вырăна хăпарнă, округра 8-мĕш позицире çирĕпленнĕ. Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи промышленноç производствин индексĕ 127,2% танлашнă — истори шайĕнчи рекорд. Ку ӳсĕмпе регион çĕршывра — 2-мĕш, Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Çак кăтартăва чи малтан республикăри пысăк тĕп компанисем — «Элара», «Трактор завочĕсем» концерн» предприятисем, ыттисем — тивĕçтернĕ. Промышленноç кăтартăвĕсем малашне те аван пулмалла. Çакна çитес виçĕ çулта пысăк çĕнĕ производствăсене хута яма палăртни те çирĕплетет. Çав шутра — КамАЗ никĕсĕ çинчи бетононасоссен, тырă пухса кĕртмелли комбайнсен, хăмла сушилкисен, гусеницăллă тракторсен, сеялкăсен, пир-авăр станокĕсен, ытти техника производствисем. 2024 çулта промышленноç предприятийĕсенчи вăтам ĕç укçи 13,9% ӳсмелле. Çапах, Олег Николаев шучĕпе, производствăн ытти сегменчĕн тӳпи пысăккине те палăртмалла — экономика пур енĕпе те самай ӳснĕ. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕн ĕçĕпе те кăмăллă. Отрасль апат-çимĕçĕн тĕп тĕсĕсемпе Чăваш Ене туллин тивĕçтерет кăна мар, республика тулашне ăсатмалăх та продукци хатĕрлет. Çĕр улми — хамăра кирлинчен — 1,8 хут, сĕт — 1,4 хут, пахча çимĕç 14% яхăн нумайрах. Пĕлтĕр 975 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ — кашни гектар тухăçĕ 32 центнертан иртнĕ. Çакăнта патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ те курăмлă. Пĕлтĕр отрасль валли 7 миллиард тенкĕ патнелле уйăрнă. Олег Николаев çак пулăшăва упраса хăварассине çирĕплетрĕ, унтан та ытла — пулăшу вăйланса пырассине шантарчĕ. Ял хуçалăхĕнчи тĕллевсем пысăк. Çав шутра хăмла туса илессине пысăклатмалла. 2023 çулта çитĕнтернĕ «симĕс ылтăн» виçи 192 тоннăпа танлашнă. Халĕ республика çак культурăпа ĕçлемелли компетенцисен центрне йĕркелессине вĕçлесе пырать. Лабораторисем пулĕç, ятарлă техника производстви те кунта пулмалла. Çакă пире хăмла отраслĕнче тĕп вырăн йышăнма май памалла. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртесси пирки те калаçу пулчĕ. Унашкаллисем тата 20 пин гектар патнелле юлнă. Чăн та, Олег Николаев палăртнă тăрăх, «тĕплĕнрех пăхсан, тен, ытларах пулма пултарать». Апла пулин те Чăваш Ен сухаланă çĕрсен тӳпипе Атăлçи округĕнче — 1-мĕш, Раççейре 7-мĕш вырăнсенче. Ял хуçалăх теми экспортпа та тӳррĕнех çыхăннă. ЧР Пуçлăхĕ пирĕн АПК чикĕ леш енне ăсатакан продукци виçи пысăкланса пыни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр кăшт кăна мар, палăрмаллах — 1,5 хут — хушăннă. Ют çĕршывсене тиесе яракан продукци ассортименчĕ те анлăлансах пырать — кондитер изделийĕсенчен пуçласа çăнăх таран. Сăмах май, экспорта АПК кăна мар, ытти отрасль те пысăклатать. Чăваш Ен экспорчĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2023 çулта 20% ӳснĕ — АПШн 702 миллион долларĕпе танлашнă. Строительство отраслĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки паллă — шалти пĕтĕмĕшле продуктăн 5,4% йĕркелет. Вăл ытти отрасле аталанма май панине шута илсен çак виçе чылай пысăкрах пуласси те куçкĕрет. Пĕлтĕр Чăваш Ен строителĕсем 74,6 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — виçĕм çулхинчен 17,2% нумайрах. Республика пурăнмалли 780,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Çак виçе çулталăк каяллахинчен пĕчĕкрех, анчах — планпа пăхнинчен пысăкрах. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Афган суранĕ халĕ те пирчемен-ха…
1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕн юлашки салтакĕ Амударья урлă Тăван çĕршыва каçнă... Çак кун Раççей халăхĕшĕн, уйрăмах Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисемшĕн, хăйне евĕрлĕ сăваплă пулăм: тăнăçлăх тата ырăлăх хӳтĕлевçисене аса илмелли паллă.
«Салтакăн суйлама ирĕк çук, — теççĕ. — Вăл приказ пурнăçлать». Совет çарĕн паттăрĕсем интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă, афган халăхĕн пурнăç тĕрĕслĕхĕпе тӳрĕлĕхне çиеле кăларма тӳпе хывнă. Афганистанри хирĕç тăру уйрăм çын аса илĕвĕ, ыратăвĕ, хурлăхĕ кăна мар. Вăл — Раççей историйĕн пĕр пайĕ. Совет Союзĕн салтакĕсем Афганистан халăхне хӳтĕлеме хутшăннăранпа чылай çул иртрĕ пулин те вăрçă ахрăмĕ паян кун та янăравлăн илтĕнет. Афган ветеранĕсен, çывăх çыннисемпе тăванĕсен чун-чĕринчи суран, шел те, халĕ те пирчемен-ха. Аякри çĕршыври сăртсем çинче ĕмĕрлĕх выртса юлнă паттăр ентешсене чысласа, тăван тăрăха ырă-сывă таврăнса халăх хуçалăхне аталантарма пуçăннисене хисеплесе палăксем лартнă, вĕсем вĕ¬реннĕ шкулсем, пурăннă çуртсем çинче Асăну хăмисем уçнă, кĕнекесем кăларнă, фильмсем ӳкернĕ… Муркаш округĕнчи Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта вара Афган вăрçин ветеранĕсене халалланă музей ĕçлеме пуçланă. Сăмах май, кун пек музей Чăваш Енре кăна мар, Атăлçи округĕнчи урăх нихăш регионта та çук. Ăна йĕркелесе яракансем — Афган вут- çулăмĕ витĕр тухнисем. Музее Николай Зайцев ертсе пырать. Вăл Муркаш тăрăхĕнчи Сентимĕр ялĕнче çуралса ӳснĕ, 1981- 1982 çулсенче Джелалабадра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. — Муркаш çар комиссариачĕ мана 1980 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çара илчĕ. Çур çул çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн кăрлачăн 29-мĕшĕнче Пакистан чиккине ячĕç. 1982 çулхи çĕртме уйăхĕнче киле таврăнтăм, — аса илчĕ çав тапхăра Николай Иванович. — «Вăхăт сиплет», — теççĕ. Çук, сиплемест. Чылай çул хыçа юлчĕ пулин те Афганистанра пулса иртнисем манăçмаççĕ. Чикĕ леш енче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн, тепĕр чухне пурнăç хакĕпе те, пурнăçланисен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Чылай çула тăсăлнă хирĕç тăру пин-пин çын кун-çулĕнче синкер йĕр хăварнă, хăрушă аса илӳсемпе çырăнса юлнă. — Çав вăхăтрах çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтернĕ асаттесемпе аттесем пекех паттăр пулма пултарнине кăтартса пачĕç, — терĕ Николай Иванович. — Афганистан çывăхлатнă юлташсемпе час-часах тĕл пулатпăр, иртнисене аса илетпĕр. Пирĕн туслăх питĕ çирĕп. Пĕррехинче черетлĕ тĕлпулура калаçса ларнă май музей йĕркелес шухăш çуралчĕ. Пĕр çулталăк материалсем, экспонатсем пухрăмăр. 2008 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче уçрăмăр. Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ вăтам шкул ертӳлĕхĕ ырă пуçарупа хавхаланнă хастарсене хапăл туса йышăннă, пӳлĕм уйăрса панă. Музей вырнаçнă лаптăк пысăках мар пулин те унта курмалли темĕн чухлех. Пысăкрах экспонатсене шкул коридорĕнче вырнаçтарнă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Машинăсăр юлаççĕ – пурпĕр хăрамаççĕ, ĕçеççĕ
2023 çулта республикăри çулсем çинче 878 авари пулнă — çулталăк каяллахинчен 11,1% сахалрах. Вĕсенче аманнисен шучĕ те чакнă: 2022 çулта 1251 çын суранланнă, пĕлтĕр вара çак йыш 8,6% сахалланнă — 1144 çын инкек тӳснĕ. Çак цифрăсене тĕпе хурсан вилнисен шучĕ те пĕчĕкрех пулмалла пек, анчах ку апла мар — çулсем çинче 124 çын пурнăçĕ татăлнă. Ку 2022 çулхинчен 4,2% пысăкрах.
Хире-хирĕç
Иртнĕ çула пĕтĕмлетме, умри тĕллевсене палăртма журналистсене пресс-конференцие чĕннĕ май ЧР Шалти ĕçсен министерствин Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроектпа килĕшӳллĕн регионăн çулсем çинчи вилĕмсен шутне çуллен чакарса пымаллине палăртрĕ. Юлашки 11 çулта вилнисен йышĕ икĕ хут пĕчĕкленнине асра тытсан çав тĕллев тӳрре тухмалла пек. Иртнĕ çулхи кăтарту 119- тан иртмелле пулман. Анчах регион çакна тивĕçтереймен — 124 çын пурнăçĕ татăлнă. Çакăн сăлтавĕсене тишкернĕ май Владимир Геннадьевич Куславкка, Улатăр тăрăхĕсенче вилĕмлĕ тĕслĕх тăруках нумайланнине палăртрĕ. Виçĕм çул унта 6 тата 7 çын вилнĕ, пĕлтĕр — 13 тата 12. Иртнĕ çул Чăваш Енре харăсах темиçе çын вилнипе çыхăннă хăрушă тĕслĕхсем пулни те асрах. Кашни вуннăмĕш авари /12,2%/ çын вилĕмĕпе вĕçленет. Пурнăçран уйрăлнисен шутĕнче — 49 водитель, 35 пассажир, 37 çуран çын, 2 велосипедист. Тата — лаша кӳлсе çула тухнă пĕр çын. Лав тӳннĕ те — лавçă ун айне пулса вилнĕ. Харăсах тăваттăн вилнĕ икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕри çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Çĕрпӳ — Ульяновск» çулăн 54-мĕш километрĕнче пулнă. Водитель «Лада-Веста» автомобильпе юраман çĕрте çулăн сулахай енне тухнă та малтан хирĕç килекен «Киа Риона» айккинчен çапнă, унтан йывăр грузовике тăрăннă. Аварире водитель хăй, унăн пассажирĕсем — арăмĕпе хĕрĕ — вилнĕ. Хăрушă тепĕр инкек чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Мускав — Ĕпхӳ» çулăн Куславкка округĕнчи 730-мĕш километрĕнче пулнă. Каллех çăмăл машина çулăн сулахай енне тухса хирĕç килекен грузовикпе çапăннă. Кăтартăвĕ хурлăхлă: водитель тата унăн виçĕ пассажирĕ, çав шутра пĕртăван пиччĕшĕпе шăллĕ, вилнĕ. Инкексен тишкерĕвĕ шăпах машинăсем хире-хирĕç çапăнни питĕ хăрушă пулнине çирĕплетет. Çавнашкал аварисенче пĕлтĕр 56 çын пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен 40-ĕшĕн пурнăçĕ татăлни — машинăсем çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнин усал кăтартăвĕ. Асăннă тĕслĕхсенчен иккĕшĕнче те транспортăн хире-хирĕç юхăмĕсене çул варринчи картапа уйăрман — водительсем çавăнпа та правилăсене пăсаççĕ. Уйăрнă тăк — çав инкексем пулмастчĕç. Руль умĕнчи ӳсĕр çын — преступник Ĕçкĕ çав-çавах нумай инкек кӳрет. Водительсене кăна та мар... Шупашкарта пĕлтĕр машина айне пулса çуран çӳрекен 11 çын вилнĕ. Вĕсенчен 6-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă. «Ӳсĕрле çул çине тухман тăк е ĕçмен тĕк — пурăнатчĕç», — тет Владимир Романов. Çапах ӳсĕр водительсем, паллах, тата пысăкрах хăрушлăх кӳреççĕ — хăйсене те, ытти çынна та. Елчĕк округĕнче çак инкек пулсан ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ хăй те унта çитнĕ те — тĕлĕнсе каласа парать: хирте ĕçленĕ хĕрарăмсем пĕчĕк «Калина» автомобиле саккăрăн /!/ ларнă. Çул çинче вĕсене тепĕр машина хăваласа çитнĕ. Ӳсĕр инвалид тытса пынăскер «Калинăна» пырса çапнă. Пассажирсене пичкери пулăсем пек тултарнă автомобиль çул айккине сикнĕ. Тĕлĕнмелле майпа кăна никам та вилмен темелли çеç юлать. Çĕрпӳ округĕнчи тĕслĕх кăтартăвĕ вара чылай хурлăхлăрах: 3 çын вилнĕ, иккĕн суранланнă. Çамрăк çын ютран ĕçлесе таврăннă та пĕлĕшне-тăванне хăналанă. Унтан тусĕ патне каяс тенĕ. Ӳсĕр пулни ăна руль умне ларма чăрмантарман. «Ашшĕ-амăшĕнчен ыйтатăп: ма чармарăр?» — тет Владимир Геннадьевич. Мĕн хуравлайччăр ĕнтĕ: чарманшăн хăйсем те ӳкĕнеççĕ-тĕр, анчах чавса çывăх та... Руль умĕнчи ĕçкĕ теми чăннипех питĕ çивĕч. Пĕлтĕр ӳсĕрсем тунă аварисен шучĕ чакнă-ха, çав вăхăтрах çавнашкал инкексенче вилнĕ çынсен шучĕ пысăкланнă. ПАИ инспекторĕсем çулталăк тăршшĕпе ӳсĕр 4 пине яхăн водителе тупса палăртнă. «Тупса палăртманни тата мĕн чухлĕ!» — ыйтуллăн калать управлени пуçлăхĕ. Ырă самантсенчен пĕри — граждансем пулăшни: ӳсĕр водительсене асăрхасан нумайăшĕ полицие шăнкăравласа евитлет — инкеке сирет. Çав вăхăтрах ялсенче кунашкалли йăлана кĕмен — «хамăрăннисене сутмастпăр» теççĕ пулинех. Çакă вара пысăк инкексемпе çаврăнса килет: «Çĕрпӳ округĕнчи тĕслĕхре, сăмахран, ашшĕн тытмалла та шăнкăравламалла, ывăл ӳсĕрле çула тухрĕ темелле пулнă». Ывăлĕ чĕрĕ юлатчĕ... Пĕлтĕр руль умне ӳсĕрле тепĕр хутчен ларнă 311 водителе тытса чарнă. Кунашкаллишĕн халĕ вĕсен автомобильне конфискацилемелли мера та пур. Владимир Геннадьевич пĕлнĕ тăрăх, 115 автомобиле туртса илнĕ те ĕнтĕ. Çакă та пулăшмасть — çаплах калать: «Хăрамаççĕ — пурпĕр ĕçеççĕ!» <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Хама сăнран пĕлнине юратмастăп»
Вăл хăйĕн çинчен çырнине, хăйне мухтанине юратмасть. Интервью пама та кăмăлламасть. Çав тери сăпайлă, тӳрĕ кăмăллă çын. «Хыпар» тĕпелĕнче паян – чăвашсен паллă прозаикĕ, журналисчĕ, куçаруçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Максимов. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать, унăн произведенийĕсене вырăсла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхене куçарнă.
Сакăр вунна çитсен — 80 çул…
Писательшĕн нумай-и, сахал-и вăл? — Сахал та, нумай та мар. Хăшĕсем çамрăклах çырма тытăнаççĕ, теприсем — ватăлсан. Сакăр теçетке çула çитнин лайăх енĕ пур. Юлашки романсене 50 çулсенче кăна пулнă тăк çыраймастăм. Ун чухне пурнăçа пĕлни, пĕлӳ çитмест. Эпир шкул пĕтерсен кĕнеке вуламасăр пурăнмастпăр-çке — хамăра мĕн кирлине пĕрмай вĕренетпĕр. Чăвашлăхпа çыхăннă историллĕ романсене 70 çулта çырма тытăнтăм. Çулсем иртнĕçемĕн прозаикăн опыт, ăсталăх хушăнса пырать. — Эсир чылай пичет кăларăмĕн редакторĕ пулнă. Ăçта ĕçлени уйрăмах асра юлчĕ? — «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕнче вăй хуни. Çăмăл мар вăхăт пулчĕ ун чухне: укçа, хут çук... Хут кăларма пăрахрĕç. Шыраса тупма кансĕрччĕ… Çав вăхăтчен хаçат редакцийĕсем хут шыраман. Эпир çак тивĕçе хамăр çине илтĕмĕр. «Кун пек мая килмест. Хаçат хăй тĕллĕн те пурăнма пултарать», — шухăшларăм ун чухне. Пĕтĕм ыйтăва тишкертĕм. Почта çырăнтару хакне питĕ ӳстерет. Шухăшларăм-шухăшларăм та — хаçата мĕншĕн почтăна памалла терĕм. Шупашкарта хайхи çырăнтарăва хамăр йĕркелеме тытăнтăмăр: киосксем уçрăмăр. Совет тапхăрĕнче хаçатсене реклама паман, обком хушсан кăна некролог вырнаçтарнă. Мĕншĕн реклама йышăнса укçа ĕçлесе илмелле мар? Реклама пайне туса хутăм. «Мĕн ку?» — теме пăхрĕç журналистсем. Кайран реклама пысăк тупăш пама тытăнчĕ. 1994 çулта хаçат хăйне хăй тытăнса тăма пуçларĕ. Журналистсене кашни кварталта оклад çурă преми параттăм. Вĕсем шалăва «Российская газета» журналисчĕсемпе тан илетчĕç. — 1977-1978 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» ªхалĕ «Хыпар»] хаçатра ĕçлени сирĕн пурнăçра мĕнле йĕр хăварнă? — «Коммунизм ялавĕнче» культура пайĕн заведующийĕнче вăй хутăм. Ку должноçра ĕçленĕ Лаврентий Таллерова «Тăван Атăл» редакторне куçарчĕç те мана йышăнчĕç. Эпĕ вăл вăхăтра ытларах рецензисем, отчетсем çыраттăм. Тĕрленчĕксем те хайланă. Анчах вăл питĕ çăмăл жанр. Эпĕ çăмăл жанрсене юратмастăп. Вăл шухăшлаттармасть. Анализ тума, тишкерме кăмăллатăп. Публицистика, аналитика çывăх маншăн. — Журналистсем çинчен çырнă «Последний оптимист» произведение пичетлеме май килчĕ-и? — Вăл — суйлав вăхăтĕнче журналистсем мĕнле ĕçлени çинчен çырнăскер. Эпĕ ăна «Лик» журнала панăччĕ. Пичетлеме шантарнăччĕ. Вăхăт иртрĕ, суйлавсем урăхла иртме пуçларĕç. Манăн роман тухсан та хальхи пурнăçпа çыхăнмасть. Çавăнпа выртать вăл. Тен, хăçан та пулсан пăртак урăхлатса пичетлĕп. Вун иккĕре шкул пĕтернĕ — Хăть журналистăн, хăть çыравçăн чĕлхе пуян пултăр тесен мĕн тумалла? — Нумай вуламалла. Вуламасан чĕлхене пуянлатаймастăн. Эпĕ чăваш чĕлхине 7 класс таран кăна вĕреннĕ. Кайран Çĕрпӳ техникумне кайрăм. Унта ку предмет пулман. Пурăна киле каçхи шкул пĕтертĕм. Тăван чĕлхене юратнăран И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхи уйрăмне кĕресшĕнччĕ. Район хаçатне, «Коммунизм ялавне», «Çамрăк коммуниста» заметкăсем çыраттăм. Чăвашла та, вырăсла та нумай вулаттăм. Тĕрĕссипе, вулама питĕ ир тытăннă. Анне Евгения Петровна эпĕ тăваттăра чухне пурнăçран уйрăлнă, анчах виличчен мана вырăсла вĕрентсе хăварнă. Çывăх çыннăмсем çинчен кăшт каласа хăварам. Атте вăрçăран час таврăнайман. Тĕрĕссипе, учительсене 1945 çулхи авăн уйăхĕнче киле ямалла пулнă. Математик пулнине кура аттене чукун çул юсакан батальона инженер вырăнне куçарнă. Анне вара мăшăрĕ хăйне пăрахнă тесе шухăшланă… Шел те, 1948 çулта чирлесе вилнĕ. Вăрçăран таврăнсан аттене Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялне ĕçлеме янă. Паллах, вăл мана та пĕрле илсе кайнă. Çапла майпа эпĕ 5-рех шкула утнă. Тăван мар анне колхоз правленийĕнче вăй хуратчĕ. Иккĕшĕ те ĕçлетчĕç. Мана килте кампа хăвармалла? Атте пуçламăш класс вĕрентекенĕпе калаçса татăлнă. «Манăн ача çакăнта лартăр. Эсир ăна списока ан кĕртĕр», — тенĕ. Эпĕ ун чухне вулама пĕлеттĕм ĕнтĕ, ыттисемпе пĕрле вĕренме пуçларăм. «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраттăм та — учительница списока кĕртрĕ. 7-мĕш класс пĕтернĕ чухне эпĕ 12-реччĕ. — Çамрăк чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ? — Техникăна тата литературăна юрататтăм. Шкул хыççăн Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне вĕренме кайрăм. Çав вăхăтрах çыраттăм. Йĕпреç районĕн хаçатĕнче калавсем кун çути курчĕç. Çавăнтах «Вист» ятлă сатирăллă калав пичетленчĕ. Кайран ăна «Капкăн» журналта кăларчĕç. «Калавсене пичетлеççĕ, мĕншĕн тракторсемпе аппаланмалла-ха?» — тесе шухăшласа илтĕм. Ытларах çырма пуçларăм. Космос пирки шăрçаларăм. Ăна «Молодой коммунист» хаçатра пичетлерĕç. Малтан хама шанманччĕ. Кайран пăхатăп та — пичетленме пулать иккен. Чăваш писателĕ пулма тăрăшмалла тесе шухăшлаттăм. Пединститута документсем ярса патăм, анчах вĕсене тавăрса пачĕç. «Санăн аттестатра чăваш чĕлхипе нимĕнле паллă та çук», — терĕç. Экзаменне тытассине пĕлтертĕм. Ун пек юрамасть тесе ирĕк памарĕç. Ăçта каймалла? Эйпеçрен 12 çухрăмра Янкăлч раз˜езчĕ пур. Çавăнта тухса сылтăмалла кайсан — Хусан, сулахаялла кайсан Саранск университетне çитме пулать. Тутарстана чун туртмарĕ, вара документсене Саранска ярса патăм. Экзаменсем тытса вырăс чĕлхин уйрăмне кĕтĕм. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Тăван çĕршыва юратма вĕрентрĕ»
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх академикĕ, чăваш культурин тĕпчевçи, чăваш мăчавăрĕ Никифор Наумов пурăннă пулсан кăçалхи нарăсăн 12-мĕшĕнче 88 çул тултармаллаччĕ. Тавра пĕлӳçĕн çемйинче вăл хăнăхтарнă йăлайĕркене халĕ те тытса пыраççĕ.
Никифор Егорович Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Тимĕрчкасси ялĕнче /халĕ Çатракасси/ çуралнă. Çатракассинчи çичĕ çул вĕренмелли, ун хыççăн Октябрьскинчи шкулсенче пĕлӳ илнĕ. 1954 çулта экзаменсене ăнăçлă тытса Йошкар-Олари Вăрман техникин институтне вĕренме кĕнĕ, вăрман инженерĕн ĕçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт Киров облаçĕнче «Кирлес» комбинатра технорукра тăрăшнă. 1962 çулта Наумовсен çемйи Чăваш Ене куçса килсен Никифор Егорович тĕрлĕ çĕрте вăй хунă: тĕп инженерта, техника уйрăмĕн пуçлăхĕнче, тĕп строительство уйрăмĕн пуçлăхĕнче, ЖБК-9 директорĕн çумĕнче, «Чебоксарский промстройпроект» Шупашкар проект институчĕн тĕп инженерĕнче… 1997-2002 çулсенче вăл Сăра музейĕнче ăслăлăхăн аслă ĕçченĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах Чăваш наци музейĕн ĕçне те хастар хутшăннă: куравсем йĕркеленĕ, ăслăлăх конференцийĕсене, этнографи экспедицийĕсене хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман, пултарулăх ĕçĕнче вăй хунă. Вăл — 150 ытла статья авторĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне палăртса хăварар: «Кулленхи пĕлӳ кĕнеки», «Апат-çимĕç», «Чăваш халăх философийĕ — вăхăт тата пурнăçпа вилĕм, чун тата турă», «Чăваш тĕнĕ», «Киремет», «Арман», «Халăх çӳпçинчен: этнографи ăнлавĕсен пуххи», «Маленькое окно в большой мир знаний» тата ыт те. Никифор Егорович хастар хутшăннăран чăвашсен йăлана кĕнĕ культура музейĕн проекчĕсене тата республикăри халăх пурăнакан вырăнсене «Ялсен энциклопедийĕ» темăпа тĕпчев программине туса хатĕрленĕ. Вăл чăваш халăх уявĕсене чĕртсе тăратас енĕпе те хастар ĕçленĕ. Никифор Наумов 5 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн «Наш род. Книга первая от Ильмарзы до Егора Наумовича и семьи его сына Никифора» тата «Род Наума. Книга 2. Никифор и его семья» кĕнекисем çемйишĕн хаклă тупра шутланаççĕ. Вĕсем Наумовсен йăхĕн историйĕпе паллаштараççĕ. Никифор Егорович çаксене пурне те çемье ăрăвĕн ăсхакăлĕпе йăли-йĕркине упраса хăварас тесе хатĕрленĕ. Фериде Локтевăпа Татьяна Якунина вĕрентекенсем пĕлтернĕ тăрăх, Никифор Наумова асăнса Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта «Юбилярăн ылтăн çӳлĕкĕ» курав йĕркеленĕ. Унта тавра пĕлӳçĕн кĕнекисем, сăн ӳкерчĕкĕсем, унăн коллекцийĕнчи хатĕр-хĕтĕр пур. Никифор Егорович юмахĕ тăрăх 6-мĕш «А» класра вĕренекен Екатерина Семенова «Как старейшина Якуркка Микихверĕ богиню Анамăш привечал» мультфильм хатĕрленĕ. Ăна математикăпа литературăна пĕрлештернĕ уроксенче ачасене кăтартнă. Никифор Егоровича ачисемпе мăнукĕсем те кăмăллăн аса илеççĕ. «Никифор Наумова тăван тăрăхри культурăна тĕпчесе аталантарма тăрăшакан культура ĕçченĕ евĕр çеç мар, тăван асатте-кукаçи пек те пĕлме тӳр килчĕ, — теççĕ Андрей Наумовпа Екатерина Митюшина. — Вăл пирĕн пĕлĕве аталантарма тăрăшнине ăшшăн аса илетпĕр: хула тăрăх экскурси ирттеретчĕ, куравсене, музейсене илсе çӳретчĕ. Пысăк уявсенче асанне-кукамайпа пĕрле пĕтĕм çемьене пухма тăрăшатчĕç. Вĕсем патĕнче каникул кунĕсене ирттернине те кăмăллăн аса илетпĕр. Никифор асатте-кукаçи пире, мăнукĕсене, çемье йăли-йĕркине, ăру хаклăхне, Тăван çĕршыва юратма вĕрентрĕ. Вăл пирĕн ĕç-хĕл çинчен яланах ыйтса пĕлетчĕ, малашлăх пирки сăмах пуçаратчĕ. Вĕренĕве вара яланах мала хуратчĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Çÿлтен çумасть, айккинчен вĕрмест»,
е Предпринимательсем валли хăтлă çурт туни питĕ аван
Элĕкри «Меркурий» бизнес-инкубатор хăйĕн кăтартăвĕсемпе республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Ăна 2022 çултанпа Наталия Владимирова ертсе пырать. Директора çирĕплетиччен Наталия Витальевна Элĕк округĕн администрацийĕнче вăй хунă.
«Халĕ хăнăхса çитрĕм теме пулать. Ĕçĕм питĕ килĕшет. Администрацире вăй хунă чухне те çынпа хутшăнса ĕçлемеллеччĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăх тата экологи енĕпе ĕçлекен çумĕ — экономика пайĕн пуçлăхĕ Лидия Никитина пире çынпа калаçма, хутшăнма вĕрентнĕ. Çавăнпа халĕ мана бизнеса суйланă çынсемпе ĕçлеме йывăр мар. «Меркурий» бизнес-инкубаторта паян пушă пӳлĕмсем çук. Арендаторсем кăмăллине курса-туйса тăратпăр», — каласа кăтартрĕ Наталия Витальевна бизнесинкубаторпа паллаштарма ыйтсан. Кăçал вĕсем çуртра юсав ĕçĕсем тăвасшăн. Электричество тытăмне улăштарасшăн, çутă перекетлекен лампăсем лартасшăн. 2023 çулта кунта çутă перекетлекен 70 лента туяннă. «Арендаторсем хăйсем те пирĕнтен ирĕк ыйтса пӳлĕмсене хăйсене кирлĕ пек илем кĕртеççĕ. Пĕрисем ав обоя сăрларĕç. Тем тесен те, кирек камăн та çынсене илемлĕ вырăна чĕнес килет. Визажистпа стилистăн вара — уйрăмах», — палăртрĕ директор. Сăмах май, кунта хăтлă конферец-зал та пур. Ларусемпе канашлусене шăпах çавăнта ирттереççĕ. Наталия Витальевна пире пӳлĕмсене кĕрсе арендаторсемпе паллашма сĕнчĕ. Малтан Оксана Барашова çĕвĕç патĕнче чарăнтăмăр. Оксана Владимировна кунта киличчен предпринимательте ĕçленĕ. 2018 çултанпа «Меркурий» центрта вăй хурать. Икĕ çул каялла вара хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. «Çакăн пек утăм тунăшăн ӳкĕнместĕп. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене отчетсем пама çăмăлрах. Телефонра ятарлă приложени пур. Уçатпăр та чек йĕркелетпĕр. Питĕ хăвăрт пулать. Ĕçсĕр лармастăп, халăх килет. Кĕпе-йĕмрен пуçласа кĕрĕк таранчченех юсаттараççĕ. Элĕк салинчен кăна мар, ялсенчен те килеççĕ. Ку çеç-и? Клиентсен йышĕнче Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче пурăнакансем те пур. Темĕн тĕрлĕ çĕвĕ машини те туянтăм. Пĕринпе — çӳхе материалсене, тепринпе хулăннисене, виççĕмĕшĕпе трикотаж çи-пуç çĕлетĕп. Оверлок та пур. Çĕвĕç профессийĕ модăран нихăçан та тухмĕ, мĕншĕн тесен кашнин кĕлетки тĕрлĕрен. Чылайăшĕн тумтире кĕскетме тивет. Хăшĕ-пĕрин тата пĕр алли кĕскерех е вăрăмрах пулать, теприн пилĕкĕ уйрăмах çинçе. Пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çак çуртра ĕçлеме питĕ кăмăллă. Кунта — çутă, ăшă, çӳлтен çумасть, айккинчен вĕрмест. Округ шайĕнче предпринимательсем валли çакăн пек хăтлă çурт туни питĕ аван», — хавхаланса калаçрĕ Оксана Владимировна. Анатолий Тихонов фотограф маларахри вăхăтра шкулта ачасене физика, информатика вĕрентнĕ. Вăл — педагогсен династийĕнчен. Ашшĕпе амăшĕ учительте вăй хунă. Анатолий Васильевич шкултан кайсан пĕр вăхăт шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. 2014 çулта хăйĕн ĕç-хĕлне тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарнă. Ăна бизнесăн çак сферине халалланă. «Ĕçĕм чуна выртнăран-ши — ĕмĕр тăршшĕпех сăн ӳкерӳçĕ пулнăн туйăнать. Ĕçлеме условисем лайăх. Бизнесинкубатор пире сĕтел-пуканпа та тивĕçтерчĕ», — йăл кулчĕ Анатолий Тихонов. Вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине Элĕксем те палăртрĕç. Ун патĕнчен çынсем яланах лайăх кăмăлпа тухаççĕ-мĕн. Черетлĕ пӳлĕмре «Азимут» тулли мар яваплă общество вырнаçнă. Ăна Олег Борисов ертсе пырать. Олег Владимировичсăр пуçне кунта кадастрăн тепĕр икĕ инженерĕ ĕçлет. Лариса Михайловăпа Алина Яжикова килĕштерсе вăй хураççĕ. Професси кăмăла килни пирки калаççĕ. «Çӳллĕ шайри профессионалсем вăй хураççĕ кунта. Пур ĕçе те хăвăрт тата тĕплĕ тăваççĕ. Саккас паракан килсен хире, яла çĕр виçме тухса каяççĕ. Вĕсем халăха илтеççĕ, яланах пулăшма хатĕр», — паллаштарчĕ Наталия Витальевна. Сăмах май, Олег Владимирович маларах инженер-строительте тăрăшнă. Унтан БТИре вăй хунă. Пурăна киле Шупашкарта ятарлă курс пĕтернĕ: кадастр инженерĕ пулса тăнă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Клуб çемье çавăрма пулăшĕ
Республикăри чи лайăх старостăсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикассинчи Владимир Илюшин пур. Вăл кăçал та конкурса хутшăнма, çĕнтерме палăртать. Хальлĕхе вара çĕнтерӳçĕ пулма тивĕçлине ĕçĕ-хĕлĕпе çирĕплетесшĕн.
Ватти те, çамрăкки те тухаççĕ
Çĕнĕ Атикассинче — 100-е яхăн кил хуçалăхĕ. Пысăк мар ялта вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшер пункчĕ, такăр çул… — мĕн кирли йăлтах пур темелле. Унччен ялта клуб та пулнă. Юхăнса çитнĕрен ăна хупма тивнĕ. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Атикассисене пĕрле пуçтарăнма, кулленхи ыйтусене сӳтсе явма, мероприятисем ирттерме вырăн çукки кулянтарать. — Лавкка умĕнчи лаптăкра мероприятисем йĕркелетпĕр. Çу кунĕсенче аптăрамасть темелле, хĕлле вара кансĕр. Шартлама сивве е йĕпе-сапана пăхмасăр çакăнтанах çамрăксене çара ăсататпăр, кĕтсе илетпĕр. Клубсăр хăш-пĕр ялта халăха пуçтарăнма шкулсенче ятарлă кĕтес уйăрнă. Шкулăн спорт залĕсенче ачасем кăна мар, аслисем те вăйхала çирĕплетеççĕ. Манăн шухăшпа, çакă — ырă йышăну. Шел, Çĕнĕ Атикассинчи шкулта ача сачĕ те вырнаçнăран пирĕн валли вырăн çук. Кивĕ Атикассинчи клуба çӳреме инçе. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн вăрăм çул сисĕнмест-тĕр, анчах аслă ăрăва çакă тивĕçтермест. Пирĕн ялта çамрăк сахал мар, уйрăмах хусах йышлă. Кану кунĕсенче, уявсенче хуларан та тăван тăрăха таврăнаççĕ. Клубра вара пĕрпĕринпе паллашса çемье çавăрма çул уçăлать. Культура вучахĕнче кружоксем уçма, çамрăксене спорта явăçтарма май пур. Усă курма юрăхсăр çурта йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ çитереймĕн. Пире пĕчĕкрех клуб пулсан та çитĕ. Çынсем, уйрăмах çамрăксем, Çĕнĕ Атикассинче клуб тума ыйтаççĕ. Кирлех пулсан хамăр та пулăшма хатĕр. Çивĕч ыйтупа яваплă çынсем патне тухнă, республика ертӳлĕхĕнчен те пулăшу ыйтасшăн. Хĕллехи кунсенче е йĕпе-сапара халăха пуçтарăнма, пушă вăхăта усăллă ирттерме вырăн туса памаллах, — калаçăва канăç паман ыйтуран пуçларĕ Владимир Илюшин. Культура вучахĕ Çĕнĕ Атикассисене туслашма, çывăхланма пулăшасси пирки иккĕленмеççĕ. Ял пурнăçĕ, хăтлăхĕ вырăнта пурăнакансенчен килнине аван ăнланаççĕ кунта. Тăван тăрăха илемлĕрех тăвассишĕн ытларах хăйсене шанса ĕçлеççĕ. Çуркунне-кĕркунне субботник йĕркелесе урамсене, масара ăпăр-тапăртан, хăрăк йывăç-туратран тасатса тирпейлесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сăмах май, иртнĕ çул масар çуртне те çĕнетнĕ. Ырă пуçарăва тăватă ял халăхĕ хутшăннă. Çĕнĕ Атикассисем те айккинче юлман. Ял пĕвисене юшкăнран тасатасси те, шыв хĕррисене йĕркене кĕртесси те — тĕп вырăнтах. Иртнĕ çул «Пуçаруллă бюджет» программăпа усă курса урамри 200 метр çула вак чул сарса хытарнă. — Çĕнĕ Атикассинче чăннипех маттур халăх пурăнать. Вĕсем тăрăшса ĕçленине курсан кăмăл çĕкленет. Пĕр-пĕр ĕç тăвас пулсан икĕ-виçĕ çынна пĕлтерсен соцсеть урлă ялĕпех хăвăрт сарăлать. Çынсем килти ĕçĕсене пăрахсах пулăшма тухаççĕ. Аслă çултисем кăна-и, çамрăксем те кар тăрса вăй хураççĕ. Çуркунне-кĕркунне масара хăрăк, ӳкнĕ йывăçсенчен тасатса икĕ-виçĕ кун иртет. Апла пулин те пархатарлă ĕçрен пăрăнмаççĕ, хастар хутшăнаççĕ. Çакă леш тĕнчене кайнисене, ваттисене хисеп туни пулнине ăнланаççĕ. Манăн Галина Чангайкинăна, Валентина Кондаковăна, Владимир Кондакова тата ытти хастара тав тăвас килет, — хавхаланса пĕлтерчĕ староста. Ентешĕсене асăнса — палăк Çĕнĕ Атикасси — аякри ялсенчен пĕри. Хĕрлĕ Чутай салине, хулана çитме çул çывăх мар. Вырăнта ĕç тупса вырнаçма йывăрри вăй питти ӳсĕмрисене пысăк хуласене хăвалать. Сăмах май, Владимир Илюшин та Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет. Старостăна юлашки çулсенче ялта пушă çурт нумайланни уйрăмах пăшăрхантарать. — Хĕлле ял пушанать, çулла тулать. Вăхăтлăха хуçасăр юлнă çуртсем çу кунĕсенче «чĕрĕлеççĕ» тейĕн. Ял халăхĕ хушма хуçалăхран та тупăш илет. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. 2-3 ĕне усракан та сахал мар. Вĕсем кил-çуртне дача вырăнне усă куракансемпе килĕшсе пахчари курăкне çулаççĕ. Çакă сад-пахчара çум курăка сарăлма памасть, ялта та тирпейлĕ, — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич. Ял çыннисем пысăк ĕç тума хăйсем те укçа хываççĕ. Пĕлтĕр урамри çула вак чул сарса хытарма бюджетран уйăрнипе пĕрлех халăх та тăкакланнă. Пĕтĕмĕшле 900 пин тенке кайса ларнă вăл. Çĕнĕ Атикассисем кăçал пысăк тепĕр проект пурнăçа кĕртесшĕн. Ку ыйтупа иртнĕ çулах ĕçлеме тытăннă. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене асăнса палăк лартасшăн. Ял çыннисем 130 пин тенкĕ хыврĕç. Хĕрлĕ Чутай округĕн администрацийĕ 100 пин тенкĕ уйăрса пулăшрĕ. Çакă пире «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕме çул уçрĕ. Проект хакĕ — 1 миллион тенкĕ ытларах. Пĕлтĕр палăк вырнаçтарма вырăн хатĕрлерĕмĕр. Вăл Çĕнтерӳ паркĕпе юнашар пулмалла. Кĕркунне парка хăрăк, хуçăлнă йывăç-туратран тасатса тирпейлерĕмĕр. Палăкне саккас панă ĕнтĕ. Гранит çинче вăрçăра пуç хунă ентешсен тата фронтран таврăннисен ячĕсем пулĕç. Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне ĕçе вĕçлессе шанатпăр. Кăçал икĕ пĕвене те юшкăнран тасаттарасшăн. Пĕр урамра вак чул сарса çитереймерĕмĕр, ăна вĕçлесен аванччĕ, — шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Владимир Николаевич. Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнă май Владимир Илюшин çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхаланать. — Çĕнĕ Атикассинче те çамрăк çемьесем тымар яраççĕ. Апла пулсан ялтан ача-пăча сасси татăлмĕ. Акă Кутузовсен çемйине çывăх вăхăтра çĕнĕ кайăк вĕçсе килмелле: мăшăр тăваттăмĕш пепкине кĕтет. Пирĕн тăрăхра икĕ-виçĕ ачаллисем те йышлă. Сюткинсем те ав пилĕк ывăлпа икĕ хĕр ура çине тăратрĕç. Кушмановсен — виçĕ ача. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, тĕпренчĕкĕсене хавхалантармалла. Уява мĕнле йĕркелесен лайăхрах? Кун пирки те шухăшлатпăр. Вырăнти влаçран пулăшу ыйтма тивет-и тен? Çĕнĕ Атикассинче ача сачĕ, шкул пурри ялти демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кӳрет. Ял шкулне хурлаймăн, вĕренекенсене тарăн пĕлӳ илме, вăй-хала çирĕплетме условисене лайăхлатсах пыраççĕ. Çитĕнекен ăрăва спортпа туслашма пулăшмашкăн ял хастарĕсем те тӳпе хываççĕ. Халăхран укçа пуçтарса лавккапа юнашар лаптăкра пысăк мар стадион турăмăр. Ăна хамăр ăсталанă спорт оборудованийĕсемпе, саксемпе пуянлатрăмăр. Халĕ унта ачасем кăна мар, аслăраххисем те футболла, волейболла выляççĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать