Хыпар 12 (28188) № 06.02.2024

6 Фев, 2024

Пурнăçа улăштарма хăраманнисен çулне уçать

«Пулас профессие эпĕ хамăн вĕрентекенĕме, Муркаш тăрăхĕнчи Сосновка шкулĕнчи математика учительне Зинаида Антоновăна юратнăранах суйласа илнĕ», — терĕ Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта математика вĕрентекен Дина Саватеева. Ку вĕренÿ заведенийĕнче вăл пĕлтĕр авăн уйăхĕнче «Земство вĕрентекенĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçланă.

Ялти шкулсене ĕçлеме каякан педагогсене пулăшассипе çыхăннă программа 2020 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пу¬çарнипе пурнăçа кĕме пуçларĕ. Çĕршыв ертÿçи 2019 çулта Федераци Пухăвне Çырупа тухнă чухне проекта педагогика пĕрлĕхне пулăшма тивĕçлĕ тухăçлă мелсенчен пĕри пуласса палăртнă. Дина Саватеева Муркаш районĕнчи Тойкилтĕ ялĕнче пурăнать. Тойкилтĕ шкулĕнче вăл 26 çул математикăпа информатика вĕрентнĕ. Унта ĕçленĕ вăхăтрах 2016-2020 çулсенче Турай шкулĕнче информатика учителĕнче тăрăшнă. — «Земство вĕрентекенĕ» программа çинчен пирвайхи хут Турай шкулĕнче илтрĕм. Çак программа пурнăçа кĕме пуçласанах Муркаш тăрăхĕнчи Турай тата Юнкă шкулĕсене акăлчан чĕлхине вĕрентекен икĕ учитель килчĕç. Вĕсенчен пĕринпе эпĕ пĕр ялта ÿснĕ. Унпа калаçнă хыççăн ман пуçра та программăна хутшăнас шухăш çуралчĕ, — каласа кăтартрĕ Дина Федоровна. — Малтанхи çулсенчех Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ министерстви сĕнекен вакансисен списокĕнче математика учителĕсем кирлĕ текен шкулсем пулмарĕç. 2023 çулта вара тÿрех виçĕ шкулта çак специалистсем çитместчĕç: Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç салисенче. Эпĕ, паллах, хам пурăнакан яла çывăхарах вырнаçнă шкула суйларăм. Сăмах май, 2017 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Енри математикăпа информатика учителĕсен XXVIII методика фестивалĕ Элĕкри вăтам шкулта иртнĕччĕ. Эпĕ класс тулашĕнчи мероприятисен конкурсне хутшăнса II степень Диплом çĕнсе илнĕччĕ. Элĕк шкулне суйлама мана çакă та хавхалантарчĕ. «Земство вĕрентекенĕ» программăпа килĕ¬шÿллĕн ĕçе илмелли учительсене конкурс ирттерсе палăртаççĕ. Çĕнтерÿçе пĕр хутчен пĕр миллион тенкĕ компенсаци тÿлевĕ параççĕ. Проектăн тĕп условийĕ — ялти шкулта пилĕк çултан сахал мар ĕçлемелле. — Документсене конкурса электрон мелпе ятăм. Çĕнтернине пĕлсен шутсăр савăнтăм. Çĕнĕ коллективпа паллашнă хыççăн пушшех те кăмăл çĕкленчĕ. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта тарăн ăслă, анлă тавра курăмлă, уçă чунлă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă — ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр», — тенĕ Чăваш халăхĕн патриархĕ Иван Яковлев. Çак пил сăмахĕсене тĕпе хунă пекех Элĕк шкулĕнче, чăннипех те, хăйсен ĕçне чунтан юратакан вĕрентекенсем ĕçлеççĕ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Çак туслă коллективра ĕçлеме тÿр килнишĕн питĕ савăнатăп, — терĕ Дина Федоровна. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Спорт аэробики илĕртет, тыткăнлать

Спорт аэробикин федерацийĕ йĕркелекен ăмăртусем кашнинчех спортпа илем уявне çаврăнаççĕ. Помост çине тухакансем хаваслă кăмăл-туйăм, чун хавхаланăвĕ, ăшă кулă парнелеççĕ. Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ уçă турнирта та аэробика ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Унта Чăваш Ен, Чулхула тата Ульяновск спортсменĕсем хутшăнчĕç.

Республика турнирĕнчен — Раççей чемпионатне

Спортсменсене ЧР спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, цифра министрĕн çумĕ Алина Федорова, республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук, Шупашкар хулин администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Соловьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн – тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев ăнăçу сунчĕç. Александр Степанов пирĕн республикăра спорт аэробики çултан-çул вăй илсе пынине, вăл спортăн уйрăмах аталантармалли тĕсĕсен шутĕнче пулнине, чăваш спортсменĕсем çĕршыв чысне тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хÿтĕленине палăртрĕ. «Спорт йывăрлăхсене парăнтарма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма вĕрентет. Журналистсем сывă пурнăç йĕркине халăхра сарас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Хаçат ячĕпе ятарлă турнир ирттерни те — çав ĕçĕн тĕслĕхĕ», — терĕ Алина Федорова. Дмитрий Моисеев спорт аэробикине суйласа илнисем илеме туйнине, халăх умĕнче хăйсене тытма пĕлнине тата çитĕнÿсем патне туртăннине палăртрĕ. Оксана Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, ку ăмăрту кăçалхи спорт мероприятийĕсен çулталăкне уçрĕ. Ун хыççăн спортсменсем федерацин Атăлçи округĕн чемпионатне хутшăнĕç, унта палăрнисем çĕршыв чемпионатне кайĕç.

Тус-юлташпа пуянланнă

«Хыпар» турнирĕнче помост çине тĕрлĕ ÿсĕмри аэробистсем /чи пĕчĕккисенчен пуçласа тĕнче шайĕнчи спортсменсем таранах/ тухрĕç. Куракансене тĕнче чемпионĕ Алексей Германов та хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ уйрăм тупăшура пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Мăшăрсен ушкăнĕнче Дарья Кокшинăпа пĕрле вĕсем иккĕмĕш пулчĕç. Сăмах май, Алексей кăçал та Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Ку йышра вăл — 14 çул. Çĕршыв командинче тепĕр ентеш Никита Васильев та пур. Раççей чемпионĕ пĕлтĕр салтак аттине тăхăннă. Раççей спорт мастерĕ Артем Алексеев та — турнир çĕнтерÿçи тата призерĕ. Алтай крайĕнче çуралнăскер спорт аэробикипе улттăра чухнех туслашнă. Çичĕ çул каялла Алексеевсен çемйи Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта Оксана Дьячук тренер маттур яша хăйĕн командине илнĕ. «Спорт пурнăç тĕшши пулса тăчĕ. Помост çинче хама ирĕклĕ туятăп. Чун киленĕçĕ савăнăç кÿрет», — терĕ 19-ти спортсмен. 2022 çулта вăл Мускавра иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен икĕ «ылтăнпа» таврăннă. Наградăсен пухмачĕнче — 100 ытла медаль. Вĕсен шучĕ кăçал тата ÿсессе шанать. Шупашкарти строительство техникумĕн студенчĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма ĕмĕтленет. 18-ти Ефим Матвеева спорт юлташсемпе пуянлатнă. «Чи пĕлтерĕшли награда мар, опыт пухăнни. Кашни ăмăртурах çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр, хăшĕ-пĕринпе туслашатпăр», — терĕ пулас педагог. Çĕмĕрле каччи И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физвоспитани факультетĕнче вĕренет. Малашнехи шăпине тренер ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. Ефим Дмитрий Комаров тренер пулăшнипе спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Пĕтĕм Раççейри турнирсен призерĕ 2018 çултанпа, республикăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕренпе, Оксана Дьячук патĕнче спорт вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. Пушă вăхăт нумаях мар пулин те спортсмен алла киçтĕкпе сăрă тытмашкăн май тупать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Виçĕ пĕртăван тăлăха юлнă

«Эпĕ 6 çулта чухне, атте вилсен, виçĕ пĕртăван хăр тăлăха юлтăмăр», — йывăр ачалăхне аса илчĕ Шупашкар округĕнчи Вăрманкассинче пурăнакан 80 çулти Зоя Моросина педагог.

Зоя Семеновна 1944 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Йăванкассинче çуралнă. Амăшĕ — 1948 çулта, ашшĕ, трактористра ĕçленĕскер, 1950 çулта вилнĕ. Çавна май пĕчĕк Зойăна хăйсен ялĕнчен виçĕ çухрăмри Уйкас ялĕнче пурăнакан Игнатий Егоровпа Мария Спиридонова усрава илнĕ. Вĕсен икĕ ывăлĕ те агроном пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Çавăнпа вĕсем хĕр пĕрчине усрава илсе хăйсен ачи пек юратса çитĕнтернĕ. Игнатий Егорова куçне шур илнине пула вăрçа илмен. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех бухгалтерта ĕçленĕ. Зойăн пиччĕшĕпе Александрпа шăллĕне Степана ял канашĕ тăрăшнипе Çĕрпÿри ачасен çуртне янă. Александр унти шкултан вĕренсе тухсан Алапаевск хулинчи аслă шкулта геолог профессине алла илнĕ. Степан вара Хусанти медицина институтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн стоматологра вăй хунă. Шел те, вĕсем иккĕшĕ те пурнăçран уйрăлнă. Зоя Моросина малтан — Уйкасри 7 çул вĕренмелли /халĕ Апакасси шкулĕ/, каярахпа Виçикасси шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. «8-мĕш класа кайсан сарамак чирĕ ернипе вĕренÿрен юлтăм. Çĕрпÿ больницин инфекци чирĕсен уйрăмĕнче сиплентĕм. Тепĕр çул каллех 8-мĕш класа кайрăм», — аса илчĕ Зоя Семеновна. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕр пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче малалла тăснă. Палăртма кăмăллă: Атăльялта çуралса ÿснĕ Иван Одюков профессор вĕсен кураторĕ пулнă. Вăлах çуллахи каникул вăхăтĕнче студентсене халăх сăмахлăхне пуçтарма хушнă. Зоя Семеновна авалхи юрăсене ватă çынсенчен çырса илнине ăшшăн аса илчĕ. Вăл 1967-1971 çулсенче — Муркаш районĕнчи Сыпайкасси шкулĕнче ачасене историпе вырăс чĕлхи, каярахпа Кипечкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1973-1981 çулсенче эпир Кипечкасси шкулĕнче ăс пухнă вăхăтра Зоя Семеновна пире те пĕлÿ пачĕ. Эпĕ ăна 1980 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче 7 класра урок ирттернине сăн ÿкернĕччĕ. Зоя Моросина 1990-2001 çулсенче Вăрман Çĕктерти вăтам шкулта ĕçленĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 35 çул. Вăл пулас мăшăрĕпе Мефодий Моросинпа Çĕрпÿ районĕнчи Тепикассинче паллашнă. Ун чухне Зоя Семеновна тантăшĕн Галинăн туйне хĕр çумĕ пулса кайнă. Çамрăксем 1967 çулта пĕрлешнĕ хыççăн Вăрманкассинче пурăнма пуçланă. Мăшăрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, «Передовик» совхозра тăрăшнă. <...>

Николай СМИРНОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.