Хыпар 3 (28179) № 16.01.2024

16 Янв, 2024

«Чăваш Енри халăх тĕрĕслĕхе юратать»

2023 çул ансат пулманнине пăхмасăр прокуратура граждансен, çав шутра çул çитменнисен, инвалидсен, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисен, ытти категорин прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлес енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Эрнекун ĕçтешĕсене Прокуратура кунĕ ячĕпе саламланă май республика прокурорĕ Эдуард Гиматов вĕсене чи малтан ăнăçлă çак ĕçшĕн тав турĕ.

Ĕç ăнăçлăхне вара цифрăсем, уйрăм тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Эдуард Гиматов прокуратура тĕрĕслевĕсем çынсен хăрушсăрлăхне, вĕсен пурнăç пахалăхне тивĕçтерессипе, кулленхи нушисемпе çыхăннă мĕн пур сферăна пырса тивни çинчен каларĕ. Влаç органĕсемпе пĕрле йышăннă мерăсем, сăмахран, ĕç укçин 21 миллион тенкĕлĕх парăмĕсене татма май панă. Наци проекчĕсемпе çыхăннă 30 ытла об±ект строительствипе реконструкцине вĕçленинче те прокуратура тÿпи курăмлă — надзор органĕн подрядчиксене васкатма, уйрăм тĕслĕхсенче явап тыттарма та тивнĕ. Нумай хваттерлĕ 200 ытла çуртра капиталлă юсав ирттернĕ. Прокурорсем хута кĕнипе çар служащийĕсен регионăн пĕр хут паракан тÿлевне илме пултарнă. Криминал пуç çĕклессинчен сыхланса тăвакан ĕç те курăмлă. Эдуард Рафикович банк сферинчи ултавшăн каварлашнă ушкăна пĕрлешнĕ 9 çынна суд умне тăратнине, пысăк виçепе наркотик сутассине йĕркеленĕ пĕрлĕхĕн 15 членне явап тыттарнине пысăка хурса хакларĕ. Надзор органĕн ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çулйĕрĕ — коррупцие пÿлесси. Коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна пăснин 1,3 пин ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă, прокурорсен çак сферăри тĕрĕслевĕсен материалĕсене тĕпе хурса следстви органĕсем 19 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ саккуна пăсса предприниматель ĕçне хутшăннипе çыхăннă уголовлă ĕç. Прокурор çавăн пекех бизнеса хÿтĕлес тĕллевлĕ ĕç пĕлтерĕшĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Тата — патшалăх укçи шута юратни çинче. Прокуратура тивĕçлĕ позици йышăннине кура, сăмахран, Арбитраж сучĕ парăмлă организацин пысăк виçелĕх пурлăхне саккуна пăсса айккине кăларассине сирнĕ. Çав шутра пурлăхăн пĕр пайĕ Итали гражданинне пăхăнакан организацие куçмалла пулнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та прокуратура ĕçченĕсен коллективне кулленхи тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, саккунлăхпа йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕллевлĕ пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсене пысăк хак пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, шăпах пĕрлехи мерăсем тĕрлĕ ĕçе тивĕçлĕ пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтерме май параççĕ. Çав шутра — капиталлă строительствăн вăл е ку об±ектне хута ярас тĕлĕшпе те. Ун шучĕпе, вăл е ку енĕпе çынна явап тыттарасси тĕп тĕллев мар — «çынсем пирĕнтен ăна мар, юсанă шкулсем, хута янă социаллă об±ектсем, культура об±екчĕсене кĕтеççĕ», «ку енĕпе нумай ĕç ăнăçлă пурнăçланать, анчах тепĕр чухне çыншăн кăтартуллă хавшаклăх «этем факторĕ» текен пулăма тÿрре тухма май парать — хăшĕсем проекта пурнăçламалли çултан пăрăнаççĕ». Апла тăк вĕсене тÿрĕ çул çине кăларасси те пĕрлехи ĕç пулмалла. Ку нормăсем палăртас ĕçре те кирлĕ. «Пăтта çу ярса пăсаймăн. Инструментари мĕн чухлĕ нумайрах — тимлĕх çавăн чухлĕ пысăкрах. Халăх влаçа шанасси те çакăнпа çыхăннă. Цифровизаци, чăн мар интеллект ку енĕпе анлă майсем уçаççĕ. Чи кирли — çакă пĕчĕк тăкакпах процессен анлă пайне тишкерме, правăна пăснин паллисене малтанхи тапхăртах тупса палăртма май пани», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл çак кунсенче хăй Патшалăх Канашне ямалли Çыру текстне хатĕрленĕ май унта та çак самантсене шута илессине çирĕплетрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Паттăрсенчен тĕслĕх илнĕ

Пирĕн салтаксемпе офицерсем ятарлă çар операцийĕнче хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр паттăрлăх кăтартаççĕ. Роман Шалаев майор та неонационалистсемпе кĕрешсе Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Роман Шалаев 1992 çулта Калининград облаçĕнчи Черняховск хулинче çар çыннин çемйинче çуралнă. Вăл Шупашкарта ÿснĕ, 1999-2007 çулсенче хулари 51-мĕш вăтам шкулта /халĕ — 4-мĕш лицей/ пĕлÿ илнĕ. 2007 çулта Шалаевсем Мускав облаçĕнчи Кубинка хулине пурăнма куçнă. Унта Роман 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăрçă паттăрĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕннĕскер хăйĕн шăпине, ашшĕ пекех, çарпа çыхăнтарнă: 2009 çулта Рязаньти çар институтне вĕренме кĕнĕ. 2010 çулта ку вĕренÿ заведенине Омска куçарнă. 2014 çултанпа Сывлăш десант çарĕн вĕрентÿ центрĕнче /Омск хули/ çар тивĕçне пурнăçланă. Взвод командирĕ, рота командирĕн çумĕ пулнă. 2020 çулта Роман Шалаев Сирири çар операцине хутшăннă. Çĕршыва террористсенчен хăтарассишĕн хăюллăн çапăçнăшăн ăна икĕ медальпе наградăланă. Çавăн пекех вăл 2021 çулта Жуков тата «Çар службинче палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ. Çарташĕсем ăна ырăпа аса илчĕç. «Роман Евгеньевич — манăн командирччĕ. Вăл çирĕп ыйтакан офицерччĕ, тÿрĕ чунлă та вăйлă çынччĕ. Хăюллă пулнипе палăрса тăратчĕ. Вăл айăпсăр айăпласа курман. Шÿтлеме юрататчĕ, кулăша ăнланатчĕ. Унпа чуна уçса калаçма пулатчĕ, кашни салтак валли сăмах тупма пĕлетчĕ», — пĕлтерчĕ Омскри çарташĕ Даниил Морозов. Алексей Рязанов çарти юлташне 2022 çулхи пуш уйăхĕнче юлашки хут курнă. «Ун чухне эпир ятарлă çар операцийĕ пирки нумай калаçрăмăр. Роман вăрçă паттăрĕсем, Раççей Геройĕсем çинчен сăмах хускатрĕ. Вĕсем пуриншĕн те тĕслĕх пулнине палăртрĕ. «Хисеплĕ çак ята кам тивĕçет, унăн пурнăçĕ ăнать, уншăн пур çĕрте те çул уçăлать», — терĕ вăл çав каç. Ун хыççăн эпир урăх тĕл пулаймарăмăр, шăпа пире уйăрчĕ», — терĕ офицер. 2022 çулта Роман Шалаева Костромана куçарнă. Унта 331-мĕш сывлăш десант полкĕн батальон командирĕн çумĕнче тăрăшнă. Çав çулхи çу уйăхĕнчен — Украинăри ятарлă çар операцийĕнче. Çар заданийĕсене вăл ăнăçлă пурнăçланă, тăшман пульлинчен хăрамасăр кĕрешнĕ. Анчах 2023 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчи пĕр çапăçуран вăл таврăнайман. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Юбилее тăван халăхпа кĕтсе илме Турă çул уçса пычĕ»

— Кирек хăш патшалăхра пулма тÿр килсен те атте-анне килĕ, Чăваш Ен маншăн чи хакли. Çак туйăма нимĕнле те пытараймăн. Ĕçленĕ чухне те куç умне хам çуралса ÿснĕ тăван ялăм, çывăх çынсемпе çыхăннă самантсем тухаççĕ. Çак юратăва чĕрем таса пир çине куçарма хистет, — чунне уçрĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Рыбкин.

Çавра çивĕтлĕ амăшĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Ваçликассинчен тухнă тĕнчипе паллă ÿнерçĕ Анатолий Рыбкин кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ. Юбилярăн иртнĕ эрнекун, кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пысăк курав уçăлчĕ: унта пынисене художникăн 400 яхăн ĕçĕ тыткăнларĕ. Иртнĕ çулсенче Анатолий Петровичпа паллашнă хыççăн пĕчĕк чухнехи ĕмĕтĕм — асамлă сăрăсемпе усă курса илеме хут çине куçарасси — куç умне тепĕр хут тухрĕ. Манăн та художник пулас килетчĕ. Анатолий Петровичăн картинисене пĕрремĕш хут курса киленни халĕ те асрах. Мĕн чухлĕ ăшăлăх, ырăлăх тапса тăрать вĕсенче. Темĕнле ăнланманлăх пачах çук. Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату çеç: чи çывăх çынсене — ашшĕ-амăшне, çуралса ÿснĕ киле, тăвансене, ял-йыша, çарран чупнă улăх-çарана, хĕллехи çилтăманăн хăйне евĕрлĕ илемне килĕштерни… Унăн картинисене сăнасан ĕçе çавăн пек ытарлăн пурнăçлама, чăнах та, вăл пурнăçри кашни саманта, эпир асăрхаман пĕчĕк япалана та юратма пултарнине ăнланатăн. Анатолий Петрович тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл — асли тата виçĕ йăмăкĕ. Ашшĕ Петр Емельянович колхозра ăста платник пулнă. Килте çăпата хуçнă. — Çав вăхăтра атте ман валли пушăтран туххăмрах касса лаша кĕлетки туса паратчĕ. Кăранташпа та питĕ хăвăрт ÿкеретчĕ. Чÿрече эрешĕсем ăсталатчĕ. Унăн пултарулăхĕ мана куçрĕ. Хам та пĕчĕк чухнех йывăçран тем те пĕр каскалама хăнăхрăм. Пирĕн çемьере пысăк инкек пулчĕ. Эпир, пĕчĕк ачасем, килте хамăр тĕллĕн юлнă, çапла кăмакаран пушар тухнă. Мана çăлса хăварнă, йăмăка Гальăна больницăна илсе кайнă чухне вăл пурнăçран уйрăлнă. Çакна кăштах çеç астăватăп. Тата хĕр çуралчĕ, каллех Галя ятлăччĕ, 13 çулта чирлесе вилчĕ. Виççĕмĕш йăмăк Валентина, манран 13 çул кĕçĕнрех, акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ. Анне Татьяна Арсентьевна Нарат Чакки ялĕнче кĕçĕн классене вăтăр ултă çул вĕрентрĕ. Питĕ ăслăччĕ. Каçсерен пурте çывăрнă чухне краççын лампин çутипе тетрадьсем тĕрĕслесе ларатчĕ. Вăрăм çивĕтне пуç çине кăшăл пек çавăрса пуçтаратчĕ. Асрах-ха: почтальон уявсенче аннене вĕренекенĕсенчен саламлă открытка нумай парса хăваратчĕ. Питĕ хисеплетчĕç ăна. Анне 91 çулта, атте 69-та пирĕнтен уйрăлса кайрĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ художник. Сăмах май, кураври картинăсен йышĕнче Анатолий Петровичăн амăшĕн сăнарне курма пулать. Чăнах та, ÿкерчĕкре — вăрăм çивĕтне пуç çине кăшăл пек çавăрса пуçтарнă хĕрарăм… — Йăмăкăн упăшки Анатолий Виноградов строитель профессине алла илнĕ. Вăл çамрăк чухне Питĕрте ĕç¬ летчĕ, çавна май ман патра час-часах пулатчĕ. Ÿкерчĕксем валли рамăсем туса пулăшатчĕ. Мана пысăк, илемлĕ сăн питлĕ, ырă кăмăллă арçынсене ÿкерме килĕшетчĕ. Вăл шăпах çаплаччĕ. Çавăнпа манăн ÿкерчĕксенче Анатолий пĕрре мар сăнланнă. Тăван та, юлташ та вăл. Манăн куравсенче унăн сăнне ÿкернĕ чылай ĕç вырăн тупнă, — сăмах çыхăнчĕ пирĕн. Ентешĕмĕр ÿкернисĕр пуçне çырма та ăста. Унăн «Мой старый добрый дом…» кĕнеки 2017 çулта пичетленсе тухнă. Шăпах çавăн чухне Питĕрте унăн курав уçăлнă. Тĕрĕссипе, выставка кăна та мар, çав вăхăтра кĕнекене Вырăс музейĕпе, Ÿнерçĕсен союзĕпе пĕрле пахаланă. Шупашкарта вара наци библиотекинче презентаци иртнĕ. Кĕнекере ÿнерçĕ пултарулăхĕн çул-йĕрĕ, шăпа ăна ăçта-ăçта илсе çитерни, куравсем, тăван кил çинчен çырса кăтартнă. «Мой старый добрый дом…» ятлă куравпа Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, тĕнчери ытти патшалăхра /Германире, Таймырта…/ пулнă вăл. Унсăр пуçне художникăн Кубăра, Египетра, Сирире, Тунисра, Индире, Францире, Японире, Казахстанра, Китайра… пулма тÿр килнĕ, нумай курав йĕркеленĕ. Пĕтĕм çĕр чăмăрĕпех çаврăннă тейĕн. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕклет

РФ Экономика министерствин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2020-2023 çулсенче хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансен шучĕ çĕршывра 9 миллиона çитнĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарсан 37% хушăннă. Кăтарту мĕн пур регионта ÿссе пырать. Чăваш Енре вĕсен шучĕ — 53 пин çын.

Ял бизнесĕ çамрăксене те илĕртет

«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн професси налукне тÿлекенсене ĕçе аталантарма патшалăх енчен курăмлă пулăшу, çăмăллăхсем параççĕ. Çакă граждансене çĕнĕлĕхе пуçăнма çул уçать. Ялта пурăнакана вара хушма хуçалăха аталантарма хавхалантарать, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать. Бизнеса çамрăксем те хаваспах кÿлĕнеççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕнче çурри ытла /53%/ — 35, 23% вара 25 çула çитменнисем. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки тапхăрта яшкĕрĕмпе, хĕр-упраçпа пĕрлех хĕрарăмсем те программăна хастар хутшăнаççĕ. 2020 çултанпа хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕнче вĕсен тÿпи 39-тан 45% таран ÿснĕ. РФ Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Татьяна Илюшникова палăртнă тăрăх, наци проекчĕ халăхра анлă сарăлни хăй тĕллĕн вăй хуракан шучĕпе регистрациленме, ĕç-хĕле тытса пыма çăмăлланнипе те çыхăннă. Çакă бизнесра вăй-хала тĕрĕслесе пăхма, малтанхи утăмсем тума чи лайăх мелсенчен пĕри темелле. Унсăр пуçне вĕсем тÿлекен налук та пĕчĕк: 4% /продукцие уйрăм граждансене сутсан/ тата 6% /предприяти-организацие вырнаçтарсан/. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен çавăн пекех тĕрлĕ пулăшупа усă курма май пур: çăмăллăх кредичĕ, финанс тĕревĕ, пĕлĕве тÿлевсĕр ÿстерни, тавара маркетплейс, социаллă сетьсем урлă сарни, Пĕтĕм Раççейри куравсене хутшăнма май пурри. Патшалăх пулăшăвĕ хăй тĕллĕн тăрăшакана ĕçе аталантарнă май фермер хуçалăхĕ е хупă пĕрлешÿ йĕркелеме условисем туса парать.

Граждансем хăш сферăна ытларах кăмăллаççĕ? Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен 90% çăмăллăх кÿрессипе аталанать. Бизнесне куçман пурлăхпа çыхăнтаракан уйрăмах нумай /13%/: строительство, юсав, риэлтор ĕçĕ-хĕлĕ, хваттере арендăна пани. Иккĕмĕш вырăнта — транспорт çăмăллăхĕ /11%/: пассажирсене, груз турттарни, автосервис, машина çуса тасатни, арендăлани. Виççĕмĕшĕнче — илемлĕх кÿресси /9%/. Хыççăн консалтинг, вĕрентÿ, цифра тата ытти те. Хăй тĕллĕн тăрăшакансен 10% кăна продукци туса илет. Хушма хуçалăх тытакансем те хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленесси ÿсет. Патшалăх пулăшăвĕ ÿсни ялта пурăнакансене ĕçĕ-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме хистет. Вĕсем пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтереççĕ, аш-какай, сĕт, пыл туса илеççĕ, ытлашши продукцие сутаççĕ. Ятарлă йĕркепе налук тÿлекенсене пахча çимĕç /пĕр тоннăшăн 2000 тенкĕ/, çĕр улми /3000 тенкĕ/ çитĕнтерсе сутнăшăн, ĕне тытнăшăн /пĕр пуçшăн — 5500, 2-шĕн — 6500-шер, 3 е ытларахшăн 7500-шер тенкĕ/, ашлăх ĕне выльăхшăн /пĕр пуçшăн — 5500 тенкĕ/, сурăхпа качакашăн /пĕр пуçшăн — 500/ субсиди уйăрни тăкаксене чакарма пулăшать. Унсăр пуçне выльăх туянма кайнă тăкака туллин тавăрма май пур. Ĕне илсен — 70 пин /пĕриншĕн/, качакашăн 5 пин тенкĕ саплаштараççĕ. Ăратлă вăкăр вăрлăхне /тăкакăн 90%/, ял хуçалăх техники /40%/, минерал удобренийĕ /30%/, пыл хуртне ĕрчетме материалсем /40%/ туяннăшăн, тăпрана агрохими тĕпчевĕ ирттернĕшĕн /50%/, вăрлăха лабораторире тĕрĕслеттернĕшĕн /50%/ те тăкаксен пĕр пайне бюджетран тавăрма пулать. Курăмлă пулăшу хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕкленме çул уçать. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Клуб ял-йыша пĕрлештерет

Пултарулăх ăруран ăрăва куçнине палăртаççĕ. Шупашкар округĕнчи Мошкасси клубĕн ертÿçи Эльвира Альмешкина та сцена ăсталăхĕ хăйне ашшĕ-амăшĕнчен куçни пирки калать. Ашшĕ Виктор Якимов купăс калама юратнă, амăшĕ Маргарита Якимова ташă ăсти пулнă. «Аннене ташлама туйсене йыхравланă. Пĕр каçра ташласа пĕр мăшăр пушмак çĕтме пултарни çинчен калатчĕ. Вырăнти ташăсене ташланă вăл», — аса илчĕ Эльвира Викторовна.

Ÿркенмен ăста пулнă

Çĕньял шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хĕр Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Пултаруллăскер спортпа та туслă пулнă, çав вăхăтрах ташă кружокне те çÿренĕ. «Тантăшпа Любăпа ăмăртмалла вĕ¬ренеттĕмĕр. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пы¬нăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн мана ытти студентпа пĕрле Астрахань хулине, Чехословакие экскурсие ячĕç, — иртнĕ пурнăçне куç умне кăларчĕ Эльвира Викторовна. Асăннă вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытнă, агроном профессине алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах мăшăрĕпе Юрий Тихоновичпа паллашнă, 4-мĕш курсра чухне çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр аслă шкула ăнăçлă пĕтернĕ май Шупашкар тăрăхĕнчи Кадыков ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлеме тытăннă: Юрий Тихонович — пахча çимĕç бригадин бригадирĕнче, Эльвира Викторовна — диспетчерта. «Совхоз пысăкчĕ, унта икĕ уйрăм пулнă. Эпĕ водительсене рейса кăларнă, район центрне тĕрлĕ кăтарту парса тăнă. Ун чухне 175 машина рейса тухатчĕ. Паллах, эпĕ юрă-ташăсăр та пурăнма пултарайман. Çавна май Çĕньял клубне юрлама, ташлама чĕнчĕç те — хирĕçлемерĕм», — чунне уçрĕ хĕрарăм. Кăмăл-туйăма хирĕç каяймăн. Эльвира Альмешкинăна та шăпа культурăна илсе çитернĕ. Малтанах вăл Çĕньял клубĕнче костюмерта, методистра, илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. Пĕр вăхăт культура çурчĕн директорĕ те пулнă. Мошкассинче клуб тунă хыççăн унта ĕçлеме вырнаçнă. 2014 çултанпа вăл ертÿçĕре тăрăшать. Ача-пăча валли «Звездочки», «Сурпан» ташă, «Çеçпĕл» вокал ушкăнĕсем йĕркеленĕ. «Çеçпĕле» Герман Иванов ăста купăсçă ертсе пырать. «Сурпан» ташă ушкăнне вара — Чăваш наци конгресĕн Шу¬пашкар округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Надежда Васильева. Сăмах май, вăл — Эльвира Викторовнăн аппăшĕ. «Сурпан» тата «Çеçпĕл» ушкăнсем республикăра тата Чăваш наци конгресĕ ирттерекен сумлă мероприятисене яланах хутшăнаççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: асăннă ушкăнсен ертÿçисем валли ставка çукран вĕсем укçасăрах ĕçлеççĕ. Тĕлĕнмелле те, хальхи вăхăтра та çакăн пек «пысăк чĕреллĕ» çынсем пур. <...>

Валентина ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.