Шкулсенчи ĕçсем графикран юларах пыраççĕ

5 Фев, 2024

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăн адреслă инвестици программи тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Шел те, вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе иккĕленӳ çуратакан объектсем пур...

Строительство министрĕ Михаил Коледа палăртнă тăрăх, программăри иртнĕ çулхи ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 13,2 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă. Çав шутра — федераци укçи те, республика бюджетĕнчен уйăрни те. Мускав панине туллин тенĕ пек ĕçе кĕртнĕ, хамăрăн хыснарипе вара ку кăтарту планланинчен пĕчĕкрех — 86% яхăн.

Капиталлă строительствăн 108 объектне хута янă. Çак списокра кăçал кăна туса пĕтермелле пулнă 19 ФАП, Çĕрпӳре хăмла çитĕнтерекенсен микрорайонĕ те пур. Пĕлтĕр туса пĕтермелле пулнă, анчах хута ярайман объектсен шутĕнче министр Шупашкар округĕнчи Çатракассине шывпа тивĕçтермелли тытăма, Шăмăршă больницин газ котельнăйне асăнчĕ. Котельнăя, сăмах май, чӳк уйăхĕнчех ĕçе кĕртмелле пулнă. Подрядчик шанăçа тӳрре кăларман — урăххипе контракт тума тивет.

Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи шкул та ачасене йышăнайман. Вăл 100% хатĕр-мĕн — документсене йĕркелесе алă пусмалли кăна юлнă. Сĕнтĕрвăрринчи çĕнĕ шкул тĕлĕшпе те, министр çирĕплетнĕ тăрăх, вырăнти влаçсем ирĕк паракан тивĕçлĕ документсене ниепле те хатĕрлесе çитереймеççĕ-ха. Тĕп хулари Зоя Яковлева урамĕнчи, Хĕвеллĕ микрорайонти, Çĕнĕ Шупашкарти çулсене официаллă йĕркепе хута ярасси те документсем çинче тытăнса тăрать.

РАИПăн 2024 çулхи укçан виçекен калăпăшĕ 12 миллиард тенкĕрен иртмелле. Пысăк пĕлтерĕшлисен шутĕнче — пилĕк теçетке ытла объект: шкулсем, ача сачĕсем, культура, медицина, спорт учрежденийĕсем... Шупашкарти Çĕнĕ хулари инженери сооруженийĕсен строительстви ытла та ерипен пырать — ĕçсен 23% кăна пурнăçланă. Объектра ĕçлекен сахал. Çийĕнчен проекта тӳрлетеççĕ те — ĕç-пуç пушшех чăрмавлă.

Шкулсем тенĕрен, Михаил Александрович пытармарĕ: концесси килĕшĕвĕн никĕсĕ çинче тăвакан шкулсенчи ĕçсен хăвăртлăхĕ пăшăрхантарать. Хĕвеллĕ микрорайонти шкул строительствинче хальлĕхе ĕçсен 23% кăна пурнăçланă. Кӳкеçре тата Çĕнĕ Шупашкарта та çак кăтарту нумай пысăк мар — 30% шайĕнче. Объектсен строительстви графикран 100 кун патнеллех юлса пырать.

Ĕçсене васкатмалли куçкĕрет. Министр уççăнах каларĕ: «Муниципалитетсем саккасçă пулса пуçарнă объектсенче система шайĕнчи чăрмавсем пуррине куратпăр...» Çавна май вăл муниципалитетсен пуçлăхĕсене çав объектсенчи чăрмавсем пирки чан çапмашкăн çулталăк вĕçĕччен кĕтме юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. Çивĕч ыйтусене ырана хăвармасăр халех татса памалла — «эпир пулăшăпăр».

Унпа республика Пуçлăхĕ те килĕшрĕ. «Пурте пĕтĕмпех ăнланаççĕ» терĕ пулин те Олег Николаев кашни саккасçăн РАИПа кĕнĕ объектсене вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ, вĕсене ĕçсене йĕркелессине мĕнлерех курнине сăнласа хăйне пĕлтерме сĕнчĕ. Олег Алексеевич çак канашлура палăртнă кăмăлсăр тĕслĕхсем айсбергăн курăнакан пайĕ кăна пулнине те тавçăрать, çавна май çак эрнере муниципалитетсен пĕтĕмлетĕвĕсене пухса, вĕсене хак парса тивĕçлĕ йышăну тума хатĕррине çирĕплетрĕ. Сăмах республика енчен мĕнле пулăшу пулмаллине палăртасси пирки пырать.

Регионăн анлăш кăтартăвĕсен фончĕн ĕçĕпе цифра министрĕн çумĕ Екатерина Грабко паллаштарчĕ. Пĕлтĕр туса хунă фонд нумай-нумай кăтартăва пухать, вĕсемпе пурте усă курмаллли анлă майсем уçать. Анчах пĕтĕмпех кал-кал пырать тени те вырăнсăр. Картографи ĕçĕсен аудитне йĕркеленĕ те — юлашки вăхăтра пурнăçланă ӳкерӳсен нумай кăтартăвне фонда паманни палăрнă.

Паянхи кун тĕлне фонд республика территорийĕн 14% — 200 тăваткал километрне — геокарттăра сăнламалли площадкăна кĕртнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Геокăтартусен çавнашкал тулли пуххине йĕркелени нумай енĕпе перекет те кӳрĕ. Калăпăр, вăл е ку территорисене кашнинчех çĕнĕрен ӳкерме тивмĕ, вăл нумай-нумай отрасльшĕн питĕ меллĕ пулĕ.

Олег Николаев кăсăкланчĕ: сăмахран, çĕнĕ пĕр-пĕр об±екта хута ярсан каллех çĕнĕ ӳкерӳ кирлĕ пулĕ-и? Министр çумĕ каланă тăрăх, анлăш кăтартăвĕсене Роскосмос хăй тĕллĕнех çĕнетсе пырĕ — çакна унпа тунă килĕшӳре çирĕплетнĕ. Паян Раççей шайĕнче пĕрлехи картографи никĕсне хатĕрлес ĕç пырать, çак ĕçе виçĕ çулта вĕçлеме палăрнă, ун чухне Чăваш Ен те хайхи геоданнăйсен карттинче хальхи пек 14 мар, 100% сăнланĕ. «Лайăх ĕç, — терĕ кун пирки Олег Николаев. — Унăн сервис майĕсем питĕ анлă. Анчах «кăтартусене пухрăмăр та — мантăмăр» тенĕ пек ан пултăр — вĕсемпе тухăçлă ĕçлемелле». Кăтартусемпе усă курма вĕренмешкĕн вăл тĕрлĕ тытăм представителĕсем валли семинар йĕркелеме те сĕнчĕ.

Пĕтĕм Раççейри уçă XLII «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва, çитес шăматкун иртекенскере, хатĕрленес ыйтупа спорт министрĕ Василий Петров сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен çак чупăва 2005 çултанпа хутшăнать — кăçалхипе 25-мĕш хут. Ăмăртусем республикăри мĕн пур 26 муниципалитетра иртĕç.

Тĕп старт Шупашкарта Станци çумĕнчи урамри йĕлтĕр базинче пулĕ. Тупăшăва 5 пин йĕлтĕрçĕ хутшăнасса кĕтеççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче вăй виçмешкĕн электрон майпа та, ăмăрту кунĕнче старт умĕн те заявка пама пулать. Министр база патĕнче автомобильсене лартасси чăрмавлă пулма пултарасси çинчен каларĕ — çакă унта строительство ĕçĕсем пынипе те çыхăннă. Тепĕр енчен, харăсах çавăн чухлĕ çын пырать те — «ытлашши» транспорт пулни вырăнсăр.

Олег Николаев та çакна шута илсе ĕçтешĕсене унта Правительство çурчĕ патĕнчен автобуспа централизациленĕ майпа кайма чĕнчĕ. Çапла вара виçĕ «А» сас паллиллĕ номерлĕ машинăсем йышлăн пырса «пăкă» йĕркелемĕç. Апла тăк ахаль граждансем те общество транспорчĕпе усă курни вырăнлă пулмалла. «Çанталăк лайăх пуласса шантараççĕ. Эппин, йĕлтĕрсĕр пуçне ăмăртăва çĕкленӳллĕ тата вăхăта лайăх ирттерес кăмăл кăна илсе пымалла», — канашлăва ырă сунса вĕçлерĕ регион ертӳçи.

www.hypar.ru
 

Комментировать