Хыпар 10 (28186) № 02.02.2024

2 Фев, 2024

Чи ăнăçлă мел – ырă тĕслĕх

Тăвай округĕнчи Тĕмер ялĕнчи шкула Николай Афанасьев ятне панă. Çак пулăма халалласа пĕлӳ çуртĕнче савăнăçлă уяв тата виçĕ енлĕ кĕрешӳ ăмăртăвне йĕркеленĕ.

«Вĕрентӳ» наци проекчĕн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн Тăвай округĕнче оборона тата çар-патриотизм ĕçĕ-хĕлĕн уйăхлăхĕ иртет. Çĕршывра наци проекчĕсем, сăмах май, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2019 çултанпа пурнăçланаççĕ. Мероприятие Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Тĕмер территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов, шкул директорĕ Альбина Николаева, Николай Афанасьевăн тăванĕ Елизавета Томашенко, ятарлă çар операцине хутшăннă А.Федоров хутшăннă. «Николай Афанасьев — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнă ентеш. Вăл тăшман дзотне хăйĕн кĕлеткипе хупланă. Унăн ячĕ çĕршыв, республика, округ, вăл çуралса ӳснĕ Кармал ялĕн историйĕнче çырăнса юлнă. Ял-йыш пуçарăвĕпе, шкул коллективĕ тата паттăрăн тăванĕсем пулăшнипе Тĕмер шкулĕ малашне Николай Афанасьев ячĕпе хисепленĕ. Эпир хамăрăн паттăр ентешсемпе мăнаçланатпăр, вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухмĕ, астăвăм ăруран ăрăва куçса пырĕ», — терĕ Олег Ломоносов. Савăнăçлă линейка хыççăн Тăвай округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем пневматика винтовкинчен перес, пăшала салатса пухас енĕпе тупăшнă. Командăсен ăмăртăвĕнче Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — Чутей шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăнта — Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн ачисем. Çĕнтерӳçĕсене Хисеп хучĕпе, медальпе, пылак парнепе чысланă. Пĕрремĕш вырăн йышăннă команда ăмăртăвăн куçса çӳрекен кубокне тивĕçнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Икĕ шкула пĕрлештерни

чылай ыйтăва татса пама пулăшнă

Педагогпа наставник çулталăкĕнче Чăваш Енре хушма пĕлӳ памашкăн çĕнĕ 766 вырăн йĕркеленĕ. Çапла палăртрĕç ЧР Вĕрентӳ министерствин анлă ларăвĕнче. Вăл Чăваш кадет корпусĕнче иртрĕ. Ларăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

Малтанах Чăваш Республикинче 2023 çулта вĕрентӳ сферинче тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех малашлăхра пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç. Калăпăр, кăçал тата тепĕр икĕ «Кванториум» технопарк уçма тĕв тунă. Вĕсем Шупашкарти 4-мĕш тата 44-мĕш лицейсенче уçăлĕç. Çĕмĕрлери политехника техникумĕнче Ачасен цифра пĕлĕвĕн «IT-куб» центрне хута ярĕç. Ку çеç-и? Шкулсенчи 11 спорт зала юсаса çĕнетĕç, 39 пĕлӳ çуртне цифра пĕлĕвĕ пама ятарлă техникăпа тата оборудованипе тивĕçтерĕç. Çавăн пекех кăçал республикăн тĕп хулинчи «Университет-2» тата «Хĕвеллĕ», Çĕнĕ Шупашкарти «Никольский» микрорайонсенчи, Кӳкеç поселокĕнчи шкулсене хута яма палăртнă. Федерацин «Профессионалитет» проекчĕпе килĕшӳллĕн Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче тата химиксен хулинчи химипе механика, Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕсенче çĕнĕ профессисем хатĕрлекен центрсем уçма тĕв тунă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме 5,8 миллиард тенкĕ уйăрĕç. «Юлашки çулсенчи çитĕнӳсене çак сферăра ĕçлекенсем кăна мар, шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ те туяççĕ. Сăмахран, юлашки çулсенче 105 шкула юсарăмăр, çĕнĕ 13 шкул хăпартрăмăр. Хальхи вăхăтра ултă пĕлӳ çурчĕ тăватпăр. Кăçал тата иккĕ, тен, ытларах та май килĕ, тума пуçласшăн. Çав вăхăтрах пуррисене тытса тăрас, çĕнетес, вĕренӳ хатĕрĕсемпе тивĕçтерес енĕпе нумай ĕçлетпĕр. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн ачасене воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2023 çулта ППЭ кăтартăвĕсемпе республикăра 100 балл илнисен шучĕ ӳснĕ. 2022 çулта ун пеккисен йышĕ 48 çын пулнă тăк, 2023 çулта 79-ра çитнĕ. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен чи лайăх 20 регион шутне кĕнĕ. 2023 çулта вĕрентӳ отрасльне 29 миллиард тенкĕ хывнă, «Вĕрентӳ» нацпроектпа килĕшӳллĕн цифра пĕлĕвĕ паракан тата гуманитари профилĕллĕ «Ӳсĕм вырăнĕ» ятпа палăрнă 10 центр уçнă», — палăртрĕ Олег Николаев. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе килĕшӳллĕн Канаш округĕнчи Янкăлчри тата Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкри пĕлӳ çурчĕсене тума пуçланă. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăри Телейлĕ ачалăх, Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕсене тата Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа нумай мероприяти ирттернĕ, вĕрентекенсен ят-сумне çĕклес тĕллевпе чылай ĕç тунă. Ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăвакансене хавхалантарма «Чăваш Республикин халăх учителĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçаруллă учительсене çулсерен паракан гранчĕсен виçине 20 пин тенкĕрен 50 пин тенкĕ таран ӳстернĕ. Вĕрентӳ организацийĕсене параканнине 500 пин тенке çитернĕ. Çамрăк специалистсене илĕртес тĕллевпе диплом илнĕ хыççăн ялти шкулсене каякансене, ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, ятарлă премипе хавхалантараççĕ. Çавăн пекех ларура пĕлтĕр пуçарнă «Шкул туризмĕ» проект тата шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕ ăнăçлă пулнине палăртрĕç. Вĕсене кăçал та тăсмалли çинчен сăмах пуçарчĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Перекетлĕ технологисем

пурнăç пахалăхне лайăхлатаççĕ

«Тухăçлă регион» проект — вăл е ку хут ĕçне электрон мел çине куçарни кăна мар, сăмах чи малтан вăхăт, ĕç вăйĕн, укçа перекетлĕхне тĕпе хуракан тухăçлăх пирки пымалла. Ку енĕпе Чăваш Ен мĕнле ĕçленине республикăра асăннă проекта ĕçе кĕртекен ушкăнăн тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тĕплĕ тишкерчĕç.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, регион ку проектпа çине тăрса ĕçлет, анчах хăшĕ-пĕрин хăнăху туйăмĕ çурални сисĕнет: проекчĕ пур, анчах вăл таçта, мана пырса тивмест пек... Çак туйăмран хăтăлмалла, мĕншĕн тесен тухăçлăх тени паян производствăра кăна мар, влаç тытăмĕсенче те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Перекетлĕх тенĕрен, калаçу кашни тĕслĕхрех «ытлашшинчен» хăтăласси, чакарасси пирки кăна пымасть. Тен, тепĕр чухне, пачах тепĕр майлă, пĕр-пĕр сыпăк хушăнни те вырăнлă. Çав сыпăк, тĕслĕхрен, документсен çаврăнăшне лайăхлатма пулăшрĕ тĕк — унашкаллине ырламалла кăна. 2023 çулхи «тухăçлă ĕçе» вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ. Республикăра проекта хутшăнакан организацисен шучĕ 86-па танлашнă. Пуçарнă проектсен шучĕ самай пысăк — 206. Пурте пĕрле 550 пин çын/сехет перекетленĕ. Çакăн укçан виçекен хакĕ — 120 миллион тенкĕ. Уйрăм тĕслĕхсем çинчен каланă май Дмитрий Иванович Патшалăх технадзорĕн техника тĕрĕслевĕпе çыхăннă пулăшу ĕçне асăнчĕ. Пĕр пулăшу ĕçĕ валли унччен 60 сехет уйăрнă, çак вăхăта пĕчĕклетсе 1 сехет хăварнă. Ĕçлев министерствине нумай ачаллă çемьене тивĕçлĕ удостоверени памашкăн унччен 15 кун кирлĕ пулнă, халĕ — 1 кун. Е тата — алкоголь продукцине ваккăн сутмалли лицензи парасси: çак вăхăта 8 сехетрен 15 минут таран пĕчĕклетнĕ. «Тухăçлăх» тени влаç тытăмĕсенче тарăнрах та тарăнрах тымар ярать. Халĕ чиновниксен должноç регламенчĕсене те перекетлĕ технологисене пĕлмелли требовани кĕртнĕ. Çавна май ку енĕпе интеграл рейтингне те тытса пыраççĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен рейтингĕнче Экономика аталанăвĕн, Ĕçлев министерствисем, Юстици ĕçĕсен патшалăх служби малта, муниципалитетсен хушшинче — Çĕмĕрле, Улатăр хулисен тата Пăрачкав округĕн администрацийĕсем. Экономика аталанăвĕн министерстви перекетлĕ технологисене ĕçе кĕртмелли проектсен шучĕпе те лидер шутланать — 14 проект хатĕрленĕ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ чылай проекта çул панă. Çĕмĕрле хулин администрацийĕ 10 проектпа палăрнă, Комсомольски округĕн администрацийĕ 5 проект пуçарнă. Влаç органĕсенчен чылайăшĕ чи лайăх проектсен тĕслĕхĕсене хатĕрлес енĕпе те хастар — вĕсене хӳтĕлеме ĕлкĕрнисем те пур. Чăн та, Промышленноç аталанăвĕн фончĕн ертӳçин çумĕ — «Тухăçлă регион» программăна пурнăçлас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Лекарев унашкал ĕçпе чăрманас теменнисем пуррине те пытармарĕ. Строймин, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле округĕсен хайхи проектсем планра та çук-мĕн. Ĕçре ытти регион опычĕ те хаклă. Çавна май калаçăва видеоçыхăну мелĕпе Белгород облаçĕн Цифра министерствин ку енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Елена Шиянова хутшăнни интереслĕ пулчĕ. Вăл хăйсен регионĕнче тӳрре кăларнă проектсемпе паллаштарчĕ. Калăпăр, çĕнĕ шкула вĕрентӳ енĕпе лицензилеме 6 уйăх кирлĕ пулнă-мĕн. Об±екта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яраççĕ, анчах вăл ачасем валли алăкĕсене çур çултан тин уçма пултарать. Çав микрорайонти ачасен вара çĕнĕ шкул çумĕпе иртсе урăх районсенчи шкулсене çӳреме тивет — чăннипех кӳренмелле вĕт. Çак лару-тăру облаç кĕпĕрнаттăрне тивĕçтермен, вăл лицензи илмелли вăхăта май пур таран чакармалли тĕллев лартнă. Ăна пурнăçланă: хайхи вăхăта виçĕ хут чакарнă, 2 уйăх хăварнă — ачасем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ шкула кайнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2024 çул валли янă Çыру

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хисеплӗ депутачӗсем, сумлӑ хӑнасемпе йыхравланисем!

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

«Кашни ҫынна е уйрăм халăхăн шăпине виҫĕ юрату тытса пырать, ачасене юратни, ĕҫе юратни, Тăван ҫĕршыва юратни», – тесе палӑртнӑ пирӗн чаплӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейри этнопедагогика шкулне никӗслекен Геннадий Никандрович Волков академик. 2023 ҫул Чӑваш Енре – Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ. Ҫакӑн пек ҫыхӑнулӑх пире ҫӗр-ҫӗр темӑллӑ мероприятие пӗр-пӗринпе витерӳллӗн ҫыхӑнтарассине тивӗҫтерме, асӑннӑ ҫул-йӗрсем тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫсен пысӑк пайне пӗтӗмлетме май пачӗ. Педагогсене, уйрӑмах тин ӗҫлеме пуҫлакан ҫамрӑксене, пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсене ӗҫе кӗртме те. Пурнӑҫланӑ ӗҫсен тӗрӗслӗхне ҫамрӑк вӗрентекенсен тӳпи 12 процентран пуҫласа 18 процент таран ӳсни те витӗмлӗн ҫирӗплетет. 2020 ҫултан пуҫласа «Земство учителӗ» программа шайӗнче 17 вӗрентекен пӗр миллион тенкӗ виҫепе танлашакан пӗр хутчен паракан тӳлев илнӗ. Кӑҫал ҫав программӑпа усӑ курма пултаракансен шутне 15-е ҫити ӳстернӗ. Чӑваш Енри вун пӗр педагог Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх премине илме ирттерекен вӗрентекенсен чи сумлӑ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Нина Николаевна Чернова, Людмила Васильевна Николаева тата Валентина Ивановна Игнатьева чӑваш чӗлхипе туса хатӗрленӗ вӗрентӳпе методика комплекчӗ Раҫҫей Правительствин вӗренӳ енӗпе паракан 2023 ҫулхи премине илнӗ. Асӑннӑ вӗрентекенсем пуҫламӑш классенчи шкул ачисем валли чӑваш чӗлхине тата литература вулавне вӗрентмелли вӗрентӳпе методика комплексне туса хатӗрленӗ. Ҫак пуҫарӑва ырласа йышӑнмалла тата 5-7 классем валли «Тӑван ен историйӗ» курс тӑрӑх вӗрентӳ кӗнекисене туса хатӗрлессине тивӗҫтермелле. Ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн аталантарма пулӑшакан ҫӗр-ҫӗр проекта пурнӑҫланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Малтисен юхӑмӗ» ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелесе янӑ, унӑн хастарӗсем вун-вун проекта пурнӑҫланӑ. Эпир хамӑр ачасене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли инфратытӑма тата пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе малалла тӑсрӑмӑр. Сӑмахран, 2021-2023 ҫулсенче 13 вӗренӳ обĕекчӗ туса лартнӑ, 145 обĕекта тӗпрен юсанӑ. 2020 ҫулччен, федерацин тата республика укҫи-тенкине явӑҫтарса, шкулсенче ҫавнашкал комплекслӑ майпа анлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттермен. Сывлӑх сыхлав сферинче 112 обĕект тунӑ, 96-шне юсанӑ, физкультурӑпа спорт сферинче 31 обĕект тунӑ, 22-шне юсанӑ, культура сферинче 23 обĕект тунӑ, 102-шне юсанӑ. Чӑваш Енре хула тулашӗнчи лагерьсене, тӗпрен илсен, 1965-1975 ҫулсенче хута янӑ, вӗсен кивелсе ҫитнин шайӗ 65 процентпа танлашать. Пӗлтӗр республика ачасен канӑвне тата сывлӑхне ҫирӗплетессине йӗркелес енӗпе ку чухнехи инфратытӑм туса хумалли федераци проектне хутшӑнакан вунӑ регион шутне кӗчӗ. Республикӑри икӗ – Шупашкар хулинчи «Бригантина» тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи «Ҫӑлтӑрлӑ» – лагерьте пӗрер пурӑнмалли корпус хӑпартнӑ, ҫакӑ вӗсенчи вырӑнсен йышне 550 чухлӗ ӳстерме пулӑшнӑ. Кӑҫал «Ҫӑлтӑрлӑ» тата «Березка» лагерьсен никӗсӗ ҫинче тата тӑватӑ хӑвӑрт хӑпартакан пурӑнмалли корпус тума палӑртнӑ. Ҫакӑ канакан ачасен йышне ҫулталӑкне тата 960 ҫын чухлӗ ӳстерме май парать. Ҫӳлерех асӑнни пурте пӗрле педагогсемшӗн хӑйсен ӗҫне туса пыма пачах урӑх майсем йӗркелет, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тата аталантарас ӗҫре пултарулӑхри ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑша пурнӑҫлама пулӑшать. Паллах, эпир ҫак ӗҫе кӑҫал та, малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӑпӑр. Хальхи вӑхӑтра ултӑ шкул тӑвас ӗҫ пырать: Шупашкар хулинче – икӗ шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Кӳкеҫ поселокӗнче, Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче – пӗрер, ҫавӑн пекех Муркаш округӗнче тахҫантанпах кӗтекен ача сачӗ. Кӑҫал Вӑрнар поселокӗнчи 1-мӗш шкул ҫумне тӗксе тумалли ҫурт, ҫавӑн пекех Комсомольски салинче шкул тума тытӑнаҫҫӗ. Хальлӗхе 2024-2026 ҫулсенче туса ирттермелли тӗп юсав ӗҫӗсен планне 49 шкул кӗнӗ. Ку цифра пысӑкланассине шанма май пур. Эпир ҫавӑншӑн ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр. Шкул ҫу-мӗнчи территорисене тирпей-илем кӗртмелли тата унта спорт сооруженийӗсем тумалли тата вӗсене терроризмран хӳтӗлессине тивӗҫтермелли ӗҫсене малалла та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырӑпӑр. Кӑҫал ҫак тӗллевсем валли 783 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1,3 хут ытларах. Кунта, хисеплӗ ӗҫтешсем, шкулсене тӗпрен юсамалли программӑна 2021 ҫулта пурнӑҫлама тытӑннине аса илтерсе хӑварас килет. Ӑна хута янӑ чухне эпир сирӗнпе шкулсене ҫӗнетмелли, ачасен вӗренӳ, пултарулӑх тата ӳт-пӳ аталанӑвне тивӗҫтерекен стандартсене палӑртрӑмӑр. 2022 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ йышӑннипе федераци вӗренӳ тытӑмне тӗпрен юсамалли программа хута кайрӗ. Унӑн шайӗнче шкул ҫурчӗсене тӗпрен юсассине федераци укҫи-тенкипе тивӗҫтереҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ, регион стандарчӗн ытти пайне республика бюджечӗн шучӗпе тивӗҫтермелле. Республика Правительствин муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе пӗрле палӑртнӑ мӗн пур мероприятие вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех шкулпа шкулчченхи тытӑмсен, хушма пӗлӳпе вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑмсен ытти обĕекчӗсен, культура, спорт, ачасен ҫуллахи канӑвӗпе социаллӑ пулӑшу паракан, сывлӑх сыхлав обĕекчӗсен тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусен проекчӗсене яланах ал айӗнче тытмалла, кирлӗ чухне вӗсене федераци программисене кӗртме май пултӑр. Эпир сирӗнпе ятарлӑ ҫар операцийӗнче Ҫӗнтерӳ тӑвассине тивӗҫтерес тӗлӗшпе пурте пӗр шухӑшлӑ тата ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑратпӑр. Пирӗн пинпин ентеш неонацизма хирӗҫ алла хӗҫ-пӑшал тытса кӗрешме контрактсем тунӑ, халӗ те тӑвать. Хамӑрӑн чи ҫутӑ тӗллеве ҫывхартас тесе пиртен кашниех хӑй вырӑнӗнче мӗн кирлине пурне те тӑвать, малалла та тӑвӗ. Чӑваш Енрен малти линие хӳтӗлев сеткисемпе ҫыхнӑ нускисем, окопра усӑ курмалли ҫуртасем, фронтри салтаксем патне ҫырнӑ ҫырусем, пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе оборудовани, машинӑсемпе механизмсем тата ҫапӑҫу тӗллевӗсене пурнӑҫлама кирлӗ ытти нумай япала илсе ҫитернӗ. Ҫапла майпа эпир тӑшманпа ҫапӑҫакан хамӑр ентешсене май килнӗ таран пулӑшма, вӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшатпӑр. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ чухне эпир ҫавнашкал витӗмлӗ пулӑшу вӗсене мӗнлерех кирлине, вӑл ҫапӑҫури хастарлӑха ӳстерме, пурнӑҫ хакне ӑнланма пулӑшнине, эпир пурте пӗрле пулнине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине шанса тӑма хавхалантарнине курса ӗненетпӗр. Пирӗншӗн кашни салтак – чӑн паттӑр! Эпир хамӑр ентешсене хӑюлӑхпа харсӑрлӑхшӑн, хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тав тӑватпӑр. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ виҫӗ ҫын Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Вӗсем – Дмитрий Владимирович Семенов, Николай Алексеевич Петров, Александр Иванович Старчков ентешӗмӗрсем. Нумаях пулмасть Шупашкарти 51-мӗш шкулта, халӗ 4-мӗш лицей, 9 ҫул вӗреннӗ Роман Евгеньевич Шалаевӑн паттӑрла ӗҫӗ ҫинчен пӗлтӗмӗр. 4-мӗш лицее унӑн ятне парас пуҫарӑва чунтан ырласа йышӑнатӑп. Пирӗн нумай ентеш тӗрлӗ шайри наградӑна тивӗҫнӗ. Маларах каларӑм ӗнтӗ, эпир Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр. Пирӗн аттесемпе аннесем, пиччесемпе аппасем, йӑмӑксемпе шӑллӑмсем, ывӑлсемпе хӗрсем пурте киле таврӑнччӑр. Анчах ҫапӑҫу хирӗнчен нихӑҫан та таврӑ-найманнисем те пур. <...>


ÇЫРĂВА ХАКЛАÇÇĔ

Нумай çынна пырса тивекен ырă тĕллевсем

Виктор ГОРБУНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политики, бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ:

— Патшалăх Канашĕччен эпĕ чылай вăхăт промышленноçра ĕçленĕ, чукун çул транспорчĕн предприятине ертсе пынă та — чи малтанах республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче çак сферăри ыйтусене çĕклени савăнтарчĕ. Тата, паллах, нумай çынна пырса тивекен ырă тĕллевсене палăртни. Калăпăр, çывăх вăхăтра нумай хутлă çуртсенчи кивелнĕ çĕр-çĕр лифта улăштарĕç — ку граждансен хăрушсăрлăхĕпе тӳррĕнех çыхăннă. Республика общество транспортне çĕнетес енĕпе пысăк ĕç пурнăçлать. Çулсем çине çĕнĕ троллейбуссем тухĕç. Апла тăк çынсемшĕн çитмелли çĕре çитесси чăрмавсăр, хăтлăрах пулĕ. Парламентăн эпĕ ертсе пыракан комитечĕн ĕçĕпе çыхăннă темăсем пирки калас тăк — республика бюджечĕн тупăшĕ ӳссе пынине палăртма кăмăллă. Вăл 89,6 миллиард тенкĕ шайĕнче пулчĕ. Тăкаксем унтан та пысăкрах — 90,9 миллиард тенкĕ. Çакă регион малалла шанчăклăн утнине кăтартать. Республика ертӳлĕхĕ тĕрĕс позици йышăнать. Паллах, çивĕч ыйту та нумай, анчах республикăра пурăнакансем тăнăçлăха туяççĕ, вĕсем ыранхи куна шанасси те çирĕпленсех пырать.

Светлана КАЛИКОВА, ЧР культура министрĕ:

— Олег Алексеевич Çырура культура учрежденийĕсем валли специалистсем хатĕрлемелли, талантсем уçмалли ĕç тăтăшлăхне тивĕçтермеллине палăртрĕ. Ку енĕпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Кăçал Халăхсен туслăхĕн çуртне реорганизацилĕпĕр — республика Пуçлăхĕ вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци пулса тăмалли çинчен каларĕ. Вăл наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тытăм пулĕ. Çырура çавăн пекех чăн мар интеллектпа усă курса пурнăçламалли цифра трансформацийĕн проекчĕсем çинчен сăмах пулчĕ. Кăçалхи проектсен шутĕнче — архив докуменчĕсемпе усă курмалли сервиссем. Вĕсем информаци шырассине хăвăртлатма пулăшĕç. Республика пĕлтĕр мухтавлă ентешсен юбилейсене паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисене сумлă шайра йĕркелерĕ. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал — 125, Андриян Николаев çуралнăранпа 95 çул çитет. Шупашкар йĕркеленнĕренпе 555 çул çитет. Юбилейсен йĕркелӳ комитечĕсене туса хунă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ, Культура министерстви хатĕрленӳ ĕçне пурнăçлать. Унсăр пуçне 2024 çулта ялти культура аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ. Клубсем, тĕслĕх библиотекăсем тума, автоклубсем туянма федераци бюджетĕнчен те укçа илетпĕр, республика та укçа уйăрать.

Николай МАЛОВ, «Етĕрнесĕт» пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ:

— АПК аталанăвĕ тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕн позицийĕ питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп — пирĕн çак çулпа малалла утмалла. Паян шăпах тылра, шăпах пирĕн аграрисем патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине пурнăçлаççĕ — çĕршывăмăр хăватне çирĕплетеççĕ. Пирĕн çĕнтерӳсен кăтартăвĕсене пысăка хурса хаклатăп. Ял хуçалăх продукцине тирпейлес тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки савăнтарать. Çакă ял ĕçченĕсем туса илекен продукцин хушма хакне йĕркелеме май парать. Паян республикăра отрасле кадрсемпе тивĕçтерес ыйтусем тĕлĕшпе уçăмлă ăнлану пур. Çамрăксем пулмасан ялăн малашлăхĕ те, аграри секторĕ те пулмĕç. Çак ĕçсене пĕр тĕллеве чăмăртани тивĕçлĕ кăтартусем кӳрет. Çакна «Етĕрнесĕт» предприяти тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Правительствăна, республика Пуçлăхне Олег Николаева пирĕн инвестици проекчĕсене тӳрре кăларма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Олег Алексеевич паянхи Çырура оборудовани туянмалли çăмăллăх çинчен каларĕ. Çак программа пулăшнипе производствăна çĕнететпĕр. Пирĕн предприятисем, «Етĕрнесĕт» кăна мар, ытти компани те, хăйсен конкурентлăхне ӳстереççĕ, аталанаççĕ. Çакă — тĕрĕс политика, вăл пире малалла шанчăклă пăхма май парать.

Николай ГАВРИЛОВ, Раççей Геройĕ, Раççейри чăвашсен наци-культура автономийĕн канашĕн председателĕ:

— Паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăваш автономийĕсем республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру трансляцине тимлĕ пăхнине, итленине пĕлетĕп — вĕсем тăван ен аталанăвĕн ыйтăвĕсене çывăха илеççĕ. Олег Алексеевич Çырура регионти, кунта пурăнакансен умĕнчи нумай ыйтăва комплекслă хаклани питĕ килĕшрĕ. Нумай енĕпе ырă улшăнусем пурри савăнтарать. Республика Пуçлăхĕ Çырура ачасене воспитани парассин, çемье, культура, спорт ыйтăвĕсем, ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулнине ырлатăп кăна. Паян зала пухăннисем республика ертӳçин сăмахне çине-çинех алă çупса пӳлчĕç —\çакă та регион аталанăвĕн динамики ӳсĕмлĕ пулнине, халăх çакна ырланине кăтартать. Андрей МАКУШЕВ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ: — Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕ валли кирлĕ кадрсен тытăмĕ — ача садĕнчен пуçласа аслă шкул, производство таран — аталанассине çирĕплетрĕ. Вăл, республика Правительстви çак ĕçе пулăшса пырĕç — çакă савăнтарать. Калăпăр, агролабораторисен шутне палăрмаллах ӳстерес тĕлĕшпе пысăк тĕллев палăртнă. Халĕ эпир отрасльти профориентаци мĕнне уçăмлă ăнланатпăр, ку енĕпе ăнăçлă ĕçлемелли çулсене пĕлетпĕр. Олег Алексеевич хăмла çитĕнтерес ĕç çинче те пайăррăн чарăнса тăчĕ. Республикăра çак культурăна çитĕнтермелли çĕнĕ йышши лаборатори инфратытăмне, инженери сооруженийĕсене йĕркеленине шута илсен регионшăн никĕс вырăнĕнче пулмалли çак отрасль малашлăхĕ ăнăçлă пуласси иккĕлентермест.

Юрий ПОПОВ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ:

— Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне çуллен Çыру ярать. Ку пирĕншĕн хăйне евĕр уяв теме те пулать, çав вăхăтрах Çырăва умри çула палăртакан саккун шайĕнчи документ вырăнне те хуратăп. Олег Алексеевич иртнĕ çул мĕн тунине пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Ача садĕнчен, пĕчĕк ачасене воспитани парассинчен пуçларĕ, унтан шкул çине куçрĕ, малалла — ятарлă çар операцине хутшăнакан ыйтăвĕсем. Пирĕн ентешсем ятарлă операцире чăн паттăрлăх кăтартнине мăнаçланса палăртрĕ. Эпир, чăвашсем, нихăçан та айккинче пытанса тăман, тăмастпăр та — çĕнтерӳ пирĕн енче пуласси пирки иккĕленместпĕр. Депутат пулнă май маншăн хам суйланнă округри ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Алексеевич Комсомольскинче çĕнĕ шкул тума пуçласси çинчен пĕлтерчĕ те — хамăн суйлавçăсемшĕн савăнтăм. Çакна эпир республика ертӳлĕхĕпе, муниципалитет округĕн влаçĕсемпе пĕрле алла-аллăн ĕçленин лайăх кăтартăвĕ тесе хаклатăп.

Николай УГАСЛОВ, «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ:

— Пытармастăп, республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру чăннипех хавхалану çуратрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин теми çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ те — иртнĕ çул пирĕншĕн ăнăçлă пулнине палăртас килет. Умри тĕллевсене пурнăçларăмăр кăна мар, ирттерсе пурнăçларăмăр. Кăçал та çаплах ĕçлесчĕ — Çыру çапла пуласса шанма май парать. Пурин те пĕрле ĕçлемелле: пурте пĕр пулса, харăссăн пĕр еннелле талпăнса. Çапла ĕçлесен ăнăçу кĕттермĕ, республика Пуçлăхĕ каланă пек — «пирĕн çитĕнӳсем тата пысăкрах пулĕç». Рената ФЕДОРОВА, Канашри территорисен пĕрлехи медицина центрĕн тĕп тухтăрĕ: — Паян ялти медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйту тĕлĕшпе тимлĕх пысăк — кун пирки Çырура та сăмах пулчĕ. Социаллă çăмăллăх мерисем, ялта ĕçлеме пуçлакан çамрăк специалистсене пурăнмалли лаптăк тара илме пулăшасси, «дефицитлă» специальноçсемпе вăй хуракансене ĕçшĕн уйрăммăн тӳлесси, ĕç вырăнне çитмелли çул укçине саплаштарасси — çак çăмăллăхсем чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче наставник йăлисем вăй илни те мана питĕ савăнтарать. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Антонина МОРДВИНОВА: Мана ăннă пек кашнинех ăнмасть

Çулталăк пуçламăшĕнче вăл Раççей шайĕнчи наградăна, «Культурăпа искусствăри ĕçсемшĕн» медале, тивĕçнĕ. Юратнă профессийĕнче 40 çула яхăн вăй хурать. Хальхинче хамăрăн тĕпеле Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен искусствоведени кандидатне, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне Антонина Мордвиновăна чĕнтĕмĕр.

Сывлама та хăранă

— Антонина Ильинична, пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр сире. Кăмăлăр мĕнле?

— Медаль пани кăмăллă паллах. Анчах ку чи кирли мар. Хăшĕ-пĕри хисеплĕ ятсене юратать, теприсемшĕн вĕсем те пур, те çук. Маншăн чи пĕлтерĕшли — юратнă ĕç.

— Сирĕн пурнăçра ачалăх мĕнле йĕр хăварнă?

— Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Аттепе анне чăвашсем пулнă. Эпир хăй вăхăтĕнче хула шкулĕнче чăвашла вĕренмен. Мана ача чухне каникул вăхăтĕнче кукамай ялне яратчĕç. Патăрьел тăрăхĕнчи Кĕçĕн Патăрьелте чăвашла калаçма вĕрентĕм. Атте Илья Иванович столяр ĕçне лайăх пĕлетчĕ. Сăмах май, хушамата улăштарман эпĕ. Атте каланă тăрăх, унăн аслашшĕ йывăçа эрешлесе касас, унран хитре япаласем ăсталас енĕпе ăста пулнă. Ирçесем вăрманпа ĕçлемелли пысăк эртелсем тытнă. Ирçе маçтăрĕсемпе килĕштерсе ĕçленĕ вăл. Çавăнпах ăна каярахпа «Мордвин» тесе чĕнме тытăннă. Çавăнтанах Мордвинов хушамат пулса кайнă.

— Аса илмелли тата пур-тăр.

— Тĕрĕссипе, ача чухне темĕнпе те кăсăкланаттăм. Балет студине нумай çул çӳрерĕм. Рисовани вĕрентекен Юлия Горелова мухтатчĕ. Модельер ĕçĕ те интереслентеретчĕ. Хам валли темĕн те çĕлеттĕм. Шкул пĕтернĕ вăхăтра Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнче вырнаçнă ӳнер искусствин студине çӳрерĕм. Унта пурте ӳнер училищине вĕренме каймашкăн хатĕрленетчĕç. Эпĕ те училищĕне кĕтĕм. Пире художниксем вĕрентетчĕç. Искусствăсен историне Ирина Козоровицкая ертсе пыратчĕ. Ирина Лазеревна вĕрентнĕ чухне сывлама та хăраттăмăр. Тĕлĕнмелле кăсăклăччĕ унăн занятийĕсем. Эпĕ кĕнеке вулама юрататтăм. Ӳнер училищине пĕтернĕ чухне искусствовед пулма ĕмĕтленеттĕм. Вĕренме каймашкăн тӳрех май килмерĕ, мĕншĕн тесен çемьеллĕччĕ, ывăлăм пĕчĕкчĕ. Санкт-Петербургри И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче куçăн мар майпа ăс пухрăм. Ун чухне эпĕ Шупашкарти ӳнер музейĕнче ĕçлеттĕм. Музейре вăй хуракансене вузра кăмăллатчĕç. Вĕсем — чи лайăх студентсем-çке. Кăмăлласах вĕрентĕм. Шăпа çавăн пек çаврăнса тухрĕ: ӳнер музейĕнче турăшсемпе интересленсе кайрăм. Диплом ĕçне Введени соборĕн архитектурине тишкерсе çыртăм. Алла авалхи документсем лекрĕç. Çапла ăраскалăм мана искусствоведение хăех илсе çитерчĕ. Паллах, музейре ĕçлени — питĕ лайăх практика. Куравсем йĕркелеттĕмĕр, мĕн пур картинăна пĕлеттĕмĕр. Художниксемпе çыхăну тытни те ырă витĕм кӳчĕ. Пĕрремĕш статьяна ӳнер музейĕнче ĕçленĕ чухне çыртăм. Авалхи вырăс искусствипе çыхăннă вăл. Аслă шкултан вĕренсе тухсан, аспирантурăра пĕлӳ илнĕ чухне мана Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне чĕнчĕç. Унта ученăйăн чăн пурнăçĕ пуçланчĕ.

Айхи панă пурнăç урокĕсем

— Апла пулсан ĕçĕр пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Манăн шухăшпа, Чăваш Енре чиркӳ искусствине пĕлекен специалист нумай мар.

— Çук вĕсем. Ун чухне Алексей Трофимов директорччĕ. Телее, институтра хамăн темăпа ĕçлеме ирĕк пачĕç. Эпĕ вăй хунă вăхăтрах диссертаци çыртăм. Чăваш Енри чиркӳсен йывăç скульптурине тĕпчерĕм. Диплом ĕçне Введени соборĕпе çыхăнтарнăран материалăн пĕр пайне пухнăччĕ ĕнтĕ. Çак ĕçе тăсас килчĕ. Санкт-Петербургри живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче /халĕ ӳнер академийĕ/ Елена Мозговая профессор скульптура енĕпе вăйлă специалистчĕ. Елена Борисовна диссертаци çырма сĕнчĕ. Вăл вăхăтра мана «Сурпан» выставка залĕн ертӳçине çирĕплетнĕччĕ. Ун чухне Геннадий Айхипе «Мир этих глаз» /«Айги и мир его художественного окружения»/ проект хатĕрленĕччĕ. Çак ĕçе Олег Улангин художникăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕччĕ. Питĕ чаплă курав пулчĕ. Ун пек шайри выставка унччен те, кайран та пулман. Геннадий Николаевичшăн ку тема çывăхчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Мускаври Маяковский музейĕнче ĕçленĕ. Геннадий Айхи, пĕлетĕр ĕнтĕ, тĕлĕнмелле çынччĕ. Унпа калаçни хăех мĕне тăрать. Мĕншĕн тесен ĕçе вăл тĕплĕн, чуна парса тăватчĕ. Выставкăна епле йĕркеленине час-часах аса илетĕп. Вăл вак-тĕвек япаласем таранчченех тĕрĕслесе тăратчĕ. Çав тери яваплă пулни мана тĕлĕнтернĕччĕ те. Тĕрĕссипе, çакă мĕнле ĕçлемеллине кăтартакан тĕслĕх. «Эсир ĕçĕре епле вĕçлетĕр? Çырса пĕтерсенех пичете сĕнетĕр-и?» — ыйтнăччĕ эпĕ унран пĕррехинче. «Манăн ĕçе пĕр вăхăт вырттармаллах. Эпĕ ун çине çĕнĕ куçпа пăхмасăр, унта тек нимĕн те тумалла маррине ăнланса илмесĕр пичете сĕнместĕп», — тенĕччĕ. Унпа хутшăнни, калаçни маншăн пурнăç урокĕ пулчĕ.

— Миçе кĕнеке çырнă эсир?

— Ултă монографи кăларнă, 100 ытла статья пичетленнĕ. Кĕнекесем те пур. Пĕлтĕр Анатолий Миттов художнике халалланă «Будущее не спешило ко мне» республикăра «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки» конкурсра чи нумай вуланакан кĕнекесен шутне кĕчĕ. Ĕçĕме чиркӳ искусствинчен пуçларăм. Паллах, пĕр темăпа кăна аппаланса лараймастăн. Владимир Нагорнов скульптор çинчен çырма ыйтрĕç. Ăна унăн палăкне уçнă вăхăта хатĕрлемеллеччĕ. Вăл 2003 çулта пичетленчĕ. Пире сĕннĕ темăсем яланах интереслĕ, мĕншĕн тесен эпир унта «пуçĕпех путатпăр». Материалсем шыратпăр, шухăшласа çӳретпĕр. Çав вăхăтрах чиркӳ архитектурипе ĕçлеттĕм. Шупашкарти Введени соборĕ çинчен çырнă кĕнеке 2009 çулта тухрĕ. Материалсене архивра шырарăм. Чиркӳ искусствипе нимех те çукчĕ. Чăваш Енре ĕçлесе турăш ӳкернисен каталогне хатĕрлерĕм. Çак кĕнекене çырассишĕн архивсенче нумай çул ларма тиврĕ. Унтанпа материалсем пухăнчĕç. Маларах тунă сăн ӳкерчĕксем тĕксĕмрех тухнăччĕ. Чиркӳре реставраци ĕçĕсем тунă хыççăн халĕ турăшсем урăхларах курăнаççĕ те кĕнекене çĕнĕрен кăларас килет. Çав вăхăтрах «Евгений Бургулов — театр художникĕ» кĕнекепе ĕçлерĕм. Çав тери пултаруллă художниксем Розалия Ермолаева, Василий Гурин, Евгений Бургулов Шупашкара 1948-1949 çулсенче килнĕ. Вĕсем ӳнер училищин шайне çĕкленĕ. Вăл Раççейре вун-вун çул чи лайăххи шутланнă. Ӳнер училищи хыççăн пурте тенĕ пекех Санкт-Петербургри ӳнер академине кайнă. Розалия Михайловна училище директорĕнче ĕçленĕ чухне вĕренӳ тата юсав ĕçĕсен пахалăхне тĕплĕн тĕрĕслетчĕ. Эпĕ те ун патĕнче вĕреннĕ. Ăна хисеплеттĕмĕр, мĕншĕн тесен вăл живопиç енĕпе чаплă ăстаччĕ. Унра Турă панă талант пурччĕ. Шупашкарти ӳнер училищине Розалия Ермолаевăн ятне пама ĕмĕтленетпĕр, мĕншĕн тесен шăпах вăл унăн ят-сумне çĕкленĕ. Каярахпа унăн вĕренекенĕсем Виктор Бритвин, Александр Федосеев нумай çул вĕрентрĕç.

— Паянхи художниксене мĕнле хаклатăр?

— Халĕ пысăк картина ӳкерекен художниксем, çамрăк искусствоведсем çук. Эпир ытларах этюдсем, пейзажсем куратпăр. Картина-пейзаж тусан та аванччĕ… Шел те, пирĕн искусствăран картинăн пысăк форми çухалчĕ. Ăна мĕнле тавăрмаллине пĕлместĕп. — Çамрăк специалистсем тăван тăрăха мĕншĕн таврăнмаççĕ? — Халĕ патшалăх саккасĕ çук. Маларах Ӳнер фондĕнчен саккас илме май пулнă. Паян укçа ĕçлесе илес тесен художниксен темиçе вырăнта ĕçлеме тивет. Талантлă çамрăк художниксем Константин Кокель, Татьяна Серебрякова ӳнер училищинче вĕрентеççĕ. Шел, халĕ манăн чиркӳ темипе ĕçлеме вăхăт çитмест. Ытти тема та нумай. Искусствоведени уйрăмĕнче икĕ çын кăна юлчĕ: эпĕ тата Алина Малинина. Эпĕ харăсах тăватă темăпа ĕçлетĕп: Çеçпĕл Мишшин тата Шупашкар хулин юбилейĕсемпе, Анатолий Миттовпа… Кăçал çулла «Тĕрĕксемпе славянсем» конференци ирттерме палăртатпăр. Хамăр тăрăхри XVI-XVII ĕмĕрсенчи палăксене тĕпчетĕп. Шупашкарти арçынсен çветтуй Троица мăнастирĕ кăларса тăракан альманахра та статьясем пичетлетĕп. Эпĕ — арçынсен мăнастирĕн наместникĕ çумĕнчи общество канашĕн членĕ те. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Клара ОСОКИНА: Çамрăклах шăллăмсене хÿтĕлеттĕм

Çепĕç юрăсем шăрантаракан милици майорĕ. Икĕ професси пĕрпĕринпе пачах килĕшсе тăмаççĕ пек. Пирĕн тĕпелĕн хăни — вун-вун Хисеп, Тав хутне тивĕçнĕ, Эмине, Талвир премийĕсен лауреачĕ Клара Осокина — вара çак икĕ ĕçе çураçтарнă. Ăна сăмах парар.

АННЕПЕ. Вăл шкулта химипе биологи вĕрентетчĕ. Питĕ туслă пурăнаттăмăр. Аннене шкултан вутă паратчĕç. Ăна çемьепе пĕрле татса, çурса купалаттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне пысăк тăхтав вăхăтĕнче киле выльăхчĕрлĕхе апат пама, шыв ĕçтерме черетпе чупаттăмăр. Паян — эпĕ, ыран — тепри… Çемьере эпир пурте аслă пĕлӳ илтĕмĕр. Аннепе республикăри «Дед и я» конкурсра çĕнтертĕмĕр. Манăн «дед» çукран аннепе хутшăнтăм. Пĕрле «Катюша» юрларăмăр. Юратнă çыннăм 96 çулччен пурăнчĕ.

ĔÇ. 1990 çулта пичче Святослав Александрович патшалăх çул-йĕр инспекцийĕнче ĕçленĕ чухне вĕсен пултарулăх конкурсĕ пулнă. Çавăн чухне мана та чĕнчĕç. Хусанта, Мускавра çĕнтерсе килтĕмĕр. Инçе çул хыççăн ШĔМĕн ун чухнехи министрĕ Михаил Киселев мана çак тытăма ĕçлеме чĕнчĕ. Малтан ача садĕнче музыка вĕрентеттĕм. Çапла милици ĕçченĕ пулса тăтăм. Йĕрке хуралĕнче темĕнпе те тĕл пулма тиврĕ. Çав вăхăтра республикăра участок уполномоченнăйĕ хĕрарăмсенчен эпĕ пĕчченччĕ. Хăюллăччĕ, çамрăклах шăллăмсене хӳтĕлеттĕм. Пĕррехинче пĕр арçын ачана хытах тапнăччĕ. Çав вара: «Ӳссен хăвнах качча илетĕп ак, мана урăх хĕр пымĕ кун хыççăн», — терĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пушшех хăрушăччĕ. Каçсерен çӳреме те шикленмен. Пистолет вара ялан çумра пулнă.

СЦЕНА ÇИНЧЕ. Эпир, Осокинсем, çемье ансамблĕпе ытти регионта Раççей ШĔМĕн конкурсфестивалĕсене хутшăнаттăмăр, малти вырăнсене йышăнса таврăнаттăмăр. «Тарават» ансамбльпе Турцире виçĕ хутчен лауреат пултăмăр. Атте вăрçăран таврăнсан педучилище, пединститут, Мускавра ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ. Шкулта НВП, истори, физкультура вĕрентнĕ. Аккордеон, мандолина, балалайка калама хăнăхтарнă. Анне ялти, шкулти хора çӳренĕ, солистка пулнă. Унăн 1941 çулта Мускава конкурса каймалла пулнă, анчах вăрçă пуçланнă… Çывăх çынсен пултарулăхĕ мана та куçнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Хусканусенче – шухăш-кăмăл

«Спорт аэробики хавхалану кӳрет, кăмăл-туйăма çĕклет. Унта хăвна тĕрлĕ енчен кăтартма пулать. Вăл маншăн пурнăç тĕшши, чун киленĕçĕ пулса тăчĕ», — çапла палăртрĕ Татьяна Скворцова. 10 çул каялла хăйĕн шăпине спортпа çыхăнтарнă хĕр калаçăва пĕчĕк чухнехине аса илнинчен пуçларĕ.

— Малтан эпĕ ташлама çӳреттĕм. Пирĕн шкулта спорт аэробикин секцине уçрĕç. Ачасемпе Людмила Сотова тренер ĕçлетчĕ. Анне сĕннипе унта куçрăм. Ун чухне эпĕ 7-реччĕ. Паркет çине пĕрремĕш хут «Спартак» спорт керменĕнче тухнăччĕ. Питĕ хумханнăччĕ. Пире ун чухне медальпе хавхалантарнăччĕ, — пĕлтерчĕ спортсменка. Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăрту та уншăн пирвайхи пулнă, унта вăл «бронза» çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Татьяна Чĕмпĕр кубокĕнче /Ульяновск/, «Ылтăн кĕркунне» /Тула/, «Алтынчеч» /Хусан/ тата ытти турнирта наградăсемпе пуянланнă. Пĕлтĕр çĕршывра мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Кăçал та тĕрлĕ шайри тупăшусене хутшăнма палăртнă спорт мастерĕн кандидачĕ. Виçĕ çул каялла ăна республикăн пĕрлештернĕ командине йышăннă, çав тапхăртанпа вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук пулăшса пынипе ăсталăха туптать. — Кашни ăмăртура хам пĕлнине, тренер хушнине тума тăрăшатăп. Паркет çинче сăнара уçса памалла, шухăш-кăмăла хускану урлă кăтартмалла. Пĕтĕмпех тĕрĕс тăвас тесен тренировкăра тĕплĕн хатĕрленмелле. Çавăнпа спорт шкулне вырсарникунсăр пуçне кашни кун çӳретпĕр. Аэробика — спортăн илемлĕ тĕсĕсенчен пĕри, çав вăхăтрах йывăрри те. Хореографие, акробатикăна, гимнастикăна пĕрлештерсе хитре программа тума çăмăл мар, — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ Татьяна. Тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусене хаваспах хутшăнать спортсменка. Унта ытти регионти командăсен ăсталăхĕпе паллашма, вĕсенчен опыт илме май пуррине палăртрĕ вăл. «Мускавсем, Питĕрсем питĕ маттур. Чăваш Ен аэробисчĕсем те вăйлă. Пирĕн йышра Европа тата тĕнче чемпионĕ Алексей Германов, Раççейĕн темиçе хут чемпионĕсем Артем Васильевпа Екатерина Титова пур. Вĕсенчен тĕслĕх илетĕп, вĕсем пек пысăк çитĕнӳсем тăвас килет», — терĕ Татьяна. Тренерсемпе командăри тусĕсемсĕр пуçне ăна амăшĕ тĕрев парса пырать. Çывăх çынни хĕрĕн пултарулăхĕпе паллашсах тăрать, ăмăртусене хавхалантарма çӳрет. Ăшă сăмахпа лăпкаканни те, çĕнтерӳпе чи малтан саламлаканни те — амăшĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Раççей Президенчĕн суйлавĕ:

мĕн канăçсăрлантарать?

2024 çулхи пуш уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче — Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕ сасăлавпа çыхăннă хăш-пĕр саманта уçăмлатрĕ.

Раççей Президенчĕн суйлавне миçе тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать?

— Чăваш Енре сасăлава тĕрлĕ енлĕ хутшăнма май пур: суйлав участокĕсенче; сасăлав пӳлĕмĕн тулашĕнче /е «килте»/; «мобильлĕ суйлавçă» механизм тата бюллетеньпе усă курмасăр ятарлă vybory.goy.ru портал /дистанциллĕ электрон сасăлав /ДЭГ/ пулăшнипе. Кунсăр пуçне суйлав комиссийĕн членĕсем транспорт çӳремен тата суйлав участокĕ çук вырăнсене тухса сасăлаттараççĕ.

Участока хăш вăхăтра пырса сасăлама юрать?

— Суйлав участокĕсенче 2024 çулхи пуш уйăхĕн 15, 16 тата 17-мĕшĕсенче 8-20 сехетсенче сасăлама пулать. ДЭГ порталĕнче вара кирек хăш вăхăтра та сасăлама юрать.

Эпĕ суйлав участокĕнче сасăласшăн, анчах сасăлав пÿлĕмĕ ăçта вырнаçнине пĕлместĕп. Ăна мĕнле тупмалла?

— Суйлав участокĕн номерне, çавăн пекех участок комиссийĕн адресĕпе телефонне Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн «Найди свой избирательный участок» сайт пулăшнипе шыраса тупма пулать. Асăннă сервиспа усă курмалли инструкципе тĕплĕн паллашас тесен https: //vkcom/@izbikom21-kaknaiti-svoi-izbiratelnyi-uchastok каçăпа усă курмалла.

Суйлав бюллетеньне илме манăн çумра мĕнле документ пулмалла?

— Бюллетене списока кĕртнĕ суйлавçа кăна параççĕ. Унăн çумра паспорт е ăна улăштаракан урăх документ /паспорт улăштарнă чухне вăхăтлăх паракан удостоверени/ пулмалла. Суйлавçă сасăлав пирки тулли информаци мĕнле илĕ? Йыхрав хучĕсем, буклетсем валеçсе парĕç-и? — Суйлав пирки тулли информаци /суйлав кунĕ, вăхăчĕ, вырăнĕ, регистрациленĕ кандидатсем пирки/ Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн, Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн официаллă сайчĕсенче, социаллă сетьсенче, МИХсенче пулать. Çавăн пекех тулли информацие участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсенчен илме пулать. Вĕсем нарăсăн 17-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 7-мĕшĕсенче «ИнформУИК» проектпа килĕшӳллĕн ятарлă мобильлĕ хушăмпа усă курса килĕрен çӳреççĕ. Çав тапхăрта шăпах вĕсем суйлавçăсене сасăлава хатĕрленес ĕç епле пынипе паллаштарма тивĕç. Çак тапхăрта комисси членĕсем сире хумхантаракан ыйтусене те хуравлĕç. <...>

Юрий БОРИСОВ хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.