Хыпар 4-5 (28180-28181) №№ 19.01.2024

19 Янв, 2024

Спорт сывă пурнăçа йĕркелет

ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра кашни иккĕмĕш çын спортпа туслă. 2030 çул тĕлне вĕсен йышĕ 70 процента çитмелле. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн чылай ĕç тăваççĕ: спорт обĕекчĕсем çĕкленеççĕ, спорт мероприятийĕсем иртеççĕ, çĕнĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. 2023 çулхи кăтартусем те пĕчĕк мар.

Стадионсем çĕнелеççĕ

Республикăра спорт инфратытăмĕ çултан-çул пуянланса пырать. Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче пурăнакансем «Атăл» стадион çĕнелсе улшăннă хыççăн уçăласса кĕтеççĕ. Строительсем об˜екта туса пĕтерессишĕн çулталăкĕпех тăрăшса ĕçленĕ. Стадионта темиçе об˜ект çĕклесе лартнă. Физкультурăпа сиплев комплексĕнче тренажер залĕсем, икĕ бассейн /ачасем тата çитĕннисем валли/, хăна çурчĕ, кафе, тир пулĕç. Çавăн пекех йывăр атлетсемпе кĕрешÿçĕсем валли те уйрăм залсем тунă. ФОКпа юнашар тăрăллă каток вырнаçнă. Стадионти футбол уйĕ те çĕнелнĕ, ун тавра çăмăл атлетика çулĕсем пулаççĕ. Ухăçăсем валли — çĕнĕ тир. «Атăла» реконструкцилеме «Спорт — пурнăç йĕрки» проектпа килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ уйăрнă. Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пăр кермен тăваççĕ. Спорт учрежденийĕнче каток, куракансем лармалли вырăнсем, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, хореографи залĕ, медкабинет, конькисене проката памалли пÿлĕм пулĕç. Биатлон центрĕнче çĕнĕ стрельбище вырнаçтарнă, роллерлă йĕлтĕрпе çÿремелли трасса тăваççĕ, фристайл центрĕнче сноупарк хута янă. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулне тата тепĕр виçĕ учреждение «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн оборудованипе, тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтернĕ. 2023 çулта Шупашкарта футбол манежĕ çĕклеме пуçланă. Ăна «Спорт — пурнăç йĕрки» проект пулăшнипе тăваççĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Комсомольскинче ГТО лапамĕ хута янă. Сăмах май, 2019 çултанпа республикăра çакнашкал 23 лапам тунă. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарти 50 метрлă бассейн юсав хыççăн ĕçлеме тытăннă. Куншăн спорт ветеранĕсем уйрăмах кăмăллă. Спорт комплексĕнчи 25 метрлă бассейна та çĕнетнĕ. Республикăри чи пысăк керменте пысăк юсав ирттернĕ. Унта сусăрсем валли те лайăх услови тунă, триатлонистсен залĕ те пур, çавăн пекех антидопинг тĕрĕслевĕн блокĕпе спорт медицинин центрĕ валли те вырăн уйăрнă.

Шупашкар — пысăк турнирсен хули

Шупашкарта Наци кĕрешĕвĕсен пĕтĕм тĕнчери вăййисем пĕрремĕш хут иртнĕ. Унта Кăркăсстанран, Ирантан, Беларуçран, Турцирен, Таджикистанран тата ытти çĕршывран килнĕ 1000 ытла спортсмен хутшăннă. Программăна спортăн 14 тĕсĕ кĕнĕ: айкидо, каратэ, кĕрешÿ, мас-рестлинг… Çавăн хыççăн Чăваш Енре кĕрешĕве аталантарас ĕç пуçланчĕ. Темиçе спорт шкулĕнче ятарлă секцисем уçрĕç. Наци кĕрешĕвĕсен центрне туса хума йышăнчĕç. Пĕлтĕр Шупашкар паралимпиецсен çуллахи вăййисен тĕп хули те пулчĕ. Чăваш Енĕн тĕп стадионĕнче 300 ытла спортсмен çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçнĕ. Призерсен йышне Чăваш Ен атлечĕсем те кĕнĕ. Пирĕн стадионтах спорт ветеранĕсем çĕршыв чемпионатĕнче мала тухассишĕн ăмăртнă. Старта аслă ÿсĕмри 600 яхăн атлет тухнă. Вĕсен йышĕнче чăваш спортсменĕсем те пулнă. Шупашкартах шахматистсем Шăккалат кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Ăмăртура 42 регионтан килнĕ 7-15 çулсенчи яшсемпе хĕрсем вăй виçнĕ. Чăваш шахматисчĕсенчен унта Марьяна Осиповăпа Рамиль Вильданова уйрăмах ăннă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Статья геройĕсемпе сыв пуллашма йывăр

Унăн «Манăн геройсем чиркÿсем çĕклеççĕ, тăлăхсене усрава илеççĕ тата понипе сунара çÿреççĕ» статйи Раççей журналистикин энциклопедине кĕнĕ. Чăн та, Канаш районĕн «Канаш» хаçатĕнче вăй хунă, пичет анинче пурĕ пĕрле 60 çула яхăн тăрăшнă Василий Лапинăн кашни материалне киленсе вулатăн. Чăваш пичечĕн кунĕ çывхарнă май Василий Степановича хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Хĕсмете кайрăм та артист пулаймарăм»

— Василий Степанович, пичет ĕçĕнчи чи интереслĕ самантсене аса илер-и?

— Журналистикăна лекиччен пилĕк çул Тайгара тар тăкрăм. Шкул пĕтернĕ хыççăн ялта укçа ĕçлесе илме май çукчĕ. Тăхăнмалли çитсе пымастчĕ, çăпатапа çÿреттĕмĕр, вĕренме каясси çинчен шухăшлама та пултарайман. Ялтан виççĕн Ростов облаçне шахтăна ĕçлеме тухса кайрăмăр. Эпир çитес умĕн унта авари пулнă, çынсем нумаййăн вилнĕ. Шахтăна вырнаçасси пулмарĕ. Пирĕн укçа Кирова çитмелĕх кăначчĕ. Çапла тайгана лекрĕм. Унта вăрман касрăм, пĕр вăхăт клубра ĕçлерĕм. Эпĕ вунă класс пĕтернĕччĕ. Вăл вăхăтра ун чухлĕ вĕреннисем сахаллăнччĕ. Пĕлÿ пур тесе мана клуба ертсе пыма шанчĕç. Вырăнти пултаруллă çынсене пухса концертсем йĕркелеттĕмĕр. Пичет ĕçĕ пирки калас тăк, 2013 çулта питĕ савăнăçлă самант пулчĕ. Ман пата Мускавран шăнкăравларĕç. «Санăн материалсем конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ», — терĕç. Уншăн хĕпĕртерĕм. Эпĕ виçĕ материал ярса панăччĕ. Манран çак материалсене мĕнле хатĕрлени çинчен çырса кăтартма ыйтрĕç. Чăн та, журналта вĕсене пĕр улăштармасăр пичетлерĕç. Кашкăрçырми ялĕн шăпи çинчен çырма уйрăмах кăсăклă пулнăччĕ. Унта интереслĕ çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем вăрçăра пуç хунисене асăнса хăйсен укçипе палăк лартнă, халăхран пухнă нухратпа клуб тунă. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă» тенешкел — пĕчĕк ялта çынсем çав тери туслă пурăнаççĕ.

— Материал çырнă хыççăн асра юлнă геройсем пур-и?

— Вăрăмпуçра Мунчала Петти пурăнать. Алли чăннипех ылтăн унăн: çăм арлать, чăлха-нуски çыхать, карçинкка ăсталать, кăмака тата чÿрече рамисем тăвать, кăçатă йăвалать, сварка ĕçне пурнăçлать… Интереслĕ çынсем пирĕн тăрăхра тата пур.

— Хăвăрăн геройсемпе туслашнă-и?

— Çĕнĕ Юнтапари нумизматпа Валерий Михайловичпа пасарта тĕл пулсан ялан калаçатпăр. Кам çинчен çырнă — тĕл пулсан пурте алă тытаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Ашшĕн çуралнă кунĕнче киле кĕрсе тăнă

Канаш округĕнчи Шуркасси салинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă Артем Алексеев çак кунсенче ятарлă çар операцинчен отпуска килсе кайрĕ. Кĕске вăхăтра каччă тăван шкулĕнче пулма ĕлкĕрнĕ. — Шкул ачисемпе тĕлпулу кăмăллă иртрĕ. Çитĕнекен ăрăва паянхи лару-тăру кăсăклантарать. Аслă класра вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравларăм. Тăван çĕршыва юратасси, чăн-чăн патриот пулса ÿсесси тавра калаçрăмăр. Шкул ачисем Максим Колосковăн «Своих не бросаем» сăввине вуларĕç. Мана ăнăçу сунса талисман парнелерĕç. Эпĕ те вĕсене шкулта тăрăшса вĕренни пурнăçра пысăк вырăн йышăнни, пĕлÿ кирек ăçта та кирлине ăнлантарнă май тăрăшса ăс пухма сунтăм, — каласа кăтартрĕ Артем.

«Хăвна лайăх енчен кăтарт»

— Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Воронеж облаçĕнче пурнăçларăм. Çарта пулнă тăк та эпĕ алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма тивет тесе нихăçан та шухăшламан. Анчах 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан мобилизаци пуласси пирки иккĕленмен. Çавăнпа кăмăла çирĕплетнĕ, хатĕр тăнă, — аса илчĕ çар çынни. Çакăн пек тÿрĕ кăмăллă ÿсме ăна пиччĕшĕсем, ашшĕ тĕслĕх кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен кăтартакан фильмсем ача чухне Артемшăн чи юратнисем пулнă. — Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, шкултан хăвăрт таврăнса парад пăхма юрататтăм. Çав кун вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулу ирттеретчĕç. Вĕсем каласа кăтартнине тимлĕ итлеттĕм. Пăлхануллă самантсем асра çырăнса юлчĕç. Ÿснĕçемĕн салтака кайса килекен яшсене курса мăнаçланаттăм. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама эпĕ те хатĕрлентĕм, — калаçăва сыпăнтарчĕ каччă. Тури Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Артем салтак аттине тăхăниччен диплом илмелли çинчен шухăшланă. Çапла тунă та. Инженер профессине алла илнĕ. Çак çула суйланинче шкулти учительсем лайăх вĕрентнин витĕмĕ пуррине пытармасть вăл. Уйрăмах математикăна кăмăлланă Артем. Вĕренни нихăçан та ытлашши маррине ăнланса водитель правине те илнĕ. Çапла килсе тухнă та: çарти тивĕçĕ водитель пулнă. Таврăнсан çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеме пуçланă. Çитсенех дрон вĕçсе килнĕ — Çар комиссариатĕнчен шăнкăравласа чĕнчĕç. Ĕçрен пăрахма заявлени çырса тăван тăрăха таврăнтăм. Кăшнаруй уйрăмне кĕрсе повестка илтĕм. Тепĕр кунхине тухса кайрăм. Килтен иккĕмĕш хутчен салтака ăсатрĕç. Анне куççульленнине курма йывăр пулчĕ. Атте малтан салтака ăсатнă чухне те: «Нимрен те ан хăра, хăвна лайăх енчен кăтарт», — тесе пил панăччĕ. Аттепе анне пĕрле ман хулпуççирен ал шăлли пуçласа çакнăччĕ. Çар операцине ăсатнă чухне те вĕсем пиллесе кăларса ячĕç, — аса илчĕ Артем. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Алла САЛАЕВА: Халăха усă куни чун канăçне тупма пулăшать

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе пĕлтĕр пурнăçланнă «Асам» фестивале, «Манăн çул çÿревсен кĕнеки» проекта ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те — иккĕленÿ çук — нумайччен аса илĕç.

Хитре калаçма пĕлни кирек кама та кирлĕ

— Алла Леонидовна, «Асам» фестивале йĕркелес шухăш епле çуралчĕ? Шанни, кĕтни тÿрре тухрĕ-и?

— Шкул театрĕсен фестивальне питĕ нумай ачана хутшăнтарма май килнишĕн, чăннипех те, мăнаçланатăп. Пирĕн пуçарăва çавăн пекех Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ, Чăваш Республикин Культура министерстви ырласа йышăнчĕç. Паллах, проекта ĕçе кĕртнĕ чухне ачасене театр ĕçне хутшăнтарса артистсем ÿстерес, вĕсене искусство тытăмĕнчи профессие суйлама хистес шухăш пулман. Театрсен ертÿçисене çамрăк ăру хушшинче талантсене курма май парасси, шкулта вĕренекенсене хăюллăрах пулма хăнăхтарасси тĕпре тăнă. Фестивале йĕркелеме шут тытнин сăлтавĕ вара темиçе те. Пĕрремĕшĕ, вĕрентÿ тытăмĕнчи пулăмсем çине эпĕ айккинчен пăхса тăма пултараймастăп. Унта вĕрентÿ енĕпе те, воспитани тĕлĕшпе те куçа курăнман ĕç темĕн чухлех. Çавна май ман умра икĕ тĕрлĕ çул пулнă: Чăваш Республикин вĕрентÿ министрне Дмитрий Захарова е чăрмантаратăп, е пулăшатăп. Эпĕ вара пулăшма шухăшларăм. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур шкулта та театр студийĕ уçса ĕçлеттерсе яма тĕллев лартрĕç. Паллах, директорсене хушу пама пулатчĕ. Кам мĕнле пĕлет, ăна çапла пурнăçлатчĕ паллах. Юлашкинчен статистика кашни вĕренÿ заведенийĕнче театр ĕçлеме пуçланине, спектакльсем лартнине кăтартатчĕ. Анчах эпĕ апла тума пултараймарăм. Çак хушăва пурнăçлама ачасене те, вĕрентекенсене те хавхалантармалла тесе шухăшларăм. Студи уçиччен шкулти педагогсене театр ĕçне вĕрентмелле. Çавна май республикăри театр ертÿçисенчен пулăшу ыйтрăмăр. Вĕсем шкулсене хăйсен хÿттине илчĕç, режиссерсем, артистсем вĕренÿ учрежденийĕсене тухса çÿрерĕç. Вырăс драма театрĕн директорĕ Дмитрий Капустин е К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ертÿçи Елена Николаева шкула пыни кама ан хавхалантартăр? Ачасем те, вĕрентекенсем те сцена ĕçĕпе кăсăкланса кайрĕç. Çапла майпа министра хушăва пурнăçлама пулăшас тени вун-вун çыннăн чун киленĕçне çаврăнчĕ. Иккĕмĕш сăлтав — ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парас тени. Шкулти сцена çине тухма ятарласа вĕренни кирлĕ мар, хавхалану кăна пултăр. Кирек хăш ачана та спектакльте выляттарма пулать. Çапла майпа унăн урама — ирĕке — туртăнас туйăмне пусарма май килет. Виççĕмĕшĕ — оратор ăсталăхне аталантарни. Хитре калаçма пĕлни кирек хăш профессире те кирлĕ. Сăмахран, инженерăн хăйĕн проектне ĕненмелле хÿтĕлеме пĕлмелле. Педагогăн калаçмасăр ниепле те май çук. Шел те, шкулта пире çак ăсталăха вĕрентмен. «Асам» фестивале хутшăннă ачасем вара профессионал артистсем пулăшнипе коммуникаци хăнăхăвĕсене аталантарма пултарчĕç. Тата, манăн шухăшпа, парнесем те начар мар. Фестивальте çĕнтернĕ çамрăк артистсен преподавателĕсене эпĕ çитес вăхăтра Мускавра кĕтетĕп. Вĕсемпе пĕрле театра премьерăна кайăпăр. Ачасем вара Дмитрий Певцовпа тĕл пулĕç. Унпа ăсталăх класĕ ирттересси пирки калаçса татăлтăмăр. Малашне çĕршыври паллă ытти артиста та çак ĕçе явăçтарăпăр. Пурин те ĕмĕтпе пурăнмалла. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Ултав серепинче

2023 çулта ултавçăсем IT-технологисемпе усă курса республикăра пурăнакансен 1 миллиард та 178 миллиона яхăн тенкине вăрланă. Çак укçа çĕр-çĕр ача вĕренмелĕх капмар шкул тума çитнĕ пулĕччĕ. Ыйту çивĕчлĕхĕ çинчен ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тăвакан преступленисемпе кĕрешекен пайĕн пуçлăхĕпе полици подполковникĕпе Михаил Игнатьевпа калаçрăмăр.

Статистика... хуп-хура

— Михаил Вячеславович, саккуна пăснă тĕслĕхсен статистикине пăхас тăк — çитес çулсенче эсир ĕçсĕр юлас хăрушлăх çук...

— Пĕлтĕр асăннă йышши 4407 преступлени пулнă — виçĕм çулхинчен /3526 преступлени/ 25% нумайрах. Çуллен çапла — кăтарту 20-30% хушăнать. Анчах, шел, граждансем çухатнă укçа виçи çак йĕркене пăхăнмасть — вăл тата пысăкрах хăвăртлăхпа пысăкланать. 2023 çулта виçе 1 миллиард та 177,7 миллион тенкĕрен иртнĕ. 2022 çулта 496 миллион тенкĕ пулнă. Урăхла каласан, пĕлтĕр ултавçăсем вăрланă укçа виçи 2,5 хута яхăнах хушăннă. Иртнĕ çул Чăваш Енре тĕрлĕ йышши 12,9 пине яхăн преступлени пулнине шута илсен — çак виçере çынсене телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă улталанă йышши тĕслĕхсен тÿпи 1/3 патнеллех.

— Çухату тÿснисем ултавçăсене курмаççĕ, пĕлмеççĕ, апла тăк айăплисене тупса палăртма та йывăр.

— Ултавçăсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче — пирĕн пай сотрудникĕсен командировкăсене вĕçĕмсĕр çÿреме тивет, тепĕр чухне темиçе эрне киле таврăнаймаççĕ... Çапах тĕксĕм статистикăра ырă самантсем те пур. Преступленисене уçса парасси 19% шайĕнче — нумай тееймĕн, анчах ку кăтарту пĕлтĕр те, виçĕм çул та пĕр шайра. Урăхла каласан, преступленисен шучĕ чылай пысăкланнине пăхмасăр эпир вĕсене уçса парассин кăтартăвне чакарман кăна мар, тĕпчесе пĕтернĕ ĕçсен шутне палăрмаллах пысăклатнă та. Цифра йĕрĕпе вăйланнă пуяс ĕмĕт — Çакнашкал преступленисен шучĕ мĕншĕн çапла пысăк хăвăртлăхпа ÿсет-ха, граждансем ултавçăсене мĕншĕн çăмăллăнах ĕненеççĕ? — Цифровизаци сарăлать, нумай ĕç, операци интернета, соцсетьсене, мессенджерсене куçать — çакăнтан та нумай килет. Тепĕр енчен, чылай çыншăн çăмăл майпа услам тăвас кăмăл кăтартуллă — çавăнпа нумайăшĕ шар курать. Сăмахран, çынсене укçа хывса пысăк тупăш тумалли майсемпе илĕртеççĕ. Нумайăшĕ инвестици компанийĕсен шалти кухнине пĕлмест – пурпĕр хăтланса пăхасшăн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Ман курасчĕ ырлăхне...

«Пурнăç йывăр пулсан та çитĕнтĕмĕр. Анчах ыррине курнине астумастăп», — терĕ Шупашкар округĕнчи Кăшавăш ялĕнче пурăнакан Вера Христофорова кун-çулне аса илнĕ май. Паян, Кăшарни кунĕнче, вăл 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем, ял-йыш ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.

«Пĕр кун та ĕçлемесĕр пурăнман»

Асăннă тăрăхри Хураçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Георгиевнăн шăпана ÿпкелешме сăлтавĕ те пурах: ашшĕамăшĕнчен ачаллах тăлăха юлнă. Амăшĕ вилнĕ чухне вăл 13 çулта пулнă, йăмăкĕ Галя — 5-ре, Зоя вара — 2-ре. Ашшĕне пачах астумасть вăл. Çывăх çынни пурнăçран маларахах уйрăлнă. Йăмăкĕсене тăрантарас тесе Вера Ишлей станцине вăкăрпа вутă турттарнине, Атăл леш енне вăрман касма кайнине, кукамăшĕпе ялсем тăрăх ыйткаласа çÿренине аса илчĕ. «Кукамай манпа çăкăр пуçтарма юлташла пыратчĕ. Ялсем тăрăх эрни-эрнипе çÿреттĕмĕр. Çĕр каçма кĕртекенсем те пулнă. Кукамая çăкăр питех памастчĕç. Мана вара хĕрхенсе алăран тыттаратчĕç», — иртнине куç умне кăларчĕ Вера Георгиевна. Икĕ йăмăкне çемьесене усрава панă хыççăн Вера Шупашкара ĕçлеме тухса кайнă. Гальăна Кăшавăшра пурăнакан хĕрарăм хăйĕн хÿттине илнĕ. Зойăна вара урăх тăрăхри вĕрентекенсен çемйи юратса çитĕнтернĕ. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать. Чи кăсăкли — пĕртăвансем çулсем иртнĕ хыççăн пĕр-пĕрне шыраса тупни. Шел те, Гальăпа Зойăна тĕл пулма шăпа пÿрмен. Галя чире пула вăхăтсăр вилнĕ. Вера Георгиевна халĕ йăмăкĕпе Зойăпа çулсеренех тĕл пулать. «Эпĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, пĕр кун та ĕçлемесĕр пурăнман, — тăсăлчĕ пирĕн калаçу çăмхи. — Малтанах тĕп хулари Богдан Хмельницкий урамĕнчи садра ĕçлерĕм. Унта улмуççисене тирпейлесе тăраттăмăр, улма-çырла пуçтараттăмăр, вĕсене эрех завочĕсене ăсататтăмăр. Каярахпа аптека складĕнче грузчикра вăй хутăм, унтан ЖБИ заводра — формовщицăра, Шупашкарти 100-мĕш садикре — няньăра, воспитательте. Ачасене çитĕнтерес тесе тăрăшаттăм. Çемье пурнăçĕ те ăнмарĕ: патак айĕнчен тухаймарăм, упăшкан ырлăхне кураймарăм. Хăй те каярахпа йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ». <...> 

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Хăнасене сиплĕ чейпе те хăналать

Пирĕн хушăра авалхи япаласемпе, савăт-сапапа, хатĕр-хĕтĕрпе кăсăкланакан, вĕсене пуçтаракан çынсем пур. Çавна май хăшĕ-пĕри килĕсенче музей те йĕркелет. Паян «Хыпар» вулаканĕсене вĕсенчен пĕринпе, Шупашкар округĕнчи Лакăр ялĕнче пурăнакан Бронислав Федоровпа, паллаштарăпăр.

«Çĕнĕ Халала» пысăк хакпа туянасшăн Бронислав Иванович Шемшер шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт тĕп хулари виçев приборĕсен заводĕнче /ЗИП/ ĕçленĕ. Тăрăшуллă каччă çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ илнĕ. Çавна май каярахпа Шемшер шкулĕнче вăй хунă: тĕрлĕ çулта вĕрентекенре, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче, шкул директорĕнче тăрăшнă. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, ял старости те пулнă. Тăван чĕлхене, йăлайĕркене, культурăна упраса хăварма тăрăшнă. Ачасене паллаштарас тĕллевпе ун чухнех авалхи япаласене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă вăл. Хăй ăсталанă методика кăтартăвĕсене те упранă. Шел те, шкулта ĕçлеме пăрахнă хыççăн чылайăшне çунтарса янине пĕлтерчĕ ĕнерхи вĕрентекен. Экспонатсене икĕ ампара вырнаçтарнă, вĕсем виçĕ пÿлĕмре упранаççĕ. Кунта авалхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, вырăн таврашĕсем, музыка инструменчĕсем, лаша кÿлмелли, çăкăр пĕçермелли хатĕр-хĕтĕр тата ытти те пур. Сăмахран, мăлатук çеç 15 тĕрлĕ, сава та нумай. Сăра пички тата мĕн чухлĕ! Çак пурлăх пĕтĕмпех тĕп килте упраннине палăртать Бронислав Иванович. Эппин, ку çуртра пултаруллă, ĕçчен, çирĕп йăх пурăнни каламасăрах паллă. «Кукаçи Григорий Иванович ал ăсти пулнă. Унăн кунта чылай ĕç хатĕрĕ пур. Атте Иван Федорович Шупашкарта вăй хунă пулсан та киле таврăнсан ĕçсĕр ларман. Вăл кăçатă та йăваланă. Асатте-асанне те ĕçчен пулнă. Астăватăп: сарайсем икĕ алăклăччĕ, унта лашапа тÿрех кĕме пулатчĕ. Асатте Федор Ефимович вăрçă вăхăтĕнче колхоз председателĕнче те ĕçленĕ», — музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ кил хуçи. <...>

Валентина ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.